Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫӗсем ирӗксӗрех темле типпӗн те хӗрӳллӗн пӑхнӑ чух, сӑнӗ салхулансан, темле тӑрӑшсан та, кулас, калаҫас килмесен, Штольц политика ҫинчен, наукӑри ҫӗнӗ утӑмсем ҫинчен, искусствӑри ҫӗнӗ творчество ҫинчен хавхаланса калаҫнине ним пӑлханмасӑр итленӗ чух — Ольга унран пытанма е чирлӗ пек пулма тӑрӑшать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн ачашлӑхӗ те темле асӑрхануллӑ, пит-куҫӗнче темле пӗр шухӑш палӑрать; Обломов унпа шӳтлесе калаҫма, айван ыйтусем пама юраманнине сисрӗ, ҫав ачалла хаваслӑ самант иртнӗ ӗнтӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн чӗри ҫумне темле ытлашши япала, унччен пулман темле чӑмакка хутшӑннине тӗрӗслесе те пӑхмарӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫулталӑк хушшинче виҫҫӗр тенкӗ майлӑ темле тупӑш илет, кунсӑр пуҫне тата темле питех чаплӑ мар вырӑнта ӗҫлет те, пысӑках мар шалу илет: нушине те курмасть, кивҫене те кӗмест, унран кивҫен ыйтас шухӑш вара пушшех никам пуҫне те пырса кӗмест.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унан шӑрҫисем сарӑлса кайнӑ, ним хускалми хытса пӑхакан куҫӗсенче темле тӗксӗм сехӗрленӳ, чунне ҫавӑрса илнӗ темле асамлӑ вӑйсемпе ҫын ӑстӑнӗнчен те ҫӳлерехри пӗлӳсене ирӗксӗррӗн парӑнни палӑрса, курӑнсах тӑчӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Темле чӑрмавлӑрах ӗҫсем ӳкеҫҫӗ сана, унтан каллех темле пысӑках мар укҫа ӳкет.Падают тебе какие-то хлопоты, а потом опять падают какие-то небольшие деньги.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Унӑн темле сивӗ чунлӑхӗ, вӑрттӑнлӑхӗ, кӑмӑла пӑтратакан енӗ пур, ҫавӑнпа пӗрлех тата кашни хусканӑвӗнче, кашни сӑмахӗнче темле пытарма пӗлмен туйӑмлӑх пур.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӳрече умне тӑрсах ҫав хыпара вуласа тухрӑм та ҫаврӑнса пӑхрӑм, ҫынсем пӑшӑрханса пӑхкаларӗҫ, ҫавӑн чух мана темле урӑх туйӑм ярса илчӗ; вуласса та эпӗ темле хама палӑрми урӑхла пурнӑҫра вуланӑ пек вуларӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Темле майпа вӑл хӑйӗн тепӗр ӗҫне те усӑллӑ ӗҫ тесе шутлать-ха — темле Хекерт адмирал патӗнче ӗҫленӗ иккен вӑл.Почему-то он ставил себе в заслугу и другую свою службу — у какого-то адмирала Хекерта.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Зуринӗ малтанах манпа хавассӑн, чиперех калаҫса выртатчӗ; унтан хуллен-хулленех, темле ӳркенсе, пӑт-пат ҫеҫ чӗне пуҫларӗ, сӑмахсен ҫыхӑнӑвӗ пӗтсе пычӗ, юлашкинчен, темле ыйту тӑрӑх сӑмах чӗнес вырӑнне шӑхӑртсах харлаттарма та тытӑнчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Кулнӑ чухне унӑн питӗнче темле ача кӑмӑлӗ пур, ӳчӗ унӑн хӗрарӑмӑнни пек, темле ҫемҫе, ачаш ӳт; мӗн ҫуралнӑранпах кӑтра сарӑ ҫӳҫӗ шупкарах кӑна тӑнлӑ ҫамкине илемлӗн кӑтартса тӑрать…
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Малышева ун ҫине темле сивлеккӗн, темле пытарӑнса тӑракан курайманлӑхпа пӑхса илчӗ.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Тӗнче темле чӗнсен те, пурнӑҫ темле хӗссен те вӗсен пӗр вырӑнтах тӗпленсе пурӑнмалла, ҫула тухсан урӑх ӑс кӗресрен сыхланмалла…
Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19
Халӗ ҫав ҫутӑ самантсене аса илетӗн те (ача пулнӑ), тӗлӗнетӗн: самаях ҫӳллӗ майлӑ культура, пер-пӗрне темле ырӑ сунни, пӗр-пӗрне шанни, чӑвашсен темле тӗреклӗхӗпе пысӑк шайлӑ шухӑшлавӗ.
Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8
Вӑрӑ темле ӑста пулсан та, хӑйӗн хура ӗҫне темле пытарма тӑрӑшсан та ҫав-ҫавах хӑйӗн ӑшӗнче ӑна кам та пулин тупса палӑртассинчен хӑраса пурӑнать.
Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html
Йӑлтӑр-ялтӑр хуплашка ҫинчи темле хӗрарӑмӑн кавӑн мӑнӑш ҫара кӑкӑрӗсене курса юлма ҫеҫ ӗлкӗрчӗ Левен.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Иртсе пынӑ хушӑрах, пиншакне йӑпӑртлӑха уҫса, шалти кӗсйине чикнӗ темле йӑлтӑр-ялтӑр хуплашкаллӑ журнала кӑтартса: «Кирлӗ мар-и?» — теме ҫаврӑнӑҫу ҫитерчӗ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Исидор Петровичсемпе Нинель Павловнӑсем пӗтӗм этемлех пуласлӑхӗ ҫинчен пуҫ ватнӑ хушӑрах, акӑ, темле йӑрккӑн та типшӗм арҫын Левен ҫумӗнчен вӑшт иртсе кайрӗ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Темле илӗртсен те эпӗ хама анне патнелле уттараймарӑм.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Шутласа лартӑм-лартӑм ҫапла темлерен темле: «Аннен виҫӗ ача, аттен — пӗрре те ҫук. Тӗрӗс-и ку? Мӗн-ма пулмалла мар-ха пире чунтанах юратакан аттен пӗр ача та пулин?..» — тетӗп хама хам.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.