Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑватлӑн янракан арҫын сассисем кашни ир юрлаҫҫӗ: «Ҫӗклен, таса хаярлӑхӑн ҫиҫсе тӑран хӗҫҫи, пырать тивлетлӗ халӑхӑн сӑвап кӳрен вӑрҫи…»
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Яр-яр кайнӑ ҫутӑ пайӑркисем, паҫӑрхи сирена сассисем евӗрех, пӗрре пӗрлешеҫҫӗ, тепре уйрӑлса каяҫҫӗ, каллех ҫыхланаҫҫӗ, каллех уйрӑлаҫҫӗ, пӗлӗте айӑн-ҫийӗн тустараҫҫӗ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пер-ик самант эпӗ телефон патӗнчех чӑрманкаласа тӑтӑм, коридорта ура сассисем илтӗнсен, каллех портьера хыҫне чӑмрӑм.Я постояла несколько мгновений у телефона и, услышав шаги в коридоре, спряталась за портьеру.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Малтан Причалинпа Расщепей сассисем ылмашлӑн илтӗнсе тӑчӗҫ.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Каҫпа эпӗ каллех лаша ури сассисем илтрӗм, хӳме урлӑ карӑнса пӑхрӑм.А вечером я слышу снова перестук копыт, выглядываю из-за забора.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн ҫутисем горизонт патӗнчех йӑмӑхаҫҫӗ: ҫуртсем ҫийӗн, башньӑсемпе мӑрьесем тӑррипе кӗрленӗ сасӑ илтӗнет, ҫул кукрисен тӗлӗнче трамвайсем кӗриклетсе илеҫҫӗ, машинӑсем хуллен кӗмсӗртетеҫҫӗ, таҫта аякран уҫӑ шӑршлӑ ҫурхи ҫилӗн аран ҫеҫ палӑракан юхӑмӗпе пӗрле паровоз сассисем килеҫҫӗ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсен хаяр сӑнӗсем, тикӗс сассисем, ахаль чухне те витӗмлӗ юрӑ сӑмахӗсене уйрӑмӑнах витӗррӗн салхулатса юрлани мана темӗнле поэзиллӗ хӑрушлӑхпа чӗтрентерсе ячӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӗсен ӑшӑ кулли куҫпа пӑхнине хирӗҫ тӑрать, вӗсен сӑмахӗсем, шантараҫҫӗ те илӗртеҫҫӗ, сассисем вара сивӗнтереҫҫӗ…Их улыбки противоречат их взорам, их слова обещают и манят, а звук их голоса отталкивает…
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халӗ, ҫапӑҫу кӗрлевӗ кӑнтӑр еннелле куҫса кайсан, пушар ҫутисем йывӑҫ тураттисен чӗнтӗрӗ витӗр кӑшт ҫеҫ курӑнакан пулсан, ҫуллахи чечекленекен ырӑ шӑршӑллӑ вӑрманта каҫхи пур сасӑсем те илтӗнекен пулчӗҫ: уҫланкӑра каҫса кайсах шӑрчӑксем чӗриклетрӗҫ, юнашарти шурлӑхра ҫӗршер шапасем кӑшкӑрчӗҫ, анчах пуринчен те вӑйлӑрах — шӑпчӑксен юрри шӑранса тӑчӗ, вӗсен илемлӗ сассисем ытти пур сасӑсене те путарчӗҫ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ, ҫапӑҫу кӗрлевӗ кӑнтӑр еннелле куҫса кайсан, пушар ҫутисем йывӑҫ тураттисен чӗнтӗрӗ витӗр кӑшт ҫеҫ курӑнакан пулсан, ҫуллахи чечекленекен ырӑ шӑршӑллӑ вӑрманта каҫхи пур сасӑсем те илтӗнекен пулчӗҫ: уҫланкӑра каҫса кайсах шӑрчӑксем чӗриклетрӗҫ, юнашарти шурлӑхра ҫӗршер шапасем кӑшкӑрчӗҫ, анчах пуринчен те вӑйлӑрах — шӑпчӑксен юрри шӑранса тӑчӗ, вӗсен илемлӗ сассисем ытти пур сасӑсене те путарчӗҫ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Таврара ҫурхи хура нӑрӑсем нӑрлатни илтӗнчӗ, — вӗсем, вӑрҫӑ ҫине пӑхмасӑрах, ешӗрекен хурӑнсем хушшинче хӑйсен ӗҫӗсене тунӑ, — унтан вӗсен сассисем ҫумне каҫхи бомбардировщиксем ӗрлени хутшӑнчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Клавдия Михайловнӑн ури сассисем коридорта инҫетрен инҫете кайма пуҫласан, вӑл алӑк ҫинелле хаяррӑн, ҫав вӑхӑтрах юратакан куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те: — «Совет ангелӗ…»
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем нумайччен, сассисем ҫӗтсе ларичченех кӑшкӑрса Аркаш пиччене чӗнчӗҫ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав вӑхӑтра коридорта палланӑ йывӑр ура сассисем илтӗнчӗҫ.В это время в коридоре послышались знакомые тяжелые, громкие шаги.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах шӑпах ҫав вӑхӑтра коридорта палланӑ йывӑр ура сассисем, тата нумай йышлӑ свита тӑпӑртатса утса пыни илтӗнчӗ.Но как раз в это время раздались в коридоре знакомые тяжелые шаги и топот ног многочисленной свиты.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗлӗкре ӑна хӑй пурнӑҫра нихҫан та курман хӑйӑрлӑ пушхир, юнланса, ҫурӑлса пӗтнӗ ҫӑварсем, вӗсенчен юрӑ сассисем тухни тата леш Володин та курӑнчӗҫ, анчах та тӗлӗкре вӑл темшӗн Воробьев комиссар сӑнарлӑ туйӑнчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫуркунне ҫитнине форточкӑсем витӗр ирӗлнӗ юр нӳрлӗхӗ кӗни те, ҫерҫисем ҫуйхавлӑн чӗвӗлтетни те, трамвайсем пӑрӑннӑ чух савӑнӑҫлӑн та янравлӑн чӑнкӑртатни те, юртан тасалнӑ асфальт тӑрӑх хыттӑн таклаттарса утакан ҫынсен ури сассисем те уҫҫӑнах палӑртрӗҫ; каҫсерен вара — ҫакӑнта, гранитланӑ шыв хӗррине, Мускав варрине таҫтан хӑяматӗнчен килсе тухнӑ хуткупӑс пӗр пек те ҫемҫен нӑйкӑлтатни илтӗннӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Профессор хыҫҫӑн алӑк хупӑннӑ, коридорта обходпа ҫӳрекенсен ура сассисем илтӗнми пулнӑ, анчах Мересьев ҫаплах куҫӗсене хупса шухӑшланӑ:
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тултан хӗрарӑмсен хаваслӑ сассисем тата такам васкаса чупни илтӗнчӗ.С улицы слышались возбужденные женские голоса, торопливо пробегавшие шаги.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950