Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сессие килнӗ кашни ҫынпа тӗл пулнӑшӑн савӑнтӑм.
Пишпӳлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3637104
Кӗтерук кин ывӑлӗ патне хулана кайрӗ те, чӑх-чӗппе пӑхма мана хушса хӑварчӗ, ача евӗрех савӑнтӑм.
4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Унпала мечӗкле выляса савӑнтӑм вара…
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Савӑнтӑм та, шиклентӗм те.
23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Эп те астуса юлтӑм ӑна, тантӑшӑма «тепӗр енӗпе те» ӗҫре курса савӑнтӑм.
Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Володьӑпа Надьӑна аса илтӗм те — вӗсемшӗн те савӑнтӑм, вӗсене те мухтарӑм.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Уншӑн кӑна та мар савӑнтӑм.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Нумай пулмасть эпӗ Елюк Ҫтаппана чӑнахах пӑрахса кайнине пӗлтӗм те хытӑ савӑнтӑм, чӗре лӑштах пулнине туйрӑм.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Анчах вӑл ҫавӑн пек пулнинче эпӗ ун чӗрин, шухӑшӗсен, кӑмӑлӗн чӗркӗмӗл пек тасалӑхӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмарӑм, хам ҫавӑнтан мӗнле те пулин урӑхларах шухӑшлама пултарайманнишӗн савӑнтӑм.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Ҫавна пӗлнипе, ҫав пӗлекен япалана тепӗр хут хам умрах курнипе эпӗ савӑнтӑм, Альбина маншӑн тӳрех ҫывӑх-ҫывӑх ҫын пек туйӑнчӗ; ҫут тӗнчене вӑл ятарласах ҫынсен чунне йӑпатма, хӑйӗн пуплевӗпе тавралӑха илем кӳме ҫуралнӑн туйӑнчӗ…
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Уншӑн питӗ савӑнтӑм.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973
Сахалрах пуль те ку, эп ҫав-ҫавах савӑнтӑм: ара, чӑваш ялӗсем нумай, ман повеҫе кашни ялта ҫирӗм ҫынна яхӑн вуланӑ пулсан ҫӗршывӗпе ҫавӑн пеккисен хисепӗ темиҫе пинрен те иртӗ!
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
«Ушма пӑхрӑм — пит савӑнтӑм: Ҫырла ҫеҫки ҫупса ларать; Ҫумма пӑхрӑм — кулса ятӑм: Сарӑ варли ҫумра тӑрать».
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Эпӗ фельдшерӑн кашни сӑмахне тӑрӑшса итлерӗм, ентешӗн паттӑрлӑхне илтсе чӗререн савӑнтӑм.
2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Хам ҫумӑмра Андрей пек шанчӑклӑ юлташ пулнӑран эпӗ калама ҫук савӑнтӑм.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Вӑл тӑван чӗлхепе калаҫма пуҫланишӗн малтанах савӑнтӑм, анчах ун ҫӑварӗнчен тухакан сӑмахсем пӗтӗм чӑваш чӗлхине вараланӑ пек туйӑнчӗҫ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Хвати килнӗшӗн ҫав тери савӑнтӑм.
Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.
Эпӗ калама ҫук савӑнтӑм.
Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Шурик килнишӗн эпӗ питӗ савӑнтӑм.
Шурикпа калаҫни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эх, мӗн тери савӑнтӑм эпӗ ҫакӑншӑн ун чухне!
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.