Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Ҫӗр аскӑн ҫынсемпе тулса ларнӑ, ылханлӑ ҫӗр ӗсӗклет; ҫеҫенхирти кӗтӳлӗхсем типсе ларчӗҫ, вӗсен тӗллевӗ вара — усаллӑх, вӗсен вӑйӗ — тӳрӗ мар ӗҫ, 11. пророк та, священник та ирсӗрленнӗ; Хамӑн Ҫуртӑмра та Эпӗ вӗсен ирсӗр ӗҫӗсене тупрӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Асту, ҫаруран юлмалла ан пултӑр, пыру типсе ан лартӑр.25. Не давай ногам твоим истаптывать обувь, и гортани твоей - томиться жаждою.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сана тӳлесе илнӗ, сана аннӳ варӗнчех калӑпланӑ Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Эпӗ мӗн пуррине пултарнӑ, тӳпене пӗчченех карса хунӑ, ҫӗре Хамӑн вӑйӑм-хӑватӑмпа сарса тухнӑ, 25. Эпӗ — суя пророксен паллисене ӑҫтиҫук тӑвакан, асамҫӑсем ӑссӑррине кӑтартакан, ӑсчахсене каялла хӑвалакан, вӗсен пӗлӗвне ухмахлӑха ҫавӑракан, 26. Хӑй чурийӗн сӑмахне ҫирӗплетекен, Хӑй хыпарҫисен сӑмахне пурӑнӑҫа кӗртекен, Иерусалима: «сан хутлӑхунта пурӑнма пуҫлӗҫ», Иуда хулисене: «сире ҫӗнӗрен туса лартӗҫ, ишӗлнисене Эпӗ юсаса ҫӗнетӗп» теекенӗ, 27. тӗпсӗр авӑра: «типсе лар!» теекенӗ, «санӑн юханшывусене типӗтсе лартӑп» теекенӗ; 28. Кир пирки: «вӑл — Манӑн кӗтӳҫӗм, вӑл Манӑн ирӗкӗме пӗтӗмпе вырӑна килтерӗ, вӑл Иерусалима: «сана ҫӗнӗрен туса лартӗҫ!» тейӗ, Турӑ Ҫуртне: «санӑн никӗсне ҫӗнӗрен ҫирӗплетӗҫ» тейӗ» теекенӗ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа — сана пултарнӑ, сана пӑхса ӳстернӗ, сана аннӳ варӗнче чухнех пулӑшса тӑракан Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: Иаков, Манӑн чурамӑм, Эпӗ суйласа илнӗ савнӑ [Израиль], ан хӑра: 3. Эпӗ ӗҫессишӗн антӑхаканӗ ҫине шыв, типсе хӑрӑннийӗ ҫине юхӑм тӑкӑп; санӑн йӑху ҫине Хамӑн сывлӑшӑма, санӑн ӑрӑву-тӑхӑму ҫине Хамӑн пиллӗхӗме ярӑп.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тусем ҫинче юхакан шывсем, айлӑмсенче ҫӑлкуҫсем уҫӑп; пушхиртен кӳлӗ, типсе хӑрнӑ ҫӗртен шыв тапписем тӑвӑп; 19. пушхирте кедр, ситтим, мирт тата ҫу йывӑҫӗ лартӑп, ҫеҫенхирте кипарис, шурӑ вӗрене тата бук йывӑҫӗсене пӗрле лартса ӳстерӗп, 20. ҫакна Ҫӳлхуҫа аллийӗ тунине, Израиль Святойӗ пултарнине пӗлччӗр, ҫакна курччӑр, тӗсесе пӑхчӑр, ӑнланччӑр.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Куҫа шыв пек курӑнни — кӳлӗ, типсе хӑрӑннӑ ҫӗр ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ; шакал канӑҫлӑх курса пурӑнакан ҫӗрсенче чаканпа хӑмӑш ӳсе пуҫлӗ.
Ис 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Юханшыв тӑрӑхӗнчи, ҫырансем ҫывӑхӗнчи хирсем, шыв хӗрринче мӗн акнӑ, ҫавӑ пӗтӗмпех типсе ларӗ, вӗҫсе саланӗ, ҫухалӗ.7. Поля при реке, по берегам реки, и все, посеянное при реке, засохнет, развеется и исчезнет.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара тинӗсре шыв пӗтсе ҫитӗ: юханшыв иксӗлсе типсе ларӗ; 6. ҫырмасенче шыв чакса пырӗ, Египетӑн чавса тунӑ шыв ҫулӗсем ӑшӑхланса типсе ларӗҫ; хӑмӑшпа чакан шанса кайӗҫ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Манӑн чӗрем Моавшӑн ӗсӗклет; ун ҫӗрӗнчен Сигор патне, виҫҫӗмӗш Эгла патне ҫитиех тараҫҫӗ; Лухит ҫине йӗрсе улӑхаҫҫӗ; Хоронаим ҫулӗпе пынӑ чух асар-писер кӑшкӑраҫҫӗ, 6. мӗншӗн тесессӗн Нимрим ҫӑлкуҫӗсем типсе ларнӑ, улӑхсем хӑрӑннӑ, курӑк ӗнсе кайнӑ, ешӗлӳсен курӑнмасть.
Ис 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Йӗркесӗр ҫынсен пурлӑхӗ юхӑм шывӗ пек типсе ларӗ, шалкӑм ҫумӑр ҫунӑ чухне хаяр аслати кӗрлесе иртсе кайнӑ пек ҫухалӗ.13. Имения неправедных, как поток, иссохнут и, как сильный гром при проливном дожде, прогремят.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хӑвна ху ан мухта, мӑнаҫлӑху чунна вӑкӑр курӑка таптанӑ пек ан таптатӑр: 3. ҫулҫусене ҫисе пӗтерӗн, ҫимӗҫӳсем типсе ларӗҫ, вара хӑрнӑ йывӑҫ пек тӑрса юлӑн.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Курӑк типсе ларнӑччӗ — ҫӗнӗ курӑк тапса тухрӗ, сӑрт-ту ҫинче ҫаран ҫулаҫҫӗ.25. Прозябает трава, и является зелень, и собирают горные травы.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хуралтӑ ҫийӗнчи курӑк пек пулччӑр: вӑл тӑпӑлтарса кӑларичченех типсе каять, 7. вӑл выраканӑн аллине тулас ҫук, кӗлте ҫыхаканӑн ывӑҫне те кӗрес ҫук; 8. иртсе пыракансем те вӗсене: «сире Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ пултӑр; сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллетпӗр!» тееймӗҫ.
Пс 128 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӗрлӗ тинӗсе хӑтӑрса илнӗ те — вӑл типсе ларнӑ; вӗсене тӗпсӗр вырӑн урлӑ типӗ ҫӗрпе каҫарнӑ пек каҫарнӑ; 10. вӗсене курайман ҫын аллинчен ҫӑлнӑ, тӑшман аллинчен хӑтарнӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кӑшкӑра-кӑшкӑра халран кайрӑм, пыр тӗпӗ типсе ларчӗ, Туррӑма кӗте-кӗте куҫӑм та ӗшенсе ҫитрӗ.4. Я изнемог от вопля, засохла гортань моя, истомились глаза мои от ожидания Бога [моего].
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй Турӑ, ҫунса выртакан ҫӗр ҫине Эсӗ тулӑх ҫумӑр ҫутарнӑ, ӑна, типсе кайнӑскере, ырӑлатнӑ.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Аялта тымарӗ типсе ларӗ, ҫӳлте турачӗсем хӑрса кайӗҫ.
Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кӳлӗ шывсӑр тӑрса юлать, шывӗ чакнипе ҫырма та типсе ларать; 12. этем те — ҫавӑн пекех: выртӗ те — урӑх тӑмӗ те; хӑйӗн ыйхинчен вӑл тӳпе пӗтмесӗр те вӑранмӗ.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эсӗ татӑлса ӳкнӗ ҫулҫӑна хӑваламастӑн-и, типсе кайнӑ улӑм пӗрчине йӗрлеместӗн-и?25. Не сорванный ли листок Ты сокрушаешь и не сухую ли соломинку преследуешь?
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл шывсене чарать те — пӗтӗм ҫӗр типсе каять; вӗсене уҫса ярать те — пӗтӗм ҫӗр улшӑнать.15. Остановит воды, и все высохнет; пустит их, и превратят землю.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.