Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнтӑм (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калама ҫук савӑнтӑм!

Так обрадовалась!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Савӑнтӑм, питӗ савӑнтӑм, — терӗ вӑл.

— Рад, рад, — сказал он, — очень рад.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Фронтовик-командир манпа ҫавнашкал калаҫнӑшӑн эпӗ савӑнтӑм.

И мне было приятно, что фронтовик-командир говорил со мной так.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗнле савӑнтӑм эп ҫак сасса илтсен!

Как я обрадовалась этому звуку!

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ вара чӑнласах савӑнтӑм!

Вот я действительно был рад!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗтӗм сӑн-сӑпатсем ҫывхарса килсе хӑйсен вырӑнне йышӑнчӗҫ, ытла нумайччӗ вӗсем — вӗсен хушшинче лайӑххи тата ытларахчӗ, хӗпӗртесе кайнипе чӗрем те темле хускалчӗ, эпӗ калама ҫук савӑнтӑм.

Всё приблизилось и стало на своё место, и этого всего было так много — и так много хорошего, что у меня сердце стало как-то дрожать, и я понял, что страшно волнуюсь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫутҫанталӑка курса савӑнтӑм.

Я смотрел и радовался погоде.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ савӑнтӑм.

Я обрадовался.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Чӑннипе савӑнтӑм.

Действительно радуюсь.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Антона курсан чунран савӑнтӑм.

Увидев Антона от души обрадовался.

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Питӗ савӑнтӑм.

Очень обрадовался.

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

— Паян ҫеҫ санпа мӑнаҫланса савӑнтӑм вӗт.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Акӑ ҫырнӑ вӑл: «...Каҫ пулать те ир пулать — ерипенех ӗмӗр иртет пулмалла. Анчах маншӑн хӑть каҫ, хӑть ир — умран та, хыҫран та пӳтсӗр вилӗм йӑраланса ҫӳрет. Колхозниксен ҫырӑвне илсе вуларӑм — савӑнтӑм, макӑртӑм...» Катя патне шӑрҫаланӑ ҫырусенче вӑл хӑйӗн шӑпи хӑрушлӑхра пулнине аван туйни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

10. Эпӗ, Ҫӳлхуҫапа пӗрлешнӗскер, эсир маншӑн каллех тӑрӑшма пуҫланишӗн питӗ савӑнтӑм; эсир унччен те тӑрӑшаттӑр, анчах майсӑр вӑхӑтсем кансӗрлерӗҫ сире.

10. Я весьма возрадовался в Господе, что вы уже вновь начали заботиться о мне; вы и прежде заботились, но вам не благоприятствовали обстоятельства.

Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Йӑвашшисене лӑплантаракан Турӑ пире Тит килсе ҫитнипе лӑплантарчӗ, 7. Тит килнипе ҫеҫ мар-ха, эсир ӑна лӑплантарса янипе те лӑплантӑмӑр эпир: вӑл пире эсир маншӑн тунсӑхлани ҫинчен, маншӑн мӗнле пӑшӑрханни ҫинчен, эсир мана хӑюллӑн хӳтӗлени ҫинчен каласа пачӗ те, вара эпӗ тата ытларах савӑнтӑм.

6. Но Бог, утешающий смиренных, утешил нас прибытием Тита, 7. и не только прибытием его, но и утешением, которым он утешался о вас, пересказывая нам о вашем усердии, о вашем плаче, о вашей ревности по мне, так что я еще более обрадовался.

2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Стефан, Фортунат тата Ахаик килнӗшӗн эпӗ савӑнтӑм: вӗсене курсассӑн сире курнӑ пекех пулчӗ.

17. Я рад прибытию Стефана, Фортуната и Ахаика: они восполнили для меня отсутствие ваше.

1 Кор 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Кунта килнӗ ӗненекен тӑвансем эсӗ тӗрӗс ӗненсе тӑни ҫинчен, чӑнлӑхпа пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартсассӑн, эпӗ питӗ савӑнтӑм.

3. Ибо я весьма обрадовался, когда пришли братия и засвидетельствовали о твоей верности, как ты ходишь в истине.

3 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Санӑн ачусем хушшинче Аттемӗртен илнӗ ӳкӗте уяса, чӑнлӑха тытса пурӑнаканнисем пуррине пӗлсессӗн, эпӗ питӗ савӑнтӑм.

4. Я весьма обрадовался, что нашел из детей твоих, ходящих в истине, как мы получили заповедь от Отца.

2 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Ҫав вӑтӑр ҫул хушшинче эпӗ Ҫӳлти Турра кашни сехетре, кашни кун пӗр чарӑнми кӗлтуса тӑнӑ, 45. Турӑ мана, санӑн чуруна, илтрӗ, вӑтӑр ҫул иртсен, манӑн йӑвашлӑхӑма курчӗ, манӑн хуйхӑма тӑнларӗ те мана ывӑл пачӗ, эпӗ уншӑн питех те савӑнтӑм, упӑшкам та, кӳршӗсем те савӑнчӗҫ, эпир вара Ҫӳлти Турра хытӑ мухтарӑмӑр.

44. Каждый час, каждый день в эти тридцать лет я молила Всевышнего непрестанно, 45. и услышал меня Бог, рабу твою, после тридцати лет, увидел смирение мое, внял скорби моей и дал мне сына, и я сильно обрадовалась ему, и муж мой, и все сограждане мои, и мы много прославляли Всевышнего.

3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Унпа пӗрле унӑн алли урлӑ ман патӑма мӗнпур ырӑлӑх, темӗн тӗрлӗ пуянлӑх ҫитрӗ; 12. эпӗ пуриншӗн те савӑнтӑм: ӗнтӗ вӗсене ӑслӑлӑх ертсе пынӑ, анчах эпӗ ҫакна вӑл ҫуратнине пӗлмен.

11. А вместе с нею пришли ко мне все блага и несметное богатство через руки ее; 12. я радовался всему, потому что премудрость руководствовала ими, но я не знал, что она — виновница их.

Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех