Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

текелесе (тĕпĕ: текеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хамӑр ӗҫпе инҫех мар кайса килмелле-ха», — текелесе, чӑннине каласран пӑрӑнса хуравларӗ вӑл Батальщикова.

«По нашему делу надо съездить недалеко», — уклончиво ответил на вопрос Батальщикова.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Ҫук, ырра мар-ха, тем ӑш та вырӑнта мар», — текелесе Лариса Павлик ывӑлне чӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

«Васкамалла-ха, ӗҫсем пур», — текелесе лаши ҫине утланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Ӗлӗкхилле — манса кайнӑ тата аван та мар пек… — текелесе, ун кулли тӗттӗмре курӑнманнине пӗлет пулин те, йӑлишӗн кулса ячӗ кил хуҫи.

По-старому — отвык и вроде неудобно… — неловко улыбался в темноте хозяин, хотя и знал, что улыбка его не видна.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ларах, тархасшӑн, — текелесе илнӗ сиввӗн Коваленко, куҫхаршисене антарса янӑ; унччен ҫеҫ кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн выртса каннӑ мӗн хӑй, кӑмӑлӗ шутсӑрах хуҫӑк пулнӑ ҫак хушӑра.

— Садитесь, покорнейше прошу, — проговорил Коваленко холодно и нахмурил брови; лицо у него было заспанное, он только что отдыхал после обеда и был сильно не в духе.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Тӳпери ҫӑра сӑрӑ пӗлӗт те, кӗскен-кӗскен ҫуса иртекен ҫумӑр та, уйра чавкасем ним йӗркесӗр чакӑлтатни те, Петька кунтӑксем авса, йӳнӗ хакпах сутнипе нимӗнле тупӑш та пулмасть текелесе нӑйӑлтатса пыни те савӑнтараймасть ӑна паян.

Все ему было не по душе в этот день: и плотные, серые облака на небе, то и дело моросящие дождем, и бестолковый крик галок над полями, и Петькино нытье о том, что нет ему больше никакого расчета плести корзины, раз продают они их за бесценок.

25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

(Евпсихий Африканович, пуп таврашӗнчен тухнӑскер, шӑнса пӑсӑласран сипленме кирлӗ пулӗ текелесе, ним вӑрахламасӑрах пӗр кӗленчине йӑкӑртса та илчӗ ӑна манран…

(Евпсихий Африканович, который происходил из духовных, немедленно выпросил у меня бутылку на случай, как он выразился, могущего произойти простудного заболевания…

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ун ҫинчен эп йӗркеллӗ калаймарӑм та — час-часах чарӑнкаларӑм, чи ҫӑмӑл сӑмахсем манӑҫрӗҫ, темшӗн хай, Кира кайран пӗлтернӗ пек, «м-м» текелесе чарӑнкаларӑм.

Я довольно плохо рассказал об этом — часто останавливался, забывал самые простые слова и вообще «мекал», как потом объявила Кира.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ: «Йӗлтӗрпе кайсан лайӑхрах пулмӗ-ши?» текелесе хирӗҫлесшӗн те пултӑм, анчах та Володя хӑйӗн йыттисене илменшӗн кӑмӑлсӑр пулчӗ, вара ирӗксӗрех килӗшмелле пулчӗ.

Я было возразил, что не лучше ли всё-таки на лыжах, но Володя обиделся за своих собак, и пришлось согласиться.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кораблев, куҫне чалӑртса пӑхсах, мана кӑшкӑрса ятлать, эпӗ вара хушӑран-хушӑран кӑна майӗпен: — Иван Павлыч! — текелесе илетӗп.

Выкатив глава, Кораблев кричал на меня, а я только робко говорил иногда: — Иван Павлыч!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл: «Пиччӗшпе йӑмӑкӗ тесен — сӑнӑрсем килмеҫҫӗ! Упӑшкипе арӑмӗ тесен — иртерех!» текелесе, эпир камсем пулнине пӗлесшӗн ҫунса пычӗ.

который все гадал, кто мы такие: брат и сестра — не похожи! Муж и жена — рановато!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Кузмич хӑйӗн арӑмӗ каланипе пӗтӗмпех килӗшсе: — Илтетне эсӗ, Василиса Егоровна тӗрӗс калать. Ҫар артикулӗнче кун пек пӗр-пӗринпе ҫапӑҫассине чарнӑ, — текелесе тӑрать.

Иван Кузмич вполне соглашался с своею супругою и приговаривал: «А слышь ты, Василиса Егоровна правду говорит. Поединки формально запрещены в воинском артикуле».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Мӗн пултӑр пирӗннисене! — текелесе, ҫурт хуҫи ытарлӑ сӑмаха малалла тӑсрӗ.

— Да что наши! — отвечал хозяин, продолжая иносказательный разговор.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Калама ҫӑмӑл!» — текелесе, хӑйне хӑй мӑкӑртатса пычӗ пулин те, вӑл ерипен лӑпланчӗ.

Легко ли дело! — ворчал он про себя, но мало-помалу успокоился.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Зурин пунш пама хушрӗ, мана та — службӑна хӑнӑхасах пулать, пуншсӑр мӗнле служба вӑл! — текелесе, тутанса пӑхма сӗнчӗ.

А Зурин велел подать пуншу и уговорил меня попробовать, повторяя, что к службе надобно мне привыкать; а без пуншу что и служба!

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Манӑн хамӑр лашасем тӑракан аслӑк айне ҫитсе курас килчӗ, унта ут ҫимӗҫӗ пурри-ҫуккине пӗлесшӗп пултӑм, тата сыхланарах тӑни нихӑҫан та ытлашши пулмасть: лашам манӑн лайӑхчӗ, ун ҫине кабардинецсем час-часах ӑмсанса пӑхатчӗҫ те: яеши тхе, чек якши текелесе йӑнкӑлтататчӗҫ.

Мне вздумалось завернуть под навес, где стояли наши лошади, посмотреть, есть ли у них корм, и притом осторожность никогда не мешает: у меня же была лошадь славная, и уж не один кабардинец на нее умильно поглядывал, приговаривая: «Якши тхе, чек якши!»

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Каҫ сулхӑнӗ ҫапрӗ, сывлӑм ӳкет, текелесе, князь киле васканӑ.

Князь под предлогом свежести и росы спешил возвратиться домой.

XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

«Эх, турӑҫӑм, турӑ!» — текелесе, темиҫе хутчен те нар ҫинчен анса, витре патне пырса куркапа катӑртаттарчӗ, вара, вӗриленнӗ ут пекех, шыва тӑранмасла лӑнкӑртаттарса ӗҫрӗ.

«О Господи, Боже ты мой!» – несколько раз сползал с нар, подходил к ведру с водой, гремел ковшом, и слышно было, как он громко, точно запаленный конь, пьет крупными, жадными глотками.

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӗри ҫын илтмеллех мар, ах та ах текелесе, тӗлӗнсе илет, тепри ӑна чӗркуҫҫийӗнчен ҫупӑрла-ҫупӑрла, каласа пӗтерме хыпаланать:

Одна тихонько ахает, а другая трогает ее за колено и торопится досказать: – …

Еххӗм Пьяных операцийӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 29–35 стр.

Вӑл панулми кӑшлать, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе аялтарахри нотӑсемпе «тин-тон-тон, тин-тон-тон» текелесе, пӑрахут пек вӑҫӑммӑн шӑхӑркаласа илет.

Он жевал яблоко и время от времени издавал протяжный, мелодичный гудок, за которым следовало: «Диньдон-дон, динь-дон-дон», — на самых низких нотах, потому что Бен изображал собой пароход.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех