Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнтӑмӑр (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан хамӑрӑннисене ҫул уҫӑ тесе калама вӑрман хӗррине каялла таврӑнтӑмӑр.

Потом вернулись на опушку, чтоб сказать нашим, что путь свободен.

Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Каҫ пулас умӗн тин киле таврӑнтӑмӑр.

… Мы вернулись домой под вечер.

Тӗлӗнмелле ҫулҫӳрев // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Пире Шиткино ятлӑ яла кайма хушрӗҫ Эпир ҫав яла кайма хӑвӑртрах хатӗрленес тесе гостиницӑна таврӑнтӑмӑр.

Нам дали назначение в село Шиткино, и мы решили сразу, не теряя времени, двинуться туда.

«Ҫынсене пӗлме, тӗнче курма» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ҫавӑнпа та каялла таврӑнтӑмӑр.

Назад вернулись.

38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Эпир йӗлтӗрпе ярӑннӑ хыҫҫӑн пурте пӗрле таврӑнтӑмӑр, эсир уйрӑлса кайрӑр.

— Мы с лыжной экскурсии все вместе шли, а вы отделились.

10 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Эпир ҫыран хӗррипе таврӑнтӑмӑр.

Мы ворочались берегом.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Эпир сиккипех каялла таврӑнтӑмӑр

— Мы поскакали…

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Таврӑнтӑмӑр вара эпир Хуркайӑкпа иксӗмӗр пушӑ алӑпах.

И вернулись мы с Журавушкой не солоно хлебавши.

Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ирхи апат ҫисен эпир пит хаваслӑ кӑмӑлпа манӑн кимӗ ҫине лартӑмӑр та юханшыв леш енне пулӑ тытма кайрӑмӑр, кӑнтӑрла ҫиме апат-ҫимӗҫ хамӑрпа пӗрлех илсе кайрӑмӑр; вӑхӑта пит аван ирттертӗмӗр вара, сулла пырса пӑхрӑмӑр, вӑл тӗрӗс-тӗкелех ларать, киле каҫхи апат тӗлне тин таврӑнтӑмӑр; пӑхатпӑр та — пурте хӑраса ӳкнӗ, шуйханчӑк, анкӑ-минкӗсем пек ҫӳреҫҫӗ; пире каҫхи апат ҫисенех ҫывӑрма выртӑр теҫҫӗ, мӗншӗнне каламаҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫыру пирки те пӗр сӑмах та шарламаҫҫӗ; пире кирлӗ те мар-ха вӑл, хамӑрах вӗсенчен лайӑхрах пӗлетпӗр; Салли аппа пире пусма тӑрӑх хӑпартса ярса хӑй каялла кайсанах, эпир йӑпӑшт ҫеҫ нӳхрепе чӑмрӑмӑр, унти шкапран йӑпӑр-япӑр ыранхи кӑнтӑр апачӗ валли тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме илтӗмӗр те хамӑр пӳлӗме таврӑнтӑмӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн тин ҫывӑрма выртрӑмӑр, вунпӗр сехет ҫурӑра каллех тӑтӑмӑр.

После завтрака мы, в самом отличном настроении, взяли мой челнок и поехали за реку ловить рыбу, и обед с собой захватили; очень хорошо провели время, осмотрели плот, нашли, что он в полном порядке, и домой вернулись поздно, к самому ужину; смотрим — все ходят такие перепуганные, встревоженные, что совсем ничего не соображают; нам велели, как только мы поужинаем, в ту же минуту идти спать, а почему — не сказали, и про новое письмо — ни слова; да мы и не нуждались, потому что и так все знали не хуже ихнего; а как только мы поднялись на лестницу и тетя Салли повернулась к нам спиной, мы сейчас же юркнули в погреб, к шкафу, нагрузились провизией на целый обед, перенесли все это к себе в комнату и легли, а около половины двенадцатого опять встали.

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпир таврӑнтӑмӑр.

Мы вернулись.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Питера пытарчӗҫ, эпир киле таврӑнтӑмӑр.

Питера похоронили, мы вернулись домой.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Король, герцог, эпӗ сулӑ ҫине таврӑнтӑмӑр, пурте пӗрле каҫхи апат турӑмӑр, унтан, ҫур ҫӗр ҫитеспе, вӗсем пире, Джимпа иксӗмӗре, сулла юхан-шыв варнелле илсе тухса пӗр-икӗ миля хуларан анатарах анма, унтан ӑна ӑҫта та пулин пытарма хушрӗҫ.

Вернувшись с королем и герцогом к себе на плот, мы поужинали все вместе, а потом, около полуночи, они велели нам с Джимом вывести плот на середину реки, спуститься мили на две ниже города и там где-нибудь его спрятать.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпир каялла таврӑнтӑмӑр, кимме кӗрсе ларса, ҫӗр хӑвӑлӗ патнерех ишсе пытӑмӑр, хамӑр япаласене пӗтӗмпех унта йӑтса хӑпартӑмӑр.

Мы вернулись, взяли челнок, подплыли к самой пещере и перетаскали туда все наши вещи.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

…Эпир Сашӑпа иксӗмӗр кая юлса таврӑнтӑмӑр.

…Мы возвращались с Сашей поздно.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир хамӑрӑннисем патне таврӑнтӑмӑр та вилнисене пытарма пикентӗмӗр.

Мы возвратились к своим и стали хоронить убитых.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тепӗр минутран эпир каллех окопа каялла таврӑнтӑмӑр та трофей пуҫтаракансемпе пӗрле ҫул ҫинелле пеме тытӑнтӑмӑр.

Через минуту мы были опять в окопе рядом с трофейщиками и вели огонь по дороге.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир Мускава пилӗк сехет тӗлнелле таврӑнтӑмӑр.

Мы вернулись в Москву к пяти часам.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пӑлхавӑр пӗтрӗ, шуррисене Хура тинӗсе сирпӗтрӗмӗр, эпир каялла таврӑнтӑмӑр.

Кончилась заваруха, поскидали белых в Черное море, повертались мы обратно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ирина Семёновнапа сыв пуллашса Ҫерушсем патне таврӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫак каҫхинех эпир унӑн ялне таврӑнтӑмӑр.

В тот же вечер мы вернулись в его деревню.

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех