Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнасса (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл, чӗринче усал та ултавлӑ туйӑмсене путарчӗ пулин те, хӑйӗн шухӑш-ӗмӗтне путарма пултараймарӗ: унӑн куҫӗ умӗнче час-часах, ирӗксӗрех, урӑх юрату сӑнарӗ йӑлтӑртатса тӑчӗ; Обломовпа мар, юлхавлӑн тӗлӗрсе мар, темӗн тӗрлӗ анлӑ, тулли пурнӑҫпа, пӗтӗм ырлӑха-хурлӑха тӳссе — Штольцпа телей курса пурӑнасса Ольга ӗмӗтленнӗҫемӗн хытӑрах ӗмӗтленчӗ…

Но если она заглушала даже всякий лукавый и льстивый шепот сердца, то не могла совладеть с грезами воображения: часто перед глазами ее, против ее власти, становился и сиял образ этой другой любви; все обольстительнее, обольстительнее росла мечта роскошного счастья, не с Обломовым, не в ленивой дремоте, а на широкой арене всесторонней жизни, со всей ее глубиной, со всеми прелестями и скорбями — счастья с Штольцем…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пурӑнасса та вӗсем чылайӑшӗ манпала кӳршӗлех, Гидротрест килӗсенче пурӑнаҫҫӗ.

Ребята из лагеря жили с нами по соседству, в новых домах Гидротреста.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл ҫут тӗнчере халӗ те пурӑнасса эп ним чухлӗ те тӗлленменччӗ пулин те, вӑл иккенне эпӗ ҫинчех тавҫӑрса илтӗм.

Я сразу понял, что это он, хотя до сих пор мне даже и в голову никогда не приходило, что этот человек существует на свете.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сӑмахран, акӑ эпӗ пӗчӗклех йывӑр пурнӑҫа кӗрсе ӳкрӗм, анчах та эпӗ пурпӗрех анне ӗҫленипе тӑранса пурӑнасса шанса тӑман.

– Я, например, с детства попал в трудную атмосферу, и мне отнюдь не удалось рассчитывать на рабочую силу моей матери.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эх, тусӑмсем, енчен те эпир ҫак асапсем хыҫҫӑн каллех тӗл пулнӑ пулсан, эпир мӗнле пурӑнасса тавҫӑрса илме пултаратӑр-и эсир?

Эх, друзья, можете ли вы представить, как бы мы жили, если бы нам довелось снова встретиться после всех этих страданий?

1943 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ҫӗрпӳртсене те вӗсем пӗрле чавса тунӑ, вӗсенче вырнаҫса пурӑнасса та кам мӗнле пӗлнӗ — ҫавӑн пек мар, бригадӑн-бригадӑн пӗрлешсе пурӑннӑ.

Даже землянки рыли коллективно и расселились в них не по-старому, где кому пришлось, а по бригадам.

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пурӑнасса эпир шӑкӑлтатса пурӑнаттӑмӑр, ӳпкелеме кирлӗ мар.

— Жили мы всегда справно, грех жаловаться.

Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.

Пурӑнасса та аван пурӑнатчӗҫ вӗсем, пӗлетӗп, ҫавӑнпа калатӑп.

И хорошо жили, я знаю.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Вӑл ют ялсем пулнӑ, пурӑнасса вара кунта тахҫантанпах пурӑннӑ, Глухов пӗлнӗ ӑна.

Она была нездешняя, хоть жила здесь давно, Глухов ее знал.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Пӗр-пӗр сак ҫине вырнаҫсан ытамне илетчӗ те малашне еплерех пурӑнасса палӑртаттӑмӑр.

Если садились на лавочку, обнимал и говорили о будущей жизни.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

10. Вилессе Вӑл пӗрре ҫылӑхшӑн вилнӗ, пурӑнасса Турӑшӑн пурӑнать.

10. Ибо, что Он умер, то умер однажды для греха; а что живет, то живет для Бога.

Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эпир Христоспа вилнӗ пулсассӑн, Унпа пӗрле пурӑнасса та шанса тӑратпӑр.

8. Если же мы умерли со Христом, то веруем, что и жить будем с Ним.

Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эпӗ Ун ӑшӗнче тӑратӑп теекен пурӑнасса та Ун пек пурӑнмалла.

6. Кто говорит, что пребывает в Нем, тот должен поступать так, как Он поступал.

1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Иисус ҫыран хӗррине тухсан, Ӑна пӗр хула ҫынни, тахҫантанпах усал сывлӑш ернипе асапланаканскер, тӗл пулнӑ; вӑл тумтир таврашӗ те тӑхӑнман, пурӑнасса та килте мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхра пурӑннӑ.

27. Когда же вышел Он на берег, встретил Его один человек из города, одержимый бесами с давнего времени, и в одежду не одевавшийся, и живший не в доме, а в гробах.

Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

44. Тырӑ акаканӗ — ӑна вырса илме, иҫӗм ҫырли ӳстерекенӗ ӑна татса пуҫтарма ан шухӑшлатӑр; 45. мӑшӑрланакансем ача-пӑча пулмасса, мӑшӑрланманнисем тӑлӑххӑн пурӑнасса пӗлсе тӑччӑр.

44. Сеятель пусть думает, что не пожнет, и виноградарь, - что не соберет винограда; 45. вступающий в брак, - что не будут рождать детей, и не вступающие, - как вдовцы.

3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эпир вара аттемӗр — Рехав ывӑлӗ Ионадав — сӑмахне, вӑл мӗн ӳкӗтленине пур тӗлӗшрен те итлерӗмӗр: пирӗн хамӑрӑн та, арӑмсен те, ывӑлӑмӑрсемпе хӗрӗмӗрсен те ӗмӗрне те эрех ӗҫмелле мар, 9. хамӑра пурӑнма ҫурт лартмалла мар; ӗнтӗ пирӗн иҫӗм ҫырли пахчи те, акнӑ ана та ҫук; 10. пурӑнасса вара чатӑрта пурӑнатпӑр, пур ӗҫе те хамӑр аттемӗр Ионадав хушса хӑварнӑ пек тӑватпӑр.

8. И мы послушались голоса Ионадава, сына Рехавова, отца нашего, во всем, что он завещал нам, чтобы не пить вина во все дни наши, - мы и жены наши, и сыновья наши и дочери наши, - 9. и чтобы не строить домов для жительства нашего; и у нас нет ни виноградников, ни полей, ни посева; 10. а живем в шатрах и во всем слушаемся и делаем все, что заповедал нам Ионадав, отец наш.

Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эпӗ ӗнтӗ ҫапла каларӑм: хуйхӑ ҫитрӗ мана! пӗтрӗм эпӗ! мӗншӗн тесессӗн эпӗ таса мар чӗлхе-ҫӑварлӑ этем, пурӑнасса та эпӗ халӑх хушшинче таса мар чӗлхе-ҫӑварпа пурӑнатӑп, — куҫӑм вара Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, курчӗ, терӗм.

5. И сказал я: горе мне! погиб я! ибо я человек с нечистыми устами, и живу среди народа также с нечистыми устами, - и глаза мои видели Царя, Господа Саваофа.

Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫапла вара, Руфь Воозӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳренӗ, урпапа тулӑ вырса пӗтеричченех Вооз ани ҫинче [пучах] пуҫтарнӑ, пурӑнасса вӑл хунямӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ.

23. Так была она со служанками Воозовыми и подбирала [колосья], доколе не кончилась жатва ячменя и жатва пшеницы, и жила у свекрови своей.

Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех