Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулатӑр (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Майор, эсир судья пулатӑр; акӑ, вун пилӗк червонец; ытти пиллӗкӗшне, сирӗн мана памалли пурччӗ, хутӑма кӗрӗр-ха эппин, вӗсене ҫаксем ҫумне хушӑр-ха.

Майор, вы будете судьею; вот пятнадцать червонцев, остальные пять вы мне должны, и сделайте мне дружбу прибавить их к этим.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӗрӗс мар-и, эсир мана халиччен юратса тӑнӑ пулин те, ҫак минутран пуҫласа манран йӗрӗнекен пулатӑр!..

Не правда ли, если даже вы меня и любили, то с этой минуты презираете?

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эсир Грушницкий тусӗ, ҫавӑнпа та, паллах, унӑн секунданчӗ пулатӑр пулӗ?

— Вы приятель Грушницкого — и, вероятно, будете его секундантом?

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эсир сумлӑ та мӑнаҫлӑ ҫамрӑксем: черкессен пулисем айӗнче чух эсир апла та капла та… кайран вара тӗл пулатӑр та пирӗн пеккисене алӑ пама та вӑтанатӑр.

Вы молодежь светская, гордая: еще пока здесь, под черкесскими пулями, так вы туда-сюда… а после встретишься, так стыдитесь и руку протянуть нашему брату.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эсир ӑҫта пулатӑр?

– Где вы будете находиться?

22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Часах, ак, ача ҫураттарайми пулатӑр

Скоро детей рожать разучитесь…

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

«Вӑт вилсен, ачасем, леш тӗнчере тӗл пулатӑр, калӑпӑр, хӑвӑрӑн несӗлӗрсемпе.

"Вот когда умрёте, дети, встретитесь на том свете, так сказать, со своими родичами.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

— Арӑм хӑлхине кӗрсен хӑв та, хырӑмри ачу та ҫук пулатӑр.

- Если узнает жена и ты, и ребенок в животе исчезнете.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Хӑвӑр ялти Абрашевпа та чылай вӑхӑт вӑрттӑн тӗл пулатӑр имӗш, — каллех ыйтрӑм унран.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

14. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр.

14. Вы друзья Мои, если исполняете то, что Я заповедую вам.

Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Турат хӑй авӑрӗ ҫинче пулмасан, хӑй тӗллӗн ҫырла ӳстереймест; Ман ӑшӑмра пулмасан, эсир те ҫавӑн пекех пулатӑр.

Как ветвь не может приносить плода сама собою, если не будет на лозе: так и вы, если не будете во Мне.

Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Ывӑлӗ ирӗке кӑларсан, эсир чӑннипех те ирӗклӗ пулатӑр.

36. Итак, если Сын освободит вас, то истинно свободны будете.

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйне ӗненнӗ иудейсене каланӑ: эсир, Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан, чӑнах Манӑн вӗренекенӗмсем пулатӑр; 32. вара чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ, тенӗ.

31. Тогда сказал Иисус к уверовавшим в Него Иудеям: если пребудете в слове Моем, то вы истинно Мои ученики, 32. и познаете истину, и истина сделает вас свободными.

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ывӑлсене пурне те хаса параҫҫӗ, эхер те сире ун пек туман пулсассӑн, апла эсир тӑван ывӑлсем мар, ют ачасем пулатӑр.

8. Если же остаетесь без наказания, которое всем обще, то вы незаконные дети, а не сыны.

Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унта эсир те пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир ӗнтӗ эпир каланине ӗнентӗр.

Там и вы будете, так как вы поверили нашему свидетельству.

2 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Пурне те пӗр ӳпкелемесӗр, иккӗленмесӗр тӑвӑр, 15-16. вара эсир айӑпсӑр, таса пулатӑр, пуҫтах та пӑсӑлнӑ ӑру хушшинче Турӑ ачисем пек айӑпсӑр пулатӑр, пӗтекенсене пурӑнӑҫ сӑмахӗ ҫинчен вӗрентсе, эсир ҫав халӑх хушшинче ӗнтӗ тӗнчене ҫутатса тӑракан ҫутӑсем пек ҫутӑлса тӑратӑр — ¦¦ эпӗ тӑрӑшни, эпӗ ӗҫлени усӑсӑр пулмарӗ.

14. Все делайте без ропота и сомнения, 15. чтобы вам быть неукоризненными и чистыми, чадами Божиими непорочными среди строптивого и развращенного рода, в котором вы сияете, как светила в мире, 16. содержа слово жизни, к похвале моей в день Христов, что я не тщетно подвизался и не тщетно трудился.

Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Эсир Христос ҫыннисем пулсан — Авраам ачисем пулатӑр, пама пулнине илес еткерҫӗсем пулатӑр.

29. Если же вы Христовы, то вы семя Авраамово и по обетованию наследники.

Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ӗнтӗ акакана вӑрлӑх Параканӗ тата ҫиме ҫӑкӑр Параканӗ эсир акнине ӑнтарӗ, сирӗн тӳрӗлӗхӗр уссине ӳстерӗ; 11. вара эсир ырӑлӑх тумашкӑн пур тӗлӗшпе те пуян пулатӑр; эсир пирӗн урлӑ ырӑлӑх тунӑшӑн нумайӑшӗ Турра тав тӑвӗ.

10. Дающий же семя сеющему и хлеб в пищу подаст обилие посеянному вами и умножит плоды правды вашей, 11. так чтобы вы всем богаты были на всякую щедрость, которая через нас производит благодарение Богу.

2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Кам та пулин Турӑ ҫуртне ҫӗмӗрсессӗн, Турӑ ӑна хӑйне пӗтерӗ: Турӑ ҫурчӗ сӑваплӑ; ҫав ҫурт эсир пулатӑр.

17. Если кто разорит храм Божий, того покарает Бог: ибо храм Божий свят; а этот храм - вы.

1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмӑрсем, ӳте пӑхӑнса пурӑнмашкӑн эпир ӳте парӑмлӑ мар: 13. эсир ӳте пӑхӑнса пурӑнатӑр пулсассӑн, вилӗмрен хӑтӑлаймӑр; ӳт ӗҫӗсене Сывлӑшпа пӗтеретӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулатӑр: 14. Турӑ Сывлӑшӗ кӑтартнипе ҫӳрекенсем пурте — Турӑ ывӑлӗсем, 15. мӗншӗн тесессӗн эсир чуралӑх сывлӑшне йышӑнмарӑр, вӑл сире каллех хӑратса тӑнӑ пулӗччӗ, эсир ывӑллӑха кӗртекен Сывлӑш илтӗр, ҫав Сывлӑш урлӑ эпир Турра: «эй Авва, Аттемӗр!» тесе чӗнетпӗр.

12. Итак, братия, мы не должники плоти, чтобы жить по плоти; 13. ибо если живете по плоти, то умрете, а если духом умерщвляете дела плотские, то живы будете. 14. Ибо все, водимые Духом Божиим, суть сыны Божии. 15. Потому что вы не приняли духа рабства, чтобы опять жить в страхе, но приняли Духа усыновления, Которым взываем: «Авва, Отче!»

Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех