Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXII. Ҫывӑхри армансем

Пай: Пӗччен парус шуррӑн курӑнать

Автор: Александр Ярлыкин

Ҫӑлкуҫ: Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хушнӑ: 2019.09.27 01:28

Пуплевӗш: 195; Сӑмах: 1680

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Утма хавас та питӗ аван пулнӑ.

Петя хулана нихӑҫан та кун пек пысӑк тесе шутламан. Халиччен курман урамсем пынӑҫемӗн чухӑн курӑннӑ. Хӑш-пӗр тӗлте таварсене тротуар ҫинех кӑларса хунӑ магазинсем тӗл пулнӑ.

Акадисем айӗнче йӳнӗ тимӗр кроватьсем, тӑрӑхла тӗрӗллӗ матрацсем, кухня табуреткисем тӑнӑ. Пысӑк хӗрлӗ минтерсем, вир улӑмӗнчен тунӑ шӑпӑрсем, швабрӑсем, сӗтел-пукансем купи-купипе выртнӑ. Япаласем те нумай, пурте шултӑра, ҫӗнӗ, вӗсен хакӗсем те йӳнӗ пулмалла.

Масар хыҫӗнче вутӑ склачӗсем пуҫланнӑ. Ҫав складсенчен тӗлӗнмелле тӳтлӑ, вӗри, кӑшт йӳҫӗрех шӑршӑ сарӑлнӑ.

Унтан лабазсем пуҫланнӑ — сӗлӗ, утӑ, сӑсӑл сутнӑ, ҫавӑнтах пысӑк сӑнчӑрлӑ тарасасем ҫакӑнса тӑнӑ, унта циркри пек пысӑк гирӗсем пулнӑ.

Тата малалла типсе выртакан хӑмасен склачӗсем пуҫланнӑ. Унта та ҫурнӑ йывӑҫӑн вӗри шӑрши кӗнӗ. Анчах ку хыр хӑмасем, ҫавӑнпа вӗсен шӑрши те йӳҫех мар — скипидар шӑрши пек пулнӑ.

Ҫывӑхри Армансем патнелле ҫывхарнӑ май, тӗнче илемсӗрленсе пыни тӳрех куҫа курӑннӑ.

Ӑҫта кайса кӗчӗҫ «минерал шывӗсен буфечӗсем?» Ӑҫта кайрӗҫ вӗсен никельпе витнӗ йӑлтӑртатакан пӑркӑчӗсем, тӗрлӗ тӗслӗ сиропӗсем? Вӗсем вырӑнне кунта илемсӗр ҫырса хунӑ, вилка ҫине тирнӗ селедка туса хунӑ вывескӑллӑ ҫимӗҫ лавкисем, уҫӑ алӑксенчен ҫӳлӗк ҫинче ҫӑмарта евӗрлӗ, илемсӗр чечеклӗ шурӑ чейниксем курӑнакан трактирсем.

Вӗҫкӗнчӗк извозчиксем вырӑнне, кунта утӑпа та сӑсӑлпа ҫӳпӗленнӗ начар урамсем тӑрӑх ломовиксем кӗмсӗртеттерсе ҫӳренӗ.

Темтепӗр япаласем тупас тӗлӗшрен кунти урамсем ачасемшӗн пуянрах пулчӗҫ. Час-часах тусан ҫинче такан хуҫӑкӗсем, гайкӑсем е папирос коробкисем тӗл пулнӑ.

Япала мӗн тупӑнсан, ун патне ачасем тавлашса чупнӑ, пӗр-пӗрне тӗртсе янӑ, ҫинҫе сасӑпа ҫапла кӑшкӑрнӑ:

— Хама ҫеҫ пултӑр!

— Пӗрле пултӑр!

Вара кам маларах ҫапла кӑшкӑрнӑ, тупӑннӑ япала е пӗр ҫынна, е иккӗшне пӗрле пулнӑ.

Япаласем ҫав тери нумай тупӑннӑ, ачасем вара вӗсене пухма та пӑрахнӑ, папирос коробкисене ҫеҫ илкелесе пынӑ.

Ку коробкӑсем ачасене «картонкӑлла» выляма питех те кирлӗ. Картинкине кура, коробкисен хакӗсем те тӗрлӗ. Коробка ҫинче ҫын сӑнӗ пулсан, вӑл пиллӗкшӗн шутланнӑ, кайӑк — пӗррешӗн, пӳрт — аллӑшӑн.

Одессӑри арҫын ачасен кӗсьинче кашнинех папирос коробки хучӗсен тӗрки пулнӑ.

Конфет хучӗсемпе те вылянӑ, анчах вӗсемпе е хӗрачасем, е пиллӗкрен иртмен арҫын ачасем ҫес вылянӑ.

Гаврикпа Петяна илсен, вӗсем конфет хучӗсемпе выляма тахҫанах пӑрахнӑ, вӗсем папирос коробкисемпе ҫеҫ вылянӑ.

Тинӗс ҫывӑхӗнчи районсенче темшӗн «Цыганка» тата «Ласточка» папироссене ытларах туртнӑ.

Мӗне курса туртаҫҫӗ-ши ҫав ҫынсем ку папироссене — ӑнланма та хӗн. Чи йӗрӗнчӗк папироссем!

Пӗрин коробки ҫинче лакпа сӗрнӗ, хура куҫлӑ цыган хӗрӗ, унӑн хӗрлӗ тутисем мӑкӑрланакан папирос хыпнӑ, хура ҫӳҫӗсем ҫине роза чечекӗ тӑхӑнтарнӑ, «Цыганка» мӗнпурӗ те пилӗк коробкӑшӑн ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен цыган хӗрӗсен сӑнне пилӗк таран ҫеҫ ӳкернӗ.

Теприн коробки ҫинче — виҫӗ начар чӗкеҫсем. Вӗсем тата йӳнӗрех шутланнӑ, пурӗ те виҫҫӗшӗн ҫеҫ ҫӳренӗ.

Хӑшпӗр тӗлӗнмелле ҫынсем тата «Зефир» папирос туртнӑ. Ун коробки ҫинче ҫыруран пуҫне нимӗн те пулман. Ҫавӑнпа ун картонкине вӑйӑра пачах йышӑнман.

Анчах, пит тӗлӗнмелле пулсан та, ҫав «Зефир» папироссем лавкасенче чи хаклӑ шутланнӑ.

Ҫакӑн пек путсӗр папирос туртма чӑн-чӑн ухмах ҫын пулас пулать. Ачасем ун коробкине курсан сурса ҫеҫ хӑварнӑ.

Петяпа Гаврик, часах ӳссе ҫитсе, табак туртакан пуласшӑн ҫунаҫҫӗ. Ун чухне вӗсем ухмах пулмӗччӗҫ, яланах «Керчь» папирос туртӗччӗҫ. Ку питӗ лайӑх папирос, унӑн коробки ҫинче чаплӑ картинка: тинӗс хӗрринчи хула, гаваньре темӗн чухлӗ пароходсем.

Картонкӑсен хакне чи лайӑх пӗлекен специалистсем те «Керчь» коробкине мӗн чухлӗ хакламаллине пӗлмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем те пароходсене мӗн чухлӗ хумаллине пӗлмен. Шутлама тикӗс пултӑр тесе урамри биржӑра «Керчь» картинкине пилӗк ҫӗршӗн шутлаҫҫӗ.

Ачасен паян телей пысӑк.

Масар таврашӗнчи ҫынсем, Петяпа Гаврика пуйтарасшӑн тӑрӑшнӑ пекех, пурте «Керчь» папирос ҫеҫ туртаҫҫӗ.

Ачасем ҫав хаклӑ коробкӑсене пуҫтарса та ӗлкӗреймеҫҫӗ. Малтан вӗсем хӑйсен куҫӗсене те ӗненмеҫҫӗ. Ку тӗлӗкри пек: утса пыратӑн — кашни виҫҫӗ ярса пусмассерен виҫӗ тенкӗ укҫа тупатӑн.

Часах ачасен кӗсьисем туллиех тулчӗҫ. Вӗсен пуянлӑхӗ ҫав тери нумайланчӗ, ҫавӑнпа та вӗсем коробка тупсан та хавасланми пулчӗҫ. Тӑранчӗҫ.

Пӗр фабрикӑн ҫывӑхран вулама та ҫук шултӑра саспаллисемпе темӗнле самах ҫырнӑ ҫӳлӗ те ансӑр стени айӗнче ачасем картонкӑсемпе темиҫе хут выляса илчӗҫ. Вӗсем, картонкӑна ҫӳлелле пӑрахса, вӑл ҫӗре хӑш май ӳкнине пӑхаҫҫӗ.

Анчах вӑйӑра пӗр хӗрӳлӗх те пулман. Вӗсен иккӗшӗн те картонкӑсем нумай: выляса ярсан та хӗрхенмелли ҫук. Хӗрӳлӗхсӗр мӗнле вӑйӑ пулать вӑл?

Хула темӗн чухлӗ утсан та пӗтмест. Пынӑҫемӗн унӑн тӗсӗ те, пурӑнӑҫӗ те улшӑнса пырать.

Малтанах хулана темӗнле масар сӑнӗ ҫапнӑ пекчӗ. Унтан складсен,трактирсен сӑнӗ. Унтан фабрикӑсен сӑнӗ.

Халӗ тата пӗтӗм куҫ умӗнче чугунҫул сарӑлса выртать. Пакгаузсем, блокпостсем, семафорсем… Юлашкинчен ачасен ҫулне йӑмӑх тӗрӗллӗ шлагбаум пӳлсе тӑчӗ. Будкӑран хӗрлӗ ялавпа ҫын тухрӗ. Паровоз кӑшкӑртни илтӗнчӗ. Йывӑҫсем хыҫӗнчен ҫӳлелле юр пек шурӑ пӑс пӗлӗчӗ хӑпарчӗ. Ҫавӑнтах тӗлӗннӗ ачасен куҫӗ умӗнче пысӑк локомотив иртсе кайре. Хӑй умӗнче вӑл тендера тӗртсе пынӑ.

Э, мӗнле хавас та тӗлӗнмелле! Кун пек тӗлӗнмелле япалашӑн килтисенчен ыйтмасӑрах тухса тарни те мӗне тӑрать!

Ураписем мӗнле васкаса, хӑвӑрт шаккаҫҫӗ! Рельсӑсем мӗнле янӑраҫҫӗ! Витӗр курӑнакан ҫӑра пӑспа витӗннӗ хӑвӑрт ҫаврӑнакан урапасем хӑйсем патне мӗнле вӑйпа илӗртсе туртаҫҫӗ!

Тӗлӗннӗ ачасем, чарма ҫук вӑйлӑ ӗҫлекен машина урапи айнех кӗрсе выртӗччӗҫ, анчах ҫапла шухӑшласанах ачасен ӳт-пӗвӗ ҫӳҫенсе сӑрӑлтатса илет.

Ачасем урисене сарса, аллисене чӑмӑртаса, йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе паровоз ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ.

Ух, мӗнле хӑрушӑ, ҫав вӑхӑтрах мӗнле хаваслӑ вӑхӑт пулнӑ!

Гаврик ун пеккине темиҫе хутчен те курнӑ, Петя халӗ ҫеҫ курать.

Локомотивӑн тӑрӑхла ҫаврака чӳречинчен, машинист вырӑнне, салтак пӑхса пынине, тендер ҫинче тепӗр салтакӗ винтовкӑпа тата сумкӑсемпе тӑнине Петя малтан сӑнаман та.

Локомотив ҫаврӑнса курӑнми пулсанах, ачасем ҫул ҫине чупса пычӗҫ, вӗсем вӗри, ҫап-ҫутӑ, оркестр пек янӑракан рельсӑсем ҫине выртса итлерӗҫ.

Чӑн-чӑн локомотив иртсе кайнӑ хыҫҫӑн рельса ҫине выртса итлени, килтен ыйтмасӑр тухса тарнӑшӑн кайран хуть те мӗнле айӑпланисенчен те лайӑхрах мар-и вара?

— Мӗншӗн ун ҫинче, машинист вырӑнне, салтак ларса пырать? — тесе ыйтрӗ Петя, рельсӑсем ҫине выртса итлесе тӑрансан, унтан чугунҫул хӗрринче тӗрлӗ чулсем пуҫтарса малалла утма пуҫласан.

— Чугунҫул ҫинче ӗҫлекенсем каллех пӑлханаҫҫӗ пулмалла, — терӗ Гаврик.

— Мӗн пулать вӑл пӑлханни?

— Пӑлханни — пӑлханни пулать, — сиввӗн каларӗ Гаврик. — Ӗҫе тухмаҫҫӗ. Ун чухне вара вӗсем вырӑнне поездсене салтаксем ҫӳретеҫҫӗ.

— Салтаксем пӑлханмаҫҫӗ-и?

— Салтаксем пӑлханмаҫҫӗ. Вӗсен право ҫук. Уншӑн вӗсене — эхэ! — арестант ротине яма пултараҫҫӗ. Акӑ мӗн.

— Ун пек пулмасан вӗсем те пӑлханӗччӗҫ-ши?

— Мӗн ыйтмалли пур!

— Санӑн пиччӳ Терентий пӑлханать-и?

— Хӑҫан мӗнле…

— Мӗншӗн пӑлханать вара вӑл?

— Ҫавӑнпа та ҫавӑншӑн. Текех пуҫа ан минрет. Акӑ, пӑх: «Одесса Товарная». Акӑ кунтах Ҫывӑхри Армансем.

Петя ахалех мӑйне тӑсса инҫетелле пӑхать. Ниҫталла пӑхсан та, пӗр арман та курӑнмасть: ҫил арманӗсем те, шыв арманӗсем те ҫук.

Шыв пӑрки, «Одесса-Товарная» станци картишӗн сарӑ хӳмисем, хӗрлӗ вагонсем, санитар поезчӗ, Хӗрлӗ хӗресӗн хӗрлӗ ялавӗ, брезентпа витнӗ тавар куписем, часовойсем курӑнаҫҫӗ.

— Ӑҫта вара? Ӑҫта «Ҫывӑхри Армансем»?

— Авӑ, авӑ вӗсем, тӳрех, вагонсем юсакан мастерской хыҫӗнче. Курмастӑн-и-мӗн, айванскер!

Петя нимӗн те чӗнмерӗ. Вӑл каллех хӑйне мӗнле те пулин улталасран хӑрарӗ.

Вӑл пуҫне ҫавӑркаласа, ҫухипе мӑйне ыраттаракан пуличченех йӗри-тавра пӑхкалать, анчах вӑл ниҫта та армансем курмасть.

Тӗлӗнмелле!

Ҫав вӑхӑтрах Гаврика армансем ҫукки пӗрре те тӗлӗнтермест. Вӑл тӗтӗмпе хуралнӑ вӑрӑм стена аяккинчи сукмакпа ҫӑмӑллӑн утса пырать. Стена ҫинче темӗн чухлӗ решеткеллӗ пысӑк чӳречесем. Чӳречесен куҫӗсем нумайӑшӗ ваннӑ.

Чылаях ывӑннӑ Петя ун хыҫӗнчен утса пырать, тусанпа та тӗтӗмпе хуралнӑ курӑка пушмакӗсемпе сӑтӑрать. Хӑш чухне ура айӗнче чӳречесенчен кӑларса пӑрахнӑ тимӗр ҫункавсем шатӑртатнӑ.

Гаврик, ура ҫине чӗвен тӑрса, чӳречерен пӑхрӗ.

— Пӑх-ха, Петька, вагонсем юсакан мастерскойсем. Терентий ҫакӑнта ӗҫлет. Нихӑҫан та курман-и?.. Кил кунта.

Петя юлташӗпе юнашар пырса тӑрса ванчӑк чӳречерен пӑхрӗ.

Вӑл питӗ пысӑк, ҫурма тӗттӗм пӳлӗм тата тепӗр енчи тӑватӑ кӗтеслӗ чӳречесен тӗксӗм пӗчӗк мӗлкисене курчӗ. Сарлака чӗнсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, пур ҫӗрте те темле пысӑк тимӗр япаласем курӑнаҫҫӗ. Пур япаласем ҫинче те тимӗр ҫункавӗ сапаланса выртать. Хӗвел ҫутти, тусанлӑ чӳречесем витӗр кӗрсе, анлӑ урай ҫине шупка лаптӑксем туса ӳкет.

Ҫав темӗн пысӑкӑш кичем ҫуртра пӗр чӗрӗ чун та курӑнмасть.

Ҫӳлтен пуҫласа аялалла ҫитичченех ӑнланма ҫук хӑрушӑ шӑплӑх. Петя хӑранипе пӑшӑлтатса:
— Никам та ҫук, — терӗ.

Гаврик та, вӑл пӑшӑлтатнӑ май, тата шӑппӑнрах:
— Каллех пӑлханаҫҫӗ пулмалла, — терӗ.

— Чӳрече патӗнче ан ашкӑнӑр! — илтӗнчӗ сасартӑк хаяр сасӑ.

Ачасем шартах сикрӗҫ, каялла ҫавӑрӑнса пӑхрӗҫ. Вӗсемпе юнашар винтовка тытнӑ, шинельне чӗркесе хул урлӑ ҫакнӑ салтак тӑрать. Вӑл ҫав тери ҫывӑх тӑнипе, Петя сӑмсине салтаксен купӑста яшки шӑршипе вакса шӑрши пырса кӗчӗ.

Йывӑр, ҫатӑртатакан, ҫутӑ-сарӑ сӑран сумкӑсем ачасен ҫывӑхӗнчех хӑрушшӑн курӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсенче пемелли патронсем туллиех пулмалла. Салтакӗ хӑй питӗ пысӑк курӑнать, унӑн икӗ ретлӗ тӳмисем ҫӳлелле пӗлӗт патне ҫитичченех йӗркеленсе ларнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.

«Пӗтрӗм!» — шухӑшларӗ хӑраса Петя.

— Тар! — тесе кӑшкӑрчӗ те Гаврик ҫинҫе сасӑпа, хӑй салтак ҫумӗнчен йӑпшӑнса тарма тытӑнчӗ.

Петя та, урисем пуррипе ҫуккине сисмесӗр, юлташӗ хыҫӗнчен сирпӗнчӗ.

Петяна ун хыҫӗнчен салтак аттисен сасси илтӗннӗ пек туйӑнать. Вӑл вӑй ҫитнӗ таран хытӑ чупма тытӑнать. Анчах атӑсем юлмаҫҫӗ. Унӑн куҫӗсем хӑй умӗнчи Гаврикӑн ури тупанӗсемсӗр пуҫне нимӗн те курмаҫҫӗ.

Чӗре хыттӑн та хӑвӑрттӑн тапать. Салтак юлмасть. Хӑлхасенче ҫил шавлать.

Пӗр ҫухрӑм чупсан тин Петя сисрӗ — ун хыҫӗнче салтак аттисем мар, пуҫран хывӑннӑ улӑм шӗлепке ҫурӑмне ҫапса пырать иккен.

Ачасем аран-аран сывлӑш ҫавӑраҫҫӗ. Тӑнлавсем урлӑ вӗри тар шыв пек юхать, янах айӗнче тар тумламӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Салтак ҫывӑхра ҫуккине сиссенех ачасем хӗпӗртерӗҫ те, аллисене кӗсьисене чиксе, васкамасӑр малалла утрӗҫ.

Вӗсем пӗр-пӗрне хӑйсемпе нимӗн те пулман пек кӑтартасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Пулнӑ пулсан та, пысӑк япалах пулман, ун ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар.

Халӗ вӗсем нимӗн те сарман сарлака урампа пыраҫҫӗ. Хапхасемпе ҫуртсем ҫинче хулари пек номерлӗ хунарсем, лавкасен, мастерскойсен вывескисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ пулин те, пӗр урам кӗтессинче тӗрлӗ тӗслӗ графинлӑ тата ылтӑн ӑмӑрткайӑклӑ аптека пур пулсан та — ку урам хула урамӗ пек мар, ял урамне аса илтерет.

— Ӑҫта вара санӑн «Ҫывӑхри Арманусем»? — тесе ыйтрӗ Петя.

— Ку тата мӗскер? Армансем мар тетӗн-и?

— Ӑҫта?

— Мӗн ӑҫта? Кунта.

— Ӑҫта кунта?

— Эпир пыракан ҫӗрте.

— Чӑн-чӑн арманӗсем ӑҫта?

— Айван ача! — йӑвашшӑн тӑрӑхласа каларӗ Гаврик. — Хӑҫан эсӗ Фонтан урамӗнче фонтансем пуррине курнӑ? Пӗчӗк ача пек эсӗ! Ыйтатӑн, мӗн ыйтнине пӗлместӗн!

Петя нимӗн те чӗнмерӗ. Гаврик тӗрӗс калать. Чӑнахах та: «Кӗҫӗн Фонтан», «Пысӑк Фонтан», «Вӑтам Фонтан». Фонтансем унта пӗрре те ҫук. Ахаль ҫеҫ ятне панӑ.

Ку вырӑна Армансем теҫҫӗ, анчах кунта чӑннипе армансем ҫук.

Анчах армансем ҫеҫ те мар-ха. Ӑҫта-ши кунта хӑйсем тӗслӗ мар тӑлӑх арӑмсен мӗлкисем, пӗчӗк, шупка, саплӑклӑ тумтирсем тӑхӑннӑ тӑлӑх Туратсем?

Ӑҫта кӑвак та илемлӗ пӗлӗт, макӑракан йӑмрасем? Ӑҫта тата юмахри пек хурлӑхлӑ, ӗмӗрне никам каялла таврӑнман ҫӗршыв?

Гаврикран ун ҫинчен ыйтмалли те ҫук! Ҫапла ӗнтӗ, Петя тӑлӑхсене те, йӗрекен йӑмрасене те, кӑвак пӗлӗте те курман. Пурте урӑхла. Пӗлӗт хӗрӳ, ҫиллӗ, кӑн-кӑвак пулнӑ.

Картишсенче пурҫӑн йывӑҫҫисемпе акацисем симӗсленнӗ. Пахчасенче, кая юлнӑ кавӑнсен чечекӗсем пек пуҫӗсене айванла пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла пӑркаласа хурсем утса ҫӳренӗ.

Тимӗрҫӗ лаҫҫинче млатуксем шакканӑ, вӗркӗҫсен ҫилӗ вӑрканӑ.

Паллах, ку та ӗнтӗ хӑйне евӗрлӗ илемлӗ пулнӑ. Анчах вилнӗ арҫынсен тӑванӗсем «канлӗхлӗ» выртакан ҫӗршыв текенни ҫинчен те манма питӗ хӗн.

Петя чунӗнче икӗ тӗнче нумайччен тавлашнӑ: пӗр енчен — шухӑшри армансем, ҫынсем «лӑпланса канакан» вырӑнсем, тепӗр енчен, — Гаврик пиччӗшӗ Терентий пурӑнакан чугун ҫул ҫывӑхӗнчи илемлӗ «Ҫывӑхри Армансем».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех