Шырав
Шырав ĕçĕ:
Типсе кайнӑ пурҫӑн евӗрлӗ хуппи витӗр шупка, анчах тӗреклӗ сухан калчисем шӑтарса тухаҫҫӗ.Из шелковой истощенной шелухи луковицы прорезывалась бледная, но крепкая стрела.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тата малалла типсе выртакан хӑмасен склачӗсем пуҫланнӑ.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Матрос, Гаврика мӑйӗнчен ыталаса, хӑйӗн типсе ҫитнӗ, питӗ вӗри ӳчӗ ҫумне тытса хӗсрӗ.Матрос обнял Гаврика за шею и прижал к своему, уже обсохшему, необыкновенно горячему телу.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫисе яман ҫӑкӑр татӑкӗсен купи хӗвел ҫинче типсе выртать.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӳрече ҫинче вӗсен тиркӗсем е йывӑҫ кашӑксем типсе выртаҫҫӗ.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эрне вӗсем халӗ те ӗҫлеҫҫӗ, пурӑнаҫҫӗ, ҫапах ман чӗрене типсе ларнӑ йывӑҫ пек туйӑнаҫҫӗ.И хотя они еще действовали, жили, мне чудилось, что они — как сухостойные деревья.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сылтӑмри урамран, пирӗн ҫула пӳлсе, тӗреклӗ атӑ тӗпӗсемлӗ типсе ҫитеймен асфальт ҫине хыттӑн пӗр харӑс пусса красноармеецсем пысӑк отрячӗ тухрӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Саша мачча ҫинелле пӑхса выртать, хутран-ситрен типсе кайнӑ тутисене ҫулакаласа илет, эпӗ калпакпа та халатпаччӗ, ҫавӑнпа-и, вӑл мана ҫинчех палласа та илеймерӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн ҫӑвар ӑшӗ типсе ларчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ман ҫине пӗшкӗннӗ, пичӗ ҫинче — типсе ӗлкӗреймен куҫҫуль йӗрӗсем.Она склонилась надо мной, я увидела еще не просохшие следы слез на ее щеках.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑш типсе ҫитнӗ, ҫул хӗрринче пӗр тарӑн ҫӑл ҫырми пур, ҫавӑнта шыв ӗҫме чупса антӑмӑр.Во рту у нас пересохло, мы спустились с дороги к ручью, чтобы напиться.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кӑмӑлӑм чӑлах пулса тӑчӗ манӑн, чӗремӗн ҫур пайӗ пурӑнаймарӗ, типсе те хӑрса, пӑнтӑхса ларчӗ, вилчӗ вӑл, эпӗ ӑна касса илтӗм те ывӑтрӑм, ҫав вӑхӑтрах тепӗр пайӗ хусканатчӗ-ха, кашни ҫынна усӑ кӑтартасшӑн пурӑнатчӗ, ҫавна вара никам та асӑрхаймарӗ, мӗншӗн тесен унӑн пӗтнӗ ҫур пайӗ ҫинчен никам та пӗлмерӗ, анчах акӑ эсир мана ун ҫинчен аса илтертӗр те, эпӗ сире ун эпитафине вуласа патӑм.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑн та ҫапла пулма кирлине тата та ҫирӗпрех ӗненет, аслатиллӗ ҫумӑр пулмасан, хӗвел хӗртнипе хӑй типсе кайма пултарнине чухлать вӑл, хӑйӗн пурнӑҫӗнче вырнаҫать, — мӗн тӑвас тенине тӑвать, хӑйне хӑй, пӗчӗк ачана тивӗҫлӗн айӑпланӑ пек, айӑпласа ӗҫе кӗртет вӑл.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Виҫӗ эрне иртсен, хайхи Азамат темӗнле шурӑхса та типсе пынине асӑрхарӑм, шалтах романсенчи юратури пек ӗнтӗ.Недели три спустя стал я замечать, что Азамат бледнеет и сохнет, как бывает от любви в романах-с.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Иртӗнсе кайнӑ ҫумкурӑкӗ ҫӗрӗн пӗтӗм сӗткенне ӗмсе ларнӑ, пӗтӗм хӗвел ҫутине хӑй ҫине туртса илнӗ; ыраша вӑл апат-ҫимӗҫсӗр хӑварнӑ, ҫавӑнпа та начар ыраш шӑркана ларичченех типсе ларнӑ, вӗсен пучахӗсем тӗшӗпе тулайман.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ырхан, витӗрех нафталин шӑрши ҫапнӑ хӗрарӑм портсигара илсе аллинче тытса ҫавӑркаларӗ те, типсе ларнӑ пӳрнипе портсигар ҫинчи ҫырнӑ сӑмахсене кӑтартса: — Ятлӑ япаласене комиссине илместпӗр, — терӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн питне тусанлӑ ӑшӑ ҫил пырса ҫапрӗ, куҫӗсем хирӗҫ иртсе каякан поездсене, симӗс решуткӑллӑ платформӑсене, симӗс вӑрмантан курӑнакан пӗчӗк дачӑсене, типсе ларма пуҫланӑ пӗчӗк юханшывсене, ҫурта пек тӳрӗ те хитре хырсене, илемлӗн курӑнакан инҫетри хирсене курса пычӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Типсе кушӑрханӑ ҫулҫӑсене пӗчӗк юханшыв ерипен малалла юхтарса пынине пӑхса ларчӗ вӑл.Он взирал на тихое течение ручья, уносящего несколько поблеклых листьев.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Халӗ хурӑн типсе ларнӑ, вӗрипе ӗннӗ турат ҫинче пилӗк вӗрен татӑкӗ сулкаланнӑ.Теперь береза засохла, и на убитом жаром суку ветер покачивал пять веревочных обрезков.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӗмӗрхи чӑрӑшсен турачӗсем ҫинче ача юшкисем типсе тӑнӑ, пӗчӗк хырсен турачӗсем ҫинче ӳпӗнтерсе хунӑ тӑм чӳлмексем е кӑкшӑмсем ҫил ҫинче кушса тӑнӑ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950