Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иов 12

Пай: Библи –> Иов кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.16 11:15

Пуплевӗш: 16; Сӑмах: 261

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Иов вара ҫапла хуравласа каланӑ:
2. эсир кӑна ҫын иккен,
эсир пулмасассӑн, ӑслӑлӑх та сыхланса юлас ҫук!

3. Манӑн та, сирӗнни пекех, чӗре пур,
сирӗнтен кая мар эпӗ;
эсир каланине кам пӗлмест?

4. Тусӑмӑн мӑшкӑлӗ пулса юлтӑм иккен;
Турра тархасласассӑн, Вӑл мана хуравлатчӗ,
эпӗ, тӳрӗ те айӑпсӑр ҫын, мӑшкӑла тӑрса юлтӑм иккен.

5. Хуйхӑ курман ҫын инкек-синкекрен кулать,
ҫирӗп тӑракан — такӑнакан ҫынран кулать.

6. Хурах пусакансен чатӑрӗсем пӗр шиксӗр лараҫҫӗ,
Турра ҫиллентерекенсен чатӑрӗсемшӗн те хӑрушлӑх ҫук,
вӗсен хуҫисем Турра хӑйсен аллинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ тейӗн.

7. Чӑнах та, выльӑхран ыйт-ха — вӗрентӗ сана,
вӗҫен кайӑкран ыйт-ха — пӗлтерӗ сана;
8. е ҫӗрпе калаҫса пӑх — ӑс парӗ сана,
тинӗс пуллисем те каласа парӗҫ сана.

9. Пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫа алли пултарнине
вӗсем пӗлмеҫҫӗ-им вара?

10. Тӗнчере мӗн пурӑнаканӗ,
пур этем сывлӑшӗ те — Унӑн аллинче.

11. Сӑмаха илтекенӗ хӑлха мар-и?
ҫимӗҫ тутине туяканӗ чӗлхе мар-и?

12. Ватӑ ҫынра — ӑс,
нумай пурӑннӑ ҫынра — ӑс-хакӑл.

13. Турӑра вара — ӑслӑлӑх та, хӑват та;
Унра — канашӗ те, ӑстӑнӗ те.

14. Турӑ мӗн аркатни ҫӗнӗрен ҫӗкленмест;
Вӑл хупса лартнӑ ҫын ирӗке тухаймасть.

15. Вӑл шывсене чарать те — пӗтӗм ҫӗр типсе каять;
вӗсене уҫса ярать те — пӗтӗм ҫӗр улшӑнать.

16. Унӑн аллинче — хӑватлӑхпа ӑслӑлӑх,
аташакан та, аташтаракан та — Унӑн умӗнче.

17. Канашҫӑсене Вӑл ҫаруран ҫӳретет,
тӳресене ухмаха кӑларать.

18. Патшасенчен чап ҫыххине салтса илет,
вӗсенӗн пилӗкне пиҫиххи ҫыхса ярать;
19. священникӗсене ҫаруран ҫӳретет,
паттӑрсене ураран ӳкерет;
20. вирлӗ чӗлхеллисенӗн чӗлхине ҫӗтерет,
ватӑсене тӗлсӗр калаҫтарать;
21. чаплисене намӑспа хуплать,
хӑватлисене вӑйран сулӑнтарать;
22. Вӑл шалтине, сӗмлӗхрине курса тӑрать,
вилӗм ӗмӗлкине ҫутӑ ҫӗре кӑларать;
23. халӑхсене ӗрчетет те, вӗсене пӗтерет те;
халӑхсене салатать те, вӗсене пуҫтарать те;
24. ҫӗр ҫинчи халӑх пуҫлӑхӗсене ӑссӑра кӑларать,
вӗсене пушхирте ҫулсӑр-йӗрсӗр аташса ҫӳреме хӑварать:
25. вӗсем тӗттӗмре ҫутӑсӑр, алӑ сӗмӗпе ҫӳреҫҫӗ,
ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна каяҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех