Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 15 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.02 15:40

Пуплевӗш: 133; Сӑмах: 1388

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Малалли ик-виҫӗ кун Алексейшӗн ҫӑра та вӗри тӗтрепе хупланнӑ пекех иртрӗҫ, ҫак тӗтре ӑшӗнче мӗн пулса иртнисем темле уҫӑмсӑр тӗлӗк пек ҫеҫ туйӑнса пычӗҫ. Чӑн-чӑн пулнисемпе тӗлӗкре аташнисем йӑлтах пӑтрашса кайрӗҫ. Чылай вӑхӑтран тин вӑл хӑйпе ҫак кунсенче мӗн пулса иртнине йӗркипех аса илчӗ.

Тарнӑ ял-йыш ӗмӗртенхи хыр вӑрманӗнче пурӑнать. Юр хӳсе лартнӑ, чӑрӑш ҫаппипе витнӗ ҫӗр пӳртсене аякран асӑрхама та ҫук. Вӗсен тӗтӗмӗ ҫӗр айӗнчен тухнӑ пекех курӑнать, Алексей килнӗ кун кунта лӑпкӑ та нӳрӗ ҫанталӑк тӑнӑ. Тӗтӗм мӑк ҫийӗпе ҫӗр тӑрӑх сарӑлнӑран, Алексея кунта сӳнме пуҫланӑ вӑрман пушарӗ мӑкӑрланнӑ пекех туйӑннӑ.

Таҫтан килсе лекнӗ, шӑмми кӑна юлнӑ совет лётчикне Михайла мучи вӑрмантан ҫунашкапа туртса килесси ҫинчен Федька пӗлтерсен, пӗтӗм ял-йыш — хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи тата темиҫе старик — вӗсене хирӗҫ тухрӗҫ. Йываҫсем хушшинчен ҫунашка курӑнсанах, хӗрарӑмсем ӑна сырӑнса илчӗҫ те шавлама, ахлатса йӗрме пуҫларӗҫ. Пурте вӗсем ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ, пурте ватӑ сӑнлӑ. Вӗсен сӑн-питӗнчен ҫӗр пӳртри кӑмака тӗтӗмӗ нихҫан та кайма пӗлмен. Куҫсемпе шӑл шуррисем йӑлтӑртатни тӑрӑх ҫеҫ ҫамрӑк хӗрарӑмсене карчӑксенчен уйӑрса илме пулнӑ.

— Хӗрарӑмсем, арӑмсем, ах, арӑмсем! Ну, мӗн пухӑнса тӑтӑр-хӑ кунта? Тиатӑр-им ку? Спиктакль-им сире? — ҫунашкине сӗтӗрсе, ҫиллессӗн кӑшкӑрать Михайла мучи. — Ура айне кӗрсе ан кайӑр, тархасшӑн! Тӑнран тухнӑ сурӑхсем мар пулӗ-ҫке эсир!

Хӗрарӑмсем хушшинчен тахӑшӗ каланине Алексей лайӑх илтсе юлчӗ:

— Ой, мӗнле ырхан! Чӑн та, шӑмми анчах юлнӑ! Хускалмасть те, чӗрех-ши?

— Ӑнран кайнӑ пулас вӑл… Мӗн пулнӑ-ха ӑна? Ой, арӑмсем, епле ырхан, епле ырхан!

Тӗлӗнсе калаҫнисем лӑпланчӗҫ. Хӗрарӑмсене ҫак лётчикӑн паллӑ мар, анчах та хӑрушлӑха тӳссе ирттернӗ ӑраскалӗ хӑратса пӑрахрӗ, ҫунашкана ҫӗрпӳртсем еннелле сӗтӗрнӗ май, вӗсем хушшинче Алексее кам патӗнче усрасси пирки тавлашу пуҫланса кайрӗ.

— Ман ҫӗрпӳрт типӗ. Урайӗнче хӑйӑр, сывлӑш уҫӑ… Пӗчӗк кӑмака та пур, — терӗ ҫаврака питлӗ, ҫивчӗ куҫлӑ пӗчӗк хӗрарӑм, — ҫамрӑк негр пек хура сӑнлӑскер.

— …Кӑмака! Миҫен пурӑнатӑр эсир? Этем сывлӑшӗпе пӑчӑхса вилӗн унта!.. Михайла, пар хам пата, манӑн виҫӗ ывӑлӑм Хӗрлӗ Ҫарта, ҫӑнӑх та кӑштах юлсаччӗ, пашалу пӗҫерсе ҫитерӗп ӑна!

— Ҫук, ҫук, хам патах хуратӑп, манӑн пӳрт аслӑ, иккӗнех пурӑнатпӑр эпир, вырӑн ҫитет, пашалуне пирӗн пата пырса та парӑн, — кирек ӑҫта ҫисен те пурпӗрех мар-им? Эпир, Ксюхӑпа иксӗмӗр, лайӑх пӑхӑпӑр ӑна, пирӗн тӑварланӑ пулӑ та, пӗр ярӑм кӑмпа та пур… пулӑ шӳрпи, кӑмпа яшки ҫитерес пулать ӑна…

— Ӑҫтан пулӑ шӳрпи ҫитӗр вӑл: ҫынни хӑрах урипе тупӑкра тӑрать! Михайла мучи, пирӗн пата вырнаҫтарас ӑна, пирен ӗне те, сӗт те пур!

Анчах та Михайла мучи ҫунашкана ҫӗр айӗнчи ял варринче ларакан хӑйӗн ҫӗрпӳрчӗ патнех туртса кайрӗ.

…Алексей астӑвать: тӑвӑр та тӗттӗм ҫӗр шӑтӑкӗнче выртать вӑл; стена ҫумне чиксе лартнӑ хӑйӑ ҫатӑртатса, хӗлхем тӑкса ҫунать. Ун ҫуттинче пӳртри япаласем курӑнаҫҫӗ: нимӗҫсен мина ещӗкӗн хӑмисенчен сӗтел туса лартнӑ, ун тавра, хыҫлӑ тенкелсем вырӑнне, каска пукансем; сӗтел умӗнче Михайла мучин кӗҫӗн кинӗ — Варвара ларать, вӑл, карчӑкла тумланнӑскер, пуҫне хура тутӑр ҫыхнӑ, унпа юнашарах сайралнӑ кӑвак ҫӳҫлӗ Михайла пуҫӗ курӑнать…

Алексей улӑмпа тултарнӑ тӳшек ҫинче, выртать. Ун ҫине сапласа пӗтернӗ ҫӗтӗк кӗрӗк витнӗ. Кӗрӗкрен темӗнле йӳҫӗ шӑршӑ, кил-ҫурт шӑрши кӗрет. Чулпа хӗненӗ пекех, пӗтӗм ҫан-ҫурӑм ыратать, урасем, вӗри кирпӗч ҫине пуснӑ пекех ҫунтараҫҫӗ кӑна. Ҫапах та ӑшӑра лӑпкӑн выртма пит аван. Кунта никамран та хӑрасси, сыхланасси ҫук. Хусканма та кирлӗ мар.

Алексей майӗпен куҫӗсене хупать. Алӑк уҫӑлсанах, пӳлӗме сивӗ сывлӑш кӗрсе тулсан, каллех куҫне уҫса пӑхать. Сӗтел умӗнче — темле хӗрарӑм. Вӑл сӗтел ҫине тулли хутаҫ лартнӑ та, ӑна, каялла илес пекех, аллисемпе тытса тӑрать; хӑй вӑрӑммӑн сывласа Варварӑна калать:

— Манна кӗрпи ку… Костюнька валли вӑрҫӑ тухичченех хатӗрлесе хурсаттӑм. Халӗ ӑна, Костюнькӑна, ним те кирлӗ мар ӗнтӗ. Илӗр ак, хӑвӑр хӑнана пӑтӑ пӗҫерсе ҫитерӗр. Пӑтти, вӑл ачасем валлискер, ӑна юрӑхлӑ ӗнтӗ.

Вӑл хуллен ҫаврӑнса, пурне те хӑйӗн хуйхипе салхулатса, кӑштӑртатса тухса кайрӗ. Такам шӑнтнӑ пулӑ илсе пычӗ, тахӑшӗ — пашалу, вӗсенчен пӗтӗм пӳлӗме ӑшӑ ҫӑкӑрӑн йӳҫӗрех шӑрши сарӑлчӗ.

Серёнькӑпа Федька та пырса кӗчӗҫ. Алӑкран кӗрсенех Серёнька хресчен йӗркипе пуҫри пилоткине хыврӗ те: «Ырӑ кун пултӑр сире!» терӗ, вара сӗтел ҫине икӗ катӑк сахӑр кӑларса хучӗ. Сахӑрӗ ҫумне махорка пӗрчисем ҫыпҫӑннӑ.

— Анне парса ячӗ. Сахӑр усӑллӑ вӑл, ҫийӗр, — терӗ те вӑл, Михайла мучи енне ҫаврӑнчӗ.

— Каллех кӗл куписем патне кайса килтӗмӗр. Пӗр чугун чавса кӑлартӑмӑр. Икӗ тимӗр кӗреҫе — ҫунсах кайман; авӑрсӑр пуртӑ тупрӑмӑр. Йӑтса килтӗмӗр, — кирлӗ пулаҫҫӗ.

Федька, пиччӗш хулпуҫҫийӗ урлӑ сӗтел ҫинчи сахӑр катӑкӗ ҫине пӑхса илет те, сурчӑкне ӑмсануллӑн лӑнкӑртаттарса ҫӑтать.

Кӑҫал ҫакӑнти ял-йышран виҫҫӗмӗш пайӗ выҫӑпа вилнӗ, кашни ҫемьене пӗрер е икшер вилле пытарма лекнӗ. Ҫакӑнтан шутласан, хӑйсен юлашки ҫимеллине пырса паракан ҫынсем мӗн тери ырӑ кӑмӑллӑ пулнине Алексей чылай каярахпа тин шухӑшласа илчӗ.

— Эх, хӗрарӑмсем, хӗрарӑмсем, сире хаклама та хисеп ҫитес ҫук! Э? Илтетне, Алёха: вырӑс хӗрарӑмӗ виҫесӗр хаклӑ, тетӗп. Ун чӗрине хускатма пӗлсен, вӑл сана хӑйӗн юлашки пурлӑхне те парать, пуҫне хума та хатӗр пирӗн хӗрарӑм! Ҫапла мар-и? Э? — Кучченеҫсене йышӑннӑ чух ҫапла калаҫса илет Михайла мучи. Ҫакна калать те вара каллех хӑй ӗҫӗпе тӑрмашма пуҫлать: ут таврашне тӳрлетет — хӑмӑт юсать е ҫӑматӑ тӗплет. — Ӗҫре те вӑл, хӗрарӑм, пире парӑнмасть, Алёха тӑванӑм, е пирӗнтен те хӑш чух ирттерет! Чӗлхи ҫеҫ вӗсен, хӗрарӑмсен, ох, чӗлхи вара! Ҫав хӑямат хӗрарӑмӗсемех, Алёха, ман пуҫа пӑтраштарса ячӗҫ, ним тумалли те ҫук, пӑтраштарса ячӗҫ! Хамӑн Анисья вилсенех эпӗ, ҫылӑхлӑ этем: «мухтав турра, пӗрре хам ирӗккӗн лӑпкӑн-шӑппӑн пурӑнам-ха!» терӗм. Ҫавӑншӑн ҫак асапа кӑтартрӗ те ӗнтӗ мана турӑ. Ҫара кайман арҫынсем пурччӗ те, нимӗҫсем килсен, пурте партизансем патне кайса пӗтрӗҫ, вара эп, хам ҫылӑхлӑ пирки, тӑр пӗччен хӗрарӑмсен командирӗ пулса юлтӑм. Сурӑх кӗтӗвӗнчи качака таки пек… Ох-хо-хо!

Ҫак вӑрманти ялта Алексей нумай тӗлӗнмелли япала курчӗ. Нимӗҫсем Плавни ял ҫыннисенне нимӗн те хӑварман: нумай ҫулсем хушши ӗҫлесе тунӑ япалисенчен кил-ҫурт та, пурлӑх та, выльӑх-чӗрлӗх те, ҫи-пуҫ таврашӗ те нимӗн те юлман вӗсен; нимӗҫсем килсе тупасран шикленсе, вӗсем халӗ вӑрмантах пурӑннӑ, выҫӑхнӑ та, темле асап та тӳснӗ вӗсем, ҫапах та 30-мӗш ҫулта тунӑ колхозӗ саланман. Вӑрҫӑн пысӑк нушисем ҫынсене тата таччӑнрах пӗтӗҫтернӗ. Ҫӗрпӳртсене те вӗсем пӗрле чавса тунӑ, вӗсенче вырнаҫса пурӑнасса та кам мӗнле пӗлнӗ — ҫавӑн пек мар, бригадӑн-бригадӑн пӗрлешсе пурӑннӑ. Нимӗҫсем вӗлернӗ кӗрӳшӗ вырӑнне Михайла мучи хӑех председатель пекки пулнӑ. Вӑл вӑрманта та колхоз йӗркисене ҫирӗп тытса пынӑ, халӗ ак ҫӗр шӑтӑкӗсене вырнаҫнӑ ял-йыш, вӑл ертсе пынипе, бригадӑсемпе звеносене уйрӑлса, ҫуракине хатӗрленнӗ. Выҫӑпа тертленекен хӗрарӑмсем хӑйсем сыхлакаласа усранӑ тыррисене пӗр пӗрчӗ юлмиччен артель ҫӗрпӳртне пырса хунӑ. Нимӗҫсенчен вӑрманта пытарса хӑварнӑ пӑрусене тимлӗн пӑхса ӳстернӗ. Ҫынсем, выҫӑ пулин те, колхоз выльӑхне пусман; ачасем, вилӗмрен хӑрамасӑрах, ҫуннӑ ял вырӑнне кайса, кӗл купи айӗнчен ҫунса кӑвакарнӑ плугсене чавса кӑларнӑ. Вӗсенчен юрӑхлӑраххисене йывӑҫ авӑр лартнӑ. Михӗсенчен хӑмӑт пеккисем ҫӗленӗ, ҫуркунне ӗнесене кӳлмелле пулнӑ. Наряд тӑрӑх, хӗрарӑм бригадисем вӑрманти кӳлӗсенче пулӑ тытнӑ, ҫав пулӑпах вара ял-йыш ҫыннисем хӗл каҫнӑ та.

Михайла мучи час-часах «хайӗн хӗрарӑмӗсем» ҫине кӑшкӑркаланӑ. Лешсем ун ҫӗрпӳртне пухӑнса Алексей ӑнланмалла мар ӗҫсем ҫинчен хаяррӑн та чарӑнмасӑр тавлашма пуҫласан, мучи хӑйӗн хӑлхисене хупланӑ. Ҫапах та вӑл вӗсене тивӗҫлӗ пек хаклама пӗлнӗ. Хӑйне чӗнмесӗр итлекен Алексей умӗнче вӑл «хӗрарӑм ӑратти» ҫинчен пӗрре мар мухтанса калаҫнӑ:

— Пӑх-ха эс, Алёха, савнӑ тусӑм, мӗн пулса тӑчӗ. Хӗрарӑм вӑл мӗн ӗмӗртен ӗмӗрех кашни татӑка икӗ аллипе те ҫавӑрса тытать. А? Ҫапла мар-и? Мӗншӗн ҫапла-ха? Ҫӑткӑн-им? Ҫук, татӑк ҫӑкӑр та уншӑн тем пекех хаклӑ, ачасене вӑл тӑрантарать-ҫке-ха, ҫемьене те, мӗн тесен те, хӗрарӑм тытса пырать. Халӗ пӑх-ха, ӗҫсем мӗнлерех. Мӗнле пурӑннине ху та куратӑн: тӗпренчӗксене те шута илетпӗр. Чӑн та, выҫлӑх! Пӗррехинче ҫапла, январьте пулчӗ-ха вӑл, партизансем килсе тухрӗҫ. Хамӑр ялсем те мар, хамӑрӑннисем пирӗн таҫта — Оленино таврашӗнче ҫапӑҫаҫҫӗ; ютсем, чугун ҫул таврашӗнчисем килчӗҫ. Ҫитрӗҫ те: «выҫса вилетпӗр» теҫҫӗ. Мӗн тейӗн-ха эсӗ, тепӗр кунне хӗрарӑмсем вӗсен хутаҫҫисене кашниннех тултарса панӑ. Хӑйсен ачисем, ав, выҫӑпа шыҫӑнса кайнӑ. Ура ҫине те тӑраймаҫҫӗ. Ҫапла мар-им? Э?.. Ҫапла ҫав вӑл пирӗн хӗрарӑм! Хам аслӑ командир пулас пулсан, нимӗҫсене хӑваласа янӑ хыҫҫӑн, хамӑн чи лайӑх ҫарсене пухӑттӑм та вӗсен умне хӗрарӑм кӑларса тӑратӑттӑм. Вара ҫав вырӑс хӗрарӑмне чыс партарса, пурне те ун умӗнче маршпа уттарӑттӑм.

Старик калавне итлесе выртса, Алексей тутлӑн тӗлӗрнӗ. Хушӑран ун, старик калаҫнине итленӗ май, гимнастёрка кӗсйинчен ҫырусемпе пӗрле хӗр сӑнӳкерчӗкне кӑларса мучие кӑтартас килнӗ, анчах та аллисем хускалман — вӗсем ытла та вӑйсӑр пулнӑ. Ҫапах та, Михайла мучи хӗрарӑмсене мухтама тытӑнсан, гимнастёрка витӗрех Алексее хӗр ҫырӑвӗсен ӑшши сисӗннӗ.

Сӗтел умӗнчех старикӗн ҫӑмӑл шӑмшаклӑ та чӗмсӗр ҫамрӑк кинӗ каҫсерен яланах тем ӗҫлесе ларнӑ. Малтанах Алексей ӑна карчӑк тесе, Михайла мучи арӑмӗ пулмалла ку, тесе шутланӑччӗ. Каярахпа тин вӑл ҫирӗм е ҫирӗм иккӗсенчен те иртмен, йӑрӑс пӳлӗ те илемлӗ хӗрарӑм иккенне Алексей ӑнланчӗ. Хушӑран вӑл Алексей ҫине темӗнле хӑраса пӑхать те, пырне ларнӑ япалана ҫӑтнӑ пек, сасартӑк ассӑн сывласа илет. Каҫсерен хӑш чухне, хӑйчикки сӳнсен, тӗттӗмре шухӑша ярса шӑрчӑк чӗриклетет. Ӑна Михайла мучи ҫунса кайнӑ кил вырӑнӗнчен ӑнсӑртран тупса, «кил чунӗ кӗтӗр» тесе, алсиш ӑшне чиксе килнӗ пулнӑ. Шӑрчӑк ҫавӑн пек чӗриклетнӗ чухне Алексее такам, путмар сакки ҫинче пытанса, шӑлӗсемпе минтерӗ ҫыртса шӑппӑн макӑрнӑ пек илтӗннӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех