Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иез 27

Пай: Библи –> Иезекииль пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 13:39

Пуплевӗш: 27; Сӑмах: 586

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ, эсӗ те Тир хулишӗн хӳхлеме пуҫла, 3. кала ҫав хулана, тинӗс кукӑрӗнче лараканскере, чылай утрав халӑхӗпе суту-илӳ тӑваканскере: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эй Тир! «эпӗ — чӑн илем!» тетӗн эсӗ. 4. Чиккӳсем санӑн тинӗссем варринче; сана тӑвакансем санӑн илемне тата хӳхӗмлетнӗ. 5. Санӑн пӗтӗм кӗперне Сенир кипарисӗнчен тунӑ; мачтусене тумашкӑн Ливан тӑвӗ ҫинчен кедр касса килнӗ; 6. санӑн кӗсменӳсене Васан юманӗнчен тунӑ; санӑн саккусене бук йывӑҫӗнчен тунӑ, вӗсене Киттим утравӗ ҫинчен илсе килнӗ сӑлан шӑммипе илемлетнӗ; 7. парӑсу, ялав шутланаканскер, — египетсен тӗрӗллӗ пирӗ; Елиса утравӗсен сенкер те хӗрлӗ пирӗсем — санӑн вителӗкӳсем. 8. Сидонпа Арвад ҫыннисем — санӑн кӗсменҫӳсемччӗ; Тир, хӑвӑн ҫыннусем епле ӑста пулнӑ санӑн: карап хӳрине ҫавсем тытса пынӑ. 9. Шӑтнӑ тӗлсене юсамашкӑн Гевал ҫыннисем — аслӑ ҫынсем, ӑсчахсем — пулнӑ санӑн. Санпа суту-илӳ тумашкӑн сан патӑнта тӗрлӗ тинӗс карапӗсем, карап ҫӳретекенсем тӑратчӗҫ.

10. Санӑн ҫарунта перссем, Лиди ҫыннисем, Ливи ҫыннисем ҫапӑҫатчӗҫ, вӗсем сан ҫине хулканпа тимӗр калпак ҫакатчӗҫ; ҫавсем сана чап-мухтав кӳретчӗҫ. 11. Арвад ывӑлӗсем санӑн ҫарупа пӗрле хӳмӳсем ҫинче йӗри-тавра тӑратчӗҫ, санӑн пашнӳсем ҫинче гамадимсем тӑратчӗҫ; вӗсем санӑн хӳмӳсем ҫине йӗри-тавра хӑйсен ухӑ йӗннисене ҫакса тухнӑччӗ, ҫавсем санӑн илемне ҫӗклетчӗҫ.

12. Фарсис, санпа суту-илӳ тӑваканскер, тӗрлӗ пуянлӑхӗ нумаййипе сана таварусемшӗн кӗмӗлпе, тимӗрпе, хура тӑхланпа тата тӑхланпа тӳлетчӗ. 13. Иаван, Фувал тата Мешех санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ, санӑн таварна этем чунӗпе, пӑхӑр савӑт-сапапа улӑштаратчӗҫ. 14. Фогарма килӗнчен сан таварушӑн лашасем, ҫар ӗҫне юрӑхлӑ утсем тата ашакла лашасем илсе килетчӗҫ. 15. Дедан ывӑлӗсем санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ; чылай утрав санпа тавар улӑштаратчӗ, сана тӳлеме сӑлан шӑммипе хура йывӑҫ илсе килетчӗҫ. 16. Эсӗ ҫапла пысӑк суту-илӳпе тӑнӑран санпа арамейсем суту-илӳ тӑватчӗҫ; санӑн таварушӑн вӗсем карбункул, хӗрхӗлтӗм пусмапа тӗрӗллӗ пусма тата виссон та, мерчен те, рубин та паратчӗҫ. 17. Иудейӑпа Израиль ҫӗрӗ санпа суту-илӳ тӑватчӗ; санӑн таварушӑн Минниф тулли, пылак ҫимӗҫ тата пыл та, йывӑҫ ҫӑвӗ те, бальзам та парса тӳлетчӗ. 18. Эсӗ ҫапла пысӑк суту-илӳпе тӑнӑран, тӗрлӗ пуянлӑху ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑран Дамаск санпа Хелбон эрехӗпе, шурӑ ҫӑмпа суту-илӳ тӑватчӗ. 19. Дан тата Узал Иаванӗ сана таварушӑн хӗртнӗ тимӗр парса тӳлетчӗҫ; санпа кассия тата ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш ылмаштаратчӗҫ. 20. Дедан юланутпа ҫӳреме хаклӑ ашӑксем илсе килетчӗ, санпа ҫавӑнпа суту-илӳ тӑватчӗ. 21. Арави тата Кидар ҫулпуҫӗсем пурте санпа тавар улӑштаратчӗҫ: санпа путексем, сурӑх такисем тата качака такисем ылмаштаратчӗҫ. 22. Савӑпа Раема сутуҫисем санпа чи паха ырӑ шӑршӑлӑхпа тата тӗрлӗ хаклӑ чулпа суту-илӳ тӑватчӗҫ, таварушӑн сана ылтӑнпа тӳлетчӗҫ. 23. Харан, Хане тата Еден, Сава сутуҫисем, Ассур тата Хилмад санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ. 24. Вӗсем санпа хаклӑ тумпа, пурҫӑн тата тӗрӗллӗ пусмапа суту-илӳ тӑватчӗҫ, хӑйсен таварне кедр йывӑҫӗнчен тунӑ хаклӑ арчасене лайӑх чӗркесе-ҫыхса илсе килетчӗҫ.

25. Фарсис карапӗсем йышлӑн, вӗҫе-вӗҫ ҫӳретчӗҫ, санпа суту-илӳ тӑватчӗҫ, пуянлантӑн эсӗ, тинӗссем хушшинче чапа тухрӑн. 26. Кӗсменҫӳсем сана аслӑ шывсене илсе тухрӗҫ; ҫавӑнта, тинӗссем варринче, сана тухӑҫ ҫилӗ аркатрӗ. 27. Пуянлӑху, тавару, пӗтӗм пурлӑх пӳлмисем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем, шӑтнӑ тӗле юсакансем, санӑн суту-илӗвне йӗркелесе тӑракансем, сан патӑнти пӗтӗм ҫар ҫынни, санӑн пӗтӗм йышлӑ халӑху эсӗ пӗтнӗ кун пурте, пурте тинӗс варрине ӳкӗҫ. 28. Карап хӳрине тытса пыраканусем кӑшкӑрнипе пӗтӗм тавралӑх кисренӗ. 29. Кӗсменҫӗсем, карап ҫӳретекенсем, карап хӳрине тытса пыракансем хӑйсен карапӗсем ҫинчен ҫӗре анӗҫ те 30. саншӑн кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, тусан ҫинче йӑваланса, йынӑша-йынӑша макӑрӗҫ; 31. саншӑн хурланса, ҫӳҫне шакла кастарӗҫ, хуйхӑ тумне пӗркенӗҫ, чун-чӗри тӳсейменнипе хурланса йӗрсе ярӗҫ; 32. саншӑн ҫунса-хурланса, вӗсем хӳхлев юрри пуҫлӗҫ, ӗнтӗ ҫапла каласа йӗрӗҫ: «ах, Тир, тинӗс варринче сан евӗр пӗтни пулнӑ-ши тата?! 33. Тавару тинӗс тӑрӑх килетчӗ те — эсӗ тӗрлӗ халӑха тӑрантараттӑн; иксӗлми мулупа тата суту-илӗвӳпе ҫӗр ҫинчи патшасене пуянлататтӑн. 34. Сана тинӗссем тӗпсӗр авӑрта ҫӗмӗрсе тӑксан, тавару та, сан ҫинче кӗпӗрленсе тӑракансем те пурте шыва ӳкрӗҫ. 35. Ҫакна пӗлсен, пӗтӗм утрав халӑхӗ сехӗрленчӗ, вӗсенӗн патшисем те ҫӳҫенчӗҫ, сӑнран улӑшӑнчӗҫ. 36. Ытти халӑхсен сутуҫисем шӑхӑрса ячӗҫ; эсӗ сехре хӑппи пулса тӑтӑн — эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрне те пулмӑн».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех