Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темех (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну, темех мар, — терӗ Лушин, — ан именӗр.

— Ну, ничего, — продолжал Лушин, — не робейте.

XX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Эсир юрлатӑр, анчах вӑл темех мар, пулсах ҫитеймест-ха.

Вы поете, но это ничего, это молодо.

IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Утӑ купине утма вӗрентни темех мар — атя ӑна йӗлтӗр ҫине тӑратса чуптаратпӑр.

Научить шагать стожок — это же не особо удивительно, давай в следующий раз его нуачим кататься на лыжах.

Утакан утӑ купи // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 42,44 с.

Ку темех мар-ха.

Но это ничего.

Асамлӑ кӗсье // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 68–72 с.

Темех мар, иртет, — лӑплантарчӗ Григорий.

— Это пустяки, пройдет, — успокоил Григорий.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эполет вӑл темех мар.

Да ить эполеты — дело маленькое.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ку темех мар, — терӗ хыпӑнчӑклӑн Капарин.

— Это не важно, — торопливо сказал Капарин.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григоринчен тесен, — темех ыйтмалли ҫук, пӗтӗм йӑхӗ-тӗпӗ вӗсен ҫапла тӑрлавсӑр…

С Гришки-то спрашивать нечего, у них вся порода такая непутевая…

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Темех ҫук, пурте хальчченхи пекех.

— А ничего нету, все по-старому.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Темех ҫук.

Куҫарса пулӑш

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Темех акайӑп эпӗ, — сӳрӗккӗн кулса илчӗ Аксинья.

— Какая я посевщица, — невесело улыбнулась Аксинья.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ну, темех мар, ан хӑра!

Ну, ничего, не робей!

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тупнӑ темех!

Дело большое!

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пит темех тунӑшӑн пулсан татахчӗ темелле, кусене так ахальшӗн…

Да хучь бы было за что, а то так…

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ну, ку темех мар.

— Ну, это не беда.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Темех пулмӗ-ха, тен, вӗсемпе, турӑ пархатарсӑр мар.

— Небось ничего им не сделается, бог не без милости.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Темех ҫук.

— Да ничего особенного.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ну, ман санпа пит калаҫмалли темех ҫук.

— Ну, мне с тобой дюже долго не об чем гутарить.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун валли шыв тултарса хунӑ кӑкшӑма кизек ӑшне пытарса лартнӑ Ытти-хытти темех мар-ха, табак пӗтрӗ.

Врытый в кизяки, стоял у него ведерный кувшин с водой Все было бы ничего, но кончился табак.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тӗлӗнмелли темех ҫук, тӑванӑм.

— Очень, браток, все просто.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех