Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Лк 8

Пай: Библи –> Лука ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.18 12:11

Пуплевӗш: 63; Сӑмах: 1001

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иисус хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе, Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле вуниккӗшӗ 2. тата Хӑй усал сывлӑшсенчен, чирсенчен сыватнӑ хӑш-пӗр хӗрарӑмсем пулнӑ: ӑшӗнчен ҫичӗ усал сывлӑш тухнӑ Магдалина теекен Мария, 3. Ирод кил-ҫуртне пӑхса тӑракан Хуза арӑмӗ Иоанна, Сусанна тата урӑххисем те нумаййӑн пынӑ: вӗсем Ӑна хӑйсен пурлӑхӗпе пулӑшса тӑнӑ.

4. Хӑй патне халӑх нумай пуҫтарӑнсан, пур хуласенчен те ҫынсем пухӑнсан, Вӑл ытарлӑ кала пуҫланӑ: 5. акаҫӑ хӑйӗн вӑрлӑхне акма тухнӑ; вӑл акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ те таптанса пӗтнӗ, вӗсене вӗҫен кайӑксем ҫисе янӑ; 6. хӑшӗсем чуллӑ ҫӗре ӳкнӗ; вӗсем шӑтса тухсанах нӳрӗк ҫуккипе типсе ларнӑ; 7. хӑшӗ ҫумлӑ ҫӗре ӳкнӗ; ҫумкурӑкӗ ӳссе кайнӑ та ӑна пусса илнӗ; 8. хӑшӗ вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ те шӑтса ӳссессӗн пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ пултарнӑ, тенӗ. Ҫакна каласа пӗтерсен, Вӑл хыттӑн: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ. 9. Вӗренекенӗсем вара Унран ыйтнӑ: ку ытарӑш мӗне пӗлтерет? тенӗ. 10. Вӑл ҫапла каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхне сире пӗлмелле тунӑ, ыттисене вара ытарлӑ каламалла: вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ. 11. Ку ытарӑш акӑ мӗне пӗлтерет: вӑрлӑх — Турӑ сӑмахӗ вӑл; 12. ҫул хӗррине ӳкни — сӑмаха итлекенсене пӗлтерет; анчах ӗненсе ан ҫӑлӑнайччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те вӗсен чӗринчен сӑмаха илсе каять; 13. чул ҫине ӳкни — сӑмаха илтсе ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакансене пӗлтерет, анчах вӗсем тымарланайман, ҫавӑнпа пӗр вӑхӑт ӗненеҫҫӗ, анчах хӑйсене сӑнанӑ-илӗртнӗ чухне каялла чакаҫҫӗ; 14. ҫумлӑ ҫӗре ӳкни — сӑмаха илтекен ҫынсенех пӗлтерет, анчах та вӗсем пӑрӑнса кайса пурӑнӑҫ хуйхи-суйхипе, пурӑнӑҫ киленӗҫӗпе хупланаҫҫӗ те ҫимӗҫ кӳреймеҫҫӗ; 15. лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара — сӑмаха илтсе ӑна ырӑ та таса чӗрере упракана, тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрекене пӗлтерет, тенӗ. Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн Вӑл хыттӑн: илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ. 16. Ҫутаткӑҫ ҫутсан, ӑна никам та савӑтпа хупласа хумасть, кравать айне те лартмасть, кӗрекенсем ҫутӑ курччӑр тесе, ӑна шантал ҫине лартать. 17. Мӗн вӑрттӑнни курӑнмасӑр юлмасть, пытарӑнса тӑраканни те палӑрать, ҫиеле тухать. 18. Ҫавӑнпа ӗнтӗ хӑвӑр епле итленине астуса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн камӑн пур, ӑна парӗҫ; камӑн ҫук, унӑнне илме ӗмӗтленнине те туртса илӗҫ, тенӗ.

19. Ун патне Амӑшӗпе тӑванӗсем пынӑ, анчах халӑх нумай пулнӑран вӗсем Ун ҫывӑхне пырайман. 20. Ӑна: Аннӳпе тӑванусем Сана курасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ, тесе пӗлтернӗ. 21. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Манӑн аннем, Манӑн тӑванӑмсем — Турӑ сӑмахне итлесе ӑна пурӑнӑҫласа пыракансем, тенӗ.

22. Пӗррехинче Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине кӗрсе ларнӑ та вӗсене каланӑ: атьӑр кӳлӗ леш енне каҫар, тенӗ. Вара вӗсем ишсе кайнӑ. 23. Ишсе пынӑ чухне Иисус ҫывӑрса кайнӑ. Кӳлӗ ҫинче ҫил-тӑвӑл тухнӑ та, хум ҫапнипе кимӗ ҫине шыв кӗре пуҫланӑ; вӗсем ӗнтӗ хӑрушлӑха лекнӗ. 24. Вара Иисус патне пырса Ӑна вӑратса каланӑ: Вӗрентекен! Вӗрентекен! пӗтетпӗр, тенӗ. Вӑл тӑнӑ та ҫилпе хумсене чарӑнма хушнӑ; ҫавӑнтах чарӑннӑ та лӑпах пулнӑ. 25. Иисус вара вӗсене: сирӗн ӗненӗвӗр ӑҫта? тенӗ. Вӗсем хӑраса та тӗлӗнсе пӗрне-пӗри каланӑ: кам-ши Ку? Вӑл ҫиле те, шыва та чарӑнма хушать те — лешӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ, тенӗ.

26. Вӗсем Галилея тӗлӗнчи Гадара ҫӗрне ишсе каҫнӑ. 27. Иисус ҫыран хӗррине тухсан, Ӑна пӗр хула ҫынни, тахҫантанпах усал сывлӑш ернипе асапланаканскер, тӗл пулнӑ; вӑл тумтир таврашӗ те тӑхӑнман, пурӑнасса та килте мар, ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхра пурӑннӑ. 28. Иисуса курсассӑн вӑл кӑшкӑрса янӑ та, Ун умне ӳксе, хытӑ сасӑпа каланӑ: эй Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн ман ҫумра мӗн ӗҫ пур? йӑлӑнатӑп Сана — ан асаплантар мана, тенӗ. 29. Мӗншӗн тесессӗн Иисус усал сывлӑша ҫав ҫын ӑшӗнчен тухма хушнӑ: усал ӑна нумайранпа асаплантарнӑ; ӑна сыхласа сӑнчӑрпа та сӑнчӑрланӑ, тӑлӑпа та тӑлланӑ, вӑл ҫавах ҫыххисене тата-тата пӑрахнӑ, вара усал сывлӑш ӑна пушхире хӑваласа кайнӑ. 30. Иисус унран: эсӗ мӗн ятлӑ? тесе ыйтнӑ; лешӗ: легион, тенӗ, — мӗншӗн тесессӗн ун ӑшне нумай усал кӗнӗ пулнӑ. 31. Усал сывлӑшсем Иисуса: «пире тамӑка ан яр» тесе йӑлӑннӑ. 32. Ҫавӑнтах ту ҫинче пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ; усал сывлӑшсем Иисусран ҫав сыснасен ӑшне кӗме ирӗк памашкӑн йӑлӑннӑ. Вӑл вӗсене ирӗк панӑ. 33. Усал сывлӑшсем ҫын ӑшӗнчен тухса сыснасен ӑшне кӗнӗ; сысна кӗтӗвӗ вара чӑнкӑ ҫӗртен кӳлле сиксе шыва путса вилнӗ. 34. Мӗн пулса иртнине курсан, кӗтӳҫӗсем чупса кайнӑ та ҫакӑн ҫинчен хулара та, ялсенче те кала-кала кӑтартнӑ. 35. Ҫынсем вара мӗн пулса иртнине курма тухнӑ; Иисус патне пырсан вӗсем усалсенчен тасалнӑ ҫын Ун ури патӗнче тумтирпе, ырӑ ӑн-пуҫпа ларнине курнӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ. 36. Куракансем вӗсене усал ернӗ ҫын епле сывалнине каласа кӑтартнӑ. 37. Вара пӗтӗм Гадара таврашӗнчи халӑх, питех те хӑранипе, Ӑна хӑйсем патӗнчен кайма йӑлӑннӑ. Вӑл кимӗ ҫине ларнӑ та каялла таврӑннӑ. 38. Ӑшӗнчен усалсем тухнӑ ҫын хӑйне пӗрле илме ыйтса Иисуса йӑлӑннӑ. Анчах Иисус ӑна ҫапла каласа янӑ: 39. килне таврӑн та Турӑ хӑвна ырӑлӑх тунине каласа кӑтарт, тенӗ. Лешӗ кайнӑ та хӑйне Иисус мӗнле ырӑлӑх тунине пӗтӗм хула тӑрӑх каласа ҫӳренӗ.

40. Иисус каялла таврӑнсан, халӑх Ӑна хапӑлласа йышӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн пурте Ӑна кӗтсе тӑнӑ. 41. Иаир ятлӑ ҫын, синагога пуҫлӑхӗ, пынӑ; Иисус ури умне ӳксе вӑл Ӑна хӑй килне кӗме тархасланӑ: 42. унӑн пӗр вуникӗ ҫулхи хӗрӗ анчах пулнӑ, вӑл та пулин вилес пек чирлӗ выртнӑ. Иисус пынӑ чухне Ӑна пур енчен те халӑх хӗстернӗ. 43. Ҫавӑнта юн кайнипе вуникӗ ҫул асапланакан хӗрарӑм пулнӑ; вӑл ӗнтӗ эмелҫӗсем патне ҫӳресе мӗнпур пурлӑхне пӗтернӗ, ҫапах ӑна пӗри те сыватайман. 44. Ҫавӑ, хыҫалтан пырса, Иисусӑн тумтирӗ аркине сӗртӗннӗ те, унӑн ҫавӑнтах юн кайма чарӑннӑ. 45. Иисус: Мана кам сӗртӗнчӗ? тенӗ. Пурте туна пуҫласан, Петр та, Иисуспа пӗрле пыракансем те ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! Хӑвна пур енчен те халӑх хӗссе пырать, Эсӗ тата: «Мана кам сӗртӗнчӗ?» тетӗн, тенӗ. 46. Иисус каланӑ: Мана такам сӗртӗнчӗ; Эпӗ Хамран хӑват тухнине туйрӑм, тенӗ. 47. Арӑм вара, хӑй пытанса юлайманнине курса, Ун патне чӗтресе пынӑ та Ун умне ӳксе хӑй мӗншӗн сӗртӗннине те, сӗртӗнсенех епле сывалнине те пӗтӗм халӑх умӗнче каласа кӑтартнӑ. 48. Иисус ӑна каланӑ: хӗрӗм, хӑюллӑ пул! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, тенӗ. 49. Вӑл ҫапла каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пӗри Иаир патне пырса каланӑ: хӗрӳ вилчӗ; Вӗрентекене ан чӑрмантар ӗнтӗ, тенӗ. 50. Ҫакна илтсессӗн Иисус каланӑ ӑна: ан хӑра, ӗнен ҫеҫ, хӗрӳ ҫӑлӑнӗ, тенӗ. 51. Иаир килне пырсан, Иисус унта Петрпа Иоансӑр, Иаковсӑр тата хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне урӑх никама та кӗме хушман. 52. Ӗнтӗ пурте хӗршӗн хурланса, татӑлса йӗнӗ. Иисус: ан йӗрӗр; вӑл вилмен, ҫывӑрать, тенӗ. 53. Хӗр вилнине пӗлсе, Унран кулнӑ. 54. Вӑл вара пурне те кӑларса янӑ та хӗре аллинчен тытса хыттӑн: хӗрӗм, тӑр! тенӗ. 55. Хӗре чун кӗнӗ; вӑл ҫавӑнтах тӑрса ларнӑ; Иисус ӑна апат ҫитерме хушнӑ. 56. Хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Вӑл вӗсене мӗн пулни ҫинчен никама та калама хушман.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех