Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

темех (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темех мар, халӑхпа пӗрле пурӑнса ирттерӗпӗр, — терӗ Улька лӑпкӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр шутласан, Ваньккапа ыран ир тӗл пулсан та темех марччӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темех мар, — вӑтанса кайнӑ яша лӑплантарчӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Орлов патне ҫӳремен пулсан та кайса каларӑм темех тиветчӗ…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сисчӗвлентерекенни темех ҫук пек те, ҫапах…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халлӗхе уҫҫӑн темех палӑртаймарӗҫ пулин те, тыткӑнри салтаксен кӑмӑл ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗн калӑн, ҫӗрме пуян темех ҫук та, тулӑх пурӑнаҫҫӗ Крюковсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пуйӑс тӗллӗн-тӗллӗн урхамахран хӑвӑртрах кайнине пула ҫаврӑнса тухакан ҫил, кантӑкран вирхӗнсе кӗрсе, пирвай Улькан хытӑ ҫавӑрса ҫыхнӑ хура ҫӳҫне арпаштарма хӑтланать, анчах темиҫе пӗрчӗ тӑпӑлтарса кӑларнисӗр пуҫне темех тӑваймасть те, хӗре питрен ачашшӑн ҫапкаласа алхасма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темех мар, темех мар ку, эс итле-ха, тархасшӑн.

— Ничего, это все ничего, ты слушай, пожалуйста.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ӗҫлеменни те темех мар.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Темех мар, ӑҫта та пулин пичетлӗпӗр.

Ничего, где-нибудь напечатаем.

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Темех мар, кӗҫех килеҫҫӗ, вӗсене татах кӑлпасси кирлӗ пулать, ун чухне эпӗ кунтан пульӑ пек вӗҫсе тухӑп.

— Но скоро они придут, чтобы взять ещё колбасы, и тогда я вылечу отсюда пулей.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Темех мар, ман йытӑ сан чӑххуна тытса ҫинӗ.

— Ничего, моя собака твою курицу съела.

Анекдот пуххи // Капкӑн. «Капкӑн», 2011, 1№, 6 с.

— Итле-ха, Мила… — тет те Людмила Ильинична, хӑй каланине итлеме хушнӑ евӗр, аллипе сӗтеле ҫапса илет, — Итле-ха, Мила, темех пулман-ха.

— Послушай, Мила… — говорит Людмила Ильинична и прихлопывает рукой по столу, чтоб Милочка не вздумала пропустить сказанное матерью мимо ушей, — послушай, Мила, вчера ничего не кончилось и ничего не началось.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

«Темех мар, темех мар, ырӑ ҫынна пӳлӗм тӑвӑрри шиклентермест. Ҫынсене епле, пире те — ҫавӑн пекех».

«Ничего, ничего, в тесноте, да не в обиде, как людям, так и нам».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Темех мар, кашнийӗ — вӑтӑр тенкӗрен ытла мар.

— Пустяки, тридцать рублей каждая — не больше.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Темех мар, тарма пулать, — тенӗ Дзержинский.

— Ничего, уйдем, — говорил Дзержинский.

Тарни // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Кантӑк темех те ҫук ӑна: вӑл хутран тунӑ пек шурӑ.

Только не совсем стекло: оно белое, как бумажное.

Пирӗн каютӑра // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Лере вара библиотрекӑри кӗнекесене цифрӑна куҫарнисӗр пуҫне патшалӑх ытлашши темех туса хатӗрлемен (ведомствосен чӑвашла ӗҫлекен сайчӗсем – вуннӑ пур-и, ҫук-и.).

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи мӗншӗн пӗтме тытӑнни пирки пуҫланӑ калаҫӑва малалла тӑсса // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... alla-tassa

— Хӑпарма темех мар».

Ничего особенного.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех