Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтме (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ан кансӗрлеччӗрех ҫак пӗтме маннӑ кашкӑрсем! — сывлӑш ҫавӑрчӗ Огнянов.

— Не помешали бы нам эти проклятые волки… — вздохнул Огнянов.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов хӑй те хӗрӳ, анчах вӑл халь хӑйӗнчен те хӗрӳллӗрех ҫынна чарса тӑчӗ; Петрӑн хӗрӳлӗхӗ ҫавӑн пек пулмаллаччӗ те ӗнтӗ, ҫапах кайран йышлӑн та пӗтме пултараҫҫӗ-ҫке.

Огнянов и сам был горяч, однако он теперь старался удержать другого, еще более горячего человека от поступка вполне естественного, но гибельного.

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кунтах-ха вӑл, пытаннӑ, паҫӑр ӑна ҫав пӗтме маннӑ тӗрӗксем шырарӗҫ, каҫарсам, пачка!

— Здесь он, только прячется, — давеча его искали проклятые турки… прости, отче!

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав пӗтме маннӑсене унран тем, кирлӗ.

Чего им от него надо, проклятым?

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӗр чӑнах та пӗтме, начар ултава вӗренме пултарать.

Девушка легко может в самом деле унизиться, научиться дурному обману.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпӗ те юлашки хӗрарӑм-патша патшалӑхӗ пӗтме пуҫласан ҫеҫ ҫуралнӑ.

И я родилась только тогда, когда стало падать царство последней из них.

4 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хамӑрӑн чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварни ҫеҫ пире малашне пӗтме памӗ, чӑваш халӑхӗ пулса юлса малашлӑха хӑюллӑн пӑхма шанчӑк парӗ.

Только сохранение нашего чувашского языка даст нам шанс сохранится, остаться чувашским народом и смело смотреть в будущее.

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

Пирвайхи каҫ вӑл Кирсанов сӑмахне ҫӑварне карсах итлесе ларнӑ, макӑрнӑ, Кирсанов сӑмахне пӳле-пӳле, пӗтме пӳрнине ылханса кӑшкӑрнӑ, пурӑнма пӳрнишӗн савӑнса, ӑна ырӑ суннӑ.

Жадно слушал он Кирсанова в первый вечер, плакал, прерывал его слова восклицаниями проклятий тому, что должно погибнуть, благословений тому, что должно жить.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Мастерской хӑй тӗллӗнех ӗҫлет тесе ӗнентерме юратнӑ пулин те, чӑннипе Вера Павловна ҫав шухӑшпа хӑйне хӑй ҫеҫ йӑпатнине, чӑннипе мастерскоя ертсе пыракан ҫын кирлине, унсӑрӑн ӗҫ йӑлтах пӗтме пултарнине пӗлнӗ.

Да, хоть Вера Павловна и любила доказывать, что мастерская идет сама собою, но, в сущности, ведь знала, что только обольщает себя этою мыслью, а на самом деле мастерской необходима руководительница, иначе все развалится.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Шел, хаваслӑ тӗлпулу лайӑх мар пӗтме пултарать.

Жалко, испортишь все веселое свиданье неловким концом.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Контрреволюци, ҫиллине шӑнараймасӑр, ҫӗршывӑн кӑнтӑр пайӗнче Совет влаҫне хирӗҫ восстани ҫӗклеме хӑтланни, истори малтанах пӗтме пӳрнӗскер, ҫапла путланнӑ.

Так закончилась эта отчаянная, заранее обреченная историей на провал попытка контрреволюции поднять восстание против Советской власти на юге страны.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ман ҫул ҫинче мана хирӗҫ пӗр батальон ҫеҫ тухсан та… эсир мана пӗтме яратӑр-ҫке?!

А если даже один батальон на пути моего следования выйдет мне навстречу… вы же обрекаете меня на верную гибель?!

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗрре каҫхине, пӗтме пӳрнӗ Кубаньри хура халӑх хушшинче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне, картишӗнче утса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра, лупас ҫине хӑпармалли чикмеке куртӑм — ӑна нумай пулмасть лартнӑччӗ пулмалла.

И вот вечером, прогуливаясь в толпе кубанского хамья, обреченного на гибель, во время первого же круга по двору я увидел, что из двора на сеновал ведет приставная лестница — ее, очевидно, недавно поставили.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӗвел тӗксӗмлетмен таса та шурӑ ҫамки ҫине хура ҫӳҫ пайӑрки ӳкнӗ, тулли питӗнчен хӗрлӗ сӑн кайса пӗтме ӗлкӗреймен-ха, ҫемҫе хура мӑйӑхӗ аялалла туртса тӑракан ҫӳлти тути, нӳрлӗ шӑлӗсене уҫса, кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, темиҫе кун каялла ҫеҫ Лушкӑна антӑхса кайса чуп тунӑ илемлӗ тутисем хушшине темле тӗлӗнчӗкрех кулӑ пытаннӑ.

На нетронутый загаром, чистый и белый лоб упала темная прядь волос, полное лицо еще не успело утратить легкой розовинки, вздернутая верхняя губа, опушенная мягкими черными усами, немного приподнялась, обнажив влажные зубы, и легкая тень удивленной улыбки запряталась в цветущих губах, всего лишь несколько дней назад так жадно целовавших Лушку.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов ури айӗнчен тӑрсан-тӑрсан хӗрлӗ ҫунатлӑ шӑрчӑксем вӑрӑлтатса сиксе тухаҫҫӗ; пӗр сас-чӗв кӑлармасӑр ҫӗр тӗслӗ калтасем шӑваҫҫӗ, темрен шикленнӗ тыркассем пӗр-пӗрне шӑхӑрса сас параҫҫӗ; кӑлкан тӗсӗпе пӗрлешсе тата айккинелле пӑрӑннӑ чух силлене-силлене илсе, ҫеҫен хир ҫийӗпе аялтанах хир хӑлачӗ вӗҫсе пырать, ҫынран шикленмен тӑрисем вара Давыдова хӑйсен ҫывӑхнех яраҫҫӗ, унтан, кӑмӑлӗсем ҫук ҫӗртенех тенӗ пек, вӗҫҫе каяҫҫӗ те, ҫӳлелле хӑпарса, тӑп-тӑрӑ тӳпенӗн шупка кӑвак ӑршинче курӑнми пулаҫҫӗ, лерен вӗсен пӗтме пӗлмен юрри шӑппӑнрах, анчах кӑмӑллӑрах илтӗнет.

Из-под ног Давыдова то и дело с треском выпархивали краснокрылые кузнечики; бесшумно скользили серые, под цвет земли, ящерицы; тревожно пересвистывались суслики; сливаясь с ковылем и покачиваясь на разворотах, низко плавал над степью лунь, а доверчивые жаворонки безбоязненно подпускали Давыдова почти вплотную, как бы нехотя взлетая, набирали высоту, тонули в молочно-голубой дымке безоблачного неба, и оттуда приглушеннее, но приятнее звучали их нескончаемые трели.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑванӑмсем, пӗтме ан парсамӑрччӗ!..

Родненькие, не дайте пропасть!..

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мучи, казак чунне пӗтме ан парсамччӗ, тархасшӑн тытса ан парччӗ!

— Дедушка, не дай пропасть казачьей душе, не выдавай!

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта ун мӑн аслашшӗсем сӗм авалхи чулсенчен ҫуртсем тунӑ, хула стенисене купаланӑ, ҫак ҫӗр айӗнче ун йӑх-тӗпӗнчи тӑванӗсен шӑммисем выртнӑ; амӑшӗн чӗри ҫав чулсемпе, ҫӗрпе, халап-юмахсемпе, юрӑсемпе тата ҫынсен шанчӑкӗсемпе татса татӑлми сыпӑнса тӑнӑ — хӑйӗн чи ҫывӑх тӗпренчӗкӗ пӗтме пуҫланӑшӑн чӗрипе татӑлса йӗнӗ: ун чӗри ӗнтӗ тараса пек пулнӑ, анчах ывӑлне юратнипе хулана юратнине виҫсе пӑхсан — вал хӑшӗнчен хӑшӗ ытларах тайнине ӑнланма пултарайман.

Сотни неразрывных нитей связывали ее сердце с древними камнями, из которых предки ее построили дома и сложили стены города, с землей, где лежали кости ее кровных, с легендами, песнями и надеждами людей — теряло сердце матери ближайшего ему человека и плакало: было оно подобно весам, но, взвешивая любовь к сыну и городу, не могло понять — что легче, что тяжелей.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Ку чӗлхе вара кӗҫ-вӗҫ пӗтме пултараканскерсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Тӗнчери чӗлхесен кӑсӑк енӗсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23415.html

Ҫак вӑхӑтра Девяткинӑн вӑйӗ пӗтме пуҫларӗ.

Девяткин между тем начал выдыхаться.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех