Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IX

Пай: Пирвайхи юрату

Автор: Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ҫул: 1982; Хушнӑ: 2020.05.13 18:30

Пуплевӗш: 105; Сӑмах: 1615

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Манӑн «хӗрӳллӗ туйӑм» ҫав кунран пуҫланчӗ. Астӑватӑп, ун чухне хама хам тин ҫеҫ службӑна вырнаҫнӑ ҫын евӗрлӗрех туйрӑм: эпӗ ӗнтӗ тек ахаль ача мар; эпӗ — юратакан ҫын. Эпӗ ҫав кунранпа манӑн «хӗрӳллӗ туйӑм» пуҫланчӗ терӗм; ҫав кунранах манӑн асапӑмсем те пуҫланчӗҫ, тесе хушса калӑттӑм. Эпӗ Зинаида ҫук чухне чунӑмпа ҫунса тертлентӗм: нимӗн ҫинчен те шухӑшлама пӗлмерӗм, нимӗнле ӗҫ те тытаймарӑм, кунӗ-кунӗпе пӗр ун ҫинчен кӑна тимлесе шухӑшларӑм… Эпӗ чунӑмпа ҫунса тертлентӗм… анчах вӑл пур чухне те мана ҫӑмӑлах марччӗ. Эпӗ кӳлешеттӗм, хам нимӗн тӗшне те тӑманнине тавҫӑраттӑм, ухмахла кӳренеттӗм — ҫав вӑхӑтрах ӑна чуралла юрама тӑрӑшаттӑм, ҫӗнтерме ҫук хӑват пурпӗрех мана ун патнелле туртатчӗ — вара кашнинчех ун пӳлӗмӗн алӑкӗнчен ирӗксӗр ҫӳҫенсе кӗреттӗм. Эпӗ ӑна юратса пӑрахнине Зинаида ҫавӑнтах сиснӗччӗ, хам пытарма шутламанччӗ те; вӑл ман хӗрӳллӗ туйӑмран кулса йӑпанатчӗ, мана йӗкӗлтетчӗ, иртӗнтеретчӗ те асаплантаратчӗ. Ниме пӑхмасӑр, нимӗн уяса тӑмасӑр тепӗр ҫынна вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнтарма та питӗ хытӑ хуйхӑртма пултарни калама ҫук ырӑ пулас — эпӗ вара Зинаида аллинче ӑвӑс пекех ҫемҫеччӗ. Тепӗр тесен, ӑна пӗр эпӗ ҫеҫ мар юратса пӑрахнӑччӗ: вӗсем патне пырса ҫӳрекен пур арҫын та ун пирки ӑсран кайнӑччӗ — вӑл вара вӗсене пурне те хӑйӗн тыткӑнӗнче, ури айӗнче тытатчӗ. Зинаида вӗсене пӗрре шанчӑк парса, тепре шиклентерсе, мӗнле кирлӗ ҫапла ҫавӑркалатчӗ (ҫынсене пӗр-пӗринпе ҫапӑнтарни тетчӗ вӑл хӑй ҫакна). Ҫыннисем вара ӑна хирӗҫ тӑраймастчӗҫ, савӑнсах парӑнатчӗҫ. Унӑн пӗтӗм чӗрӗ те илемлӗ сӑнарӗнче темле уйрӑмах килӗшӳллӗ чеелӗхпе сыхланусӑрлӑх, курнӑҫланупа тӳрӗ кӑмӑл, лӑпкӑлӑхпа чарусӑрлӑх палӑратчӗҫ; унӑн кашни ӗҫӗ, калаҫӑвӗ, кашни хусканӑвӗ питӗ ҫепӗҫ те илӗртӳллӗччӗ, йӑлтах хӑйне евӗрлӗ те кӗрнеклӗччӗ. Унӑн сӑнӗ те пӗрмай улшӑнса, выляса тӑратчӗ; пӗр вӑхӑтрах вӑл тӑрӑхланӑ пек те, шухӑша кайнӑ пек те, хӗрӳллӗ туйӑмпа ҫуннӑ пек те курӑнатчӗ. Унӑн тутинче, куҫӗнче тӗрлӗ туйӑмсем, хӗвеллӗ, ҫиллӗ кунхи пӗлӗтсен мӗлкисем евӗр, хӑвӑрт та ҫӑмӑллӑн курӑнса иртетчӗҫ.

Уншӑн ҫунакансенчен кашниех кирлӗччӗ ӑна. Беловзоров уншӑн вута та кӗрӗччӗ (Зинаида ӑна хӑш чухне «ман тискер кайӑкӑм» е тепӗр чух «манӑн» тесе ҫеҫ чӗнет); хӑйӗн ӑстӑнӗпе ытти пахалӑхӗсене шанмасӑр, Беловзоров ӑна пӗрехмай хӑйне качча тухма сӗнет, ыттисем ӑна качча илес пирки усӑсӑр, сӳпӗлтетни ҫинчен систерет. Майданов Зинаидӑн чӗрине поэзи асамлӑхӗпе килентерме тӑрӑшать: вӑл, пур сочинительсем те тенӗ пекех самай сивӗ чунлӑскер, хӑй Зинаидӑна юратни ҫинчен тимлесех ӗнентерет, тен, ҫакна вӑл хӑй те ӗненет, ҫавӑнпа вӗҫӗ-хӗррисӗр юрату сӑввисем ҫырать, вӗсене сассине темле улӑштарса, чӑннипех хавхаланса вуласа парать. Зинаида ӑна ӑнланнӑ пек те пулать, ҫапах йӗкӗлтет те; вӑл ӑна сахал ӗненет, ҫавӑнпа ун сӑввисене итлесе тӑраннӑ хыҫҫӑн, сывлӑш уҫӑлтӑр тесе, Пушкин сӑввисене вулаттарать. Тӑрӑхлама юратакан, пӗр именме пӗлмесӗр калаҫакан Лушин тухтӑр Зинаидӑна пуринчен лайӑхрах пӗлет, куҫ умӗнче те, куҫ хыҫӗнче те ӑна ятлать пулин те, пуринчен хытӑрах юратать. Зинаида ӑна хисеплет, анчах ытлашши ирӗк памасть — час-часах ӑна вӑл та ун аллинчен тухайманнине пӗр шеллесе тӑмасӑр астутарать. «Эпӗ курнӑҫланакан хӗр, эпӗ чӗресӗр, эпӗ актриса евӗрлӗ, — терӗ вӑл ӑна пӗррехинче ман умрах. — А, юрать! Парӑр эппин аллӑра — эпӗ ӑна булавкӑпа тирем, сире ҫак ҫамрӑк ҫын умӗнче намӑс пулӗ, сирӗн аллӑр ыратӗ, анчах та эсир, тӳрӗ чунлӑ господинӑм, кулма тӑрӑшӑр». Лушин хӗрелсе кайрӗ, каялла ҫаврӑнса тӑчӗ, тутине ҫыртрӗ, ҫапах аллине тӑсса пачӗ. Зинаида ӑна булавкӑпа чикрӗ, Лушин чӑннипех кулма тытӑнчӗ… хӗр те кулчӗ, тухтӑра куҫран пӑхма тӑрӑшса, булавкине самай шала чикрӗ, лешӗ куҫне тартма кӑлӑхах тӑрӑшрӗ…

Зинаидӑпа Малевский граф хушшинче мӗн пулнине эпӗ, пуринчен япӑхрах ӑнланатӑп. Граф чипер, ҫивӗч те ӑслӑ, анчах унра темле суя, иккӗлентерекен япала пуррине эпӗ те, вун улттӑри ача, сисеттӗм, ҫавӑнпа Зинаида ҫакна асӑрхаманни мана тӗлӗнтеретчӗ. Тен, вӑл ҫав суялӑха асӑрхатчӗ те пулӗ, анчах унран йӗрӗнместчӗ. Тӗрӗс мар пӑхса ӳстерни, тӗлӗнтермӗш палла-тӑранпа, йӑла-йӗркепе паллашни, амӑшӗ ялан пӗрле пулни, килти йӗркесӗрлӗхпе чухӑнлӑх, ҫамрӑкранах ирӗклӗн ӳсни, хӑйне ҫывӑх ҫынсенчен маларах хуни — ҫакӑ йӑлтах Зинаидӑна ҫынсемпе йӗрӗнерех калаҫма, хӑйне типтерсӗртерех тыткалама хӑнӑхтарнӑ. Калӑпӑр, кирек мӗн пулсан та — Вонифатий сахӑр пӗтни ҫинчен пӗлтерет-и, пӗр-пӗр элеклӗ сӑмах сарӑлать-и, хӑнасем хирӗҫсе каяҫҫӗ-и — вӑл кӑтра пуҫне силлесе илет те: — Нимех те мар! — тет кӑна; уншӑн пурпӗрех.

Анчах та ун патне Малевский пырса тӑрсан, тилӗ пек чеен тайкаланса, унӑн пукан хыҫӗ ҫине меллӗн таянса, киленӗҫлӗн те йӑпӑлтатуллӑн кулкаласа тем пӑшӑлтатма тытӑнсан, — Зинаида аллисене кӑкӑрӗ ҫумне хӗреслесе тытать те граф ҫине тинкерсе пӑхать, хӑй те кулкаласа пуҫне сулкалать, — вара манӑн пӗтӗм юнӑма вут-ҫулӑм хыпса илет.

— Мӗне кура йышӑнатӑр эсир ҫав Малевский господина? — ыйтрӑм эпӗ унран пӗррехинче.

— Унӑн пӗчӗк мӑйӑхӗ ҫав тери хитре, — терӗ Зинаида. — Анчах эсир ҫакна ӑнланаймӑр.

— Эпӗ ӑна юрататӑп тесе шутламастӑр-и эсир? — терӗ хӗр мана тепрехинче. — Ҫук; эпӗ ун йышшисене юратма пултараймастӑп: вӗсем ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхмалла. Мана хама ҫӗнтерме пултаракан ҫын кирлӗ… Анчах эпӗ ун пеккине тупаяс та ҫук, турӑ каҫартӑр! Никам аллине те ҫакланассӑм ҫук! Ҫук, ҫук!

— Апла пулсан, эсир нихҫан та юратса курмастӑр.

— Сире тата? Сире юратмастӑп-им эпӗ? — терӗ те вӑл мана сӑмсаран перчетке вӗҫӗпе хуллен ҫапса илчӗ.

Ҫапла, Зинаида манран кулса питӗ йӑпанатчӗ. Виҫӗ эрне хушши ӑна кашни кунах куртӑм, — мӗн кӑна, мӗн кӑна тумастчӗ пуль вӑл мана! Пирӗн пата сайра пыратчӗ вӑл; куншӑн эпӗ кулянмастӑм. Пирӗн килте вӑл хӑйне хӑй пике пек, князь хӗрӗ пек тыткалатчӗ, — эпӗ унран ютшӑнаттӑм. Эпӗ хам туйӑма аннеҫӗм сисесрен хӑраттӑм; вӑл Зинаидӑна питӗ килӗштерместчӗ, ҫавӑнпа пире кӑмӑлсӑррӑн сӑнатчӗ, Аттерен ун пекех хӑрамастӑм: атте мана асӑрхаман пекехчӗ, аннеҫӗмпе вара сахал, анчах темле ӑслӑ-сумлӑ калаҫатчӗ. Эпӗ ӗҫлеме, вулама пӑрахрӑм, таврари вырӑнсенче уҫӑлма та, юланутпа ҫӳреме те пӑрахрӑм. Уринчен кӑкарнӑ нӑрӑ евӗр, пӗрмай юратнӑ пӗчӗк флигель тавра явӑнтӑм; ӗмӗрлӗхех унта юлассӑм пек те туйӑнатчӗ мана… анчах ку пулас ҫук япалаччӗ, мана аннем вӑрҫатчӗ, тепӗр чух Зинаида хӑй хӑваласа яратчӗ. Ун пек чух эпӗ хам пӳлӗмре питӗрӗнсе лараттӑм е сад вӗҫне каяттӑм, ишӗлнӗ оранжерейӑн сыхланса юлнӑ чул хӳми ҫине улӑхса, ура усса лараттӑм, сехечӗ-сехечӗпе таҫталла пӑхаттӑм-пӑхаттӑм та умра мӗн пуррине ним те курмастӑм. Ман ҫывӑхра, тусанлӑ вӗлтӗрен ҫинче, шурӑ лӗпӗшсем вӗлтӗртететчӗҫ, йӑрӑ ҫерҫи инҫех мар выртакан ҫурма ишӗлнӗ хӗрлӗ кирпӗч ҫине ларатчӗ те, пӗрехмай ҫаврӑнкаласа, хӳрине саркаласа, тарӑхмалла чӗвӗлтететчӗ; ҫаплах ютшӑнакан ула кураксем ҫаралнӑ хурӑн тӑрринче, ҫӳлте-ҫӳлте, краклататчӗҫ — сайралнӑ хурӑн турачӗсем ҫинче ҫилпе хӗвел шевли вылятчӗ; хутран-ситрен Донской мӑнастир енчен чан сасси лӑпкӑн та салхуллӑн илтӗнетчӗ — эпӗ сӑнаса, итлесе лараттӑм — вара йӑлт темле ятсӑр сисӗм-туйӑмпа тулаттӑм, ҫав сисӗм-туйӑмра йӑлтах пурччӗ: тунсӑх та, савӑнӑҫ та, малашлӑха сисни те, ӗмӗт те, пурнӑҫран хӑрани те. Анчах ун чухне эпӗ ҫакна нимӗн те ӑнланман, ман ӑшӑмра мӗн-мӗн пулса иртнинчен пӗрне те ятран чӗнме пӗлмен, чӗнме пӗлес пулин те, йӑлтах пӗр ятпа — Зинаида ячӗпе чӗннӗ пулӑттӑм.

Зинаида манпа кушак шӑшипе вылянӑ пек вылятчӗ. Е вӑл манпа курнӑҫланатчӗ — эпӗ вара хумханнипе сар ҫу пекех ирӗлеттӗм; е вӑл мана сасартӑк сивлетчӗ, — эпӗ вара ун ҫывӑхне пыма, ун ҫине пӑхма хӑяймастӑм.

Астӑватӑп, темиҫе кун вӑл манпа питӗ сивлек пулчӗ; эпӗ вуҫех именсе ӳкрӗм — вӗсем патне шиклӗн кӗрсе тухнӑ чух та ватӑ княгиня ҫывӑхнерех пулма тӑрӑшрӑм, шӑпах ҫав вӑхӑталла вӑл питӗ кӑшкӑрса ятлаҫатчӗ; унӑн вексельпе ҫыхӑннӑ ӗҫӗсем япӑхчӗ, карчӑк ӗнтӗ ун пирки квартальнӑйпа икӗ хутчен те калаҫса пӑхнӑччӗ.

Пӗррехинче эпӗ садри хайхи хӳме патӗнчен иртсе пыраттӑм та Зинаидӑна курах кайрӑм: вӑл, пуҫне аллисем ҫине тайса, курӑк ҫине ларнӑ та йӑшӑлт та хускалмасть. Эпӗ шӑппӑн иртсе каясшӑнччӗ, анчах хӗр пуҫне ҫӗклерӗ те мана, кӑчӑк туртса, хӑй патне пыма хушрӗ. Эпӗ пӗр вырӑнтах хытса тӑтӑм: ӑна тӳрех ӑнланаймарӑм. Вӑл каллех кӑчӑк туртрӗ. Эпӗ ҫавӑнтах хӳме урлӑ сиксе каҫрӑм та ун патне чупса пытӑм; анчах вӑл мана чарӑнса тӑма куҫӗпе хушрӗ, хӑйӗнчен икӗ утӑмран иртекен сукмак ҫинелле кӑтартрӗ. Именнипе, нимӗн тума пӗлмесӗр эпӗ сукмак хӗррине чӗркуҫленсе лартӑм. Зинаида пичӗ питӗ шурӑччӗ, ҫав тери йывӑр хурлӑхлӑ, ҫав тери ӗшенчӗк сӑнлӑччӗ, — ӑна курса, ман чӗрем ыратса пӑчӑртанчӗ, эпӗ ирӗксӗрех: «Мӗн пулчӗ сире?» — тесе мӑкӑртатрӑм.

Зинаида, аллине тӑсса, темле курӑк татса илчӗ, ӑна ҫыртса пӑхрӗ те аяккалла ывӑтрӗ.

— Эсир мана питӗ хытӑ юрататӑр-и? — тесе ыйтрӗ юлашкинчен. — Ҫапла-и?

Эпӗ нимӗн те калаймарӑм, мӗншӗн каламаллаччӗ-ха тата?

— Ҫаплах, — терӗ хӗр, малтанхиллех куҫӑмран пӑхса. — Ку ҫаплах. Куҫусем те ҫавӑн куҫӗсемех, — хушса хучӗ вӑл, шухӑша кайрӗ те питне аллисемпе хупларӗ. — йӑлтах мана йӗрӗнтерсе ҫитерчӗ, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, — тӗнче хӗррине кайӑттӑм, тӳсме пултараймастӑп эпӗ ҫакна, пултараймастӑп ҫӗнтерме… Тата мӗн кӗтет-ха мана малашне!.. Ах, йывӑр-ҫке мана… турӑҫӑм, мӗнле йывӑр!

— Мӗншӗн? — именчӗклӗн ыйтрӑм эпӗ.

Зинаида сӑмах хушмарӗ, хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ ҫеҫ. Эпӗ ҫаплах чӗркуҫҫи ҫинче ларатӑп, хӗр ҫине питӗ хурлӑхлӑн пӑхатӑп. Унӑн кашни сӑмахӗ манӑн чӗрене касса кӗрет. Ҫак самантра, вӑл ан хуйхӑртӑрччӗ тесе, пӗр шутласа тӑмасӑр хамӑн пурнӑҫӑма пама та хатӗрччӗ пулас эпӗ. Ун ҫине пӑхатӑп та ӑна мӗншӗн йывӑррине ниепле те тавҫӑрса илме пултараймастӑп; ҫак самантра вӑл, сасартӑк питӗ хытӑ хурланнипе, сиксе тӑчӗ те сада кӗрсе кайрӗ — унта вара, касса янӑ йывӑҫ пек, ҫӗр ҫине ӳкрӗ. Йӗри-тавра ҫап-ҫутӑ та ем-ешӗл; ҫил йывӑҫ ҫулҫисене шӗлтӗртеттерет, Зинаида ҫинчи хӑмла ҫырлин вӑрӑм аврисене хумхантарать. Таҫта кӑвакарчӑнсем кӑрӑлтатаҫҫӗ, пыл хурчӗсем курӑк ҫийӗпех сӗрлесе вӗҫеҫҫӗ. Ҫӳл тӳпе ачашшӑн кӑвакарать — анчах мана ҫав тери хурлӑх пусрӗ…

— Мӗнле те пулин сӑвӑ каласа парӑр мана, — терӗ те ҫурма сасӑпа Зинаида чавса ҫине таянчӗ. — Юрататӑп эсир сӑвӑ каланине итлеме. Эсир юрлатӑр, анчах вӑл темех мар, пулсах ҫитеймест-ха. «Сӑрт-туллӑ Грузире» каласа парӑр. Анчах ларӑр малтан.

Эпӗ лартӑм та «Сӑрт-туллӑ Грузире» каласа патӑм.

— «Пурӑнаймасть вӑл юратмасӑр», — ман хыҫҫӑн каларӗ Зинаида. — Акӑ поэзи мӗнпе паха: вӑл пире ҫук япала ҫинчен калать, ҫав ҫук япалах пурринчен лайӑхрах кӑна та мар, унран тата ытларах тӗрӗс пек туйӑнать… Пурӑнаймасть вӑл юратмасӑр — пурӑнӗччӗ те, анчах пултараймасть! — Зинаида каллех шӑпланчӗ, унтан сасартӑк кӑртах сикрӗ те ура ҫине тӑчӗ. — Каяр. Аннем патӗнче Майданов ларать; вӑл мана хӑй поэмине килсе пачӗ, эпӗ пур ӑна пӗччен тӑратса хӑвартӑм. Вӑл та кӳреннӗ халӗ… мӗн тӑвас! Эсир хӑҫан та пулин пӗлӗр-ха… анчах ан ҫилленӗр мана!

Зинаида ман алла хӑвӑрт чӑмӑртарӗ те малалла чупса кайрӗ. Эпир флигеле таврӑнтӑмӑр. Майданов пире хӑйӗн халӗ ҫеҫ пичетленнӗ «Ҫынвӗлерен» поэмине вулама пуҫларӗ, анчах эп ӑна итлемерӗм. Вӑл хӑйӗн тӑватӑ картлӑ ямбӗсене кӑшкӑрса вуларӗ — рифмисем, пӗчӗк хӑнкӑрмасем пек, пушшӑн та янравлӑн улшӑнса пыраҫҫӗ, эпӗ пур пӗрмай Зинаида ҫине пӑхатӑп та унӑн юлашки сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнланса илме тӑрӑшатӑп.

Е сана, савниҫӗм, парӑнтарчӗ
Ман хӑрушӑ ҫичӗ ют? —
сӑмса витӗр кӑшкӑрса ячӗ сасартӑк Майданов — ман куҫӑмсем Зинаидӑннипе тӗл пулчӗҫ.
Хӗр ҫӗрелле пӑхрӗ те кӑштах хӗрелчӗ. Эпӗ, вӑл хӗрелнине асӑрхасан, хӑранипе шӑнса кайрӑм. Эпӗ малтанах Зинаидӑна кӳлешеттӗм, анчах ҫак самантра кӑна вӑл юратса пӑрахнине пӗлтерекен шухӑш пуҫӑмра ҫиҫсе илчӗ. «Турӑҫӑм! вӑл юратса пӑрахнӑ!»

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех