Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXIV

Пай: Шурӑ хурӑн. 1-мӗш кӗнеке –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хушнӑ: 2020.01.07 05:38

Пуплевӗш: 217; Сӑмах: 2346

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тӗтӗмлӗ уйра, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр, шурӑ мулкач чупкаласа ҫӳрет. Йӗри-тавра вут-ҫулӑм пӗрӗхе-пӗрӗхе снарядсем ҫурӑлаҫҫӗ. Мулкач пӗрре унталла, тепре кунталла сике-сике ӳкет. Пӗр ҫӗрте вӑл шӑлан тӗми айнелле ыткӑнса пӑхрӗ, — ӑна темскер ҫутатса илсе сывлӑшалла вӑркӑнтарчӗ. Вӑл ӗнӗк шӑрши кӗрекен кӑпӑшка юр ӑшӗнчен тухма хӑтланса, мӗнпур вӑйӗпе ҫухӑрса ячӗ, унтан вара сасартӑк аяккалла сикрӗ те — траншейӑна кӗрсе ӳкрӗ. Сиксе тӑрсан вӑл темиҫе секунд хушши темле сиккелесе, вӑр-вар ҫаврӑнкаласа илчӗ, тӑм стенасене урисемпе чаваласа хӑтланчӗ, унтан, хӑй ӑҫтине чухласа илчӗ пулас та, пуҫ каснӑ пек, траншея тӑрӑх вӗҫтерчӗ. Трайшейӑна ҫунӑк тӑпра муклашкисем ишӗле-ишӗле аннӑ, унтах йӳҫӗ тӗтӗм мӑкӑрланать. Мулкача каллех тем ҫутатса илсе сывлӑшалла ывӑтса ячӗ. Вӑл пӗр темскерле хушӑка пырса лекрӗ; вара, халран кайса, ним илтми пулса, сехри хӑпнипе хутланса выртрӗ те тек хускалмарӗ.

… Артподготовка пуҫланнӑ вӑхӑтра Олейник сержантӑн сасартӑк хӑсӑкӗ килме тапратрӗ, — иртенпех ӑшчик ыратать тесе ҫӳретчӗ вӑл. Халь вӑл вучах умне выртнӑ та, пӗтӗм пӗвӗпе силлене-силлене илсе, йынӑша-йынӑша хӑсать, хӑйне хӑй кӑкӑрӗнчен яра-яра тытать, пуҫне пӑркалать, пӗтӗмӗшпех халран кайнӑ пек куҫӗсене хупса, йӗпе тутисене ывӑҫ тупанӗпе шӑлкаласа илет.

Матвей Юргин ӑна тӗттӗмрех хыпашласа пӑхрӗ. Кӗмсӗртетнӗ сасса уямасӑрах, вӑл ӑна кӑшкӑрсах ятлаҫма тытӑнчӗ:

— Мӗскер кӳпсе тултартӑн эсӗ, явӑл пуҫӗ?

— Ой, пӑрӑнӑр! — йынӑшса илчӗ Олейник. — Мӗн пулчӗ капла мана?.. Ҫав консервӑна ҫинӗрен пулӗ-ши?

— Пӗртак шӑплансан, санчаҫе яра пар, илтетӗн-и?

— Выртам-ха пӗртак! Иртсе кайӗ тен…

— Мӗн выртмалли кунта? Пӗлетӗн-и, кунта мӗн пулать?

— Ҫапӑҫатӑп-ха!

— Санран пулать-и вӑл ҫапӑҫасси?

Олейник часах ура ҫине тӑма пултарас ҫуккине ӑнланса илсе, Матвей Юргин блиндаж алӑкӗ патнелле, кӗтесселле куҫрӗ. Кӗтесре, хӗҫ-пӑшал тӑнӑ ҫӗрте, хулпуҫҫийӗпе стена ҫумне сӗвӗнсе, шинельпе каска тӑхӑннӑ Андрей ларать. Юргин тусне тӗртсе илчӗ.

— Эсӗ командовать ту! Ӑнлантӑн-и? — терӗ вӑл ӑна.

Андрей шурӑ шӑлӗсене йӑлкӑштарса илчӗ.

— Есть, юрӗ!

— Ытлашши хӗрсе кайма кирлӗ мар! — асӑрхаттарчӗ Юргин. — Ӑнлантӑн-и? Ку ӗҫе лӑпкӑн, пӗлсе тӑвас пулать! Илтетӗн-и?

Малти линире кӗмсӗртетнӗ сасӑ ҫаплах-ха лӑпланмасть. Блиндаж сасартӑк ҫав тери хыттӑн кисренсе илчӗ те, пурте шӑпах пулчӗҫ: тимӗрпе йывӑҫ чӑнкӑртатса та шатӑртатса хӑлхасене хупласа лартрӗ, унтан та кунтан тӑпра ишӗлсе анчӗ, котелоксем тӑнкӑртатса илчӗҫ… Снаряд блиндаж кӗтессине лекрӗ, накатникӑн ҫиелти пӗренисене ывӑткаласа пӗтерчӗ, аялти ретсенчен пӗрине вара нар патне ҫитиех антарса лартрӗ, кӗтесри шӑтӑк витӗр хӑмӑр пӗлӗт татки курӑнса кайрӗ, блиндажа сивӗпе тӗтӗм йӳҫҫи кӗрсе тулчӗ. Ҫак таранччен салтаксенчен нумайӑшӗ, хӑйсене хӑйсем хытарса, хӑранине палӑртмасӑр ларатчӗҫ. Халь ӗнтӗ, кашниех сиксе чӗтренине асӑрхамасӑр, пурте блиндажри тӗттӗм кӗтессене е нар айнелле хутлана-хутлана выртрӗҫ.

Андрей вӑрҫӑра чылайранпа ӗнтӗ, анчах вӑл та, полкри салтаксенчен нумайӑшӗ пекех, тискер те хаяр артподготовка хӑрушлӑхне пӗрремӗш хут чӑтса ирттерет. Кашни самантрах вӑл, пӗтӗм пӗвӗпе хутлана-хутлана блиндажа тепӗр снаряд лекессе кӗтет — унтан вара… Анчах унтан вара мӗн пуласси ҫинчен вӑл шухӑшласшӑн мар. Вӑл ӗнтӗ хӑйне хӑй хӑнӑхтарса ҫитернӗ: вилӗм ҫинчен шухӑшласси ҫук унӑн. Минут хыҫҫӑн минут вӗлтлетсе иртет, ниме те мар, пуҫӗ ҫийӗнче тепӗр снаряд ҫурӑласса ҫеҫ кӗтет вӑл. «Ан лектӗрччӗ ҫеҫ!» — тет вӑл хӑй ӑшӗнче сайра-хутран. Снаряд ҫурӑласса кӗтнипе пӗтӗм чун-чӗри тӑвӑнса тӑрать пулин те, таҫта шалта, чунӗ тӗпӗнче, пӗчӗкҫеҫ ҫӑлкуҫӗ пек, ҫаплах-ха шанчӑк пекки, хуллен ҫеҫ пулин те, тапса тӑрать, ҫакӑ хӑрушлӑх чиперех иртсе каясса шанатех вӑл — унтан вара… Унтан вара мӗн пуласси ҫинчен, ҫакӑ пӗтӗмпех чипер иртсе кайнӑ хыҫҫӑн мӗн пуласси ҫинчен вӑл, шухӑшлама пултарнӑ самантсемпе усӑ курса, хаваслансах шухӑшлать вара.

Халиччен Андрей ҫапӑҫӑва хутшӑнас ӗҫ ҫине урӑхларах пӑхатчӗ. Кирлӗ-тек, ниҫта та кайса кӗреймӗн, ҫапӑҫасах пулать, тетчӗ. Анчах санбатран таврӑннӑ чух халӑх Мускава хӳтӗлес ӗҫе мӗн чухлӗ вӑй хунине курсан, пӗрремӗш хут туйрӗ вӑл: унӑн хӑвӑртрах тӑшмана тӗл пулас килет-мӗн. Тӗл пулас та ҫапӑҫас килет. Ҫак хӗрӳ туйӑм унӑн чӗрине хӗссе те чӗпӗткелесе илнӗн туйӑнать. Юлашки кунсенче полкра пулса иртнӗ событисем ҫак туйӑма пушшех ҫивӗчлетрӗҫ.

Анчах пуҫ ҫийӗнче халь-халь иккӗмӗш снаряд ҫурӑласса, вӑл блиндажа аркатса тӑкасса кӗтсех тӑма хӑрушӑ ҫав. Андрей часах, ытти салтаксем пекех, вӑхӑт шутне ҫухатрӗ.

Артподготовка вӗсене пурне те ҫав тери вӑраха пынӑн туйӑнать. Пурин те кӑкӑрӗсенче темскер тӑвӑнса тӑрать, пурин те сывлӑшӗ пӳлӗнет. Хӑшӗ-пӗрисем ӗнтӗ хӑйсем хӑранине те лайӑххӑн туйми пула пуҫларӗҫ…

Артподготовка чарӑнасса тем пек кӗтрӗҫ пулин те, вӑл хӑш самантра чарӑннине салтаксенчен пӗри те илтсе юлаймарӗ. Пӗр Матвей Юргин ҫеҫ илтрӗ ӑна. Шӑтӑкран икӗ граната илчӗ те вӑл, салтаксем еннелле ҫаврӑнса, тӳрех кӑшкӑрса ячӗ:

— Ман хыҫҫӑн! Траншейӑна!

Ун сассине илтсен нумайӑшӗ тӗлӗнсе кайрӗҫ, анчах куна вӑл кӑшкӑрнине нихӑшӗ те ӑнланса илеймерӗ, пӗри те вырӑнтан хускалмарӗ. Тӗттӗмрех ҫӗрелле хыпашлакаласа, Юргин салтаксене яра-яра тытса ҫӗртен тӑратма тытӑнчӗ.

— Траншейӑна! Пурте харпӑр хӑй вырӑнне!

Салтаксем юлашкинчен хӑйсемех илтрӗҫ: ҫӗр кисренмест иккен, блиндаж тулашӗнче те кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтӗнмест. Вара тин, тӑна кӗнӗ пек пулса, пӑшалӗсене яра-яра тытрӗҫ.

Блиндажран сиксе тухнӑ Юргин траншейӑра пӗр шурӑ чӑмӑркка чӗтресе выртнине курчӗ. «Мулкач!» — чухласа илчӗ те Юргин, аллисене хуллен ҫеҫ малалла тӑсса, кукленсе ларчӗ. Вӑл ӗнтӗ мулкач хӑйне курсан тӳрех тапса сикет пуль, тесе шутланӑччӗ, анчах мулкач тапса сикме шухӑшламарӗ, чӗтрекелесе пӑчӑртанса илчӗ ҫеҫ. Юргин ӑна ярса тытрӗ те, траншейӑна сике-сике тухма тытӑннӑ салтаксем еннелле ҫаврӑнса, васкатрӗ:

— Хӑвӑртра-ах!

Юргин аллинче мулкач пуррине асӑрхамасӑрах, салтаксем винтовкӑсемпе гранатӑсем тытса, пӗрин хыҫҫӑн тепри ун ҫумӗн иртсе кайрӗҫ те, пӑхкаласа тӑмасӑр, хыпаланнипе стенасем ҫумне ҫапӑнкаласа, траншея тӑрӑх икӗ еннелле чупрӗҫ. Умрихин ҫеҫ, юлашкинчен чупса тухса, Юргин патӗнче чарӑнсарах тӑчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ:

— Куян! Мӗнле лешӗ-ха вӑл?

Уйра халӗ те-ха тӗтӗм йӑсӑрланса тӑрать, кӑштах юр вӗҫтерет. Пуҫ урлах тенӗ пек, ҫӳлтен, пӗчченшер снарядсем шӑхӑрса иртеҫҫӗ те вӑрман хыҫнелле кая-кая ӳкеҫҫӗ, — нимӗҫсем хӑйсен вут-ҫулӑмне оборона ӑшнелле куҫарма пуҫларӗҫ. Хӗвеланӑҫӗнче мотор сассисем хыттӑн кӗрлесе янӑраҫҫӗ, тӗксӗм тӳпере ракетӑсем пӗрхӗнсе тӑраҫҫӗ.

— Вӑт ку апатлӑх, э? — терӗ Умрихин, мулкач ҫинелле кӑтартса.

— Вырӑнна кай! Мӗн каланӑ сире? — Юргин йӑлкӑшакан хӑмӑр куҫӗсене хӗссе, Умрихин еннелле туртӑнса илчӗ. — Кӑтартӑп сана апат! — Вӑл Умрихина пӳрнипе те юнаса илчӗ, лешӗ вара, курпунне кӑларса, хӑй вырӑнне ыткӑнчӗ.

Юргин курчӗ: унӑн ытла отделенийӗсем те ӗнте траншейӑна сике-сике тухрӗҫ, — пур ҫӗрте те каскӑсем вӗлтлетме пуҫларӗҫ.

Юргин мулкача ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Вӑл ӑна хӗвелтухӑҫ енчи ҫывӑх вӑрман патнелле кӑтартрӗ тейӗн. Ҫӗклерӗ те ҫавӑнтах траншея хыҫӗнчи хура юр ҫине лартрӗ:

— Чуптар, чунӑм! Хӑвӑртрах!

Тӗтӗм сирӗлсе пӗтрӗ. Уй-хир те, аякри вӑрман кӑтрашкисем те лайӑхах курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑрман тӗлӗнче ракетӑсем ярӑна-ярӑна хӑпараҫҫӗ. Уй-хир урлах нимӗҫ танкӗсем курӑнса кайрӗҫ. Вӗсем хытӑ кӗрлесе, юр вӗҫтерсе оборона патнелле килеҫҫӗ. Вӗсем хыҫӗнче нимӗҫ салтакӗсен пӗчӗкҫеҫ кӗлеткисем курӑнкаласа илеҫҫӗ. Пӗтӗм оборона тӑршшӗпех кӑшкӑрашнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Хӗҫ-пӑшал чанкӑртатма пуҫларӗ.

Юргин пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрса траншея тӑрӑх чупса кайрӗ.

— Гранатӑсам хатӗрлӗр! Бутылкӑсем! Ан хӑранӑ пултӑр!

Андрей площадка ҫине пулемёт вырнаҫтарса лартрӗ. Унпа юнашар тӑракан лутрарах Нургалей, хӑйӗн аслӑ юлташӗ ҫине вӑр-вар пӑхкаласа илсе, траншейӑра пӗшкӗнмесӗрех, дисксемпе гранатӑсем, ҫунакан шӗвек бутылкӑсем хатӗрлеме тытӑнчӗ. Сулахай енчен ҫывӑхах Умрихин пырса тӑчӗ. Ытти боецсем те хӑйсен вырӑнӗсене тӑчӗҫ, вӗсем хӑйсен винтовкисене хӑвӑрт кӑна бруствер ҫине хурса пӗр-пӗринпе калаҫкаласа илнине курсан, Андрей чухласа илчӗ: ҫурри тӗттӗм блиндажра чух вӗсем хӑранипе асапланатчӗҫ пулсан, халь апла мар ӗнтӗ, ун вырӑнне вӗсем ҫӗнӗ туйӑм ҫуралнӑ: халь ӗнтӗ вӗсем ҫапӑҫу ыйтнӑ пек пурӑнма та, хастаррӑн ҫапӑҫма та хатӗр. Андрей хӑй те хӑранине туймасть ӗнтӗ, блиндажра чух нумайччен снаряд ҫурӑласса кӗтсе тӑнипе ывӑнса ҫитни ҫеҫ халь те-ха сисӗнет. Каски те пит йывӑр пек туйӑнать, вӑл пуҫа хытӑ хӗснӗ пирки пӗтӗм хӑлха янӑраса тӑрать. Ҫапах та траншейӑра уҫӑ сывлӑш ытларах, сывлама ҫӑмӑлтарах та ҫӑмӑлтарах. Ҫапӑҫу пуҫлансан хӑй мӗн тери киленсе ҫапӑҫасса та ытларах та ытларах туять ӗнтӗ Андрей.

Малти танксем, пехотӑран уйрӑлмасӑр, сӗвекрех сӑрт патнелле ҫывхарма пуҫларӗҫ. Сӑрт ҫинче шурӑ хурӑн ҫиҫсе ларать. Танксем хыҫҫӑн ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе нимӗҫсен пехоти килет. Пирӗн пулемётсем ӗнтӗ вӗсене хӑш-пӗр дзотсенчен пеме те тапратрӗҫ. Пулемётсем хыҫҫӑн винтовкӑсем те ӗҫе кайрӗҫ. Хӑш-пӗр танксем ҫавӑнтах хӑйсем асӑрханӑ дзотсене тупӑсенчен, траншейӑсене — пулемёчӗсенчен персе ответлеме пуҫларӗҫ.

— Ачсе-емӗр! — кӑшкӑрса ячӗ Андрей, йӗри-тавра пӑхса илсе. — Пехота ҫине! Ҫунтарар лайӑхрах, ҫӗлен-калтасене, юн сурма тытӑнччӑр!

Нургалей тӳссе тӑраймарӗ, вӑл хӑй пулемётран ҫунтарма тытӑнчӗ. Пӗр диск кӑларса ячӗ те вӑл, хӑй ҫумӗнче Андрей пуррине кура, кӑшкӑрса ячӗ:

— Ҫуна-а-ҫҫӗ! Пӗтрӗ нимӗҫ! Вилме выртрӗ!

Кӑшкӑрнӑ самантра Нургалейӑн хура куҫӗсем ҫиҫсе илчӗҫ, пичӗ-куҫӗ, хытӑ тарланипе ӗнтӗ, йӑлкӑшма пуҫларӗ. Хӗрсе кайнӑ самантсенче яланах ҫавӑн пек вӑл.

Пирӗн противотанковӑй тупӑсем малти линирех засадӑра ларнӑ-мӗн. Нимӗҫ танкӗсене хирӗҫ вӗсем тӳрӗ наводкӑпа пеме тытӑннӑ. Анчах Андрей вӗсем хӑш вӑхӑтра пеме тытӑннине илтмесӗрех юлнӑ. Чӑнах та иккен, хайхи сӗвекрех, хурӑнлӑ сӑрт ҫывӑхӗнче икӗ танк тӗтӗм мӑкӑрлантарса лараҫҫӗ. Вӑрманти сӑмала завочӗ пекех, хура тӗтӗм кӑлараҫҫӗ. Вӗсен тимӗр вар-хырӑмӗсенчен вара, юмахри пек хӑвӑртлӑхпа, ландыш ҫулҫи пек шӗвӗр вӗҫлӗ ҫулӑмсем шӑта-шӑта тухрӗҫ. Тепӗр секундран пӗр танкӗ ҫав тери хытӑ сиксе силленсе илчӗ, шалта темскер сиксе ҫурӑлчӗ пулас, сиксе илчӗ те ҫавӑнтах татӑкӑн-татӑкӑн арканса сирпӗнчӗ, пӗлӗтелле вара палт! ҫеҫ тӗтӗм юпаланса хӑпарса кайрӗ. Ытти танкӗсем газ хушрӗҫ те малалла тата хытӑраххӑн, тупписемпе хаплаттара-хаплаттара ыткӑнчӗҫ. Ҫак вӑхӑтра пӗчӗкҫеҫ противотанковӑй тупӑсене пирӗн йывӑр батарейӑсем пулӑшма тытӑнчӗҫ. Хӑйсен куҫа курӑнми позицийӗсенчен кӗрӗслеттереҫҫӗ вӗсем. Тӳпе шӑхӑрма та улама пуҫларӗ, танксем ҫывхарнӑ тӗлте вара, хытӑ кӗмсӗртетнипе, пӗтӗм уй-хир чӗтренсе те кисренсе илчӗ.

— Пирӗннисем переҫҫӗ-и? — кӑшкӑрчӗ Умрихин.

— Пирӗннисем! — терӗ Андрей. — Курмастӑн-им?

— Ой-ой-ой! — хӑраса та тӗлӗнсе илчӗ Умрихин, хӑй мӗн каланине Андрей ҫапах та илтет пулӗ-ха тесе, вӑл аллине сулса тепӗр хут кӑшкӑрса ячӗ:  — Вӑт параҫҫӗ-тӗк параҫҫӗ! Ку хайхи пӗчӗк юханшыв хӗрринчи пек мар! Астӑватӑн-и, э? Эх, аттеҫӗм! Эх, тӑванӑмсем! Андрю-ха? Андрюха! — кӑшкӑрчӗ вӑл пӗрмаях, траншея стени ҫумнерех ҫыпҫӑнса тӑрса. — Ҫу-у-ук, халь ӗнтӗ пире ҫӗнтереймӗн! Андрюха, пурӑна-атпӑр! Халь пире илеймӗн!

Пирӗн батарейӑсем шӑпланмарӗҫ. Полк рубежӗ умӗнчи уя пӗтӗмпех тӗтӗм хупласа илчӗ. Танксенчен нумайӑшӗ куҫран ҫухалчӗҫ. Хӑшӗ-пӗрисем вут-ҫулӑм ялкӑштарса унталла та кунталла ыткӑнма пуҫларӗҫ. Анчах иксӗ танкӗ пирӗн снарядсем ӳке-ӳке ҫурӑлнӑ ҫӗртен хӑтӑлса-тухрӗҫ те тӳрех траншея ҫинелле — Матвей Юргин взвочӗн участокӗ ҫинелле ҫул тытрӗҫ. Халь ӗнтӗ вӗсене, пехотӑсӑр, траншея ҫине килнинчен ним усси те ҫук темелле, анчах та хӑйсен ӗҫӗ ӑнманнине кура ухмаха ереслех урса кайнӑ танкистсем килеҫҫӗ те килеҫҫӗ.

Пирен тупӑ, взвод участокӗнче лараканскер, тӳрӗ наводкӑпа персе малти танк ҫинелле темиҫе снаряд кӑларса яма ӗлкӗрчӗ, — вӑл ҫаврӑнчӗ те, унталла та кунталла пӑрӑнкаласа, гусеницисемпе чанкӑртаттаркаласа, хӑй хыҫҫӑн павлин хӳри пек вут-ҫулӑм та тӗтӗм хӳри сӗтӗрсе каялла кайрӗ. Анчах иккӗмӗш танкӗ, хыҫалтан пыраканни, тупӑ ӑҫтине асӑрхарӗ те пӗрре тӗллесе пенипех ӑна стройран кӑларчӗ. Траншея ҫинелле килме ҫул уҫсан вара вӑл минӑсенчен хӑранипе пулас, ытла хулленех те мар, ытла хытах та мар пырса, тӳрех Андрейпа унӑн юлташӗсем ҫинелле ҫул тытрӗ.

Малалла мӗн пулса иртнисем пурте пӗр виҫӗ минут хушшинчех пулса иртрӗҫ-и тен. Анчах Андрей хӑй мӗн тери хӑвӑрт шухӑшланине те, мӗнле вӑр-вар ҫаврӑнкаласа ӗҫленине те асӑрхаса юлаймарӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ, уншӑн пулсан, танкпа ҫапӑҫса вӑхӑт сахал мар иртнӗн туйӑнчӗ.

Танкпа ӗнте вӑл иккӗмӗш хут тӗл пулчӗ. Вазуза леш енче пулса иртнӗ пӗрремӗш тӗлпулу ӑнӑҫлах пулмасан та, уншӑн вӑл пӗр йӗр хӑвармасӑрах иртмерӗ. Ҫитменнине тата вӑл атакӑна килекен танксене хирӗҫ пӗрре кӑна мар ҫапӑҫса курнӑ боецсемпе те чылай калаҫкаласа пӑхнӑ ӗнтӗ, вӑл калаҫусем ӑна, пӗчӗккӗн ҫеҫ пулин те, сахал мар ӑс панӑ, тӑшман танкӗпе кӗрешнӗ чух мӗн-мӗн тума кирлине вӑл вӗсенчен те пайтах илтсе пӗлнӗ. Ҫаксем халь ӑна броньӑланӑ капмар танка хирӗҫ хӑюллӑнах, пӗр иккӗленмесӗр тухма ҫителӗклӗ пулчӗҫ. Андрей ӑнланса илчӗ, хамӑр артиллеристсем чарса лартма ӗлкӗреймеҫҫӗ ӗнтӗ вӑл танка, чарса лартас тесен те, хамӑрӑннисене тивертесрен хӑраса, пеме хӑяймӗҫ. Ӑна ӗнтӗ алӑпа пемелли хатӗрсемпех чарса лартма тӳр килет. Ҫакна ӑнланса илчӗ пулин те, Андрей хӑрамарӗ. Ӑна халь пӗтӗмӗшпех пӗр хӗрӳ туйӑм тыткӑна илчӗ, ҫак юлашки кунсенче хӑйне пӗрмай ҫапӑҫӑва чӗнекен туйӑм.

Андрей плошадка ҫинчен пулемётпа дисксене илсе пӑрахрӗ, танка хирӗҫ ывӑтмалли граната хатӗрлерӗ, Умрихинпа Нургалее кӑшкӑрса, хатӗр пулма хушрӗ, пуҫӗнчи каскине тӳрлетрӗ, мӗнле ывӑтсан меллӗрех пулать-ши тесе, траншейӑна кукленсе ларса пӑхрӗ, — унтан вара, сывлама пӑрахсах тенӗ пек, кӗтме пуҫларӗ. Танк ҫывхарсах килет, траншея ҫинелле черет хыҫҫӑн черет пуля кӑларса ярать. Пульӑсем пӗрре бруствер ҫине тирӗнеҫҫӗ, тепре бруствер ҫинчи юра сирпӗтсе илеҫҫӗ. Кун пек чух сисӗм вӑйлӑ кирлӗ, мӗнпурри меллӗ самантпа усӑ курса юлма ӗлкӗрнинчен килет. Танк пӗр вӑтӑр метра ҫывхарнине курмасӑрах чухласа илмелле, ҫав самантра вӑл бруствер тӳпине персе тивертеймест, кӑшт ҫӳлерех ҫеҫ лектерме пултарать. Ҫак саманта вӗҫертрӗн-тӗк вара — граната пӑрахма кая юлтӑн: танк траншея урлӑ ыткӑнма ӗлкӗрет. Танкпа тӗл пулас умӗнхи мӗнпур юлнӑ секундсенчен шӑп та шай ҫав секунда тытса илме пӗлни кирлӗ.

Ҫапӑҫу шавӗ Андрее граната ывӑтма кирлӗ саманта чухласа илме чӑрмантарать. Пуҫ ҫийӗнчех пульӑсем шӑхӑрман вӑхӑтра вӑл, темле сисӗмпе-ҫке, танк ҫывӑхрах маррине чухлакалатчӗ. Ҫав тери йывӑр ӗнтӗ вӑл ҫывхарасса кӗтсе тӑма, Андрей пичӗ тӑрӑх тар юхсах анчӗ. Сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек кӗтсе тӑнипе, пӗтӗм ӑшчикӗ тӑвӑннӑран, тата вӑл ҫав танка хирӗҫ тухма пухнӑ вӑй тапсах тӑнӑран ӑна халь ура ҫинче тӑма та йывӑр. Танк кӗтмен ҫӗртенех урӑх ҫӗрелле пӑрӑнса кайма пултарӗ тата, шухӑшласа илчӗ вӑл. Ку шухӑш ӑна хӑратсах пӑрахрӗ: пӗлнӗ вӑл, Умрихинсӑр пуҫне, отделенири салтаксенчен пӗри те танкпа тӗл пулса курман, ҫавӑнпа та пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ пирки, вӗсенчен кашниех ҫухалса кайма пултарать, танка траншея урлӑ каҫарса яма пултарать. «Пӑрӑнса ан кайтӑрах! — хӗрӳллӗн шухӑшласа илчӗ Андрей. — Хам ҫинех килсе кӗтӗрччӗ!»

Траншея ҫийӗпе ҫӑмӑллӑн ҫеҫ пӗр ярӑм пуля шӑхӑрса иртрӗ те Андрее ҫунтарсах илчӗ: акӑ вӑл, чи меллӗ самант! Ахаль чухнехи пек мар ҫӑмӑллӑн, чунӗ ҫунат хушнӑ пек, Андрей самантрах бруствер умне яштах тӑсӑлса тӑчӗ. Танк шӑпах Андрей палӑртса хунӑ лини урлӑ каҫать. Ҫавӑнта чарса лартма ӗмӗтленнӗччӗ вӑл ӑна. Савӑннипе кӑшкӑрса ярса, Андрей урса кайнӑн, мӗнпур вӑйӗпе, мӗнпур хаваслӑхӗпе ҫӗкленсе, гранатине танк тӗпнелле вӑркӑнтарчӗ.

Кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтӗнчӗ.

Траншея ҫийӗпе тӑпра муклашкисем вӑркӑнчӗҫ, ҫил-тӑман чухнехи пек, юр вӗҫтерсе илчӗ, тӗтӗм мӑкӑрланса иртсе кайрӗ. Андрей траншейӑран пуҫне кӑларса пӑхасшӑнччӗ, анчах иккӗмӗш взрыв илтӗнсе кайрӗ, унтан вара виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш… Малтанах Андрее пулӑшма чупса пынӑ Умрихинпа Петро Семиглаз, Осип Чернышевпа Ковальчук хӑйсен гранатисене танк ҫинелле ывӑта-ывӑта ячӗҫ иккен. Хӗрӳллӗ Нургалей вара, гранатӑсем ҫурӑлнӑ хыҫҫӑнах, пакша пек, траншейӑран икӗ бутылкӑпа сиксе тухрӗ. Танк аманса пӗтнӗ, ҫапах та пурӑнать-ха вӑл, вут-ҫулӑмпа сывласа, тискер пурнӑҫпа пурӑнать. Ҫаврӑннӑ та вӑл, каялла кайма хӑтланать. Нургалей хӑраса тӑмарӗ, тӳрех ун патнелле ыткӑнчӗ, ҫывӑхнех ҫитсен вара, икӗ бутылкине те ун брони ҫине персе аркатрӗ. Танк ҫийӗпе ҫулӑмлӑ шӗвек юхма пуҫларӗ, вара ӑна часах пӑсӑк ҫӑмарта шӑрши кӗрекен ҫӑра тӗтӗм хупласа илчӗ…

Андрей ҫаксене курмарӗ: унӑн куҫӗсене тӑпра сапса лартнӑ-мӗн. Анчах часах вӑл унта та кунта салтаксем хаваслӑн калаҫнине илтрӗ, унтан вара — юнашарах Юргин сасси илтӗнчӗ:

— Маттур, маттур, ачсемӗр! Ҫапла кирлӗ вӗсене, пар лайӑхрах!

— Кӑтартрӑмӑр эпир вӗсене пурнӑҫ! Ну-и, патӑмӑр! — ӑна хирӗҫ хуравласа пулас, хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ Умрихин. — Ӗмӗр асӑнӗҫ! Ҫавӑн пек сыптармалла вӗсене!

Хыҫалта, вӑрман хыҫӗнче, ҫав тери хыттӑн чӑшӑлтатса кӗмсӗртетни, шӑй-шай шӑхӑрни илтӗнсе кайрӗ, ҫӗр тӗлӗнчен, пӗр-пӗр хушӑк пекки тупса, хӗрсе ҫитнӗ пӑссем ирӗкелле тапса тухрӗҫ тейӗн, ахаль ҫеҫ мар, таврари йывӑҫсене тӑпӑлтара-тӑпӑлтара тапса тухрӗҫ темелле.

— Р-р-ры-ык! Ры-ы-ык!

Темиҫе секундран вара инҫетри уй хӗрринче, нимӗҫсен хӑтӑлса юлнӑ хӑш-пӗр танкӗсем каялла пӑрахса кайнӑ ҫӗрте, пӗчченҫи юлнӑ салтакӗсем чупкаланӑ ҫӗрте, пайӑркаллӑ вут-ҫулӑм хумӗсем сиксе выляма тапратрӗҫ те — пӗтӗм хӗвеланӑҫне ҫӑра тӗтӗм хупласа илчӗ.

— Ой, тӑванӑмсем! — савӑнӑҫлӑн нӑйкӑшса илчӗ Умрихин.

— «Катюша» ку! — пӗтӗм сассипе кӑшкӑрса ӑнлантарса пачӗ Юргин.

Ҫак самантра Андрейӑн ҫапӑҫу хирнелле пӑхса илес килчӗ, тем пек пӑхса илӗччӗ, анчах вӑл ҫаплах-ха, тӑпра кӗнӗ куҫӗсене сӑтӑркаласа, траншӗйӑра хутланкаласа ларчӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех