Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун умӗнче йывӑр задача тӑрать: отрядри ҫынсене ҫак задани ҫинчен пӗлтернипе ҫеҫ ҫырлахмалла мар, кашнин чӗрине пырса тивекен тата кашнинех паттӑр та хӑюллӑ ӗҫ тума хавхалантаракан витӗмлӗ сӑмах тупмалла…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Серов художникӑн ытти картинисене те, Суриковӑн Хурӑнлӑхри Меньшиковне, хавас сӑнлӑ Суворовне, Морозова боярыньӑна, Левитанӑн чуна пырса тивекен ҫутӑ пейзажӗсене, пӗр сӑмахпа каласан, унта мӗн пуррине пурне те курнӑ.
Кӗрен кӗпеллӗ хӗрача // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Тӑвас ӗҫне пӗтерсен, вӑл хӑй тӳпине тивекен укҫине алла илчӗ те Селиме валли парнелӗх пасарта карӑс явлӑк туянчӗ, ҫӑварни кунӗ каҫ, ҫын курасран вӑтаннипе, анкарти хыҫӗпе иртсе, килне таврӑнчӗ.
XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Чӗрене пырса тивекен ҫав сасӑсене вӑл кунтисенчен пуринчен те лайӑхрах ӑнланать.Он больше, чем кто-нибудь другой в этой толпе, понимал живую драму этих звуков.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Нумай сӑрлӑ, вылянчӑк та эрешлӗскер, вӑл е хӑватлӑ гимн евӗр ҫӗкленсе шӑнкӑр шыв юххи пек шӑнкӑртатса, е чуна пырса тивекен салхулӑхпа вӗҫсе-ярӑнса, янӑраса каять.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫав хӗрлӗ тӗс улшӑннӑ пек те курӑнать: тӗл-тӗллӗн тарӑнтарах, тӗттӗмрех йӗр хӑварать те хӑш-пӗр тӗлте ҫутӑрах, хӑвӑрт ишсе ҫӗкленсе, унтан ҫавнашкалах хӑвӑрт ӳкекен сулмак та куҫа пит вӑйлӑн — калӑпӑр, манан куҫа ӗнтӗ, — пырса тивекен хум евӗрлӗреххӗн туйӑнать.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫавӑн пек каҫсенчен пӗринче, Эвелина асӑрхаса та ӗлкӗреймерӗ, калаҫу каллех суккӑрӑн чунне пырса тивекен япаласем ҫине куҫрӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Малтанах вӑл, мӑнкӑмӑллӑн йӗрӗнсе, ҫав «айванла шӑхӑртнинче» кулӑшла енӗсене ҫеҫ тупма тӑрӑшса итлетчӗ; анчах ерипен-ерипенех — мӗнле майпа ҫапла пулса тухнине вӑл хӑй те тавҫӑрса илеймест — айванла шӑхӑртни ӑна илӗртсех пычӗ, чӗрене пырса тивекен тарӑн шухӑшлӑ кӗвӗсене вӑл ӑмсансах тӑнла пуҫларӗ.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Амӑшӗ хӑй те, самантлӑха чарӑнса, малороссен юррин чӗрене тивекен кӗввине итлесе тӑчӗ, вара, йӑлтах лӑпланнӑскер, садӑн тӗттӗм аллеине, Макҫӑм пичче патне кайрӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Кӑшкӑрни, чӗнсе йышӑнни, ун ҫине ҫӳлтен чулсем тӑкӑннӑ пек тӑкӑнчӗ; вӑл чӗрене кайса тивекен темӗнле пӗр ҫыхӑнусӑр сӑмахсем илтрӗ: ку, сӑмахран ытларах, кӑшкӑрса макӑрни пулчӗ.
I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл чуна кайса тивекен сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ, ку калама ҫук пысӑк асаппа кӑшкӑрни пулчӗ — ача амӑшӗ ҫеҫ ҫӑкӑн пек кӑшкӑрма пултарать.И испустила душераздирающий крик — тот крик, которым могут кричать только матери.
I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ганс пирӗн хушӑмӑрта мӗн пулнине ӑнланнӑ, анчах ҫапах та вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫне те пырса тивекен ыйтупа сахал интересленнӗ.
XXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Тусем ҫинчен витӗр тивекен вӗтӗ юр тустарать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Сирӗн хӑвӑр ӗҫе тивекен япаласем ҫинчен ҫеҫ калас пулать.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Крыльца ҫине тухсан, витӗр тивекен сивӗ ӑна куҫӗнчен, кӑкринчен ҫапрӗ, вӑл антӑхса кайрӗ те, урисем сасартӑках йывӑҫ пек хытса ларчӗҫ, — площадь варрипе, аллисене каялла ҫыхнӑ Рыбин утса пырать, унпа юнашар, туйисемпе ҫӗре пӗр майлӑн таклаттарса, икӗ сотски утать, вулӑс крыльци умӗнче пӗр ушкӑн ҫын ним чӗнмесӗр кӗтсе тӑрать.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Анчах та унӑн ҫак туйӑм ҫухалмарӗ, — вӑл кайран, чей ярса панӑ чух, именнӗ пек кулкаласа, хӑйне те, вӗсене те пӗр тан тивекен ӑшӑ, ачаш сӑмахӗсемпе хӑйӗн чӗрине шӑлнӑ пек пулса каларӗ:
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗр хӑйне кӑна тивекен ыйтусене хирӗҫ хӗрарӑм тӳрех ответ парса пычӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн кил-ҫуртӗнче пурте: «Эпӗ хӑйсен интересӗсене сыхлама тивекен пӗр-пӗр купса тесе ан шутлӑр мана! Эпӗ интеллигентлӑ ҫын, мана ҫӳллӗ идеалсем хаклӑ!» — тенӗн туйӑнать.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑйсен вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳреме тивекен пурнӑҫне вӗсем иккӗшӗ те ятланӑ, хӑйсене пӗрле пулма тӳр килнӗ сехетсемпе минутсене пӗр сиктермесӗр шутланӑ.
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӑйӗн пуянлӑхне тивекен Авдотья ҫине вӑл тӑшманла пекех пӑхрӗ, ун патне хыттӑн утса пычӗ, кантрана туртса илсе, сурӑха хӑваларӗ:
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.