Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: II

Пай: Шурӑ хурӑн. 1-мӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хушнӑ: 2019.12.28 15:20

Пуплевӗш: 204; Сӑмах: 1369

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫӑра хурӑнлӑхран ҫул пӗр пӗчӗк ҫырма патне пырса тухрӗ. Хӑма сарса тунӑ пӗчӗкҫеҫ кӗпер ҫинче урапа тӑнкӑртатнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Кунтан Ольховкӑна виҫӗ километр: кӑнтӑрла пулнӑ пулсан, вӑл ӗнтӗ, анлӑ та савӑнӑҫлӑ сӑртра лараканскер, янках курӑнса кайнӑ пулӗччӗ. Анчах ҫӗре каҫхи сӗм-тӗттӗм хупласа тӑрать. Ольховкӑра пӗр ҫутӑ та курӑнмасть. Пӗчӗк кӗпер ҫинчен аннӑ урапа ланкашкара лӑнк сиксе илсен, Степан Бояркин тилхепе тытса пыракан Серьга Хахая, Ольховкӑри лавкара ӗҫлекенскерне, хулпуҫҫийӗнчен тӗртрӗ.

— Тӑрат. Ҫитӗ, — терӗ вӑл, йывӑррӑн сывласа илсе. Кӗпер ҫинче тата тепӗр урапа тӑнкӑртатма пуҫларӗ.

Вӑл та чарӑнса тӑчӗ. Тӑватӑ ҫын, пӗр харӑсах тенӗ пек сиксе анса икӗ енчен те Степан Бояркин патнелле пырса тӑчӗҫ. Степан Бояркин урапан кайри кустӑрми умне пӗшкӗннӗ те хӑрах урине тыткаласа тӑрать.

— Ыратать-им? — ыйтрӗҫ унтан.

— Ҫук, ыратмасть, — терӗ Бояркин шӑппӑн. — Тӗнсе ларчӗ, туйми пулчӗ.

— Суятӑн вӗт, Степан!

Баяркин тӳрленсе тӑчӗ.

— Ҫапла вӑт, — терӗ вӑл, — Ольховкӑна кайма кирлӗ мар. Ним ӗҫ те ҫук унта пирӗн. Кам пӗлет, тен, унта нимӗҫсем. Усӑсӑр пуҫа ҫиес мар. Кунтан ак ҫак ҫулпа кайӑр, — аллипе сылтӑмалла сулса кӑтартрӗ вӑл, — унтан вара вӑрман хӗррипе. Пӗлетӗн-и, Серьга?

— Пӗлетӗп, — илтӗнчӗ тӗттӗмрен Хахай сасси.

— Пӑши вӑрманӗ ҫумӗнче кӗтӗр. Тул ҫутӑласпа эп унта пулатӑп.

— Киле кӗрсе тухатӑн-и?

— Килте мана никам та кӗтмест. Степан Бояркин Мускав еннелле кайнӑ. Ӗҫсем пур, ҫавсене майлаштаратӑп та…

Бояркин урала ҫинче темскер хыпашлакаларӗ.

— Винтовка-и? — ыйтрӗ Серьга.

— Мӗне кирлӗ вӑл мана халь? Туя ӑҫта?

— Акӑ, тыт.

— Асту, ман атта ан ҫухат. Ҫухатсан, ыррине ан кӗт вара.

— Ха! — кулас килмен ҫӗртенех куланҫи пулчӗ Серьга.

— Урусем тӗрӗс-тӗкел пулччӑр, аттушӑн мӗн кулянмалли?

Юлташӗсенчен тахӑшӗ канаш пачӗ:

— Чӑнах, Степан, эс унта сыхлансарах ҫӳре, — терӗ вӑл.

Кайма хатӗрленсе, Бояркин йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ.

— Мӗнле тӗттӗм ҫӗр! — терӗ вӑл, ассӑн сывласа илсе. — Пӗтӗм пурнӑҫа хупласа лартрӗ ӗнтӗ вӑл. Йӗп чиксен курӑнмасть! Сивӗ тата… Ҫавна ӑнланса илес пулать. Пӗтӗм чӗрепе ӑнланса илес пулать!

Сивӗ пулин те, Бояркин пиншакне йӳле ячӗ. Тӗттӗмри ҫула туйипе хыпашла-хыпашла, ҫӑпата сырнӑ сулахай урипе уксахласа вӑл, Ольховка еннелле утрӗ.

Ольховка ҫывӑхӗнчи сӑрт айлӑмне ҫитсен вӑл ҫул хӗррине, хӑй ачаранпах пӗлекен чул ҫине канма ларчӗ. Кунтан ӗнтӗ, сӑрт ҫинчен, йӑлтах курӑнать. Инҫетре, аслӑ ҫулсем ҫинче те, хӗвелтухӑҫ енче те, вӑрҫӑ куҫса кайнӑ ҫӗрте, вӑрмансем хыҫӗнче пушар ҫутисем мӗлтлетеҫҫӗ. Ҫывӑх та тӑван вырӑнсенче вара, тӗксӗм тӳпере аран ҫеҫ ҫутӑлакан сайра ҫӑлтӑрсем курӑнкалаҫҫӗ. Пур ҫӗрте те шӑп, усал, ырра систермен шӑплӑх.

Степан Бояркинӑн пӗр ҫынпа — Осип Михайлович ятлӑ завхозпа курса калаҫмалла. Анчах вӑл ял варринче пурӑнать, ун патне кайма хӑрушӑ. «Кам патне кӗрес-ши малтан?» тӗрӗ Бояркин, ялти ҫынсене аса илкелесе. Бомбӑсем пӑрахнӑ вӑхӑтра хӑйпе пӗрле пулнӑ хыҫҫӑн килелле таврӑнакан колхозницӑсене пурне те каланӑччӗ вӑл. «Кирек мӗн пулсан та, хӗвелтухӑҫнелле кайма тӑрӑшатӑп!» тӗнӗччӗ. Ҫав хыпар халь пӗтӗм Ольховкипех сарӑлнӑ ӗнтӗ. Бояркинӑн ӑна вӑхӑт ҫитмесӗрех сирӗлтерес килмест. «Э-э, мӗн шутласа тӑмалли! Лопуховсем патне кӗрсе пӑхам-ха, — татӑклӑнах шут тытрӗ вӑл. — Йӑлтах ыйтса пӗлем те, унтан вара куҫ курӗ».

Вӑл чул ҫинчен тӑчӗ те ҫул урлӑ каҫрӗ, унтан вара туйипе ҫӗре хыпашласа, Лопуховсен пахчи патнелле хуллен, сыхлансарах утрӗ. Тӗттӗмре вӑл карта ҫумне ҫитсе ҫапӑнчӗ. Карти ҫине улӑхсан тин астуса илчӗ: Лопуховсен йытти пек хаярри ялӗпе ҫук. Пӗр вӗрме тытӑнсан ӗнтӗ вӑл Ольховкӑри мӗнпур йытта хускатать. Бояркин пӗр сас-чӗвсӗр карта ҫинчен анчӗ. Ҫакӑнта вара, каллех колхозниксене аса иле-иле, Лопуховсен хурӑнташне — упӑшкасӑр пурӑнакан Макарихӑна аса илчӗ. Ку вара ахаль колхозница ҫеҫ, ӑна кирек мӗнле ӗҫре те — шанма пулать: тӳрӗ те ҫирӗп ҫын. Ҫитменнине тата ун патне кӗме те ҫӑмӑлрах, ял хӗрринчех, кӑнтӑр енче пурӑнать вӑл.

Ҫур сехетрен Степан Бояркин Макариха патне ҫитрӗ. Вӑл Степан яла таврӑннинчен ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ, тӗттӗмрех чӳречесене карса хучӗ те лампа ҫутса ячӗ.

— Мӗн эсӗ каплипех ҫӳретӗн? Икӗ уруна та ҫӑпата сырма май ҫук-им? — терӗ вӑл, Бояркин ҫинелле пӑхса.

— Куна та ӑнсӑртран тупса сыртӑм.

— Ман хатӗрлесе хуни пурччӗ. Кӳртсе парам-и?

— Кайран. Халь Уҫӑпа чӗнсе килес пулать.

Бояркин хӑй умне васкавлӑн лартса панӑ апата ҫисе те яраймарӗ, — Макариха Осип Михайловича чӗнсе тӗ килчӗ. Ку сивӗрех сӑн-сӑпатлӑ, салтак пекрех ҫын, ватӑрахскер, кӑвак мӑйӑхлӑскер. Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче ун урине осколок амантнӑ иккен те, халь ӗнтӗ вӑл, ҫавӑнтан варах йывӑр хурӑн туяпа ҫӳрет. Бояркина алӑ панӑ хушӑра завхоз стена ҫумӗнче тӑракан туя еннелле пуҫ сулса кӑтартрӗ:

— Амантнӑ, тет, пулас сана? Уксахлатӑн-им? — терӗ вӑл.

— Сан ҫеҫ уксахламалла-им? — шӳт туса илчӗ Бояркин.

Часах вара хӑй тӗллӗнех кирлӗ юмах-сӑмах пуҫланса кайрӗ. Сӗтел ҫинчен ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене тирпейлӗн пуҫтарса илсе, Бояркин ҫӑваралла сапрӗ. Унтан вара татах тепӗр чӗлӗ ырӑ шӑршӑллӑ ыраш ҫӑкӑрне ярса тытрӗ.

— Ҫӗнӗ ҫӑкӑр-и?

— Пӗрле авӑртнӑччӗ, — терӗ Макариха.

— Аван ҫӑкӑр!

— Ун пеккине тек ҫисе курӑпӑр-ши ӗнтӗ, пӗлместӗп, — терӗ Осип Михайлович, хурӑн туйине хӑйӗн хуҫланман сылтӑм ури ҫумне хурса. — Хыпар пур: арман ҫӗмӗрӗлнӗ теҫҫӗ. Килӗпе тӳсе хӑтланса мӗн ҫӑкӑрӗ вӑл?

Бояркин кашӑкӗпе чӑлан хӑми ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ.

— Фая ҫывӑрать-и?

— Уй, параппан ҫап хуть! — лӑплантарчӗ Макариха.

Бояркин чашӑк ҫинелле пӗшкӗнчӗ.

— Мӗн чухлӗ тырӑ ҫапса хыврӑмӑр-ха эпир?

— Ӑна ӗнтӗ документсем тӑрӑх шутлас пулать, — терӗ завхоз. — Кивӗ кӗлетре государствӑна памалли юлнӑччӗ пӗртак, ҫӗннинче — вӑрлӑхлӑх. Ӑна план тӑрӑх, кирлӗ таран шутласа хӑварнӑ, пӗртак ытлашширех те пур…

— Государствӑна памалли чылай-и?

— Пӗр тонна ҫурӑ пек.

— Апла. Эппин ӑна государствӑна леҫсе паратӑн.

Осип Михайлович Степан ҫине темле, куҫхаршийӗсене хӑпартарах, ӗненмесӗртерех пӑхрӗ.

— Государствӑна? Мӗнле апла вӑл… ӑҫта?

— Ӑҫта леҫме хушатӑп ҫавӑнта. Мӗн, пирӗн государство ҫук-им? Пӗр-пӗр ҫитес кун… Тӗрӗсрех каласан, пӗр-пӗр каҫ леҫсе паратӑн. Серьга Хахая парса хӑваратӑн. Ӑҫта леҫмеллине кайран калӑп. Сан патна эпӗ ҫынсем ярӑп, пулӑшӗҫ. Ку ӗҫе вӑрттӑн тӑвас пулать.

— Юрӗ, Степан — йӑлтах ӑнланса илсе, килӗшрӗ завхоз.

Бояркин пӗр шарламасӑр каҫхи апат ҫисе пӗтерчӗ те, пирус чӗркесе, ӑна лампӑран тивертрӗ. Вӑйсӑр ҫутӑра вӑл пушшех типшемрех те шуранкарах пек курӑнчӗ. Анчах та унӑн ҫутӑрах мӑйӑр тӗслӗ пысӑк куҫӗсенче хӗрӳ пурнӑҫ та, вӑй-хӑват та хальчченхинчен ытларах палӑрчӗ.

— Вӑрлӑхлӑх хӑварнӑ тыррипе мӗн тӑвас? — ыйтрӗ Осип Михайлович.

Бояркин шухӑша кайрӗ. Чылайччен махорка мӑкӑрлантарса ларчӗ вӑл. Вӑрлӑх валли чи лайӑх тырӑ суйласа хӑварнӑ. Нимӗҫсем персе ҫитсен — вӑл пӗтет. Анчах вӑл тырра валеҫсе парас килмест. Колхозниксем ҫуркунне ӑна акма ӗмӗтленеҫҫӗ, вӗсен мӗнпур ӗмӗчӗ ҫав вӑрлӑхпа ҫыхӑнса тӑрать. Валеҫсе парсан нумайӑшӗ урӑхла шухӑшлама пултараҫҫӗ: апла пулсан, хамӑр ҫарсем каялла таврӑнасса, колхозсен ҫуркунне тырӑ акмалла пуласса руководительсем хӑйсем те ӗненмеҫҫӗ, тейӗҫ.

— Пытарса хур! — пат татсах каларӗ вӑл юлашкинчен.

— Мӗнле пытарас-ха?

— Шухӑшласа пӑх. Пӗчӗк ача мар. Анчах тырӑ чип-чипер тӑнине, ӑна ҫуркуннеччен лайӑх пытарса хунине колхозниксем пурте пӗлсе тӑччӑр.

Ялта таҫта йытӑ вӗрсе илчӗ. Степан Бояркин вӑр-варах чӳрече патнелле ҫаврӑнчӗ, пуҫне ула утиял хыҫнелле чикрӗ те темиҫе секунд хушши ҫӗрлехи тӗттӗмелле пӑхса тӑчӗ. Тата тепӗр хутчен йытӑ вӗрни илтӗнсе кайрӗ. Бояркин чӳречене карчӗ, пит-куҫне ҫутӑлтарса кӑшт ҫеҫ йӑл кулса илчӗ.

— Пирӗн йытӑ! Жучка! — терӗ вӑл.

— Мӗскер вӑл унта? — шикленерех ыйтрӗ Макариха. — Кама вӗрет?

— Ахалех вӗркелет пулас. Кам пӗлет ӑна, тен, мана чӗнет.

Сӗтел ҫине йывӑртараххӑн чавсаланса ларчӗ.

— Капанӗсене ҫапма ҫынӗ те ҫитмест, ерҫӳ те ҫук. Ҫапла-и?

— Ӑҫта унта ҫапма! — терӗ завхоз. — Ларччӑрах.

— Пӑсӑлса ан кайччӑр, — терӗ Макариха. — Хыпаланса турӑмӑр. Ҫумӑр кайсан — ҫӗрме пултараҫҫӗ.

— Аптӑрамӗҫ! — шантарса каларӗ завхоз.

Бояркин стена ҫумнелле тайӑнса ларчӗ.

— Пустуй калаҫатӑр… Ҫунтармалла! — терӗ вӑл ҫирӗппӗн.

— Капансене-и?

— Ҫунтарас! Хӑвӑртрах ҫунтарас, — татах тепӗр хут каларӗ Бояркин.

— Кӗлтисене килӗрен валеҫме ӗлкӗрейместпӗр, анчах нимӗҫсем персе ҫитсен, ирӗксӗрех ҫаптарӗҫ те тыррине илсе кайӗҫ е лашасене ҫитерсе пӗтерӗҫ. Пирӗн вӗсене пӗр пӗрчӗ те памалла мар! Ҫунтарса ямалла!

Макариха кӑмака умне кайса тӑчӗ, пуҫӗпе ун ҫумнелле сӗвӗнсе тӑчӗ. Куҫӗсене хупса, куҫҫулӗ витӗр каларӗ:

— Мантарӑн тырпулли! Мӗн чухлӗ тар юхтарнӑ уншӑн!

— Пӗлетӗп! Пучахӑн-пучахӑн тенӗ пек пуҫтарнӑ!

— Ҫаплах ҫав: пучахӑн пуҫтарнӑ. Ачасем ав уй тӑрӑх корзинкӑсемпе ҫӳрерӗҫ…

— Пӗлетӗп. Пурпӗр ҫунтармалла!

Осип Михайловичӑн мӑйӑхӗсем чӗтренсе илчӗҫ.

— Ҫук, Степан. Эс мана хам пӳрте вут тивертме хуш — халех тивертсе ярӑп. Анчах колхоз тыррине вут тивертме, Степан, ман алӑ ҫӗкленес ҫук!

— Мӗн каланине мантӑн-им? Кам каланине?

— Сталин юлташ каланине!

— Пурне те пӗлсе тӑратӑп, — кӑшт тӑхтасарах ответлерӗ Осип Михайлович. — Йӑлтах чухлатӑп. Анчах вӑй-халӑм ҫук, Степан. Чӗре пӑсӑлнӑ ман, ҫав хуплать! Тыррине тивертсе ярӑп та — хам та вут-ҫулӑм ӑшне сикӗп. Ҫук, Степан, ҫапса пӑрахсан та — колхоз тыррине пӗтерме алӑ ҫӗкленес ҫук ман! Мӗн чухлӗ пурлӑх, а?

— Халсӑр эсӗ! — терӗ те ӑна Бояркин, Макариха ҫине пӑхрӗ. — Эсӗ мӗнле, Анфиса Марковна?

— Ҫунтарса ярӑп! — кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле каларӗ Макариха.

Степан Бояркина хӑйне те йывӑр. Кӑкӑра темскер хӗснӗ пек, пӑчӑ, сывлама ҫук. Вӑл сак ҫинчен тӑчӗ те, типшӗм те вӑрӑм пӳрнисемпе чӳречене карнӑ утияла тӗрткелерӗ. Унтан вара тӑруках ҫаврӑнса тӑчӗ те сӑнне-питне урӑхлатса, куҫӗсене ялкӑштарса илчӗ.

— Эпӗ те аллӑмсем ҫӗкленмеҫҫӗ пуль тесеччӗ… Тытӑнса пӑхрӑм та ав — ҫӗкленчӗҫ! Халь вӑхӑчӗ урӑх, пачах урӑх вӑхӑт! Халь пирӗн алӑсем валли урӑх ӗҫ пур. Хамӑр алӑмӑрсенче мӗн чухлӗ вӑй пуррине те кӑтартмалла-ха пирӗн!

Осип Михайловичпа Макариха председатель ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗҫ. Ҫук, ку урӑх Степан Бояркин иккен, пачах урӑхласкер, вӑл ун пеккине ку таранччен Ольховкӑра курманччӗ-ха…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех