Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XIII сыпӑк

Пай: Дубровский –> Иккӗмӗш том

Автор: Никифор Ваҫанкка

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хушнӑ: 2019.08.07 20:59

Пуплевӗш: 91; Сӑмах: 1063

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пӗр вӑхӑт пурӑнӑҫ лӑпкӑ иртрӗ, нимӗнле паллӑ ӗҫсемех те пулмарӗҫ. Анчах та тепӗр ҫу пуҫламӑшӗнче Кирила Петровичӑн килти пурнӑҫӗнче чылай улшӑнусем пулчӗҫ.

Кирила Петровичран вӑтӑр ҫухрӑмра Верейский князьӑн пуян именийӗ пулнӑ. Князӗ хӑй чылай хушӑ аякра, ют ҫӗршывсенче пурӑннӑ. Унӑн именине пӗр отставкӑна тухнӑ майор пӑхса пурӑннӑ. Покровски ялӗпе Арбатово пӗр-пӗринпе пачах хутшӑнман.

Анчах май уйӑхӗн юлашки кунӗсенче князӗ чикӗ леш енчен тавӑрӑннӑ та, хӑй ҫуралнӑранпа пӗрре те пулса курман ялне пынӑ. Ялан обществӑра хӑй пек ушкӑнра шавласа пурӑнма хӑнӑхнӑскер, вӑл ялта пӗччен чӑтса лараймасть. Килнӗ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш куннех хӑй тахҫан ӗлӗк кӑштах палласа пӗлнӗ Троекуров патне хӑнана пырса кӗрет.

Князь пӗр аллӑ ҫулсенче пулнӑ анчах вӑл сӑн-пичӗпе тата ватӑрах пек туйӑннӑ. Пурӑнӑҫне ытлашши иртӗхсе, асса пурӑнни унӑн сывлӑхне чылаях начарлатнӑ, сӑн-пичӗ ҫине нихҫан кайми йӗрсем хывса хӑварнӑ. Ҫапах та унӑн пичӗ-куҫӗ кӑмӑла килмелле пулнӑ. Яланах обществӑра пулма хӑнӑхнипе вӑл хӑйне ҫынна килӗшмелле, уйрӑмах хӗрарӑмсем кӑмӑлламалла тыткаланӑ. Вӑл яланах шухӑшӗсене сирсе яма тӑрӑшнӑ, пӗрмаях тунсӑхланӑ. Князь хӑй патне пырса ҫӳреме тытӑннипе Кирила Петрович питех те кӑмӑллӑ пулнӑ. Ҫакна вӑл тӗнчене пӗлекен ҫын чыслани вырӑнне шутланӑ; хӑйӗн яланхи йӑлипе хӑнине вӑл хӑй пурлӑхне кӑтартса ҫӳренӗ, йытӑ картине илсе пынӑ. Анчах та хӑни йытӑ шӑршипе кӑшт кӑна ӑнтӑхса кайман, духипе сапнӑ тутӑрпа сӑмсине хупласа, хӑвӑртрах унтан тухса кайма васканӑ. Тӑррисене касса тикӗсленӗ ҫӑкасемлӗ тата тӑватӑ кӗтеслӗ пӗвепе тӳрӗ аллейӑсемлӗ кивӗ сад ӑна килӗшмен; вӑл акӑлчансенни пек садсене, Англири пек ҫутҫанталӑка юратнӑ. Ҫапах та вӑл Троекуров садне ырланӑ, кӑмӑла кайнӑ пек кӑтартнӑ.

Тарҫӑ апат хатӗрри ҫинчен пырса пӗлтерчӗ. Вӗсем апат ҫиме таврӑнчӗҫ. Князӗ, ҫӳресе ывӑннипе уксахласа, хӑнана килнишӗн ӳкӗнсе утса пычӗ.

Анчах та залра, хӑйсене кӗтсе илекен Марья Кириловнӑна курсан, ватӑ хусах унӑн илемӗпе тӗлӗнсе ӑнран кайрӗ. Троекуров хӑнана сӗтел хушшине хӑйӗн хӗрӗпе юнашар лартрӗ. Хӗр пуррипе князь кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ, хӑйне вӑл савӑнӑҫлӑн тытрӗ, илӗртӳллӗ халлапсем каласа парса, хӗре темиҫе хутчен те хӑй ҫинелле пӑхтарчӗ. Апат хыҫҫӑн Кирила Петрович юланутпа уҫӑлса ҫӳреме сӗнчӗ. Анчах князь, хӑйӗн бархатлӑ ҫемҫе аттисем ҫине кӑтартса тата подагра чирӗ ҫине персе, шӳтлӗ сӑлтавсем тупкаларӗ те, ку сӗнӳпе килӗшмерӗ; вӑл хӑйпе юнашар ларса апатланнӑ илемлӗ те кӑмӑллӑ хӗртен уйрӑласшӑн мар пулса, линейкӑллӑ урапапа уҫӑлса ҫӳреме юратнине палӑртрӗ. Урапасем кӳлчӗҫ. Стариксемпе пике-хӗр виҫҫӗн пӗрле ларчӗҫ те уҫӑлса ҫӳреме тухса кайрӗҫ. Хӑйсем вӗҫӗмсӗр калаҫаҫҫӗ. Марья Кириловна ҫак тӗнче курса ҫӳренӗ ҫынӑн илӗртӳллӗ сӑмахӗсене интересленсех итлесе пыратчӗ, сасартӑк Верейский Кирила Петрович енне ҫаврӑнчӗ те: — Кусем мӗскер капла ҫунса хуралнӑ ҫуртсем, сирӗннех-и вӗсем? — тесе ыйтрӗ.

Кирила Петрович ҫамкине пӗркелентерчӗ, ҫунса кайнӑ кил ҫинчен аса илни уншӑн лайӑх мар пулса кайрӗ. — Ҫӗрӗ халӗ манӑн, ӗлӗк Дубровскин пулнӑ, — терӗ вӑл.

— Дубровскин, — терӗ ӑна хирӗҫ Верейский, — мӗн? ҫав чаплӑ вӑрӑ-хурахӑн-и?

— Ҫук, унӑн ашшӗн, — терӗ Троекуров, — тепре каласан, ашшӗ те лайӑх вӑрӑ-хурахахчӗ ҫав…

— Ӑҫта кайса кӗчӗ-ха пирӗн Ринальдо?! Чӗрӗ-и вӑл, тытса хупнӑ-и ӑна?

— Чӗрӗ, ирӗкрех. Вӑрӑсемпе пирӗн исправниксем пӗрле ӗҫлесси пӗтмесӗр, ӑна тытаймӗҫ. Сӑмах май, акӑ мӗн, князь, ыйтса пӗлем: Дубровский сан патӑнта, Арбатовӑра, пулнӑ темеҫҫӗ-и?

— Ҫапла, пӗлтӗр пулас-ха вӑл, темӗн ҫунтарса янӑ е ҫаратнӑ… Мӗнле пек, Марья Кириловна, чӑн та ҫав романри пек геройпа ҫывӑхрах паллашсан, интереснӑ пулмалла…

— Мӗн интересӗ унта! — терӗ Троекуров, — ӑна вӑл лайӑх паллать: Дубровский ӑна виҫӗ эрне хушши музыкӑна вӗрентрӗ, тата, тав турра, уроксемшӗн нимӗн те илмерӗ.

Кирила Петрович ҫавӑнтах хӑйӗн учителӗ — француз ҫинчен повесть каласа пама тытӑнчӗ. Марья Кириловна йӗп ҫинчи пек ларса пырать, Верейскийӗ питӗ тимлӗн итлерӗ, унтан — ку пӗтӗмпех тӗлӗнмелле. япала, терӗ те, сӑмаха урӑххи ҫине куҫарчӗ.

Ҫӳресе таврӑнсанах вӑл хӑйӗн кӳмине кӳлме хушрӗ. Кирила Петровичӗ ӑна ҫине тӑрсах хӑй патӗнче ҫӗркаҫма ыйтрӗ пулин те, Верейский чей ӗҫнӗ хыҫҫӑнах килне тухса кайрӗ. Каяс умӗн Кирила Петровича вӑл хай патне Марья Кириловнӑпа пӗрле хӑнана пыма чӗнчӗ. Мӑнкӑмӑллӑ Троекуров килӗшрӗ, лешин князь тивӗҫлӗхне, унӑн икӗ ҫӑлтӑр (орденсем) тата 3000 ятлӑ йӑхран пыракан именийӗ пуррине асра тытса, Верейский князя вӑл пӑртакках хӑйпе тан тесе шутларӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр икӗ кун иртсен, Кирила Петрович хӑйӗн хӗрӗне Верейский князь патне хӑнана кайрӗ. Арбатовӑна ҫывхарнӑ май вӑл хресченсен таса та тирпейле килӗсем ҫине тата улпутӑн Англири замоксем евӗрлӗ тутарнӑ чул ҫурчӗ ҫине пӑхса, савӑнса пычӗ. Улпут ҫурчӗ умӗнче ҫӑра курӑклӑ сип-симӗс улӑх сарӑлса выртнӑ. Унта Швейцарири йышши ӗнесем, мӑйӗсене ҫакнӑ шӑнкӑравӗсене шӑнкӑртаттарса, ҫӳренӗ. Ҫурт йӗри-тавра анлӑ парк. Имени хуҫи хӑнасене крыльцара кӗтсе илчӗ, ҫамрӑк пике-хӗре алӑ пачӗ. Вӗсем питӗ чаплӑ залӑна кӗчӗҫ. Унта виҫӗ ҫын валли хӑна сӗтелӗ хатӗр пулнӑ. Князь хӑнасене чӳрече патне илсе пычӗ. Вӗсен куҫӗ умӗнче ытармалла мар ҫутҫанталӑк. Ҫывӑхрах Атӑл сарӑлса выртнӑ. Атӑл ҫинче карӑнтарнӑ парӑссемлӗ баржӑсем курӑннӑ, унта-кунта пулӑҫсен «чунҫиен» текен киммисем вӗлтлетсе иртнӗ. Шыв леш енче сӑртсем, уй-хирсем курӑннӑ, темиҫе ял тавралӑха чӗрӗ сӑн кӗртсе тӑнӑ. Унтан вӗсем князь ют патшалӑхсенче туяннӑ картинӑсен галлерейине пӑхса тухнӑ. Князь Марья Кириловнӑна хӑшпӗр картинӑсен содержанийӗпе паллаштарнӑ, картина ӳкерекенсен историне каласа панӑ, вӗсен лайӑх енӗсемпе ҫитменлӗхӗсене кӑтарткаланӑ. Картинӑсем ҫинчен вӑл, пӗлмен ҫын пек те типпӗн мар, хавассӑн, пӗтӗм кӑмӑлӗ-туйӑмӗпе каланӑ. Марья Кириловна хаваслансах итленӗ. Акӑ сӗтел хушшине ларчӗҫ. Троекуров хӑйӗн Амфитрионен эрехӗсене тата унӑн поварӗ лайӑх апат-ҫимӗҫ пӗҫерме пултарнине ырларӗ. Марья Кириловна та хӑй ҫуралнӑранпа иккӗмӗш хут кӑна куракан ҫын патӗнче хӑйне ним именмесӗр, вӑтанса тӑмасӑр тыткаларӗ, ирӗккӗн калаҫрӗ. Апат хыҫҫӑн хуҫа хӑнасене сада тухса курма сӗнчӗ. Вӗсем пӗчӗк утравсемлӗ кӳлӗ хӗрринче кофей ӗҫме ларчӗҫ. Сасартӑк духовая музыка янӑраса кайрӗ, хӑнасем ӗҫсе ларакан илемлӗ пӗчӗк хӳшӗ умнех ултӑ кӗсменле кимӗ пырса чарӑнчӗ. Вӗсем вара кимӗпе кӳлӗри пӗчӗк утравсем тавра ярӑнма тухса кайрӗҫ; хӑшпӗр утравӗсем ҫине анса ҫӳрерӗҫ. Пӗр утравӗ ҫинче мрамортан тунӑ кӗлетке пур, тепринче — улаххӑн кӗрсе лармалли ҫӗрайӗнчи шӑтӑк, виҫҫӗмӗшӗнче — темле ӑнланмалла мар ҫыруллӑ памятник. Марья Кириловна ҫавсем ҫинчен тӗпчесе пӗлесшӗн ҫуннӑ, князӗ хӑшпӗр япали ҫинчен пытарарах каланӑ пек, пӗтӗмпех пӗлтермен пек туйӑннипе, хӗр пушшех пурне те ытларах пӗлесшӗн пулнӑ. Вӑхӑт сисмелле мар хӑвӑрт иртнӗ, — ӗнтрӗкленнӗ. Каҫ сулхӑнӗ ҫапрӗ, сывлӑм ӳкет, текелесе, князь киле васканӑ. Унта вӗсене самовар кӗтнӗ. Князь Марья Кириловнӑна ватӑ хусах килӗнче хуҫа пек пулма ыйтнӑ. Хӗр, чарӑна пӗлми пакӑлтатакан ҫыннӑн вӗҫӗмсӗр халлапӗсене итленӗ хушӑра, чей тултарса ларнӑ. Сасартӑк пӑшал сасси янӑраса кайнӑ. Ракета, чарласа хӑпарса, пӗлӗтре йӑлтӑртатса илнӗ. Князь Марья Кириловна аллине хулӑм тутӑр тыттарса, Троекуровпа иккӗшне балкон ҫине илсе тухрӗ. Пӳрт умӗнче, тӗттӗм ҫӗрте, вутлӑ чӑмӑрсем тӗрлӗ-тӗслӗн ялтлатса ҫутӑлаҫҫӗ: ҫаврӑнса, ҫӳлелле пучахсем пек, пальмӑсем пек, фонтансем пек ҫӗкленеҫҫӗ те, ҫумӑр пек, ҫӑлтӑрсем пек, ӳксе сӳнеҫҫӗ, унтан татах ҫӗнӗрен ҫутӑла-ҫутӑла ҫӗкленеҫҫӗ.

Марья Кириловна ача пекех савӑнса пӑхать. Верейский те, ӑна кура, чунтан савӑнса тӑчӗ. Троекуровӑн те кӑмӑлӗ тулчӗ. Мӗншӗн тесен, князь ҫакӑн пек тӑкаксем туса хӑнасене йышӑннине вӑл хӑйне чыслани, юрама тӑрӑшни тесе шутларӗ.

Каҫхи апат та кӑнтӑрлахинчен пӗрре те кая пулмарӗ. Хӑнасем хӑйсене валли ятнех тирпейлесе янтӑланӑ пӳлӗмсенче ҫывӑрчӗҫ те тепӗр кунне, часах пӗр-пӗрне каллех курма сӑмах парса, ырӑ кӑмӑллӑ хуҫаран уйрӑлчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех