Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аҫу сана тинӗссем тӑрӑх ҫӳресси ҫинчен яланлӑхах манма хушнӑччӗ-ҫке.Ведь отец требовал, чтобы ты раз навсегда позабыл о чужих краях.
Пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ старике хӗрхентӗм, тӑван килтех юлма шухӑшларӑм, тинӗссем тӑрӑх ҫӳресси ҫинчен шухӑшлама пачах пӑрахас терӗм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Юнпа хӗрелчӗрччӗ тинӗссем, тӳпе те ҫуталса тӑтӑрччӗ!..
XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫавӑн чухне хайхи, хӑйсен шыври ҫулне ҫухатнӑ карапсем, тинӗссем тӑрӑх аташса ҫӳреме тытӑнӗҫ.Вот тут-то и начинают блудить по морям корабли, потерямши свою водяную дорогу.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Акӑ вӑл, чухӑнсемпе выҫҫисем пӗрехмай макӑрса пурӑннӑшӑн ҫилленсе кайӗ те, вӗсен куҫҫулӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарӗ, вара ҫав куҫҫулӗсенчен тӗтре туса, ӑна кӑвак тинӗссем ҫинелле илсе кайӗ, пӗлӗте нимӗн курӑнми тӗтрелетсе хурӗ.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Майӗпен тинӗссем хухнӑ, тусем ишӗлнӗ пекех, Анисья та улшӑнчӗ: пӗр-пӗрине килӗштерекен Анисьйӑпа кил хуҫи арӑмӗ уйрӑлми туслашрӗҫ, пӗр-пӗринсӗр пурӑнайми пулчӗҫ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑнах ӗнтӗ, унта тинӗссем, ҫӳлӗ тусем, чул тусемпе тӗпсӗр ҫырмасем, сӗм вӑрмансем те ҫук — пысӑк, тискер, тӗксӗм япаласем пачах нимӗн те ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн тесен пирӗн ҫӗршыва нумай енчен сивӗ тинӗссем хупӑрласа тӑраҫҫӗ.Ведь значительная часть нашей страны омывается северными морями.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тӑхлантан шӑратса тунӑ пысӑк тупӑка хунӑ утмӑл пӑтлӑ ещӗк ют ҫӗрсем, тинӗссем тӑрӑх хамӑр ҫӗре ҫитиччен ҫулталӑка яхӑн ҫӳренӗ.
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Эсӗ-и ку? — тӗлӗнсе ыйтнӑ вӑл, ун ҫине ҫак ҫурхи пылчӑкпа тулнӑ лӑпкӑ каҫхи урама темӗнле тинӗссем леш енчен килсе лекнӗ хитре пике ҫине пӑхнӑ пек пӑхса.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тинӗссем ҫинчи Аслатипе Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер этем ҫеҫ часах ҫывӑрса каяймарӗҫ.Гроза Океанов и Черный Мститель Испанских морей уснули не так легко.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тинӗссем ҫинчи Аслати питӗ пысӑк сысна аш татӑкки тупса килнӗ, ӑна вӑл аран ҫеҫ йӑтса ҫитернӗ.Гроза Океанов принес большой кусок свиной грудинки и выбился из сил, пока дотащил его до места.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Тӑвӑл шуйттанӗ» ятлӑ хура та вӑрӑм, лутра карап ҫинче, мачта тӑрринче ҫӳлте хура ялав вӗлкӗштерсе пырса, вӑл тӑвӑллӑ тинӗссем тӑрӑх епле мӑнкӑмӑллӑн ҫӳре-ши?
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл, инҫете-инҫете, пӗлмен ҫӗршывсене тинӗссем урлӑ кайса, тӑван ҫӗршыва нихҫан, та таврӑнмасан, мӗн пулӗччӗ-ши?Что, если б уехать — далеко-далеко, в неведомые заморские страны, и больше никогда не возвращаться!
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ку тӑрӑхра мӑн тинӗссем те ӑшӑх, Мӗн тарӑнни — куҫ — авӑр — тарӑнни.
«Кашни каҫах — кайма пуҫтарӑнни...» // Марина Карягина. Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Шупашкар, 1995. — 111 с.
Океансемпе тинӗссем пиртен пиншер ҫухрӑмра пулин те, Комсомольскисем те ку куна ҫулсеренех уявлаҫҫӗ.
Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявларӗҫ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02
3. Эсӗ Даниилран та ӑслӑрах-мӗн, эсӗ пӗлмен пӗр вӑрттӑнлӑх та ҫук; 4. ӑслӑлӑхупа, ӑсу-тӑнупа ху валли пуянлӑх пухрӑн, пӳлмӳсене эсӗ ылтӑнпа кӗмӗл тултартӑн; 5. пысӑк ӑслӑлӑхупа, суту-илӳ туса, пуянлӑхна ӳстертӗн эсӗ, вара ӑсу пуянлӑхупа мӑнаҫланчӗ — 6. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ акӑ мӗн калать: хӑвӑн ӑсна Турӑ ӑсӗпе тана хунӑшӑн 7. акӑ Эпӗ сана хирӗҫ ют ҫӗршыв ҫыннисене, халӑхсенчен чи хаяррисене, илсе килӗп, вӗсем сан ӑслӑлӑхун илемне хирӗҫ хӗҫне туртса кӑларӗҫ, сан чапна сӳнтерӗҫ; 8. сана масар шӑтӑкне пӑрахӗҫ, тинӗссем варринче эсӗ вӗлернӗ ҫынсенӗн вилӗмӗпе вилӗн.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Тавару тинӗс тӑрӑх килетчӗ те — эсӗ тӗрлӗ халӑха тӑрантараттӑн; иксӗлми мулупа тата суту-илӗвӳпе ҫӗр ҫинчи патшасене пуянлататтӑн. 34. Сана тинӗссем тӗпсӗр авӑрта ҫӗмӗрсе тӑксан, тавару та, сан ҫинче кӗпӗрленсе тӑракансем те пурте шыва ӳкрӗҫ. 35. Ҫакна пӗлсен, пӗтӗм утрав халӑхӗ сехӗрленчӗ, вӗсенӗн патшисем те ҫӳҫенчӗҫ, сӑнран улӑшӑнчӗҫ. 36. Ытти халӑхсен сутуҫисем шӑхӑрса ячӗҫ; эсӗ сехре хӑппи пулса тӑтӑн — эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрне те пулмӑн».
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Кӗсменҫӳсем сана аслӑ шывсене илсе тухрӗҫ; ҫавӑнта, тинӗссем варринче, сана тухӑҫ ҫилӗ аркатрӗ.26. Гребцы твои завели тебя в большие воды; восточный ветер разбил тебя среди морей.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Фарсис карапӗсем йышлӑн, вӗҫе-вӗҫ ҫӳретчӗҫ, санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ, пуянлантӑн эсӗ, тинӗссем хушшинче чапа тухрӑн.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.