Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах характерсене улӑштарни вӑл ҫак япалана пӗр-пӗр ырӑ мар енне хирӗҫ янӑ чухне ҫеҫ лайӑх; ӑна тата мана улӑштарма тивекен енсенче вара ырӑ марри ним те ҫукчӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ унӑн мана ҫак ҫырура сире ӑнлантарса пама тивекен ӗҫ ҫинчен каланӑ сӑмахӗсем:Вот его слова о деле, объяснение которого составляет цель моего письма:
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хамӑр ӗҫӗн мана тивекен ҫуррине чӑнахах та сана парнелес мар-и?Уж, верно, подарить тебе ту половину нашей работы, которая была моей долей.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах Разметнов ӑна хӑлхаран: «Эсӗ, Ипполит пичче, халӑха чуна тивекен сӑмах кала-ха…», — тесе пӑшӑлтатсан, старик пуҫне пӑркаласа илчӗ.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӳрех Ҫӑрттана пырса тивекен ырӑ мар шӑв-шав ӑна ним чухлӗ те иментермерӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сана вӑл Половцев хушнипе пемен, кунта хӑвӑра ҫеҫ тивекен япала пулнӑ пулмалла.Стрелял он в тебя не по приказу Половцева, скорее всего им руководили мотивы личного порядка…
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах вӑл ытла ир хӗпӗртесе ӳкнӗ-мӗн: килте ӑна тата икӗ чи хӑрушӑ та чӗре патнех пырса тивекен аван мар ӗҫ кӗтсе тӑнӑ…
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ку, манӑн тӑванӑмсем, чиркӳре «вилнисене канлӗх пултӑр», тесе е мӗнле те пулин чуна тивекен лӑпӑр-лапӑра юрланинчен япӑх мар…
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Куҫне хӗссе, кӗҫҫеленсе кайнӑ пӗчӗк сухалне яланхи пек якаткаласа, старик тавраналла — хуторти кӑткӑс мар пурнӑҫӑн чӗрене пырса тивекен сӑнарӗсем ҫине пӑхса пырать; пӗр хутчен, ӳркевне сиркелесе, вӑл чӑпӑрккипе урапа айӗнче ҫине тӑрсах ҫапӑҫакан ҫерҫисене те хӑмсарчӗ, анчах, Антип Грач ҫурчӗ умӗпе иртсе пынӑ чух ун сӑмсине кӑмакаран тин ҫеҫ кӑларнӑ ҫӑкӑр тата кӑштах ҫуннӑ купӑста ҫулҫин тутлӑ шӑрши пырса кӗчӗ те — Шырланпуҫри хӗрарӑмсем ҫӑкӑра купӑста ҫулҫи ҫине лартаҫҫӗ — вӑл сасартӑк ӗнерхи кӑнтӑрларанпа апат ҫименнине аса илчӗ, хӑйне ытла выҫӑ туйнипе, шӑлсӑр ҫӑварӗ унӑн ҫавӑнтах сӗлекепе тулса ларчӗ, хул айӗнче темскер туртӑнса ыратнӑ пек пулчӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов йӑл кулчӗ, хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшларӗ: «Эсӗ, савнӑ Устинӑм, хӑв уттушӑн мар, колхоз уттишӗн ҫапӑҫни тӗлӗнмелле паха ӗҫ, Ку чун-чӗрене пырса тивекен факт!»
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗксӗм лаҫра пӗр-ик минут вӑл сӑмах чӗнмесӗр юпа пек тӑчӗ, киленнипе куҫне хупса, ачаранпа пӗлекен, чуна тивекен шӑрша каҫса кайса шӑршларӗ, унтан ытараймасӑр мӑлатук ярса тытрӗ…
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Чуна пырса тивекен тӗл пулу! — хӑйӑлтатакан сасӑпа каларӗ вӑл.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ку, акӑ, пурне те тивекен ялхуҫалӑх налогӗ, страховой оклад листисем тата страховка укҫине тӳленӗшӗн панӑ квитоксем…А вот это окладные листы по единому сельскому налогу, по самооблогу и опять же квитки за страховку…
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах выльӑх пуҫ мими ӗнтӗ чарса тӑракан, хӑрушлӑхран сыхланма хушакан наркӑмӑшпа сӗткенленнӗ, ҫын ушкӑнӗ юн курасшӑн, анчах хӑрать, курасшӑн та, курасшӑн мар та вӑл, ҫапла хӑй ӑшӗнче курӑнми кӗрешӳ пынӑ пирки вӑл чуна пырса тивекен киленӗҫ туять, вӑл — пурӑнать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
… Тӗмсем хушшинче хуллен йынӑшнӑ сасӑ — яланах чуна ҫывӑх пырса тивекен этем сасси илтӗнчӗ.…Тихий стон в кустах — человечий стон, всегда родственно встряхивающий душу.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Ҫав вӗлерӳсем ырра пӗлтерменнине туйса, чухласа илнӗ; ҫав темиҫе ҫӗр ют ҫынна вӗлернипе амантнинчен те пысӑкрах ӗҫ хӑйсене тата хӑвӑртрах пырса тивекен ҫав тери хӑрушӑ япала килсе тухасса сиссе илнӗ пек пулнӑ вӗсем.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Вӑл хӑйне хӑй пит ансат та ачаш шанӑҫлӑхпа турӑ хӳттине панинче эпӗ яланах темле чуна пырса тивекен хӗрарӑмлӑхпа илем пуррине туятӑп.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Олеҫҫӑна куллен курасси, унӑн чӗрене пырса тивекен сассипе янравлӑ куллине илтесси, унӑн ҫепӗҫ чеченлӗхлӗ ачашлӑхне туйса тӑрасси маншӑн кирлӗлӗх кӑна мар, унран та пысӑкраххи пулса кайнӑ ӗнтӗ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тепӗр чухне унӑн сӑмахӗсенче чуна пырса тивекен кулӑ ялкӑшса илет, анчах ҫав кулӑра илемлӗх, йӑваш та кӑмӑллӑ ӑс пулнипе кирек кам та ҫырлахать!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун ӗмӗтӗнче халӗ чи илӗртӳллӗ пурнӑҫ уҫӑлнӑ ӗнтӗ: тӗлӗкре ӑна хура та кӑтра, яштака ҫӳлӗ каччӑсем курӑнмалла, вӗсен сӑнӗнче шухӑш, вӑрттӑн вӑй, хӑюлӑх палӑрать, вӗсем мӑнаҫлӑн кулаҫҫӗ, куҫӗсенче чӗрене тивекен хӗлхем ялкӑшать, ҫемҫе уҫӑ сасси те хӗлӗх пек янӑрать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956