Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлменнипе (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Отряд ҫинчен нимӗн те пӗлменнипе, председатель ӑна банда тесе шутланӑ, комсомолеца лаша ҫине утлантарса района пӗлтерме ярать.

Ничего не зная об отряде, председатель принял его за банду, и в район полетел конным нарочным комсомолец.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Тен, эпир катастрофа пулнӑ вырӑна пӗлменнипе йӑнӑшнӑ? — тет татах Гленарван.

— Быть может, мы ошибаемся относительно места катастрофы? — продолжал Гленарван.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Артём шӑлнӗшӗн хуйхӑрса ҫӳренипе, ӑна мӗн пуласса пӗлменнипе канӑҫне ҫухатнӑччӗ.

Артем потерял равновесие, измучившись за брата, не зная об его участи.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Мӗн тумалла-ха ӗнтӗ, Сергей Алексеич? — нимӗн тума пӗлменнипе аллисене саркаласа пӑрахса ыйтрӗ Дягилев.

Что же это такое, Сергей Алексеевич? — недоуменно разводя руками, спросил Дягилев.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Ним тума пӗлменнипе, хам валли пулӑшу кӗтнӗ пек, эпӗ унӑн-кунӑн пӑхкаласа илтӗм.

В замешательстве, как бы ища опоры, я оглянулся.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Вӑл аллисен ытамӗнче хӗснӗ чухне, Тетка, хӑйӗн пырса лекме тивнӗ тӗнчене йӑкӑлт пӑхса илнӗ те, вӑл ҫав тери аслинчен тӗлӗнсе тата савӑнса кайнипе, пӗр самантлӑха хытса тӑнӑ, унтан хуҫи ытамӗнчен вӗҫерӗнсе тухнӑ та, ниҫта кайса кӗме пӗлменнипе, юла пек, пӗр вырӑнта ҫавӑрӑнма пуҫланӑ.

Тетка, пока он тискал ее в своих объятиях, мельком оглядела тот мир, в который занесла ее судьба, и, пораженная его грандиозностью, на минуту застыла от удивления и восторга, потом вырвалась из объятий хозяина и от остроты впечатления, как волчок, закружилась на одном месте.

VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Тётка мӗншӗн унӑн ӑшӗ вӑрканине, мӗншӗн пурте пӑшӑрханнине пӗлменнипе, хуҫи тавра чупкаласа вӑл хускалнине, тапранкаланине асӑрхаса тӑна кӗме тӑрӑшрӗ.

Тетка ходила около его ног и, не понимая, отчего это у нее такая тоска и отчего все так беспокоятся, и, стараясь понять, следила за каждым его движением.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Музыкӑна питӗ юратмастчӗ вӑл, ниҫта кайса кӗме пӗлменнипе Каштанка уласа ячӗ.

Не вынося музыки, которая расстраивала ей нервы, она заметалась и завыла.

I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Лузгин, кунӗ-кунӗпе ӗҫсӗр выртса, кичем пулнипе тата малашне мӗн пулассине пӗлменнипе асапланчӗ.

Целыми днями Лузгин валялся в постели изнывая от тоски, безделья и неизвестности.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Нимӗн тума пӗлменнипе вӑл Аниҫҫе ҫул ҫине парса янӑ апата пӗтӗмпех ҫирӗ, суханне те чӑмласа ячӗ, ҫӑварне йӳҫенке тутӑ ҫапрӗ.

От нечего делать он съел все, что Анисья дала в дорогу, даже изжевал луковицу, от нее во рту горчило.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл чылайччен ним калама пӗлменнипе такӑнса асапланчӗ: пӗр сӑмах калать те, сывлӑша клеме ҫапса хунӑ евӗр, — тӑрать ун-кун пӑхкаласа, сӑмсипе нӑшӑклаттарса илет.

Он долго давился вымученными, шершавыми фразами; скажет слово, как тавро поставит в воздухе, — и молчит, шмурыгает носом.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫав хӑрушлӑх Вӑхӑтлӑх правительства айӑпӗпе — вӑл государствӑна тытса пыма пӗлменнипе, влаҫра вӑйсӑр пулнипе, татӑклӑ ӗҫсем тума иккӗленсе тӑнипе кӑна хӑвӑрт килсе ҫитме пултарать.

Ее оно само своим неуменьем к управлению, своей слабостью во власти, своей нерешительностью в действиях вызывает к скорейшему воплощению.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах та вӗсем никамран та пытармасӑр тенӗ пекех пурӑнаҫҫӗ, вӗсене пӗр-пӗринпе темӗнле пысӑкрах сисӗм, кӗске вӑхӑтлӑх ҫыхӑну евӗрлӗ мар япала ҫыхса тӑрать, ҫавӑнпа та хутор ҫыннисем — ку ҫыхлану лайӑх ҫыхӑну мар, вӑл пачах йӗркерен тухакан, намӑса пӗлменнипе явӑнса пыракан япала тесе шутларӗҫ те, темле лайӑх мар ӗҫ пуласса кӗтсе шӑпланчӗҫ.

Но они жили почти не таясь, вязало их что-то большое, не похожее на короткую связь, и поэтому в хуторе решили, что это преступно, безнравственно, и хутор прижух в поганеньком выжиданьице.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шошина тарӑхнипе, ӑна мӗнле айӑпламаллине пӗлменнипе, Бояркин, ҫынсем ӑна чул пекех ҫӗре Шошина пӗччен шӑтӑк алттарса, Лозневоя пытарттарма сӗннипе кӑмӑлласах килӗшрӗ.

Злясь на Шошина, не зная, как наказать его, Бояркин охотно принял совет заставить его одного выдолбить в окаменелой от стужи земле могилу и зарыть Лозневого.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак япаласен ятне вырӑсла пӗлменнипе, вӑл Лозневой ҫийӗнчи тумтире тыта-тыта кӑтартрӗ.

Не зная русских названий этих вещей, он стал хвататься за все, что носил на себе Лозневой.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫынсем хӑйне пӑхӑнса пынине туйнӑ вӑл, ҫак хӑйсене аркатса тӑкнӑ пирки тата ним пӗлменнипе хӑраса ӳкнӗ ҫынсене хӑй тавра пӗтӗҫтерес тесен, вӗсем мӗнпур чӑрмава ҫӗнтерсе, малалла та ун хыҫҫӑн пыччӑр тесен, хӑйӗн халь, ҫак каҫ, пуринчен малта пыма кирлӗ, — ҫавна вӑл лайӑх чухланӑ.

Он чувствовал, что они подчиняются его воле, и понимал, что, Для того чтобы сплотить вокруг себя этих людей, напуганных разгромом, неизвестностью, заставить их идти дальше за ним, преодолевая все преграды, он должен сейчас, вот этой ночью, идти впереди всех.

XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл сӑвӑсем ҫырма пӗлменнипе те ҫырлахма тивет…

Так что можно на худой конец и без стихов…

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Мӗн пӗлменнипе сӗм-тӗттӗмлӗх кирек хӑҫан та хӑрушӑ.

Таинственность и мрак страшны.

V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада ӗнерхинчен те ытла пӑшӑрханатчӗ, — ҫывӑх тусӗ вилни ҫитмерӗ иккен ӑна, Копривштинче ав ыран-паян тенӗ пек пӑлхав хускалас сас-хура ҫӳрет, ҫак хыпар та ӑна канӑҫран кӑларчӗ, Бойчо пирки пӗлменнипе вӑл ытла пӑшӑрханчӗ.

Он заметил, что девушка еще больше расстроена, чем вчера, — теперь она не только горевала об умершей подруге, но была встревожена слухами о предстоящем восстании в Копривштице и беспокоилась о Бойчо, не зная, где он и что с ним.

XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Бритва мӑка тетӗн-и? — ним калама пӗлменнипе ыйтрӗ Майданникова, сак ҫине хӑюсӑррӑн ларса тата Макар ҫине пӑхасшӑн мар пулса.

— Тупая, говоришь, бритва? — не зная, что сказать, переспросила Майданникова, несмело садясь на лавку и стараясь не смотреть на Макара.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех