Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 4

Пай: Мӗн тумалла? –> XVI

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Ҫӑлкуҫ: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хушнӑ: 2019.12.01 01:36

Пуплевӗш: 56; Сӑмах: 687

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫук, вӑл хӗрарӑм-патшасем ман пек пулман. Вӗсем халь те патшара лараҫҫӗ-ха, анчах патшалӑхӗсем вӗсен ишӗлсех пыраҫҫӗ. Кашни патша ҫуралмассерен унччен малтан пурӑннӑ патшанӑн патшалӑхӗ йӑвана пуҫлать. Эпӗ те юлашки хӗрарӑм-патша патшалӑхӗ пӗтме пуҫласан ҫеҫ ҫуралнӑ. Эпӗ ҫуралнӑранпа вара вӗсен патшалӑхӗсем хӑвӑрт-хӑвӑрт ишӗлсе пыраҫҫӗ, вӗсем ишӗлсе пӗтӗҫ те, — вӗсенчен каярахран ҫуралнисенчен пӗри те хӑй умӗн пулнӑ патша вырӑннех ларма пултарайман, вӗсем вара пурте ун патшалӑхне тӑрса юлнӑ. Эпӗ апла мар, эпӗ патшара пӗр хам ҫеҫ ларатӑп, вӗсем ҫухалса пӗтӗҫ ак, эпӗ вара тӗнчере те пӗртен-пӗр патша пулса юлатӑп. Анчах вӗсен патшара манран малтан лармалла пулнӑ, вӗсен патшалӑхӗ пулман пулсан, манӑн патшалӑхӑм та пулаймастчӗ.

Ҫынсем выльӑхсем пек пулнӑ. Арҫын хӗрарӑм илемлӗхне хаклама тытӑнсан тин выльӑх пулма пӑрахнӑ вӗсем. Анчах хӗрарӑм арҫынтан вӑйсӑртарах; арҫын вара тӳрккес пулнӑ. Ун чухне пур япалана та вӑй татса панӑ. Арҫын, илеме хаклама тытӑнсан, хӗрарӑма хӑй аллине илнӗ. Хӗрарӑм унӑн харпӑрлӑхӗ, япали пулса тӑнӑ. Ҫакӑ вӑл Астарта патшалӑхӗ пулать.

Ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен ытларах аталансан, арҫын хӗрарӑмӑн илемне унчченхинчен ытларах хаклама, ун илӗме умӗнче пуҫ тайма пуҫланӑ. Анчах хӗрарӑм ытла аталансах ҫитеймен-ха ун чухне. Арҫын унӑнне илемне ҫеҫ хакланӑ. Хӗрарӑм ун чухне арҫынтан мӗн илтнӗ, ҫавӑн ҫинчен кӑна шухӑшлама пӗлнӗ. Арҫын: эпӗ ҫеҫ этем, хӗрарӑм этем мар, тенӗ, хӗрарӑм та вара хӑйне ҫын вырӑнне хуман, арҫын аллинче пулма тивӗҫлӗ хаклӑ йышши япала ҫеҫ тесе шутланӑ. Ҫакӑ вӑл Афродита патшалӑхӗ пулать. Ак ӗнтӗ хӗрарӑм ӑс-тӑнӗ уҫӑлма, вӑл хӑй этем иккенне чухлама пуҫлать. Хӑйӗн этем тивӗҫлӗхӗ пулмалли ҫинчен вӑйсӑр кӑна та пулин шухӑш палӑрма пуҫласан мӗн тери пысӑк хурлӑх пусса хумаллаччӗ ӑна! Ӑна ҫын вырӑнне те хуман вӗт-ха халиччен. Арҫын ӑна хӑйӗн тусӗ мар, чури ҫеҫ тӑвасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа та вара хӗрарӑм: «санӑн тусу пулма кӑмӑлӑм ҫук манӑн!» — тенӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, хӗрарӑм патнелле туртакан хӗрӳ туйӑма пула, арҫыннӑн хӗрарӑма йӑлӑнма тивнӗ, вӑл вара хӗрарӑмпа ирӗксӗрех килӗшнӗ, хӑй ӑна ҫын вырӑнне хуманни ҫинчен манса кайнӑ та, ӑна, хӑй патне никама ҫывхартманскере, никам пырса тӗкӗнмен таса хӗре, юратнӑ. Анчах хӗрарӑм ун сӑмахӗсене ӗненсенех, арҫын ӑна пырса тӗкӗнсенех — пӗтрӗ ун пуҫӗ! Вӑл арҫын аллине лекнӗ, вӑл алӑсем вара ун аллинчен вӑйлӑрах, хӑй — тӳрккес, ҫавӑнпа та вӑл ӑна чура туса хунӑ, унтан йӗрӗнме пуҫланӑ. Пӗтрӗ хӗрарӑмӑн пуҫӗ! Ку — хӗрӗн хуйхӑллӑ патшалӑхӗ пулать.

Анчах ӗмӗрсем иртсе пынӑ; ман аппа — пӗлетӗн-и эсӗ ӑна? — леш, сана манран маларах курӑнма пуҫлани, хӑй ӗҫне тунӑ. Вӑл яланах пуринчен малта пулнӑ, вӑл ытти ҫынсем пекех пулнӑ ӗнтӗ, ырми-канми ӗҫленӗ. Ӗҫӗ унӑн йывӑр пулнӑ, ҫитӗнӗвӗсене вӑл ерипен туса пынӑ, анчах вӑл ӗҫленӗ, ӗҫленӗ-ӗҫленӗ те ӗҫӗ те ӑнсарах пыма пуҫланӑ. Арҫын — ӑслӑланма, хӗрарӑм хӑйне арҫынпа пӗр тан тесе шутлама пуҫланӑ, ҫирӗпрех те ҫирӗпрех ӗненме тытӑннӑ вӑл ҫакна, — вара эпӗ ҫуралас вӑхӑт ҫитнӗ.

Вӑхӑт нумай та иртмерӗ-ха унтанпа, о, нумай мар. Эпӗ ҫуралнине чи малтан кам сиснине, ҫакна ыттисене кам каласа панине пӗлетӗн-и эсӗ? Ҫакна чи малтан хайӗн «Ҫӗнӗ Элоизинче» Руссо каласа кӑтартрӗ. Ҫав япалара ҫынсем пӗрремӗш хут ман ҫинчен илтрӗҫ.

Ҫавӑнтанпа вара ман патшалӑхӑм ӳссех пырать. Мана пӑхӑнса пурӑнакансем нумаях мар-ха. Ӑнчах ман патшалӑхӑм хӑвӑрт ӳсет, эсӗ ӗнтӗ эпӗ пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче хуҫа пулса тӑрас вӑхӑта та куратӑн. Ҫынсем ҫавӑн чухне тин эпӗ мӗн тери чипер пулнине лайӑх туйса илӗҫ. Халӗ ман влаҫа йышӑнакансем эпӗ каланине пурне те тума пултараймаҫҫӗ-ха, вӗсене ман ирӗкӗмпе килӗшмен масса хупӑрласа тӑрать. Ман ирӗкӗме пӗлсен, эпӗ хушнисене туса пырсан, ҫав масса вӗсене тулласа тӑкнӑ пулӗччӗ, вӗсен пӗтӗм пурнӑҫне пӗтерсе хунӑ пулӗччӗ. Мана вара телей кирлӗ, нимле асаплӑха та курас килмест манӑн, ҫавӑнпа та эпӗ вӗсене: хӑвӑра асап кӳрекен япалана ан тӑвӑр, халлӗхе ман ирӗкӗме хӑвӑра сиен кӳмелле мар чухлӗ ҫеҫ пӗлӗр, тетӗп.

— Анчах эпӗ сана пӗтӗмпех пӗлме пултаратӑп-и?

— Пултаратӑн. Ку тӗлӗшрен эсӗ телейлӗ. Санӑн нимрен хӑрамалли те ҫук. Эсӗ ху мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна тума пултаратӑн. Эсӗ ман ирӗкӗме пӗтӗмпех пӗлсен те, санран ман ирӗкӗм-кӑмӑлӑм сана сиен кӳме пултаракан япала ним те ыйтас ҫук; санӑн нимшӗн те ҫунма кирлӗ мар, мана пӗлмен ҫынсем асаплантармӗҫ сана, мӗншӗн тесен санӑн ун пек ӗҫ тӑвассу та килмӗ. Халӗ эсӗ хӑвӑн мӗн пур, ҫавӑнпа ҫырлахнӑ; урӑх ним ҫинчен те, никам ҫинчен те шухӑшламастӑн эсӗ, малашне те шухӑшламӑн. Эпӗ сана хам ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартма пултаратӑп.

— Каласамччӗ мана ху ятна, эсӗ мана ӗлӗкхи хӗрарӑм-патшасен ячӗсене каларӑн, хӑвӑнне вара мана ҫаплах каламарӑн-ха.

— Хам ята калаттарасшӑн-и эсӗ мана? Пӑхсам ман ҫине, итле мана.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех