Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Улттӑмӗш сыпӑк

Пай: Телей –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Николай Евстафьев

Ҫӑлкуҫ: Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.09.06 12:18

Пуплевӗш: 893; Сӑмах: 9413

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

«Юратнӑ тусӑм!

Мӗншӗн эсир кунта мар-ши! Пире, сире пӗлекенсене пурне те, сирӗн хаяр логика тата кӗтмен ҫӗртен пулса иртнӗ чи пӗчӗк ӗҫсене пӗтӗмлетсе пама пӗлни питӗ кирлӗ. Хӑвӑрах ӑнланатӑр, пирӗн мимесем чалӑш.

Эпир Европӑна метеор пекех вӑркӑнса кӗретпӗр.

Ӗнер эпӗ Муржеско ятлӑ Румыни адмиралӗн йӑхӗнчен тухнӑ ҫыннӑн суранне ҫыхса ятӑм. Ҫав адмирал Румыни флочӗн историйӗнче чи малтан паттӑр ӗҫ тунӑ, 1878 ҫулта пирӗн Шестаков тата Дубасов ятлӑ моряксемпе пӗрле, туркӑсен «Хаджи-Рахман» ятлӑ мониторне Дунай шывӗ ҫинче путарнӑ.

Паян эпӗ Венгри магначӗпе калаҫрӑм, унӑн йӑхӗ XIV ӗмӗрте пуҫланса кайнӑ. Вӑл мана хӑйӗн Дунай ҫинчи замокне чӗнчӗ. Вӑл мана хӑйӗн аслашшӗн ашшӗне Пӗрремӗш Павӑл патша хӑй аллипе ҫырса панӑ портрета кӑтартма пулчӗ, ҫакӑншӑн ӑна пирӗн командовани килӗштерессе вӑл питӗ шанатчӗ.

Эпӗ Ленина пӗлнӗ ватӑ социал-демократсене, анархистсене, коммунистсене, вырӑс шурӑгвардеецӗсене, Грузи меньшевикӗсене тата Армени дашнакӗсене куртӑм, анчах фашистсемпе вара ниепле те тӗл пулаймастӑп, — ҫакӑ мана питӗ тӗлӗнтерет. Вӗсем кунта нихҫан та пулман тейӗн.

Темиҫе кун хушши эпӗ ялти ҫӗвӗҫ хӗрарӑм патӗнче пурӑнтӑм.

Эпӗ усӑ курма пултаракан комодӑн ещӗкӗсенчен пӗринче туса пӗтереймен хура свастикӑллӑ пӗчӗк ялавсем купаланса выртаҫҫӗ. Вӗсене кил хуҫи пытарса хума та шутламан.

«Мӗнле япала ку?» тесе ыйтрӑм эпӗ хуҫа-хӗрарӑмран. Тӗлӗннипе хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе, вӑл ҫапла ответлерӗ: «Кам пӗлет ӑна! Ҫак ниме тӑман япалана виҫшер ҫӗр, тӑватшар ҫӗр штук туса пама заказ паратчӗҫ мана, анчах эпӗ хам вӑл мӗнле япала иккенне нихҫан та ыйтса пӗлмен».

Пӗтӗм Европа мана ҫак ҫӗвӗҫ-хӗрарӑма аса илтерет. Фашизм ҫинчен никам та ним те асӑнмасть. Эпӗ Словакири Тисо квислингӑн пӗр сотрудникне куртӑм, вӑл Словаки партизанӗсем ҫинчен тата словаксемпе пӗрле алла аллӑн тытӑнса ҫапӑҫнӑ пирӗн вырӑс ҫыннисем ҫинчен хавасланса каласа парать. «Эсир фашист вӗт-ха», тетӗп ӑна. Вӑл питӗ ҫилленсе кайрӗ. «Эпӗ фашист-и? Гитлер аллинчи пуканесем ҫеҫ вӗсем, словаксем». Вара тытӑнса кайрӗ калаҫма! Эпӗ унтан чут ҫеҫ каҫару ыйтма пуҫлаттӑм.

Курни-илтнисем вара ҫил-тӑвӑл чухнехи хумсем пекех нумай!

Сирӗн ҫӗн ҫул ячӗпе саламласа ҫырнӑ ҫырӑва вӑтӑр пиллӗкмӗш ҫын алли урлӑ илтӗм. Чӑннипе калас пулсан, ҫав салам мана кӑштах кӳрентерчӗ, ҫапах та эпӗ ҫавӑншӑн хыта хӗпӗртенипе ӑнран кайса ӳкни ҫинчен пӗлтерме хушрӑм сире.

Турӑҫӑм, епле тырӑ акни ҫинчен е тислӗк тӑкни ҫинчен, е тата урӑххи ҫинчен те пулин ҫырса пӗлтерсемӗрччӗ мана.

Эпӗ питӗ васкатӑп, ҫавӑнпа та ку хутра кӗскен кӑна ҫыратӑп. А. Г.».

Февраль пуҫламӑшӗнче Корытов кун йӗркинчи ыйтусене пӗлтермесӗрех районри работниксен васкавлӑ канашлӑвне пухрӗ.

Колхозсенчен тахҫанах таврӑннӑ хыҫҫӑн парти историйӗ ҫинчен лекцисем хатӗрлекен Воропаев ҫак канашлӑва каяс темерӗ, килте юлса, хӑйӗн «ҫурма хуҫайккипе» — Лена амӑшӗ Софья Ивановнӑпа калаҫса пӑхма шутларӗ.

Корытов нумай калаҫма юратнине шута илсе, вӑл ҫакна ӑнланчӗ: ытти нумай канашлусем пекех, ҫак канашлу та районри лару-тӑру ҫинчен председатель пулса ертсе пыраканни хӑй мӗн шутлать, ҫапла калаҫнипех иртсе каймалла. Ҫак канашлу ҫынсене ӗҫе лайӑхрах пӗлсе илме пулӑшни ҫинчен кам та пулин калать-калатех. Ҫакӑн ҫинчен йышӑннӑ резолюцие пӗрремӗш почтӑпах обкома ярса парӗҫ.

Ҫавӑн пек канашлусене Воропаев юратман. Анчах паян вӑл тата акӑ мӗншӗн килте юлма шутларӗ: вӗсен ӗҫне Огарнова хутшӑннӑ хыҫҫӑн Воропаевпа Лена амӑшӗ пӑртак хирӗҫнӗ пекрех пулса кайрӗҫ. Карчӑк ӑна пур енӗпе кӗрӳ туса хума тӑрӑшнӑн туйӑнчӗ, лешӗ тата хӑй компаньонӗн усал кӑмӑлне пула пӑшӑрханнипе тата ҫыхӑнусем татӑлса каясран хӑранипе Воропаевпа хӑй хушшинчи ҫыхӑнӑва майласа ярассишӗн тем пекех тӑрӑшрӗ, ҫавна пулах вӗсен хушшинчи ҫыхӑну татах та япӑхланчӗ. Калаҫӑва вӑраха яма юраман, ҫавӑнпа та Воропаев канашлӑва пула Ленӑн кая юлса киле таврӑнмалла пулнишӗн ирӗксӗрех савӑнчӗ; карчӑкпа вӑл чунтанах калаҫма пултарать.

Хӑй ҫутмарӗҫ, ҫунакан кӑмака умне ларчӗҫ; кӑмакине Софья Ивановна хӑй тунӑ. Вӗсем кӑмака питлӗхне уҫрӗҫ те, вут ҫути хура стенасем ҫинче выляма пуҫларӗ. Танечка Воропаевӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине улӑхса ларчӗ те — тулли те илемлӗскер, — ҫурӑмне вут енне ҫавӑрса, ҫӑмха пек чӑмӑртанса выртрӗ.

— Мӗншӗн кӳренетӗр-ха эсир, Софья Ивановна, ман ҫине? Калӑр, — терӗ Воропаев, ассӑн сывласа.

Хӑйӑлтаттарса ӳсӗрсе илнӗ хыҫҫӑн, Софья Ивановна калаҫма пуҫларӗ. Ун сӑмахӗсем ҫакӑн пек шухӑшсем патне илсе пычӗҫ: ҫурт-йӗр ҫавӑрмалла, «пурне те килелле туртмалла, илсе тухмалла мар», «килте тӑранса пурӑнмалла, тухса тармалла мар», ҫаксене пурнӑҫлама вӑл, ытти нумай ӑслӑ ҫынсем тунӑ пек, ҫуртне юсассине ҫуркуннене хӑварма сӗнчӗ, мӗншӗн тесен ун чухне пысӑк санаторисене юсама тытӑнаҫҫӗ, пушӑ вӑхӑтра рабочисем Воропаева та пулӑшма пултараҫҫӗ. Хӗлле вӑл сысна тата чӑх витисем туса лартма, кӗлпе тислӗк пухма сӗнчӗ.

— Мӗне кирлӗ пӳлӗмсем, Алексей Вениаминыч? Ӗҫ вӗсенче мар вӗт-ха? Пирӗн, Алексей Вениаминыч, эсир ӑслӑ ҫын пулма шутлатӑр пулсан, кӑштах суту-илӳпе услам туса илес пулать. Мӗн эсир пит пӑхатӑр ман ҫине?

— Намӑса пӗлесчӗ, Софья Ивановна.

— Намӑс вӑл, савнӑ ҫыннӑм, тӗтӗм мар, куҫа кӗмест, эпӗ хамӑн мӗнпур пурнӑҫа намӑсланса ирттертӗм, анчах мӗн усси? Ҫаппа-ҫарамас та ҫаруран, хӗрӗм ӗнси ҫинче ларатӑп.

Кулленхи пекех, вӗсем тавлашма тытӑнчӗҫ.

Воропаев Софья Ивановнӑна ҫурта арендӑна илнӗ хыҫҫӑн хуҫалӑх енӗпе нихҫан та ӗҫлеме шутламанни ҫинчен тата хуҫалӑхран илекен тупӑшпа тӑранса пурӑнма шутламанни ҫинчен, хӑйне ӑна кӗтес кӑна кирлӗ пулни ҫинчен ӑнлантарса пама тӑрӑшрӗ.

Карчӑк вара, Воропаева итлемесӗр тата ӑна тӑтӑшах пӳле-пӳле, хӑйне Воропаев усӑсӑр ӗҫе хутшӑнтарни ҫинчен, лаптӑка унпа ҫурмалла илсе, хӑйӗн хуҫалӑхӗпе тӑранса пурӑнма шутлани ҫинчен каласа, ӳкӗте кӗртме тӑрӑшрӗ. Малалла вӑл Воропаевпа ывӑлне пӑхса пурӑнма сӑмах панине хӑй халӗ те астуни ҫинчен тата полковника тутӑ та ҫи-пуҫне питӗ тӑвас килни ҫинчен каларӗ, анчах унӑн полковника валли пасартан ҫу тата ҫӑмарта илсе тӑма укҫи те ҫук, пуласси те паллӑ мар, тата унӑн пӗр полковника ҫеҫ мар пӑхса пурӑнмалла, — кам пӗлет, тем те курмалли пулӗ пурнӑҫра.

Воропаевӑн авланса тахҫанах ҫемьеллӗ пулмалли ҫинчен вӑл пӗр сӑмах та шарламарӗ, анчах Огарновӑпа тӗл пулса калаҫнӑ хыҫҫӑн, Софья Ивановна ҫапла пулассине шаннӑ, Воропаев авланасса кӗтнӗ, мӗншӗн тесен ун чух вара калаҫусем те урӑхларах пулӗҫ.

Ҫаксем ҫинчен вӑл нимӗн те каламарӗ, анчах унӑн сӑн-пичӗ тата ӳпкелесе каланӑ сӑмахӗсем тӑрӑх Воропаев вӑл мӗн асра тытнине лайӑх ӑнланчӗ, тата хӑй те ӑна ҫавӑн пекех уҫӑмлӑн, анчах пӑртак тӳрккесрех ответлесе пычӗ.

— Ҫук, ҫук, сирӗн сутӑҫӑ пулас ӗмӗте эпӗ хирӗҫ тӑрӑпах, — терӗ Воропаев юлашкинчен; асӑрханса тӑчӗ те, ҫывӑрса кайнӑ Танечкӑна чӗркуҫҫи ҫинчен аллине илчӗ. — Астӑвӑр, ҫинӗ тӑрсах хирӗҫ тӑрӑп.

Карчӑк та тӑчӗ.

— Апла, эппин, мана кӑларса ывӑтмалла? Тавтапуҫ, Алексей Вениаминыч, тавтапуҫ. Эпӗ сана тӑвана пӑхнӑ пек пӑхса усрарӑм, уншӑн мана ав епле тӑватӑн иккен!

— Мӗншӗн кӑларса ывӑтмалла, мӗншӗн апла шутлатӑр эсир?  — Кӑна эсир пӗтӗмпех мана ҫиленнипе калатӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл, чӑннипех хӗрсе кайса.

Вӗсем хушшинчи тавлашу ҫыхӑнӑва уҫӑмлӑнах татма пултаракан ятлаҫӑва куҫрӗ.

Вӗсем хирӗҫме пуҫласанах, хытӑ утнипе хашкама пуҫланӑ, хӗрелсе кайнӑ Лена пӳлӗме чупса кӗмен пулсан, Воропаевпа Софья Ивановна хушшинчи туслӑх ҫав каҫах татӑлнӑ пулӗччӗ.

Лена хӑйне яланхи пекех лӑпкӑ тытрӗ пулин те, Воропаевпа карчӑк вӑл питӗ паха хыпар илсе килнине туйса илчӗҫ, тем кӗтнӗ пек, ун ҫине шӑпах пӑхса ларчӗҫ.

Пӳлӗме вӑл никам асӑрхаса юлмалла мар хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнчӗ; хӑйӗн хӗрачи Воропаев алли ҫинче ҫывӑрнине курчӗ те куҫхаршисене хускатса илчӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйне питӗ килӗшекен кулӑпа алӑк урати ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Унӑн пичӗ кӑмакари вылянчӑк вут ҫулӑмӗпе ҫутӑлчӗ, пӗрре ҫуталса, тепре тӗттӗмленсе кайнӑ пирки, вӑл питне-куҫне ҫилӗллӗн пӗркеленӗ пек туйӑнчӗ.

— Алексей Вениаминович, хӑвӑртрах тумланӑр, райкома каймалла, — терӗ вӑл, ҫирӗппӗн, нимӗн ӑнлантарса памасӑрах. Воропаев енчен нимӗнле хирӗҫлӳ те пулма пултарас ҫук пек, вӑл, васкаса, унӑн шинельне вешалка ҫинчен илме тытӑнчӗ, ҫав хушӑрах хӑй: — ҫул питӗ япӑх, пӗтӗмпех пӑрланса ларнӑ!.. Туйӑра обязательно илӗр, фонарь те илӗр, — терӗ.

Нимӗнле тавлашу та пулман пекех, Софья Ивановна ҫавӑнтах ахлатма та хӳхлеме пуҫларӗ.

— Ӑҫта сӗтӗретӗн эсӗ ӑна? — сиксе ӳкрӗ вӑл Лена ҫине. — Эсӗ мӗн, пӗтерсе хурасшӑн-им ӑна? Чирлӗ ҫынна ҫакӑн пек ҫанталӑкра кам тула кӑларать!?

Ҫапах та вӑл Воропаева тытса чармарӗ, хӗрӗ ҫакӑн пек ҫанталӑкра ун патне инҫетренех чупса килчӗ пулсан, унӑн килте юлма юрамасть пулас, — ҫакна Софья Ивановна лайӑх чухласа илчӗ. Воропаев Ленӑна пӑхса ҫаврӑнчӗ. Хӗрӗнни пек типшӗм те вӑйлӑ урисене яланхи пекех хура чӑлхапа тапочкӑсем илемлетсе тӑраҫҫӗ.

— Софья Ивановна, атӑ парӑр!

Карчӑк васкавлӑн упаленсе кӗчӗ те кровать айӗнчен унӑн уявсенче тӑхӑнмалли хром аттисене туртса кӑларчӗ. Ҫӗлессе вӗсене хуҫи икӗ ураллӑ чухнех ҫӗленӗ, тата вӗсене вырсарникун пасарта сутма тахҫанах хатӗрлесе хунӑ пулнӑ.

Софья Ивановнӑн сӑн-пичӗ пӗр самантлӑха ҫухалса кайнине пӗлтерчӗ. Унӑн чӗринче темле иккӗленӳ пур. Атӑ хӑйне кирлӗ марри ҫинчен Лена каламан пулсан, тен вӑл Воропаевран ҫӗнӗ атӑсене упраса хӑварма ыйтма та тытӑнатчӗ пулӗ.

Хӑйпе килӗшмесен, карчӑк питӗ усалланса кайнӑ.

— Тӑхӑн, хушаҫҫӗ пулсан!.. — кӑшкӑрса тӑкрӗ вӑл, аттисемпе сулласа. — Яланах вӑл ҫынсене хирӗҫ!

Лена куҫхаршийӗсене тата ытларах пӗркелентерчӗ те, кулма чарӑнса, аран илтӗнмелле:
— Юрӗ, тӑхӑнӑп. Таса чӑлха парӑр мана, — терӗ.

— Мамӑк, мамӑк чик!.. — терӗ амӑшӗ савӑннипе, Лена атӑсене виҫкелесе пӑхма пуҫланине курсан. — Асту, чулсем ҫинче рантне ан пӑс!.. Халь ӗнтӗ ӑшӑ пулать! Пыма хушаҫҫӗ пулсан, илсе кай хӑвӑртрах, илсе кай.

Каҫӗ тӗттӗм, ҫиллӗ, питӗ сивӗ. Тусем ҫинчен витӗр тивекен вӗтӗ юр тустарать. Шыв кӳлленчӗкӗсем шӑна-шӑна ларнипе тротуарсем питӗ шуҫлака, ҫавӑнпа та хӑшпӗрисем кӑна асӑрхануллӑн урам варрипе иртме пултараҫҫӗ.

— Эсир мана амантса юрӑхсӑра кӑларасшӑн, Леночка, — терӗ Воропаев. — Эпӗ райкома ҫитме пултарас ҫук.

Лена ӑна хулӗнчен тытрӗ те татах тепӗр хут:

— Ҫитес пулать, Алексей Вениаминович, тем пулсан та сирӗн унта пуласах пулать.

— Кун йӗрки мӗнле?

Леночка чарӑнчӗ те хӑйӗн пӗчӗк ҫирӗп аллисемпе Воропаева чавсинчен тытрӗ; ун пек нихҫан та тытман вал ӑна.

— Темӗн пулать пирӗн, Алексей Вениаминович, питӗ, питӗ пысӑк ӗҫ пулать.

Вара вӑл хӑй халь кӑна райкомра мӗн илтни ҫинчен каласа пачӗ; Америка тата Англи карапӗсем килессе кӗтеҫҫӗ, райкомра аякран килнӗ ҫынсем нумай-мӗн, Корытов, Воропаев халӗ те килсе ҫитейменнишӗн ҫиленсе, темиҫе хутчен те ун ҫинчен ыйта-ыйта пӗлнӗ-мӗн.

— Корытовшӑн эсир, Леночка, ту пекех тӑратӑр. Эсир ӑна ӗмӗрлӗхех чунтан парӑнтӑр-и?

— Лайӑх ҫыншӑн эпӗ яланах лайӑх, — уҫӑмсӑррӑн ответлерӗ вӑл, ҫирӗппӗн малалла ертсе пынӑ май.

Вӗсем чылайччен пӗр калаҫмасӑр пычӗҫ.

— Аннӗр сире хӑй Огарновӑпа калаҫни ҫинчен мӗн те пулин каласа памарӗ-и, Леночка? Пӗр уйӑх каярах? — шӑплӑха сирчӗ Воропаев кӗтмен ҫӗртен панӑ ыйтупа.

— Каласа пачӗ, хытӑ кулнипе эпӗ кӑштах чыхӑнса вилмерӗм.

— Анчах халь чыхӑнса ан вилӗр, Лена, унсӑрӑн эпӗ пӗччен пӗтме пултаратӑп… Тӳрех калатӑп сире, Огарнова тӗрӗс шухӑшласа кӑларнӑ. Чӑнах та, Лена, пурӑнар пӗрле.

— Эпир унсӑрах пӗрле пурӑнатпӑр вӗт-ха, — терӗ Лена именсе тата калаҫӑва шӳтпе ирттерсе яма тӑрӑшса.

— Ҫук, ҫук, пӗрле, пӗр ҫемьепе, ачасене пӗр ушкӑна пӗрлештерсе, а?

— Ой, мӗн кирлӗ мара калаҫатӑр? — Ленӑн сасси чӗтренсе илчӗ те шӑпланчӗ, вӑл ассӑн сывласа сывлӑша ҫӑтрӗ. — Сирӗн манран кулас марччӗ. Урӑх ун ҫинчен калаҫар мар, Алексей Вениаминович, тен, манӑн упӑшкам та сывах пулӗ… Мӗншӗн эсир ҫавӑн пек хӑтланатӑр…

Ленӑн именӗвӗ Воропаевшӑн питӗ ӑнланмалла пулчӗ, ырӑ пек туйӑнчӗ. Кулӑшла пулма пултарассинчен шикленни улталанассинчен те ытларах хӑратать хӗрарӑма.

— Эпӗ сире кӳрентерместӗп те, улталамастӑп та, Лена. Пӗччен пурӑнма мана питӗ йывӑр, сире пӗччен — тата йывӑртарах. Пӗрлешер.

— Кирлӗ мар, Алексей Вениаминович, кирлӗ мар, кирлӗ мар, — терӗ вӑл шӑппӑн та хӑранӑ пекрех, хӑй мӗн каланине хӑй илтмесӗр. Ун пек юрамасть, Алексей Вениаминович, юрамасть.

— Мӗн кирлӗ мар, мӗн юрамасть? — чӑтаймарӗ юлашкинчен Воропаев.

— Ан васкӑр ун пекех, иксӗмӗр те ӳкме пултаратпӑр, — терӗ вӑл хытӑ кӑмӑллӑ саспа, калаҫӑва урӑх енне пӑрса. Воропаев ун ҫинчен ирӗксӗрех ҫапла шутларӗ: ҫак самантра вӑл тем пулсан та куҫхаршисене пӗркелентерме тата тута хӗррисемпе кулса илме тивӗҫ. Воропаев ӑнланчӗ: вӑл мӗн каланине Лена пӗтӗмпех илтрӗ, ун ҫинчен вӑл шухӑшласа пӑхӗ; хӑй сӑмахӗсене хирӗҫ Лена нимӗн те хирӗҫлеменни Воропаевшӑн лайӑх пулмалла. Кун ҫинчен урӑх калаҫма та кирлӗ мар.

— Райкомра тем тӗлне хатӗрленни пирки эпӗ ҫапла шутлатӑп: пирӗн кунта, ӗненӗр, темӗнле пысӑк ӗҫсем пулса иртмелле, — терӗ вӑл.

— Эпӗ сире яланах ӗненетӗп, — уҫҫӑн ответлерӗ Лена. — Ӗненес килмен чухне те ӗненетӗп.

Ҫакӑ ӗнтӗ юратнине пӗр пытармасӑр пӗлтерни пулчӗ те!

— Тавтапуҫ, Лена.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем комитет ҫурчӗ патне ҫитичченех пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ. Комитет патӗнче питӗ нумай ҫутӑ курӑнать, махорка тӗтӗмӗн йывӑр шӑрши кӗрет, унта арҫынсемпе хӗрарӑмсем пӑшӑлтатса калаҫнине инҫетренех туйса илме пулать.

Воропаев секретарӗн кабинетне кӗнӗ чух канашлу вӗҫленсе пыратчӗ ӗнтӗ. Корытов сехет ҫине тата Воропаев ҫине пӑхса илчӗ те пуҫне ҫилӗллӗн сулкаласа илчӗ. Хулана майлас тӗлӗшпе кварталсенчи уполномоченнӑйсене ҫырса тухрӗҫ, учительсем хушшинчен штатра тӑман тӑлмачӑсене уйӑрса хучӗҫ.

— Эсӗ, полковник, каҫар, — терӗ ӑна инҫетрен Корытов, килӗшӳсӗр те мӑнаҫланарах. — Анчах эпир, санран ыйтса тӑмасӑрах, сире ҫакӑн пек ӗҫ патӑмӑр — хула масштабӗнче пулса иртекен уйрӑмах пысӑк ӗҫсем тӗлӗшпе тӑлмач туса хутӑмӑр. Дежурить тӑвас пулать, ӑнланатӑр-и? Эсӗ ӑҫта кайнине каласа хӑвар, хӑвӑртрах шыраса тупмалла пултӑр. Ыран иртен пуҫласа, асра тыт.

Районри работниксем Воропаева куҫаруҫӑ туса хунине питӗ хавхаланса кӗтсе илчӗҫ.

Воропаева пур енчен те шинелӗнчен турткаларӗҫ, хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗҫ: «Ыран килмелле, теҫҫӗ?» е: «Тӗрӗс-и: Молотов телефонпа Корытова чӗннӗ, теҫҫӗ?»

Темле полковник, «Ку кирлӗ пулӗ-ха», тесе, темшӗн Воропаевӑн адресне ҫырса илчӗ, государство хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен палламан майор ӑна акӑлчан чӗлхипе темиҫе ыйту пачӗ те, кӑмӑлӗ тулнипе пулас, унран хӑпса кайрӗ, анчах ҫавӑнтах, Воропаева аяккалла илсе кайса, ӑна пысӑках ӗҫ хушас ҫукки ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.

— Американецсемпе акӑлчансем пӗр-пӗринпе тӳпелешсе кайсан лӑплантарма ҫеҫ… — ӑнлантарчӗ вӑл.

Паусов Воропаевран: американецсем селёдкӑпа сухан ҫиеҫҫӗ-и, вӗсене чейпе хӑналама юрать-и, е ку килӗшӳллӗ мар, тесе чылайччен ыйтрӗ.

Ҫар ҫыннисемпе вӑрттӑн ӗҫсем ҫинчен калаҫакан Корытова чӑрмантарас мар тесе, Воропаев приемнӑйне тухрӗ те, справочнӑй бюрори пекех, хӑйне паракан мӗнпур ыйтусене ответлеме тытӑнчӗ.

Кунта темле майпа ҫакланнӑ Огарновӑн ытлашши палканипе хӗрелсе кайнӑ пичӗ вӗлтлетсе иртрӗ.

— Алексей Витаминыч! — кӑшкӑрчӗ вӑл аякранах, аллине сулкаласа. — Илемлӗрех моряксене илсе килӗр пирӗн пата!

— Сан пата, Огарнова, никама та илсе килес мар, — ответлерӗ вӑл ун ҫине пӑхмасӑрах такампа, урӑххипе калаҫнӑ май.

Огарновӑн ниепле те каялла чакма ҫук — калаҫӑвӗ хыттӑн пуҫланчӗ, вӑл хӑйне епле пулин те ҫемҫереххӗн ответлеттересшӗн ҫапла ыйтрӗ:

— Мӗншӗн-ха ун пек?

— Сан пирки камӑн ытлашши хут хӗрелес килӗ? Уйрӑмӑнах ют ҫынсем умӗнче? — Воропаев, маншӑн пурпӗрех тенӗ пек, каялла ҫаврӑнса тӑчӗ.

Ҫывӑхрах тӑракан Паусовпа Сердюк кулса ячӗҫ.

— Ҫапла кирлӗ ӑна, ҫапла кирлӗ! Атту ӑна ниепле те ҫӑварлӑхлама ҫук. Тавтапуҫ, полковник, эсӗ те пулин ӑна кӑштах хӑратса илтӗн.

Огарнова, сӑн-питне илемсӗрлетсе нимӗн те ӑнланма пултарайман ҫынӑнни пек тунӑ та, ташлакан ҫын уттипе Леночка патне ҫывхарса пырать, лешӗ, ывӑнса ҫитнӗскер, типӗтнӗ груша ярса вӗретнӗ шыва шурӑ фаянс кружкӑсене тултарса тӑрать; ҫав шывпа Корытов паян канашлӑва пухӑннӑ ҫынсене хӑналать.

— Мӗн вӑл сан, тахҫантанпах ҫапла хаяр-и? — хыттӑн та уҫҫӑн ыйтрӗ Огарнова; ҫак ыйтупа вӑл Воропаев горкомра ӗҫлекен хӗрачапа ҫыхӑннине пӗтӗм районран пухӑннӑ ҫынсене пӗлтересшӗн пулчӗ пулас.

Лена шуралса кайрӗ.

— Мӗн вара? Вӑл пирӗн лайӑх, — хӑюллӑн ответлерӗ Лена, ҫак лайӑх мар калаҫу епле те пулин иртсе каясса шанса.

— Пирӗншӗн еплереххине пӗлетӗп, эпӗ урӑххи ҫинчен ыйтатӑп: саншӑн вӑл мӗнлерех?

— Маншӑн вӑл яланах чи лайӑххи, — терӗ сасартӑк Лена хӑюллӑн, Огарновӑна куҫӗсенчен тӳррӗн пӑхса.

— Ҫаплах-и?

— Эпӗ усал ҫынна юратса пӑрахман пулӑттӑм. — Ҫакӑн пек лайӑх ответленӗ пирки, Ленӑран кулма та, ӑна кӳрентерме те май килмерӗ.

— Туя мӗншӗн чӗнмерӗн? — ҫиеле тухас тесе, ҫаплах хӑпма пӗлмерӗ Огарнова, анчах Лена, ун ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑр, урӑх пӗр сӑмах та чӗнмесӗр, Корытов кабинетне подноспа кӗрсе кайрӗ.

Халӑх нумайччен саланмарӗ. Мускавран хӑнасем килесси пурне те ура ҫине тӑратрӗ. Вунпӗр сехетченех калаҫрӗҫ.

— Тен, мир тӑвӗҫ? — миҫемӗш хут ыйтать ӗнтӗ Егоров, ҫынсем ҫине ним те ӑнланман пек пӑхса.

Широкогоров Воропаева аллинчен тытса, аяккалла илсе кайрӗ:

— Хӑвӑртрах калӑр, Витаминыч, эсир пӗлме тивӗҫ.

Воропаев хулпуҫҫийӗсене сиккелеттерсе илчӗ.

— Пӗлместӗп.

— Анчах мӗншӗн пирӗн патра, мӗншӗн?.. Пӗтӗмӗшпе илсен, ку, паллах, питӗ лайӑх ӗнтӗ, ҫакӑ кӑна лайӑх мар: ют ҫӗршывран килнӗ хӑнасем пирӗн пата подвала пыма тытӑнӗҫ… Эх, юратмастӑп вӗсене!

Кашниех хӑйне ҫывхарса килекен ӗҫсенче пулма тата вӗсемшӗн ответ тытма тивӗҫлӗ ҫын пек туять. Ҫавӑнпа та пурте хӑйсене ҫирӗп тытаҫҫӗ, пӑлханаҫҫӗ.

Пӗрисем вӑрманти ҫулсем ҫине хуралсем тӑратасшӑн (кӑна вӗсемсӗрех тунӑ ӗнтӗ), теприсем ӗҫ нормине ирттерсе тултарасшӑн е Рыбальченко подполковнике пулӑҫсене халех пухса тинӗс ҫине тухма канаш параҫҫӗ.

Рыбальченко вӗсемпе килӗшет; пулӑ кӗресси курӑнсах каймасть пулин те, — тинӗс ҫинче виҫҫӗмӗш талӑк ӗнтӗ вӑйлӑ тӑвӑл тӑрать, — пулӑ тытма тухасах пулать, тет, ирхине ирех тинӗс ҫине тухма сӑмах парать.

«Новосел» председателӗ Стойко, паян мар пулсан — ыранах хӑйсен колхозне Сталин пырасса ҫирӗп ӗненекенскер, кӗтсе илмелли йӗркесене ҫирӗплетсе пама ыйтать.

— Итлӗр-ха, юлташсем, — кӑшкӑркалать вӑл канӑҫсӑррӑн. — Ун пек пулса тухсан, мӗн тӑвас-ха манӑн? Ак, калӑпӑр, Сталин юлташ машинӑран тухать. Эпӗ сиксе таратӑп. Рапорт паратӑп. Унтан ертсе каятӑп. Анчах чи малтанах ӑҫта илсе каймалла? Правленинче тӑватӑ чӑхӑ пурӑнаҫҫӗ, эпӗ ӑна, калӑпӑр, счетовод патне ертсе каятӑп, унӑн ҫурчӗ кӑмӑллӑ… Е урӑхла?.. Тӳрех хуҫалӑха кӑтартма тытӑнас-и? Чӑнах, юлташсем, ку ыйту-ҫке-ха, хӑвӑрах пӗлетӗр!

Ӑна никам та итлемест, мӗншӗн тесен кашниех хӑйӗнни ҫинчен калаҫать.

Ҫынсен ҫак пӑлханӑвӗнче темле тӗлӗнмелле илем пур. Тӗрӗссипе каласан, пысӑк событи кунти ҫынсене тӳррӗмӗн пырса тӗкӗнмест пулсан та, вӗсем ҫав событие ҫывӑх пулнипех ӳсеҫҫӗ. Тепӗр тесен, епле-ха пырса тӗкӗнмест? Событийӗ хӑй те вӗсене пула пулса иртмелле вӗт-ха. Тӗнчери паллӑ ҫынсем халӗ вӑрҫӑ шӑпине татса пама кунта пухӑнчӗҫ, ҫав вӑрҫӑра халӗ парти комитечӗн пӳлӗмӗсемпе коридорӗсенче пӑлханса та шикленсе калаҫса тӑракан ҫынсем татӑклӑ ҫӗнтерӳ турӗҫ.

Корытов пуринчен те ытларах хумханать.

— Ну, мӗн калӑн! Ку ӗнтӗ питӗ ӑнӑҫлӑ япала! — терӗ вӑл темиҫе хутчен те Воропаева, хӑйшӗн тем пулсан та мӗн те пулин лайӑх мар ӗҫ пулса тухасса кӗтнӗ пек, хӑраса та айӑпа кӗнӗ пек кулса. — Ну, юрӗ, мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑпӑр, — хӑрушӑ операци умӗнхи часть командирӗ пек сӑн-питне хаярлатса, пӗр пулӑшусӑррӑн саркаларӗ вӑл аллисене. — Эсӗ мӗнле шутлатӑн: ку ӗҫ пирки колхоз пухӑвӗсенче сӳтсе явмалла мар-и?

— Мӗнле ӗҫе?

— Мӗн?.. Ну, пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлени ҫинчен тата малалла та — пуҫӗпех ҫапса аркатиччен. Кирлӗ мар, тетӗн-и?

Облаҫран Васютин пӗлтернӗ тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулнӑ: халӑхӑн пӗр пӑлханмасӑр хӑйӗн ӗҫне малалла туса пымалла, конференци уҫӑлни вырӑнти руководительсене нимӗнле ҫӗнӗ ӗҫ те хушса памасть.

Ҫурҫӗр тӗлнелле Воропаев киле кайма тапранчӗ, анчах Лена савӑт-сапасене ҫӑватчӗ те, пӗрле каяс тесе, ӑна кӗтме шутларӗ. Воропаев катаранах, стакансен янравӗ тӑрӑх, Лена васканине туять: вӑл ӑна ятарласа кӗтнине Лена пӗлет; Лена васкаса ӗҫлени Воропаев кӑмӑлне те ҫӗклет.

— Эсӗ мӗн халӗ те ларатӑн? — ыйтрӗ Корытов, хӑй кабинетӗнчен пӑха-пӑха.

— Ленӑна кӗтетӗп.

— Д-а-а… Ну, мӗнле, сана пирӗн ӗҫсем килӗшеҫҫӗ-и? — ыйтрӗ вӑл каллех, хӑй ун ҫинчен пӗр вунӑ хут ыйтнине манса.

Вӗсем каллех пулас ӗҫсем ҫинчен калаҫрӗҫ. Ҫитес кунсенчех конференци пуҫланмалла пулнӑ.

Юлашкинчен приемнӑйӗн буфет ларакан кӗтесӗнче те сасӑсем шӑпланчӗҫ.

— Эпӗ хатӗр, Алексей Вениаминович.

Воропаев тӑчӗ.

— Ну, ыран ирччен апла!

— Ыран ирччен, сыв пул! Вӑхӑтра ҫитме тӑрӑш! Ан ултала!

Тӗнче шӑпланса пырать. Сивӗсемпе пӗрле килекен юмахри пек шӑплӑх тӑрать. Пите кӑтӑкласа, юр пӗрчисем ӳккелеҫҫӗ.

Лена Воропаева хӑвӑрт утма памасӑр аллинчен тытса пырать. Аякран пӑхсан, кусем уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ тейӗн.

— Сталина куратпӑр-и?

— Ҫук пуль тетӗп: унӑн вӑхӑчӗ пулас ҫук.

— Ҫавӑн пекех пулса тухӗ ӗнтӗ, эпӗ ӑна кураймӑп, — терӗ салхуллӑн Лена, ассӑн сывласа.

Софья Ивановна вӗсене шаккаттармасӑрах уҫса кӗртрӗ. Вӑл ҫывӑрман иккен; темле пысӑк ӗҫ пулса иртни ҫинчен тавҫӑрса илчӗ пулас, — вӗсенчен ним те ыйтмарӗ.

Воропаевӑн халӗ шухӑшламашкӑн каллех вӑхӑт нумай.

Шинель ҫухине тӑратса, ҫӗлӗкне ҫамки ҫине антарса лартать те райком балконӗ ҫинче сехечӗ-сехечӗпе ларать вӑл халӗ. Лена, ним шарламасӑр, кунне тӑватшар хут ун умне е чей, е сӗт, е типӗтнӗ панулми ярса вӗретнӗ шыв тултарнӑ стакан пыра-пыра лартать. Темле колхозран типӗтнӗ панулмипе груша виҫӗ михӗ илсе килнӗ те, халӗ райкомра пурте иртен пуҫласа каҫченех ҫав типӗтнӗ пан-улмипе груша ярса вӗретнӗ шыва ӗҫеҫҫӗ.

Малтанлӑха ӗҫсем чӑнах та сахал пулчӗҫ. Акӑ порта ют патшалӑх карапӗсем пырса кӗчӗҫ те Америка тата Англи морякӗсен ушкӑнӗсем ҫыран ҫине шавласа тухрӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ачасем савӑнӑҫлӑн кӗпӗрленсе пыраҫҫӗ. Хӑнасем савӑнӑҫлӑ. Фантазиллӗ Россия ҫӗрӗ вӗсене ачаш кӑмӑллӑ пулма чӗнет. Кунта пурӑнакансемпе пӗрле, уйрӑммӑнах хӗрарӑмсемпе, вӗсем хаваслансах сӑн ӳкерттереҫҫӗ, илемлӗрех хӗрарӑмсене алӑ ҫупса ӑсатаҫҫӗ.

Тинӗс хӗрринчи урам часах халӑхпа тулса ларчӗ. Хулан уйрӑммӑнах паллӑ вырӑнӗсемпе паллашнӑ май, хӑнасенчен хӑшпӗрисем тӳрех ӗлӗк парикмахерски пулнӑ ҫурта вырнаҫнӑ пӗртен-пӗр ресторана кӑмӑлласа пӑрахрӗҫ. Сӑрапа шурӑ эрехе хутӑштарса тунӑ вырӑс коктейлӗ пурне те савӑнтарать, нихҫан та ӳксе курманнисене те ураран ӳкерет, ҫавӑра-ҫавӑра ҫапать.

Вӑрҫӑри ҫӗнтерӳсен мухтавне пайлас тӗлӗшпе акӑлчансемпе американецсем хушшинче темиҫе хутчен тытӑҫу пулса иртиччен акӑлчан чӗлхине пӗлекен ҫынсем кирли сисӗнсех каймастчӗ.

Моряксен пӗр ушкӑнне аран-аран мирлештерсе, вӗсемпе пӗрле халех пысӑк кӗленчери виски текен эрехе ӗҫме сӑмах панӑ хыҫҫӑн, Воропаев тепӗр ушкӑн патнелле уксахлать, ку ушкӑнри моряксем Дюнкеркпа ялав чысӗ ҫинчен тата акӑлчансем ытларах чӗлхепе ҫапӑҫни ҫинчен теветкелле калаҫу пырать.

Тӑванла икӗ союзлӑ ҫӗршыв морякӗсем хушшинчи хирӗҫӳ питӗ тӗлӗнтерет Воропаева, унтан та ытларах — кашни ене ятлаҫмашкӑн сӑлтавсем шырани тата ҫав сӑлтавсене ҫӑмӑллӑнах шыраса тупни тӑнран ярать ӑна.

Аякран пӑхсан, туслӑ пурӑнни лешсене те, кусене те тарӑхтарнӑн е кӳрентернӗн туйӑнать; икӗ тӗрлӗ лагерьте пулни вӗсемшӗн лайӑхрах та пулӗччӗ-и тен.

Акӑлчансем — вӗсемпе урамра тӗл пулса паллашсан та — тӗнчере, вӗсемсӗр пуҫне, тата урӑх ҫынсем те пурӑннине курса тӗлӗннӗ пек туйӑнаҫҫӗ.

Вырӑссем паттӑр, норвежецсем турра ӗненекен ҫынсем, испанецсем хӗрӳллӗ, бельгиецсем тӗрӗс ӑс-танлӑ пулнине хапӑлласа ӗненеҫҫӗ вӗсем, анчах никама та ӑмсанмаҫҫӗ, хӑйсене пуринчен те ҫӳле хураҫҫӗ.

Американецсем вара питӗ кӑмӑллӑ, тӗнчере икӗ халӑха кӑна — японецсемпе акӑлчансене — курайман ырӑ кӑмӑллӑ йӗкӗтсене аса илтереҫҫӗ.

Тӑлмач тивӗҫлӗхӗнчен мар, ытларах йӗркелӗх агенчӗн ывӑнтаракан ӗҫӗсенчен ҫитес кунсенчен пӗринче кӗтмен ҫӗртен хӑтӑлчӗ Воропаев.

Сталин, Рузвельт тата Черчилль килни ҫирӗппӗнех паллӑ пулса тӑчӗ. Англи премьерӗ темле ачана сигара парнелени ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Темӗнле ватӑ моряк Черчилль боксер пулни тата вӑл вӑрҫӑ пуҫланас умӗн кӑна ринг ҫине тухма пӑрахни ҫинчен тупа туса ӗнентерет. Рузвельт темиҫе хӗрарӑмпа тӗл пулса калаҫнӑ текен хыпар та сарӑлчӗ, унпа тӗл пулса калаҫнӑ хӗрарӑмсем те тупӑнчӗҫ. Ют ҫӗршывран килнӗ мӗнпур илемлӗ арҫынсене Иден вырӑнне хурса йышӑнаҫҫӗ.

Халӑх хушшинче Рузвельт ҫинчен нумай калаҫаҫҫӗ.

Ӑна курнӑ ҫынсем пурте вӑл аван ҫын пек туйӑннӑ теҫҫӗ. Халӑх аслӑ ҫынсем хӑйсене пӗр шеллемесӗр ӗҫленин йӗрӗсене курса туйма юратать, мӗншӗн тесен аслӑлӑхӑн виҫи паттӑр ӗҫ туни мар-и-ха?

Черчиллӗн ҫӑварӗнче яланах сигара, вӑл мӑнтӑр та ватӑлнипе йӳтеме пуҫланӑ сӑнлӑ, ҫамрӑк ҫын пекех ҫивӗч те тӗлӗнмелле тӳсӗмлӗ. Ун ҫине те ҫынсем пӑхаҫҫӗ, анчах вӑл пӗрре те Рузвельт пек мар. Англи премьерӗ ҫынсене килӗшме мар, ытларах тӗлӗнтернӗ.

Англи премьерӗ хӑйшӗн ывӑнма пӗлми тӑрӑшакан этеме аса илтернӗ, вӑл кашни минутрах пулса иртме пултаракан темӗнле чи пысӑк событие кая юлса ҫитессинчен питӗ шикленсе ҫӳрекен ҫын пек курӑнать. Тем пулсан та ку манпа калаҫма кирлех тесе, вӑл ҫынсене питрен тинкерсе пӑхнӑ, ҫакӑ яланах савӑнӑҫлӑ кулӑ патне илсе пынӑ. Вӑл «виллиссене» питӗ кӑмӑлланӑ, мӗншӗн тесен ун ҫинче вӑл курӑнса ҫӳрет тата пуҫне мӑнкӑмӑллӑн енчен енне сулнине ҫынсем асӑрхама пултараҫҫӗ, — ҫакӑн пирки те халӑх хушшинче тӗрлӗрен калаҫнӑ.

Вӑл союзлӑ ҫарӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ, ӑна пӗр ҫакӑншӑн кӑна халӑх хисеплесшӗн пулнӑ, анчах унӑн мӗнпур кӳлепипе сӑн-питӗнче ҫынсене илӗртмелли нимӗн те пулман.

Урамри ҫынсене вӑл хӑйӗн сӑнарӗпе анчахрах питӗ нумай ҫисе-ӗҫсе тултарнӑ ватӑ улпута аса илтернӗ.

Пӗр каҫхине Воропаева телефонпа ним тытӑнса тӑмасӑр Первомайски колхоза тухса каймалли ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Унта ӗҫсе супнӑ темле американец, ҫуртран ҫурта ҫӳресе, колхозниксене темле майсӑр ыйтусем парса, тем тӗпчет иккен. Машинине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр пама пулчӗҫ, «Первомайский» колхозри ҫынсене питӗ курасси килнӗ пирки, Воропаев райкома кӗмесӗрех яла тухса кайрӗ.

Американец «Первомайский» колхозникӗсем патӗнче иртенпех сулланса ҫӳренӗ. Воропаев пынӑ ҫӗре вӑл этем сӑнарне ҫухатма ӗлкӗрнӗ; питӗ пысӑк эрех кӳлли ӗҫсе янӑ ҫынсем кӑна ҫавӑн пек ӳсӗрӗлме пултараҫҫӗ. Малтан Воропаев ку мӗнле те пулин пӗчӗкҫӗ ҫын пулӗ тесе шутларӗ, кайран вӑл унӑн визит карточкине вуласа пӑхрӗ те ку ҫын пӗтӗм тӗнчипе паллӑ хаҫатра ӗҫлекен паллӑ журналист пулнине те аран-аран ӗненчӗ. Вара Воропаев этем сӑнарне ҫухатнӑ ҫынсене (американецӑн ӗлӗкхи патша офицерӗнчен тухнӑ хӑйӗн тӑлмачӗ те пулнӑ) пӗчченшерӗн ниҫта та кӑларса яма юраманнине сиссе, ӳсӗр хӑнасене Огарнова килне илсе кайса вырттарма хушрӗ, хӑй Поднебеско патне кайрӗ.

Наташа килтех иккен. Унӑн мӑнтӑркка та калама ҫук илемлӗ кӗлетки хӑйне питӗ илемсӗррӗн туйӑнать пулас, сывлӑх суннӑ чух вӑл хӗрелсе кайрӗ. Унӑн кулли те, пысӑк та йывӑр хырӑмӗ те, шурӑхнӑ сӑн-пичӗ те чуна питӗ хумхантарнӑ, ҫавӑнпа та Воропаев ун ҫине юратса пӑрахнӑ ҫын ҫине пӑхнӑ пекех пӑхать.

Вӗсем питӗ паллӑ профессор патне консультацине кайнӑ Юрий ҫинчен, вӗсен ҫемьин пурнӑҫӗ лайӑхлансах пыни ҫинчен калаҫрӗҫ, анчах ҫав самантра Степка Огарнов чупса килчӗ те американец ыйхӑран вӑраннӑ хыҫҫӑн рислингпа мухмӑр уҫни ҫинчен тата ҫывӑракан тӑлмача, эрех ӗҫтерсен те, ниепле вӑратайманни ҫинчен каласа пачӗ.

Воропаев, васкаса Огарновсем патне уксахларӗ.

Гаррис (американецӑн хушамачӗ ҫавӑн пек пулнӑ) питӗ ҫивӗч ҫын иккен. Вӗсем ҫавӑнтах пӗр-пӗрне килӗштерчӗҫ те калаҫма тытӑнчӗҫ.

Тепӗр сехетрен вӗсем часах мир ыйтӑвӗсем пирки тавлашма пуҫларӗҫ. Вӗсем ку ыйту ҫине тӗрлӗ енчен пӑхаҫҫӗ тата пӗр-пӗрне сӑмахпа кӳрентереҫҫӗ пулин те, тавлашури хӗрӳллӗх пӗртте сивӗнмерӗ, ун пек тавлашу лайӑх пӗлӗшсем хушшинче кӑна пулма пултарать… Район центрне каҫа юлса таврӑннӑ хыҫҫӑн, вӗсем, ҫак калаҫӑва вӗҫлес тесе, ыран тӗл пулма калаҫса татӑлчӗҫ, анчах, яланхи пекех, калаҫса пӗтереймерӗҫ, вара ҫӗнӗрен, иккӗмӗш хут пӗр-пӗринпе тӗл пулма сӑмах пачӗҫ.

Пурте американец совет йӗркисемпе совет ҫыннисен тупсӑмне ӑнланса илме тӑрӑшнинчен пуҫланчӗ. Вӗсем наци характерӗсемпе наци шӑписем ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ, юлашкинчен демократи пирки тавлашма пуҫларӗҫ.

— Хӑвӑра демократи тесе шутлассинчен сире турӑ сыхлатӑр, — терӗ шӳтлесе Гаррис.

— Мӗншӗн?

— Чи лайӑх демократин монополийӗ пирӗн алӑра. Америкӑринчен илемлӗрех демократи ҫук тата пулма та пултараймасть. Эпӗ чӑнласа калатӑп.

— Кун пек ӗненӳ сирӗн-и е хаҫатӑн-и?

— Паллах, манӑн. Пӗр пытармасӑр калатӑп: сирӗн ҫинчен эпӗ хамӑрӑн вулакансене «эсир — американецсем пекех» текен шухӑша ӗнентерме тӑрӑшатӑп, анчах ҫакна тума пултарас ҫуккине туятӑп.

— Ку ӗнтӗ, хӑвӑрах ӑнланатӑр, тӗрӗс мар туни пулать.

— Пулӗ те. Анчах тӗнчене эпир танлаштарса тӗпчетпӗр. Паллах, эпир американецсем, — ҫӗр процентлӑ демократи. Пирӗн пеккисене, хамӑра ҫывӑххисене эпир юрататпӑр тата хисеплетпӗр, хамӑртан инҫетре тӑракансене — йышӑнмастпӑр. Пире килӗшес тетӗр пулсан, ҫакна ан манӑр.

— Апла пулсан мӗншӗн-ха сирӗн халӑх акӑлчансене хисеплемест? Вӗсемсӗр пуҫне сирӗн пек пулма тӑрӑшаканни урӑх халӑхӗ те ҫук вӗт-ха ҫӗр ҫинче, анчах…

— Традициллӗ Англие илес пулсан, тӗнчере ун пек принципсӑр ҫӗршыв та ҫук, эпир, американецсем, ытлах хисеплеместпӗр ӑна. Тепӗр чухне ҫак туйӑм ирӗксӗрех пӗтӗм халӑх ҫине куҫать.

— Калӑпӑр, ку ӑнлантарса пани, тейӗпӗр. Апла пулсан, китаецсемпе мӗнле пӗрлӗх пур-ха сирӗн? Халӑхсен чунӗсем текен япала ҫинчен калаҫас пулсан, китаецсемпе сирӗн чунӑрсем — тӗрлӗ тӗслӗ те тӗрлӗ виҫеллӗ.

Американец ахӑлтатсах кулса ячӗ.

— Капитализмла аталанӑвӑн законӗсенчен, рынокшӑн кӗрешнинчен тата ыттисенчен иртсе кайма пултараймӑпӑр, тетӗр-и?

— Пултараймастпӑр.

— Хӑвӑрах куратӑр, урӑ пуҫпа эпӗ тапӑннине япӑх сирсе яратӑп. Илсе кайӑр-ха мана ӑҫта та пулин лӑпкӑн ӗҫме май пур ҫӗре. Сӑмах майӗпе каласан, эпӗ хамӑн тӑлмачран та хӑтӑлатӑп.

Воропаев американеца Широкогоров патне илсе кайма шутларӗ.

Воропаев шутланӑ пекех, ют ҫӗршыв ҫынни килнишӗн старик питӗ кӑмӑлсӑр пулчӗ.

Анчах пурте чиперех иртсе кайрӗ. Широкогоров французла пӗлет, Гаррис ӑна хӑйӗн иккӗмӗш тӑван чӗлхи вырӑнне шутланӑ, Воропаев калаҫӑва е вырӑс, е акӑлчан чӗлхисемпе хутшӑнчӗ.

Калаҫу эрех ҫинчен пырать. Широкогоров кӑмӑлсӑррӑн кӑҫалхи эрех, ҫӗнтерӳ эрехӗ, тӗрлӗ сӑлтавсене пула, лайӑхах пулас ҫукки ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

— Эсир кӑҫалах ҫӗнтерме шутлатӑр-и? — ҫыпҫӑнчӗ старике Гаррис. — Пӗр пытармасӑр калӑр мана.

Широкогоров хӑйӗн шухӑшне ҫирӗплетрӗ, американец хӑйӗн блокночӗ ҫине темӗн ҫырса хунине курсан та, вӑл питех пӑлханмарӗ.

— Да, эсир, господа, пире чӑрмантармасан, кӑҫал эпир ҫӗнтернӗ пулӑттӑмӑр, — терӗ сасартӑк Широкогоров, вӗчӗрхеннӗ чухнехи пек кулса.

— Эпир? — Гаррис, сунар йытти пекех, старике питӗнчен пӑхрӗ, куҫӗсене антармасӑрах, блокночӗ ҫине ҫырса пычӗ.

— Эсир тата акӑлчансем.

— Ну, ку питӗ аван. Мӗншӗн?

— Сирӗн яланах мӗн те пулин хатӗр мар вӗт-ха. Эсир пораженисен стадине тӳссе ирттерессе тата ҫӗнтерӗве хатӗр маррине эпӗ шансах тӑратӑп.

— О, ку питӗ лайӑх. Тӑшмана ҫӗнтерме пирӗн чылай нумай тӑрӑшмалла-ха, тесе шутламастӑр-и эсир?

Старик шуралса кайрӗ те, трибуна ҫинчен каланӑ пекех, ҫакӑн пек касса татрӗ:

— Ҫук. Эпир ҫӗнтерӗве сирӗн пата питӗ ҫывӑха илсе ҫитертӗмӗр, халӗ ӑна алӑпах тытса илме пулать. Анчах эсир: ҫӗнтерӗве сире парнелерӗҫ, тесе каласран хӑратӑр…

— Эсир мӗнле шутлатӑр?

— Эпӗ?

— Ҫапла, эсир.

— Эпӗ хам-и?

— Ҫапла, эсир хӑвӑр.

— Эпӗ, Широкогоров, ҫапла шутлатӑп: акӑлчансем ҫӗнтерӗве пирӗнтен, пӗр сӑмахсӑрах, парне вырӑнне илчӗҫ, анчах хӑвӑр участокра эсир ыттисенчен нумай турӑр, ҫапах та пирӗнтен питӗ сахал турӑр; эсир тӑшмана чӑнласах ҫӗнтерме шут тытсан та, пирӗнсӗр нихҫан та ҫӗнтереймен пулӑттӑр. Ҫапла. Тархасшӑн, ҫаксене пурне те ҫырса хурӑр. Ку ӗнтӗ, паллах, манӑн хамӑн шухӑш.

Старикӗн сӑмса ҫунаттисем выляма тытӑннине кура, Воропаев калаҫӑва лӑпкӑрах япаласем енне, эрех тӑвас ӗҫ ҫине куҫарма тӑрӑшрӗ.

Хӑнасене Широкогоров ирӗксӗрех тенӗ пек дегустаци пӳлӗмне илсе кӗчӗ. Пӳлӗме пичке евӗр сӗтелсемпе пукансем лартса тултарнӑ. Светлана Чирикова, — вӑл Широкогоров патӗнче пулнине курсан, Воропаев тӗлӗнчӗ, — сӗтел ҫине лампа труби пекех сарлака хырӑмлӑ та пӗр чарӑнмасӑр шалт ӗҫсе яма майлӑ мар черккесем лартса пачӗ, ҫав черккесене ятарласах дегустаци валли тунӑ пулнӑ.

— Типпинчен пуҫлӑпӑр.

Широкогоровӑн сӑмахӗсем темле уҫҫӑн янӑраса кайрӗҫ.

Светлана черккесене симӗсрех-ылттӑн тӗслӗ эрех тултарчӗ. Черккене старик сӑмси патне илсе пычӗ те, нашатырлӑ спирта шӑршланӑ чухнехи пек, куҫӗсене хӗсе-хӗсе тата пуҫне каялла турта-турта илсе, темиҫе хутчен шӑршласа илчӗ.

— Виноградӑн ҫак сорчӗпе пирӗн яланах тӗрӗс усӑ курмаҫҫӗ, — пуҫларӗ вӑл кӑмӑлсӑррӑн, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине пӗтӗмпех манса кайса. — Рислинг — чӑн-чӑн нимӗҫ, Рейн тӑрӑхӗнче кӑна лайӑх вӑл, анчах эпӗ ҫапла шутлатӑп: пирӗн Алькадар рислингне вара ним те ҫитеймест.

Гаррис, пуҫне автан пекех каҫӑртса, хӑйӗн черккине ӗҫсе ячӗ, мӗншӗн тесен ятарласа тунӑ черккене хӑвӑрт пушатса хума ҫук, унтан васкамасӑр сыпа-сыпа илсе ӗҫме кӑна меллӗ. Дегустаторсем ӗҫмеҫҫӗ, чӑннипе каласан, эрехе вӗсем чӑмлаҫҫӗ.

Пушӑ савӑт ҫине айӑпа кӗнӗ пек пӑха-пӑха, Гаррис, Светланӑна паллӑсем парса, татах эрех ярса пама ыйтать. Лешӗ, хӗрелсе кайса, урӑх еннелле пӑрӑнать, Гаррисӑн паллисене ӑнланман пек пулать.

— Пӑхӑр-халӗ, унӑн ирхинехи кӑштах палӑракан тӗсӗсем еплерех… — пӑхса савӑнчӗ Широкогоров, черккене вылянтарса.

— Тултар-ха мана иккӗмӗшне, мисс, — татӑклӑн ыйтрӗ Гаррис. — Пӗрремӗш черккере эпӗ опыт ҫуккипе нимӗнле тӗссене те асӑрхаймарӑм.

Алиготэ текен эрехе тутанса пӑхнӑ чух, Гаррис сасартӑк аса илчӗ те симӗсрех тӗс ҫинчен калаҫма пуҫларӗ, анчах халӗ ҫавӑн пек калаҫнинчен нимӗнле усӑ та пулмарӗ, мӗншӗн тесен алиготэ ун пек тӗслӗ мар.

Старик сӑн-питне тӗксӗмлетрӗ те дегустаци йӑлине васкатма пуҫларӗ.

— Акӑ апат умӗн ӗҫмелли хӗрлӗ эрех. Ӑна темиҫе сортран тунӑ; кабернерен, мальбекрен, гренашран тата мурведран. Тӗреклӗ те ӗҫлӗ эрех, унӑн нимӗнле уйрӑм тӗссем те ҫук.

«Тӗреклӗ» сӑмаха асӑнсанах, Гаррис палӑрмаллах чӗрӗленчӗ те эрехне каллех ӗҫсе ячӗ, ӑна шӑршласа, сӑнаса пӑхма та тавҫӑрса илеймерӗ.

— М-м, чӑнахах та, — терӗ вӑл именчӗклӗн, пушӑ черккене шӑршласа.

— Эрех, тӳрех калас пулать, хӑйне кӑтартать, хаяр.

— Ҫапла, вӑл хӑвӑрт та кӑштах ҫиллесрех каять пуҫа, — асӑрхаттарчӗ Широкогоров.

— Ҫиллесрех? — Гаррис хаяр хӗрлӗ эрехшӗн кӳренме те хатӗрччӗ. — Эпӗ ун пек каламан пулӑттӑм. Кӗленчипех ӗҫсе янӑ пулсан, ун пек калама пулӗччӗ-и тен, анчах капла нимӗн чухлӗ те йывӑр мар.

Унӑн ҫав хаяр эрехе татах тепӗр стакан ӗҫес килни лайӑххӑнах палӑрчӗ, анчах Широкогоров мадера ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ.

— Акӑ ҫутӑ эрех, ытарайми чипер! Эпир, сире асӑрхаттарма тивӗҫ эпӗ, хаяр тата десерт эрехӗсем тӑвас енӗпе ӗҫлетпӗр халӗ. Типӗ климатпа ӑшӑ ҫанталӑк пире пылак та тутлӑ шӑршӑллӑ виноград параҫҫӗ, ҫав виноградран темӗн тӗрлӗ эрех те тума пулать. Илемлӗрех калас пулсан, пирӗн виноград лайӑх эрехсене куҫма юратать… Пӑхӑр-ха: мӗн тери илемлӗ тӗс! Янтарьпа ылттӑн хутӑштарнӑ тейӗн. Кивӗ янтарь, а? Ку ӗнтӗ Португали сорчӗсенчен мальвазине альбилло кӑштах хушса тунӑ серепаль тата верделио. Мӗн тери ҫӑмӑл та лайӑх йӗркеленӗ букет, мӗн тери килӗшӳллӗ тӗс!.. Эрех питӗ ҫутӑ та пултаруллӑ, тулашӗнчен вара вӑл питӗ йӑлтӑркка. Тата мӗн кӑмӑллине пӗлетӗр-и, — ҫаврӑнчӗ вӑл Воропаев енне, — эрехсем пирӗн ҫултан-ҫул лайӑхланса пыраҫҫӗ. Хӑҫан та пулин эсир, Алексей Вениаминович, каберне сортӗнчен тунӑ пирӗн хӗрле портвейна тутанса пӑхнӑ-и? Хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче каберне сортӗнчен тӗнчипе ҫук чи лайӑх бордо эрехӗсем тӑваҫҫӗ, эпир унтан портвейн тӑватпӑр, вӑл вара Португалири чи аван маркӑсенчен те кая юлмасть. Эпӗ ӑна гранатовӑй портвейн тесе ят панӑ пулӑттӑм. Хаклӑ йышши шӑратнӑ чул! Тути тата! Тулли, вӑйлӑ тутӑ, ырӑ шӑршлӑ.

Гаррис блокночӗ ҫине тем ҫырса хучӗ те сӑмахламасӑрах пуҫне сулчӗ.

— Ку тата пирӗн пино-гри эрехӗ. Французсем, сире вӑл паллӑ пулӗ ӗнтӗ, унтан, ытти пино сорчӗсене хутӑштарса, шампански е ҫӑмӑл та апат умӗн ӗҫмелли йӑваш эрех тӑваҫҫӗ. Анчах пирӗн шампанистсем ӑна темшӗн ытлах юратса каймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпир, пӗлетӗр-и, пиногрирен десерт эрехӗ тума шут тытрӑмӑр. Ҫапла майпа эпир французсемпе тавлашатпӑр. Тума пултартӑмӑр. Питӗ чаплӑ та питӗ оригиналлӑ эрех тума пултартӑмӑр. Вӑл ырӑ тутӑллӑ, тулли, ҫӑра, тӗсӗпе ҫӑра чее аса илтерет. Эсир ӑна халех асӑрхама пултаратӑр.

— Питӗ чаплӑ эрех! — ҫирӗплетрӗ Гаррис та. — Тӗлӗнмелле лайӑх эрех!

— Шӑрши тата? Ыраш ҫӑкӑр хытти шӑрши кӗрет, вӑйлӑ та нумайлӑха асра юлакан шӑршӑ.

— Эрехрен мӗнле те пулин урӑх шӑршӑ мар, эрех шӑрши кӑна кӗме тивӗҫлӗ пек туйӑнмасть-и сире, господин профессор? Мӗншӗн-ха эрехрен ҫӑкӑр шӑрши кӗмелле? Ҫавна эпӗ ӑнланаймастӑп.

— Мӗн вӑл эрех шӑрши? — ыйтупа ответлерӗ Широкогоров, Гаррисӑн тавлашӑва малалла тӑсма кӑмӑл ҫуккине кура, вӑл Светланӑна сӗтеле черккесенчен тасатма паллӑ пачӗ.

— Халӗ эпир пирӗн короннӑй эрехе ӗҫсе пӑхӑпӑр — мускат. Ку вӑл — пирӗн эрехсен пуҫлӑхӗ.

Светлана ҫутӑра ылттӑн тӗспе йӑлтӑртатакан тӑватӑ черкке лартнӑ поднос илсе кӗчӗ те, Широкогоров хӑйӗн черккине, чечек тытнӑ пек асӑрханса, чи малтан пичӗ патне илсе пычӗ.

— Эпӗ сиртен ыйтатӑп: улӑхсен пыл шӑршине эсир туятӑр-и? Туятӑр-и е ҫук-и?

— Чӑннипе каласан, сиссех каймастӑп, — намӑсланчӗ Гаррис. — Кирек епле пулсан та, улӑхсен шӑршине туймастӑп.

— Апла пулсан, тӗппипе тӳрех ӗҫсе ярӑр, савӑта тасатас пулать. Сирӗн, хаклӑ ҫыннӑм, спиртра ирӗлтернӗ атӑ тасатмалли крем ӗҫес пулать, — шӳтленӗ пек хушса хучӗ вӑл.

Гаррис кулса ячӗ.

— Манӑн нимӗнпе те шӗветмен спирт ӗҫмелле. Улӑхсене эпӗ ӑсра сӑнарлама пултаратӑп, господин профессор. Тата эрех ӗҫнӗ чухне мӗн тума кирлӗ мана улӑхсен шӑрши? Ку оригиналлӑ. Йӑлтах вырӑсла.

— Пирӗн словарьте «хавхалану» текен сӑмах пур. Ҫапла вара, эпӗ тӑвакан эрех ҫынсене хавхалантарма пулӑшать. Унтан ассоциацисемпе пурнӑҫ шӑрши кӗрет. Эсир пӗр канмасӑр ҫӑвара йӑвантарнӑ эрехе, калас пулать, яланах пӗчӗк сыпкӑмсемпе ӗҫеҫҫӗ. Вӑл сирӗн ҫурӑм шӑмми патнелле куҫса пынӑ май, эсир хӑвӑр ҫулҫӳрени, курнисем ҫинчен тата ҫӳллӗ чул сӑртсем ҫинчи ылттӑн улӑхсем ҫинчен аса илсе пыратӑр, ватӑ пулсан — ҫамрӑкланатӑр. Кӑкӑру сирӗн анлӑн, ирӗклӗн сывлать, куҫӑрсем вара питӗ инҫене пӑхаҫҫӗ, ҫавӑнпа та мӗнпур йывӑрри — ҫӑмӑллӑн, пурнӑҫа кӗртме ҫук япала — ансатӑн, инҫетри — питӗ ҫывӑххӑн туйӑнать. Поэтсем пек каласан, ку эрех ту ҫинчи кӗтӳҫӗн чунӗ пекех туйӑнать мана. Ҫӑра виноградниксенчи ту тайлӑмӗсем, инҫетре аялта — тинӗс… Шарӑх, шӑплӑх, ирӗк вырӑнсем, — вӑл, керлыга ҫине таянса, хуллен кӑна асаттесен ашшӗсен похочӗсем ҫинчен юрлать. Тепӗр тесен, вырӑнсӑр лирикӑллӑ отступлени тунӑшӑн ырӑ кӑмӑллӑн каҫарма ыйтатӑп… Малалла кайӑпӑр… Ку тата пирӗн шурӑ мускатӑн тепӗр йышши эрехӗ. Пӗрремӗш кӳрши. Вӗсем пӗр-пӗринчен пӗр ҫирӗм километра яхӑн аякра ҫыран хӗррипе ӳсеҫҫӗ, анчах шӑршласа пӑхӑр-ха: ҫак иккӗмӗшӗнчен темӗншӗн цитронӑн ҫемҫе шӑрши кӗрет. Ӑҫтан? Пачах ӑнланма ҫук. Пуриншӗн те паллӑ, цитрус йывӑҫҫисем пирӗн ҫук. Унсӑр пуҫне тата, пирӗн эрехре нимӗнле хутӑштарнӑ ют япаласем те ҫук. Тен, эпир ҫак тӗлӗнмелле шӑршӑ ӑҫтан пуҫланса кайнине нихӑҫан та пӗлеймӗпӗр.

Океансем ҫинче ҫӳрекен пӑрахутсенчен ҫавӑн пек шӑршӑ кӗрет. Ку вӑл ҫулҫӳренисен, тупнӑ ҫӗнӗ япаласен шӑрши. Иккӗмӗш мускат мана мӗнпур океансем урлӑ каҫса ҫӳренӗ, пур тӗрлӗ штормсене те тӳссе курнӑ тата, ватӑлса ҫитсен, ҫав ҫулҫӳренисем ҫинчен хӑй ҫурчӗн алӑкӗ умӗнче каласа кӑтартакан морякӑн чунӗ пекех туйӑнать. Ну-с, ҫапла… Халӗ ак сирӗн умра роза шӑрши кӗрекен мускат. Малтанхи мускатсенчен вӑл хӑйӗн тӗсӗпе ҫеҫ тата ҫавӑн пекех питех тӗлӗнмелле те халлехе ниепле ӑнлантарса пама ҫук япалапа уйрӑлса тӑрать: унтан роза шӑрши кӗрет, анчах, асӑрхӑр эсир, кашни ҫулленех ун пек мар. Розӑн ырӑ шӑрши хӑшпӗр ҫулсенче кӑна ҫак муската пырса кӗрет. Ку эрех питех те илемлӗ, хӗр пекех ҫепӗҫ. Розӑна юратса пӑрахнӑ шӑпчӑк ҫинчен калакан авалхи юмаха илтнӗ-и эсир? Поэт е юмахҫӑ пулнӑ пулсан эпӗ, роза чечекне юратса пӑрахнӑ виноград тӗмӗ ҫинчен тем пулсан та юмах ҫырнӑ пулӑттӑм.

— Ну, ку вара питех те лайӑх, — терӗ Гаррис. — Америкӑри пекех сентименталлӑ. Анчах итлӗр-ха, доктор, хӑвӑр ҫӗршывӑр ишӗлчӗксем айӗнче чух, епле-ха эсир ҫак мӗнпур килӗшӳллӗ айванлӑхсемпе аппаланма пултаратӑр? — ыйтрӗ вӑл, блокнотне кӗсйине пытарса.

— Савнӑ тусӑм, ҫӗршыв валли эпӗ чаплӑ уявӑн элексирне, ҫӗнтерӳ эрехӗсене, канупа хӑтлӑх эрехӗсене хатӗрлетӗп. Паянхи кунпа кӑна пурӑнма юрамасть, мӗншӗн тесен вӑл ытларах ӗнер туса пӗтереймен кунӑн пуҫламӑшӗ пулать. Чӑн-чӑн паянхи кун вӑл яланах малта.

Гаррис никам сӗнмесӗрех хӑйӗн стаканне мускат тултарчӗ, мускат ҫине мадера ячӗ.

Широкогоров пуҫне кӑмӑлсӑррӑн сулласа илчӗ.

— Коктейльсем ӗҫекен ҫынсене нихҫан та ӑнланса ҫитерейместӗп. Ҫавӑн пек пӗр аппетитсӑр ӗҫме…

— …англичансемпе американецсем кӑна пултараҫҫӗ, пӗлетӗп! Кам пуринчен те малта пырать? Вырӑссем! Кам пуринчен та лайӑхрах ҫиет? Вырӑссем! Кам пуринчен тутлӑрах ӗҫет? Вырӑссем! Пӗлетӗр-и, кусем ҫинчен эпӗ илтнӗ ӗнтӗ, ун пек каланисен хакне те лайӑх пӗлетӗп.

— Акӑ мӗн, господин Гаррис, ӗҫ эпир пуринчен те лайӑхрах пулнинче мар, тен, эпир сирӗнтен те япӑхрах ҫиетпӗр пулӗ, анчах тахҫанах питӗ те питӗ нумаййишӗн эпир лайӑх пурнӑҫа тивӗҫлӗ. Эсир кӑна ҫырса хумастӑр-и? Питӗ шел.

— Кунти эрехсен чунӗ, сирӗнни пек, ытлашшиех вӑрҫма юратаканскер мар, господин профессор.

— Питӗ шел. Вӑрҫма юратакан пахалӑхсем пире кирлӗ пулӗҫ-ха.

— Мӗншӗн? Вӑрҫа эсир кӑҫалах пӗтерме хатӗрленетӗр вӗт-ха, фашизм арканӗ, — эпӗ ҫапла ӑнланатӑп…

— Германи фашизмӗ арканать, анчах ҫапса аркатнисен вырӑнне эсир йышӑнатӑр, господин Гаррис, капитализмӑн чи усал формисене ҫине тӑрса сыхлаканӗсем эсир пулатӑр. Сирӗн пеккисем сахал мар.

— Мӗншӗн-ха эпӗ? — Гаррис каллех блокнот тытрӗ. — Ку питӗ лайӑх. Эсир шутланӑ тӑрӑх, хӑҫан та пулин Рузвельт та фашизма хӳтӗлекен ҫын пулса тӑма пултарать?

— Мӗншӗн-ха обязательно фашизма хӳтӗлекен ҫын пулса тӑмалла? Вӑл пирӗнпе юнашар тӑма пултарать.

— Ах, ав епле! Анчах мӗншӗн эсир — юлашки ыйту — Америка тӗлӗшӗпе ҫавӑн пек пророкла каласа ҫирӗплететӗр? Фашизм Англишӗн вырӑнлӑрах мар-им вара?

— Черчилӗн Англине эсир тӑрантарса пурнатӑр. Ҫак чылай ватӑ хӗрарӑм хӑйӗн шӑпине ҫамрӑк ловеласпа ҫыхӑнтарма хӑраса тӑман, хӑй чӗрӗ чух ҫав ловелас ӑна юратать пулсан, вӑл ӑна лайӑх ӑру хӑварма сӑмах панӑ.

— Ну, ҫитет! Паян эсир мана, господин профессор нумай укҫа ӗҫлесе илме май патӑр. Сыв пулӑр, тав сире, — ҫилӗллӗн кулса ячӗ Гаррис.

— Англие эпир тытса тӑратпӑр! — мӑкӑртатрӗ вӑл, машина ҫине ларнӑ май. — Эсир илтрӗр ӗнтӗ, паллах!?

— Ман шутпа, старик питӗ тӗрӗс каларӗ, ҫавӑнпа та ун ҫинчен калаҫма та интереслӗ мар. Икӗ Англи пур вӗт-ха, ҫавсенчен пӗрне — эсир тытса тӑратӑр.

— Англие тытса тӑма эпир ҫав териех пуян мар-ха.

— Анчах Англи те сире укҫасӑрах сутӑнма ҫав териех пуян мар.

Воропаев водителе сӑртсем ҫине, Мережковӑн ача санаторийӗ патне улӑхма хушрӗ.

Ачасем апатланаҫҫӗ.

Воропаев хӑнана «философсен» пӳлӗмне илсе кӗчӗ. Пӳлӗмре, Зинӑсӑр пуҫне, пурте пур, анчах американец килни ҫинчен илтсен, вӑл та чупса ҫитрӗ, вара ҫавӑнтах, яланхи пек, хӑй ҫинчен тата юлташӗсем ҫинчен кала-кала кӑтартма тытӑнчӗ.

Кӑштӑрка резинӑран тунӑ наконечник тӑхӑнтарнӑ патака ҫӑварне хыпнӑ та Шура Найденов, ҫав патакпа страницӑсене уҫа-уҫа, пӗр уйрӑлмасӑр темӗнле кӗнеке вулать.

— Ну — этеме юратни мар, — терӗ пӑшӑлтатса Гаррис; вӑл акӑлчанла кунта кам та пулин ӑнланма пултарасси ҫинчен шутламарӗ те пулас.

— Мӗн этеме юратни мар?

— Ҫак телейсӗр чӗрчуна пурӑнтарма тӑрӑшни — этеме юратни мар. Эпӗ мӗн ҫинчен каласшӑн пулнине ӑнлантӑр-и эсир?

— Господин Гаррис, эсир икӗ алӑпа икӗ ураллӑ пулнӑ пирки хӑвӑра хӑвӑр унтан телейлӗрех тесе шутларӑр-и? Ҫавӑнпа та: сире пурӑнма май пани — этеме юратни пулать, тесшӗн-и? Эпӗ ҫавӑн пек ӑнлантӑм сире?

— Тӗрӗс. Ҫавӑн пек.

— Эпӗ килӗшместӗп.

Гаррис ҫав-ҫавах чарӑнмасть-ха.

— Калӑр-ха мана: мӗнле экспериментсем валли пурӑнать ҫав ача? — ыйтрӗ вӑл Воропаевран. — Ҫитӗнсе ҫитсен, вӑл тем пулсан та гений пулӗ тесе шанатӑр-и?

— Пулма пултарать, анчах ҫине тӑрсах каламастӑп эпӗ.

— Апла пулсан, кам пулма ӳстересшӗн-ха ӑна?

— Этем тӑвасшӑн эпир унран. Тепӗр тесен, мӗншӗн-ха эсир хӑвӑр унран ыйтса пӗлесшӗн мар: вӑл акӑлчанла калаҫать кӑштах.

Малтанхи пекех кӗнеке вуласа выртакан Найденов ҫине пӑхмасӑр, Гаррис пӳлӗмрен тухрӗ те, никампа сывпуллашмасӑрах, машина патнелле утрӗ.

Таврӑнма вара тинӗс хӗррипе пыракан аялти ҫулпа таврӑнчӗҫ.

— Ҫӳлте ӑна килӗшмерӗ пулас? — ыйтрӗ водитель Воропаевран.

— Килӗшмерӗ.

— Ҫапла ҫав, эрех пахалӑхне тутанса пӗлни мар.

Кукӑр-макӑр ҫул виноград тӗмӗсем хушшипе пырать; ҫулталӑкӑн ку вӑхӑтӗнче вӗсем пушӑ та салхуллӑ. Иҫӗм ҫырлин пушӑ аврисем тайлӑмсенче кукӑр-макӑр кӑвак япаласем пек курӑнса лараҫҫӗ, ҫулла вӗсем илемлӗ ҫулҫӑсемпе витӗнессе те, хитре тумлӑ пуласса та ӗненес килмест.

Кӗркунне хуралҫӑсем ларакан ӳплесенче те ҫынсем курӑнмаҫҫӗ, ҫынсӑр ҫӗрпе пынӑ пекех, вӗсене пӗр чӗрӗ чун та хирӗҫ пулмарӗ.

Ҫул хӗрринчи ҫӑл патӗнче водитель сасартӑк машинине чарчӗ те Воропаев енне ҫаврӑнса:

— Полковник юлташ, калӑр-ха эсир ӑна: ҫак ҫӑла нимӗҫсем ман пултӑрӑн икӗ ачине чӗрӗллех пӑрахнӑ.

Воропаев куҫарса пачӗ. Гаррис чӗнмерӗ.

— Партизанран таврӑнсан, эпӗ хам ҫак ҫӑла анса пӑхрӑм, ачасене тӳрех палласа илтӗм. Ух, вӑл фашистсене! Аса илме хӑрушӑ. Пӗринне, кӗҫӗннинне, ҫичӗ ҫулхи ачанне, урисене тата пӗр аяк пӗрчине кӑна хуҫнӑ пулнӑ, вӑл выҫӑпа вилнӗ пулмалла, ӑслийӗн, вунтӑватӑ ҫулхин пуҫӗ тӳрех…

Гаррисӑн тутисем шуралса кайрӗҫ.

— Ҫӗр ҫинче сасӑпа калама юраман япаласем пур, — терӗ вал.

— Ун пек пулсан, пире час-часах шӑпланса ларма тивӗччӗ.

Вара вӗсем хулана ҫитичченех калаҫмарӗҫ.

… Воропаевпа Гаррис хушшинчи тепӗр калаҫу хулари тӗреклетнӗ ҫыран ҫинче пулса иртрӗ.

Гаррис вырӑссем американецсене юратманни ҫинчен ӗнентерме тӑрӑшрӗ, Воропаев ӑна ӗҫ юратура марри ҫинчен, анчах, пӗтӗмӗшпе илсен, пирӗн ҫынсем американецсене юратни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.

— Анчах пирӗннисенчен никам та ҫакна ӑнланса илеймеҫҫӗ: мӗншӗн пурӑнма пултаракан капитализмла ҫӗршыв вӑраххӑн япӑхланса, юхӑнса пыракан ҫӗршывӑн политикине тытса пырать, хӳтӗлет. Итлӗр-ха, Гаррис, ҫак вӑрҫӑра Англи хӑйӗн мӗнпур пахалӑхне ҫухатрӗ, ҫӗнтерӳ ӑна нимле ырлӑх та кӳрес ҫук. Ҫапла вӗт?

— Ҫапла, ку тӗрӗс те пулӗ.

— Сирӗннисенчен чылайӑшӗ ҫӗнтерӳ паракан мӗнпур услама хӑйсен аллине ҫавӑрса илесшӗн, — эсир ҫакна та ӗненетӗр.

— Ҫук, вӑт кунта эсир… ҫук, ҫук, кунта эсир тӗрӗс мар калатӑр.

— Анчах сире эпӗ ак мӗн калатӑп: сирӗн банкирсем Америкӑран милитаризм крепоҫӗ туса хурасшӑн, вара Черчилль вӗсенчен вӑхӑтра ҫавӑн пек ырӑ милитаристсем туса хума пултарнӑшӑн пӗлӗте тав тавӗ. Вӗсен турри Черчилль, Рузвельт мар. Рузвельт вӗсемшӗн ытлашшипех лайӑх. Вӗсем тахҫанах япӑхрах президента тивӗҫ, Гаррис.

— Хӑҫан та пулсан сире ҫырма юрать-и, Воропаев? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ вӑл.

— Мӗн тума? Эсир улшӑнатӑр пулсан, сирӗн ҫинчен эпӗ ҫырусӑрах илтме пултаратӑп, анчах хальхи пекех юлатӑр пулсан, мӗн тума кирлӗ пулӗҫ сирӗн ҫырӑвӑрсем?

— Тен, тӗрӗс те пулӗ.

Татах калаҫас килнӗ пулсан та, вӗсем уйрӑлса кайрӗҫ.

Гарриспа калаҫни Воропаева питӗ пӑлхантарса ячӗ, ҫавӑнпа та вӑл ют ҫынпа малашне тӗл пулассинчен пӗрремӗш хут май килсенех хӑтӑлма тӑрӑшрӗ.

Ҫапах та унӑн Гарриспа тепӗр хут тӗл пулмалла пулчӗ. Ют ҫӗршыв журналисчӗсем Севастополе экскурсие кайма хатӗрленнӗ те, Воропаев каллех вӗсене кирлӗ пулчӗ…

Обкомран анчахрах килнӗ Васютин хӑй ун патне кӗчӗ, вӑл ӑна темиҫе хутчен те хулана кайма килӗшме ыйтрӗ.

Воропаев Васютинпа паллашман пулнӑ, хӑй патне вӑл пӗр именмесӗр, пуҫне пысӑка хумасӑр кӗни ӑна килӗшрӗ; сӑн-пичӗпе те Васютин ӑна тӳрех кӑмӑла кайрӗ.

Вӑл сарлака хулпуҫҫиллӗ мӑнтӑркка ҫын, сарӑ ҫӳҫӗсем кӑтраланса тӑраҫҫӗ, килӗшӳллӗн кулнӑ чух кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ яланах хӗрелсе каять.

— Сире асаплантарма кирлӗ марри ҫинчен эпӗ Корытова каларӑм ӗнтӗ. Апла пулин те — сирӗнсӗр пуҫне кама чӑрмантарас-ха? Ҫыннисем ҫук. Кунсӑр пуҫне сире эпӗ май килнӗ чух тепӗр пӗчӗк задани хушса парасшӑн. Вырӑнти темӑпа.

— Кунта эпӗ, Васютин юлташ, нумайранпа пурӑнмастӑп вӗт-ха.

— Нумайранпа мар пулсан, нумайранпа пурӑнакан пулӑр. Кунтан кайма шутламастӑр пулӗ вӗт? Кӑшт-каштах вырнаҫкаларӑр-и?

— Вырнаҫкаларӑм.

— Эпӗ хам та ҫавӑн пекрех илтрӗм ҫав. Юрӗ, хӑнӑхӑр пурӑнма.

Тулашӗнчен пӑхсан, Васютин чӑн-чӑн парти работникӗ пулнӑ, вӑл ҫивчӗ те чӗрӗ, анчах усӑсӑр хыпаланчӑк мар, калаҫнӑ чух аллисене татӑклӑн та хӑюллӑн сулкалать. Хӑйне ҫавӑн пек тыткалани унӑн кӑмӑлӗнчен мар, пӗтӗмпех хӑй йышӑнса тӑракан вырӑнта ӗҫленинчен килнӗ; ҫав вырӑнта нумай ҫул хушши ӗҫленӗрен тӑхтаса тӑма е кая юлма пӗлмен командирӑнни пек пахалӑхсем йӑлана хӑйсем тӗллӗнех кӗрсе юлаҫҫӗ.

Хӑй умне мӗнле те пулин задача тухса тӑрсан, Васютин ӑна ҫавӑнтах пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Ӗҫ ӑнасси пӗтӗмпех шанчӑксӑра тухни палӑрсан тин вӑл ун пирки пӑшӑрханма пӑрахнӑ. Облаҫри коммунистсемшӗн вӑл хытӑ тытакан, ҫирӗп те тӑрӑхлама юратакан ҫын пек курӑнмалла пулнӑ. Нумайӑшӗ ӑна хакласа каланӑ тӑрӑх, ун ҫинчен Воропаев ҫакнӑ пӗлет: ҫынсем Васютина вӑл ансат ҫын пулнишӗн, ҫӗнӗ ӗҫсене кӳлӗнме пӗлнӗшӗн унтан та ытларах, область активӗнчи нумай пин ҫынсен ячӗсене, ашшӗ ячӗсене тата хушамачӗсене асра тытса юлма пултарнишӗн — ку вара тӳрех куҫ умне тухса тӑнӑ — хисепленӗ.

Воропаев костыльсемпе аппаланнӑ хушӑра — вӑл килте нихҫан та протез тӑхӑнман — тата куҫкӗски умӗнче ҫӳҫне туранӑ чух, Васютин, урамалла пӑхса, уҫса хунӑ блокнотне кӑранташӗпе чӑтӑмсӑррӑн шаккакаласа ларчӗ.

— Эпӗ, Воропаев юлташ, эсир хӑвӑр вӑйӑра кӑштах хакласа ҫитерейменни тата, чирӗре ытлашши ӳстерсе ярса иртерех канма тухнӑ, тенине илтрӗм, — терӗ вӑл, урамалла пӑхса.

— Канӑҫа эпӗ, чӑнах та, иртерех тухрӑм пулас, анчах, ҫынсем калашле, сурансемпе чирсене ыйтса илмеҫҫӗ, вӗсем хӑйсемех пырса ҫакланаҫҫӗ.

— Кӑна эпӗ пӗлетӗп. Эпӗ сире айӑпласа каламастӑп, кулянатӑп ҫеҫ.

— А-а, мӗнех-ха, апла пулсан, лайӑх кӑмӑлӑршӑн тавтапуҫ.

— Эсир пирӗн ҫине, тылрисем ҫине, сӑмах майӗн каласан, ытлашши хытӑ сиксе ан ӳкӗр. Сирӗн тӑванӑрсене, фронтовиксене, эпир тем тӗрлисене те куркаланӑ. Пур фронтовик те малти ретре мар. Погонсемпе орденсем пире тӑнран ямаҫҫӗ, ман шутпа, вӗсем сире те, Воропаев юлташ, анратса яма тивӗҫ мар пек.

Малалла мӗн пулассине кӗтсе, Воропаев нимӗн те чӗнмерӗ.

— Эпӗ сирӗн ҫинчен мар. Сирӗн пирки япӑх калаҫмаҫҫӗ, япӑх мар, — пӗтерчӗ хӑй сӑмахне Васютин.

«Аппаратра ӗҫлекен ҫынӑн типлӑ хакӗ, шухӑшларӗ Воропаев. — «Лайӑх» тес — хӑрушӑ, «япӑх» тес — «тӗрӗс мар» — иккӗшин хушшинче пуҫланнӑ калаҫу хӑйне килӗшӳллӗ пулман пирки, вӑл:
— Эпӗ хатӗр. Итлетӗп сире, Васютин юлташ, — терӗ те сӗтел ҫумне ларчӗ.

Хӑна Воропаев ҫине хӑяккӑн пӑхса илчӗ, унтан блокночӗ ҫине сулмаклӑн пусса пӑнчӑ лартрӗ.

— Ҫапла. Ҫавӑн пек. Вӗҫӗнчен пуҫлам. Ӗнер Сталин юлташ конференцинчен хӑй патне ҫуран таврӑнчӗ. Ывӑнчӗ пулас, йӑпанма шутларӗ. Аялти шоссепе пычӗ. Пӗлетӗр-и? Вӑл пушӑ тайлӑмсем нумаййине асӑрхарӗ. «Мӗншӗн пушӑ?» — тесе ыйтать. Эпӗ калатӑп! «Шывран япӑхрах, Иосиф Виссарионович. Табаксем ӳсес ҫук, виноградниксем тума ытлашши ҫӳлте, маслинӑсем лартма вырӑн хӑвартӑмӑр. Усӑллӑ та, шыв та кирлӗ мар»… Вӑл мана: «Эпӗ унта нимӗнле маслинӑсем те курмастӑп. Ӑҫта-хӑ вӗсем?» — тет.

— Тӗрӗс вӗт, — ӑҫта-ха вӗсем?

— Пӗр сӑмахсӑрах, тӗрӗс. Эпир, тӳрех калатӑп сире, хамӑр та ун ҫинчен шутланӑ, анчах ниепле те алӑсем ҫитеймерӗҫ. Куллен кун тумалли васкавлӑ ӗҫсем пӗтереҫҫӗ, шуйттан. Ҫапла, эпӗ сире пӗр ӗҫ хушасшӑн: хӑнасене хамӑрӑн илемлӗ вырӑнсене кӑтартса ҫӳренӗ чух, виҫкелесе пӑхӑр — ӑҫта май килет, мӗн чухлӗ тата мӗнле. Кайран эпир, паллах, комисси йӗркелесе ярӑпӑр…

Воропаев мӑнкӑмӑллӑн аллине сулчӗ.

— Укҫа тӑкаклани ҫеҫ. Эпӗ Фергана меслечӗсене кӑмӑллатӑп. Комисси комиссипе пултӑр, анчах колхозник ҫав комиссисен ура кӗлисем ҫине кӗтменпе пырса пуснӑ.

— Опычӗ лайӑх ӗнтӗ, нимӗн каламалли те ҫук, — терӗ ӑмсанса Васютин, — анчах эпӗ унран хӑратӑп: вӑхӑчӗ урӑх. Астӑвӑр-ха, Ферганӑри ӗҫсене хӑҫан пуҫланӑ? Вӑтӑр тӑххӑрмӗшӗнче! Мӗнле ҫулччӗ вӑл, астӑватӑр-и? Вӗсен пуҫарӑвӗ начар пурнӑҫран мар, вӑйсем ытлашши пулнипе, харсӑр пулнипе… тес пулать-и… тапраннӑ… Мӗн тери пысӑк вӑй кӗрлетчӗ юнра! Ҫапла вӗт? Пӗтӗм халӑх вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чух тата эпир хамӑр пӗри тепӗрне кӑна мобилизацилеме пултарнӑ чух, эпир халӗ мӗн ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр?.. — Ҫапла. Ҫапла ҫав. Пӑхкалӑр унта, шухӑшлӑр. Тепӗр чух эпӗ ҫапла шутлатӑп: пире агитаторсемпе пропагандистсем йышши ӗмӗтленме пултаракан ҫынсем кирлӗ.

— Шалупа пурӑнма тытӑнӗҫ те — ӗмӗтленме те пӑрахӗҫ!

— Ку та тӗрӗс.

— Пӗрле каяр, Васютин юлташ! — сасартӑк сӗнчӗ Воропаев. Ҫак чӑтӑмсӑр ҫын ӑна килӗшрӗ. — Ту хырҫи урлӑ каҫиччен эпӗ сирӗнпе пырӑп, унта эпӗ метеоролог патӗнче ҫӗр каҫӑп та, ирхине вара журналистсен экскурсине пырса хутшӑнӑп.

— Зарудин патӗнче ҫӗр каҫас тетӗр-и? Леш ҫилсемпе калаҫаканни патӗнче-и? Сӑвӑр, — Васютин тӑнлавне кӑранташпа хыҫса илчӗ, унтан, манӑн вӑхӑт пур-и-ха тенӗ пек шухӑшласа, хӑрах куҫне хӗсрӗ те кӗтмен ҫӗртен килӗшрӗ.

Хула хыҫӗнче шоссе ҫӳлелле чӑнкӑ хӑпарать, ҫакӑнта Крыма килнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш ирхине Воропаев хӑйӗн ҫурчӗ пирки шутласа ларнӑ вырӑнта, Васютинӑн вездехочӗ ӑнсӑртран чарӑнса ларчӗ.

Ҫак ансӑр хушӑсемпе ҫуркаланнӑ чӑнкӑ чул хысак ирӗксӗрех шухӑша ярать ҫав.

— Ҫакӑнта совхоз кантурне лартасчӗ те ӗнтӗ, центр ҫывӑхра, шоссе ҫумрах, пӑрахутсене кӑкармалли вырӑна алла тӑссанах ҫитме пулать, — сӗнчӗ ҫавӑнтах Васютин, Воропаева калаҫӑва хутшӑнма чӗнсе.

— Кунта эпӗ пӗррехинче хам валли ҫурт лартасси ҫинчен шухӑшланӑччӗ, — терӗ лешӗ, кулса.

— Хӑпартайман пулӑттӑр.

— Хӑпартайман пулӑттӑм.

— Пӗчӗкки ялан тенӗ пекех пысӑккинчен йывӑр пулать.

— Пулӗ те. Кантур кунта питӗ вырӑнлӑ. Пӗлес тетӗр пулсан, ҫакӑнта пулас стройкӑсене пуҫараканни пулас килет, кунта ҫав тери пушӑ, лайӑх ҫӗрсене юсаса йӗркене кӗртмен.

— Илӗр-ха, чӑмлакалас пулать, — Васютин кӗсйинчен ҫыхӑ кӑларчӗ те Воропаева бутерброд сӗнчӗ.

— Тавтапуҫ. Пӑхӑр-ха, кунта шыв та пулма кирлӗ. Ав, куратӑр-и, шыв юххин ҫулӗ тухать? Пысӑках мар шыв упрамалли вырӑн, вара…

— Чӑнах. Ҫынсем кӑна кирлӗ, ҫынсем.

— Йывӑр каласшӑн пулнипе мар, анчах вӑрҫӑ тени хӑйӗн лайӑх енне те кӑтартрӗ, — вӑл, пӗр-пӗр ӗҫе пӗтӗм халӑхпа тытӑнсан, темӗн те туса хума май пуррине кӑтартса пачӗ…

— Тепӗр вунпилӗк ҫултан кунта питӗ лайӑх санаторий ӳссе ларӗ.

— Паллах, ӳссе ларӗ те. Аван каларӑр. Пирӗн вӑл ҫавӑн пек — ҫӗр айӗнчен шӑтса тухнӑ пекех ӳссе ларать.

— Халӗ пирӗн ҫав бухтӑна куҫса ӳкесчӗ.

— Ӑна эпӗ Телей бухти тесе ят патӑм. Илемлӗ вырӑн. Кунта талккӑшӗпех хыр вӑрманӗ ларать, куратӑр-и эсир? Чӑтлӑх, чӑтлӑх, ҫапла-и? Унти сывлӑш, туршӑн та, эмел пекех. Ҫыран хӗрринче тӑвар шӑрши кӗрет, шыва кӗрсен — хыр шӑрши ҫапать. Пӗрре мана кунти пӗр врач тинӗс шывӗ сывлӑхшӑн мӗн тери усӑллӑ япала пулни ҫинчен лекци те вуласа пачӗ. Тинӗс шывӗ, тет, тӑвар ирӗлчӗкӗ пулнипе электролит пекех, этем ӳт-пӗвӗ те хӑйне евӗр электролит. Ҫапла вара, вӗсем хушшинче ҫыхӑну пулнипе электричество токӗсем ҫуралса тухма тивӗҫ, ионсем улшӑнса тӑмалла. Тинӗсре ирӗклех ҫӳрекен тӑвар ионӗсем этем ӳт-пӗвне кӗреҫҫӗ, этем ӳт-пӗвӗнчи наркӑмӑшлӑ япаласем шыва куҫаҫҫӗ.

— Шуйттан пӗлет-и ӑна, шыва кӗни ҫавӑн пек наукӑллӑ ӗҫ пулса тӑни ҫинчен нихҫан та шутламан. Эсир питӗ нумай пӗлӳ илнӗ вара.

— Эсир мӗн тетӗр!

— Мӗнех-ха вара? Эсир мана ӗнентертӗр ӗнтӗ — Телей бухтинче ҫурт-йӗр ҫавӑрма тытӑнмалла. Тытӑнӑр-ха. Пӗр ҫынна ӑнӑҫлӑн шыраса тупни — ҫур ӗҫ туни, — терӗ Васютин, ытахаллӗн тенӗ пек.

Вездеход вӗсене Телей бухти патнелле илсе пырать. Инҫетре, хулан тепӗр енче, Ӑмӑрткайӑк пикӗн пӑхӑр тӗслӗ ҫамки курӑнчӗ.

— Шел, вӑхӑт ҫук, эпӗ сире Ӑмӑрткайӑк пикӗ патне те илсе кайса кӑтартнӑ пулӑттӑм.

— Ҫурт-йӗрсем тума тытӑнсан, — эпӗ унта та сирӗн хӑнӑр пулӑп. Юрать-и? Ирӗксӗрлесе мар, ҫакӑн пек, тусла, большевикла. Ахальтен мар мана сирӗн ҫине кӑтартрӗҫ. Чӑнах та, кӳлӗнӗр-ха ӗҫе, лекцисенче хыҫкаланнипе ҫитӗ ӗнтӗ.

Васютинӑн юратнӑ сӑмахне Воропаев турех уйӑрса илчӗ. Вӑл «кӳлӗнес» сӑмаха юратать. Ку Корытовӑн «хавхалантарас» текен сӑмах пекки мар.

Васютин водительпе юнашар ларса пырать; хыҫалта ларса пыракан Воропаев пӗшкӗнчӗ те, пӑхмалли кантӑк ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан куҫкӗски ҫинче секретарӗн сӑнне тупса, ӑна чеен куҫ хӗссе илчӗ.

— Манӑн хамӑн теори пур, Васютин юлташ…

— Камӑн ҫук пулӗ вӗсем!..

— Ҫук, эсир итлӗр-ха. Халӗ, ҫак тискер вӑрҫӑ хыҫҫӑн, вӑрҫӑчченхи шай ниме тӑман япала пек ҫеҫ курӑнтӑр тесен, пирӗн питӗ пысӑк утӑм тӑвас пулать. Ҫапла-и?

— Ҫапла тейӗпӗр. Анчах «ниме тӑман япала» тени вырӑнлӑ мар. Ну, ну?

— Ӑна пурнӑҫлас тесен, ман шутпа, пирӗн, ӗлӗк халӑха ялсемпе заводсенчен ҫӳле, столицӑсемпе наркоматсене, ҫӗкленнӗ пек, аслӑ вырӑнсенче ҫитӗнтернӗ кадрсене халӗ ҫавӑн пекех йӗркеллӗн те тимлӗн каялла ямалла, районсене…

— …Халӑх хушшине-и? — Кӑшт кулӑшларах хушса хучӗ Васютин.

— Халӑх хушшине. Ҫапла. Наркомсене — облаҫсене вӗсен заместителӗсене — районсене, полковниксене — райвоенкоматсене, бригада инженерӗсене — ҫул-йӗр мастерӗсем пулса ӗҫлеме.

— Мм… да. Сире эпӗ иртерех хускатса ятӑм пулас. Ну, юрӗ, халлӗхе ларӑр-ха. Кашни ҫын шутра, вӑл мана хӑйӗн теорийӗсемпе илӗртсе пырать.

— Ан мӑкӑртатӑр, эпӗ сире ҫыннисене тупса парӑп, тӗлӗнмелле лайӑх ҫынсем.

— Мӗн эпӗ, хамӑн кадрсене пӗлместӗп-им? Эсир кунта кӑштах… Сире, мӗн, Зарубин патне леҫмелле-и? Унӑн та теорисем нумай. Докладной записка ярса пачӗ, ту хырҫине композиторсен ҫуртне лартма сӗнет, унта музыка нумай, анчах вӑл пӗр усӑсӑрах пӗтет, тет. Ҫӑтмахри пек пурӑнать хӑй, путсӗрскер, пире те канлӗх памасть!

— Сирӗн те района куҫас килет-и, Васютин юлташ?

Лешӗ ответлемесӗрех хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ.

Вӑл калаҫу ӑнӑҫайманшӑн тарӑхрӗ, ту умӗсене интересленсе пӑхасси те унӑн вӑхӑтсӑрах сӳнсе ларчӗ.

Нумай вӑхӑт хушши калаҫмасӑр пынӑ хыҫҫӑн, ту каҫҫи патне ҫитес умӗн тин, сывпуллашнӑ май, вӑл сӑмах хушрӗ:

— Сирен лекцисем… вӗсем, паллах, халӑха интереслентереҫҫӗ, организацилеҫҫӗ… анчах вӑхӑчӗ ҫавӑн пек, пӑявне ярса тытрӑн пулсан, туртас пулать, — вӑй пур таран турт, турт. Ҫавӑн пек манӑн теори!

— Кӳлӗнмелле? — ыйтрӗ Воропаев.

— Кӳлӗнмелле. Ҫынсенчен иртсе каяканни мар, ыттисене малалла илсе пыраканни малта пырать.

— Эпӗ те ҫавӑн ҫинченех калатӑп. Опытлӑ та пысӑк тавракурӑмлӑ ҫынсем халӗ чи йывӑр вырӑнсенче пулма тивӗҫ.

— Тупрӗ йывӑр вырӑн! Ман вырӑнта ларса курасчӗ сирӗн! Питӗ хӗрӳлентерет…

Метеостанци ҫурчӗ патне ҫитме пӗр виҫҫӗр метра яхӑн юлчӗ, анчах Воропаев васкамасӑр утать, шухӑшласа, хӑйне хӑй тӗрӗслесе пырать.

— Ҫук, тем пулсан та вӑл чӑннине каларӗ. Ҫӗннин чунӗ ҫамрӑкланать, вӑй, ӗмӗт пухӑнать. Ҫакӑ ӑна кирлӗ. Унсӑр пуҫне тата — кам каларӗ, кунта, ҫынсем ӳссе калчаланнӑ ҫӗрте, уйрӑммӑнах ҫӑмӑл та ансат тесе? «Эпӗ кӳлӗнӗп, анчах Васютина усӑллӑ ҫӗрте мар, Поднебескопа Аннушка Ступинӑшӑн усӑллӑ ӗҫе кӳлӗнӗп. Ун пек ӗҫе кӳлӗнетӗпех!»

Тул ҫутӑлнӑ чух вӑл, автобус ҫине, ют ҫӗршыв корреспонденчӗсем патне ларчӗ.

Ҫанталӑк нихҫанхинчен те лайӑх тӑрать. Тинӗселле чӑнкӑ анакан ту умӗ вӑйлӑ сывлӑмпа ҫутӑлса выртать. Сывлӑм, ҫӳлтен ӳкес вырӑнне ҫӗр тӑрӑх вӑрттӑн шӑвакан ҫумӑр пек, ҫара чул ту ҫинчен аялалла ҫивӗт евӗрлӗ юха-юха анать. Хӗлӗн ҫемҫе те салху шӑрши, — тинӗс чулӗсене пула нӳрленнӗ, анчах ытлашши ҫӗреймен ҫулҫӑсен шӑрши, — кӑкӑра ҫав тери уҫса ярать, вӑл ҫӗпре ярса лартнӑ чуста шӑршине аса илтерет, сывлӑшра ҫав шӑршӑ ҫывӑхри тинӗс шӑршипе пӗр хутшӑнмасӑр вӗрсе тӑрать. Вӗри чулсемпе тӑм ҫапса тунӑ ҫуртсен стенисенчен те кӑнтӑрла темшӗн вӗри ҫӑкӑр шӑрши кӗрет.

Автобус шоссе хӗррине вырнаҫнӑ пӗчченҫӗ вилтӑпри ҫумӗпе иртрӗ; унпа юнашар Англи танкӗн юлашкийӗсем сапаланса выртаҫҫӗ. Ҫав шуйттан танкӗсем питӗ хӑрушла ҫунатчӗҫ. Кӑшт мӗн те пулин пулсанах, — ҫурта пек ҫунма тытӑнатчӗҫ. Ку Черных бригадинчен пулас. Унӑн бригади ҫак вырӑнсемпе иртнӗ. Сибиряксем ун чух Хура тинӗс хӗрринчи ҫуркуннене тата унӑн чи савӑнӑҫлӑ та чи чаплӑ уйӑхне — май уйӑхне — пуҫласа курнӑ. Ку ӗҫ йывӑҫсем чечеке ларнӑ, анчах симӗсленме ӗлкӗреймен вӑхӑтра — май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ. Иудин йывӑҫӗн вӑрӑм турачӗсем вӗтӗ те ҫӑра чечексемпе витӗнчӗҫ те аякран пысӑк кӑвак мерченсем пек курӑнаҫҫӗ. Персикпе миндаль йывӑҫӗсем, шалтан ҫутатнӑ пек, кӗрен тӗспе ҫутӑлаҫҫӗ. Чечексен ансӑр авкаланчӑкӗсемпе тулса ларнӑ чул тусен ҫурӑкӗсем, хӗрлӗ, кӗрен, тепӗр чух тата кӑвак тӗспе ҫунаҫҫӗ. Ҫиелтен слива тата миндаль чечекӗсемпе витсе лартнипе пӗчӗк садсем пек курӑнакан танксем вирхӗне-вирхӗне иртеҫҫӗ, пӑхмалли хушӑксенчен ту ҫинче ӳсекен тюльпан букечӗсем курӑнаҫҫӗ. Ҫапӑҫура вилнӗ ҫынсене пытарнӑ чух чечексем илме инҫете каймалла пулман. Нумайӑшӗ тата аллисене тытнӑ чечекӗсемпех виле-виле кайнӑ.

— Ривьера, — терӗ Ральф, Лондонра тухса тӑракан хаҫатӑн корреспонденчӗ. — Е Итали евӗрлӗрех, — вӑл Воропаев танкистсем ҫинчен каласа панинчен пӗр сӑмахне те илтмен пекех пулчӗ.

— Ривьерӑра ҫапӑҫнӑ-им вара? — ыйтрӗ Воропаев, анчах автомобиль кӑшкӑртнӑ пирки ӑна ответлемерӗҫ; автомобиль ту каҫҫинчи чи йывӑр вырӑнпа иртсе пырать.

Тинӗс пытансан тата малта аякӗ ҫинче ыйхӑланӑ пек ҫурма выртакан тусем — салху та пӗр евӗрле пейзаж курӑнса кайсан — халиччен ыйхӑласа пынӑ француз:
— Сталин Севастопольте пулнӑ-и? Черчилльпе Рузвельт та паян унта тухса кайнӑ, теҫҫӗ, — тесе ыйтрӗ.

— Пӗлместӗп, — терӗ Воропаев. — Эпӗ унта халлӗхе никама та ямӑттӑм.

Акӑлчан ҫепӗҫҫӗн ҫапла хушса хучӗ:

— Паллах. Истори палӑкӗсене малтан яланах тепӗр хут ҫӗнетни, пуянлатни кирлӗ.

— Ку Дюнкерк мар вӗт-ха, — хирӗҫлерӗ Воропаев. — Севастополе эпӗ сире те кӗртмен пулӑттӑм. Унта минӑсем нумай-хӑ.

— Эпир, господин проводник, ӑҫта каяс килнӗ, ҫавӑнта каятпӑр, пӗр ҫавӑнта кӑна. Сӑмах майӗпе, эпӗ чарӑнса ирхи апат тӑвассишӗн сасӑлатӑп.

Кунпа пурте хаваслансах килӗшрӗҫ. Севастополь вӗсене ытла кирлех те пулман.

Апатланса пӗтерес умӗн Гаррис ҫапла каларӗ:

— Эпӗ вырӑс темине пула паллӑ журналист пулса тӑни ҫинчен пӗлсен, пирӗн хисеплӗ те хаяр полковник питӗ тӗлӗнӗ.

Воропаев журналист умне хӑяккӑн пӑрӑнса ларчӗ. Ҫакӑнтан, ют ҫӗршыв хӑнисем коньяк ӗҫсе ларакан вырӑнпа, пӗлтӗр Провалов дивизийӗ иртнӗ. Нумайӑшӗ аса килеҫҫӗ…

Ҫав вӑхӑтра Гаррис 1909 ҫулта, хӑй ҫамрӑк турист пулса Парижра пурӑннӑ чух, Шатло театрӗнче вырӑс сезонӗ уҫӑлни ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. Ун пек чух халиччен пӗлмен халӑхпа паллашма питӗ меллӗ. Ӑна «Князь Игоре» курма тур килнӗ, Шаляпина итленӗ, Нижинскийпе Карсавина ташшисене тата Фокин половецсем пек ташласа кӑтартнине курнӑ.

— Эсир пӗлетӗр-и, господа, мӗн пулса иртрӗ? «Князь Игорь» — опера. Вӑл кӑшт йывӑртарах, вырӑссен пурте йывӑр, анчах килӗшӳллӗ, илемлӗ. Паллах, Шаляпин — питӗ ӑста юрӑҫӑ. Паллах, Нижинский — ташӑсен королӗ. Анчах опера ӑнӑҫлӑхне юрӑҫӑсемпе солист-ташӑҫӑсем мар, массӑллӑ ташӑсем кӳчӗҫ. Ҫав массӑллӑ ташӑсем ӗнтӗ вырӑс халӑхӗн чунне кӑтартса пачӗҫ. Хӗрӳллӗх, хаярлӑх, хӑйне хӑй пӗлми пулни. «Хӑйне хӑй пӗлми пулни» тесе эпӗ ӑнсӑртран каламарӑм. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ чун мӗнле пулнине кӑтартса парать, ҫавӑн пек япала пӗр вырӑс халӑхӗн ҫеҫ пулма пултарать. Хӑйне хӑй, хӑйӗн нушисене манса кайни.

Гаррис Воропаев ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ.

— Хӑйне хӑй пӗлми пулни текен ӑнланӑва ҫутатса панӑ чух эпӗ йӑнӑшсем тумастӑп-и, хисеплӗ полковник?

— Чӑнах та, калама пултараймастӑп. Эпӗ чӗлхеҫӗ мар.

— А! Ку очко ӗнтӗ. Эсир пурне те пӗлнӗ пек туйӑнчӗ мана. Ҫапла, малтанхи ҫине куҫатӑп. Ҫав постановкӑна кинолента ҫине ӳкерсе илнӗ пулсан, эпир, американецсем, вырӑссене пӗр вунӑ ҫул маларах пӗлнӗ пулӑттӑмӑр. Ун чухне эпӗ ӑсран тайӑлтӑм, ухмаха ертӗм. Сиксе тӑракан ҫулӑм пек, половецсем ушкӑнӗпе вӗҫсе тухрӗҫ те чӑпӑрккасемпе суллаҫҫӗ, кукӑр хӗҫсемпе хӑмсараҫҫӗ, улаҫҫӗ, йынӑшаҫҫӗ, чӗнеҫҫӗ, тата та хытӑрах чупаҫҫӗ, хӑратаҫҫӗ. Шуйттан илесшӗ, ку сценӑна курнӑ чух партерти малти ретре ларма та хӑрушӑччӗ. Эпӗ ун чухнех хама хам ҫапла каларӑм: вырӑс искусстви хӑй халӑхӗ таҫта инҫете хӗрӳллӗн сикме тӑрӑшнине аран-аран чарса тӑрать, терӗм. Мӗн чухлӗ сӑр, мӗн чухлӗ ритм, таҫта тӑваттӑмӗш виҫене сиксе тухма тӑрӑшни мӗн чухлӗ! Тур ан хуштӑрах, — шутларӑм эпӗ, — хӑҫан та пулин ҫак хӑйне хӑй пӗлми пулса кайма пултаракан хӗрӳлӗх искусство чиккине татасса. Манӑн пӗрремӗш корреспонденци вырӑс балечӗ ҫинчен пулчӗ.

— Аван! — терӗ йӗркеллӗн француз, ура ҫине тӑма хатӗрленсе.

— Пирӗн вӑхӑт пур-ха, — тытса чарчӗ ӑна акӑлчан. — Гаррис эпир унӑн коньякне ӗҫсе пӗтеричченех каласа кӑтартма пултарать.

— Балечӗ юрӗ-ха вӑл, анчах ун чухне вырӑс балеринисене алӑ ҫупакан чее Бриан та вырӑссем паллӑ мар ҫӗрелле епле сикни ҫинчен каласа парайман пулӗччӗ. Пӗлетӗр-и, господин полковник, тепӗр чух эпӗ Россия политикӑна кӗрсе кайнишӗн питӗ шеллетӗп.

— Паллах, балет, ытти мӗнпур искусствӑсем пекех, халӑх чунне кӑтартса парать, анчах ҫӗршыва балет тӑрӑх тӗпчесе вӗренни — сада мӗнле ӗрчетмеллине варени тӑрӑх тӗпчесе вӗренни пекех, — терӗ Воропаев. Унӑн Гарриспа чӑнласах тавлашас килмерӗ. Вӑл ӑна урӑхла шухӑшлаттарма пултарас ҫуккине туйса илчӗ. — Толстоя, Чехова, Горькие вуласа тухнӑ пулсан, килтен тухмасӑрах эсир Россия ҫинчен ытларах пӗлме пултарнӑ пулӑттӑр. Ленин ҫинчен каламастӑп та эпӗ, — хушса хучӗ вӑл, тарӑхнине аран-аран пусарса.

Ӑна итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн, Гаррис хӑйне Бакстпа Бенуа декорацийӗсем ҫинчен чаплӑ Морис Дени мӗн калани ҫинчен малалла каласа пама пуҫларӗ, Воропаев сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ. Ҫак сехет тӗлнелле тата ҫак кун Уйрӑм Приморски ҫарӑн дивизийӗсем пӗлтӗр Балаклава айлӑмне талпӑнса кӗчӗҫ те инҫетре, горизонтра, 1855 ҫулта пӗтнӗ итальянецсен ячӗпе лартнӑ палӑка курчӗҫ. Сапун-ту ҫине, Севастополь голгофӗ ҫине хӑпармалли ҫӗре ҫитрӗҫ.

Ҫакӑнта мӗн пулса иртнин картинине пурнӑҫ пӗр самантлӑха та пулин ҫӗнӗрен кӑтартса парас пулсан, — ҫук, мӗн пулса иртнин картинине мар, ҫав картинӑн сассисене кӑна, ҫапӑҫӑвӑн хӑрушӑ шавне кӑна, — американецӑн чӗлхи ҫӑвар маччи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пулӗччӗ, Гаррис ҫав «хӑйне хӑй пӗлми пулни» текен сасӑсене илтес пулсан, вырӑс ҫапӑҫӑвӗ хӑй тӗллӗн епле хӗрсе кайнине курас пулсан, унӑн эрехпе скептицизм сӑхнӑ чӗри яланлӑхах чарӑнса ларнӑ пулӗччӗ.

Дивизисем, саранча пек, ҫумма-ҫумӑн шӑваҫҫӗ… Команднӑй пунктсем малалла питӗ хӑвӑрт куҫса пыракан ротӑсемпе полксем хыҫҫӑн вырнаҫса пыма ӗлкӗреймеҫҫӗ, вӗсем пулман пекех туйӑннӑ, мӗншӗн тесен кашни салтакшӑнах паллӑ ҫапӑҫӑва ертсе пыма питӗ ансат.

Ку ҫапӑҫу салтак ҫапӑҫӑвӗ, халӑх ҫапӑҫӑвӗ пулнӑ, ҫав ҫапӑҫӑвӑн пуҫламӑшне тата вӑл мӗнле вӗҫленессине пурте малтанах пӗлсе тӑнӑ. Пӗри кӑна паллах пулман: пӗр куна пырӗ-и вӑл, эрнене-и е уйӑха-и. Ҫапӑҫу кирек мӗн чухлӗ тӑсӑлсан та, унӑн результачӗ пӗрре кӑна пулма пултарнӑ — Севастополе ирӗке кӑларни.

Сапун-тӑвӑн айлӑмӗпе тайлӑмӗсем ҫинче известь тусанӗ явӑнать, пуҫ ҫине чул пӗрчисем тӑкӑнаҫҫӗ, Пехотинецсемпе артиллеристсем, пӗр вуникӗ ҫын, туппа кӳлӗнсе, тӑвӑн чӑнкӑ тайлӑмӗ ҫине чупса улӑхса кайнине аса илчӗ Воропаев. Вӗсем гимнастеркӑсӑрах, пичӗсем тӑрӑх тар юха-юха анать, вӗсем туппа кӳлӗннӗ те — чупаҫҫӗ, мӗн вӑй ҫитнӗ таранах темӗн кӑшкӑраҫҫӗ. Тупӑ ҫӳлелле чылай хӑвӑрт улӑхса пырать, «бурлаксенчен» кам та пулин ӳксен, ун вырӑнне ҫавӑнтах урӑххи тӑрать. Пӗчӗк ачасене йӑтса пынӑ пек ярса тытнӑ та, салтаксем снарядсем ҫӗклеҫҫӗ, вӗсем те тупӑ хыҫҫӑн чупсах пыраҫҫӗ, йӑтса пыраканни ӳксен вара икӗ ҫухату пулать: боецӗ те, снарячӗ те пӗтеҫҫӗ.

— Мӗн ҫухӑрашатӑр эсир, ачасем? — ыйтрӗ Воропаев, кӑшкӑрнипе пӳлӗнсе сывлакан салтаксене шеллесе. — Паян ку — Кӑшкӑру тӑвӗ, полковник юлташ, — ответлерӗ ӑна ҫамрӑк артиллерист, — ун енче, нимӗҫ енче — Сапун-тӑвӗ, каҫ пуласпа эпир ӑна Хӑйӑлти-ту туса хурӑпӑр.

Нимӗҫе Хӑйӑлти-тӑва чухлаттарса илтерме тӑхӑр сехет хушши пӗр вӗҫӗмсӗр штурмламалла пулчӗ. Акӑ ӑҫта ӗнтӗ вырӑссем «хӑйне хӑй пӗлми пулнине» чӑннипе кӑтартса пачӗҫ.

Ҫав хушӑра Гаррис хӑйӗнне тӑсрӗ.

— Морис Дени мана ҫапла каларӗ: «Спектакле эпӗ хамӑн этюдникӗме илсе пыратӑп. Ку хӑҫан та пулин художнике курӑнма пултарнӑ чи асамлӑ юмах».

— Ҫапла ҫав, вӑл ҫулсенче ҫутӑ сӑрсемпе чӑпар япаласене юратнӑ, — килӗшрӗ малалла каясси ҫинчен ҫаплах шутласа ларакан француз: коньяк пӗтнӗ ӗнтӗ.

Гаррис, юлашкинчен, француза ура ҫине тӑма ирӗк пачӗ, хӑй те тӑчӗ.

— Тӗлӗнмелле, — терӗ кӑшт кулса Воропаев, — вырӑс чунӗн сӑнарне балетра… тупрӑр пулать. Эсир ҫав сӑнара ҫеҫ пӗлетӗр. Унччен пӗр тӑватӑ ҫул маларах Мускавра, пиллӗкмӗш ҫулхи баррикадӑсем ҫинче пулса курнӑ пулсан, мӗн каланӑ пулӑттӑрччӗ эсир? Е эсир Павловӑн, Сеченовӑн кӗнекисене пӗлнӗ пулсан? Тӗслӗхрен, халӗ эпир ҫывхарса пыракан Сапун-тӑва вырӑссем епле штурмлани пирӗн халӑхӑн чунне чылай тарӑнрах уҫса панӑ пулӗччӗ сире, тесе шутлатӑп эпӗ. Е, калӑпӑр, Сталинград. Эсир мӗнле шутлатӑр?

Гаррис хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ. Акӑлчан хӑйӗн темӗнле справочникӗ ҫине пӑхса илчӗ те:
— Мӗнле каларӑр эсир? Сапун-ту-и? — тесе ыйтрӗ.

— Ҫапла, Сапун-ту. Союзниксен 1855 ҫулхи ҫӑвине кайса курма юрать пек туйӑнать мана. Эсир епле шутлатӑр?

Гарриспа Воропаев хушшинчи тавлашӑва питӗ килӗштермен ҫепӗҫ француз вӗсем хушшинчи тавлашӑва пӗтерме шутларӗ:

— Эпӗ, господа, ҫапла каланӑ пулӑттӑм. Палӑксем! Эпир палӑксем кӑна пӑхса ҫӳретпӗр — ҫакӑнта темӗнле йӗрке пур. Унсӑрӑн пулса иртнӗ событисене тарӑнӑн анализлеме тытӑнсан… Эсир мӗнле шутлатӑр?

— Тӗрӗс, — килӗшрӗ акӑлчан. — Палӑксем — ку ӗнтӗ, чӑнах та, йӗрке. Эсир епле?

— Редакцие хам кунта пулнине ӗнентерме хулара манӑн пӗр вуник ӳкерчӗк ҫапса илмелле, — терӗ Гаррис. — Хулара мӗнле те пулин палӑксем пур-и?

— Ҫук-ха, анчах пӗтӗм хула — палӑк.

— Ҫук, ҫук, эсир итлӗр ҫеҫ ӑна, — ҫивӗчленчӗ Гаррис, — ку ӗнте чӑн-чӑн большевикла. Палӑкӗсем вӗсен унта асра та ҫук, апла пулин те вӑл ыйтӑва тур-де-тэт мелӗпе ҫӗре пӑрахать те ҫапла каласа хурать: пӗтӗм хулана пӗр пӗтӗмӗшле палӑк пек ӑнланмалла. Ух, ҫав вӗҫен диалектики! Пӗр сӑмахпа, эпӗ те ыттисемпе пӗрле.

Автобус аяккалла, акӑлчансен 1855 ҫулхи кивӗ ҫӑви еннелле, пӑрӑнчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех