Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Кашни каҫах — кайма пуҫтарӑнни...»

Автор: Марина Карягина

Ҫӑлкуҫ: Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Шупашкар, 1995. — 111 с.

Хушнӑ: 2019.06.01 01:02

Пуплевӗш: 13; Сӑмах: 76

Текст тӗсӗ: Сӑвӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Кашни каҫах — кайма пуҫтарӑнни.

Тӗлӗксенче — чӗлтӗртетес пек сывлӑш,
Ҫӗр ҫырлисем чалт пӗрхӗнес пек шывлӑ.

Ҫак тӗнчене савмасӑр — кайрӑн-и?

Кашни каҫах — кайма пуҫтарӑнни.

Улах — кулах! — чунсем вылянӑ улӑх.

Ку тӑрӑхсем тулли турат пек тулӑх.

Сыпса пӑхман ҫӗткен пек — савӑнни.

Кашни каҫах — кайма пуҫтарӑнни.

Тӗшне пӗлмен сар мӑйӑр ӑшӗ!

Ку тӑрӑхра мӑн тинӗссем те ӑшӑх,
Мӗн тарӑнни — куҫ — авӑр — тарӑнни.

Ҫак таврана савсах — каятӑн-им?

Ик тӗнчере пӗр-пӗчченех ҫӳретӗп.

Кӗрхи каҫсен куҫа ҫиен йӳҫекӗ —
Эп икӗ тӗнчере тӑр пӗчченни…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех