Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1945-мӗш ҫул

Пай: Пӗр ҫулпах

Автор: Александр Галкин

Ҫӑлкуҫ: Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫул: 1970; Хушнӑ: 2020.06.28 00:36

Пуплевӗш: 3329; Сӑмах: 23910

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Ну, мӗнле эс? Епле? Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе сана!

Вӑт, эпир тӗл пултӑмӑр та хайхи.

Пӗлнӗ эп кун пек пуласса. Наташа килессе тахҫанах чухланӑ. Эпир ҫапла, хальхи пек, пӗрне-пӗри куҫран пӑхса калаҫасса та малтанах туйнӑ. Пӗлнӗ тетӗн-и? Ҫук, пӗлмен. Манан ҫакӑн пек пултарас килнӗ кӑна.

Акӑ, пӑхатӑп та халь эпӗ ун ҫине — тӗлӗнетӗп: епле вӑл улшӑнса кайнӑ! Пӗрре те хамӑр Мускавра ҫӳренӗ чухнехи пек мар: тӗрекленнӗ, мӑнланнӑ… Медсанбата та вӑл хӑйех килнӗ, халӗ ак, манӑн нарпа юнашар ларать.

— Ахалех васкатӑн эсӗ. Тухтӑр выртма хушать, — тет вӑл мана.

Эппин, тухтӑрсемпе те калаҫма ӗлкӗрнӗ вӑл. Ку мана килӗшет. Анчах эп ӑна халь нимӗн те шарламастӑп. Ӑнланатӑп, чухлатӑп хам нимскер те калама пултарайманнине. Вӑл хӑйех ӑна аван пӗлет, пӗлме тивӗҫлӗ.

— Эп ун чух сан пата пыма тухнӑччӗ, — пӗлтеретӗп ӑна.

Эп ҫакна ҫеҫ астӑватӑп. Унтан эп ӑна Говоров патне пирӗн комбат ҫырнӑ ҫыру пирки, ҫул ҫинче хам, «Семенов хуҫалӑхне» лекес тесе, епле «сасӑлани» ҫинчен, унтан трехтонкӑпа епле силленсе пыни ҫинчен каласа патӑм. Урӑх эпӗ нимӗн те астумастӑп.

— Апла, эс маншӑн… Куратӑн-и, епле эп телейсӗр…

Вӑл сасартӑках тӗксӗмленчӗ, ҫул ҫинче вараланнӑ пӗчӗк аттисем ҫине тинкерчӗ, ҫак самантра тин вара эпӗ вӑл епле ывӑннине туйса илтӗм. Пичӗ шурса кайнӑ унӑн, куҫ айӗсем кӑвакарнӑ, куҫӗсем пачах ҫутӑлмаҫҫӗ. Ӗлӗк апла марччӗ… Ӗлӗк унӑн куҫӗсем мана яланах тӗлӗнтеретчӗҫ — пысӑкчӗ, ялтӑркаччӗ, ятарласах ҫынсене савӑнтарма тунӑ тейӗн.

Тӗрлӗрен сӑн-пит пур ҫут тӗнчере — хитрисем те, хитре маррисем те, хӑйне уйрӑммисем те, уйрӑм маррисем те, анчах эп унӑн сӑн-пичӗ мӗнли пирки пӗр сӑмах та калама пултараймастӑп. Чи малтан — куҫӗсем, унтан — сӑнӗ.

Анчах, куҫӗсем халь унӑн тӗксӗмленнӗ.

— Ывӑннӑ эс, — терӗм эпӗ.

— Ҫук, эп чӑнах та ӑнман этем.

Ма ун пек калать-ха вӑл?

Эпӗ, унӑн тӗксӗм шухӑшне уҫӑлтарса ярас тесе, темскер калама, ӗнентерме тытӑнтӑм. Унтан вара аса илтӗм те:
— Эс куна Геннадий Василич пирки калатӑн-и? — терӗм.

Вӑл чӗнмерӗ. Эп ун ҫинчен аса илнӗшӗн ӑшра хама хам вӑрҫма тытӑнтӑм. Калас теменччӗ вӗт-ха — тухса кайрӗ.

— Ҫук, ун пирки ҫеҫ мар — сӑмах хушрӗ вӑл юлашкинчен. — Калашле, чӑнах та, эп ывӑннӑ пулас. Ӗҫ шутсӑр нумай.

Урӑх вӑл нимӗн те каламарӗ, пӗрмай манран ҫеҫ ыйтрӗ.

Эпир Мускава аса илтӗмӗр, вӑл вара кӑштах уҫӑлнӑ пек пулчӗ. Чӑн та, Мускав ытла инҫе ҫав кунтан.

— Астӑватӑн-и: кайӑксем… йӗри-тавра ҫав тери хитре — пур ҫӗрте те ҫуталса ҫеҫ тӑрать, ҫынсем хаваслӑ, телейлӗ… тусӗсем те хӳхӗм, пурте кулаҫҫӗ… эс вӗсемпе пыран…

Куна эп аса илтертӗм ӑна.

— Астӑватӑп, — хавхаланчӗ вӑл. — Эп халь те хӑш чух, ӗҫсем сахалтарах пулнӑ кунсенче, тӗлӗкре куратӑп вӗсене. Ӗҫ нумайтарах лексен, ӗшеннипе вилнӗ пекех ҫывӑратӑн вара.

— Шыва кӗме, темле тӑрӑшсан та, каяймарӑмӑр. Астӑватӑн-и?

— Мускавран маларах Берлинта кӗрӗпӗр-ха! — йӑл кулчӗ Наташа. Унтан тунсӑхлӑн хушса хучӗ:  — Ҫапах та, ҫут тӗнчере ӑшӑ лайӑхрах… Курӑпӑр-ши ӑна?..

— Хӑҫан пуҫланать татӑклӑ улшӑну?

Иртнӗ каҫсенче те, юлашки кунсенче те тулта вӗҫӗ-хӗррисӗр техника кӗмсӗртетни илтӗнет. Кун пекки вӑл пысӑк наступлени пуҫланас умӗн ҫеҫ пулкалать.

— Ҫак кунсенчех, — терӗ Наташа. — Хӑш кун пулассинех калаймастӑп та, ҫапах хатӗрленеҫҫӗ. Кун пекки пулман-ха ку таранччен.

Ҫук, госпитале кайма килӗшмесӗр тӗрӗс турӑм эпӗ. Ура ман халь ыратмасть те ӗнтӗ. Осколкӑсем пирки калас-тӑк… мӗн вӗсем, ҫемҫе ҫӗре кӑна лекнӗ-иҫ, кансӗрлемеҫҫӗ. Ҫурӑм тӳрлене пуҫларӗ акӑ. Кун пирки тухтӑрсем хӑйсем калаҫҫӗ. Пурӑнма пулать. Контузи те эрне хушшинче иртрӗ: пуҫ ыратни сисӗнмест, хӑлхара шав ҫук, куҫ чиперех курать. Ӗнер тӗрӗслерӗҫ. Ыранах кунтан кӑларса яма ыйтас. Ыран! Паян вара, Наташа тухса кайсанах, эпӗ хутпа кӑранташ илтӗм те ун патне ҫыру ҫырма тытӑнтӑм. Мӗн калама шутланине, анчах калайманнине — йӑлтах. Паян, ӗнер, виҫӗмкун, пӗр ҫул, икӗ ҫул, виҫӗ ҫул каялла шутланине пӗтӗмпех!.. Ан тив — веҫех пӗлтӗр! Вӑл пӗлме тивӗҫлӗ!.. Анчах ҫыртӑм та ҫавӑнтах чӗрсе те тӑкрӑм. Вӑл ытла та айванла, мӗскӗнле пулса тухрӗ манӑн. Ун патне кунашкал ҫыру яма эп ниепле те пултараймастӑп.

* * *

Хӗл — хӗл пек те мар, ҫапах ҫӗр хытӑ шӑннӑ. Витӗрех илнӗ. Ҫӗр нӳрӗ пулчӗ — ҫавӑнпа пулас.

Ҫӗре хай тем тӗрлӗ те вӑрҫа пуҫларӗҫ. Апла та калаҫҫӗ, капла та. Ҫитменнине тата, кӗреҫесӗр пуҫне пирӗн ним те ҫук. Вӗсемпех кӗптӗртеттереҫҫӗ шӑн ҫӗре пурте. Эпир постсем йӗркелесе панӑ фотографсемпе сасӑ разведчикӗсем те чаваҫҫӗ. Эпир те, хамӑрӑн тӗп ӗҫе пӗтернӗ хыҫҫӑн, комдив валли ҫӗрпӳрт тума тытӑнтӑмӑр. Юлашки кунсенче нимӗҫсем самай харсӑрланчӗҫ. Штаб машинине тӳрех снарядпа лектерчӗҫ, юрать-ха никам та вилмен. Фотолаборатори кузовне минӑпа аркатрӗҫ. Кухньӑна та лекрӗ, хуранне тӑшман самолечӗсем пере-пере ала пек шӑтарса пӗтернӗ.

Эпир Гура текен пӗчӗк ял ҫывӑхӗнче аппаланатпӑр. Унта пӗтӗмпе те аллӑ килтен ытла мар. Ҫӗрти-ҫӳлтине асӑнсах ӗҫлетпӗр хамӑр. Ҫур ҫӗр иртни ик сехет ҫурӑччен тапаҫлантӑмӑр. Юлашкинчен, маччине иккӗмӗш хут пӗренесем хурса тухсан, Володя мухтанса илме те ӗлкӗрчӗ.

— Ну, мӗнрен кая, ачасем! — терӗ вӑл. — Хӳхӗм пулчӗ-ҫке!

Ҫӗрпӳрт чӑнах та лайӑх пулса тухрӗ.

Ир еннелле, йӑлт туса пӗтерсен, сывлӑшра «юнкерссем» курӑнса кайрӗҫ. Виҫҫӗн хӑйсем. Пирӗн ҫывӑхра пӗр йӗркеллӗ япала ҫук пулин те (танк колоннисемпе батарейӑсем те курӑнмаҫҫӗ), «юнкерссем» пушанма шутларӗҫ пулас.

— Ним те калаймӑн, хамӑра валли тупӑк вӑйлӑ туса лартрӑмӑр, — шӳтлерӗ Володя, тӗттӗм ҫӗрпӳрте пурте кӗрсе вырнаҫсан.

— Ҫитӗ сана шӑл йӗрме! — ҫилӗллӗн пӳлчӗ ӑна Соколов.

Акӑ, пӗр самолечӗ аялалла чӑмма та тытӑнчӗ. Унӑн чуна ҫӳҫентерекен сасси ҫывхарса, ҫывхарса, килчӗ, унтан сасартӑк пӗр бомба хыҫҫӑн тепри ҫӗр чӗтретсе хаплатрӗҫ те (юрать-ха юнашар мар!), самолет, хӑйӗн сӗмсӗр ӗҫӗпе киленнӗ пек, хӑрушшӑн ӳлесе ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ.

— Ну-ка, пар-ха автоматна!

Комзвод тӗттӗмре мана хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ те автомата хывма тытӑнчӗ.

Фронтра пулнӑ май пирӗнтен нумайӑшӗ нимӗҫ автомачӗсемпе ҫӳре пуҫларӗҫ. Подлесье патӗнчи ҫапӑҫу хыҫҫӑн эпӗ те хам валли автомат тупрӑм. Кун пек хӑтланни закона пӑсни пулать-ха ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпир хамӑра кӗҫ лектереҫҫӗ-и, кӗҫ ҫаклатаҫҫӗ-и тӗсе ҫеҫ пурӑнатпӑр. Анчах ни Соколов, ни Буньков, ни ытти офицерсем, кураҫҫӗ пулин те, кун пирки пире пӗри те асӑрхаттармаҫҫӗ-ха. Дивизи командирӗ Катонин майор та шарламасть. Акӑ, халь Соколов манӑн автомата хывса илчӗ те ҫӗрпӳртрен тухрӗ.

— Тинех ҫаклантӑмӑр, — терӗ чӗмсӗр Макака, анчах калаҫӑва никам та хутшӑнма ӗлкӗреймерӗ. Каллех чуна ҫӳҫентерекен сасӑ ӳлесе анчӗ те умлӑн-хыҫлӑн икӗ хут аҫа ҫапнӑ пек кӗрӗслетрӗ — нимӗн илтӗнми пулса ларчӗ, пуҫри шухӑшсем те самантрах ҫухалчӗҫ. Ҫӗрпӳрт пысӑк хумсем ҫине лекнӗ карап пекех силленсе-сулланса илчӗ.

Макака темшӗн ман ура айне лекрӗ, Саша, аллипе сулса ярса, ман ҫӗлӗке сирпӗнтерсе ячӗ, эп, ӑна тупас тесе, кукленсе лартӑм. Тӗттӗм ҫӗрпӳртре пурте темӗн кӗшӗлтетеҫҫӗ, Шукурбек сасси ҫеҫ пире чарса тӑратрӗ:

— Лейтенант унта вӗт пирӗн! Вӑл унта тухрӗ, хам куртӑм! Епле-ха капла?

Ҫӗрпӳртрен чи малтан Шукурбек сиксе тухрӗ. Унтан Саша, ун хыҫҫӑн эпӗ, ман хыҫран тата тахӑшӗ — тулта тин куртӑмӑр эпир ыттисене. Малтан пирӗн куҫ умне Соколов тухрӗ, унтан аяккалла вӗҫсе каякан «юнкерс» хӳри курӑнчӗ, виҫҫӗмӗш «юнкерсӗ», пирӗнтен пӗр аллӑ метртискер, кунталла чӑмма хатӗрленет иккен. Соколов шӑпах, ҫав ӳлесе ҫывхаракан самолета пеме хатӗрленсе, кӗтсе тӑрать-мӗн. Унччен те пулмасть, автомат шатӑртатса илчӗ. Самолет ҫинелле вӑл шӑпах пӗрремӗш бомба пӑрахнӑ самантра черет кӑларса ячӗ.

— Выртӑр! — хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ Соколов ҫак вӑхӑтра, эпир унчченех ҫӗр ҫумне лӑпчӑннине пӑхмасӑр.

Бомба таҫта юнашарах кӗрӗслетрӗ. Ун хыҫҫӑн тепри шартлатрӗ.

Эпир пуҫсене ҫӗклеме те ӗлкӗреймерӗмӗр, лейтенантӑн хаваслӑ сасси янӑраса кайрӗ. «Ҫунать! Курӑр! Ҫунать!» — терӗ вӑл, ҫӗрелле ӳлесе вирхӗнекен самолет ҫинелле кӑтартса.

«Юнкерс» ҫул хӗрринчен инҫе мар, Иисус Христос кӗлеткиллӗ пӗр пысӑк хӗрес патӗнче ҫӗр ҫине тӑрӑнчӗ. Эпир унталла чупнӑ хушӑра самолет сирпӗнме те ӗлкӗрчӗ, вара самолетпа хӗрес вырӑнне мӑкӑрланакан татӑк-кӗсӗк купи ҫеҫ выртса юлчӗ…

* * *

Ирхине пилӗк сехетре эпир хӑрушла кӗмсӗртетӳпе вӑранса кайрӑмӑр та ыйхӑ тӗлӗшпе тӳрех чӳречесем патнелле ыткӑнтӑмӑр. Ҫӗрчӗтренӳ пуҫланнӑ тейӗн. Тупӑсем пенипе пур ҫӗрте те ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек ялтӑртата-ялтӑртата илет, «катюшӑсен» ҫулӑмлӑ чӗлхисем ҫӗмӗрен пек аяккалла ывтӑнаҫҫӗ, йывӑр бомбардировщиксен сассисем тӳпене ҫураҫҫӗ.

— Наступлени-и ку? Е артподготовка?

— Халлӗхе ҫапӑҫуллӑ разведка ҫеҫ-ха, — пӗлтерчӗ Соколов пире, бинтпа ҫыхнӑ пуҫӗ ҫинчи хӑмӑртарах ҫаврашкана аллипе хупласа. — Артподготовка кайрантарах пуҫланать.

— Тӗлӗнмелле разведка ку! Разведки кунашкал-тӑк, артподготовка мӗнле пулӗ!

— Сасӑ разведчикӗсемпе оптиксем пирӗн координатсем ҫинче нумай «тӗллевсем» тупса панӑ. Комбат сире тав тума хушрӗ, — сӑмах май тенӗ пек хӗпӗртеттерчӗ пире Соколов.

Ҫапӑҫуллӑ разведка пӗр сехете яхӑн пычӗ, вунӑ сехетре вара тӗнче йӑтӑнса аннӑ пекех кӗмсӗртете пуҫларӗ. «Катюшӑсен» вут-ҫулӑмӗ хыҫҫӑн чи йывӑр тупӑсем пеме тытӑнчӗҫ, унтан — мӗнпур пеккисем йӑлтах. Чӳрече кантӑкӗсем, ҫӗрпӳртсен пӗренисем сиксе чӗтреҫҫӗ, йывӑҫсем, хӑраса ӳкнӗ евӗр, хӑйсен ҫинчи юра тӑкаҫҫӗ. Ҫӗр йынӑшса ҫеҫ тӑрать. Кӗҫех тупӑсем тӑшманӑн аякри тылне тӗшӗрме тытӑнчӗҫ. Кӑнтӑрла тӗлнелле танксем тапранса кайрӗҫ. Пӗтӗм ҫул-йӗр куҫать. Хыҫалтарахра тӑракан ҫар чаҫӗсем те хускалчӗҫ. Эпир ҫеҫ нимӗн тумасӑр ларатпӑр: пире ни «малалла» тесе команда паракан ҫук, ни урӑхла приказ паракан тупӑнмасть — кӗскен калас-тӑк, — эпир ҫут тӗнчере ҫук та тейӗн.

Кӗҫех пирӗн яла аманнисене илсе киле пуҫларӗҫ.

— Ну, мӗнле унта? Епле? — тӳрех тӗпчеме тытӑнтӑмӑр эпир.

— Аптрамасть… Пирӗннисем малаллах каяҫҫӗ… Танксем ҫаплах кӗмсӗртетеҫҫӗ те кӗмсӗртетеҫҫӗ.

Вӗсен башнисем ҫинче мӗнле танк колонни пулнине пӗлтерекен паллӑсемпе тӗрлӗрен ҫырусем курӑна-курӑна каяҫҫӗ: «Богодуховец», «Проскурова ирӗке кӑларакансем», «Урал рабочийӗ», «Орел облаҫӗнчи колхозниксенчен», «Ҫӗпӗр ҫыннисем — фронта…» тесе ҫырнӑ вӗсем ҫине.

Эпир тинех татӑклӑ улшӑну ҫакӑ пулнине, мӗншӗн тахҫантанпах хатӗрленнине, мӗншӗн хамӑр кашни кун «ӗҫе» чупнине, пурте чунтан кӗтни шӑпах ҫакӑ пулнине тавҫӑрса илтӗмӗр. Анчах пирӗнтен нихӑшӗ те мӗн пуҫланнине тӗплен пӗлеймест-ха. Пирӗн участокра — Сандомир плацдарминче — ҫеҫ пуҫланчӗ-ши ку наступлени? Е Пӗрремӗш Украина фрончӗ пӗтӗмпех тытӑнчӗ-ши? Тен, мӗнпур фронтсенче пуҫланнӑ?

Кӗҫех хаваслӑ, шавлӑ, хӗрелсе кайнӑ сӑн-питлӗ Буньков вӗҫтерсе ҫитрӗ.

— Каҫхине митинг пулать. Тирпейленӗр кӑштах. Халь сирӗн урӑх ӗҫ ҫук, ҫавӑнпа тыткӑна лекнисене йышӑнмалла пулать. Пӗрремӗш ушкӑн халех килсе ҫитет. Сана, Миша, комдив ӗҫ хушать, пӗлтерчӗ вӑл Соколова, — анчах асту, ан алхас!

Соколов хӗпӗртемерӗ курнать:
— Лайӑхрах кандидатура тупаймарӑр-им? — тесе ҫеҫ хуравларӗ.

Вӗсем тыткӑнрисене ӑҫта тата епле ӑсатмалли ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ. Юнашар яла, хамӑр штаб вырнаҫнӑ ҫӗре ҫитиччен вӗсене пирӗн ӑсатса ямалла. Лерелле хозвзвод тата фотовзвод салтакӗсем ӑсатаҫҫӗ.

Пӗрремӗш ушкӑн валли тухтӑр кирлӗ пулчӗ. Вӗсем тӑваттӑн ҫеҫ — артиллери кисрентернӗ хыҫҫӑн хӑлхасӑрланса ларнӑскерсем, юнланса пӗтнӗскерсем, аран ура ҫинче тӑраҫҫӗ. Сӑмсисемпе хӑлхисенчен юн сӑрхӑнать, шинелӗсем лӳчӗркенчӗк, куҫӗ-пуҫӗсем алчӑраса кайнӑ — вилнӗ ҫынӑнни пек тӗлсӗррӗн пӑхаҫҫӗ.

Саша вӗсемпе нимӗҫле калаҫма хӑтланса пӑхрӗ. Унӑн вара сӑмах суйлама ҫеҫ мар, вӑйпах кӑшкӑрма та лекрӗ, мӗншӗн тесен лешсем илтмеҫҫӗ иккен.

Пӗри ҫеҫ, кӑштах ӑнкараканскер пулас, хаваслӑн пуҫне сулса илчӗ те эпир пӗлекен сӑмахсемпе:
— Гитлер капут! Сталин — гут! — терӗ.

Ытти нимӗҫсем те ун хыҫҫӑн темскер калаҫрӗҫ, анчах эп вӗсене ӑнланаймарӑм.

— Мӗн теҫҫӗ вӗсем? — ыйтрӑм эпӗ Сашӑран.

Тӗлӗнмелле: нимӗҫ чӗлхине эпир миҫе ҫул шӗкӗлчемен-ши шкулта, манӑн унпала отметкӑсем те чиперехчӗ: артиклсене пӑхмасӑр пӗлеттӗм, пӑхмасӑр сӑвӑсем калаттӑм («Айн меннляйн штеет им вальде, ганц штиль унд штум…»), анчах эп калаҫас ҫӗрти чи ансат сӑмахсемпе те усӑ курма пӗлместӗп иккен. «Гитлер капут!» тенисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ӑнланмастӑп. Шкул ҫеҫ мар — нимӗҫ хӗрарӑмӗ Эмилия Генриховна та мана йӗркеллӗ вӗрентеймен-мӗн.

— Вӗсем, паян мӗн курнине текех турӑ курма ан хуштӑр, теҫҫӗ, — ӑнлантарчӗ мана Саша.

Вӑл куна ҫеҫ мар, урӑххине те пӗлчӗ: тӑваттӑшӗнчен пӗри Балтика хӗрринчен иккен, тепри — австриец.

Пӗрремӗш ушкӑна Саша илсе кайрӗ, ӑна Макака пулӑшма пулчӗ.

— Атя пӗрле кайӑпӑр? — терӗ вӑл хӑюсӑртараххӑн.

Унӑн Сашӑна пӗччен ярас килмерӗ пулмалла. Иккӗмӗш ушкӑн пысӑкрах пулчӗ — ҫичӗ ҫын. Вӗсем килнӗ-килменех виҫҫӗмӗш ушкӑн та ҫитрӗ. Кунта — улттӑн. Калаҫса тӑма вӑхӑт пулмарӗ. Икӗ нимӗҫне, аманнисене, вӑр-вар ҫыхса ячӗҫ те, эпир вара вӗсене Макакӑпа иксӗмӗр штаба илсе кайрӑмӑр.

Макакӑпа иксӗмӗр юнашар пынӑ чух пире Паташонпа Пат теме пулать. Тыткӑнри нимӗҫсем ҫумӗнче те вӑл улӑпла курӑнмасть-мӗн. Карабинне хатӗр тытнӑ та, кускалать анчах: е мала иртет вӑл, е кая юлать. Хӑш-пӗр нимӗҫӗсем уксахлаҫҫӗ, иккӗшӗ атӑ-пушмаксӑрах, урисем вӗсен юнланса пӗтнӗ, тепри — пурттенккепе. Эпӗ аякран утса пыратӑп.

Тыткӑнрисем хӑйсене лӑпкӑ тытаҫҫӗ-ха, йӑлтах итлеҫҫӗ. Кая юлаканнине хӑйсемех васкатаҫҫӗ. Штаба ҫитиччен тепӗр виҫӗ ҫухрӑм анчах юлчӗ — инҫех мар темелле… Ҫырма-ҫатра нумаййи, ҫул ытла пӑрланса-якалса ларни ҫеҫ кансӗртерех. Эпир васкамасӑр, хуллен пыратпӑр. Ҫитменнине ура та манӑн уксахлать-ха.

Пӗр пысӑках мар раща тӗлӗнче, ҫул сасартӑк сылтӑмалла пӑрӑннӑ ҫӗрте, эпир кӑштах чарӑнса тӑтӑмӑр. Пӗр нимӗҫӗ, йывӑҫ тункатинчен такӑнса, шуҫса ӳкрӗ, тепри ҫав вӑхӑтра хӑйӗн пӗртен-пӗр йӗпе пурттенккине тӳрлетме тӑчӗ.

Ҫавсене кӗтнӗ вӑхӑтра Макака ман пата пычӗ: — Айванла ҫапах та вӗсен чӗлхине пӗлменни, — терӗ вӑл. — Калаҫса пӑхни пӑсман пулӗччӗ. Ҫапла-и?

Ҫак самантра ращаран пӗр офицер тухрӗ. Унӑн чинне эпир уйӑрса илме пултараймарӑмӑр, мӗншӗн тесен вӑл телогрейкӑпа кӑна. Анчах ҫӗлӗкӗ, гимнастерки, галифи тӑрӑх эпир вӑл офицер пулнине аякранах куртӑмӑр.

— Камсем эсир? Ӑҫта каятӑр? — ыйтрӗ вӑл тӳрех ҫиллессӗн, пистолетне ҫавӑркаласа.

Эпир каласа пӑтӑмӑр.

— Эп вӗсене штаба хам ҫитеретӗп, эсир тепӗр ушкӑн патне каялла таврӑнӑр! — хушрӗ вӑл пире, хирӗҫлеме май ҫук сасӑпа.

Эпӗ, ним тума аптӑраса, Витя ҫине пӑхса илтӗм. Вӑл та юпа пек хытса тӑнӑ-мӗн.

— Пултараймастпӑр эпир ун пек хӑтланма, — терӗм эпӗ ӑна иккӗленерех. — Вӗсене штаба пирӗн ҫитерес пулать, эсир…

— Лӗпӗртетсе ан тӑнӑ пултӑр! Калаҫҫӗ-тӗк сире — пурнӑҫлӑр! Унсӑр йытта персе пӑрахнӑ пек персе пӑрахатӑп…

Нимӗҫсем, пирӗн пекех, ним тума аптӑраса тӑраҫҫӗ. Ҫак самантра вара пачах кӗтмен инкек сиксе тухрӗ — офицер тӳрех Макакӑна тӗллесе печӗ те хӑй ҫавӑнтах:
— Лауфен, эзель! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Эпӗ мӗн пулса иртнине сасартӑках ӑнланса та илеймерӗм. Унӑн сӑмаххисене те, вӑл мӗншӗн нимӗҫле кӑшкӑрнине те ӑнкараймарӑм, аяккалла сиксе ӳкрӗм те икӗ хутчен сывлӑшалла персе ятӑм. Пирӗн тыткӑнрисем вырӑнтах тӑраҫҫӗ-ха, вӗсенчен нихӑшӗ те тарма шухӑшламарӗ курнать. Офицер вара пачах урӑхла хӑтланчӗ, вӑл раща хӗррине чупса ҫитрӗ те, йывӑҫ хӳттине кукленсе ларса, мана тӗлле пуҫларӗ. Пуля юнашарах шӑхӑрса иртрӗ. Ҫав самантра пӗр нимӗҫӗ офицер патнелле: «Герр оффициер!» — тесе хирӗҫ чупрӗ, анчах темиҫе утӑм тусанах, ҫавапа ҫулнӑ пек ҫӗре ӳпӗнчӗ. Макакӑна хытах амантнӑ пулмалла, вӑл ҫаплах выртать, анчах эп ун патне пыма пултараймастӑп-ха. Йывӑҫ ҫинелле тепре персе ярсан, унта офицер ҫуккине эпӗ ҫийӗнчех ӑнлантӑм. Вара ним шутласа тӑмасӑр унталла — йывӑҫсем хушшинелле — граната ывӑтрӑм. Кӗҫех унтан айлатнӑ сасӑ илтӗнчӗ. Эпӗ нимӗҫсем ҫинчен манса кайсах (Ухмах! Вӗсем мана ҫара алпах ярса илме пултарнӑ-ҫке!) раща патнелле ыткӑнтӑм. Офицер юнлӑ питне аллисемпе пӑчӑртанӑ та, хӑрушшӑн ахлатса-йынӑшса, ҫӗр ҫинче йӑванать кӑна. Куҫне лекнӗ-ши осколок, е питне — паллӑ мар.

Эпӗ, аманнӑ Макака ҫинчен аса илсе, каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм. Ун патӗнче икӗ нимӗҫ темӗн аппаланаҫҫӗ. Вӗсем Макакӑна ҫӗклесе тӑратасшӑн пулас. Ыттисем ҫул ҫинчех тӑраҫҫӗ.

— Ну, мӗнле, Макака? Мӗнле? — шинельне вӑр-вар хыврӑм эп унӑнне.

— Аптӑрамасть, — терӗ вӑл, аякне пӑчӑртаса тытса. — Тарӑнах мар шӑйӑрнӑ пулас. Эс пистолетне, пистолетне ил унӑнне!..

Эп офицер патне каялла таврӑннӑ ҫӗре вӑл кӑшкӑрма та, йӑванма та пӑрахнӑ. Аллисемпе юнлӑ питне хупланӑ та йывӑррӑн сывла-сывла йынӑшать кӑна. Пистолечӗ юнашар выртать. Эп ӑна, курокне асӑрхамасӑр тӗртесрен шикленсе, хуллен алла илтӗм. Пурнӑҫра пӗрремӗш хут пистолет тытса куратӑп-ҫке-ха!

Мӗн тумалла ӗнтӗ халь? Витя аманнӑ. Тыткӑнрисенчен пӗри вилнӗ. Вуниккӗшӗ ҫаплах тӑраҫҫӗ-ха. Тата ку офицер. Кам вӑл? Пирӗн офицер тумне тӑхӑннӑ фриц-ши? Тен, разведчик, тен, бандеровец? Вӑл чӗрӗ-ха, эппин, ӑна та штаба ҫитермелле пулать.

Штаба ҫитме хамӑр взвода каялла таврӑнассинчен ҫывӑхрах.

Макака аран-аран ура ҫине тӑчӗ.

— Кайрӑмӑр! — терӗ вӑл хуллен.

— Ӑҫта каян эс капла?

— Кайрӑмӑр, кайрӑмӑр! Утма пултаратӑп-ха эпӗ, — пӑшӑлтатрӗ вӑл кӑвакарса кайнӑ тутисене хускаткаласа. Пичӗ-куҫӗ хӑйӗн шурсах кайнӑ.

Эпир камӑн мӗн тумаллине — пӗрисен вилнӗ нимӗҫе ҫӗклемелле, теприсен ращара йынӑшса выртакан офицера ҫавӑтмалла, виҫҫӗмӗшсен Витьӑна пулӑшмалла, — ӑнлантарса та пӗтереймерӗмӗр, пирӗн пата Саша ҫитрӗ. Вӑл штабран таврӑнать те иккен.

— Нивушлӗ эсӗ те ҫак ҫулпах илсе кайрӑн нимӗҫсене? — ыйтрӑм эпӗ, хамӑрӑн епле инкек сиксе тухни ҫинчен каласа панӑ май.

— Ҫак ҫулпах. Нимӗн те пулмарӗ, — хуравларӗ Саша.

— Юрать-ха кунашкал нимӗҫӗсем ҫакланчӗҫ — лӑпкӑскерсем, — пӑшӑлтатрӗ Макака. — Вӑл вӗсене, нимӗҫле кӑшкӑрса, тарма хушрӗ пулмалла, вӗсем ав вырӑнтан та хускалмарӗҫ…

Саша пӗр нимӗҫӗнчен темӗн ыйтрӗ те, лешӗ ӑна пуҫне сула-сулах ӑнлантарма пикенчӗ:
— Лауфен, эзель! Лауфень, эзель! — терӗ вӑл.

«Чупӑр, ашаксем!» — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл вӗсене, — ҫийӗнчех куҫарса пачӗ пире Саша нимӗҫ сӑмахӗсене. — Палла ӗнтӗ е власовец, е бандеровец вӑл.

Ҫур сехетрен эпир аранах штаба ҫитрӗмӗр. Тыткӑнрисене штабра хӑварса, Макакӑна медсанбата ӑсатрӑмӑр.

Аманнӑ офицера пӑхма Катонин майор хӑй кӗчӗ.

— Юрӗ, тӗрӗслӗпӗр. Эсир вара, — пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ вӑл, — манӑн «газикпа» вӗҫтерӗр хӑвӑр патӑра. Соколов лейтенанта калӑр, ҫичӗ сехет валли пурне те кунта илсе килтӗр. Митинг пулать.

Каҫала енне эпир штаба ҫитрӗмӗр. Ял урамне пӗтӗм дивизион тӑрса тухнӑ. Ялав вӗлкӗшет. Пирӗн хушӑра халь ӗнтӗ фотовзвод командирӗ Фекличев кӗҫӗн лейтенант ҫук. Вӑл хамӑр минӑсем айне лексе вилнӗ иккен. Госпитале ӑсатнӑ Макака та ҫук. Тата…

— Паян пирӗн фронтра чи татӑклӑ наступлени пуҫланчӗ, — терӗ майор. — Корпус командирӗ мана ҫак наступление лайӑх йӗркелеме пулӑшнӑшӑн сире, боецсене, сержантсене, старшинасемпе офицерсене тав тума хушрӗ!

— Совет Союзӗшӗн кӗрешме яланах хатӗр! — пурте пӗр харӑс ответлерӗмӗр эпир.

* * *

Астумастӑп эп. Юлашки хут радио итленӗренпе вӑхӑт мӗн чухлӗ иртнине.

Сасартӑк радио калаҫа пуҫларӗ. Мускавран. Мӗнлерех передача тата! Шӑпах пирен фронт пирки!

«Совет Информбюро пӗлтерӗвӗнчен, — илтрӗмӗр эпир тахҫантанпах илтмен Левитан сассине. — Январӗн 13-мӗшӗнчи Оперативлӑ сводка. Пӗрремӗш Украина фрончӗн ҫарӗсем, авиаци пулӑшӑвне сирсе тӑракан начар ҫанталӑка пӑхмасӑр, Сандомиртан хӗвеланӑҫнерех наступлени пуҫарса ярса, тӑшманӑн хӗрӗх ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлакан вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ оборонине татса кӗнӗ. Оборонӑна татнӑ ҫӗрте лайӑх йӗркеленӗ артиллери наступленийӗ уйрӑмах пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Икӗ куна пынӑ хаяр ҫапӑҫура пирӗн ҫарсем хӗрӗх ҫухрӑма яхӑн малалла куҫнӑ, татса кӗнӗ фронт сарлакӑшне утмӑл ҫухрӑма яхӑн сарнӑ. Наступлени тунӑ чух тӑшманӑн ҫав тери вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ Шидлув, Стопница, Хмельник, Буско-Здруй (Буск), Висьлица текен пункчӗсене штурмласа ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗр аллӑ яла йышӑннӑ…»

Унтан Левитан Верховнӑй Главнокомандующин приказне вулама тытӑнчӗ. Кунта пирӗн корпус командирӗн тата ҫак корпуса кӗрекен дивизи командирӗн, ҫавнашкалах ытти дивизи командирӗсен ячӗсене те асӑнчӗҫ. Вӑл шутрах Наташа дивизийӗ те пур.

«Паян январӗн 13-мӗшӗнче, — итлерӗмӗр эпир малалла, — ҫирӗм пӗр сехет те вӑтӑр минутра пирӗн ҫӗршыв столици Мускав хамӑрӑн Тӑван ҫӗршывӑмӑр ячӗпе Пӗрремӗш Украина фрончӗн ҫарӗсене нимӗҫ оборонине татнӑ ятпа икҫӗр ҫирӗм тӑватӑ тупӑран ҫирӗм хут персе салют парать…»

Ҫак салютсен кӗрлевне эпир паллах, илтмерӗмӗр. Ҫавӑн пекех январӗн 14-мӗшӗнче Пӗрремӗш, Иккӗмӗш, вӗсем хыҫҫӑнах Виҫҫӗмӗш Белорусси фрончӗсен ҫарӗсем наступленине куҫнине те пӗлмен эпир.

* * *

Вӑрҫӑ пачах эпир шухӑшланӑ япала мар иккен. Тӗрӗссипе вӑл халь пачах урӑхла — пуҫланнӑ чухнехи пек мар. Ун чухнехине эп Мускав ҫывӑхӗнче хӗрӗх пӗрремӗш ҫулта хам пулса курнӑ тӑрӑх аван чухлатӑп. Ку ҫеҫ те мар, ӑна эп июнӗн ҫирӗм иккӗмӗшӗнчен пуҫласах вӑрҫӑ ҫулӗпе утнӑ ҫынсем каласа панинчен те лайӑх пӗлетӗп. Ун ҫинчен, пирешкел темиҫе эрне кӑна мар, виҫӗ ҫул фронтран тухман Наташа каласа панине те илтнӗ эпӗ. Вӑрҫӑ халь ҫӗнтерӳллӗ пырать, ҫавӑнпа хаваслӑ та. Вӑй та, техника та пирӗн халь тӑшманӑннинчен ытларах пулни куҫкӗретех курӑнать, ҫапла вара вӑрҫӑ пӗтесси нумаях та юлманни пуриншӗн те паллӑ. «Берлина ҫитетпӗр» текен лозунг та халь ӗмӗтленнӗ ӗмӗт ҫеҫ мар, вӑл ҫитес вӑхӑтрах пурнӑҫланмалли тӗллев.

Ҫапах та, вӑрҫӑ вӑл — вӑрҫах. Ӑна эпир паттӑрлӑх кӑтартса чапа тухмалли япала тесе шутланӑччӗ ун чух, халь вара ҫак шухӑш пирӗнтен Гороховец лагерӗ пекех инҫетре.

Эпир хамӑр ҫарсем хыҫӗнчен пыратпӑр. Ҫул тӑрӑх тӑршшипех нимӗҫсен техники арканса выртать. Хирсенче те аркатса тӑкнӑ окопсемпе ҫӗрпӳртсем анчах. Чугун ҫул станцийӗсенче ҫунса кӑмрӑкланса кайнӑ эшелонсемпе тӗрлӗрен машинӑсем кӑна тӑраҫҫӗ. Кашни утӑмра тенӗ пекех — ҫӗнӗ вилтӑприсем. Пыратпӑр ҫапла, ҫук «пыратпӑр» тени тӗресех те мар пуль вӑл, эпир хӑш чух вуншар ҫухрӑм малалла сике-сике ӳкетпӗр. Акӑ, кӗҫех эпир пирӗнсӗрех тытса илнӗ Краков хулине ҫитрӗмӗр. Ҫапах та «пыратпӑрах» пуль ҫав, мӗншӗн тесен ӗҫ ҫук пирӗн, пӗртен-пӗр тӗллев те — хамӑр корпусран тӑрса юлас марри ҫеҫ.

Мӗн тӗрлӗ ялав ҫук пуль Краковра! Туллиех ҫакса тултарнӑ! хӗрлисем — пирӗн ӗнтӗ, шурӑпа хӗрлӗлли — поляксен, кунтах тата йӑлт шуррисем те пур. Вӗсене тухса тарма ӗлкӗреймен нимӗҫ ҫыннисем ҫакса янӑ. Хӑш-пӗрисем чӑн-чӑн ялав вырӑнне кантӑксенчен простӑньсем уртнӑ. Вӗсем капла хӑйсем хирӗҫ маррине, кӑмӑлласа йышӑннине кӑтартасшӑн ӗнтӗ. Ку ҫеҫ те мар, Краков мана тата тепӗр савӑнтарупа кӗтсе илчӗ: темиҫе ҫурт ҫинче, урамсем хӗресленнӗ ҫӗрте, «Семенов хуҫалӑхӗ» тесе ҫырнисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Пирӗн дивизион хула хӗррине вырнаҫрӗ.

— Нумая-и?

— Тӑхтӑр! Халех пӗлсе килетӗп… — сӑмах пачӗ пире Буньков аслӑ лейтенант.

Вӑл часах таврӑнчӗ.

— Пушатӑр. Кунтах ҫӗр каҫатпӑр. Пирӗн валли, ав, ҫав ҫурта уйӑрнӑ.

Эп тӳрех поста лекрӗм. Эппин, каҫчен тӑхтамах лекет.

Дежурствӑра тӑнӑ хушӑра Краков урамӗсемпе самоходкӑсем, тупӑсем турттаракан машинӑсемпе танксем, пехотинецсене лартнӑ грузовиксем мӗн чухлӗ иртмерӗҫ пулӗ. Хулана каялла таврӑнакансем те вӗҫӗ-хӗррисӗрех иртеҫҫӗ: хӑшӗсем лашапа, хӑшӗсем ҫуран, теприсем тата ал вӗҫҫӗн тӗртмелли урапасемпе, михӗсемпе, сумкӑсемпе… Хӑш-пӗрисем хаваслӑ, шавлӑ, пирӗн салтаксемпе офицерсене таҫтанах сывлӑх сунаҫҫӗ. Теприсем тӗксӗм, ҫиллес, виҫҫӗмӗшсемшӗн пулсан, хуть паян тӗнче йӑтӑнса антӑр — хӑнт та мар. Чылайӑшӗсем ачисене чӗркесе йӑтнӑ, бинтпа ҫыхнисем те курӑнкалаҫҫӗ. Ачанни пек сӑн-питлӗ пӗр хыткан хӗрарӑм пӗчӗк урапапа пӗчӗк тупӑк тӗртсе иртрӗ. Шӑпах ман тӗле ҫитсен чарӑнчӗ те вӑл, тупӑкӗн хупӑлчине ҫӗклесе пӑхрӗ, вара, лӑпланнӑ пек пулса, малалла уҫӑмлӑн утрӗ. Вӑл ачине тӑван вырӑнта пытарасшӑн пулас…

Дежурство хыҫҫӑн эпӗ Наташӑна шырама тухса чупрӑм. Пӗр площадьре, хулашӑн ҫапӑҫса вилнӗ Совет салтакӗсене пытарнӑ вилтӑпри патӗнче, ачасем выляҫҫӗ, унтах шурӑ-хура тумлӑ манашкӑсем калаҫса тӑраҫҫӗ, вӗсемпе юнашар тӑракан шурӑ ҫӳҫлӗ старик кӗлтунӑ май пӗрмай «Матка боска» тесе мӑкӑртатать.

Мана дивизи политпайӗнче ӗҫлекен хӗрсем пурӑнакан ҫурт тӗлне кӑтартса ячӗҫ.

— Тухса кайман пулсан, кунтах пуль… Анчах эпир пуҫтарӑнатпӑр ав, — асӑрхаттарчӗҫ мана.

Эпӗ васкасах ҫурта ҫитсе кӗтӗм. Мана пӗр аллӑсенчи старик алӑк уҫса кӗртрӗ. Хӑй вырӑсла чиперех калаҫать.

— Салам! — терӗ вӑл йӑвашшӑн. — Шӑпах кунта пурӑнчӗҫ вӗсем. Пит лайӑх хӗрсем! Иван, красноармеец господина пукан пар-ха.

Юнашар пӳлӗмрен пусмӑрласа ҫитернӗ сӑнлӑ пӗр йӗкӗт тухрӗ те, пӗр чӗнмесӗр мана пукан лартса пачӗ.

— Чылай пулать-и вӗсем кайни? — ыйтрӑм эпӗ тепӗр хут.

— Пӗр сехет иртрӗ пуль ӗнтӗ, — тавӑрчӗ хуҫа. — Ҫапах та ларӑр, эсир, ларӑр! Тен, апатланма, пӗрер черкке сыпма кӑмӑлӑр пулӗ?

— Ҫук, ҫук. Ку кам тата сирӗн? — интереслентӗм эпӗ, темӗн кӗтсе тӑракан йӗкӗт ҫине кӑтартса.

— О! Ку вал манӑн работник. Питӗ лайӑх йӗкӗт! — терӗ хуҫа. — Мӗскер эс, Иван, красноармеец господина сывлӑх сунмарӑн?

Иван темӗнле, ахаль ҫынсем пек мар сывлӑх сунчӗ:
— Дзень добра! — терӗ вӑл, пуҫне тайса.

Эп лайӑххӑн тӗлӗнсе те пӗтереймерӗм — Володя чупса кӗчӗ:

— Эп сана шыратӑп, ӑҫта кӑна ҫитмерӗм пуль! Пуҫтарӑнма команда пачӗҫ. Атя, чупар хӑвӑртрах!

Ҫул, ҫул, ҫул. Тап-такӑр, тӑршшӗпех — асфальт. Вӑл уйсем урлӑ, парксемпе вӑрмансем витӗр, авалхи замоксемпе хальхи виллӑсем умӗпе, садсемпе ялсем хӗррипе иртет. Ялӗсем пурте тенӗ пекех ҫултан аякрарахра пытанса лараҫҫӗ. Пытанса лараҫҫӗ тени тӗрӗсех те мар-ха халь, мӗншӗн тесен йывӑҫсем ҫап-ҫарах, ҫавӑнпа юр та — юр-и ку? — ним те тӑваймасть. Юрӗ вара, чӑнах та, ҫукпа пӗрех. Вӑл канавсемпе лупашкасенче ирӗлсе выртать, кӗпер айӗсенче кӑштах пур, йывӑҫ вуллисем айӗнче кӑшт-кашт курӑнкалать.

Ялӗсем самаях чухӑн вара. Куна ҫул ҫинчен пӑхкаласа илнипех асӑрхама пулать. Ҫапах пурӑнаҫҫӗ-ха унта. Хӑш-пӗр мӑрьесенчен тӗтӗм тухкалать. Унта-кунта пӗчченшер ҫынсем курӑнкалаҫҫӗ. Хушӑран ӗне макӑрни илтӗнет…

Ҫул хӗрринче пурнӑҫ ҫук пекех туйӑнать. Шӑп. Уйрӑм ҫуртсемпе виллӑсем те, садсемпе парксем те, тенниспа волейбол площадкисем те шӑпӑртах. Вӗсем, хитрескерсем, ӳкерчӗк ҫинчи пӗк курӑнаҫҫӗ. Ҫурма хӗрлӗ-ҫурма шурӑ ялавсем те, (йӗрки пултӑр тесе, кӑларса ҫакнӑскерсем-ши?) пӗртте вӗлкӗшмеҫҫӗ. Ҫил пачах ҫук. Тӗтреллӗ. Ҫула та тӗтре хупланӑ.

Ҫулӗ вара пуш-пушах. Пирӗн дивизион пӗр чарӑнмасӑр малалла вӗҫтерет. Малта Катонинӑн «газикӗ» пырать, ун хыҫҫӑн — ыттисем: штабпа сасӑ разведчикӗсен, топографсемпе фотографсен хупӑ машинӗсем, унтан — хозвзвод грузовикӗсем. Ҫӗмӗрӗлнӗ машинӑсене юсама ӗлкӗрнӗ. Йӗпе те тикӗс асфальт тӑрӑх шӑхӑрса кӑна пыраҫҫӗ скатсем. Моторсем кӗрлеҫҫӗ. Краков — тахҫанах хыҫалта. Унтан тухнӑранпа икӗ сехет те ҫитрӗ ӗнтӗ, виҫҫӗмӗш ҫине кайрӗ…

…Пирӗн машина пиллӗкмӗш пырать. Сасартӑк чарӑнчӗҫ. Малти машинӑсен тормозӗсем хыттӑн ҫухӑрса илчӗҫ. Ӑнланмалла мар кӑшкӑрашнисем, умлӑ-хыҫлӑ кӗрӗслетнисем илтӗнчӗҫ. Минӑсем ҫурӑлаҫҫӗ пулас.

— Оборонӑна хатӗрленӗр!

Ку Соколов комвзвод сасси пулчӗ.

Эпир машинӑран сиксе тухрӑмӑр та бетон кӗпер ҫывӑхнерехри ҫӳллӗ ҫул хӗррине выртрӑмӑр.

Леш енче, пире хирӗҫре, пӗчӗк вӑрман пур, унтах завод мӑрйи курӑнать. Унтан переҫҫӗ имӗш.

— Шестистволка. Пӗрре кӑна та мар тата, — терӗ Соколов. — Халех ӑнкарӑп… Виҫҫӗ пулас.

Пирӗннисем пурте ҫул хӗррине выртса тухнӑ ӗнтӗ. Пушӑ машинӑсем ҫеҫ ҫул ҫинче тӑраҫҫӗ. Вӗсен ниҫта та пытанмалли ҫук. Минӑсем юнашарах ҫурӑла пуҫларӗҫ. Эпӗ машинӑсем ҫине, тӗрӗсрех каласан, вӗсен ураписем ҫине пӑхрӑм. Мина пирӗн пата ҫитеймерӗ, аякрарахра ҫурӑлчӗ. Тепре печӗҫ, кӳ та ҫитеймерӗ. Виҫҫӗмӗшӗ иртсе кайрӗ. Вӑл кӗпере лекрӗ, асфальт тӗпренчӗкӗсем пирӗн пата ҫитиех сирпӗнчӗҫ.

— Мӗскер йӑраланаҫҫӗ вӗсем унта? — тарӑхрӗ Соколов. — Хӑвӑртрах!..

Вӑл пирӗнтен пилӗк ҫынна уйӑрса илчӗ те, эпир вара машинӑсем хӳттипе ҫул урлӑ шуса каҫрӑмӑр.

— Гранатӑсем илӗр! Анчах… лайӑхрах пӑхкалӑр! — пӑшӑлтатрӗ лейтенант. — Пуҫа ҫӗклемесӗр шӑвӑр!

Эпир вӑрман еннелле, завод мӑрйи курӑннӑ ҫӗрелле, шума тытӑнтӑмӑр.

«Шӑвӑр!» Соколов яланах «шӑвӑр» тет, ытти офицерсем пек «по-пластунски» темест.

— Эх, манӑн гранатӑсем ҫук вӗт, — мӑкӑртатрӗ юнашар шӑвакан Володя. — Мӗн тӑвас?

— Шӑвах, — хуравларӑм эп ӑна. — Мӗнле те пулин майлаштарӑпӑр.

Эпир вӑрмана сылтӑм енчен пӑрӑнса иртрӗмӗр. Йывӑҫсем витӗр завод хӳми тата алӑкӗ курӑнчӗ. Алӑкӗ уҫах. Минометсем таҫта шалта пулас — унтан переҫҫӗ.

Соколов виҫӗ гранатӑна пӗрлештерсе ҫыхрӗ.

— Хӳме патне ҫитсенех эсир мана улӑхма пулӑшӑр, — хушрӗ вӑл.

— Мӗншӗн сире? Эсир ахаль те аманнӑ… — ӑнланаймарӗ Саша. — Эпӗ… эпир те пултаратпӑр…

— Ан калаҫ! — пӳлчӗ ӑна Соколов. — Каланӑ сире… Мана пулӑшӑр.

— Пирӗннисем, курӑр-ха, пирӗннисем! — кӑшкӑрса ячӗ Володя.

— Шӑпрах эс! — чарчӗ ӑна комвзвод. — Хам та чиперех куратӑп…

Хӳме патнелле тепӗр енчен сасӑ разведчикӗсем шӑваҫҫӗ иккен. Вӗсем хушшинче темшӗн Буньков та пур. Хӳме ҫывӑхнех ҫитнӗ хӑйсем.

— Хӑвӑртрах! — васкатрӗ пире Соколов.

Минометсем ҫаплах переҫҫӗ-ха. Вӗсен хӑрушла сассисем пуҫ ҫинчех илтӗнеҫҫӗ, ҫурӑласса вара таҫта аякра-аякра ҫурӑлнӑ пек туйӑнать. Анчах туйӑнать ҫеҫ вӑл. Нимӗҫсем пирӗн ҫул ҫинчи машинӑсене переҫҫӗ. Ҫулӗ вара, йывӑҫ вуллисем витӗр курӑнмасть пулин те, юнашарах.

Эпир хӳме патнех шуса ҫитрӗмӗр. Уй ҫине хӑпарма харӑсах икӗ ҫынна — Соколовпа Сашӑна — пулӑшрӑмӑр. Леш алӑк патӗнчи хӳме ҫине Буньковпа тепӗр икӗ салтак хӑпарчӗ. Самантрах гранатӑсем ывтӑнчӗҫ.

— Халь — алӑк патне! — кӑшкӑрчӗ хӳме ҫинченех Соколов. — Хӑвӑрт!

Эпир алӑк патнелле ыткӑнтӑмӑр.

Минометсем арканнӑ та иккен. Вӗсем патӗнче — вилесем: пӗрре, иккӗ… Пиллӗк пулас. Штаб начальникӗпе пирӗн комбат виҫӗ нимӗҫӗнне самантрах хӗҫ-пӑшалӗсене туртса илчӗҫ.

Пӗр нимӗҫӗ ҫаплах хирӗҫ тӑрасшӑн, ухмаха ернӗ пек кӑшкӑрать.

— Мӗн кирлӗ ӑна? — ыйтрӑм эпӗ.

— Ну юрӗ, юрӗ, ҫитӗ. Лӑплан, — терӗ Буньков нимӗҫе лӑплантарса. — Илсе кайӑр вӗсене. — Вӑл пирӗн ҫине хавассӑн пӑхрӗ. — Нервисене тытаймасть тата! Сутрӗҫ пире тесе кӑшкӑрать…

Тата тӑватӑ талӑк ҫул ҫинче иртрӗ. Пӗрер-икшер сехетлӗхе чарӑнса тӑратпӑр та каллех малалла, анӑҫалла вӗҫтеретпӗр. Корпус ҫапла пынӑ ҫӗртех ҫапӑҫать, ҫавӑнпа пирӗн пулӑшу кирлӗ те мар пулас вӗсене. Эпир корпусӑн хӳрине ҫеҫ — санбатсене, хозчаҫсене, обозсене — ҫиткелесе пыратпӑр. Штаб та халь пирӗнтен инҫетре — малта.

Ҫывӑрмасӑр тенӗ пек темиҫе каҫ ҫапла пынӑ хыҫҫӑн Берут Старый текен хулара чарӑнса тӑтӑмӑр. Пур ҫӗрте те тин кӑна иртнӗ ҫапӑҫу йӗрӗсем. Хула ҫыннисем магазинсенчен — апат-ҫимӗҫ, япаласем, пушӑ хваттерсенчен сӗтел-пукан йӑтаҫҫӗ.

— Паян тӑраничченех ҫывӑратпӑр пуль-ха, — терӗ Буньков комбат. — Тупӑр лайӑхрах ҫурт. Вырнаҫӑр.

— Эпир — Саша, Володя, эпӗ — пӗр ҫурта кӗтӗмӗр. Хваттерӗ таса, аван. Стена ҫинче — Ленин портречӗ! Пире икӗ хӗрарӑм, тепӗр ҫамрӑк йӗкӗт, пирӗнтен кӑшт аслӑрах пулӗ, кӗтсе илчӗҫ.

— Атьӑр кунтан, — васкатрӗ пире Саша. — Луччӑ пӗр-пӗр пушӑ хваттер тупӑпӑр.

Хваттер хуҫисем пире чунтанах юлма ыйтрӗҫ.

— Ҫапах та ӑҫтан лекнӗ ку портрет сирӗн патӑра? — ыйтрӑм эпӗ.

Ҫамрӑк йӗкӗт хӗрсех полякла ӑнлантарма пикенчӗ.

— Мӗскер? Мӗскер?! — ӑнланмарӗ Володя.

Эпӗ кӑштах ӑнлантӑм:

— Ашшӗн пулнӑ тет вӑл, халь хӑй ҫук, ӑна нимӗҫсем тытса кайнӑ, — ӑнлантартӑм эпӗ юлташсене.

— Вӑт, ку ҫын! — терӗ Саша. — Атьӑр кунта ҫывӑратпӑр!

Хамӑрӑннисем патне ҫитсе хваттер тупни пирки пӗлтерме те ӗлкӗреймерӗмӗр, «Машина ҫине!» текен команда пулни ҫинчен илтрӗмӗр.

— Пурте сыхӑ пулӑр, — асӑрхаттарчӗ Катонин майор, эпир машинӑсем ҫине вырнаҫсан. — Патронсем, гранатӑсем хатӗр пулччӑр.

— Ну, славянсем, хӑҫан та пулин ҫывӑрӑпӑр-ха, халь ытла ан хурланӑр. Пӗтӗм ырлӑх — малта, — шӳтлерӗ Буньков. Унтан Соколов лейтенант ҫине пӑхрӗ те: — Мӗнле, Миша, тӗрес-и? — терӗ.

— Тӗрӗс, — килӗшрӗ лешӗ.

Юлашки вӑхӑтра лейтенант кӑштах хаваслӑрах ҫӳре пуҫларӗ. Тӗрӗсрех каласан — наступлени тума пуҫланӑранпа. Эпир ним ӗҫлемесӗр машинӑсем ҫинче хантӑртатса пыни те кӑмӑлне пӑсмасть халь унӑнне. Мӗскер пулса иртет ун чунӗнче — эпир пӗлейместпӗр-ха.

Пирӗн машинӑсем Берут Старый текен хуларан тухсан, ирӗклӗ ҫулпа темӗнле вӑрманалла ҫул тытрӗҫ. Вӑрманӗ ку пысӑк, чӑн-чӑнниех, ҫул хӗррине лартса тунӑ пекки мар. Инҫетре тупӑ сассисем кӗмсӗртетни илтӗнет. Ракетӑсем ялтӑртата-ялтӑртата илеҫҫӗ, пульӑсем вутлӑ йӗр хӑварса вӗҫеҫҫӗ. Ир ҫывхарса килет.

— Итлӗр-ха, чутах манса кайман эп сире калама, — Сашӑпа иксӗмӗрӗн хушаматсене асӑнчӗ Соколов, пирӗнпе пӗрле ларса пыраканскер. — Леш, эсир персе ӳкернӗ «офицер» власовец пулнӑ иккен. Германие ҫитме ӗмӗтленнӗ. Тӗрӗс тунӑ эсир, ҫухалса кайман.

— Тахҫантанпах калатӑп вӗт эп сире, лейтенант юлташ, вӗсем ӑмӑрткайӑксем тесе, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Володя.

Эп чӗнмерӗм. Саша та шарламарӗ, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтра вӑл унта пулман-ҫке-ха. Тӗрӗссипе калас-тӑк, Макакӑпа иксӗмӗр эпир шӑпах аптӑраса ӳкрӗмӗр те ӗнтӗ, ҫухалса кайрӑмӑр. Юрать-ха нимӗҫӗсем ҫавнашкалскерсем пулчӗҫ, атту лекеттӗмӗр чиперех. Эпӗ ҫак машина ҫинче ларман пулӑттӑм халь, Макака та госпитальте пулас ҫукчӗ. Акӑ, ял курӑнчӗ.

«Ярошевице», — вуларӗ тахӑшӗ сасӑпах юпа ҫине ҫырса ҫапнине.

Шутпа, ҫапӑҫу кунтан инҫех те мар пек туйӑнать. Тупӑсемпе минометсем ухлатни ҫеҫ мар, пулеметсем шатӑртатни те, винтовкӑсемпе пистолетсен сассисем те чиперех илтӗнеҫҫӗ.

Эпир ял хӗрринчи ҫуртсене вырнаҫрӑмӑр. Ял ҫыннисемпе кӳршӗ чаҫри салтаксем каланӑ тӑрӑх, вӑрманта пирӗннисем нимӗҫсен пехота дивизийӗпе арт-полкне, самоходкӑсемпе бронемашинӑсен полкне ҫавӑрса илнӗ имӗш. Анчах нимӗҫсем парӑнасшӑн мар иккен-ха. Ҫавӑнпа пирӗн артиллеристсемпе салтаксем вӗсене аркатса тӑкма шутлаҫҫӗ. Сӑмах май калас-тӑк, пирӗннисем кунта нумай та мар. Тӗп чаҫсем таҫта ҫитиех малалла кайнӑ. Ҫавӑнпа нимӗҫсен группировкине пӗтерес ӗҫе пурин те хутшӑнма тивет иккен — штабра ӗҫлекенсен те, писарьсен те, хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекенсен те, фронт прачечнӑйӗнчи хӗрсен те.

Акӑ, каҫ пулса килчӗ, артиллери ҫаплах пеме чарӑнмасть-ха. Нимӗҫсем те переҫҫӗ. Темиҫе снарядпа мина ял ҫинех ӳксе ҫурӑлчӗҫ. Пирӗн ҫурт умне темӗнле тимӗр муклашки шӑхӑрса килсе ӳкрӗ, вӑл тӑпра ӑшне кӗрсе пытанчӗ.

Эпир приказ пуласса кӗтме тытӑнтӑмӑр.

Тӗттӗмленнӗ ҫӗре перкелешӳ чарӑнчӗ. Ҫавӑнтах приказ пани те илтӗнчӗ:

— Тухӑр!

Кашни взводах хӑйне уйрӑм ӗҫ хушрӗҫ. Ҫавӑрса илнӗ группировка, дивизион командирӗ каланӑ тӑрӑх, пирӗн артиллери вучӗпе самаях анранӑ, халь вара ӑна кӗҫӗрех, сывлӑш ҫавӑрса иличчен пӗтерсе тӑкмалла. Пирӗн взводӑн вӑрмана кӑнтӑр-хӑвеланӑҫ енчен шӑлса пымалла.

Соколов взвода вӑрман патнелле ертсе кайрӗ. Хамӑр пӗри те — эпир саккӑррӑн — чӗнместпӗр, хыттӑн сывлама та шикленетпӗр. Ҫанталӑк тӗксӗм. Уйӑх та ҫук тӳпере, ҫӑлтӑрсем те. Тӗттӗм, йӗп чиксен те куҫ курмасть. Ура айӗнче ҫеҫ типӗ ҫулҫӑсем кӑштӑртатаҫҫӗ, вӗтӗ ҫатракасем хуҫӑлаҫҫӗ, снарядсемпе аманса пӗтнӗ йывӑҫсем, ҫил кашласа иртнӗ май, йывӑррӑн хашлата-хашлата илеҫҫӗ. Вӑрман йӑлт арканнӑ. Пӑхма та шел ӑна — суранлӑскерне, ҫын пек йынӑшаканскерне…

Буньков комбатпа ытти взводсем пирӗнтен инҫе мар, сулахай енче пулма кирлӗ. Эпир цепь вӗҫӗнче пулас. Сасӑ разведчикӗсем, оптика разведчикӗсем, фотографсемпе хуҫалӑх взвочӗ Буньковран сулахайрарах пыма тивӗҫлӗ. Катонин майор ҫавӑнта ӗнтӗ. Эппин, замполит та, штаб начальникӗ те — унта. Катонина эпӗ фронта килнӗренпех пӗлетӗп. Вӑл пӗтӗм операцисене хӑй хутшӑнать. Пӗррехинче замполит ӑна ӳкӗтлеме те хӑтланса пӑхрӗ. Низина ялӗнчех пулчӗ-ха вӑл, штаб патне тӑшманӑн самоходкисем татса тухсан…

— Сирӗн хутшӑнмасан та юратчӗ, Степан Василич… — терӗ вӑл.

— Тӑхта, тӑхта , ан кансӗрле, — пӳлчӗ ӑна Катонин. — Ил-ха, ав, луччӑ икӗ бутылка. Вӑт, вӑт. Эпир ахаль те сахаллӑн.

Майора эпир тахҫантанпах, ҫара илнӗренпех, пӗлетпӗр. Малтан вӑл пирӗн шкул начальникӗччӗ, унтан полк штабӗн начальникӗ пулчӗ. Ун чух вӑл пирӗншӗн начальник кӑначчӗ. Вӑл халь те пирӗн начальникех — пысӑкрах та тата. Вӑл халь дивизион командирӗ, ытти ҫар чаҫӗсем пекех хӑйне уйрӑм, вӗсемпе пӗр тан часть командирӗ, унран пысӑк начальник пирӗн урах ҫук. Халь вара эпир унӑн ҫӗнӗ пахалӑхне асӑрхарӑмӑр: ку вӑл — унӑн хӑюлӑхӗ, пултарулӑхӗ, хастарлӑхӗ…

Эпир ҫаплах вӑрманпа пыратпӑр-ха: эпӗ, манпа юнашар — Саша, темиҫе ҫын урлӑ — Володя, лерелле каллех — пирӗн ачасем.

Шалалла кӗнӗҫемӗн снарядсемпе арканнӑ йывӑҫсем, тарӑн шӑтӑксемпе йывӑҫ хӑйпӑкӗсем ытларах тӗл пула пуҫларӗҫ, тӗттӗм ҫӗрте пӗрин хыҫҫӑн тепри шӑтӑксене йӑванма тытӑнчӗҫ. Эпир автоматсене, карабинсене, противогаз сумкине чикнӗ гранатӑсене хатӗр тытса пыратпӑр. Ҫар саккунӗсене пӑссах противогазсене ҫӗклесе ҫӳреме пӑрахнӑ ӗнтӗ эпир, вӗсем машина ҫинче выртаҫҫӗ. Лайӑх вырӑн тупӑнчӗ унта вӗсем валли — ларкӑч айӗнчи ещӗкре.

Тӗлӗнмелле пулсан та, вӑрман шӑпах тӑрать-ха. Тӗттӗм, пӗр сас-хура та ҫук. Вӑрман чунсӑр тейӗн. Ни этем сасси, ни пӑшал сасси илтӗнмест. Пӗр сехет каялла ҫеҫ вӑл кӗрлесе ҫеҫ тӑратчӗ. Нивушлӗ пирӗн артиллери нимӗҫсен пӗтӗм группировкине аркатса тӑкрӗ пуль? Каланӑ тӑрӑх, сахал мар вӗт-ха унта вӑй: пехота дивизийӗ, артиллери полкӗ, самоходкӑсемпе бронемашинӑсен полкӗ? Ан тив, вӗсем тӗрӗс-тӗкелех мар, самай хавшанӑ тейӗпӗр — нивушлӗ вара нимӗн те юлман вӗсенчен?

Куна, хамӑр ӑшра кӑштах шанатпӑр пулсан та, ӗненме йывӑр-ха. Анчах унка лекнӗ нимӗҫ группировкин шӑпи ӗнтӗ вӗҫленнӗ теме юрать, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн ҫарсен тылне шала тӑрса юлнӑ. Кунта ун валли ниҫтан та пулӑшу ҫук. Ҫапах, тылра пулин те, кашни нимӗҫ — хӑрушлӑх. Унка лекнӗ нимӗҫ пулинчен вилесси ытла та айванла япала вӑл.

— Темле уҫӑмлӑх, — пӑшӑлтатрӗ Саша.

Малта, чӑнах та, уҫӑмлӑх курӑнчӗ. Йывӑҫсем сайралчӗҫ, пирӗн ума шурӑ хир тухрӗ. Нивушлӗ юр? Уҫланкӑ иккен! Пысӑках мар хӑй, анчах снарядсем самай сухаланӑ. Уҫланкӑ варринче тӗтӗмпе хуралса кайнӑ самоходка ларать. Унтан инҫех мар пӗчӗк калибрлӑ тупӑсем кутӑн-пуҫӑн йӑванса выртаҫҫӗ.

— Асӑрханӑр, эп малтан каям, — терӗ комвзвод. Шӑп. Лейтенант кӗҫех пире самоходка патӗнчен ал сулчӗ.

Эпир ун патнелле ыткӑнтӑмӑр. Самоходка, чӑнах та, ҫуннӑскер-мӗн. Хӗресӗ те унӑн кӑшт ҫеҫ палӑрать.

Уҫланкӑран лерелле — каллех вӑрман. Кунта ӑна пушшех аркатса пӗтернӗ, чипер ларакан йывӑҫ ҫукпа пӗрех: нумайӑшӗсем чалӑшса кайнӑ, чылайӑшӗсем ҫурмаран хуҫӑлнӑ, тымарӗ-мӗнӗпе кӑкланнӑ… Хӑрушла ҫил-тӑвӑл хыҫҫӑнхи вӑрманпа пынӑн туйӑнать.

— Кунта хӑвӑртрах утас пулать! — васкатрӗ Соколов.

Хӑрушлӑх кунта чӑнах та курӑнмасть, ҫапах эпир, тӑшман юнашарах пулнӑ пек, йӑпшӑнса ҫеҫ пыратпӑр.

Халь эпир лейтенантпа юнашарах утатпӑр.

— Эсир, лейтенант юлташ, вӑрҫӑ хыҫҫӑн каллех шкула таврӑнатӑр-и е ҫартах юлатӑр? — кӗтмен ҫӗртен нимле мар персе ятӑм эпӗ!

Чӑн та, нимле мар пулчӗ ҫав, айванла. Усал шӑплӑхпа паллӑмарлӑх хӗтӗртрӗҫ пулмалла ӗнтӗ мана ун пек персе яма.

Саша ман шухӑша туйрӗ тейӗн:
— Хӑрушӑ мар-и сана? — терӗ.

— Сана мӗнле? — хуравлас вырӑнне хӑйӗнчен ыйтрӑм эпӗ.

— Кӑштах хӑрушӑ…

— Пӗлместӗп, — ответлерӗм эпӗ.

Комвзвод эп ыйтнине хирӗҫ ним те шарламарӗ, тепӗртакран тин:
— Пӗлместӗп, пӗлместӗп… — тесе хучӗ.

Эпир пӗр нимӗҫ те курмарӑмӑр-ха, анчах сасартӑк сылтӑмра та, сулахайра та, малта та:
— Хенде хох! — тени янӑраса кайрӗ.

— Стой, сволочь! — кӑшкӑрса ячӗ Соколов та, хӑй ҫавӑнтах такама ҫӗре ҫапса йӑвантарчӗ.

Эпир ун патне ыткӑнса пытӑмӑр, унта пӗр нимӗҫ кӑна мар-мӗн — виҫҫӗ. Иккӗшӗ аллисене ҫӗкленӗ, пӗри ҫӗрте выртать. Хӑй ҫаплах пересшӗн хӑтланать, лейтенант вара унӑн автоматне урипе тапса сирпӗтрӗ.

Халь ӗнтӗ йывӑҫсем хыҫӗнчи нимӗҫсем аванах курӑна пуҫларӗҫ. Пӗрисем эпир кӑшкӑрнине илтсенех парӑнчӗҫ, теприсем хирӗҫ тӑма пикенчӗҫ, виҫҫӗмӗшсем — аманнисем — ахлатса-айлатса выртрӗҫ. Тӗттӗмре эпир унта та кунта вилесем ҫине пыра-пыра тӑрӑнтӑмӑр. Вӗсене пытарма та ӗлкӗреймен — чӗррисемпе юнашарах выртаҫҫӗ. Таҫта инҫетре те мар автомат черечӗсем, вырӑсла та нимӗҫле кӑшкӑрнисем, ятлаҫнисем илтӗнеҫҫӗ.

Тыткӑна лекнисене пирӗн ачасем ҫийӗнчех илсе кайса тӑчӗҫ. Ыттисене, хирӗҫ тӑманнисене, пӗр ушкӑна пухрӗҫ.

Володя пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пухнӑ.

— Илсе кай, Протопопов! — хушрӗ комвзвод. — Кусене те ил! Пултаратӑн-и?

— Пултаратӑп! — ҫивӗччӗн ответлерӗ Володя.

Эпир малалла кайрӑмӑр.

Уҫланкӑра темиҫе бронетранспортерпа самоходка тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗр транспортерӗ пирӗн еннелле пулемет кӗпҫине ҫавӑрчӗ.

Уҫланка йӗри-таврах ҫавӑрса илнӗ ӗнтӗ. Кунта тин пирӗн командирсем — икӗ комвзвод, сержант тата Буньков комбат пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗҫ.

— Выртӑр! Гранатӑсем! — хушрӗ комбат.

Бронетранспортер еннелле харӑсах темиҫе граната вирхӗнчӗ. Пӗри юнашар ӳксе ҫурӑлчӗ, тепри сывлӑшрах сирпӗнчӗ, ҫапах машинӑна пурпӗр ҫулӑм хыпса илчӗ. Тахӑшӗ бензобака лектернӗ пулас.

Уҫланкӑра каллех шӑп пулса тӑчӗ.

— Леш тӗнчене ӑсаннӑ, — терӗ Соколов лейтенант.

Вӑл ҫунакан машина ӑшне пӑхма ӗлкӗрнӗ иккен.

Пире хирӗҫ эпир палламан салтаксемпе офицерсем нимӗҫсене илсе килни курӑнчӗ. Икӗ салтак пӗрне, старшинана пулас, ик хулӗнчен тытса йӑтса пыраҫҫӗ.

— Малалла, малалла кайӑр, унта вӗсем туллиех! — терӗҫ вӗсем утнӑ ҫӗртех.

Вӑрман аркатнӑ кӑткӑ йӑви пекех кӗшӗлтетет. Е унта, е кунта кӗсьене чиксе ҫӳремелли хунар ҫутисем вӗлтлетеҫҫӗ. Пирӗн хунар тавраш ҫук, офицерсен ҫеҫ пур вӑл. Анчах Буньковпа Соколов пирӗнпе юнашарах. Вӗсем ҫутатаҫҫӗ те — пире чиперех курӑнать.

Унччен те пулмарӗ, пирӗн ҫывӑхрах темиҫе снаряд ӳксе ҫурӑлчӗҫ. Эпир каллех ҫӗр ҫумне лӑпчӑнтӑмӑр.

— Фауст-патронсем! — кӑшкӑрчӗ Буньков.

Ҫак самантра каллех, каллех кӗрӗслетрӗ. Эпир ҫаплах выртатпӑр-ха йывӑҫ вуллисем хыҫӗнче пытанса. Выртма кансӗр, сивӗ. Ҫӗр нӳрӗ, пылчӑклӑ: шинельсем, шӑлаварсемпе обмоткӑсем витӗр самантрах йӗпе ҫапрӗ. Анчах мӗн ку?

Манӑн ҫурӑм хыҫӗнчех Соколов кӑшкӑрса ячӗ:

— Комбат! Максим!

Эпӗ вӑртах каялла ҫаврӑнтӑм. Буньков кукленсе ларнӑ та темле ахаль чухнехилле мар сулкаланать. Сӑнӗ хӑйӗн курӑнмасть, сулкаланакан кӗлетки ҫеҫ палӑрать.

Соколов — ун патӗнче:
— Мӗн пулчӗ? Мӗн? — тет вӑл.

— Ан шавла, ан шавла, — пӑшӑлтатать Буньков. Унӑн сӑнӗ, Соколов хунарӗпе ҫутатнӑскер, асаплӑн чалӑша-чалӑша илет. Ним тӑвайманнипе тутине ҫыртать вӑл, хӑй ҫаплах: — Ан шавла, Миша… Ан шавла! — тет.

— Килӗр кунта! — чӗнчӗ Соколов, эпир хӑйпе юнашарах тӑратпӑр пулсан та. — Атьӑр, йӑтар пӗрле!

Аран ҫавӑрса хутӑмӑр комбата Соколов шинелӗ ҫине. Хӑй ҫаплах:
— Ан шавла, ан шавла… — тет.

Унӑн кӗлетки, пичӗ-куҫӗ аллисем пӗтӗмпех юнлӑ. Тӗттӗмре вӑл ӑҫтан аманнине те ӑнланма ҫук.

Соколов хӑй вырӑнне аслӑ сержанта помкомвзвода хӑварчӗ, Бунькова вара эпир виҫҫӗн калле ялалла йӑтса кайрӑмӑр.

Самантлӑха комбат тӑн ҫухатнӑ пек пулчӗ, шӑпланчӗ. Эпир ӑна: сывлать-ши ку, тесе тӑнлама пикентӗмӗр. Хамӑр сывламасӑр тӑнласан тин вара ун сывлӑшне уйӑрса илтӗмӗр: аран-аран сывлать иккен вӑл! Анчах ҫак вӑхӑтра вӑл, пире пулӑшас тенӗ пек, куҫне уҫрӗ те кулам пекки туса илчӗ.

Унтан, Соколова курсан, калаҫма хӑтланчӗ.

— Енчен, мӗн те пулин пулчӗ-тӗк… батарейӑна эс ертсе пыран, Миша… Майора эп ун пирки каланӑ ӗнтӗ… Сан алӑра пулать, илтрӗн-и?..

— Илтрӗм, илтрӗм, анчах кирлӗ мара ан калаҫ! — килӗшмерӗ Соколов, йывӑррӑн сывлӑш ҫавӑрса.

Акӑ, эпир яла ҫитрӗмӗр. Кунта халь тыткӑнри нимӗҫсем туллиех. Вӑрмантан вӗсене ушканӗ-ушкӑнӗпе ҫаплах илсе килсе тӑраҫҫӗ.

Эпир халь комбата иккӗн кӑна йӑтса пыратпӑр: Соколов тата эпӗ. Саша комвзвод хушнипе санинструктора шырама чупрӗ.

Бунькова эпир пӗрремӗш ҫуртӑн крыльцине вырттартӑмӑр. Вӑл ҫаплах начар сывлать-ха, шӑлне шатӑртаттарать.

— Ӳпкине лекмен пултӑрах, — терӗ Соколов. — Ӑҫта кайса кӗнӗ вӗсем?

Пирӗн тӗлпе шинеллӗ хӗр чупса иртрӗ. Соколов ӑна асӑрхарӗ те чӗнсе илчӗ:

— Эсир тухтӑр мар-и?

— Ҫук, анчах манӑн пакет пур. Атьӑр ҫыхса ярар, — сӗнчӗ хӗр.

— Наташа!

— Эс те кунта-и? — сасартӑках паллаймарӗ курӑнать вӑл та мана.

Эпир комбат умнелле пӗшкӗнтӗмӗр. Наташа вӑр-вар унӑн гимнастеркипе аялти кӗпине ҫурчӗ:
— Пулӑшӑр, — терӗ вӑл хыпӑнса.

Буньков ахлатать те ахлатать, эпир, ҫыхма меллӗрех пултӑр тесе, ӑна кӑштах ҫӗклерӗмӗр.

— Тӑхта кӑшт, тӑхта, часах пулать, — текелесе Наташа пакета хӑвӑрт салтрӗ те комбат кӑкӑрне чӗрке пуҫларӗ. Халь ӗнтӗ тинех комбат суранӗ курӑнчӗ: осколка, сылтӑм кӑкӑр хӗрринчерехрен кӗрсе, аяк витӗр тухнӑ.

— Ку хӑруш мар, — терӗ Наташа. — Анчах хӑвӑртрах госпитале ӑсатас пулать. Эп медик мар, тен, питех ҫыхаймарӑм та пуль… Эсир те аманнӑ-и? — асӑрхарӗ вӑл Соколовӑн ҫыхнӑ пуҫне.

— Манӑн иртсе кайнӑ ӗнтӗ, тахҫанхиех вӑл, — тавӑрчӗ лейтенант.

Кӗҫех Саша таврӑнчӗ. Унпа пӗрле арҫын санинструктор наҫилкке йӑтса ҫитрӗ.

Вӑрмантан ҫаплах тыткӑна лекнисен ушкӑнӗсем тухаҫҫӗ. Салтаксем, офицерсем, ачасем, стариксем… Ачасемпе стариксем нумайрах, мӗншӗн тесен нимӗҫсем пӑшал тытма пултаракан ҫынсене пурне те хӑйсен ҫарне хӑваласа кайнӑ.

— Эпӗ ак, кунта пурӑнатӑп, — терӗ мана Наташа, эпир Бунькова наҫилкке ҫине вырттарса хӑварнӑ ҫурт еннелле кӑтартса.

* * *

Эпир ир еннелле тин тӗл пултӑмӑр. Черепица витнӗ пысӑках мар ҫурт. Вӑл поляксен ҫуртне мар, ытларах нимӗҫсенне аса илтерет. Ҫакӑнта вырнаҫнӑ та ӗнтӗ Наташа хӑйпе пӗрле политпайра тата штабра ӗҫлекен хӗрсемпе. Малтан вӗсем пурте калаҫрӗҫ (каҫ ытла та хӗрӳ пулчӗ-ҫке-ха), унтан кӗҫех шӑпланчӗҫ.

— Ну, эпир кӑйрӑмӑр… — терӗҫ вара юлашкинчен.

Пурин те ҫывӑрас килет ҫав. Отбой ирхине вунӑ сехетчен кӑна панӑ, халь вӑхӑт, ав, улттӑ ҫине кайма та ӗлкӗрнӗ.

Эп те, каяс тесе, ура ҫине тӑтӑм, анчах мана Наташа чарчӗ:
— Тӑхта! — терӗ вӑл.
— Эпир пӗр ӗмӗр курман вӗт-ха пӗр-пӗрне…

Вӑл пӳрте кӗмелли алӑка та, кухня алӑкне те питӗрчӗ.

— Ма питӗртӗн? — тӗлӗнтӗм эпӗ.

— Уҫӑ алӑкран ҫил те кӗрет… Тем пулас пур…

Эпир кафельпе тунӑ тап-таса та ҫап-ҫутӑ кухньӑра ларатпӑр. Шурӑ шкапра йӗркипех коробкӑсем, вӗсем ҫине нимӗҫле «кӗрпе», «рис», «ҫӑнӑх», «чей», «тӑвар» «пӑрӑҫ», «корица» тесе ҫырнӑ.

Наташа термоспа вӗри шыв илсе кӗчӗ. Эпир ӑна ют чашӑксемпе чейсӗр-мӗнсӗр ӗҫме тытӑнтӑмӑр, мӗншӗн тесен ют ҫӗрте эпир апат-ҫимӗҫ тӗлӗшпе пурте асӑрханатпӑр. Пире пӗр хут ҫеҫ мар асӑрхаттарнӑ ӗнтӗ тарнӑ чух тӑшман ҫимӗҫсене наркӑмӑшласа хӑварни ҫинчен.

— Ӑшӑнас килет, — терӗ Наташа.

Манӑн та ӑшӑнас килет. Ирхине сивӗччӗ, юрлӑччӗ, каҫӗ те ҫӑмӑл пулмарӗ.

Ҫапах та мана ытларах урӑххи кӑсӑклантарчӗ: ҫыру ҫинчен ыйтса пӗлес килчӗ. Эпӗ ун патне ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫыру янӑччӗ-ҫке-ха…

Ҫыру пирки шухӑшланӑ май, пӗлетӗп-и, пӗлместӗп-и тесе, эп ӑна куҫран сӑнарӑм, анчах хам пачах урӑххи ҫинчен ыйтрӑм.

— Кала-ха, мӗнле ҫынсем вӗсем сирӗн Краковри хуҫапа унӑн Иван ятлӑ работникӗ? Эп унта кӗнӗччӗ сана шыраса…

— О, ку вӑл хӑйне кура — истори! — хуравларӗ мана Наташа. — Юрать-ха нумай пурӑнма тӳр килмерӗ ун патӗнче. Киревсӗр этем вӑл. Унӑн ывӑлӗ нимӗҫсен авиацийӗнче ҫапӑҫать. Ҫавӑнпа панӑ ӑна ҫав Ивана. Ачи вӑл Киев ҫывӑхӗнчен. Эпир унран: «Мӗншӗн сире работник панӑ?» — тесе ыйтрӑмӑр та, вӑл пире: «Эп хам ывӑлӑма нимӗҫ ҫарне панӑ, ҫавӑнпа мана работник пама тивӗҫлӗ пулнӑ. Кунта ним пӑсӑкки те ҫук — саккунлах вӑл. Анчах эсир ҫакна шута илӗр: манӑн ывӑл вырӑссене хирӗҫ ҫапӑҫмасть. Вӑл Англи фронтӗнче пурӑнать», — тесе хучӗ. Леш ачи вара, Иван, ытла та мӗскӗнленсе кайнӑ. Эпир ӑна апла та капла та ӑнлантартӑмӑр, санӑн Украинӑна каяс пулать терӗмӗр, вӑл пур, куҫне-пуҫне чарса ҫеҫ тӑрать, нимӗн те чӗнмест. Эпир вара каллех хуҫаран: «Мӗншӗн-ха эсир хӑвӑр нимӗн те тумастӑр, пӗтӗмпех Иван тӑвать?» — терӗмӗр. Вӑл пире: «Иван вӑл ывӑнмасть, ҫамрӑк» — тет. — Тата эп сире каларӑм-ҫке манӑн ывӑл ҫарта, ун вырӑнне работник пулма тивӗҫлӗ тесе», — тет. Вӑт мӗнлерех ӗҫсем.

Наташа кӑштах ӑшӑнчӗ пулас. Пӳрт сивӗ пулин те, вӗри шыв хӑй ӗҫне турӗ-турех. Эпӗ те ӑшӑнтӑм, ҫан-ҫурӑм темле лӑшах пулчӗ. Эпир иксӗмӗр те чӗнместпӗр. Кун пек ларнинчен ырри урӑх нимӗн те ҫук тейӗн. Пӑхатпӑр пӗр-пӗрин ҫине, пӑхатпӑр… Шинельсене хамӑр хулпуҫҫисем ҫине уртнӑ…

Астӑватӑп эпӗ, тахҫан-тахҫан, вӑрҫӑччен, ман ун умӗнче мӑн ҫын пек курӑнас килетчӗ. Ҫавна май эп ӑна анекдот каласа панӑччӗ, вӑл мана ун чух пӗчӗк ачана тӑн панӑ пек тӑн панӑччӗ: «Кирлӗ мар ун пек, тархасшӑн, урӑх ан кала. Килӗшмест мана…» — тенӗччӗ.

Халь вара вӑл манран хӑй ыйтрӗ:

— Каласа пар мӗн те пулин! Эс ҫыратӑн вӗт-ха… — терӗ.

Эп чӗнмерӗм. Нимӗн калама аптӑрарӑм. Тӗрӗссипе калас-тӑк, эп ун ҫинчен юлашки вӑхӑтра пӗр йӗрке те ҫырман. Ун ҫинчен ҫеҫ мар, пачах ҫырман… Ал ҫитмен, вӑхӑт пулман…

— Калас килмест-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Ҫӗнӗрен эп нимӗн те ҫырман, киввине…

— Чӑнах та, эс пачах улшӑннӑ иккен, — терӗ Наташа. — Пачах урӑхла, ӗлӗкхи пек мар… ҫитӗннӗ…

Алӑкран шаккани илтӗнчӗ.

— Урамалла-и? — сиксе тӑтӑм эпӗ.

— Ҫук, кирлӗ мар, эп хамах, — васкарӗ Наташа, вӑр-вар кухньӑран тухса.

— Кам унта? — ыйтрӑм эпӗ, вӑл каялла кӗрсен. Эп ӑна таҫта чӗнсе каясран хӑрарӑм.

— Камӗ-качки… темех мар…

Сасартӑк кухня алӑкне шаккарӗҫ. Тулта тахӑшӗ Наташа хушаматне асӑнчӗ.

— Кӗрт ӗнтӗ уҫса, тархасшӑн. Мӗскер эс мана пӗчӗк ача вырӑнне хуратӑн?

Наташа, хыпӑнса ӳксе, питӗрӗнчӗк алӑк патне чупса пычӗ:

— Каланӑ вӗт-ха эп сире, Георгий Фролович! — терӗ вӑл хыттӑн. — Ҫӗр хут та каланӑ! Епле намӑс мар сире, полковник юлташ… Кун пекех хӑтланатӑр пулсан, паянах Ҫар Совечӗн членне пӗлтеретӗп… Ҫитет!

Тулта вара мӑкӑртатса ятлаҫни, аяккалла кайса пыракан ура сасси илтӗнчӗ.

Наташа сӗтел патне таврӑнчӗ. Эпир пӑшӑрханнипе пӗрне-пӗри нимӗн те чӗнмерӗмӗр.

— Кам вӑл? — чӑтаймарӑм юлашкинчен эпӗ. — Сасси темле палланӑ ҫынӑнни пек туйӑнать.

— Эс ӑна Лежайскра курнӑ, — ответлерӗ Наташа, унтан, кӑшт тӑхтанӑ хыҫҫӑн: — Пытарнӑ чухне… — тесе хушса хучӗ. — Канӑҫ памасть… Йӑлӑхтарса ҫитерчӗ… Тем тумалла, пӗлместӗп… Ҫынни вӑл, ӗҫмен чух чиперех: хастар, ӑслӑ, ӗҫсен вара кашни юбка хыҫҫӑнах чупать… Вӑт, пурӑнатпӑр эпир ҫапла… Ну юрӗ, ҫӑва патне ӑна…

Каллех шӑплантӑмӑр. Эп вӗри шыв ӗҫрӗм, Наташа мана татах тултарса пачӗ, хӑйне валли те ячӗ.

Унтан вӑл пукан ҫине ларчӗ те каллех тӑчӗ, хулпуҫҫийӗ ҫинчен уртнӑ шинельне тӳрлеткелесе ман пата пычӗ.

— Пӗлетӗп эпӗ пӗтӗмпех, ӗненетӗп, — терӗ вӑл хуллен, манӑн пуҫри ҫӗлӗке хывса (епле маннӑ-ха эп ӑна хывма?!), — анчах тӑхта кӑшт. Ан ҫиллен! Тӑхта! Халь мана урӑх эс нимӗн те, нимӗн те ан кала! Юрать-и?

* * *

Сивӗ. Янкӑр кӑвак тӳпери хӗвел сиввӗн ҫутатать. Ҫил витӗрех касать. Февраль январьтен те путсӗртерех килчӗ. Эпир ӗнтӗ — Германире. Тен, чылайлӑха лакса ларнӑран та вӗчӗрхентерет пуль ҫанталӑк пире? Пӗр таттисӗр наступлени тунӑ май пӗрмай малалла, вырӑнтан вырӑна куҫса пыни, ӗнтӗ мӗн Берлина ҫитиех ҫапла каймалла пулать пуль тесе шухӑшлани пире самаях хаваслантарчӗ. Анчах халь акӑ — пыр та пупле… Чарӑнса лартӑмӑр та хускалма та шухӑшламастпӑр. Луччӑ Волаура чарӑнмаллаччӗ. Вӑл, ҫунтарса, аркатса пӗтернӗ пулсан та, ҫапах — хула. Ку мӗн вӑл? Ял кӑна. Эпир ӑна урлӑ та пирлӗ утса тухнӑ ӗнтӗ: пӗр ҫын чунӗ ҫук.

— Юнашарах Одер, тесе калаҫкалаҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӑйпа ҫул уҫма кӗҫех техника ҫитмелли пирки хыпар ҫӳрет. Пирӗн пата йывӑр миномет бригади килмелле.

Каҫсерен эпир Соколовпа иксӗмӗр постсем валли вырӑнсем шырама тытӑнтӑмӑр. Таврари хирсемпе ялсене йӑлтах тӗрӗслесе тухрӑмӑр, анчах сӑнавсемпе палӑртусем валли вырӑн тупаймарӑмӑр, мӗншӗн тесен хирсем кунта ҫап-ҫара та тип-тикӗс. Вӗсем теодолит валли кӑна юрӑхлӑ. Пеме тытӑнчӗ-тӗк тӑшман — тарса хӑтӑлаймастӑн, ал тупанӗ ҫинчи пек йӑлт курӑнать. Ку тарана та килсе ҫитеймен бригада позицине йӗркелес тӗлӗшпе ир пуҫласа каҫчен аппаланатпӑр. Каннӑ самантсенче шӑнса кӳтнӗ алӑсене ӑшӑтатпӑр, йӗпе пурттенккесене типӗтетпӗр.

Пирӗн йыша ҫӗнетме кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗ офицерсемпе салтаксем ярса пачӗҫ. Офицерӗсем тин кӑна училищӗрен вӗренсе тухнӑ. Салтакӗсем — вӑтӑра яхӑн.

Ҫӗнӗрен килнисем хушшинче — тӗлӗнмелле! — Вадя Цейтлин та пур иккен.

— Сӑртпа сӑрт тӗл пулмаҫҫӗ!..

Вадя, кулӑшла, мыскараллӑ Вадя, 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче пионерсен лагерьне пӗрле кайма тухнӑ Вадя!

Вадя халь пачах та вундеркинд пек курӑнмасть.

— Пӗлетӗн-и, пачах кӗтменччӗ эп кун пек пулса тухасса, — тӗлӗнчӗ вӑл. — Анне мана ярасшӑн мар, шӑп ҫав вӑхӑтра эп повестка илтӗм. Анне ӗҫе кайрӗ, эпӗ — салтака. Тахҫантанпах ӗнтӗ ҫарта — ҫулталӑк та ултӑ уйӑх ҫитрӗ. Халь ак сирӗн пата йыш ҫӗнетме ячӗҫ. Вычислитель эп. Анчах сана тӗл пуласса шутламан вара…

Вадя! Ырӑ, хаклӑ Вадя! Эс иккен — ҫӗнӗ йыш! Питӗ лайӑх ку? Ҫарта ентеш — тус! Палланӑ ҫын вара унтан та хаклӑрах.

* * *

— Тахҫанах ыйтасшӑн эп санран. Тӗлӗнмелле шӑпа пирӗн — шухӑшламан-и? Ӗҫлетпӗр темелле, ахаль лармастпӑр, анчах чӑн-чӑн ӗҫ пуҫлансан, эпир кирлӗ те мар-мӗн. Пӑрӑнӑр ҫеҫ ҫул ҫинчен! Хуҫа патӗнче, кил-ҫурт таврашӗнче ӗҫлекен пек, пулӑшавҫӑ пек ҫеҫ…

Эпир Сашӑпа иксӗмӗр, ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиех пылчӑкпа вараланса пӗтнӗскерсем, машина тӗртетпӗр. Миномет бригади ҫитрӗ хайхи, эпир палӑртнӑ вырӑнсене йышӑнчӗ; пирӗн малалла каймалла.

Сивӗ, ҫапах Одер патнелле кайнӑҫемӗн пылчӑк ытларах та ытларах ҫӑрӑла пуҫларӗ. Машинӑсене хамӑр туртатпӑр. Ҫӗре гусеницӑсем, кусатӑрансем, бомбӑсем, снарядсем, салтак аттисем, лаша урисем пӗтӗмпех ҫӑрса пӗтернӗ. Пурте Одер еннелле, ракетӑсем тӳпенелле вирхӗннӗ, шыв урлӑ каҫма малтанах кӗпер хатӗрлекен саперсен пурттисем шакканӑ, пулеметсемпе автоматсем чыхӑна-чыхӑна пирӗн ҫыраналла пенӗ ҫӗрелле куҫаҫҫӗ. Нимӗҫсем хытах ӑшталанаҫҫӗ курнать. Пирӗн ҫарсемпе техника вара ҫӗрӗн-кӳнӗн иртет те иртет. Ӗлӗк пачах ун пек марччӗ. Нимӗҫ «мессерӗсем» хушӑран-хушӑ пирӗн колоннӑсем ҫинчен аялтанах пулеметсемпе шатӑртаттарса иртеҫҫӗ пулсан та, нимӗҫ артиллерийӗ ҫине-ҫинех перет пулсан та, пирӗн салтаксем хушшине урӑх тум тӑхӑннӑ власовецсемпе бандеровецсем ытларах та ытларах килсе ере пуҫларӗҫ пулсан та, пынӑ ҫӗртех-и унта е самантлӑха котелоксем умне апата ларнӑ вӑхӑтсенче-и — салтаксем тем те пакӑлтатаҫҫӗ, шӳтлеҫҫӗ, ассӑн та сывлакалаҫҫӗ, сӑмах май тенӗ пек, нимӗҫсен пулас хӑрушӑ хӗҫпӑшалӗ ҫинчен калаҫкалаҫҫӗ. Ун пирки Гитлер хӑй вӑрттӑн ларура каланӑ пулать. Ҫав япала вара, ҫичӗ килограмм ҫурӑ таяканскер, утмӑл тӑватӑ тӑваткал километр ҫинче ним юлми шӑлса тухмалла иккен, ҫӳлелле вунтӑватӑ километр ҫӳллӗш сирпӗнмелле-мӗн, чи хӑрушши тата, ҫынна вӑл, кӑшт лексен те, асаплантарса вӗлерет имӗш, е, чӗрӗлес пулсан та, кайран пурпӗр леш тӗнчене ӑсатать… Ҫаксене пӑхмасӑрах, вутра та ҫунман, шывра та путман салтаксем малаллах ӑнтӑлаҫҫӗ, вӗсемшӗн пулсан, ку вӑл — ним те мар.

Ҫапла, е самолет ҫӗр ҫумне лӑпчӑнтарать-и, е артиллери вырттарать, салтак пылчӑк ҫинчен тӑрать те, шинельне силлекелесе илет, вилнине шелле-шелле пытарать, аманнине ҫыхса ярать те:
— Чиперех иртсе кайрӗ-ха… — текелесе малалла утать.

Е тата ҫӗнӗ хӗҫпӑшал ҫинчен чӑнласах итлет, ахлаткаласа сывлакалать те, кашӑкне ҫулласа типӗтет, унтан ӑна, атӑ кунчи ӑшне чиксе, ҫул ҫинелле тинкерет:

«Ав, мӗн чухлӗ иртет ҫул тӑрӑх… Вӗҫӗ-хӗрри ҫук вӗт… Кӑнтӑр кунӗнче те шикленсе тӑмаҫҫӗ… Вӑйсем-халсем Ерманинчен самаях иртрӗҫ курӑнать…» — тесе асӑрхаттарать.

Эпир кӗҫех Одертан икӗ ҫухрӑмри Домбзен текен яла ҫитсе чарӑнтӑмӑр. Кунта халӑх лӑк-тулли. Нимӗҫсем юнашарах темелле, ялта вара ним йӗрки-курки те ҫук пек туйӑнать: урамсенче, картишсенче хӗвӗшу шӑв-шав, арӑш-пирӗш… Тем те пур кунта — хуткупӑспа ют патшалӑх аккордеонӗсем, фронт прачечнӑйӗпе ҫыхӑну батальонӗн лирикӑлла сценисем таранах.

Ял хӗррине артиллери вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа эпир машинӑсем ҫинчен аннӑ-анман ӗҫе кӳлӗнтӗмӗр. Хӑвӑртлӑх, ҫаврӑнӑҫулӑх кирлӗ: тепӗр сехетрен артиллерин вут тӑкма тытӑнмалла.

Артподготовка эпир гаубицӑллӑ юлашки батарейӑна координатсем кӑтартса пама ӗлкӗричченех пуҫланчӗ. Саперсем пӑрпа витӗннӗ Одер урлӑ каҫӑ туса та хатӗрленӗ иккен. Анчах пирӗн артиллерипе тӑшман артиллерийӗ хире-хирӗҫ пенипе пӑр ванса, арканса пӗтрӗ те каҫҫа хӑйпе пӗрле юхтарма, ватма тытӑнчӗ. Малтанхи икӗ танк шыва путрӗҫ. Самантлӑха тӗркӗшӳ пуҫланчӗ, анчах кӗҫех ҫыран хӗррине понтонсем илсе ҫитрӗҫ. Вӗсене тӗлӗнмелле хӑвӑрт вырнаҫтарчӗҫ. Пӗр ватӑрах салтак малтанах «Одер шывӗ» тесе ҫырса хатӗрленӗ хӑма-юпана ҫыран хӗррине тӑрӑнтарса лартрӗ.

— Ачасем, вӑт ку сервиз! — хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ Володя, ҫыран патне ҫывхарса ҫитсен.

— Итле-ха, вӑл хутла вӗренмен-им, ун пек калаҫҫӗ-и вара? — пӑшӑлтатрӗ мана Вадя. — Тӳрлетме аван мар пек…

Саша Вадьӑран малтантарах ӗлкӗрчӗ:
— Тахҫанах каласшӑн эп сана, Володя… — терӗ вӑл лӑпкӑн.
— Сӑмаха пӗлтерӗшне ӑнланмасӑр нихҫан та ан кала эс ӑна… Ҫитменнине, ударени ӑҫта лартмаллине те пӗлместӗн…

* * *

Госпитале ӑсатнӑ Буньков вырӑнне Соколова комбат тумарӗҫ. Мӗншӗн пирен лейтенанта взвод командирӗнчех хӑварса, ҫӗнӗрен килнӗ Заикин кӗҫӗн лейтенанта комбат туса хунине эпир ӑнланаймарӑмӑр. Анчах никамран та ыйтса пӗлме ҫук. Соколовран хӑйӗнчен ыйтаймӑн. Дивизи командирӗнчен пушшех ыйтма аван мар…

Заикин кӗҫӗн лейтенант — лӑпкӑ ҫын, чӑтма пулать. Те ытти офицерсем хӑйӗнчен малтантарах ҫарта тӑнине шута илсе, те хӑйне хӑй мӑнна хума тӑрӑшас мар тесе, вӑл ялан Соколовпа тата ытти командирсемпе канашлать, салтаксемпе ҫирӗп ҫыхӑну тытать, вӗсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме тӑрӑшать. Ҫавӑнпах пулас Саша манран пӗррехинче: «Тахҫанах ыйтасшӑнччӗ-ха эп санран, мӗнле шухӑшлан эс хӑвӑрӑн ҫӗнӗ комбат ҫинчен, аван ҫын-и вӑл?» — тесе ыйтрӗ. Эп ӑна ним шухӑшласа тӑмасӑр: «Ман шутпа, аван ҫын», — тесе хутӑм.

Чӑн та, Заикин кӗҫӗн лейтенант ҫинчен япӑх шухӑшлама ман нимӗнле сӑлтав та ҫук-ха. Тата, Буньков та чӗрӗ, юсанать эппин вӑл, часах-и, кайран-и, батарейӑна пурпӗр таврӑнать.

— Эс мӗнле шутлан? — ыйтрӑм эпӗ Сашӑран.

Саша юлашки кунсенче кулӑшла курӑнать. Одер хӗрринче, артподготовка вӑхӑтӗнче, вӑл куҫлӑхне ҫухатнӑ та, халь вара темле именнӗ пек, кӑштах канӑҫсӑр, мелсӗр тыткалать. Куҫлӑхсӑр вӑл япӑх курать, ҫапах ӑна ҫынсене кӑтартасшӑн мар хӑй, мӗншӗн тесен ӗҫ нумай, уйрӑмах Бреслау хулин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнерехре вӑл нумайланчӗ. Чӑн та, Бреслаура, ҫавнашкал пысӑк хулара, куҫлӑх васкавлӑн тутарма май килетех пуль-ха, терӗ Соколов лейтенант. Анчах ку ӗмӗт халлӗхе пурнӑҫланаймарӗ. Йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ Бреслау парӑнмасть те парӑнмасть. Ҫӗршер пушар ялкӑшать унта, бомбӑсемпе снарядсем ҫурӑлаҫҫӗ, анчах пурпӗр ҫывӑха ямасть-ха. Пӗрре кӑна мар кайрӗҫ ӗнтӗ парламентерсем шурӑ ялавпа нимӗҫсен патне, анчах вӗсем пӗри те каялла таврӑнаймарӗҫ, нимӗҫ автоматчикӗсем пере-пере ӳкерчӗҫ.

Эпир Бреслаун кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енӗнче ик эрне тӑратпӑр ӗнтӗ, юлашкинчен аранах Наташа хамран инҫе мар пулнине пӗлме май килчӗ. Ҫыру тавраш кӗтсе илесси пулмарӗ унран. Ҫырнӑччӗ вӑл пӗр пӗчӗк записка, анчах унпа эп нимех те пӗлеймерӗм. Хам ҫырса ятӑм. Кайран сасартӑк нимӗҫсен ултавлӑ аэродромӗ патӗнче унӑн хӗр-юлташне тӗл пултӑм.

— Вӑл та сана шыратчӗ… — пӗлтерчӗ мана хӗр.

Хамӑр пата таврӑнтӑм ҫеҫ (тен, ирӗк ыйтса каяс?), мана дивизион штабне чӗнчӗҫ.

— Васкавлӑ ӗҫ пур. Ак сана — тыттарчӗ мана Катонин майор нимӗҫсенчен тытса илнӗ блокнотсене. — Соколов лейтенантпа иксӗр манӑн машинӑна илӗр те малтан Лампенсдорфа, унтан Поршовица вӗҫтерӗр. Эпир пулнӑ унта — пӗлетӗр. Нимӗҫсен Одер ҫинчи оборона схемине ӳкерсе илетӗн. Каялла таврӑнсан, ӑна калька ҫине куҫаратӑн. Асту, сана ҫеҫ шанатӑп куна, сана ҫеҫ! Питӗ кирлӗ вӑл. Ӑнлантӑн-и?

* * *

«Асту, сана ҫеҫ шанатӑп, сана ҫеҫ!» Ҫак сӑмахсем темшӗн манӑн пуҫран тухма пӗлмерӗҫ. Тен, хама шаннӑран ҫапла пуль ку? Манӑн чун савӑнса кайрӗ, кӑмӑл ҫӗкленчӗ. Анчах шанни ҫеҫ те мар пуль-ха кунта, тата темскер пур пулас…

«Сана ҫеҫ…» Мӗншӗн мана ҫеҫ? Ытти ачасем манран кая-им? Ҫук, кунта темскер пурах…

Шанӑҫ. Ахаль шанӑҫ кӑна мар, ҫынна шанни. Астӑватӑп, тахҫан мана атте: «Эп сана шанатӑп…» — тенӗччӗ. Куншӑн эп хытӑ савӑннӑччӗ, мӑнаҫланнӑччӗ, мӗншӗн тесен унта пӗтӗмпех уҫӑмлӑччӗ, паллӑччӗ. Кайран тата таҫта: «Ачасене шанас пулать… Шанас пулать те, паллах, тӗрӗслес те пулать. Шанма вара кирлех!» — тенӗччӗ. А-а, ку вӑл Ногинскра, АИР шкулӗнче вӗреннӗ чухнех пулнӑччӗ. Ку вӑл Буньков сӑмахӗ. Унтан тата ыттисем те: «Ҫынсене ӗненес, шанас пулать. Пурне те… Ачасене ҫеҫ мар», — тенӗччӗ. Кам каланӑччӗ-ха ку сӑмахсене? Пионерсен Ҫуртӗнче-и? Анчах кусем Вера Ивановна сӑмахӗсем мар-ҫке. Ҫук, кусем Соколов сӑмахӗсемччӗ пулас. Тӗрӗс, унӑн сӑмахӗсем! Астӑвӑтӑп, астӑватӑп, медсанбатра каланӑччӗ Соколов вӗсене, анчах ун чух вӑл тӗлӗкре, аташнӑ вӑхӑтра пулнӑччӗ… Ун чух, Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ…

Епле паха сӑмах вӑл — «шанӑҫ»! Мӗн чухлӗ хаваслӑх кӳмест пуль вӑл ҫынна! Ҫынна ҫеҫ-и — пӗтӗм этеме!

* * *

Ҫак каҫ комсомол пухӑвӗ пулман пулсан, эп пӗр пилӗк минутлӑха та пулин «Семенов хуҫалӑхне» кайса килнӗ пулӑттӑм. Анчах Саша пухӑвне шӑпах 18.00 сехете палӑртнӑ, кун йӗркийӗ те тата пуриншӗн те кирлӗскер: «Дивизионри комсомолецсен Бреслау хулине илес ҫапӑҫури вырӑнӗ». Ку «Бреслау хули» пире ӗнтӗ йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ. Эппин, вӑл, комсомол пухӑвӗн кун йӗркине кӗчӗ пулсан, мӗнле те пулин улшӑну пулма кирлех. Кунашкал ыйтӑва ахаль лартас ҫуккине эпир ӑнланатпӑр.

Ку вӑл эпир фронта килнӗренпе пӗрремӗш комсомол пухӑвӗ пулчӗ. Пирӗн дивизионра тӑхӑрвун тӑхӑр проценчӗ — комсомолец. Кун ҫумне тата тӑхӑрвун пиллӗк процент офицер-комсомолецсене хушсан, пухӑва мӗншӗн пӗтӗм дивизиона яхӑн пуҫтарӑнни ахалех паллӑ. Пухӑва наряда кайнисем, госпитальсемпе медсанбатсенче выртакансем ҫеҫ килмен.

Самолетсене юсамалли пысӑк алӑка пуҫтарӑннӑ пухӑва Саша Баринов васкамасӑр уҫрӗ. Хумханни ытлашши ан палӑртӑр тесе, вӑл тӳрех дивизион командирне сӑмах пачӗ. Майор Бреслау таврашӗнчи лару-тӑру ҫинчен каларӗ. Ӑна илни фашист йӑвине — Берлина — штурмлама май парать, терӗ вӑл. Унтан кашни батарейӑн, кашни взводӑн мӗн тумаллине пӗлтерчӗ.

Пурте ӑнланчӗҫ ӗнтӗ, тӗрӗссипе, урӑх ним калаҫмалли те ҫук темелле. Йӗрки пултӑр тесе ҫеҫ виҫӗ комсомолеца каларӗҫ. Вӗсем Катонин шухӑшне пӗтӗмпех ырларӗҫ, юлашкинчен хӑйсен шухӑшне хушса хучӗҫ:

— Эпир хатӗр! — терӗҫ.

Пуху пӗтнӗ теме те юратчӗ ӗнтӗ, анчах сасартӑк халӑх хушшинчен пирӗн комбатӑн — Заикин кӗҫӗн лейтенантӑн — хӑюсӑртарах сасси илтӗнсе кайрӗ.

— Калӑр-ха, комсорг юлташ, мӗнле шутлатӑр эсир: дивизионра халь пирӗн мораль тӗлӗшпе пурте йӗркеллех-и?

Саша ҫук куҫлӑхне тӳрлетсе илчӗ те ним тума аптӑранӑн залалла — Заикин сасси илтӗннӗ еннелле мар, хӑйпе юнашар ларакан Катонин ҫинелле пӑхрӗ. Дивизион командирӗ ыйтӑва те илтмерӗ, те ӑнланмарӗ — Баринов ҫинелле тинкерчӗ.

Сашӑна замполит ҫӑлчӗ:

— Ӑнлантарса пама ыйтӑр, — терӗ вӑл хыттӑн, — мӗн пирки ыйтать Заикин кӗҫен лейтенант.

Саша ыйтӑва ӑнлантарса пама ыйтрӗ, лешӗ вара хаваслансах килӗшрӗ. Вӑл улӑм ҫинче ларакан президиум патне малалла иртрӗ.

— Ӑнлантарса пама пултаратӑп, — терӗ вӑл тухнӑ май. — Мӗнле калас, эпӗ дивизионра ҫӗнӗ ҫын-ха, анчах сӑмах ун пирки мар, сӑмах урӑххи ҫинчен. Ӑна эп пӗрре кӑна мар илтнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа кунашкал ответлӑ пуху умӗнче калама кирлӗ тесе шутлатӑп. Пирӗн хӑш-пӗр боецсем, тӗрӗсрех каласан — комсомолецсем, фронтри хӗрӳ лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах юрату мыскарисемпе аппаланаҫҫӗ. Эп вӗсене начар боецсем тесе калама пултараймастӑп. Анчах пирӗн малалла пӑхас пулать, кашни воинӑн мораллӗ сӑн-сӑпачӗ ҫинчен шухӑшлас пулать, ҫав шутрах лайӑххисен пирки те…

Пуху малтанлӑха шӑпах пулчӗ, сывлама пӑрахрӗҫ тейӗн. Анчах кӗҫех хускалма, пӑшӑлтатма, хуллен калаҫма тытӑнчӗҫ. Катонин, лайӑхрах вырнаҫса ларас тенӗ пек, чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑчӗ.

Заикин ҫаплах чарӑнмасть-ха:
— Калас пулать, — тет вӑл, — кунашкал мыскарасене ҫӳлтисем пит ырласах каймаҫҫӗ, сӑмахран, кӳршӗри артиллери дивизийӗнче хӑяккӑнрах пӑхни сисӗнет.
Унта манӑн пӗр юлташ пур. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пирӗн дивизионри салтак политпайри пӗр хӗрпе — кӗҫӗн лейтенантпа — ҫыхланнӑшӑн дивизи штабӗнчи полковник питех те кӑмӑлсӑр, тет, мӗншӗн тесен вӑл ӑна ӗҫлеме чӑрмантарать-ҫке-ха…

Кунта Заикина каласа пӗтерме памарӗҫ — пысӑк аслӑк тӑрӑх шӑв-шав янӑраса кайрӗ. Соколов чи малтан кӑшкӑрса ячӗ: «Тӳрӗ кала!» — терӗ вӑл. Тепри ӑнланмарӗ пулас: «Кам пирки эсир?» — тесе ыйтрӗ. «Кун пек юрамасть, хушаматне кала!» — кӑшкӑрчӗ тепри.

Саша та, Соколов пек, ҫавнах ыйтрӗ: «Мӗн лӗпӗртететӗр! — кӑшкӑрчӗ лейтенант, — пуху вӗт ку, пасарти элеке сӳтсе явни мар!»

Заикинӑн каламах лекрӗ.

— Каҫарӑр, артдивизин политпайӗнче ӗҫлекен кӗҫӗн лейтенантӑн хушаматне астумастӑп, тепӗр тесен, ку кирлех те мар вӑл. Анчах, темле аван мар пулин те, хамӑр комсомолец ятне каламах тивет. Вӑл кунтах, пухурах ларать. Ан тив, тӗрӗс ӑнлантӑр вӑл мана…

Кӗҫӗн лейтенант ман хушамата каларӗ.

Эпӗ ӑнсӑртран Вадя Цейтлин еннелле ҫаврӑнтӑм. Вӑл стена ҫумне темӗнле майсӑррӑн сӗвеннӗ те тӗлӗннипе чарса пӑрахнӑ куҫӗсемпе президиум ҫинелле тинкерет. Нимӗн те ӑнланмасть пулас хӑй.

— Сан пирки-и ку?

— Илтрӗн пуль…

— Вӑт, шухӑшламанччӗ, — пытармарӗ Вадя.

Ман ӑна ҫилленес килсе кайрӗ: ахаль те кӑмӑл хуҫӑк, вӑл пур, мана вӗрентесшӗн.

— Эй, санпала!

— Тӗлӗнмелле ҫапах та, — каллех калаҫа пуҫларӗ Вадя. — Вӑрҫӑ, фронт, сасартӑк ун пек. Тарӑхтармӑш япала вӗт ку! Мӗн тума хутшӑнать вӑл? Мӗн ӗҫ пур унӑн, ҫав Заикинӑн? Кала!.. — Унтан вӑл сасартӑк шӑппӑн: — Мӗн, сан чӑнах та юрату-и? — тесе пӑшӑлтатса илчӗ.

Ку ҫитмерӗ пуль тата! Ҫӑва патне кайсах кӗресчӗ пӗрех хутчен сан хӑвӑн ачалла айванлӑхупа, хаклӑ тусӑм!

Пуху мана сӳтсе явмарӗ. Пачах урӑхла, Соколов та, Саша та, Катонин та Заикина хӑйне тиркерӗҫ темелле. Ҫапах, темле пулсан та, ман ӑша ларчӗ ку…

* * *

Ку яла Гремсдорф теҫҫӗ пулас. Анчах ӗҫӗ ятра мар. Паха вырӑна ҫаклантӑмӑр эпир, ҫавӑ ҫеҫ. Шӗвӗр тӑрӑллӑ йывӑҫ ҫуртсем… Тӑррисенче вӗсен кашниннех мӗн те пулин пур: йывӑҫран касса тунӑ автансем, е кӑнтӑр, ҫурҫӗр, тухӑҫ, анӑҫ енсене кӑтартакан ҫилҫӗсем. Ӑҫта ан пах, унта тем пысӑкӑш юман сарайсем лараҫҫӗ, картисене те хӑш-пӗр ҫӗрте юман пӗренесенчен тытнӑ. Кунтах пысӑк пичке евӗр тунӑ сӑра ӗҫмелли ҫурт пур, ташӑ залне кӗмелли алӑк умӗнче йывӑҫсенчен касса тунӑ темӗнле Карл папӑсем, кивелсе кайнӑскерсем, аваллӑха аса илтерсе тӑраҫҫӗ.

Пирӗн ҫине, Гремсдорфра вӑхӑтлӑх чарӑннӑскерсем ҫине ӗнтӗ, тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ. Ялпа юнашар иртекен мӑн ҫулпа тыткӑна лекнӗ нимӗҫсен колоннисем хуралсӑр-мӗнсӗр тенӗ пек пирӗн тылалла утаҫҫӗ. Ҫав ҫулпах «нимӗҫсен ӗҫ фронтӗнче» нумай ҫул хушши асапланнӑ французсем, чехсем, поляксемпе мадьярсем те пирӗн тыла таврӑнаҫҫӗ. Хӑйсем хаваслӑн пире ал сулаҫҫӗ, анчах мӗншӗн вырӑс салтакӗсем ҫак авалхи ялӑн урамне пылчӑкран, пӗлтӗрхи ҫулҫӑсенчен тата юртан тасатнине, тикӗс мар вырӑнсене тикӗслетнине ҫиелтен тӑрӑшсах хӑйӑр сапнине ӑнланаймаҫҫӗ пулас.

Хӑйӑрӗ тата тап-таса, сап-сарӑ — таҫтанах курӑнса выртать!

— Соколовшӑн эп чунтан савӑнатӑп, — терӗ мана Саша хӑй тунӑ шӑпӑрне ҫӗрелле усса. — Ӑна персе антарнӑ самолетшӑн награда параҫҫех ӗнтӗ. Тен, «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» орденӗ параҫҫӗ, э?

Кӗҫех артиллери корпусӗн политпай начальникӗн заместителӗ килсе ҫитрӗ. Эпир хӑйӑр сапнӑ тап-таса урама стройпа тӑрса тухрӑмӑр. Хамӑр та тап-таса: ҫухавасем айне шап-шурӑ пусмасем ҫӗленӗ, тӳмесене шӑл тасатмалли порошоксемпе ҫутатнӑ. Полковник Сандомир патӗнчи, Оппельнӑри тата Одер ҫинчи ҫапӑҫусемшӗн наградӑсем парать:

— Катонин майор.

— Совет Союзӗшӗн ялан кӗрешӗп!

— Федоров аслӑ лейтенант.

— Совет Союзӗшӗн ялан кӗрешӗп!

— Буньков ӑслӑ лейтенант.

— Госпитальте!

— Фекличев кӗҫӗн лейтенант.

— Паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ!

— Петров рядовой.

— Госпитальте!

— Ахметвалиев рядовой.

— Совет Союзӗшӗн ялан кӗрешӗп!

Анчах епле-ха Соколов лейтенант? Унӑн хушамачӗ тухмарӗ-ҫке?

* * *

Ҫапах та мӗн чухлӗ тӗрӗсмарлӑх ҫынсем хушшинче! Вӗсем пысӑк ӗҫре, пысӑк юхӑмра, пысӑк ӗҫ ӗненӗвӗнче, хӑйсен ачисене юратассипе вӗсене шанса тӑрассинче, ӗҫре, хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартассинче, этемлӗх тивӗҫӗнче ун пек мар, хӑтлах темелле.

Анчах ҫут тӗнчере кунсем, сехетсем, минутсем пур-ҫке-ха! Вӗсенчен этем пурнӑҫӗ пулать — кӗске те кӑткӑс, трагедилле пурнӑҫ! Уншӑн медицина ҫӑлтӑрӗсем кӗрешеҫҫӗ, ӑнах эпир тепӗр чух хӑмӑр, чипер ҫынсемех, хавшататпӑр. Ӗненмесӗр, шанмасӑр хавшататпӑр. Сӑлтавсӑр-мӗнсӗр кӳрентерсе, чӗрене тивекен сӑмахсем каласа хавшататпӑр. Тепӗр чух шухӑшласах ҫапла хӑтланатпӑр, тепӗр чух — шухӑшламасӑрах.

Ҫӗр ҫинче аманнӑ лаша тапкаланса выртать. Унпа юнашар пылчӑкра, икӗ кусатӑранлӑ, санитари хӗресне ӳкерсе хунӑ урапа ларать. Кун пек урапасене шӑпах «Нива» журналра пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ. Лавҫи ҫук, лаши вара, тахӑш ятарласах тӑварнӑскер, тапкалаша-тапкалаша юн юхтарса выртать, пирӗн ҫине хурлӑхлӑн пӑхать, хӑйӗн пурӑнас килнине кӑтартас тенӗ пек, ури ҫине тӑма хӑтланать.

— Персе вӗлерес пулать ӑна! — татӑклӑн каларӗ те Володя, хулпуҫҫийӗ ҫинчен автоматне хыврӗ.

Эпир тӑваттӑн — Соколов лейтенант, Заикин кӗҫӗн лейтенант, Володя тата эпӗ. Пирӗн дивизиона Бреслауран ҫурҫӗр еннерех куҫарчӗҫ. Эпир постсем хатӗрлеме тухрӑмӑр.

— Тен… — темскер каласшӑн пулчӗ Соколов, анчах та шухӑшне улӑштарчӗ, те калама ӗлкӗреймерӗ — шӑпланчӗ. Мана темшӗн Заикинпа унӑн калаҫас килмен пек туйӑнчӗ.

Володя лаша ҫине автоматран пӗр черет кӑларса ячӗ. Лаша карт! сиксе илчӗ те, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклесе, куҫне чарса пӑрахса, хускалми пулчӗ.

— Мӗн хӑтланатӑр эсир! Чарӑнӑр!

Ҫул тӑрӑх наци ялавӗсемпе тӗрлӗрен лентӑсем вӗҫтерсе пыракан арӑш-пирӗш кӗпе-тумтирлӗ ӗнерхи ют патшалӑх рабочийӗсем, урӑхла каласан, паянхи ирӗклӗ ҫынсем енчен, аллисемпе сулкалашса, пӗр ҫамрӑках мар салтак вӗҫтерсе килет иккен:
— Чарӑнӑр! — кӑшкӑрать хӑй чупнӑ май.

Анчах вӑл каярах юлчӗ.

— Эх, мӗн туса хутӑр, эп ӑна… — мӑкӑртатрӗ салтак пирӗн пата ҫитсен, анчах офицерсене асӑрхарӗ те, аванмарланса кайрӗ:
— Айӑплӑ, лейтенант юлташ! — терӗ вара, тӳрленсе тӑрса.

Салтакӗ ку старшина пулчӗ, кивӗ вӑрӑм шинельпе хӑй, кивӗ ҫӗлӗкпе. Лаша патӗнче юпа пек хытса тӑчӗ те пирӗн ҫинелле пӑхмарӗ те. Пӗр аллинче унӑн — автомат, тепринче — темӗнле татӑксемпе бинтсем.

— Сан лашу-им ку? — иккӗленерех ыйтрӗ Володя. — Ма асаплантаран эс ӑна?

— Эп мар ӑна асаплантараканни, фриц. «Мессер» ҫинчен лектерсе хӑварчӗ. — Старшина пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ. — Ҫыхса ярасшӑнччӗ эп ӑна, ҫавӑнпа ҫул ҫине чупнӑччӗ, — силлесе кӑтартрӗ вӑл бинчӗсене. — Пурӑнма пултаратчӗ! Мускавранах пӗрле вӗт-ха эпир унпа…

— Медик та иккен эс, бинт та ҫук хӑвӑн, — кастарчӗ Володя.

— Ҫук, ҫав, ҫук, медикаментсем илме каяс тенӗччӗ-ҫке-ха! — тавӑрчӗ старшина. — Халь ӗнтӗ мӗн калаҫмалли…

— Ҫапла ҫав, калаҫма та кирлӗ мар, — ҫирӗплетрӗ Володя.

Кунта ӑна сасартӑк Соколов пӳлчӗ:
— Юрӗ, Протопопов, ҫитӗ! — терӗ вӑл хыттӑн.
— Йӑнӑшрӑмӑр-тӑк, ан шавла! Саншӑн пулсан, хуть нимӗҫ, хут лаша — пӗрех. Эсир уншӑн, аттемӗр, ан ҫилленӗр… Лайӑхрах пулӗ терӗмӗр те, анчах ав…

Кӗҫех эпир икке пайлантӑмӑр. Володя Соколовпа пӗрле кайрӗ, эпӗ — Заикин комбатпа. «Ӑнать» ҫав пурнӑҫ ман, ним те калаймӑн!

Бреслау ҫапах парӑнмасть-ха. Ҫапӑҫусем ниепле те ӑнӑҫмаҫҫӗ. Нимӗҫсем ӑна чӑн-чӑн крепость туса хунӑ-мӗн. Темиҫе хут штурмласа та ӗҫ тухмарӗ. Ҫавӑнпа кунта малалла кайнӑ хамӑр чаҫсене каялла илсе киле пуҫларӗҫ. Хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫтарса тухнӑ артиллери пекех, ҫурҫӗр тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче те кунта килме тухнӑ, артиллери валли вырӑн хатӗрлеме палӑртнӑ. Бреслау хулине, унта тӑрса юлнӑ тӑшмана аркатса тӑкас тесе, унка хупасшӑн пулас.

Хула халь пирӗнтен сулахай енче, ӑна эпир йӑсӑрланса тӑракан тӗтӗм тарӑх, снарядсемпе минӑсем йӑлтлата-йӑлтлата ҫурӑлни тӑрӑх, чухлатпӑр. Ун тӗлӗнче хура-хӑмӑр пӗлӗтсем ҫакӑнса тӑнӑн туйӑнать, вӗсем ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗре кайса ҫухалаҫҫӗ тейӗн.

— Тӑхта, — терӗ мана Заикин, ҫинҫешке те япӑлкка сукмакпа выльӑх картишӗ патне ҫитсен. — Пӑхӑр-ха…

Вӑл планшеткӑран картта туртса кӑларчӗ.

— Ӑҫта кунта автострада?

Бреслаупа Берлин хушшинчи автострада пирӗнтен темиҫе ҫухрӑм аякра иккен, ҫавӑнпа эп кӗҫӗн лейтенанта ку ҫул мӗн тума кирлӗ пулнине ӑнланаймарӑм.

— Чухлама кирлӗ, — терӗ вӑл, ман шухӑша тавҫӑрнӑ пек.

— Чухлама, ав, чан тӑрри те пур. Картта ҫинче ӑна чиперех палӑртнӑ. Кунта тата хула та пур пулас. Кант ятлӑ. Акӑ, картта ҫинче вӑл та пур, — ӑнлантартӑм эпӗ. — Вӑрман патӗнче, ав, икӗ ҫул хӗресленеҫҫӗ, масар пур, вӑрманӗ тата. Масарӗ те, ҫулӗсем те картта ҫинче ҫук, вӑрманӗ пур.

— Пӑхатӑп та эп, пуҫу ӗҫлет иккен сан, — юлташлӑн каларӗ Заикин. — Ӗлӗкхи комбат лайӑх вӗрентнӗ пулас сире.

— Мӗншӗн ӗлӗкхи?

— Юрӗ, юрӗ, ан ҫиллен!

Тепӗр ҫур, сехетрен эпир пӗрремӗшпе виҫҫӗмӗш постсем валли вырӑнсем палӑртрӑмӑр та, иккӗмӗш пост вырӑн валли шырама тесе, ҫулсем хӗресленнӗ ҫӗрелле кайрӑмӑр.

Ку ҫулсемпе никам ҫӳрени те курӑнмасть, вӗсенчен пӗринпе, сылтӑм енчипе, эпир вӑрман патнелле утрӑмӑр. Малтан пушшӑн курӑнса ларакан темиҫе пӳрт тӗлӗпе иртрӗмӗр. Вӗсем йӑлтах пульӑсемпе тата осколкӑсемпе шӑтса-йӗрленсе пӗтнӗ. Унтан масар патӗнчен, пӑтранчӑк юханшыв урлӑ хывнӑ бетон кӗпер тӗлӗнчен иртрӗмӗр. Кӗперӗ ҫурри ишӗлнӗ.

Сасартӑк пирӗн хыҫрах автомат шатӑртатни илтӗнсе кайрӗ.

Эпӗ хам ӳкес мар тенӗ ҫӗртенех ҫул хӗррине йӑвантӑм. Заикин тӗлӗннипе каялла ҫаврӑннӑ та — тӑрать.

— Выртӑр хӑвӑртрах, кӗҫӗн лейтенант юлташ, — пӑшӑлтатрӑм эпӗ.

Заикин ҫул хӗррине выртма ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, ҫав самантрах сывлӑшра тата асфальт ҫине ҫапӑнса пульӑсем шӑхӑрса иртрӗҫ.

Перессе шӑпах эпир иртсе килнӗ ҫуртсенчен е масар ҫинчен переҫҫӗ пулмалла.

— Мӗне пӗлтерет ку? — те ыйтрӗ, те тӗлӗнчӗ Заикин. — Майор хӑй… — Каласа пӗтереймерӗ вӑл.

Вӑрман хӗрринче тахӑшӗ пире чунтанах кӑчӑк туртать-мӗн, хӑй вырӑсла кӑшкӑрать, вӑрҫать:
— Килӗр кунта, шуйттан илесшӗсем! — тет вӑл.
Вӑрман юнашарах, унта — пирӗннисем иккен.

— Шӑвар-и? — сӗнчӗ Заикин.

— Шӑвар.

Пире пит савӑнӑҫлах кӗтсе илмерӗҫ.

— Чӑмӑр хӑвӑртрах окопа!

— Тупӑннӑ паттӑрсем!

— Ҫула фрицсем пӳлсе хунӑ, вӗсем пур, проспектпа утнӑ пек шаклаттарса пыраҫҫӗ!

— Симӗсрех-ха ҫав!

Заикин хӳтӗленме пӑхрӗ:
— Кунта тӑшман пулма кирлӗ мар-ҫке, — терӗ вӑл иккӗленерех.

— Эпир те, шутпа, кунта пулмалла мар, — ҫиллӗн тавӑрчӗ ӑна типшӗм капитан, — иртенпех ларатпӑр ав, хӳтӗленетпӗр.

— Трофейсем кӗтетпӗр, — ҫирӗплетрӗ тахӑшӗ.

Эпир пилӗк таран шывлӑ окопа кӗрсе лартӑмӑр.

Ватӑрах салтаксем тата сержантпа капитан та кунта ирхине ӑнсӑртран ҫакланнӑ имӗш. Вӗсем пехота полкӗн штабне кайма тухнӑ пулнӑ, анчах нимӗҫсем ҫине пырса тӑрӑннӑ та, окопа кӗрсе ларса, оборона йышӑннӑ.

— Трофей пуҫтаракансем эпир, — ӑнлантарчӗ сержант. — Трофей команди, капитан ак — полк финчаҫӗнчен.

— Тӑшман ӑҫтан килсе тухнӑ кунта? — тӗлӗнчӗ Заикин. — Нумаййӑн-и вӗсем?

— Икӗ взвода яхӑн пулас, — ӑнлантарчӗ капитан. — Тата бронетранспортер пур, ав, ҫав ҫурт хыҫӗнче тӑрать. Масар ҫинче — фауст-патронщиксем. Кӗҫех ирхинехи пек тапӑнаҫҫӗ пуль-ха…

Ку вӑл пирӗн наступлени чухне нимӗҫсен хӑйсен ҫарӗсенчен татӑлса юлнӑ ушкӑнсенчен пӗри пуль ӗнтӗ. Тен, ҫавӑрса илнӗ Бреслауран тухакан ушкӑн вӑл? Мӗншӗн тесен хӑйсен шӑпи унта вӗҫленессе пӗлеҫҫӗ-ҫке-ха вӗсем.

— Епле иртнӗ-ха эпир унтан, тӗлӗнмелле, — терӗ Заикин.

Окопра эпир пӗр сехет, унтан тата икӗ сехет лартӑмӑр, нимӗҫсем ҫаплах тухмаҫҫӗ-ха. Хушӑран ҫеҫ вӑрман еннелле автоматсенчен шатӑртаттаркаласа илеҫҫӗ, пӗрре фауст-патронпа печӗҫ. Вӑл пирӗн патӑра та вӗҫсе ҫитеймерӗ, ҫул хӗрринчи канава ӳксе ҫурӑлчӗ.

Манӑн кӗҫӗн лейтенант вӗчӗрхене пуҫларӗ. Ҫиес килекен пулчӗ, анчах ни пирӗн, ни трофей пуҫтаракансен ҫимелли ҫук. Ҫитменнине тата йӗпе ҫӗрте ларма та хаваслах мар. Хӑҫанччен кӗтмелле ку нимӗҫсене! Мӗскер, кам ытларах ларма пултарнине тӗрӗслетпӗр-им?

Заикин капитанпа темскер мӑкӑртатса илчӗ те мана аллипе сулчӗ.

— Кайрӑмӑр! — терӗ вӑл васкавлӑн. — Вӑрман витӗр леш енӗпе иртӗпӗр, кайран таврӑнӑпӑр. Пирӗн хамӑрӑн ӗҫ пур, тепӗр тесен!

Эпӗ окопран кӗҫӗн лейтенант хыҫҫӑн тухрӑм. Эпир вӗттӗн чупа-чупа сайра вӑрман витӗр ыткӑнтӑмӑр. Пирӗн хыҫра пеме тытӑнчӗҫ. Эпир ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр.

— Каялла таврӑнмалла пулать пуль, — пӑшӑлтатрӗ мана Заикин, унтан сасартӑк хушса хучӗ:  — Эс мӗнле шухӑшлан? Аван мар-ҫке капла, тарнӑ пек пулать!

— Ҫапла ҫав, каялла таврӑнмалла пуль, — терӗм эпӗ.

Тепӗр минутран эпир каллех окопа каялла таврӑнтӑмӑр та трофей пуҫтаракансемпе пӗрле ҫул ҫинелле пеме тытӑнтӑмӑр. Ҫул тӑрӑх бронетранспортер шӑвать-мӗн, шӑппӑн, хуллен пырать вӑл. Темле пӗчӗк те лутра тата хӑй. Ун хыҫҫӑн виҫӗ кусатӑранлӑ виҫӗ мотоцикл та пӗр вунӑ-вунпилӗк салтак пыраҫҫӗ. Хӑйсем ним тӗлли-паллисӗр пирӗн еннелле переҫҫӗ, епле те пулин сыввӑн иртесшӗн ӗнтӗ вӗсем ҫак тӗлтен.

— Ну вӑт, пурин те пӗр ӗҫ пулса тӑчӗ хайхи, — терӗ пире капитан, пистолетне ҫӗнӗрен авӑрланӑ май. — Тепӗр тесен, эпир те хамӑр ӗҫпехчӗ те-ха, кунта ҫапӑҫасси марччӗ…

Заикин чӗнмерӗ.

Эпир, бронетранспортера ирттерсе ярса, ун хыҫҫӑн чупакан нимӗҫсене пеме тытӑнтӑмӑр. Пирӗн хӗҫпӑшал — автоматсем, винтовкӑсем тата офицерсен икӗ пистолечӗ — хурҫӑ витерме юрӑхсӑр. Нимӗҫсем пӑтрашӑнса кайрӗҫ. Икӗ мотоцикл ҫул айккинелле йӑванчӗҫ. Ҫуран пыракан нимӗҫсем ҫулӑн тепӗр енчи канава сикрӗҫ, пере-пере малалла иртме тӑрӑшрӗҫ.

— Тен, пӗтӗмпех пӗтермелле вӗсене? — ыйтрӗ сержант. — Атту пӗрисене пӗтеретпӗр, машина ӑшӗнчисем вара…

Чӑнах та, бронетранспортер ӑшӗнче пӗр нимӗҫ кӑна пулас ҫукки пирӗн пуҫа пырса та кӗмен. Ыттисене йӑлт пӗтерсен те, бронетранспортер ӑшӗнчисем чиперех тарса ӳкеҫҫӗ.

Капитан манӑн кӗҫӗн лейтенант ҫине кӑн-н пӑхрӗ те, лешӗ ӑна ӑнланнӑ пек пулчӗ.

— Тӳртен кайӑпӑр-и, сержант! — кӑшкӑрчӗ вара вӑл сулахаялла. — Гранатӑсем пур-и?

Заикин, шинель кӗсйинчен икӗ граната туртса кӑларса, вӗсене пӗр алла пӗрлештерсе тытрӗ.

Сержант чӗнмерӗ. Унӑн кӗлетки хуллен окоп тӗпнелле, шывалла шуса анчӗ. Юн сӑрхӑнса тухнӑ пуҫӗ окоп стени ҫумнелле усӑнчӗ те хускалми пулчӗ.

Капитан сержант патнелле ыткӑнчӗ, унӑн шыва ӳкнӗ автоматне ярса тытрӗ:

— Эп каятӑп, пар гранатусене… — терӗ вӑл Заикин еннелле ҫаврӑнса.

Заикин икӗ гранатине те ӑна тыттарчӗ, лешӗ вара окопран кушак пек сиксе тухрӗ те вӑрманалла ыткӑнчӗ.

— Кусене эсир пӗри юлмиччен пӗтерӗр! — кӑшкӑрчӗ вӑл окопри салтаксене чупнӑ ҫӗртех.

Заикин таҫта аякалла вирхӗнчӗ, пичӗпе пылчӑк ҫине тӑрӑнса, хӑй тӗллӗн усал сӑмахсемпе вӑрҫса илчӗ те капитан хыҫҫӑн окопран тухрӗ. Эпӗ ун хыҫҫӑн ыткӑнтӑм.

Вӑрман тӑрӑх пӗшкӗнмесӗрех чупрӑмӑр. Капитан, эпир хӑй хыҫҫӑн вӑркӑнса пынине курсан, пачах тӗлӗнмерӗ:

— Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, пӳлмелле чупар! Ав ҫав юпа патне! Ӗлкӗресчӗ кӑна! — терӗ капитан.

Вӑрман хӗрринче вӑл такӑнчӗ те автоматлӑ тата гранатлӑ аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, ҫул хӗрринчи канавалла сирпӗнчӗ.

Заикинпа иксӗмӗр аран ӗлкӗрсе пыратпӑр ун хыҫҫӑн. Акӑ, эпир те ҫул хӗрринчи канава, кӑтарту юпи ҫывӑхне, ҫитсе выртрӑмӑр.

— Шӑпрах сывлӑр, эсрелсем! — пӑшӑлтатрӗ капитан, хӑй те сывлӑшне аран ҫавӑрса.

Сулахай енчен бронетранспортер килни курӑнчӗ. Вӑл ҫитесси ҫӗр метр та юлмарӗ пулӗ. Анчах мотоцикл? Пур-и ун хыҫӗнче мотоцикл? Эпир унталла тинкертӗмӗр. Ҫук, курӑнмасть. Ҫуран пыракан нимӗҫсем те курӑнмаҫҫӗ. Эппин, вӗсене пӗрне те ирттерсе аман пирӗн салтаксем. Маттур ачасем. Ҫапӑҫу унта пырать пулас-ха — перкелешӳ халь те илтӗнет. Бронетранспортер пирӗн паталла ҫывхарсах, ҫывхарсах килет.

— Ан перӗр, малтан эп… — пӑшӑлтатрӗ капитан, шӑлӗсемпе шаккаса.

Те кӗтнипе, те хӑранипе унӑн пӗтӗм кӗлетки сиксе чӗтрет.

Эпир, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса, хускалми пулса выртрӑмӑр. Пӗр минут… иккӗ… Мотор шавӗ ҫывхарнӑҫем ҫывхарать.

— Лӑпкӑлӑх, чи кирли — лӑпкӑлӑх, — пӑшӑлтатать капитан.

Эпӗ Заикин ҫинелле пӑхрӑм. Кӗҫӗн лейтенант хатӗр выртать, вӑл хӑрах куҫӗпе ҫеҫ ҫул ҫинелле тинкернӗ, теприне, пӑшалпа пеме хатӗрленнӗ пек, хӗстернӗ. Анчах халлӗхе пеме те, тӗллеме те вӑхӑт ҫитмен-ха. Бронетранспортер, гусеницисемпе чанкӑртаттарса, ҫул тӑрӑх килет. Акӑ, ҫывӑхах ҫитрӗ вӑл — ҫирӗм пиллӗк, ҫирӗм, вунӑ метр…

Ҫул кӗмсӗртетсе ҫеҫ тӑрать, мотор шавлать, капитан та, эпир те йывӑррӑн мӑшлататпӑр.

— Выртӑр! — кӑшкӑрчӗ капитан, хӑй ҫавӑнтах икӗ гранатине те ывӑтрӗ.

Кӗмсӗртетӳ, шатӑртату! Тимӗр сасси!

Капитан автоматне ярса тытрӗ те пеме тытӑнчӗ. Транспортертан нимӗҫсем сике-сике тухаҫҫӗ — пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ. Вӗсем тухнӑ-тухманах тӗшӗрӗлсе анаҫҫӗ. Эпир те, Заикинпа иксӗмӗр, перетпӗр: вӑл — пистолетпа, эп — автоматпа.

Бронетранспортер мӑкӑрланать. Ултӑ нимӗҫ выртаҫҫӗ халь ун тавра. Пеме чарӑнтӑмӑр — кӗтетпӗр. Тен, татах тухаҫҫӗ? Анчах машинӑран никам та тухакан пулмарӗ.

— Кайса пӑхам-и?.. — сӗнчӗ Заикин.

— Тӑхта, — кӑшкӑрса пӑрахрӗ капитан. — Кан кӑштах…

Унӑн ҫӗкленме хал ҫитмест иккен. Хӑй ним ҫинчен шухӑшламан чухнехи пек, кулать, ватӑ ҫынла та мар.

— Ну, юрӗ, кай эппин! — терӗ вӑл тепӗр минутран Заикина. — Анчах шӑпрах! Заикин ҫул ҫине тухрӗ.

Манӑн флягӑра эрех пур.

— Мейӗр, — сӗнтӗм эпӗ ӑна.

— Тавтапуҫ сана, хаклӑ ҫыннӑм! Тавтапуҫ! — тутлӑн чаплаттарчӗ капитан:  — Тата тепӗр ҫӑвар сыпам-ха… Вӑт, капла чиперех пулчӗ, — хӑй тӗллӗнех калаҫрӗ вӑл.

— Пар мана та. — Канава шуса анчӗ Заикин. — Унта водитель пулнӑ-мӗн. Вӑл унтах кӑннӑ!

Заикин, флягӑна илсе, темиҫе ҫӑвар сыпрӗ те, «фу, путсӗр япала!» тесе, мана каялла тыттарчӗ.

— Аван. Ху мӗнле-ха капла?

Халь ӗнтӗ мана та юрать. Икӗ сыпкӑм турӑм та — фляга пушанчӗ те. Эп ӑна пиҫиххи ҫине тирсе, патрон сумккипе юнашар ҫакса ятӑм.

— Кайрӑмӑр-и? — ыйтрӗ капитан. — Епле-ши унта пирӗнннисем?

Эпир ҫул ҫине тухрӑмӑр. Бронетранспортертан пӗр икҫӗр утӑм кайсан, капитан тӑпах чарӑнчӗ:

— Документсем? — терӗ вӑл, аса илсе. — Чуп-ха, кайса кил. Сых ятне пултӑр. Эпир кӗтетпӗр сана.

Эпӗ машина патне таврӑнтӑм. Шинельсене, кӑкӑр ҫинчи кӗсьесен тӳмисене вӗҫертме тытӑнтӑм. Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ, пиллӗк… шутлатӑп хам ӑшра. Улттӑмӗшӗн кӑкӑр ҫинчи кӗсйинче ним те ҫук — пу-шах. Тепри те пушӑ. Ирӗксӗрех гимнастеркин кӗсйине булавкӑпа тирнӗскерне, вӗҫертме тиврӗ. Улттӑ пулчӗ. Ҫиччӗмӗшӗ — машинӑра. Унта кӗтӗм. Пӑхса пымалли шӑтӑк патӗнчен нимӗҫе каялла туртрӑм. Аран йӑвантартӑм эп ӑна. Аллисем рычак ҫинче хытса ларма та ӗлкернӗ-мӗн. Ку ҫиччӗмӗш пулчӗ.

Офицерсем патне таврӑннӑ чух эп вӗсен калаҫӑвне илтрӗм.

— Вӑрҫӑччен? — ыйтрӗ Заикин.

— ВУАПра ӗҫленӗ. Пӗлместӗр-и ун пек организацине?

— Илтмен.

— Авторсен правине хӳтӗлекен пӗтӗм Союзри управлени вӑл. Пурччӗ ҫавӑн пекки.

— Миҫере вара эсир?

— Аллӑ ҫичче кайнӑ.

Капитан мана асӑрхарӗ:
— Ну, илтӗн-и? — терӗ ҫивӗччӗн.

Унтан Заикин ҫине темле айӑпа кӗнӗн пӑхрӗ.

— Эсир хирӗҫместӗр-и, кӗҫӗн лейтенант юлташ енчен эп вӗсене хампа илсен?.. Сире пурпӗрех вӗт, эсир ҫапӑҫатӑр, маншӑн вара ку пӗрремӗш пулчӗ, урӑх пуласси те паллӑ мар…

Заикин хавхалансах килӗшрӗ.

— Документсене капитана пар, — хушрӗ вӑл мана.

Эп ҫийӗнчех вӗсене капитана тыттартӑм.

— Ан кӳренӗр тулӗк эсир, — текелесе капитан документсене хӑйӗн кӗсйине чикрӗ. — Кун пекки пулманччӗ-ха… Хӑвӑрах ӑнланатӑр…

Эпир хамӑрӑннисем патне таврӑнтӑмӑр та вилнисене пытарма пикентӗмӗр. Сержанта тата икӗ салтака. Виҫӗ салтак ҫӑмӑл аманнӑ. Вӗсем пирӗнпе пӗрлех ӗҫлерӗҫ. Ӗҫе ҫӑмӑллатас тесе, шӑтӑк чавас мар терӗмӗр. Окоп стени ҫумне хутӑмӑр та ҫӗрпе витсе лартрӑмӑр.

Нимӗҫсен шывлӑ окопӗ тек пурпӗр никама та кирлӗ пулас ҫук.

Унтан сывпуллашрӑмӑр.

— Сыв пулӑр!

Финчаҫпе трофей команди — пӗр еннелле, эпир тепӗр еннелле ҫул тытрӑмӑр.

Тӗттӗмлене пуҫларӗ. Таҫтан витӗрех шӑнтакан сивӗ ҫил тухрӗ. Йӗпе шинельпе шӑлаварсем шӑнма тытӑнчӗҫ. Комбат аттипе манӑн ботинкӑсенче шыв нӑчӑлтатса пырать.

— Шел, хушаматне те ыйтса пӗлеймерӗм, — терӗ Заикин, пырсан-пырсан.

— Камӑнне?

— Капитанӑнне ара.

Унтан эпир пӗр харӑсах хамӑр манӑҫа кӑларнӑ япала ҫинчен аса илтӗмӗр:
— Епле-ха пирӗн виҫҫӗмӗш пост? — терӗмӗр.

Каялла ҫаврӑнтӑмӑр. Юрать-ха инҫе мар. Ҫул хӗресленнӗ вырӑн — аван ориентир, вӑрман хӗрринчи ҫӗнӗ вилтӑпри — халь ӗнтӗ манӑҫми вырӑн. Ӑна эпир картта ҫине паллӑ турӑмӑр. Кунта йӗр хывма лайӑх. Йӗри-тавра аван курӑнать. Инҫетре — Бреслау, унта ҫаплах тӗтӗм-сӗрӗм йӑсӑрланать-ха.

— Эс ан ҫиллен мана, — сасартӑк калаҫа пуҫларӗ Заикин. — Эп пӗлмен-ҫке-ха ҫирӗн унта, ну, мӗнле калас, чӑн-чӑн… Мана ахаль те уншӑн ҫакланчӗ. Соколов ҫисе яратчӗ пуль терӗм, «Кай та каҫару ыйт, подлец!» — тет. Ӗлӗк пулсан, дуэле тухма перчетке пӑрахнӑ пулӗччӗҫ, тет. Юрӗ ӗнтӗ, ан ҫиллен. Килӗшрӗмӗр-и?

— Килӗшрӗмӗр.

Унтан сасартӑк Заикин ача пек именчӗ те:
— Унӑн сӑнӳкерчӗкӗ пур-и санра? Кӑтарт-ха тархасшӑн! — тесе ыйтрӗ.

— Ҫук!

Наташа сӑнӳкерчӗкӗ манра чӑнах та ҫукчӗ ҫав.

Бреслаури пушарсем пирӗн ҫулах ҫутатаҫҫӗ. Акӑ, юлашки сукмакран та иртрӗмӗр, ҫула кӗскетес тесе, пылчӑк ашах-ашах хир урлӑ утрӑмӑр.

Кӗҫех хайхи вилӗ лаша тӗлне ҫитрӗмӗр.

Урапи ҫук. Старшина илсе кайнӑ пулас. Лаша ҫеҫ сӗмлӗхре пысӑк тӗмеске пек курӑнса выртать. Унӑн хӑмӑр тирӗ ҫинче пушар ҫути мӗлтлетет.

— Итле-ха, сана эп кунӗпех шыратӑп паян, — савӑнчӗ Вадя Цейтлин, эпир хамӑр пата таврӑнсан. — Пӗлетӗн-и, мана пӗр ӗҫ хушрӗҫ кунта, санпа канашласа пӑхасшӑнччӗ, паллах, вӑрттӑн ӗнтӗ, ҫынна каламалли япала мар…

— Мӗн пулнӑ вара ун пекех?

— Темех мар-ха та, замполит награда пама палӑртнисем пирки ҫырса хатӗрлеме хушрӗ. Ман вӑхӑт ҫук, тет хӑй, эс ӗҫсӗрех ҫӳрен — ҫыр, тет. Ялав патӗнче дежурствӑра тӑрса ирттернӗ хыҫҫӑн манӑн чӑнах та ӗҫ пулмарӗ паян. Акӑ, ҫак список тӑрӑх ҫырма хушрӗ. — Вадя хут листине ман еннелле тӑсрӗ. — Кам мӗнле паттӑрлӑх кӑтартнине хитрелетсе ҫырса памалла, тет. Мӗн ҫырмалла-ши? Пӗлместӗп. Канашлама та ҫын ҫук. Пулӑш-ха.

Эпӗ хут ҫине хӑвӑрт пӑхса илтӗм. Темшӗн-ҫке, Протопопов ячӗ чи малтан куҫа курӑнса кайрӗ…

— Пӗлместӗп, Вадя! Пӗлместӗп! Мӗн ҫырас килет, ҫавна ҫыр. Эп ҫывӑрма каятӑп. Пултараймастӑп, ҫав тери ҫывӑрас килет!..

* * *

Соколов лейтенантпа иксӗмӗр кайса килнӗ медсанбатра пирӗнне иксӗмӗрӗнне те бинтсене салтса илчӗҫ. Манӑнне — ҫурӑмпа ура ҫинчен, Соколовӑнне — пуҫӗ ҫинчен. Тепӗр кунне вара лейтенант ӗлӗкхи йӑлипе кунӗпех ҫӳҫне пӳрни ҫине явакларӗ. Эппин, вӑл лӑпкӑ мар, ӑна темскер канӑҫ памасть.

Эпир ӗҫе тин кӑна пӗтертӗмӗр, ывӑнма та ӗлкӗреймен темелле, анчах взвод командирне ниепле те ӑнланаймастӑп-ха: мӗн пулнӑ ӑна?

Ҫанталӑк паян нихҫанхинчен те пахарах. Хӗвеллӗ, ӑшӑ! Анлӑ та ҫутӑ хир тӑрӑх, уҫӑ сывлӑш сывласа, иксӗмӗрех пыратпӑр, темӗнле юханшыв леш енче хир качакисем сиккеленисене сӑнакалатпӑр.

Тӗрӗссипе эп ҫеҫ сӑнатӑп-ха вӗсене, лейтенант шухӑша кайнӑ та ним асӑрхамасӑр пырать.

— Сунара ҫеҫ каймалла халь, лейтенант юлташ, — терӗм эп, чӗнмесӗр пырас мар тесе. — Пӑхӑр-ха! — тин кӑна таҫтан, сӑрт хыҫӗнчен сиксе тухнӑ куянпа хир качакисем ҫинелле кӑтартрӑм ӑна. Унччен те пулмарӗ, куянӗ, хир качакисене курсан, аяккалла тапса сикрӗ.

— Сунар тетӗн апла? — тавӑрчӗ мана Соколов. — Эп ак шухӑшласа тӑнран каятӑп… Юрӗ, ме акӑ, вула. — Вӑл, кӗсйинчен ҫыру кӑларса, мана тыттарчӗ:  — Сан ҫинчен те пур унта кӑштах…

— Аслӑ лейтенантран-и? — Буньков аллине тӳрех палласа илтӗм эпӗ.

— Унран ҫав, унран. Атя, вула эсӗ, — тепӗр хут каларӗ Соколов, чарӑнса тӑрса.

«Хаклӑ тусӑм, Мишка! — вуларӑм эпӗ. — Эс чухлаймастӑн та пулӗ-ха, тӑрмаланчӑк ҫӳҫ-пуҫ, санӑн ҫырӑвна илсен эп епле хӗпӗртенине. Тавтапуҫ сана, виҫҫӗр хут тав! Калама та кулӑшла вӗт, ку тарана ҫитсе никам та аса илмерӗ вӗт-ха мана. Сирӗнпе ялан кӳршӗллӗ пурӑнатпӑр пулсан та (куна эпӗ аван пӗлетӗп — тӗрӗсленӗ), килме пӗри те шухӑшламастӑр. 100 е 300 ҫухрӑм инҫе-и вӑл! Пирӗн чи асли, кирлех пулсан, раципе те ҫыхӑнма пултармалла пек. Анчах ҫук. Ну, юрӗ, ҫӑва патне унпа. Вӑл хӑй ӗҫне аван чухлать, ку хальхи вӑхӑтра — чи кирли. Пурне те ӑҫтан пӑхса ҫитерӗн. Вӑрҫӑ!

Эс акӑ, тӳрккес тусӑмҫӑм, ҫыру ҫыртӑн. Куншӑн эп сана тата та ытларах юрататӑп. Эс — чун, психолог, пурне те ӑнланатӑн. Анчах эп пӗр япалана ҫеҫ ниепле те ӑнланаймастӑп: мӗншӗн эс ман вырӑнта мар? Эпӗ пуринчен те, ҫав шутрах, чи аслинчен те ыйтнӑччӗ-ҫке? Тепӗр тесен, эп пурне те ӑнланатӑп. Эс те ӑна аван пӗлетӗн. Анчах чунтан калатӑп эп сана: ҫаврӑнса та ан пӑх ҫав перестраховщиксем ҫине! Пурте ун пек мар вӗт-ха!.. Ӗнен, килет ак вӑхӑт — вӗсем пулмаҫҫӗ. Ну, ман вырӑнна йышӑннӑ ҫын пирки, вӑл комсомол пухӑвӗнче сӑмах калани ҫинчен ҫырни вара ытла та тӗлӗнмелле. Ун пек палкани вӑл — идиотизм! Сӑмах май калас-тӑк, кунта эп пухура калаҫу пуҫласа яма хӗтӗртнӗ «пуҫламӑш сӑлтава» кӗтмен ҫӗртен тӗл пултӑм. Пирӗн пата хулана вырнаҫнӑ «хуҫалӑхсенчен» йывӑр аманнисене пулӑшма тата йӑпатма хӗрсем ҫӳреҫҫӗ. Сасартӑк палласа илетӗп — вӑл! Шантарсах калатӑп сана, пирен ҫамрӑк Ромео йӑнӑшман. Эпир ун ҫинчен те калаҫкаларӑмӑр ӗнтӗ унпа: пӗтӗмпех йӗркеллӗ, таса. Куна эпӗ аван ӑнлантӑм. Хӗрӗ вара, чӑнах та, питӗ ырӑскер, кӑмӑллӑскер, хӑйне хӑй ҫирӗп, аван тыткалать…

Хам эп ырӑ-сывах. Эскулапсем выртмалла тесе вӑрҫаҫҫӗ пулин те, тӑркалатӑп, ҫӳрекелетӗп. Пурпӗр эп кунтан ҫитес вӑхӑтрах хӑтӑлса тухатӑп-ха, Берлина иксӗмӗр пӗрле ҫитсе кӗрессе шанатӑп. Ан ман мана, тархасшӑн ан вӗрилен, пуҫна ан ус, айванла япаласем туса ан хур!

Енчен, Бреслау ятлӑ «йывӑр мӑйӑртан» инҫех тӑмастӑр пулсан, тен, кунта ҫитсе ӳкме вӑхӑт тупан? Пӗр сехетлӗхе е пӗр минутлӑха та пулин? Ытах май килет пулсан е пултаратӑн-тӑк, Ромеона та хӑвпа пӗрле ил. Вӑл хӑйӗн Джульеттине тӗл пулӗччӗ кунта. Кун ҫинчен сан пата ҫырнӑ пирки эп ӑна пӗлтерсе хутӑм. Кунта тата пирӗн Петров та выртать. Астӑватӑн-и эс ӑна? Славянсем ӑна Макака тесе чӗнетчӗҫ.

Вӑт ҫапла.

Ыталатӑп, анчах саламсем халлӗхе ямастӑп-ха. Кам астӑвать пуль мана — пӗлместӗп. Санӑн Макҫӑму».

— Вуларӑн-и? — ыйтрӗ Соколов.

— Вуларӑм, лейтенант юлташ…

— Ну вӑт, комдив патне эп каймастӑп, комбатпа та калаҫмастӑп. Ҫапах Буньков патне каясах пулать. Сыснасем эпир, Лигниц юнашарах вӗт вӑл, ҫавӑнта кайса килейместпӗр. Каяс тетӗн пулсан, Катонинран хӑв кайса ыйт. Эпӗ ирӗк паратӑп. Заикин лейтенантран ыйтса ан тӑр. Вӑл ҫӗнӗ ҫын, Бунькова пӗлмест. Тӳрех кала: «Эпир — сыснасем, Бунькова пачах маннӑ», — те. Кирлех пулсан, хӑвӑн юлташна Баринова та илме пултаратӑн. Вӑл ҫапах та должноҫлӑ ҫын — комсорг. Пӗлес килет пулсан, ачи аванскер вӑл…

— Енчен, майор мӗншӗн эсир каймастӑр тесен? — иккӗлентӗм эпӗ.

— Ман пирки вара тем те калама пултаратӑн. Кала, эп ун ҫинчен шухӑшламан, те, хуть те мӗн кала. Анчах Буньков ҫырӑвӗ ҫинчен ан шарла. Ну, мӗнле?

— Каятӑп эп, лейтенант юлташ, халех каятӑп, таврӑнсанах!

Соколова манӑн тата тепӗр ыйту парас килетчӗ: мӗншӗн-ха ӑна Буньков ыйтнӑ пек, комбат тумарӗҫ? Анчах ыйтма хӑяймарӑм.

Ун вырӑнне эп, сасартӑк, урӑххи ҫинчен калаҫа пуҫларӑм:

— Пӗлетӗр-и, лейтенант юлташ, мана ҫав Заикин кӗҫӗн лейтенант хӑюллӑ ҫын пек туйӑнчӗ. Леш фрицсемпе тата бронетранспортерпа ҫапӑҫнӑ чух…

— Хаклӑ тусӑм! — ман ҫине Соколов, хӑй учитель, эпӗ ун вӗренекенӗ пулнӑ пек, пӑхрӗ. — Хаклӑ тусӑм! Усалпа ырӑ хӑш чух юнашар ҫав тери аван вырнаҫаҫҫӗ. Тепӗр тесен, куна эп кӗҫӗн лейтенант ҫинчен каламастӑп.

* * *

Ирхине эпир теодолитпа виҫеве тухрӑмӑр. Палланӑ вырӑнсем. Заикин кӗҫӗн лейтенантпа иксӗмӗр вута лекнӗ вырӑнсем.

— Аван! Ӑнӑҫлӑ! Аван! — тет Соколов.

Вӑл эпир суйласа илнӗ вырӑнсене килӗштерчӗ курнать. Манпа та кӑмӑллӑ пулчӗ. Эпӗ хамӑн вешкӑна май килнӗ таран инҫетерех лартатӑп. Ан тив, виҫев хушши вӑрӑмрах пултӑр.

Саша, Шукурбек, Володя тата Соколов ман йӗрпе пыраҫҫӗ.

Паллӑ ӗнтӗ, ӗҫӗ пирӗн — вӑрҫӑ мар. Тӗрӗс калать Саша: чӑн-чӑн ҫапӑҫу пуҫлансанах пире аяккалла пӑраҫҫӗ. Анчах, тӗлӗнмелле, эп вара — ялан малта. Ку мана самай хавхалантарать. Кирлӗрех ӗҫ тетӗр-и? Пӗлтерӗшӗ енчен пысӑкрах тетӗр-и? Тен, тӗрӗс те пуль, ҫапах апла мар-тӑр. Ҫӳретӗп эп хамӑн хӗрлӗ-шурӑ вешкӑпа малта, ҫав вӑхӑтрах ыттисен ӗҫӗ манран килнине пӗлсе тӑратӑн. Теодолитчик хӑйӗн теодолитне манӑн вешка ҫинелле тӗллет: ӑна валли вырӑн эп суйласа тупнӑ-ҫке-ха. Вӑл теодолит мӗн кӑтартнине хут ҫине ӳкерет те вычислительпе ҫак эп суйласа илнӗ вырӑнти координатсене палӑртса хурать. Кайран ҫав координатсемпе пирӗн сасӑ разведчикӗсем, эпир паллакан артиллеристсем, штабра ӗҫлекенсем, фоторазведчиксем ӗҫлеҫҫӗ…

Акӑ, эпир ишӗлсе аннӑ выльӑх витинчен, хӗреслӗ ҫултан, пушӑ ҫуртсенчен тата масартан иртрӗмӗр. Авӑ, сылтӑмра — вӑрман. Малта, ҫул хӗрринче, икӗ мотоцикл выртать, нимӗҫ виллисем ҫук. Ҫул хӗрринче те, канавра та нимӗҫсем курӑнмаҫҫӗ. Ӑҫта-ха вӗсем?

— Виҫҫӗмӗшне пар, — терӗ Соколов, пӗр мотоциклӗ патне пырса. — Кусем ҫавсемех-и?

— Ҫавсем. Анчах… фрицсене такам пытарнӑ…

— Ну, ӑҫта виҫҫӗмӗш пост? — ыйтрӗ комвзвод.

— Ав унта, вӑрман патӗнче, лейтенант юлташ. Вӑрман хӗрринче. Ҫӗнӗ вилтӑпри. Куратӑр-и?

— Куратӑп.

Трофей командинчи сержантпа икӗ салтака пытарнӑ вилтӑпри аякранах курӑнать-мӗн.

— Атя, вӗҫтер, теодолита ҫул юппине лартӑпӑр, — терӗ лейтенант. — Лектерӗҫ-и? Ҫитерӗҫ-и?

— Лектереҫҫӗ.

Саша, Володя тата Шукурбек теодолитпа ҫул юппине каялла таврӑннӑ ҫӗре эп вӑрман хӗррине, вилтӑпринчен кӑшт сулахаярах, ҫитсе тӑтӑм.

Комвзвод та вӗсем патнелле каялла утрӗ. Ачасем манӑн вешкӑна асӑрхарӗҫ пулас. Эп вӗсене аван куратӑп. Апла-тӑк, вӗсем те мана кураҫҫӗ.

Чӑнах та, вӗсем мана алсемпе сулма тытӑнчӗҫ: «Атя, каялла кил!» — тени пулчӗ ӗнтӗ ку.

Эпӗ сӑрт ҫинчен чупса антӑм та ҫул ҫине тухрӑм. Хӗвел самаях хӗрӳ. Сывлӑш уҫӑ, кӑштах йывӑҫ папкипе ҫӗрӗшнӗ курӑк шӑрши ҫеҫ кӗрет. Унта-кунта йывӑҫсем симӗслене те пуҫланӑ. Уҫланкӑсемпе хӑйӑрлӑ тӗмесем типнӗ. Тӳпе — кӑн-кӑвак! Тӗлӗнмелле кӑвак. Ҫав тери аван!

Хамӑрӑннисене халь эпӗ курмастӑп ӗнтӗ. Вӗсем унта, масар ҫинелле пӑрӑнса каякан ҫул кукрашкине, кӗрсе ҫухалчӗҫ. Пирӗн пек мар иккен нимӗҫсен масарӗ, йӗркеллӗ — куна эп халь тин асӑрхарӑм. Мрамортан, тимӗртен, йывӑҫран тунӑ тӗрлӗрен хӗрессене речӗ-речӗпе лартса тухнӑ. Ҫулӗсене сап-сарӑ хӑйӑрпа витнӗ. Вилтӑприсем тавра картасем ҫук. Вӗтӗ йывӑҫсем лартса тултарнӑ, вӗсене тип-тикӗс касса тикӗсленӗ.

Ҫапах та кунта, ҫакнашкал вырнаҫтарса тухнӑ ҫынсен ретӗнче, темӗнле сивӗлӗх, ятарлӑх, тӳрккеслӗх сисӗнет. Ан тив, чӗр ҫынсем мар, вилӗсем пулччӑр, ҫапах вӗсем — ҫынсем. Шӑпах ҫар плацӗнчи пек, пуҫтарнӑ та вӗсене йӗркипе вырнаҫтарса тухнӑ, ҫитменнине тата ҫулӗсене хӑйӑрпа сапма та манман…

Эпӗ аттене пытарнӑ Мускаври нимӗҫсен масарне аса илтӗм. Вӑл кун пек мар. Тен, арӑш-пирӗшрех пуль, йывӑҫ та ытларах лартнӑ-тӑр, анчах пурпӗр унта чуна ӑшӑрах, этемлӗх ытларах.

Анчах вӑл инҫетре халь — Мускавра. Кунта вара?

Кунта акӑ хӗрринчех — вӗр-ҫӗнӗ вилтӑпри. Пӗрре те масар ҫинчи пек вилтӑпри мар хӑй — пысӑкскер, васкавлӑ тунӑскер. Нивушлӗ эпир вӗлернӗ нимӗҫсене тахӑшӗ пытарма ӗлкӗрнӗ? Анчах кам? Хӑҫан?

Эпӗ масартан пӑрӑнса иртрӗм те ҫул ҫинче ларакан теодолита асӑрхарӑм. Ун патӗнче никам та курӑнмарӗ, эп вара, ирӗксӗрех утӑма хӑвӑртлатрӑм. Малта сасартӑк пӑшал сасси янӑраса кайрӗ. Унтан тепре кӗрӗслетрӗ. Автомат шатӑртатса илчӗ.

Малтан эп Соколовӑн вӑрӑм кӗлеткине асӑрхарӑм, ун хыҫҫӑн — Сашӑна. Вӗсем ҫул айккипе пушӑ ҫуртсем патнелле чупаҫҫӗ-мӗн. Вӗсемпе пӗрлех Володя та чупать. Акӑ, вӗсем, чӗркуҫленсе ларса, пеме тытӑнчӗҫ.

Эп чупса ҫитнӗ ҫӗре перкелешӳ чарӑнчӗ.

— Мӗн пулчӗ?

Володя ахаль тум тӑхӑннӑ вилӗ нимӗҫӗн автоматне илесшӗн тӗрмешет-мӗн. Иккӗмӗш нимӗҫӗ те, штатски тумлӑскер, алӑк умӗнче выртать.

— Шукурбека вӗлерчӗҫ, путсӗрсем! — терӗ Саша.

— Йӗксӗксем! Юриех штатски тум тӑхӑннӑ пулас? — ҫӳҫне-пуҫне арпаштарчӗ Соколов. — Ытла айванла пулчӗ…

Шукурбек ҫул хӗрринчи канавра выртать. Автомат черечӗ ӑна тӳрех ҫулса пӑрахнӑ-мӗн.

— Ну, мӗнле? Масар ҫине-и? — ыйтрӗ Володя. Тахӑш ҫуртӗнчен кӗреҫепе кӗрепле илсе тухса. — Тен, ҫавӑнта аванрах.

Шукурбека эпир хамӑр салтаксене пытарнӑ вырӑна, тин кӑна эпӗ вешкӑпа тӑнӑ ҫӗре, йӑтса кайрӑмӑр. Трофейщиксен ҫӗнӗ вилтӑприйӗпе юнашар хутӑмӑр. Витрӗмӗр. Хӑйӑра тикӗслерӗмӗр. Вӑл вара пӗр вилтӑпри пулса тӑчӗ.

— Ҫырса хумаллаччӗ, — терӗ Саша. — Ҫакӑн ҫине хуть. — Таҫтан хӑма хӑйпӑкӗ тупса килчӗ вӑл.

Ун ҫине Саша черниллӑ кӑранташпа: «Шукурбек Ахметвалиев. 1926-45. Тата — сержант, икӗ салтак», — тесе ҫырса хучӗ.

Сержантпа трофей командинчи салтаксен, икӗ кун каялла вилнӗскерсен, хумашачӗсене эпӗ пӗлеймерӗм.

* * *

Вӗсем пӗр сехет каялла ҫеҫ хуларан хӑтӑлса тухнӑ имӗш.

— Епле?

— Ан та ыйтӑр! — кулаҫҫӗ, макӑраҫҫӗ, каллех кулаҫҫӗ вӗсем. — Хамӑрӑннисем! Тӑвансем! Хамӑрӑннисем!

Куҫӗсем таранах тутӑрсемпе ҫыхса лартнӑ вараланчӑк сӑн-питлӗ, вараланчӑк тумтирлӗ, йӗпе ураллӑ хӗрарӑмсем тӑраҫҫӗ пирӗн умра. Пурте вӗсем пӗр евӗрлӗ: ятсӑр-шывсӑр, ҫулсӑр-мӗнсӗр — тӗксӗм ӗмӗлке пек. Пӗри ҫеҫ вӗсенчен нимӗн те чӗнмест, хӑравҫӑллӑн ыттисем хыҫнерех пӑчӑрӑнать. Куҫӗсем те унӑн — пушӑ, ниме пӗлтерменскерсем, унталла-кунталла кӑна чупаҫҫӗ. Хӑрать хӑй.

— Эс мӗн? — пырса тӑчӗ ун патне Володя. — Е телее пула чӗлхӳ ҫӗтрӗ-и?

Хӗрача хӳме ҫумнелле тӗршӗнчӗ, ҫапасран хӑранӑ пек чӗтреме тытӑнчӗ.

Володя та, эпир те вӑл мӗншӗн кун пек хӑтланнине ӑнланаймарӑмӑр.

— О, эпир мансах кайнӑ! — терӗ ҫак самантра пӗр хӗрарӑмӗ. — Ку вӑл — Хильда. Нимӗҫ хӗрачи. Анчах лайӑхскер. Хуйхи унӑн пит пысӑк. Амӑшӗ вилнӗ, ашшӗ ӑҫти паллӑ мар. Унта вара, Бреслаура, тем хӑтланакан та пулӗ — ӑнланма май ҫук! Тем пулас-килес пур… Салтакӗсем тата унта… Хӗрачи вунулттӑра вӗт… Вӑт, асапланчӗ вара пирӗнпе. Икӗ эрне подвалта пӗрле лартӑмӑр, паян акӑ тарма шутларӑмӑр. Сирӗнпех пыратӑп, тет. Кунта юлма пултараймастӑп, тет. Фюрхте нихт, Хильда! Фюрхте нихт! — хушса хучӗ хӗрарӑм ҫавӑнтах, Хильда еннелле ҫаврӑнса. — Зи лассен дих ин рус! Дас зинд дох унзере, унзере!

— Нимӗҫле пӗлетӗр тем? — тӗлӗнчӗ Заикин.

— Пӗрремӗш ҫул кӑна мар асап тӳссе пурӑнатпӑр-ҫке-ха, — хуравларӗ ӑна хӗрарӑм. — Вӗрентрӗҫ!

— Чылайранпа-и вара эсир?

— Эпӗ ӗнтӗ виҫӗ ҫул ытла кунта, вӗсем икӗ ҫул ытларах.

— Ӑҫтисем хӑвӑр?

— Брянскран эпӗ…

— Псков ҫывӑхӗнчи Никольски ялӗнчен. Илтмен-и?..

— Эпӗ Орелтан…

Нимӗҫ хӗрачисӗр пуҫне вӗсем виҫҫӗн. Заикин кӗҫӗн лӗйтенант пурне те апат ҫитерме тата хваттере вырнаҫтарма хушрӗ.

— Ним ҫук пулсан та, хваттер пирӗн темӗн чухлех! — терӗ Володя.

Пирӗн дивизион Бреслау хули ҫывӑхӗнче, дачӑсемлӗ вырӑнта, вырнаҫнӑччӗ. Эпир тӑватӑ ҫуртра пурӑнатпӑр, ыттисем — пушах. Вӗсем кунта ҫӗртен те иртеҫҫӗ пулӗ.

— Ҫӑвӑнасчӗ пирӗн… — сӑмах хушрӗ пӗр хӗрарӑмӗ. Эпир вӗсене ушкӑнпах — Заикин, Володя, Саша, тата темиҫе салтак, — малалла ертсе кайрӑмӑр.

— Ҫӑвӑнатӑр та ак, кӗпе-йӗмӗрсене те улӑштаратӑр. Кунта пурте пур.

Нимӗҫ хӗрачи хӗрарӑмсем хыҫҫӑн вӗтӗртетсе пырать.

Пӗр ҫурт патӗнче эпир чарӑнтӑмӑр:

— Кунта сире аван пулать. Кайран пирӗн пата пырӑр. Пӗр сехетрен ытла ан тӑрӑр. Кунта кӗпе-йӗм ҫитмесен, юнашаррине кайма пултаратӑр…

Володя хӗрарӑмсемпе пӗрлех пӳрте кӗрсе кайрӗ. Нумай та тӑмарӗ — тухрӗ.

— Хӑҫанччен кӗтмелле сана?

— Мӗскер эсир, ачасем! Парӑр ӗнтӗ хӗрсемпе калаҫма?

Вӗсем эпир апата ларсан ҫитрӗҫ.

— Вӑт, ку аван! — терӗ чи малтан Володя. — Ларӑр, хӗрсем, ларӑр. Анчах электричество ҫук-ха пирӗн, ытти пӗтӗмпех пур. Ну, юрӗ, ҫуртасемпе пушшех те хӑтлӑрах!

Хӗрсене хайхи палламалла та мар иккен. Улшӑнсах кайнӑ. Нимӗҫ хӗрачи те пачах урӑхланнӑ. Ҫинҫескер (хӗрача-ҫке-ха) капӑр курӑнать, хӑй — именчӗк.

— Их данке имен! — пӑшӑлтатрӗ вӑл, Заикин пукан лартса парсан.

Ыттисем хӑйсемпе паллаштарма пикенчӗҫ.

— Люся, — терӗ пӗри.

— Клава.

— Сире епле чӗнеҫҫӗ тата? — ыйтрӑм эпӗ хампа юнашар ларнӑ сарӑрах ҫӳҫлӗ, кӑвак куҫлӑ, пӗр вӑтӑрсене ҫывхарнӑ хӗрарӑмӗнчен.

— Валя, — пӗлтерчӗ вӑл.

— Аҫу ячӗ мӗнле?

— Мӗн тума кирлӗ вӑл? Валя е Валентина тесен те ҫитет…

— Атьӑр эппин, — пӳлчӗ пирен калаҫӑва юнашар ларакан Заикин кӗҫӗн лейтенант, — ҫӗклер те ҫак стакансене сирӗншӗн, сирӗн юлташӑрсемшӗн, чипер ҫӑлӑнса тухнӑ ятпа сыпар… Тата… — Заикин, Хильда ҫине пӑхнӑ май, самантлӑха чарӑнчӗ. — Сирӗншӗн, хӗрача. Мӗнле калас, эпир халлӗхе сирӗнпе тӑшмансем шутланатпӑр-ха, анчах эсир, ҫамрӑк ӑру, тӗрӗсрех каласан — ҫав ӑрӑвӑн представительници, ыттисен ҫулӗпе каймасса эпир шанса тӑратпӑр…

— Каҫарӑр, — пӑшӑлтатрӗ мана Валентина, — эп Хильдӑна куҫарса парам…

Вӑл нимӗҫ хӗрачине Заикин сӑмахӗсене шӑппӑн куҫарса пама тытӑнчӗ.

— Ҫапла вара, сирӗншӗн, — тепӗр хут каларӗ кӗҫӗн лейтенант.

Ларкаласан, нимӗҫ сӑмахӗсене аран-аран суйлакаласа, Заикин Хильдӑпа калаҫма пикенчӗ. Анчах лешӗ пуҫӗпе сулсах:
— Нихт ферштейн! Нихт ферштейн! — терӗ.

— Эп унран малашне мӗн тума шутлать, ӑҫта каять тесе ыйтрӑм, — сӗтел урлӑ Клава еннелле ҫаврӑнчӗ Заикин.

— Хӑйӗн Германийӗ айӑпне ӗҫленипе, нумай ӗҫленипе тӳрре кӑларӑп тет вӑл, — ӑнлантарчӗ Клава. — Тен, ӑна ҫула май госпитале, е пекарьнӑна, е прачечнӑя вырнаҫтармалла? Вӑрҫӑ пынӑ вӑхӑтра вӑл вырӑс салтакӗсемшӗн ҫеҫ ӗҫлесшӗн. Бреслауна таврӑнасшӑн мар…

Сӗтел хушшинче шав ҫӗкленчӗ.

— Валька пирӗн хитре. Пирешкел мар, — ӑнлантарать Володьӑпа юнашар ларакан Люся. — Пытанса пурӑннӑ чух питне унӑн хӑрӑмпа сӑрласа илемсӗрлетме тиврӗ. Ну, нимӗҫсем тӳрех ан асӑрхаччӑр тесе ӗнтӗ…

Вӑл, Валя ҫине пӑхнӑ май, темле шухӑша путнӑ пек пулчӗ. Унӑн каҫӑртарах сӑмсаллӑ сарлака сӑн-пичӗ улшӑнчӗ.

— Атя, эс ҫи, ҫи, ҫирӗплен, — сӗнчӗ Люсьӑна Володя е ҫу, е кӑлпасси, е ӑшӑтнӑ консерва парса.

— Тепӗр тесен, Клавӑпа иксӗмӗр ҫакнашкал ҫурални лайӑх та пулчӗ-и, тен, — малаллах калаҫрӗ вӑл, Володьӑна итлемесӗр пирӗн ҫинелле пӑхса. — Эпир хӗн курнӑ ҫӗрте пирешкеллисем ҫеҫ чӗрӗ юлчӗҫ те ӗнтӗ. Калама кӑна ҫӑмӑл, икӗ ҫул вӗт-ха эпир Клашӑпа иксӗмӗр, икӗ ҫул… Хуҫа вара пирӗн сысна аҫи пекчӗ! Ӗлкӗрсе ҫеҫ тӑр! Чӑтма ҫук хаярччӗ тата, ҫӗлен! Астӑватӑн-и, Клаша, епле вӑл пире иртнӗ хӗлле лашасем вырӑнне кӳлчӗ. Ярӑнтарса ҫӳремелле вӗт-ха ҫав сыснана! Мӗн тӑвас тен, ярӑнтартӑмӑр…

Люсьӑпа Клава Вальӑран ҫамрӑкрах-мӗн, анчах унран аслӑрах пек курӑнаҫҫӗ. Аллисем те пысӑкрах, хӗрлӗ… Хресчен аллисем ӗнтӗ…

— Киле каясчӗ халь, киле! — ӗмӗтлӗн каларӗ Люся. — Тӑратпӑр акӑ ыран — ҫула тухатпӑр. Ӗненес те килмест! Эх, мӗнле-ши пирӗн халь унта, мӗн юлнӑ-ши?..

— Эсир тахҫантанпах пӗлетӗр-и пӗрне-пӗри? — ыйтрӑм эпӗ Вальӑран.

— Ҫук, нумай пулмасть, — хуравларӗ вӑл. — Бреслауна штурмланӑ чух ҫеҫ. Унччен расна ҫӗрте ӗҫленӗ…

Манӑн поста, Сашӑна, улӑштарма каймалла пулчӗ.

Эпӗ урама тухрӑм. Ҫумӑр пӗрӗхет. Бреслау ҫинче халь те тӳпе сенкерленет, анчах вӑл халь питӗ инҫетре пек туйӑнать. Кунта шӑпах.

Саша мана кӗтсех тӑнӑ-мӗн.

— Хаваслӑ-и унта?

— Анчах пуҫланчӗ. Вӗҫтер. Каяс-ха, сивӗ кунта паян.

— Атя, яра пар…

Эпӗ поста йышӑнтӑм та, пирӗн ҫуртран тухакан шӑв-шава илтес мар тесе, урам тӑрӑх каллӗ-маллӗ утма тытӑнтӑм. Унта халь хӗрсех шавлама, юрлама, музыка янӑраттарма пуҫларӗҫ…

Ҫӳренӗ чух вӑхӑт хӑвӑртрах иртет, кичемех те мар тата.

Пӗр сехет пек иртсен, ҫуртра шӑв-шав тамалчӗ, ачасем урама тухрӗҫ.

— Каллех йӗпе-сапа.

— Ыран чуста ҫӑратпӑр-ха ӗнтӗ пӗрре. Темиҫен хӗрарӑмсене ӑсатма утрӗҫ. Хильда вӗсем хыҫҫӑн вӗтӗртетрӗ.

Юлашкинчен Володьӑпа Валя тухрӗҫ. Володя ӑна аллинчен тытнӑ.

— Ах, вӑн ӑҫта иккен эсир, йӗкӗт! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Адью! Зай гезунд, кнабе!

Володьӑпа Валя иккӗшӗ те хӗрӗнкӗ-мӗн, хаваслӑ.

Вӗсем хӗрарӑмсене вырнаҫтарнӑ ҫурт еннелле утрӗҫ. Сассисем ҫеҫ илтӗнеҫҫӗ мана:
— Ҫук, халь юрамасть. Кайрантарах. Отбой хыҫҫӑн… — хирӗҫлерӗ Володя.

— Унччен эп ҫывӑрса каятӑп. Питӗ ывӑнса ҫитрӗм…

— Ҫапах та, нивушлӗ ҫур сехет чӑтма пултараймастӑн?

Эпӗ асӑрхаман та — ман пата штабри дежурствӑран таврӑнакан Соколов ҫитсе тӑчӗ.

— Кампа вӑл унта Протопопов?

— Каҫарӑр, лейтенант юлташ! Кунта виҫӗ хӗрарӑм Бреслауран тарса тухнӑ, — ӑнлантартӑм эпӗ, — нимӗҫсем хӑваласа кайнӑскерсем. Вӗсемпе пӗрле тепӗр нимӗҫ хӗрачи пур тата. Каҫхи апат пӗрле турӗҫ те, халь ав, хӑйсене вырнаҫтарнӑ ҫурта кайрӗҫ…

— Ун пирки эп илтнӗ-ха, Протопопов унта кампа? Мӗн ятлӑ вӑл? Илтмен-и эс? — темӗнле пӑшӑрханни палӑрчӗ Соколов сассинче.

— Валя ятлӑскер вӑл, Валентина, — терем эпӗ. — Орёлтан терӗ курӑнать.

— Валентина.

Эпӗ тавҫӑрса илме те ӗлкӗреймерӗм, вӑл Володьӑпа Валя тӑнӑ ҫӗрелле ыткӑнчӗ.

Унччен те пулмарӗ — хӗрарӑм тискеррӗн кӑшкӑрни янӑраса кайрӗ. Хӑраса ӳкнӗ Володя ман пата чупса ҫитрӗ:

— Мӗскер, ӑсран тайӑлнӑ-им вӑл? Мӗн пулнӑ ӑна? Ухмаха тухнӑ вӑл!

Эпӗ те пачах ӑнланаймарӑм.

— Вӑл манран ун ятне ҫеҫ ыйтса пӗлчӗ. Эп каларӑм…

Володя халь кӳрентернӗ ача пек курӑнать: тутине тӑснӑ, кӗҫ-вӗҫ куҫҫулӗ юхса анас пек тӑрать.

— Пӑрах, ан кӳрен! — тӗрӗм эпӗ. — Атя луччӗ туртса ярар.

— Сана калама аван. Манӑн майлашсах кайнӑччӗ… Пӗтӗмпех ӑна пула пӗтрӗ…

Ку япала мана Володьӑран кая мар пӑшӑрхантарса тӑкрӗ.

— Килет ак лейтенант, мӗн пулнине, тен, каласа парӗ.

Люсьӑпа Клавӑна ӑсатса янӑ ачасем те ҫитрӗҫ.

— Мӗн пулнӑ? Валя тарать, ҫухӑрать, вӑл ун хыҫҫӑн: «Чарӑн! Тивместӗп! Чарӑн!» — тесе кӑшкӑрса чупать.

— Пулать вӗт-ха, шӑп ҫав самантра тата… — мӑкӑртатрӗ ҫаплах Володя.

* * *

Ирхине Люсьӑпа Клава тӗлӗнсех ӳкрӗҫ:

— Тен, вӗсем пӗр-пӗрне тахҫанах пӗлнӗ пуль?

— Мӗнле тарчӗ ӗнер — тек каялла килмерӗ. Ҫӗр каҫма та таврӑнмарӗ хуть!

— Лейтенант сире нимӗн те каламарӗ-и?

— Ӑҫта кайса кӗрет-ха ӗнтӗ вӑл халь? Нивушлӗ пӗчченех кайрӗ пуль?

— Нимӗҫсемпе ҫыхланман-и-ха вӑл…

— Ун пеккисем те пурччӗ… Хӑшин-пӗриншӗн каторга, теприсемшӗн ырлӑх. Вырнаҫнӑ ӗнтӗ вӑл…

— Вӑт сана хитре! Ним те калаймӑн!

— Ҫук, кунта темскер… Пулма пултараймасть ун пек…

— Епле калаҫатчӗ вӑл!.. Улталанӑ ӗнтӗ…

Эпир те хӗрарӑмсенчен кая мар тӗлӗнтӗмӗр. Соколов лейтенант ҫеҫ ӗнер те, паян ир те, апат ҫинӗ чух та сӑмах чӗнмерӗ.

Сасартӑк хӗрарӑмсемпе пӗрле тӑракан Хильда шӑппӑн калаҫа пуҫларӗ:

— Зи вар ди фрау айнес дойчен СС оффициеррен! Зи загте мир зелбет унд бат швайген! Абер их каннте зи унд фюрер бис цум айнтритт дер руссен!

* * *

Тепӗр икӗ кунтан Соколов лейтенантпа иксӗмӗрен Лигница тухса кайма тӳр килчӗ. Эпир ҫула май машинӑсемпе кайрӑмӑр, комзвод ҫаплах калаҫмарӗ-ха. Унта-кунта ҫеҫ пӗрер сӑмах хушкаларӗ.

— Сасӑлар пуль!

— Атя лар.

— Кунта анатпӑр…

— Халь инҫе мар…

Соколов палламалла мар улшӑнса кайрӗ. Сасартӑках ватӑлса кайрӗ, сӑнран ӳкрӗ. Куҫӗсем айне ҫӗнӗ пӗркеленчӗксем тухнӑ. Ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ. Е эпӗ асӑрхаман-и ӑна ку таранччен? Ҫук, пӗр шурӑ ҫӳҫ пӗрчи те ҫукчӗ унӑн малтан. Кӑвакарма ир-ха: лейтенант вӑтӑр иккӗре кӑна.

Тепӗр машина ҫине ларас тесе, ҫул кукринче анса юлсан, Соколов куҫне нумайччен сӑтӑркаларӗ. Ыйхи вӗҫнине пула куҫӗ ыратакан пулнӑ пулас унӑн. Лигница ҫитсен те вӑл ӑна пӗрмай сӑтӑрчӗ. Куҫӗ хӗрелсех ларчӗ, вӑл вара тата та ватӑрах пек курӑна пуҫларӗ.

Тӗрӗссипе эпӗ Соколова йӗркеллӗ пӗлместӗп те, анчах темскер пур унӑн мана хӑй патнелле туртаканни. Пӗрре пӑхнипех витӗр курӑнакан ҫын вӑл пит интереслех те мар пулӗ.

Анчах мӗн пулса иртет-ха халь Соколов чунӗнче? Мӗн шутлать вӑл ҫав тери? Мӗскер асапланать? Ма ҫав териех улӑштарса ячӗ-ха ӑна Валя-Валентинӑпа тӗл пулни?

Госпитальте, Буньков патӗнче ларнӑ чух, каласа парать пуль-ха тесе, эпӗ тем пекех кӗтрӗм, туссем-ҫке-ха…

Анчах калаҫу яланхилле ҫеҫ пулчӗ: малтан аслӑ лейтенантӑн сывлӑхӗ ҫинчен, унтан дизизион пирки пуплерӗҫ, фронтри лару-тӑру ҫине куҫрӗҫ, юлашкинчен союзниксем аранах «иккӗмӗш фронт» уҫма хускалнине асӑнчӗҫ. Мӗн пулса иртни ҫинчен Соколов пӗр сӑмах та шарламарӗ.

Эпӗ аслӑ лейтенантӑн кравачӗ ҫумӗнчи пукан ҫинче хулпуҫҫирен шуса анакан халата тӳрлете-тӳрлете текех турткалашса ларатӑп. Сывалса пыраканнисен палати, Буньков выртаканскер, хурт вӗлли пек сӗрлесе тӑрать, картла ҫапаҫҫӗ, шахматла выляҫҫӗ, кулӑшла япаласем кала-кала ахӑраҫҫӗ, хаҫатсем чаштӑртатаҫҫӗ, костыльсем тӳклетеҫҫӗ, краватьсем чӗриклетеҫҫӗ.

Икӗ хутчен сестра кӗрсе асӑрхаттарчӗ:
— Ачасем! — терӗ вӑл.
— Шӑпрах!

Анчах ӑна итлемеҫҫӗ те иккен кунта. Доминолла вылякансенчен пӗри ҫеҫ:
— Хӑваласа ярӑр! Хуть хале! Савӑнсах тухса каятпӑр! — терӗ.

Буньков ҫаплах калаҫать:

— …Кайран акӑ, ҫак палатӑна куҫарчӗҫ, — тет вӑл. — Кунта чӗрӗрех, хӑв куран. Халӑхӗ те аван, хаваслӑ. Йӑлӑхтарса ҫитерчӗ тулӗк пурне те. Кӳрентерет ӗнтӗ, чанах та. Вӑрҫӑ вӗҫленсе пырать, эпир пур, кунта хӗртӗнсе выртатпӑр! Аяксене кантаратпӑр…

Унтан вӑл ман ҫине пӑхрӗ те:
— Миша, мӗскер эпир йӗкӗте асаплантаратпӑр? — терӗ.
— Пӑх-ха, епле ларать вӑл? Халтан кайнӑ-иҫ! Атя, ярар ӑна. Эсир каялла ыран каятӑр-и?

— Ыран ир, — ҫирӗплетрӗ Соколов. — Паян ӑҫта каян ӗнтӗ? Кая юлтӑмӑр…

— Каяймастӑр, паллах, — килӗшрӗ аслӑ лейтенант. — Эс чупах, чуп. Ак сана адрес.

Вӑл тумбочкӑран хаҫат татӑкӗ туртса кӑларчӗ.

— Малтан Петров патне кӗрсе тухатӑп-ха, — терӗм эпӗ, хаҫат татӑкне илсе.

— Петров вӑл виҫҫӗмӗш отделенинче, ҫирӗм ҫиччӗмӗш палатӑра. Сулахай енчи юнашар ҫуртра. Виҫҫӗмӗш хутра. Кӗрсе тух, кӗрсе тух ун патне, пирӗнтен салам кала.

Эпир Соколовпа ирхине сакӑр сехетре госпиталь патӗнче тӗл пулма калаҫса татӑлтӑмӑр. Макака, мана курсан, йӗрсех ячӗ.

— Тепӗр сехетрен сан патна Соколов лейтенант та кӗрет акӑ. Вӑл кунта, — пӗлтертӗм эпӗ.

Витя госпитальти апат-ҫимӗҫпе самай юсаннӑ, тӗрекленнӗ, кӑштах пысӑкланнӑ пек те туйӑнать.

— Тепӗр вунӑ кунтан кӑларас пек калаҫаҫҫӗ. Туятӑн-и? Буньков тата! Епле ҫын вӑл Буньков! Эп ӑна юратсах пӑрахрӑм. Пӗлетӗн-и, суранӗ унӑн манӑннинчен темиҫе хут йывӑртарах, вӑл пур, ман пата кунсерен записка ярса тӑрать. Кулӑшла запискисем хӑйӗн: пуҫна ан ус, Макака, эпир санпа операци хыҫҫӑн та ҫапӑҫӑва ҫитетпӗрех-ха, тет. Кайран хӑй киле пуҫларӗ ман пата, картишӗнче те кунсеренех тӗл пулма тытӑнтӑмӑр. Мӗнле тав тумалла-ши ӑна — пӗлместӗп. Нихӑҫан та шухӑшламан вӑл унашкал ҫын пулнине!

Макака чарӑна пӗлмест: ҫавӑнтах ыйтать, ҫавӑнтах малалла калаҫать.

— Пӗлместӗн пуль-ха эс, пирӗн Шукурбек… Ытла та айванла… — терӗм эпӗ.

Тулта, йывӑр кун хыҫҫӑн каннӑ евӗр, хула кансӗррӗн тӗлӗрет. Вӑрҫӑ пачах тенӗ пек тӗкӗнменскер, пысӑкскер, вӑл фабрикӑсемпе заводсен мӑрйисенчен тухакан тӗтӗмпе сӳрӗккӗн тӗтӗрет, салтак аттисемпе шаккать, ялавсемпе, транспарантсемпе ҫатӑлтатать, ҫулкӑсемпе чаштӑртатать — нимӗҫсем урам хушшисене, тротуарсене шӑлса-тасатсах тӑраҫҫӗ-ҫке-ха. Кунта вара халӑхӗ те сахалах мар — утаҫҫӗ, утаҫҫӗ… ӑҫта каяҫҫӗ — паллӑ мар. Авӑ, ӗҫлеме тытӑннӑ магазинсен чӳречисене кантӑк хупӑлчисемпе хупма та тытӑнчӗҫ. Унта-кунта штаб машинӗсем курӑнкаласа илеҫҫӗ. Ҫерҫисем чӗриклетеҫҫӗ. Ҫӗр каҫма хатӗрленсе, ватӑ йывӑҫсем тӑрринче ула кураксем темӗн шавлаҫҫӗ. Ҫынсем пурӑнакан ҫуртсенчи чӳречисене кантӑк каррисем хуплама тытӑнчӗҫ. Кӗҫех электростанци ток памалла.

Госпиталь хапхисенчен (вӗсем пӗтӗмпе виҫҫӗ) пӗрмай санитари машинисем вӗрккеҫҫӗ. Килсе кӗнӗ машинӑсенчен аманнисене йӑтса е ҫавӑтса тухаҫҫӗ.

— Асӑрхар. Йӑтрӑмӑр. Сулахай енне илсе кӗрӗр. Асӑрхӑр, асӑрхӑр! Ну, йӑтӑр, — пӗрмай илтӗнсе тӑрать картишӗнче.

Пушӑ санитари машинисем вара, хула урлӑ тӳрех Бреслау — Берлин автострада патнелле куҫакан ҫар колоннисенчен иртсе, каялла вӗҫтереҫҫӗ. Санитари машинисем те, ҫар колоннисем те фронта васкаҫҫӗ.

Лигница каҫ сӗмӗ хупласа илсенех госпиталь хапхинчен пӗр хупӑ машина тухса кайрӗ. Ӑна мӗнле тиенине, ун ҫине хунарлӑ, кӗреҫеллӗ виҫӗ салтак епле ларнине никам та курмарӗ. Хуларан тухсан, машина ҫултан пӑрӑнса кӗчӗ те пӗр пысӑках мар сӑрт патне ҫитсе чарӑнчӗ. Шӑтӑк кунта хатӗрех-мӗн — анлӑрах окоп майлӑ чавнӑскер.

Виҫӗ салтакпа шофер машинӑран тулли михӗ евӗрлӗ пилӗк кӗлетке антарчӗҫ те шӑтӑка алҫиллӗн майлаштарса хучӗҫ. Унтан, кӗреҫесем илсе, вӗсене тӑпрапа кӑштах витрӗҫ.

— Хучӗ ӑҫта? — ыйтрӗ вӗсенчен пӗри, шӑтӑка анса.

— Кунта, — илтӗнчӗ ҫӳлтен. — Ме.

Вӑл хута тӑпра ҫине хучӗ. Унтан темӗн тӗрмешкелерӗ те, чул катӑкӗ тупса, унпа хайхи хута пусарса хучӗ:

— Хунар парӑр-ха, тӗрӗслем, — терӗ вӑл хуллен.

Ӑна хунар пачӗҫ. Салтак ҫӗр айӗнчен курӑнса выртакан ҫӳҫе тӑпрапа витсе тӳрлетрӗ, хута тепӗр хут вуласа тухрӗ: «4.03.45ҫ. Кунта Хомутов, Анжибеков, Свирлин крас-не, Савинков с-тпа Сойкин кӗҫ. сержанта пытӑрнӑ. Вырӑн татах пур-ха».

— Пурте тӗрӗсех пулас. Тухма пулӑшӑр.

Салтак шӑтӑкран тухсан, пурте чӗлӗм туртса ячӗҫ. Туртса пӗтерсен, пирус тӗпӗсене атӑ кӗлисемпе таптаса сӳнтерчӗҫ те машина патнелле утрӗҫ.

— Паян пӗтре-ши ӗнтӗ кунпа?

— Курӑпӑр. Ирччен вӑхӑт нумай-ха!..

Хам ирчченех ирӗкли ҫинчен ман ӑна питӗ пӗлтерес килсе тӑрать, анчах унӑн ывӑнчӑк сӑнлӑ пит-куҫне куратӑп та ирӗксӗрех ал сехечӗ ҫине пӑхатӑп. Акӑ, вунӑ сехет те ҫитрӗ. Вунпӗр ҫине кайни ҫирӗм минут. Вунпӗр ҫитесси вунӑ минут. Вуниккӗ ҫине кайни вунпилӗк минут, ҫирӗм пиллӗк…

Ҫапла виҫӗ сехет иртсе те кайрӗ — сиссе те юлаймарӑм. Эпир унпа пысӑк хваттерте иксӗмӗрех ларатпӑр, мана халь унпа тин кӑна тӗл пулнӑ пек, нимӗн калаҫма та ӗлкӗреймен пек туйӑнать. Вӑл, хӑйшӗн ют, маншӑн хӑнӑхусӑр ҫак аслӑ хваттерте кил хуҫи пек пулма тӑрӑшса, мана хӑналантарма, чей ӗҫтерме тӑрӑшать, кухньӑна кӗре-кӗре тухать. Ман пуҫра пӗртен-пӗр шухӑш ҫӗмӗрӗлет: иртет вӑхӑт, вӑхӑт иртет… кайма тивет.

— Манӑн каяс пулать пуль, — терӗм эп вара юлашкинчен, каллех сехет ҫине пӑхса. — Вуниккӗ ҫитесси ҫирӗм минут ҫеҫ юлчӗ…

— Ну, мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, — тӑчӗ вӑл та ура ҫине. — Тавтапуҫ сана килнӗшӗн. Савӑнтаратӑн, ху пӗлен…

Эпир пӳлӗмрен тухрӑмӑр та алӑк патӗнче чарӑнса тӑтӑмӑр, анчах вӑл сасартӑк, темӗн аса илсе, именнӗ пек пулчӗ.

— Ах, мӗнле этем эп! Манӑн пӗр япала пурччӗ вӗт… Ятарласа усранӑччӗ… Мансах кайнӑ. Тен, ҫул ҫине?..

Шинеле хывмасӑрах эпӗ пӳлӗме каялла кӗтӗм, вӑл хӑйӗн «пӗр япалине» илсе килессе кӗтсе тӑтӑм. Кӗҫех эпир стакансем ҫӗклерӗмӗр:

— Тӗл пулнӑ ятпа! Хамӑр тӗл пулнишӗн… — терӗ вӑл. — Ан ҫиллен, ҫынни эп ҫавнашкалскер ӗнтӗ…

— Тӗл пулнӑ ятпа! Тата… — Манӑн татах темӗнле сӑмахсем калас килетчӗ. — Тата хамӑр тӗл пулассишӗн!

Эпир каллех алӑк умӗнче сывпуллашрӑмӑр. Вӑл мана ӑсатма крыльцана тухрӗ.

— Туртатӑн-и вара эс? — тӗлӗнчӗ вӑл, эп чӗлӗм чӗркенине асӑрхасан. — Ҫапах та, ӑҫта каян эс халь? Нивушлӗ ҫакӑн пек тӗттӗмре каялла каян?

Эпе, нимӗн калама аптӑраса, чарӑнса тӑтӑм. Чӑнах та, ӑҫта кайӑп-ха ӗнтӗ?

Ирччен урамсем тӑрӑх ҫӳрес, анчах унта ҫӗрлехи патрульсем тӗл пулма пултараҫҫӗ? Мӗн калӑп вӗсене хамӑн увольнительнӑя кӑтартнӑ май? Е пӗр-пӗр пушӑ хваттере чӑммалла-и? Ун пеккисем хулара сахалах мар-тӑр, анчах ҫӗрле ӑҫтан тупӑп-ха эп ӑна? Тата тем тӗлне лекмелӗх пур!

— Ма чӗнместӗн ҫак эс? — ыйтрӗ Наташа.

— Пӗлместӗп ҫав ӑҫта каймаллине, — пытармарӑм тинех эпӗ. — Манӑн ирччен… саккӑрччен… ҫӳреме ирӗк пур… Ҫапла калаҫса татӑлтӑмӑр эпир.

— Ухмаха ернӗ пуль эсӗ! — каялла туртса кӗчӗ мана Наташа. — Епле-ха эс ытла та… Эх, эпӗ те ҫав, чухлаймастӑп! Ну, мӗншӗн ун пек эсӗ, э? Нивушлӗ вырнаҫаймастпӑр пулать эпир ҫак аслӑ ҫуртра? Пилӗк пӳлӗм вӗт! Мана та хӑрушӑ пулмасть… Хӑравҫӑ вӗт эпӗ!..

— Эс пӗччен мар-ҫке, — тӗрем эпӗ, хӑйӗн юлташ-хӗрӗсем пирки каланине аса илсе.

— Хӗрсем паян — дежурствӑра, пӗччен эпӗ чӑтма ҫук хӑратӑп, ҫитменнине тата ҫакнашкал хваттерте!

Вӑл манӑн шинеле хывса илчӗ те пӳлӗмелле илсе кӗрсе кайрӗ.

— Ак ҫакӑнта… Вырӑн сарса паратӑп сана. Тӑхта-ха. Питӗ аван пулать. Акӑ пепельница. Турт!

Пепельница ҫак вӑхӑтра манӑн алӑраччӗ. Эп ӑна, пирус чӗртме кансӗрлекенскере, ниҫта лартма аптӑраса тӑраттӑм. Хамӑн чӑтма ҫук туртас килет.

— Ларт пепельницуна, — сӗнчӗ вӑл, анчах эп аптӑраса тӑнине асӑрхарӗ те, пепельницӑна манран илсе, ӑна темӗнле тумбочка ҫине лартрӗ.

Мана те туйӑнчӗ, те хамӑн ҫавӑн пек пултарас килчӗ, вӑл мана куҫран халичченхи пек мар тинкерсе пӑхрӗ.

— Астӑватӑн-и, Ярошевицра, кухньӑра эп сана мӗн каланине?.. Ан ҫиллен, эп сана ним пытармасӑр калатӑп: эп сана ӗлӗк пачах та юратман… Халь вара пӗлместӗп… Эп таҫта вуланӑччӗ иккӗмӗш юрату чӑн-чӑн юрату пулни ҫинчен… Тен, ҫавӑн пек-ши манӑн та… Анчах эс халь ан чӗн, нимӗн те ан кала… Юрать-и?.. Тӑхта кӑшт, эп хамах вӗҫне-хӗрне тупӑп…

Эп шарламарӑм.

Вӑл ман валли вырӑн хатӗрлесе пӗтерчӗ те, «ырӑ каҫ пултӑр» тесе, хӑй тепӗр пӳлӗме кайрӗ. Эпӗ, анраса кайнӑ пек, тап-таса та шап-шурӑ вырӑн умӗнче ҫаплах ним хускалми тӑратӑп-ха. Вӑл ӑна чӑлт шурӑ простыньпе витнӗ, таса минтер пичӗсем тӑхӑнтарнӑ, витӗнме нимӗҫсен яланхи мамӑк утиялне хунӑ. Тӑратӑп нимӗн тума пӗлмесӗр: нивушлӗ пиҫиххипе обмоткӑна салтса, ботинкӑсене хывса, гимнастеркӑпа галифене хывмасӑрах ҫакнашкал вырӑн ҫине выртмалла?

Ҫак каҫчен эпӗ Гороховецри лагерьтен тухнӑранпа та йӗркеллӗ хывӑнса ҫывӑрман. Шинельсене чӗркесен те ҫӗрлехи тревогӑсем вӑхӑтенче хамӑрах йывӑр тиветчӗ. Кун пеккине эпӗ ҫеҫ мар, пирӗн взводри ытти салтаксем те тӳскелесе курнӑ.

— Ма выртмастӑн эс? — кӑшкӑрчӗ мана ҫак вӑхӑтра Наташа юнашар пӳлӗмрен, электричество лампине чак! тутарса сӳнтернӗ май. Пирӗн хушӑри алӑк уҫӑ.

Тӗттӗме пула курӑнми пулнӑ Наташа вырӑн ҫине чӑмнине халь ӗнтӗ эпӗ аванах туйрӑм.

— Халех выртатӑп, — терӗм эпӗ, гимнастеркӑна хывма тытӑнса. Мӗн пулать-килет.

Пӗртте халичченхи пек мар: эпӗ чипер вырӑн ҫинче выртни те, вырӑнӗ килтискер пулни те, юнашарах — кӳршӗ пӳлӗмре Наташа пурри те, вӑл сывлани илтӗнсе тӑни те, тата…

Мана хамӑн ҫывӑрас килнӗ пек туйӑнать, анчах ҫывӑраймастӑп. Минтерсене майлаштара-майлаштара хуратӑп, пӗр айӑк ҫинчен теприн ҫине ҫаврӑнатӑп, шӑрӑх пулнипе мамӑк утияла сирсе пӑрахатӑп, каллех ҫаврӑнкалатӑп…

Вӑл ҫывӑрса кайрӗ пулас. Лӑпкӑн, пӗр тикӗссӗн сывлать. Эпӗ ун ҫинчен, инҫетри Лигницри ют ҫын хваттерӗнче иксӗмӗре тӗл пулма май килтернӗ шӑпа ҫинчен, ку таранччен те маншӑн паллӑ мар шухӑшсемпе асапланакан Соколов ҫинчен (вӑл, паллах, ҫывӑрмасть пуль ӗнтӗ халь), пирӗнтен пуринчен те ытларах кӗрнекленнӗ Макака — Витя Петров ҫинчен, Буньков аслӑ лейтенант ҫинчен шухӑшлатӑп…

Ҫапах та, лайӑх ҫын, ырӑ ҫын мӗн чухлӗ ҫут тӗнчере! Пӗр-пӗрин ҫинчен, пӗр-пӗрне лайӑх пултӑр тесе, епле эпир сахал шухӑшлатпӑр. Акӑ, Буньков, йывӑр аманнӑ Буньков, Буньков аслӑ лейтенант Витя Петров патне, ахаль салтак патне, вӑл ан кулянтӑр, ан тунсӑхлатӑр, ан сӳрӗклентӗр, хаваслантӑр, хӑвӑртрах сывалтӑр тесе, кулӑшла запискӑсем ярса тӑрать. Акӑ тата Соколов, Соколов лейтенант, хӑйӗн чунӗнче тем пулса иртет пулин те, комбата асра тытса, ун патне ҫырусем ҫырать: дивизионра пурте ӑна юратнине, асрах тытнине пӗлтерет… Соколова хӑйне вара темшӗн ӗненмеҫҫӗ, шанмаҫҫӗ… Хӑраҫҫӗ-шим унран? Е унӑн биографийӗнче кӑлтӑк пур-и?.. Анчах вӑл вӗт — ҫын, еплерех ҫын-ха тата!..

Ҫапла, иртнине те хальхине те аса илсе выртнӑ май, хамӑн шухӑшӑм вӑл епле сывланине тӑнланӑ тӗлте татӑлнине асӑрхарӑм. Наташа ҫывӑрать пулас. Ҫывӑрни аван-ха вӑл. Миҫере-ха халь Наташа — ҫирӗм пӗррере-и? Тӗрӗс. Хӗрӗхӗмӗш ҫулта вӑл вунулттӑраччӗ, эпӗ — вунвиҫҫӗре. Халь эпӗ вунсаккӑрта, вӑл — ҫирӗм пӗррере. Ҫук! Ҫул вӑл ниме те пӗлтермест! Эпир халь те ӗлӗкхи пекех, ӗлӗкхи ҫулсенчех, Чистые пруды таврашӗнче ҫӳренӗ вӑхӑтри евӗрлех, эпир халь — нумай ҫулсенче, мӗншӗн тесен чӑтса ирттернине миҫе ҫултипе виҫмеҫҫӗ. Эпӗ унӑн сӑн-питне аван пӗлетӗп: епле ывӑнчӑк сӑнлӑ вӑл! Сахал-и чӑтнӑ вӑл! Ан тив, кантӑр халь, ан тив, ҫывӑртӑр, ҫывӑртӑр, ҫывӑртӑр!

— Эс ҫывӑрмастӑн-и?

Унӑн сассипе эпӗ шартах сикрӗм.

— Эпӗ те ҫывӑраймастӑп ҫав… Кил ман пата…

Унӑн сассиех-и ку? Эп паллаймастӑп ӑна, анчах хам та сисейместӗп:
— Халех… Халех… — тетӗп.

Манӑн тӑхӑнас пулать, ҫавӑнпа эпӗ хама хам ӑшра вӑрҫнӑ май (Анра-сухра! Анра-сухра!), тӗттӗмре, ют пӳлӗмре, васкавлӑн хыпашлатӑп, анчах алла нимӗн те лекмест…

— Нивушлӗ эс мана юрататӑн? Чӑнласах-и? — пӑшӑлтатать Наташа, эп ӑна темӗн мӑкӑртататӑп, хам вара халиччен туйса курман, пин хут кӗтнӗ авӑра путатӑп, нимӗн калайманнипе унӑн ятне ҫеҫ вӗҫӗ-хӗррисӗр пӑшӑлтататӑп:

— Наташка! Наташенька! Наташка!..

Ирхине куҫа уҫнӑ-уҫман вӑл ҫывӑрманнине асӑрхарӑм. Вӑл кравать ҫумӗнчи лутра пукан ҫинче, хутлатнӑ чӗркуҫҫийӗсене аллипе ыталаса тытнӑ та шӑпӑрт ларать. Ют пукан ҫинче хӑй те ют пек туйӑнса кайрӗ мана. Унтан эпӗ сасартӑк аса илтӗм — манӑн вӗт вал, манӑн! Ыйхӑ тӗлӗшпе эп ун ҫине хам пӑхас килнӗ пек пӑхаймарӑм пулас. Вӑл та ман ҫине ӗлӗкхи пек пӑхмарӗ. Унӑн куҫӗнче эпӗ вӑл куляннине, лӑпкӑ маррине, именнине, шикленнине асӑрхарӑм…

— Тепӗр еннелле ҫаврӑн тархасшӑн. Эпӗ тӑхӑнам, — ыйтрӗ вӑл.

Эпӗ ҫаврӑнтӑм та хама ҫав тери лайӑх пулнине тинех туйрӑм.

— Халех ҫитеретӗп сана.

— Хӑв хӑҫан?

— Малтан сана, — тепӗр хут каларӗ вӑл. — Кӗҫех ҫиччӗ ҫитет вӗт-ха.

Вӑл кухньӑра апат хатӗрлет, вӑл мӗн тунине эпӗ халь курмастӑп, хӑйне ҫеҫ, пин ҫул хушши пӗлекенскере, халь вара пачах урӑхласкере, куратӑп.

— Наташа!

— Ну, мӗн?

Вӑл ҫаврӑнчӗ те ман ҫине темӗнле тинкерсе-е-е пӑхрӗ, эпӗ кӳренме пӑхрӑм:
— Мӗншӗн-ха эс ун пек? — терӗм.

— Мӗн пулать ӗнтӗ халь, шухӑшланӑ-и эс ун ҫинчен?

— Епле — мӗн? Вӑрҫӑ пӗтет те таврӑнатпӑр…

— Эп ун пирки мар…

Халь ӗнтӗ эп йӑлтах ӑнланатӑп. Вӑл, асли, мана хӑйпе тантӑш вырӑнне хурса, хӑйӗнчен те аслӑрах пек туйса, манпа канашлать.

— Наташенька! Вӑрҫӑ кӗҫ-вӗҫ пӗтмелле вӗт-ха! Хӑв та лайӑх пӗлӗтӗн…

— Пӗтсен аван-ха та…

— Пӗтет! Пӗтет! Тата, юрататӑп вӗт-ха эп сана! Юрататӑп! Хӑв та пӗлместӗн эп сана мӗн тери юратнине…

* * *

Эпир, Лигницран таврӑнсан, чи малтан Володьӑна тӗл пултӑмӑр.

— Сывлӑх сунатӑп, лейтенант юлташ! — терӗ вӑл, пире курсанах.

— Сывлӑх пултӑр, ефрейтор, — хирӗҫ тавӑрчӗ ӑна Соколов ним хавасланмасӑр.

Володя комвзвода куҫӗпе ҫеҫ пӑхса ӑсатрӗ. Унтан сасартӑк сӑнӗ-пичӗ унӑн ҫиҫе пуҫларӗ:

— Итле-ха, эс нимӗн те пӗлместӗн пуль-ха! Леш хӗрарӑм, Валя ятли, астӑватӑн-и, Валентина текенни, унӑн арӑмӗ пулнӑ иккен! Чухлатӑн-и? Унӑн арӑмӗ! Вӑл эсэсовка пулнӑ иккен! Ӑнланатӑн-и? Аван офицер пирӗн Соколов, калама та ҫук! Хӑй — Совет офицерӗ, арӑмӗ — эсэсовка! Вӑт, шан ҫынсене! Эпир вара ҫавнашкал ҫынсен аллинче тӑратпӑр!..

Эпӗ, пӗр япаласӑр пуҫне, нимӗн те ӑнланаймарӑм…

— Эс вара мӗскер пит савӑнан? — пӳлтӗм эпӗ Володьӑна. — Ҫыннӑн — инкек, эс пур, хӗпӗртетӗн?..

— Эп хӗпӗртетӗп-и? Мӗн хӗпӗртемелли пултӑр манӑн, хамӑн та инкек пулсан, — тавӑрчӗ Володя кӳренчӗклӗн. — Шухӑшла-ха эс, епле путсӗрлӗх! Аттерен ҫыру илтӗм, вӑл мана: посылкуна илтӗмӗр, анчах уҫрӑмӑр та унтан икӗ кирпӗч ҫеҫ тухрӗ. Кирпӗч! Пӗлетӗн-и? Эх, курасчӗ ман почтӑри ҫав сучкӑсене! Кӑтартнӑ пулӑттӑм! Юрать-ха иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш посылкисене чиперех илнӗ. Вӑт епле пуяҫҫӗ пирӗн шутпа, ҫӗленсем!

* * *

Одерпа Бреслау хыҫҫӑн эпир пулӑшса пыракан артиллери корпусне канма кӑларчӗҫ. Эпир те канӑва тухрӑмӑр…

Тӗлӗнмелле вара вӑл вӑрҫӑра канасси. Ҫухавасем айне шурӑ пусма татӑкӗсем ҫӗлерӗмӗр, май килнӗ таран формӑсене тирпейлерӗмӗр. Пушӑ пичкерен ҫыртакансене пӗтермелли турӑмӑр. Ултӑ ҫухрӑма кайса, «Серенада солнечной долины» кино куртӑмӑр. Кайма та килме те ҫуранах утрӑмӑр. Саша пуринчен те ытларах тӑрӑшрӗ — виҫӗ хут политинформаци ирттерчӗ…

Юлашкинчен: «Машина ҫине!» текен команда янӑраса кайрӗ.

Каҫ еннелле, чылайччен ҫулсӑр-мӗнсӗр силленсе пынӑ хыҫҫӑн, эпир лайӑх автострада ҫине тухрӑмӑр та хамӑр куҫа хамӑр ӗненмерӗмӗр: пирӗн ума тем пысӑкӑш кӑтарту хӑми сиксе тухрӗ. Ун ҫине: «Берлина. 331 км» тесе ҫырса хунӑ.

Ҫурхи кунсем ҫитнӗҫемӗн Германире ҫанталӑк пӑсӑлса пычӗ. Март пире юрпа, каҫсерен сивӗпе кӗтсе илчӗ. Ку ӗнтӗ никам кӑмӑлне те тивӗҫтереймерӗ. Апрель ҫумӑрлӑ пуҫланчӗ. Пур ҫӗрте те пылчӑк, вараланчӑк. Ҫапах та кӑмӑл виҫине татса параканни ку пулмарӗ-ха. Берлина ҫитме, ав, виҫҫӗр вӑтӑр пӗр километр юлнӑ. Ку пирӗншӗн тӗлӗнтермӗш япала пек туйӑнчӗ. Хамӑр вара малалла та малалла пыратпӑр. Иккӗмӗш кун ӗнтӗ ҫул ҫинче.

Наступлени кунӗсенче пирӗн разведкӑллӑ уйрӑм артиллери дивизионӗнчен (кун ҫумне халь официаллӑ йӗркепех «ГКР прорывӗ» — Главнокомандованин резерви, тата Германин кӑнтӑр енчи ҫапӑҫӑвӗсемшӗн «Силезски» тесе ят панӑ сӑмахӗсем хушӑнчӗҫ) машинсемлӗ кулленхи пехота чаҫӗ пулса тӑчӗ. Эпир пулӑшса тӑракан артиллери халь тӑшмана тӳрех тӗллесе перет, ҫавӑнпа пирӗн ӗҫ вӗсене кирлӗ те мар. Анчах пире малаллах ваҫкатаҫҫӗ-ха, эппин, эпир кунта кирлӗ!

Халлӗхе эпир пирӗн ҫарсен тылне тӑрса юлнӑ сӗмсӗр нимӗҫсен чаҫӗсемпе ҫапӑҫатпӑр-ха, вӗсен атакисене сиретпӗр, тыткӑна лекнисене яра-яра илсе кирлӗ ҫӗре ӑсататпӑр, ял-хуласенчи нимӗҫсем хушшинче политпросветӗҫсем ирттеретпӗр, юлашкинчен — вӑрҫӑри чи кичем ӗҫпе! — артполксемпе — дивизисен штабӗсенче, хӑйсен топографӗсем ҫитмен пирки, карттӑсем йӗрлес-ӳкерес тӗлӗшпе аппаланатпӑр.

Куна эпир ҫул ҫинчех, ҫӗрӗн-кунӗн малалла куҫнӑ вӑхӑтрах, лару-тӑру хамӑра ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ еннелле хӑваланӑ чухнех туса пыратпӑр. Сводкӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта халь Пӗрремӗш Белорусси фрончӗ тустарать.

Кашни кун ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хуласемпе пысӑк поселоксен ячӗсем вӗлтлетеҫҫӗ — Бунцлау, Рейзихт, Гайнау, Гроткау, Нейпштадт, Фридлянд, Эндерсдорф, Кальке тата ыттисем те. Картта ҫине луччӑ пӑхма та кирлӗ мар: эпир е малалла каятпӑр, е каялла ҫаврӑнатпӑр, унтан калех малалла ыткӑнатпӑр. Ан тив, пултӑрах. Маршрут ҫеҫ пултӑр, ӑна сӳтсе явасси пирӗн ӗҫ мар. Акӑ, каллех хуласем: Форст, Госта, Дрешниц, Шефенберг, Котбус. Хыҫра — Нейсе, малта — пысӑк мар васкавлӑ Шпрее.

Садсем чечекре. Улмуҫҫисем, чиесем — шап-шурах. Чечекӗсем вӗсен чӗлтӗркке юр пӗрчисем пек ҫӗре тӑкӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫӗрпе пӗлет чӗтресе ҫеҫ тӑраҫҫӗ. Тӳпере — пирӗн «петляковсемпе» нимӗҫсен «мессерӗсем». Ҫӗр ҫинче — танксем, самоходкасемпе «катюшӑсем»… Пӗр колонна ӑҫта вӗҫленнипе тепӗр колонна ӑҫтан пуҫланнине те уйӑрса илме ҫук. Ҫулсемпе хирсем кӗмсӗртетсе кӑна тӑраҫҫӗ, пӗр-пӗр шыв урлӑ каҫас чухне ҫеҫ вӗсем, кӗпер ҫине кӗнӗ май, йӗркеленеҫҫӗ.

Сывлӑшра ҫунӑк, ешӗл курӑк, бензин, ҫуркунне, чечек, юн, хурҫӑ шӑрши пӗтӗмпех пӑтрашӑнса кайнӑ…

— Кӗҫех союзниксемпе тӗл пулатпӑр. Тепӗр виҫӗ сехетрен! — пӗлтерчӗ пире Заикин кӗҫӗн лейтенант, Шпрее урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫсан. — Вӗсем халь Дессаура.

Куна вӑл апрелӗн 22-мӗшӗнче ирхине каларӗ.

Тепӗр сехетрен пирӗн маршрут улшӑнчӗ. Эпир кӑшт каялларах ҫаврӑнтӑмӑр та тӳрех ҫурҫӗрелле ҫул тытрӑмӑр.

— Пӗрремӗш Белорусси фрончӗ патне каятпӑр, — ӑнлантарчӗ Катонин майор.

Фронтсене халь карттӑсем ҫинче ҫеҫ тупма пулать, ҫӗр ҫинче тупма йывӑр.

Пирӗн дивизион Барат ятлӑ хулара чарӑнчӗ. Урамсенче пирӗн салтаксем ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫех каҫ сӗмлӗхӗ ҫапрӗ. Ҫумӑр пӗрӗхе пуҫларӗ.

Эпир Сашӑпа иксӗмӗр артбригада штабне карттӑсем ӳкерме кайрӑмӑр.

— Йӗкӗтсем, эсир Пӗрремӗш Белорусси фронтӗнчен мар-и? — ыйтрӑм эпӗ иртсе пыракан салтаксенчен.

— Ҫук, Пӗрремӗш Украина фронтӗнчен.

Малалла утатпӑр.

— Славянсем, хӑш фронтран? Пӗрремӗш Украина фронтӗнчен мар-и? — интересленчӗ Саша.

— Пӗрремӗш Белорусси фронтӗнчен.

Тӗттӗмленчӗ. Ҫарсем тӗттӗмрех куҫаҫҫӗ. Салтаксем кӗшӗлтетеҫҫӗ. Хули хитре пек туйӑнать — лӑпкӑ.

Пире хирӗҫ темӗнле колонна килни палӑрчӗ. Нимӗҫле калаҫнисем илтӗнчӗҫ.

Саша тӳрех карабинне хатӗрлесе тытрӗ, эпӗ — автомата.

Тепӗр самантран тин ӑнланса илтӗм эпӗ:
— Тӑхта эс! Кусем тыткӑна лекнисем пулас, — асӑрхаттартӑм Сашӑна.

Тыткӑна лекнӗ нимӗҫсем стройпах пыраҫҫӗ иккен. Малта — офицер. Тепри, хунарли, колонна айккинче команда парса пырать:
— Айн-цвай! Айн-цвай! — тет вӑл пӗр евӗрлӗ.
Эпир, вӗсем ҫине пӑхса, кулса ятӑмӑр.

— Гитлер капут! Аллес капут! — кӑшкӑраҫҫӗ нимӗҫсем, пирӗн сӑн-питсене асӑрханӑскерсем.

Эпир каллех малалла каятпӑр.

— Славянсем, Пӗрремӗш Украина фронтӗнчен-и? — ыйтатпӑр хамӑр.

— Пӗрремӗш Белорусси фронтӗнчен.

Каччӑсем, Пӗрремӗш Белорусси фронтӗнчен-и?

— Ҫук, Пӗрремӗш Украина фронтӗнчен.

Икӗ хутлӑ ҫурт умӗнче — часовойсем. Салтаксемпе офицерсем кунта туллиех.

— Ҫӗр тӑхӑрвун тӑваттӑмӗшӗн штабӗ ҫакӑнта-и? — ыйтрӑм эпӗ.

— Эсӗ-и ку?

Халӑх хушшинчен сиксе тухрӗ Наташа. Эпир ним калаймасӑр, айванла кулкаласа тӑратпӑр.

— Берлина ҫитме хӗрӗх ҫухрӑм кӑна юлчӗ! — сасартӑк сӑмах хушрӗ вӑл.

…Эпир Сашӑпа иксӗмӗр кая юлса таврӑнтӑмӑр. Пирӗннисем хулара ҫук иккен. Дивизион вӑрмана куҫса кайнӑ — Нейхофпа кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ. Эпир ҫумӑр витӗрех, пылчӑка ашса, унталла утрӑмӑр.

Вӑрманта пурте ҫывӑраҫҫӗ-мӗн. Часовойсем ҫеҫ йӗпенсе тӑраҫҫӗ. Володя та, витӗрех шӑннӑ пулас, ялав патӗнче постра ташласа тӑрать.

— Берлина ҫитме хӗрӗх ҫухрӑм ҫеҫ юлнӑ, — пӗлтерчӗ ӑна Саша.

Володя самантрах улшӑнса кайрӗ:

— Ҫӑва патне-ха унпа, Берлинпа. Килни паха. Атту эп кунта витӗрех йӗпентӗм!

* * *

Пирӗн ҫул-йӗр каллех улшӑнчӗ. Тин ҫеҫ эпир стереотрубапа пӑхсаттӑмӑр та ҫуртсемпе садсене, котелоксем йӑтса, ним пытанмасӑр, ирӗклӗн утса ҫӳрекен нимӗҫсене (пӗри тата тутапа каламалли пӗчӗк купӑспа), вӗсене ҫеҫ мар, ҫурт стенисем ҫине ҫыпӑҫтарнӑ фольксштурм ретне кӗме чӗнекен плакатсене курсаттӑмӑр, трубана сулахай енне ҫавӑрса, унта нимӗҫсен гаубицӑллӑ батареи ларнине, нимӗҫсем апатланнине (вӗсем шӑпах палӑртнӑ вӑхӑтра апатланаҫҫӗ) асӑрхасаттӑмӑр… Ҫывӑхра раща патӗнче музыка янӑратчӗ… Пирӗн пата та чиперех ҫитетчӗ сасси: нимӗҫсемшӗн трофейччӗ вӑл, пирӗншӗн — тӑванччӗ, ҫывӑхчӗ, мӗншӗн тесен унта Бернес юрланине ҫырса илнӗ «Полюшко-поле», «В далекий край товарищ улетает» юрӑсемпе Лемешев юрланине ҫырса илнӗ «Сердце красавицы склонно к измене и к перемене…» юрӑсене ҫавӑрттаратчӗҫ.

— Мӗскер вӗсем?

— Мӗн — мӗскер? — ӑнланмарӗ Саша.

— Тупнӑ музыка янраттармалли вӑхӑт!

— Шел, ӗҫлени ахалех пулчӗ… — пӑшӑрханчӗ Вадя.

Чӑн та, шел! Тин кӑна хамӑр ӗҫе — ҫитменнине тата питӗ хӑвӑрт пӗтернӗччӗ, анчах вӑл кирлӗ те пулмарӗ: мӗскер виҫевӗ-ҫыхавӗ унта, енчен йывӑр артиллери вырӑнне ҫӑмӑлли ҫитрӗ пулсан! Вӑл ҫывӑхран тӳрех тӗллесе перет вӗт. Музыкине итлесе пӗтерейменни те шел. Пуринчен ытларах Вадя шеллерӗ пулас. Мӗншӗн тесен музыка итленӗ чух уншӑн вӑрҫӑ та — вӑрҫӑ мар.

Пире Тельтов патне куҫарчӗҫ. Тӗрӗссипе калас-тӑк, Тельтовне эпир курман-ха, каланӑ тӑрӑх, ӑна хамӑр алла илеймен-мӗн-ха. Ун вырӑнне вара мӑкӑрланса-йӑсӑрланса, бомбӑсемпе снарядсем ҫурӑлнипе кисренсе кӑна ларакан Берлин ҫывӑхрах пек туйӑнать. Берлин ҫинчен калаҫнӑ чух пурте «унта» теҫҫӗ, чӑнах та, унта, Берлин ҫинче, кӑнтӑрла та каҫхи пекех тӗттӗм тӑрать. Пирӗн кунта тӳпе кӑн-кӑвак, хӗвел пӗҫертет, ҫулҫӑсем ешӗлленеҫҫӗ. Сывлӑш, толпа ҫунӑк, бензинпа виле шӑрши кӗрет пулин те, уҫӑ, пуҫ ҫаврӑнса каймалла ырӑ…

Икҫӗр виҫӗ миллиметрлӑ тупӑсен бригадине виҫевсем аран йӗркелесе-сыпӑнтарса парсан (ӗҫе фауст-патронщиксем чӑрмантарчӗҫ), эпир Вадьӑпа иксӗмӗр хамӑр дивизион штабне пӑралук чӗрки тата тыткӑна лекнӗ тӑватӑ нимӗҫе илсе кайрӑмӑр. Вӗсенчен пӗри — ҫивӗчскер, хытканскер, пӗчӗкскер — ҫул тӑрӑх тӑршшӗпех е мана, е Вадьӑна ҫанӑран турта-туртах темӗн йӑкӑлтатса пычӗ.

— Мӗн кирлӗ ӑна? — ыйтрӑм эпӗ Вадьӑран, хамӑр машина лакӑмра татах сиксе илсен.

Шофер самаях персе лартнӑ курнать, машинӑна чуххӑм ҫеҫ тытать: кӗҫ-вӗҫ канава сирпӗнетпӗр-и тесе кӑна пыратпӑр.

— Вӑл: «Эпӗ — поляк, эпӗ — поляк, мана та вӗлереҫҫӗ-и?» — тесе ыйтать, — пӗлтерчӗ мана Вадя, нимӗҫле пит лайӑх пӗлекенскер. — Анчах та епле поляк пултӑр-ха вӑл! Итлесе пӑхасчӗ сан вӑл нимӗҫле епле палканине! Путсӗр тип!

Пӗр самантлӑха эпир шӑплантӑмӑр.

— Эс мӗнле, — юлашкинчен ыйтрӗ Вадя, — вӗлернӗ-и кама та пулин ку хушӑ?

— Мӗнле? — ӑнланмарӑм эпӗ.

— Ну, кунта, фронтра?

— Ҫичӗ нимӗҫе вӗлернӗ… Вӗсем — хам шутланисем.

— Пӗлетӗн-и, темле пулсан та, тӗлӗнмелле япала вӑл, — пытармарӗ Вадя, — анчах эпӗ никама та вӗлерейместӗп пулӗ ҫав, манран пулассӑн туйӑнмасть ун пекки. Акӑ, ҫакӑн пек путсӗре те переймен пулӑттӑм эпӗ, — «поляк» ҫинелле кӑтартрӗ вӑл мана. — Ирсӗр ӗнтӗ вӑл, чӑнах та, анчах пурпӗр ал ҫӗкленеес ҫук манӑн ун ҫине — пултараймастӑп.

* * *

Шуйттан ҫурса тӑктӑрччӗ ҫав унка тӑрса юлнӑ нимӗҫ группировкисене! Ӗнтӗ Берлин юнашар, эпир пур, каялла таврӑнса, вӑрман тӑрӑх сирпӗнсе ҫӳретпӗр, фрицсене тытатпӑр.

Фрицсем пӗтӗмпех имшерккескерсем тата. Ватӑ та вӗтӗ анчах темелле. Фальксштурм! Анчах вӗсем хушшинче те харсӑррисем тупӑнкалаҫҫӗ-ха.

— Ман шутпа, вӗсем пирӗнтен хӑраҫҫӗ, — терӗ Саша. — Епле шутлатӑн эсӗ? Вӗсене вӗҫӗ-хӗррисӗр, ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе пире хирӗҫле вӗрӗнтнӗ-ҫке-ха. Пире тем вырӑнне хураҫҫӗ-ха вӗсем! Мӗн латти пултӑр. Ӑнлантарса памалла вӗсене. Анчах мӗнле?

— Ӑнлантарма вӑхӑт ҫук.

Эпир, автоматсемпе карабинсене хатӗр тытса, йывӑҫсем хушшипе пыратпӑр. Унтан чупма тытӑнатпӑр, мӗншӗн тесен малта нимӗҫсем курӑнса каяҫҫӗ.

— Ур-ра! — кӑшкӑрать Саша.

— Ур-ра! — кӑшкӑратӑп эпӗ.

— Ур-ра! — янӑрать вӑрманта.

Вадя та чупать, чупнӑ ҫӗртех перет. Мӗнле пенине пӗлместӗп ӗнтӗ, анчах перет.

Перессе нумаях пемеҫҫӗ. Ытларах кӑшкӑраҫҫӗ. Кайӑксен сасси янӑрать тата. Вӗсем ним пулман пекех юрлаҫҫӗ. Кӑсӑясемпе пилеш кайӑкӗсем, сульхасемпе кантӑр кайӑкӗсем юрра шӑратаҫҫӗ. Ула кураксемпе чавкасем, вӑрмана вӑрҫӑ хӑваласа кӗртнӗскерсем, ҫуначӗсемпе ҫатӑлтатаҫҫӗ.

Эпир Сашӑпа иксӗмӗр пилӗк нимӗҫе хӗҫпӑшалсӑрлатрӑмӑр. Автоматсем, пистолетсемпе гранатӑсем хӑйсемех ҫӗр ҫине тӑкӑнчӗҫ. Юнашарах — пурнӑҫ нушине самай чӑтнӑ «мерседес-бенц». Кайри ларкӑчӗ ҫинче — офицер. Вӑл вилӗ. Карттусӗ хулпуҫҫийӗ ҫине йӑваннӑ.

— Хӑй, — терӗ Саша, машина патӗнчен таврӑннӑ май.

— Мӗскер — хӑй?

— Хӑй перӗннӗ.

* * *

Берлин таврашӗ. Тирпейлӗ ҫуртсем, чечексем… Асфальт сарнӑ, хӑйӑр ҫапнӑ ҫулсем. Икшер-виҫшер машина лартмалӑх тунӑ гаражсем, унтах пӗрер е икшер йытӑ вырнаҫмалӑх тунӑ йӑвасем те курӑнаҫҫӗ. Пулӑллӑ е пулӑсӑр — фонтансем тӗл пулаҫҫӗ, пулӑллисенче шыв курӑкӗсем ишсе ҫӳреҫҫӗ, пулӑсӑррисенче тӑрӑ шыв ҫеҫ йӑлтӑртатса выртать. Кружкӑсемпе бутылкӑсене, ячӗсене хитрелетсе ҫырнӑ упаковкӑллӑ таварсене илемлӗ вырнаҫтарнӑ хупахсемпе магазинсем те кунта сахал мар. Теннисла вылямалли вырӑнсемпе автобуссем чарӑнмалли тӗлсем — реклама евӗр. Бензоколонкӑсем Америкӑри пек, сачӗсем Францири пек, чечек вырӑнӗсем Голландири пек… Пӗтӗмпех ҫап-ҫутӑ та тап-таса: ҫав тери ешӗл, ҫав тери сарӑ, ҫав тери хӗрлӗ… Виҫесӗр тирпейлӗх чуна та ҫӳҫентерет. Ытла кунта пурте ырӑ, ытлашши хитре, чуна пӑтрантармалла ют! Анчах куҫпа ӑс-хакӑл шухӑшлавӗ пейзажа хӑйне уйрӑм сӑрсемпе пуянлатаҫҫӗ. Килти альбомсемпе стена ҫине тирпейлӗн хашакласа ҫакнӑ сӑнӳкерчӗксем мӗн чухлӗ курман пуль эпир! Упӑшкипе арӑмӗ — ҫуртпа чечек газонӗ умӗнче. Арӑмӗпе упӑшки — ачисемпе.

Ашшӗпе амӑшӗ тата ачисем — сад е фонтан патӗнче. Ашшӗпе ачисем — чечек газонӗ ҫумӗнче тӑракан машина умӗнче. Ашшӗпе амӑшӗ — ачасемсӗр. Ашшӗ — формӑпа, формӑсӑр. Амӑшӗ — ҫар тумӗпе, ашшӗ — ахаль тумпа. Унтах, юнашарах, стена ҫинче мар, альбомра, иккӗшӗ те ҫатта-ҫарамасӑн тӑраҫҫӗ, ахаль тумтир те пулин уртса яман!

Берлин таврашӗсем! Вӑрҫӑ халь ӗнтӗ кунта ҫитрӗ. Ҫитрӗ те, украинецсемпе вырӑссен улӑм витнӗ пӳрчӗсем ҫуннӑ чух чаплӑ ҫуртсемпе газонсем умне тӑрса тӗрлӗрен сӑнӳкерчӗксем ӳкерттерекен, бензоколонкӑсемпе автобус чарӑнмалли вырӑнсене акӑш-макӑш илемлетекен, сӑра ӗҫекен, ҫатра йывӑҫсене касса тикӗслекен, унтан, автомат тытса, инҫетри Хӗвелтухӑҫ фронтне ҫитсе мирлӗ ялсене ҫунтаракан, вӗлерекен, аркатакан, пусмӑрлакан, унтан каллех ҫунтаракан, пере-пере пӑрахакан, асаплантаракан этемсем чӗртсе янӑ вӑрҫӑ вутне ҫак ҫуласа тасатнӑ евӗр, якатса тирпейленӗ евӗр курӑнакан тӑнӑҫ ҫӗр ҫине каялла илсе килчӗ.

Ҫук, вӑрҫӑ кунта пирӗн ҫӗр ҫине илсе пынӑ инкекӗн пӗчӗк пайне те илсе ҫитермен. Кунта артиллери пенипе арканнӑ кантӑк ванчӑкӗсемпе чул тӗпренчӗкӗсем, хирӗҫ тӑнӑ нимӗҫсен виллисемпе сывлӑшран тапӑннӑ чух ӑнсӑртран инкеке лекнисем ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ-ха. Тата шиклӗх, урӑхла каласан, большевиксен ҫарӗнчен ҫав тери хӑраса тӑни палӑрать. Анчах вӑл та пулин тепӗр сехетренех сӳрелет: вӗсем апат е ҫӑкӑр илме салтаксен «хӗрлӗ» кухни патнелле туртӑна пуҫлаҫҫӗ, водопровод хӑҫан ӗҫлеме пуҫласси пирки ыйтма «хӗрлӗ» коменданта шыраҫҫӗ, хӑйсен ачисене варвитти чирӗ ернипе ерменнине пӗлме аманнӑ салтаксем выртакан медсанбата ҫӗклеҫҫӗ…

Берлин таврашӗсем. Хӑтлӑ пӳртре эпир, кил хуҫи хӗрарӑмне пӗтӗмпех парас тесе, хамӑр «сидорсенчен» концентратсем — пӑрҫа яшки, вир пӑтти тата икӗ кунлӑха панӑ сахӑр катӑкӗсене кӑларатпӑр: унӑн икӗ ача, упӑшки — вӑрҫӑра; ҫак вӑхӑтрах пире эсэсовецсем чартаксенчен переҫҫӗ. Эпир Вадьӑпа иксӗмӗр аманнӑ хӗрачана медсанбата ҫӗклесе кайрӑмӑр, пытанса ларнӑ фолькштурмовецсем пире пеме тытӑнчӗҫ. Эпир ӗлӗк Раҫҫейре пурӑннӑ нимӗҫ хӗрарӑмне пирӗн пӗрлешӳллӗ арӑмсем ҫукки ҫинчен, вӗсене карточкӑпа большевиксене те, партинче тӑманнисене те паманни ҫинчен тӑнлантарма тӑрӑшнӑ вӑхӑтра та пире пӗр арҫын ача — фауст-патронщик — аллӑ метртанах пенӗ-мӗн. Нимӗҫсем шыв тултарса лартнӑ путвалтан темӗнле хаклӑ та кирлӗ кӗнекесемпе алҫырӑвӗсене йӑтнӑ чух та хирӗҫ ҫуртран виҫӗ снайпер пире тӗлленӗ иккен…

Ҫирӗм тӑваттӑмӗшӗнче ирхине ирех эпир постсен разведкине тухрӑмӑр. Тепӗр икӗ сехетренех вара гаубицӑллӑ йывӑр батарейӑна тӗллевпе ҫыхӑнтарма тытӑнтӑмӑр. Берлин ҫинелле «катюшӑсем» вут-ҫулӑм тӑкма тытӑнсанах огневиксем васкавлӑн позицисем хатӗрле пуҫларӗҫ. Юлашкинчен пирӗн гаубицӑсем те ӗҫе тытӑнчӗҫ.

Берлин таврашӗнче лӑпкӑлӑх пӗтрӗ. Тӳпе кӗрлеме, ҫӗр чӗтреме тытӑнчӗ. Танксем хускалчӗҫ. Мотопехота тапранчӗ. Тылрисем ҫула тухма хатӗрленчӗҫ.

— Машинӑсем ҫине-е! — янӑраса кайрӗ дивизион командирӗн, Катонин майорӑн, сасси.

— Машинӑсем ҫине-е! — кӑшкӑрчӗҫ тепӗр хут батарея командирӗсем.

— Машинӑсем ҫине-е! — янӑрарӗҫ вӗсем хыҫҫӑн взводнӑйсен сассисем.

Малта — Тельтов хули, ун хыҫҫӑн юлашки хут Тельтов-канал урлӑ каҫмалла.

* * *

Чӑн-чӑн велосипедпа эпӗ халиччен пӗрре те ҫӳресе курман. Куншӑн тӗлӗнмеллиех ҫук ӗнтӗ, ҫапах та иментерет. Виҫӗ ҫулта чухне мана виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипед илсе панӑччӗ, унпа эпӗ мӗн шкула кайичченех ярӑннӑччӗ — ҫавӑ ҫеҫ. Велосипед спорчӗпе аппаланасси манӑн вара ҫавӑнпа вӗҫленнӗччӗ. Урӑх манӑн велосипед пулман.

Ҫапах та, турра шӗкӗр, ман хута кӗрекенсем те тупӑнчӗҫ.

— Тахҫанах ыйтасшӑн эп санран: ярӑнма пӗлетӗн-и эс велосипедпа?

— Ҫук, пӗлместӗп. Эс пӗлетӗн-и?

— Эпӗ те пӗлместӗп, — пытармарӗ Саша. — Вӑт, йӗлтӗрпе пулсанччӗ…

Йӗлтӗрпе пулсан — хуйхи ҫукчӗ-ха! Йӗлтӗрпе ҫӳреме хаваслансах килӗшнӗ пулӑттӑм. Ногинскра, унтан Гороховецкри лагерьте эпир йӗлтӗрпе ҫӳреме самаях хатӗрленнӗччӗ, кроссенче чупӑнччӗ. Йывӑр теодолитсемпе салтакӑн ытти ҫӑкӗсене тӗклесе топограф ӗҫне вӗренме те йӗлтерпех ҫӳреттӗмӗр, хамӑр шефа илнӗ колхоза та йӗлтӗрсӗр кайман.

Халь ӗнтӗ йӗлтӗр ҫинчен асӑнни те кулӑшла. Паян — апрелӗн ҫирӗм пиллӗкмӗш. Пире халь Берлинра, Тельтов-канал урлӑ каҫсанах, велосипедсем кирлӗ пулчӗҫ. Хӑвӑртрах ҫӳреме ӗнтӗ. Велосипечӗсем те ҫийӗнчех тупӑнчӗҫ. Анчах кам ҫӳреме пӗлет пирӗн унпала? Е, Саша калашле, ярӑнма кам пӗлет?

Эпир, Сашӑпа иксӗмӗр, пачах пӗлместпӗр.

— Эп пӗлетӗп, — темшӗн айӑплӑрах сасӑпа пӗлтерчӗ Вадя. — Манӑн вӑрҫӑччен… Анне илсе панӑччӗ мана велосипед… Эп вара тӳрех ҫӳреме вӗреннӗччӗ.

— Велосипедпа чупма вӗренесси темех мар-ха вӑл, — хавхалантарчӗ пире Заикин кӗҫӗн лейтенант. — Ларӑр та лайӑхрах утланса, вӗҫтере парӑр.

Володя кулса ячӗ.

— Ну, ачасем, — терӗ вӑл, — намӑс ун пек калаҫма. Велосипедпа ҫӳреме те пӗлмесен вара!..

— Ахалех шӳтлетӗр эсир, Протопопов, — пӳлчӗ ӑна Соколов лейтенант. — Сӑмахран, эпӗ те ҫӳреме пӗлместӗп те, анчах эп унта ним кулмалли те курмастӑп. Кирлӗ-тӗк — вӗренетпӗр.

Пирӗн вӗренмелле. Пирӗн Берлин урамӗсем тӑрӑх теодолитпа ҫӳремелле. Виҫевсем тумалла. Пехотӑн малти чаҫӗсем тата ҫӑмӑл артиллери малалла ӑнтӑлчӗҫ. Йывӑр артиллери кӗҫ-вӗҫ ҫитмелле. Ҫапӑҫусем хула урамӗсенче пыраҫҫӗ. Пирӗн арткорпуса координатсем кирлӗ.

Акӑ, Соколов велосипед ҫине ларчӗ. Эпӗ те, хамӑн кансӗр вешкӑна руль ҫумне пӑчӑртаса, утланса лартӑм. Кайрӑмӑр вара кам мӗнле пултарнӑ пек. Ытти ачасем те урамсем тӑрӑх саланчӗҫ. Пӗлекеннисем те, пӗлменнисем те. Тепӗр тесен, халь ӗнтӗ пурте пӗлеҫҫӗ.

— Атя, иртсе кай, — терӗ мана Соколов. — Ав, ҫавӑнта, урамсем хӗресленнӗ ҫӗре ҫитсен чарӑн — пӗрремӗш сыпӑк тӑвӑпӑр.

Вӑл чарӑнчӗ. Эпӗ, вешкӑна урамсем хӗресленнӗ ҫӗре лартас тесе, малалла вӗҫтертӗм.

Теодолитчиксем манӑн вешкӑна самантрах виҫсе илчӗҫ, атя, малалла вӗҫтер!

Мана килӗшрӗ ку: эп каллех велосипед ҫине утланса лартӑм та сылтӑм еннелле каякан урамри сквер ҫуммипе вӗҫтертӗм. Эпӗ халь хам хыҫри Соколова курмастӑп, вӑл таҫта кӗтесре тӑма тивӗҫлӗ, анчах сасартӑк унӑн сасси хӑлхана кӗчӗ:

— Хӑвӑртрах! Васкавлӑрах хӑвала!

Манӑн пуҫ ҫийӗпех пульӑсем шӑхӑрса иртрӗҫ, эп вара, чартаксемпе ҫӳлти хутсене вырнаҫса ларнӑ нимӗҫ автоматчикӗсенчен пытанас тесе, педальсене тата хӑвӑртрах ҫавӑрттара пуҫларӑм.

Урамсем хӗресленнӗ тӗлте шӑпах. Эпӗ вешкӑна лартӑм та нимӗҫсем персе тӑракан урама тӑрӑх пӑхрӑм. Унта виҫӗ велосипедист вӗҫтерсе пыраҫҫӗ-мӗн: Соколов, теодолит ҫӗкленӗ Саша тата Вадим. Акӑ, вӗсем пӗр ҫурт хӳттинче чарӑнчӗҫ те каллех мана виҫсе илчӗҫ. Унтан каллех малалла, ман паталла, ыткӑнчӗҫ, эпӗ те малалла вӗҫтертӗм. Ман хыҫрах пульӑсем шӑхӑрни илтӗнчӗ, эпӗ пынӑ ҫӗртех каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм. Ҫук! Пирӗннисем чиперех иртрӗҫ! Эпӗ ҫав тери хаваслантӑм. Мур илесшӗ, пӗрремӗш хут велосипед ҫине лартӑм, ҫапах тӗлӗнмелле аван пулса тухрӗ! Эпӗ вешкӑна ҫӗклерӗм те ларкӑҫ ҫине лайӑхрах вырнаҫса лартӑм. Велосипед кӑштах ун-кун пӑрӑнкалать те, анчах эп ҫирӗп тытнине пула итлет. Питӗ паха!

Акӑ тепӗр чарӑну, тата тепре, тата тепре. Манӑн умранах «катюшӑсен» дивизионӗ иртрӗ, яланхилле дивизион мар ку, мӗншӗн тесен вӗсене «студебеккерсем» мар, хамӑрӑн трехтонкӑсем турттарса пыраҫҫӗ. Бортсем ҫине: «Мускав хӳтӗлевҫисем» тесе ҫырнӑ. Эппин, ав ӑҫтан пуҫланӑ вӗсем! Тӳпере пирӗн самолетсем-кукурузниксем — сӗрлеҫҫӗ. Сасартӑк вӗсем хула ҫине листовкӑсем тӑкма тытӑнчӗҫ: юр ҫӑвать тейӗн. Эпӗ пӗр листовкине вӗҫнӗ ҫӗртенех ярса тытрӑм. Нимӗҫле ҫырнӑ. Унта Сталин, Черчилль, Трумен хушамачӗсем пур. Нимӗҫ халӑхне чӗнсе калани пулас.

Эпир ӗҫлекен урамсем шӑпах темелле. Анчах малта пушар ҫутисем курӑнаҫҫӗ, тупӑсем ухлатаҫҫӗ, чӳречесем чанкӑртатса ҫӗмрӗлни, ҫурт стенисем кӗмсӗртетсе йӑтӑна-йӑтӑна анни илтӗнет. Унта ҫапӑҫу пырать.

Эпир татах малалла ыткӑнтӑмӑр: юлашки сыпӑка виҫсе илмелле пирӗн. Эпӗ хамӑн вешкӑна темӗнле пысӑк заводӑн хапхи умне лартрӑм. Завочӗ ӗҫлемест пулас — пушах. Хӑш-пӗр корпусӗсем арканнӑ. Пурӑнмалли кӳршӗ ҫуртсем те самаях сиенленнӗ. Арканчӑксене пуҫтарса пӗр ҫӗре купаласа хунӑ, картасемпе пӳлнӗ. Эппин, ку авиацин малтантарахри ӗҫӗ. Пирӗн е союзниксен.

Соколов аякранах мана аллипе сулчӗ: ҫитӗ, пуҫтар!

Эпӗ каялла таврӑнтӑм. Пурте пӗрле вара эпир хулан тепӗр кварталне куҫрӑмӑр. Картта ҫинче кӑтартнӑ узкоколейкӑна чылайччен шырарӑмӑр, анчах тупаймарӑмӑр. Кӗҫех трамвайпа троллейбус станцине вӗҫтертӗмӗр — юлашки станци патне ҫитрӗмӗр.

— Ав, ҫавӑнта, — терӗ Соколов, пысӑк паркӑн хӳми ҫинелле кӑтартса.

Паркра тата икӗ урам хӗресленнӗ ҫӗрте виҫӗ пост валли вырӑнсем суйласа илтӗмӗр.

Тепӗр кунне, апрелӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче те эпир ҫакнашкал ӗҫпех кун каҫрӑмӑр. Ку ӗҫ пирӗн ҫирӗм ҫиччӗмӗшӗнче те, ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче те, ҫирӗм тӑххӑрмӗшӗнче те улшӑнмарӗ…

* * *

Майӑн иккӗмӗшӗнче — канмалличчӗ. Кану, анчах хула ҫаплах ҫунать-ха, бомбӑсем ҫурӑлнипе, тупӑсем кӗмсӗртетнипе чӗтресе ҫеҫ тӑрать вӑл.

— Ҫӳрӗпӗр-и хула тӑрӑх? — сӗнчӗ Саша. — Наряда кайиччен. Тен, куҫлӑх тупма май килӗ?

Саша куҫлӑхсӑр епле асапланнине эпир аван пӗлетпӗр-ха. Котбусра тупнӑччӗ ун валли куҫлӑх, анчах кӗленчисем тӗрлӗрен пулчӗҫ.

— Пӗр куҫне юракалать, сулахаййине вара… — тенӗччӗ ун чух Саша.

— Тупатпӑр! — шантартӑм эпӗ Сашӑна. — Ҫула май лешсене те курӑпӑр…

«Лешсем» ӗнтӗ — Гитлерпа Геббельс. Тӗрлӗрен хыпар ҫӳрет: Геббельс пӗтӗм ҫемйипех газпа вилнӗ, Гитлер перӗннӗ пулать. Ку хыпарах тепӗр май калакан та пур. Вӗсен виллисене тахӑшӗ курнӑ та пулать имӗш. Тен, чӑн-чӑн Гитлерӗ тухса шӑвӑннӑ? Апла та, капла та вылятаҫҫӗ сӑмаха…

Эпир виҫҫӗн тухса утрӑмӑр — Саша, Вадя тата эпӗ. Володя — дежурствӑра. Наряда пирӗн каҫ пуласпа тин каймалла.

Паркри ҫӗмӗртсем чечеке ларнӑ. Газонсем — ем-ешӗл. Нимӗҫсем (хӗрарӑмӗсем те, арҫынӗсем те) салтак кухнисем патӗнче черетре тӑраҫҫӗ. Тем тӑршшӗ черетсем! Кастрюльсем, кастрюльсем, кастрюльсем, хӑш-пӗрисен — котелоксем, хулӗсем ҫинче кашниннех — шурӑ ҫыхӑсем. Пирӗн салтаксем вӗсен котелокӗсемпе кастрюлӗсене хаваслӑн апат яра-яра параҫҫӗ, пысӑк ҫӑпаласемпе пӑтӑ тултараҫҫӗ. Ҫуртсем ҫинче шурӑ ялавсем, простыньсем, минтер пичӗсемпе алшӑллисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Пур ҫӗрте те шурӑ япала кӑна халь. Капитуляци!

— Салтак господинсем! — чӗнчӗ пире пӗр ҫамрӑках мар нимӗҫ. — Мӗнле те пулин усӑ кӳме пултараймӑп-ши эп сире?

Пирӗн ума нимӗҫ тес, нимӗҫ мар, вырӑс тес, вырӑс мар, хулӗ ҫине шурӑ пусма татки ҫыхнӑ этем тухрӗ. Котелокне ҫурӑм хыҫне тытнӑ хӑй. Пӗрре пӑхсах паллӑ — йӑпӑлти.

— Тавтапуҫ, — тавӑрчӗ ӑна Вадя, — кирлӗ мар, хамӑрах…

— О, пӗлесчӗ сирӗн вырӑссем Берлина килнишӗн эп епле савӑннине! — хытах каларӗ этем. — Эп хам Одессӑран вӗт. Чӑнах, чӑнах Одессӑран! Эпӗ тир-сӑран таврашне ют патшалӑха ӑсатас тӗлӗшпе ӗҫлекен специалист, вырӑссен торгпредствинче ӗҫленӗ. Ҫав тери юрататӑп эпӗ Раҫҫее, уншӑн чунтан тунсӑхлатӑп! Халь ӗнтӗ Тӑван ҫӗршыва таврӑнма май килессе эпӗ шанатӑп…

— «Май килессе!» — йӗрӗнчӗклӗн кулса илчӗ Саша. Унтан сасартӑк хӗрсе кайрӗ: — Пӗлетӗр-и эсир… — терӗ вӑл, анчах пулӗнчӗ те, темӗнле халичченхилле мар кӳренӳллӗн, хаяррӑн каларӗ:  — Ну, унпала, кайтӑр ҫӑва тӗпне! Мӗскер Тӑван ҫӗршывӗ пултӑр ун!

Шухӑшсем пирӗн пӗр евӗрлех пулчӗҫ курнать. Епле-ха эпир, кирлӗ е кирлӗ мар чухнех ҫав тери тарӑн шухӑшлӑ, чуна хумхантаракан таса сӑмахсене нимӗн пулман пек калатпӑр? Шухӑшӗ ҫухалать-ҫке апла унӑн, вӗсем хӑлха патне ҫеҫ ҫитеҫҫӗ, чӗре патне ҫитмеҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем ачаран хӑнӑхаҫҫӗ ҫав сӑмахсене, вӗсем вара, ҫав аслӑ сӑмахсем, ӑна пачах тивмеҫҫӗ, хумхантармаҫҫӗ. Хут чечек пек, ваткӑ юр пек пулса тӑраҫҫӗ вӗсем. Ҫапла пӗтӗм пурнӑҫа пурӑнса ирттерме пулать, кайран вара, ватӑлмалӑх кунсенче, ҫак Берлин господинӗ пек: «Тӑван ҫӗршыва таврӑнма май килессе шанатӑп» тесе калама тивет.

Анчах акӑ, умра — йывӑрлӑх: ҫаншӑн та, халӑхушӑн та, ҫӗршывушӑн та. Хайхи шухӑшсӑр сӑмахсем вара чӗрӗлеҫҫӗ, хӑйсен малтанхи тӗп шухӑшне йышӑнаҫҫӗ. Ҫав сӑмахсемпе ҫынсем вута кӗреҫҫӗ, вилӗме хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Вӗсемпех пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнтереҫҫӗ. Вӗсемпех ҫӗнтерӳшӗн савӑнаҫҫӗ, вилнисене ӑсатаҫҫӗ, вӗсемпех тин ҫуралнӑ ачасене алӑ ҫинче сиктереҫҫӗ, вӑрҫӑ ишӗлчӗкне ҫӗклеҫҫӗ.

Ҫак сӑмахсене илтӗнмелле калама пире халь кирлех те мар пулӗ. Сашӑна та, Вадьӑна та, мана та, ыттисене те. Тӑван вырӑнсенчен пин ҫухрӑм ытла килсе Берлина ҫитнӗскерсене пурне те. Ҫав сӑмахсем пирӗн — чун-чӗрере. Тӗрӗссипе каласан, сӑмахсем те мар вӗсем. Ку вӑл — чун-чӗрери туйӑм, тӑван ҫӗршыва туйни.

Ҫӗр айне кӗмелли станци патӗнче пирӗн санитарсемпе тухтӑрсем кускалаҫҫӗ. Ҫӗр айӗнчен этем кӗлеткисене йӑтса тухаҫҫӗ. Кунта стариксен кӗлеткисем те курӑнаҫҫӗ, хӗрарӑмсен те, ачасен те. Вӗсем унта хулана штурмланӑ кунсенче кӗрсе пытаннӑ-мӗн те, нимӗҫсем хӑйсен халӑхне те шеллесе тӑман — шыв тултарса вӗлернӗ.

— Хӑйсенне хӑйсем-и? Епле-ха унашкалах! — тӗлӗнчӗ Вадя.

— Эсӗ Освенцимра та, Фридлянд патӗнчи Ламсдорфра та пулман, — тавӑрчӗ ӑна Саша. — Эпир пулнӑ, пӗлетпӗр…

Ҫуртсен стенисем ҫине: «1918 вирд зих нихт виедерхолен!», «Зиег одер Зибириен!», «Фюрер! Вир верден дир бис цум енде трой зайн!» тесе ҫырса тултарнӑ.

Вӗсене пӗтӗмпех ҫуллӑ сӑрпа ҫырнӑ, сасартӑках ҫуса та яраймӑн. Хӑшне-пӗрне пурӑпа хурата-хурата хунӑ. Вӗсемпе юнашарах пирӗн салтаксем васкавлӑн ҫыра-ҫыра хунисем курӑнаҫҫӗ: «Эпир — Берлинта!», «Тӗп пулчӗ!», «Леш тӗнчере сывӑ пул, фюрер!»

— Епле-ха куҫлӑх? — аса илчӗ Саша.

— Чӑн та, куҫлӑх кирлӗ-ҫке пире!

Эпир ҫӗмрӗк витринӑсем ҫинелле тинкере пуҫларӑмӑр. Пулмалла-ҫке-ха вӗсен пирӗн «Оптика» евӗрлӗ магазинсемпе аптека пеккисем. Пӗр урам, тепӗр урам, пиллӗкмӗш урам. Анчах нимӗн те ҫук-ха. Салтак кухнипе шыв патӗнче каллех халӑх черетре тӑрать. Каллех ҫӗмӗртсем, газонсем… Каллех темӗнле мӗскӗн ҫынсем, пире курсанах: «Капут, Гитлер капут! Аллес капут!» тесе кӑшкӑраканскерсем…

— Атьӑр ав ҫавӑнта, — сӗнчӗ Саша. — Тен, унта…

Пирӗн умра — пушӑ аслӑ урам. Ҫурчӗсем — ҫӳллӗ, ҫутӑ, сӑрӑрах, хушӑран — шӗвӗр тӑрӑллисем те курӑнаҫҫӗ. Чылайӑшӗ чиперех сыхланса юлнӑ! Ишӗлчӗксем тавра хӳмесемпе картасем тытнӑ. Чул катӑкӗсемпе кантӑк ванчӑкӗсене купан-купан пуҫтарса хунӑ.

— Ку чаплӑ Унтер-дер-Линден вӗт! — кӑшкӑрчӗ Вадя, урамсем хӗресленнӗ ҫӗре ҫакнӑ табличкӑна курсан.

Унтер-дер-Линден пулсан Унтер-дер-Линден пултӑр! Урамӗ ку, чӑнах та, тӗп урам пулас. Тен, кунта тупатпӑр?

Пӗрремӗш квартал, иккӗмӗш квартал.

— Акӑ, — асӑрхарӗ Вадя.

Ҫӗмрӗк витринӑран пирӗн ҫинелле куҫлӑхлӑ ҫын куҫӗсем пӑхса лараҫҫӗ. Темӗнле аппаратсем, кантӑксем, линзӑсем туллиех. Чи кирли — куҫлӑх пур!

— Суйла!

Саша куҫлӑхсене йӗркипе тӗрӗслеме тытӑнчӗ. Юлашкинчен тупрӗ курнать:
— Шӑпах юрӑхлӑ, — терӗ вӑл хаваслӑн.

— Лайӑх тӗрӗслерӗн-и?

— Чиперех, аванах курӑнать. Тепӗр хут чӗрӗлсе тӑтӑм капла эп! Тавтапуҫах сире!

Малалла эпир уҫӑмлӑрах утрӑмӑр. Сашӑн кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ, сасси те урӑхланчӗ унӑн:

— Чӑнах та, кайса курар эппин лешсене. Берлинта пулсан та вӗсене курмасӑр юлни айванла пулнӑ пулӗччӗ, ҫапла-и? Ҫавӑнта пулас-ха. Рейхстаг ҫывӑхнерех.

Рейхстага эпир курман-ха, анчах кӗмсӗртетӳпе пушар тӗтӗмӗсем тӑрӑх малта ҫапӑҫу пыни пирӗншӗн паллӑ. Ҫитменнине, вӑл шӑпах рейхстаг таврашӗнче пырать пулмалла.

— Шухӑшлатӑп та эп, — малаллах калаҫрӗ Саша, — тӗлӗнетӗп: эпир — Берлинта! Э? Ку вӗт вӑл… Ну, калама та сӑмах ҫитмест!

— Ӑнланмастӑп, мӗншӗн кунта пушӑ. Пӑхӑр-ха, пӗр чун та курӑнмасть, — теме сиснӗн асӑрхаттарчӗ Вадя. — Тен, малалла кайма кирлӗ мар?..

Сӑша ун сӑмахне илтмерӗ те тейӗн:

— Ӑшӑ тата еплерех! Шинельсемсӗрех тухмаллаччӗ…

Чӑн та, ӑшши те ӑшӑ ӗнтӗ. Тӳпе тап-таса. Пушар тӗтӗмӗсем ҫеҫ хӗвел патнелле кармашнӑ май унӑн шевлисене хуплаҫҫӗ. Анчах ку лере, малта ҫеҫ.

Пирӗн ҫинче тӳпе тап-таса та кӑн-кӑвак. Вӑл лупашкасенчи шывсенче, кантӑк ванчӑкӗсенче, Сашӑн куҫлӑхӗнче ялтӑртатать. Саша вара ҫав тери киленнипе куҫлӑхне пӗр вӗҫӗм тӳрлетет.

Анчах мӗн ку? Куҫлах тротуар ҫинелле сирпӗнчӗ, Саша хӑй ҫурт стени ҫумнелле ахаль чухнехилле мар вӑраххӑн сулӑнчӗ.

— Саша, мӗн пулчӗ? Саша!

Эпир ӑна тытса чарма тӑрӑшрӑмӑр, вӑл пур, ҫӗреллех шӑвать, ҫӗреллех тӗшӗрӗлет.

— Куҫлӑх, манӑн куҫлӑх… — тет хӑй, пӑшӑлтатса.

Мӗн пулса иртнине эпир ӑнланса та илеймерӗмӗр-ха.

— Шӑхӑрчӗ. Темскер шӑхӑрчӗ, эп илтрӗм. — Сашӑн шинельне вӗҫертесшӗн пулчӗ Вадя, анчах ниепле те вӗҫертеймерӗ.

Саша аллипе кӑкрине пӑчӑртаса тытнӑ та пӗрмай пӑшӑлтатать:

— Куҫлӑх, куҫлӑх… Мана шӑпах юрӑхлӑччӗ… Каллех… Епле каяс-ха ӗнтӗ наряда?.. Каллех куҫлӑхсӑр-и?.. Вӑт ӑнман япала…

* * *

— Тинех канатпӑр пулас! — терӗ Володя. Вӑл, ыттисем пекех, халь ҫеҫ каҫхи апат ҫинӗ курнать.

— Канӑр кӑштах, ҫӳрӗр, — ирӗк пачӗ Заикин кӗҫӗн лейтенант.

— Килӗшмест мана ку шӑплӑх, — асӑрхарӗ Соколов комвзвод.

Эпӗ хамӑр машинӑсем патӗнче дежурствӑра тӑратӑп. Вадя мана штабран чернил кӗленчипе тушь илсе килсе пачӗ. Ачасем фанер татки тупрӗҫ.

— Ме, тӗттӗмлениччен ҫыр, — терӗҫ вӗсем.

Чӑн та, тӗттӗмлениччен ҫырмаллах пулать. Эпӗ фанер таткине фотовзвод машинин пускӑчи ҫине хутӑм та, ҫырма тытӑнтӑм: «Кунта 1925 ҫулта ҫуралнӑ артиллерист-разведчика, Баринов Александр Иванович комсорга, пытарнӑ. Вӑл 1945 ҫ. майӑн 2-мӗшӗнче Берлинта вилнӗ».

Ҫак каҫ эпир Сашӑна пытартӑмӑр. Ҫак каҫах эпир Берлин парӑнни ҫинчен Мускавран радиопа пӗлтернине илтрӗмӗр.

* * *

— Мӗскер, енчен эпир… Ну, ҫырӑнатпӑр? Урӑхла мӗнле калаҫҫӗ-ха ӑна? Вара…

Чӑнласах калатӑп эпӗ. Ан тив, вӑрҫӑ пултӑр, ав тив, эпир фронтра, ҫапах кунта та халь — пирӗн власть. Маншӑн пулсан вӑл — Катонин майор. Унтан асли маншӑн кунта ҫук. Наташӑшӑн вара…

— Чӑнласах калатӑп эпӗ. Кирлӗ пулсан, атя, пирӗн комдив патне каятпӑр, е санӑн полковнику патне? Еплеччӗ-ха унӑн хушамачӗ — Шибченко марччӗ-и?

Ку сӑмахсене эпӗ ӑна лӑплантарас тесе ҫеҫ мар, вӑл «мӗн пулать ӗнтӗ халь?» тесе иккӗмӗш хут ыйтсан (пӗрре ун чухне — Лигницра, халь кунта — Ризӑра), ун ыйтӑвне тивӗҫтерес тесе те каларӑм. Вӑрҫӑ пӗтет. Берлин ӗнтӗ хыҫала тӑрса юлчӗ. Вӑл парӑнать, ҫапла вара… Мӗн чухлӗ кӗтмелле-ха тата? Ҫитет ӗнтӗ калаҫса, шӳтлесе, айванла сӑмахсемпе йӗрлесе! Нивушлӗ чипер япалана чипер татса пама ҫук?..

Хулара союзниксем лӑк-тулли. Анчах кусем Европӑна тахҫантанпах кӗтнӗ «иккӗмӗш фронтпа» килнӗскерсем мар, кусем нимӗҫсен лагерӗсенчен пирӗннисем хӑтарнӑскерсем. Вӗсем, кивӗ ҫар паллиллӗ форма тӑхӑннӑскерсем, нимӗнле ҫар соединенине те пӗлтерменскерсем, ҫапах кӗтеҫҫӗ. Эльба ҫинче эпир тӑшмана сирсе ывӑтасса кӗтеҫҫӗ. Хӑйсеннисем патне лекес тӗллевпе кӗтеҫҫӗ.

— Мӗскер эсӗ чӗнместӗн?

— Мӗн калас-ха манӑн, хавас эпӗ ҫав тери, каллех тӗл пулнишӗн хавас… Эсӗ сыввишӗн хавас!.. — Йӑл кулчӗ Наташа. — Тӗлӗнтермӗш эсӗ! Ҫырӑннӑ мар-и вара эпир ахалех?.. — Вӑл шыв ҫинелле кӑтартрӗ. — Кур-ха, епле хитре!

Эльба урлӑ хывнӑ понтон кӗпер тӑрӑх пирӗн ҫарсемпе техника куҫать. Лере, шыв леш енче — плацдарм. Унта эпир ӗнер, виҫӗмкун, паян ирхине ӗҫлерӗмӗр. Берлинтан эпир тӳрех кунта ҫаклантӑмӑр. Питӗ аван — кунта эп ӑна тӗл пултӑм. Наташӑна эпӗ Берлинта та курманччӗ-ха.

— «Вильгельмина», — хӑй тӗллӗн ҫӳрекен баржа ҫинчи саспаллисене сасӑпах вуларӗ Наташа. Кунта вӗсем нумай иккен, пурне те якорь ярса лартнӑ. «Вильгельмина», «Любек», «Дрезден», «Валькирия», «Росток», «Барбара». — Хули епле, хули… — хушса хучӗ вӑл, каллех шывран уйрӑлса.

Чӑн та, хули аван ӗнтӗ, анчах ун ҫинчен шухӑшламасть халь Наташа. Эпӗ те ун ҫинчен шухӑшламастӑп.

Епле пӗтӗмпех ансат пулнӑ Мускавра, анчах — кулӑшла! — ун чух вӑл пӗртте ансат пек туйӑнман пире. Телефонпа шӑнкӑравлама та, Пионерсен Ҫурчӗ патӗнче кӗтсе илме те, Пятницкине кайма та, Петровкӑри наркомат патӗнче тӗл пуласси пирки калаҫса татӑлма та ансат пулман пек туйӑнать. Анчах та паянхипе танлаштарсан, ытла та ансат вӑл… Эрни-эрнипе эпир пӗр-пӗрне кураймастпӑр, пӗр-пӗрин ҫинчен нимӗн те пӗлместпӗр, акӑ, халь вӑл: «Эсӗ сыввишӗн хавас…» — тет. Сыввишӗн хавас! Эп пӗлетӗп, вӑл, «эсӗ чӗрришӗн» тесшӗн пулчӗ ӗнтӗ. Эп вара? Эп пӑхатӑп та халь ун ҫине, хам куҫа хам ӗненместӗп, хама та ӗненместӗп. Эпир иксӗмӗр ҫак Ризӑра чи ҫывӑх ҫынсем пуль ӗнтӗ халь.

— Сирӗн пурнӑҫсем мӗнлерех халь? — ыйтрӗ вӑл.

— Талӑкра пӗр вунӑ хут ытла ӗҫе тухатпӑр — виҫетпӗр-виҫетпӗр те, пуҫтарӑнса каллех малалла вӗҫтеретпӗр, — терӗм эпӗ. — Анчах вӑт, Саша… Шукурбек тата…

Сашӑпа Шукурбек вилни ҫинчен эп ӑна каласа панӑ ӗнтӗ. Вӑл пӗтӗмпех пӗлет. Халь вара хама хам ӑшра вӑрҫса илтӗм: мӗн тума тепӗр хут аса илтертӗм-ха? Эп Сашӑпа Шукурбека аса илтӗм, вӑл акӑ Геннадий Васильевича аса илӗ? Мӗн-ма аса илтӗм-ха? Мӗн-ма?

— Эс нимӗҫсен ҫӗнӗ хӗҫпӑшалӗ ҫинчен нимӗн те илтмен-и?

Турра шӗкӗр, вӑл мана урӑх япала ҫинчен калать-мӗн, мана ҫӑлать.

— Мӗнле хӗҫпӑшал?

— Темӗнле бомба ҫинчен. Мӗн ятлӑччӗ-ха вӑл? Уран энергийӗнчен тунӑскер марччӗ-и?

Кун ҫинчен эпир пӗрре кӑна мар илтнӗ ӗнтӗ. Вӑл ҫавӑн пирки пуплет-мӗн. Одер патне ҫитиччен те, кайран та сӑмах ҫӳретчӗ ун ҫинчен. Анчах калаҫма пулать вӑл тем те. Ун чух мӗн кӑна пакӑлтатмастчӗҫ пуль!

— Илтнӗ, вара мӗн?

— Тӑхта, аса илтӗм. Атомлӑ теҫҫӗ ӑна. Атомлӑ бомба. Пӗлетӗн-и, нумай пулмасть Гитлер мӗн каланӑ? «Турӑ каҫартӑр мана вӑрҫӑн юлашки тӑватӑ кунӗшӗн», — тенӗ.

— Ҫапла, ҫапла, — тавӑртӑм эпӗ, кунта илтнине те аса илсе.

— Ҫав бомба пирки каланӑ та ӗнтӗ вӑл. Анчах американецсем вӑрланӑ тет ҫав бомбӑна. Бомбине ҫеҫ мар, шухӑшласа кӑлараканнисене те ҫаклатса кайнӑ, тет!

— Вӑйлӑ! Халь ӗнтӗ вӗсем ҫав бомбӑпа нимӗҫсене хӑйсенех ҫунтарма пуҫлаҫҫӗ акӑ!

Эпир уймӑл туйӑмсемпе киленетпӗр. Мана чӗнсе илчӗҫ.

Заикин кӗҫӗн лейтенант Наташӑран ҫепӗҫҫӗн каҫару ыйтрӗ:
— Каҫарӑр, коллега кӗҫӗн лейтенант, — терӗ вӑл.

— Эс, ав, калатӑн! — терӗ мана Наташа, эпӗ нимӗн каламан пулин те.

— Дивизион строя тӑмалла. Комдив хушрӗ. Корпусран килнӗ, — пӗлтерчӗ Заикин темле ытарлӑнрах.

Тепӗр вунпиллӗк минутран эпир площаде кирха умне йӗркеленсе те тӑтӑмӑр. Корпус командирӗ хушаматсем тӑрӑх чӗне пуҫларӗ.

— Катонин майор.

— Совет Союзӗшӗн ялан кӗрешӗп!

— Сбитнев капитан.

— Совет Союзӗшӗн ялан кӗрешӗп!

— Викулов капитан.

— Совет Союзӗшӗн ялан кӗрешӗп!

— Федоров аслӑ лейтенант.

— Совет Союзӗшӗн ялан кӗрешӗп!

— Ахматвалиев рядовой.

— Паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ!

— Цейтлин рядовой.

— Совет Союзӗшӗн ялан кӗрешӗп!

— Протопопов ефрейтор.

— Совет Союзӗшӗн ялан кӗрешӗп!

— Баринов рядовой.

— Паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ!

— Кочемасов сержант.

— Паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ!

«Совет Союзӗшӗн ялан кӗрешӗп!» — янӑрарӗ площадре сасӑ. «Паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ!» — янӑрарӗ ҫав вӑхӑтрах тепри.

Анчах пӗтӗм ятсем хушшинче каллех пӗр хушамат — Соколов хушамачӗ — илтӗнмерӗ.

Вӑл пирӗнпех стройра тӑчӗ, корпус командирӗн сӑмахӗ хыҫҫӑн пирӗн пекех «урра!» кӑшкӑрчӗ. Саланма ирӗк парсанах вӑл пире чи малтан саламларӗ.

Эпир… Эпир куҫсене аяккалла тартрӑмӑр…

* * *

— Итле-ха, мӗнле шутлан эсӗ, ыран та кунтах пулатпӑр-им эпир?

— Кам пӗлет ӑна. Мӗскер? Мӗн те пулин пулчӗ-им?

— Ҫук, нимех те пулман. Май уявӗ ҫитет ав. Килелле посылка вашкӑртма вӑхӑт. Халь ман наряда каймалла-ха. Ыран ир хӑтланса пӑхасшӑнччӗ-ҫке…

Володьӑн куҫӗсем тата кӑкӑрӗ ҫинчи «Ҫапӑҫури хастарлӑхшӑн» медалӗ ялтӑраҫҫӗ кӑна.

— Стариксене Берлинпа савӑнтарма вӑхӑт ӗнтӗ. Тата эс мӗнле шутлан, енчен эп Сашка ячӗпе тепӗр посылка ярас пулсан? Полевой почтӑна хыпар тӑратиччен чиперех яма пулать, манӑн вара япали шӑпах икӗ посылкӑллӑх. Уншӑн мӗн ӗнтӗ халь… Пурпӗрех…

— Ну, йӗксӗк те иккен эсӗ! — чӑтаймарӑм эпӗ. — Ӑпӑр-тапӑрҫӑ! Мерзавец!

— Машинӑсем ҫине! — илтӗнчӗ ҫак вӑхӑтра комдив сасси.

— Машинӑсем ҫине! — комдив хыҫҫӑнах кӑшкӑрчӗ Заикин.

Урама Соколов сиксе тухрӗ:
— Вӑр-вартарах! — терӗ вӑл.
— Пуҫтарӑнӑр! Хӑвӑрт!

Эпир Эльба ҫине каятпӑр пуль тесе шухӑшланӑччӗ, чӑнах та, ун ҫыранӗ патнех тухрӑмӑр эпир, анчах понтон кӗпер патӗнче ӑнланмалла мар япала тӗл пултӑмӑр: пирӗн ҫарсем кӗпер урлӑ каялла каҫаҫҫӗ иккен — Риза хулинелле. Мӗншӗн? Мӗн пулнӑ? Лере, малта, наступлени пуҫламаллаччӗ вӗт-ха? Унта пӗтӗмпех хатӗрччӗ. Эпир, виҫӗ талӑк ӗҫлесе, артиллери валли мӗн кирлине йӑлтах тунӑччӗ. Ку таранччен мӗнле ӗҫлени тӑрӑхах эпир ҫакнашкал тӗплӗ виҫевсем пысӑк наступлени валли кирлине ӑнланнӑччӗ. Мӗн пулнӑ-ха эппин?

Ни Заикин, ни Соколов нимӗн те пӗлмеҫҫӗ.

— Союзниксем, — терӗ кӑмӑлсӑррӑн Катонин тепре чарӑнса тӑнӑ вӑхӑтра.

Халь эпир Эльба ҫыранӗ хӗррипе сухалаялла ҫул тытрӑмӑр. Риза хыҫа тӑрса юлчӗ. Тавралӑх кунта самай хитре, анчах хамӑр ӑҫта кайни паллӑ марри мӗн-пур хитрелӗхе тӗксӗмлетет. Ҫӳллӗ ҫырансем. Хырсем. Хӑйӑр сӑрчӗсем. Паха ҫул. Хитре! Ҫапах та…

— Мӗскер — союзниксем?

— Мӗскер, мӗскер! — чӑтаймарӗ Заикин. — Вырӑн паратпӑр.

— Наступлени, пирӗн наступлени вара епле?

— Ҫапӑҫса разведка тунӑ. Фрицсем тарнӑ, унта — американецсем. Панӑ вара пирӗннисене команда: Эльба таран американецсене кӗртмелле, тесе. Вӑт, халь ӗнтӗ…

Тахӑшӗ тӗлӗнсе илчӗ.

Тахӑшӗ илтмесӗрех юлчӗ.

Тахӑшӗ ҫывӑрчӗ.

Тахӑшӗ усал сӑмахсемпе вӑрҫрӗ.

— Шӑпланӑр! Ҫитет чуна чӑрмалама! — чӑтаймарӗ Соколов, хӑйпе юнашар тӗлӗрсе пыракан Володьӑна вӑратса.

— Мӗн пулнӑ? — сиксе тӑчӗ лешӗ, ыйхӑ тӗлӗшпе карабинне ярса илсе.

— Ҫук, ним те пулман, канах, кан, — ҫемҫен лӑплантарчӗ ӑна Соколов. — Туйӑннӑ ҫеҫ вӑл сана.

* * *

Ҫумӑр ҫӑвать. Аялтах тӗтре йӑсӑрланать. Ту-сӑртсем курӑнмаҫҫӗ, анчах вӗсем пирӗнпе юнашарах пулни пуриншӗн те паллӑ. Тусем, сӑртсем, ҫуллахи евӗр ҫӳллӗ курӑк… Эпир ҫав курӑка ашса пынипе тата ҫумӑрпа лачкамах пултӑмӑр, ниҫта та типӗ вырӑн юлмарӗ.

— Мӗнле ӗҫ пултӑр кунашкал ҫанталӑкра! Ачасем кӑмӑлсӑр — вӑрҫаҫҫӗ. Офицерсем ятлаҫаҫҫӗ. Анчах ӗҫ — ӗҫех: малта — Мейсен, унта фольксштурмовецсем ҫула пӳлсе тӑраҫҫӗ.

— Мӗнле Мейсен тата вӑл? — ӑнланмасть Вадя. — Берлина илтӗмӗр — кунта сасартӑк тем пӳлсе тӑрать тата?

Ӑна Соколов илтрӗ:

— Кирлӗ мар йӗме! Ахаль те йӗпе. Мейсен вӑл, пӗлес килет-тӗк, хула, ҫитменнине, пӗчӗк те мар тата…

Эпир халь пехота вырӑнӗнче ӗнтӗ. Эпир ҫеҫ мар, пирӗн хушӑра артиллеристсем те, Эльба урлӑ кӗпер хывса панӑ саперсем те, ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулта ҫуралнӑ ҫамрӑк салтаксем те, хӑйсен пулас чаҫӗсене хӑваласа ҫитейменскерсем, пур. Эпир пурте ҫул хӗрринчи йӗпе курӑк тӑрӑх малалла, пӑшал сассисем илтӗнкеленӗ ҫӗрелле, шӑватпӑр.

Ҫӗр метр юлчӗ. Фауст-патронсем шартлатса ҫурӑлнисем, пӑшал сассисем шӑпланмаҫҫӗ-ха.

— Пемелле мар! Пеме хушман! — кӑшкӑрчӗ Соколов хулӑн сасӑпа.

Вӑл шӑнса пӑсӑлнӑ пулас, ун сассине эпир аран уйӑртӑмӑр.

Анчах пеме никам та шутламасть-мӗн.

Тӗттӗмре эпӗ темӗнле сивӗ те ҫемҫе япала ҫине пырса тӑрӑнтӑм, унран шуса иртсен тин вӑл мӗн иккенне ӑнлантӑм.

— Темӗнле фриц ку, тӗпленнӗ аранах, — сурчӗ Володя, манпа юнашар ах шуса пыраканскер.

Акӑ, хула та палӑра пуҫларӗ. Тусем хушшинчи кирхӑсем, ҫурт тӑррисем, чӳречесенчи вӑйсӑр ҫутӑсем палӑра пуҫларӗҫ, снарядсем ҫурӑлнӑ чух асфальт йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илет. Йывӑҫ ҫулҫисем хуллен, ывӑннӑн чӑштӑртатаҫҫӗ. Сасартӑк каллех пӗтӗм тавралӑх ҫуталса илет — пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ. Таҫтан ҫӳлтен, хуларан переҫҫӗ. Пирӗн ҫинелле ӗнтӗ.

Вадя мӑшлатать, йывӑррӑн сывлать.

— Берлин хыҫҫӑн кунта вилсе выртни айванла пулать вӗт, э? — мӑкӑртатрӗ вӑл, комвзвод хушнипе пӗр карта патне ҫитсе выртсан. — Ҫитменнине эп, аннене медаль пирки те ҫырса пӗлтереймерӗм.

— Пӑрах эс кирлӗ мара пакӑлтатма!

Вадя чӗнмерӗ. Анчах эпӗ вӑл кам пирки шухӑшланине аван туйрӑм: «Саша вилчӗ-ҫке ав?»

Пирӗн хыҫра лаша ури сасси, тулхӑрни тата кусатӑрансем тӑнкӑртатни илтӗнчӗ.

— Ну, халь ӗнтӗ йӗркеллех пулать, — хавассӑн пӗлтерчӗ комвзвод.

— Мӗскер, лейтенант юлташ? — хавхаланчӗ Вадя.

— Халех ак батарея ӗҫе тытӑнать, унтан — пирӗн черет, — терӗ Соколов.

Батарея, чӑнах та, нумай кӗттермерӗ, пеме тытӑнчӗ. Ку таранччен куркаланисем хыҫҫӑн ку самай хавшак пенӗ пек туйӑнчӗ пире. Тӑватӑ ҫӑмӑл тупӑ, снарячӗсене пирӗн урлӑ хуланалла ӑсатнӑ май, мӑйӑр катнӑ пек ҫеҫ шаклаттараҫҫӗ. Анчах Мейсен часах шӑпланчӗ. Тӗтреллӗ сывлӑша темле шурӑ сӑн ҫапрӗ. Чӳречесенче тата пӗр кирхӑн чан тӑррийӗнче шурӑ ялавсем курӑнчӗҫ. — Халь малалла!

Эпир сиксе тӑтӑмӑр та хуланалла ыткӑнтӑмӑр.

— Ур-р-ра!

Анчах хула урамӗсем тарӑх шалалла кӗнӗҫемӗн «ур-р-ра» кӑшкӑрма кирлӗ маррине эпир ӑнланса пытӑмӑр. Хула чӗнмест, шӑпах, ҫуртсем умӗнче ҫеҫ пӗчченшер ҫынсем шурӑ тутӑр татӑкӗсемпе сулкаласа: «Капут! Аллес капут! Капут!» — тесе тӑраҫҫӗ.

Сасартӑк тӗп площадьре чӳречерен автоматпа шатӑртаттарма тытӑнчӗҫ.

— Унта! — кӑшкӑрчӗ пире Вадьӑпа иксӗмӗре юнашар килсе тухнӑ Заикин кӗҫӗн лейтенант. — Хӑвӑртрах ҫӳле!

Хӑй тӳрех подъездалла ыткӑнчӗ, эпир — ун хыҫҫӑн.

Иккӗмӗш хута чупса хӑпарсан, Заикин тӳрех хваттер алӑкне уҫса ячӗ, пире васкавлӑн:
— Ҫӳлелле! Виҫҫӗмӗш хута! Кунта эп хамах! — тесе приказ пачӗ.

Виҫҫӗмӗш хутри хваттер алӑкӗ кӑштах уҫӑ-мӗн. Шалта темскер кӗмсӗртетни, автомат шатӑртатни илтӗнет.

— Шӑп! Ан шавла! — чартӑм эпӗ Вадьӑна. — Хуллентерех сывла! Мӗн хашлататӑн?

Вадя пӑравус пек сывлать.

— Хашлатмастӑп-ҫке… Анчах пӗлетӗн-и…

— Чарӑн теҫҫӗ сана!

Тӗттӗм хваттерте ҫаплах переҫҫӗ-ха. Пенӗ ҫӗртех хӗрарӑм ҫуйхашни илтӗнет: те «От-то!», те «По-ттӑ!» — тет вӑл, эпӗ тавҫӑрма ӗлкӗреймерӗм, мӗншӗн тесен картлашка тӑрӑх Заикин чупса хӑпарни илтӗнчӗ.

— Тавай! — кӑшкӑртӑм эпӗ ҫавӑнтах, Вадьӑна ҫаннинчен ярса тытрӑм та алӑка урапа тӗртсе уҫса ятӑм. Хваттерӗнче тӗттӗм, йӗп чиксен те куҫ курмасть, манӑн автомат кӗпҫи темӗнле чӗрӗ, ӑшӑ япала ҫине пырса тӑрӑнчӗ. Ҫак самантра Вадя, манран сулахай енчискер, уҫӑ алӑкран карабинпа шатӑртаттарса илме те ӗлкӗрчӗ. Хӑлха патӗнчех хӗрарӑм ҫуйхашни-кӑшкӑрни янӑраса кайрӗ.

— От-то! Мейн готт, От-то! — ҫихӗрчӗ вӑл, мӑнтӑрскер; пысӑк кӑкӑрлӑскер, эп пырса тӑрӑннӑ-тӑрӑнман кантӑк уҫнипе ҫутӑрах сӑн кӗнӗ пӳлӗмелле ыткӑнса.

— Эп вӗлертӗм ӑна. Вӗлертӗм пулас, — айӑпа кӗнӗн мӑкӑртатрӗ Вадя, урайӗнчен тӑнӑ май.

Вӑл пижама тӑхӑннӑ нимӗҫ выртакан пӳлӗме манран малтантарах кӗме ӗлкӗрчӗ. Чӳрече патӗнче, нимӗҫпе юнашар автомат тата дисксем сапаланса выртаҫҫӗ.

Пӳлӗме пӗр аллине хунар, теприне пистолет тытнӑ Заикин вирхӗнсе кӗчӗ.

— Мӗн? Ну? — Вӑл кӑшкӑракан хӗрарӑма тӗртсе ячӗ те, хунарӗпе вилле ҫутатрӗ. «Кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ старик иккен», — асӑрхарӑм эпӗ. Унтан Заикин хунарне пирӗн ҫинелле тытрӗ.

— Эп вӗлертӗм ӑна, — пӗлтерчӗ тепӗр хут Вадя. — Анчах печӗ-ҫке-ха вӑл, кӗҫӗн лейтенант юлташ! Пемен пулсан, тен…

— Тӑхта! — пӳлчӗ ӑна Заикин, хӑй ҫавӑнтах ӳлесе йӗрекен хӗрарӑма кӑшкӑрса тӑкрӗ:  — Чарӑн теҫҫӗ сана!

Хӗрарӑм, хӑравҫӑллӑн ӗсӗклесе илсе, кӗтеселле пӑчӑрӑнчӗ.

Комбат вилене тепӗр май ҫавӑрчӗ, унтан пӳлӗме ҫутатса тухрӗ те, темскер тупрӗ пулас, старик вилли патне калле таврӑнчӗ:

— Пӑхӑр-ха, генерал вӗт вӑл. Авӑ, сӑнӳкерчӗк ҫине пӑхӑр та, ун ҫине пӑхӑр — пӗр ҫынах. Чӗрӗлле тытмалла пулнӑ, ачасем, чӗрӗлле!

— Печӗ-ҫке-ха вӑл, кӗҫӗн лейтенант юлташ… — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ Вадя. — Ҫитменнине, тӗттӗм тата. Ӑҫтан пӗлен унта: те генерал вӑл, те ахаль ҫын… Пижама тӑхӑннӑ та…

* * *

— Ну, ачасем, мӗн калам сире! Акӑ ӗнтӗ вӑл — чикӗ леш енӗ. Чикӗ леш енӗ тесе мухтаҫҫӗ-тӗк, вӑл — ҫакӑ!

Тӗрӗс калать-мӗн Володя. Вӑл мана халь тем пек килӗшмест пулсан та, сассине те унӑнне чӑтма пултараймастӑп пулсан та, тӗрӗсех калать. Гарта, Гарта курорт — тӗлӗнмелле паха вырӑн!

Паха вырӑн! Вырӑн мар, чи пахи кунта — пейзаж. Ку пӗрремӗш сӑлтав! Ҫурчӗсем те ахаль ҫуртсемпе виллӑсем мар — замоксем. Ку — иккӗмӗш. Виҫҫӗмӗшӗ: эпир ҫеҫ мар, хальхи чи паллӑ историк те кунта вӑрҫӑ палли шыраса тупаймасть. Тӑваттӑмӗш вара…

Тепӗр тесен, мӗне кирлӗ тӑваттӑмӗшӗ кунта, енчен, ку пӗтӗмпех тӗлӗк пек килсе тухрӗ пулсан? Йӑнӑшпа илсе килмерӗҫ-и пире кунта? Эпир кунта илтнӗ хыпарсем («Дрезден вунсакӑр ҫухрӑмра», «Чаплӑ галерея, пӗлес килет-тӗк, шӑпах унта»), Вадьӑна пушшех хумхатса ячӗҫ:

— Вӑрҫӑ! Дрезден галереи! Гарта! Юмах! Тӗлӗнмелле!

Вадя, генералпа пулса иртнӗ истори хыҫҫӑн ахаль те лӑпланса ҫитейменскер, халь пушшех лӑпкӑлӑхне ҫухатрӗ. Генералӗ пит паллӑскерех мар пулин те — чугун ҫул енӗпе ӗҫленӗскер тата отставкӑрискер, — Вадьӑна уншӑн пурте саламларӗҫ, шӳтлерӗҫ, вӑл вара, ҫавсене чӑнласах йышӑннӑ май, хӑйне самай мӑнаҫлӑ тыткаларӗ.

— Эпӗ ӑна хваттере кӗрсессӗнех туйса илтӗм, — вӗҫӗмсӗрех кала-кала пачӗ Вадя. — Ахаль ҫыннӑн епле пулма пултартӑр-ха автомат?.. Унтах тата арӑмӗ ҫихӗрсе ячӗ… Эпӗ пӳлӗме чӑмрӑм. Куратӑп, перет… Хӑй ватӑскер ҫеҫ — питӗ йӑваш старик пек курӑнать. Эпӗ карабина ун ҫинелле тӗллерӗм те пӗр черет кӑларса ятӑм. Тӗттӗм, ҫаплах — лекнӗ. Кӑкӑрӗ витӗрех тухнӑ, тет Заикин кӗҫӗн лейтенант. Унтан кӗҫӗн лейтенант ӑна хунарпа ҫутатрӗ… Генерал ку, тет хайхи…

Гарти хитри хитрех те-ха, анчах пирӗн пурин те ҫывӑрас килет ҫав. Ҫавӑнпа пурте чееленме тытӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен камӑн та пулин хурал тӑмалла пулать-ҫке-ха. Анчах вак-тӗвекех ӗнтӗ вӑл, ӑна пур чухне те кӑтартма кирлӗ мар!

Наряда тухма эпир килӗшрӗмӗр: Вадя — дивизион штабӗ умӗнче, эпӗ — («Мур илесшӗ, тӗлӗнмелле паха ку!») хамӑр замоксем патӗнче («хамӑр!» тесе эп юриех вӗсен ӗлӗкхи чаплӑ хуҫисене йӗкӗлтесе калатӑп). Йӗри-тавра ту-сӑртсем курӑнаҫҫӗ, машина фарисем ҫутатакан ҫулсем ялтӑраҫҫӗ, тӳпере — ҫӑлтӑрсем, унтах тата уйӑх, лӑпкӑ сивӗ уйӑх, пирӗнтен пуринчен те ҫӳлтерехре тӑраканскер, шӑвать.

— Ырӑ каҫ пултӑр, кӗҫен лейтенант юлташ!

— Ырӑ каҫ!

— Лӑпкӑ каҫ пултӑр, лейтенант юлташ!

— Юрӗ. Лайӑхрах асӑрха кунта. Кам ылмаштарать сана?

Эпӗ хам кам ылмаштарма пырассине пӗлтертӗм.

— Эс мӗн уксахлан?

Чӑнах та, эпӗ пӗр уйӑха яхӑн уксахлатӑп ӗнтӗ. Темскер чикет урара. Тепӗр чух шӑнӑр та хутлатсах лартать, анчах эпӗ ӑна асӑрхамасӑр ирттерме тӑрӑшатӑп. Тен, Польшӑра аманнине пула ҫапла вӑл? Осколкӑсем ашкӑнаҫҫӗ-тӗр?

— Ҫук, уксахламастӑп-ҫке…

— Ну, каях эппин, чипер!..

Кунта вара эп, темшӗн-ҫке, пачах урӑххи ҫинчен — Наташа ҫинчен шухӑшлама тытӑнтӑм. Манӑн ӑна ҫак самантрах курас, пӗрле пулас килчӗ…

Анчах ӑҫта вӑл? Пӗлместӗп. Ризӑра-ши? Унта халь союзниксем пуль ӗнтӗ, эпир унпа пӗрле курнӑ пеккисем мар, урӑххисем-тӗр. Кам пӗлет, тен, шӑпах «лешсем», эпир курнисем, чӑн-чӑн союзниксем? Кусем, килекеннисем, паллӑ мар-ха — пӑхас пулать, камсем вӗсем. «Лешсем» ҫапах та пирӗннисемех пулма кирлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем сахал хура-шур тӳснӗ, пирӗн пехотинецсемпе саперсене, артиллеристсемпе танкистсене пула ырӑ-сывӑ юлнӑ. Кусем вӗсем — «иккӗмӗш фронт» текеннисем. Ҫитнӗ-ҫитмен акекдотсем туха пуҫларӗҫ-тӗк, ырринех кӗтме йывӑр пуль.

Ҫапах «лешсем» те тӗлӗнтереҫҫӗ-ха. Хуть апла шухӑшла, хуть капла шухӑшла — пӗр шухӑш ниепле те канӑҫ памасть: «Мӗншӗн-ха ун пек? «Вӗсем», ҫар ҫыннисен лагерӗсенчен ҫеҫ мар, концлагерьсенчен те хӑтарнӑскерсем, ҫапах та чиперех сыхланса юлнӑ-ҫке? Ыттисем вара, пирӗннисем, ун пек мар? Освенцимра еплерехчӗ ав? Унта ҫеҫ-и. Фридлянд патӗнчи, Ламсдорфра та урӑхлаччӗ. Унта ҫеҫ мар, пур ҫӗрте те ҫапла. Вӗсем — куна эпир тин кӑна Ризӑра курнӑччӗ — тӳрех ҫар тумӗ тӑхӑнса ячӗҫ те хӑйсеннисем килессе кӗтме тытӑнчӗҫ. Пирӗннисем вара, нарсем ҫинче выртатчӗҫ, эпир вӗсене, этем йӗркинчен кӑларнӑскерсене, ҫутта йӑта-йӑта тухаттӑмӑр, вӗсем ирӗклӗх савӑнӑҫне тӳсеймесӗр вилсе те каятчӗҫ. Апат илсен вилетчӗҫ. Ҫутӑ курнипе вилетчӗҫ. Мӗн пур пек хӑрушлӑх пӗтнине пӗлсен вилетчӗҫ».

Ҫак вӑхӑтра, ыйтӑва йӗркеллӗ татса пама та ӗлкӗреймерӗм, асар-писер пеме тытӑнчӗҫ: пӑшалтан та, автоматран та, пистолетран та. Ҫӑлтӑрлӑ тӳпене вутлӑ-хӗмле пульӑсемпе ракетӑсем — саррисем, хӗрлисем, симӗссисем — вӗҫсе хӑпарчӗҫ. Ҫар ӗҫӗнче кашниех вӗсем хӑйсене май пӗлтерӗшлӗ. Анчах мӗншӗн-ха ҫав териех нумай халь вӗсем?

Пирӗннисем урама сике-сике тухрӗҫ, мӗн пулнӑ та мӗн пулнӑ, тесе ыйтаҫҫӗ. Анчах эп вӗсене ним калама аптӑраса тӑратӑп. Офицерсем те, салтаксем те — пурте халь урамра. Хӑшӗсем тумланнӑ, хӑшӗсем аялти кӗпе-йӗмпех. Анчах пурин те аллисенче — хӗҫпӑшал.

Гарта кӗрлет кӑна, урса кайнӑ тейӗн. Переҫҫӗ ҫеҫ мар, кӑшкӑраҫҫӗ те — хаяррӑн та, хавассӑн та. Ҫӗршер сасӑ янӑрать:

— Капитуляци! Капитуляци!

Эпӗ халь чиперех, тӗрӗсех илтетӗп пулин те, ӗненместӗп-ха, ҫынсене хам ҫапах:
— Капитуляци пулас… — тетӗп.

Пирӗннисем те сывлӑшалла пере пуҫларӗҫ.

— Лейтенант юлташ! Нивушлӗ? — ыйтрӑм эпӗ ман ҫывӑхах килсе тухнӑ Соколовран.

— Чӑнах, чӑнах… — терӗ вӑл. — Чарӑнчӗ иккен тинех… Пӗтрӗ!

Автоматсемпе ракетӑсем шатӑртатни-кӗрӗслетни, ҫынсем виҫесӗр кӑшкӑрашни, пӗр ҫӗре пӗрлешсе кайса, таврара темӗнле хаваслӑн, ӑнланмалла мар хӑрушшӑн янӑрать.

— Эс мӗн туса тӑран кунта ҫаплах? — вӗҫтерсе ҫитрӗ ман пата Володя, вӑл ҫавӑнтах мана, ыталаса илсе, ҫӗклерӗ. — Ҫӗнтерӳ, ачасем, ҫӗнтерӳ! — терӗ хӑй хаваслӑн.

Кӗҫех Вадя та чупса ҫитрӗ:

— Нивушлӗ ҫӗнтерӳ? Ку вӗт!.. Тӑхта-ха, сана халь те ылмаштарман-и?

Ӑнланма ҫук хӗвӗшӳре мана улӑштармалли ҫинчен манса кайрӗҫ пулас. Вадя, ав, ирӗклӗ те ӗнтӗ, эп вара ҫаплах — постра.

Гарта ниҫта кайса кӗрейми шавлать, кӗрлет, хӗвӗшет. Пӗрисем сывлӑшалла кӗрӗслеттереҫҫӗ, теприсем ташлаҫҫӗ. Таҫтан хуткупӑссем, баянсемпе аккордеонсем сиксе тухрӗҫ. Пирӗнтен аслӑрах салтаксем, хура-шур пайтах тӳснӗскерсем (вӗсен ҫумӗнче эпир аякра тӑратпӑр), чунтанах йӗреҫҫӗ, хӑйсем пӗр вӗҫӗм:
— Тинех пӗтрӗ! Тинех пӗтрӗ!.. — тесе кӑшкӑраҫҫӗ.

Офицерсем салтаксемпе хутшӑнса кайнӑ, салтаксем — офицерсемпе. Ӑҫта командир, ӑҫта салтак — пӗлме ҫук.

Аякра духовой оркестр сасси илтӗнет. Вӑл пӗр паллӑ юрӑ кӗввине янӑраттарать. Хӑш-пӗр сассисем картне те лартаймаҫҫӗ хӑйсен, арӑш-пирӗшрех илтӗнеҫҫӗ, анчах пурпӗр вӑл кӑмӑла ҫӗклентерет:

Белоруссия родная!

Украина золотая!

Ваше счастье молодое
Мы стальными штыками оградим!..

Оркестр салтаксен ушкӑнӗпе пӗрле урам тӑрӑх килет. Музыка сасси вӑйлӑрах та вӑйлӑрах илтӗне пуҫларӗ. Акӑ, вӗсем таҫта юнашарах.

Эпӗ урама тӑрӑх тинкертӗм. Оркестрӗнче пӗтӗмпе темиҫе салтак ҫеҫ-мӗн: икӗ труба, тепӗр параппан. Мӑнаҫлӑн утаҫҫӗ хӑйсем. Пынӑҫемӗн ҫак ушкӑн пысӑклансах, пысӑклансах пырать. Музыка янӑранӑ май эпӗ юрӑ сӑмахӗсене хам ӑшра мӑкӑртата пуҫларӑм:

Ваше счастье молодое
Мы стальными штыками оградим!..

Тӗлӗнмелле, Гороховецкри лагерьте чӑтма ҫук йӑлӑхтарса ҫитернӗ юрӑ кунта халь пачах урӑхла янӑрать иккен.

Шӑв-шавра, хӗвӗшӳре эпӗ хам ята илтрӗм. Аса илчӗҫ пулас тинех, улӑштарма килеҫҫӗ.

Эпӗ автомата ҫӳлелле ҫӗклерӗм те сулкалама тытӑнтӑм:

— Эп кунта!

— Кур ак, камсем килчӗҫ! Кур! — ман пата хӗсӗнкелесе тухрӗ Володя. Ун хыҫҫӑн Буньков аслӑ лейтенантпа Макака ҫитрӗҫ.

— Каярах юлтӑмӑр курнать эпир Петровпа иксӗмӗр…