Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнасса (тĕпĕ: пурӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене кӗтсе илекен ҫынсем ҫак икӗ ҫын — ашшӗпе ывӑлӗ — малашне ӗмӗрлӗхех ҫирӗп, нихҫан уйрӑлмалла мар туслӑ пурӑнасса ӑнланчӗҫ.

И те люди, что их встречали, увидели и поняли, что два человека эти — отец и сын — крепко и нерушимо дружны теперь навеки.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Пачах урӑхла пулса тухрӗ, амӑшӗ юриех пӑшала чи ҫӳлти ҫекӗлрен ҫакса хучӗ, унтан пукан ҫине тӑрса патронӗсене мачча ҫумӗнчи ҫӳлӗк ҫине пытарчӗ тата Чука ҫапла асӑрхаттарчӗ: пӗр патронне те пулин илме хӑтланса пӑхатӑн пулсан, малалла лайӑх пурнӑҫпа пурӑнасса ан шан, терӗ.

Наоборот, она нарочно повесила ружье на высокий крюк, потом встала на табуретку, засунула патроны на верхнюю полку и предупредила Чука, что если он попробует стянуть хоть один патрон с полки, то на хорошую жизнь пусть больше и не надеется.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Атте ман чи малтанах, пуринчен те ытларах — пурӑнасшӑнччӗ… пурӑнатчӗ те; тен, хӑй сахал пурӑнасса сиснӗччӗ пуль; вӑл хӗрӗх иккӗрех вилчӗ.

Отец мой прежде всего и больше всего хотел жить — и жил… быть может, он предчувствовал, что ему не придется долго пользоваться «штукой» жизни: он умер сорока двух лет.

VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Мӗнле те пулсан ҫӗвӗҫ хӗрарӑм, аллине коробка тытса, магазинран проспект урлӑ чупса иртет; тӗнче тӑрӑх фризӑвӑй шинелпе тухса кайнӑ мӗнле те пулин мӗскӗн ҫыруҫӑ утать; хулана вӑхӑтлӑха килнӗ мӗнле те пулин айван пырать, — уншӑн пулсан кирек мӗнле вӑхӑт та пӗрех; аллине кӗнекепе ридикуль тытнӑ вӑрӑм пӳллӗ акӑлчан хӗрарӑмӗ иртет; шӗвӗр сухаллӑ вырӑс артельщикӗ утать, — вӑл хӑй ҫине ҫурӑмран пӗрсе ҫӗленӗ сюртук тӑхӑннӑ, пурӑнасса ӗнтӗ вӑл кашни кун тупнӑ укҫапа ҫеҫ пурӑнать, енчен енне пӑхкаласа тротуарпа пынӑ чух унӑн ҫурӑмӗ те, алли те, ури те, пуҫӗ те хускалать; сайра хутра кӑна ремесленник иртет; урӑх эсир Невски проспектра никама та тӗл пулаймастӑр.

Какая-нибудь швея из магазина перебежит через Невский проспект с коробкою в руках, какая-нибудь жалкая добыча человеколюбивого повытчика, пущенная по миру во фризовой шинели, какой-нибудь заезжий чудак, которому все часы равны, какая-нибудь длинная высокая англичанка с ридикюлем и книжкою в руках, какой-нибудь артельщик, русский человек в демикотоновом сюртуке с талией на спине, с узенькою бородою, живущий всю жизнь на живую нитку, в котором всё шевелится: спина, и руки, и ноги, и голова, когда он учтиво проходит по тротуару, иногда низкий ремесленник; больше никого не встретите вы на Невском проспекте.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Ку ҫӑлтӑр ҫинче ман йӗкӗреш хӑраххи пурӑнасса тӗлленме те пултарайман.

Мне даже присниться не могло, что на звезде живет мой близнец.

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Вӑл, кирлех пулсан, вӑрманлӑ вырӑнлӑ Хопер округӗн чиккинче хӑйсене йӗрлесе тупасран хӑтӑлса пурӑнасса шанчӗ.

На грани с Хоперским округом, где было много лесов, надеялся он в случае необходимости укрыться от преследования.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пурӑнасса Хусанта пурӑнать.

А живет-то он в Казани.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Черемшанкӑшӑн санӑн хӗрелме тивмӗ: обком секретарӗ тӳрех кӳршӗ колхоза пӑрӑнать, унта пурӑнасса та пирӗн пек пурӑнмаҫҫӗ, тата ахальтен мар пулӗ унӑн амӑшӗ те хӑй кил-ҫуртӗнчен уйрӑласшӑн мар, ниҫта та каймасть…

Тебе за Черемшанку краснеть не придется: секретарь обкома сразу в соседний ктолхоз завернет, там и жизнь не чета нашей, да и мать его, видно, не зря за свой дом держится, не уезжает пока никуда…

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пурӑнасса пурӑнатпӑр-ха та, сывлӑхӗ мӗн мар ӗнтӗ.

— Живая, а уж про здоровье не спрашивай.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пурӑнасса ҫӳҫӳ кӑвакаричченех пурӑннӑ-ха эсӗ, турӑ такани, анчах мӑкӑртатма чарӑнмастӑн ав… чӗлхӳ ҫине мӗн килнӗ — ҫавна авӑртатӑн, ҫынсене ҫывӑрма памастӑн…

Дожила ты, божья купель, до седых волос, а вот лопочешь тут… несешь и с Дону и с моря, людям спать не даешь…

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пурӑнасса вӑл кайӑкла пурӑнчӗ, хӑйне валли хӑй апат тупрӗ, ӗмӗр тӑршшӗпе ҫапла пурӑннӑ пекех, ҫак ӗҫе питӗ ӑста майлаштарма пӗлчӗ.

Жил он звериной жизнью, сам промышлял себе пищу и делал это необычайно искусно, словно всю жизнь только этим и занимался.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кӗтӳҫсен ялан укҫи пур, купца пек, анчах пурӑнасса культурӑсӑр пурӑнаҫҫӗ.

— Чабаны завсегда при деньгах — как купцы, а только живут некультурно.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пурӑнасса вӗсем сирӗн патӑрта пурӑнмалла — хваттер малтанах тупса хурас пулать.

Жить они будут у вас — надо тебе заранее побеспокоиться о жилье.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пурӑнасса Митька, кайӑк хӑраххи, ытлашши шухӑшпа пуҫа ватмасӑр пурӑнчӗ: паян сывӑ — аван, ыранхине — пурнӑҫ хӑй кӑтартӗ.

Жил Митька птичьей, бездумной жизнью: жив нынче — хорошо, а назавтра — само дело укажет.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тӳрех калас пулсан, атте, ӑҫта пурӑнасса эпӗ хам та пӗлместӗп.

— Правду вам, батя, сказать, я еще и сам не знаю, где буду жить и что делать.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тата пурӑнасса та эпӗ килте пӗр уйӑх е иккӗ кӑна пурӑнатӑп, вара вӗренме каятӑп.

— Да к тому же я только с месяц или два поживу с родными, а потом уеду учиться.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем хӑйсене хуҫа тараватлӑн ӗҫтерсе-ҫитерессе кӗтеҫҫӗ тата туй вӑхӑтӗнче пӗр-икӗ кун хушши нимӗн ӗҫсӗрех пурӑнасса ӗмӗтленеҫҫӗ.

Они ждали щедрого от хозяина угощенья и надеялись на пару свободных во время гульбы дней.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мана ҫамрӑк чухне атте вӗрентмен, унӑн ывӑлӗ Стефан кун пек пурнӑҫа ҫитиччен пурӑнасса шутламан…

А меня же в молодости батько не учил, не думал, что его сын Стефан доживет до такой жизни.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пурӑнасса мӗншӗн пурӑнмалла?

— А жить зачем?

XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Пирӗн хуласемпе ялсенчи пурнӑҫӑн ҫур пайӗ аскӑнлӑхпа тулнӑ; малтан хӗрсем умӗнче ҫавӑн пек аскӑнлӑх ҫук тесе кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ, унтан хӑйсем ҫапла юла юпнине хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ те, акӑлчансем пек, хӑйсем суйнине хӑйсем ӗненме пуҫлаҫҫӗ: вӗсем йӑла-йӗрке енчен тӗрӗс ҫынсем иккен, пурӑнасса та пӑсӑлман тӗнчере пурӑнаҫҫӗ.

Сначала притворяются перед девушками в том, что того распутства, которое наполняет половину жизни наших городов и деревень даже, что этого распутства совсем нет, потом так приучаются к этому притворству, что наконец, как англичане, сами начинают искренно верить, что мы все нравственные люди и живем в нравственном мире.

V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех