Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулатӑр (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем кулса ҫапла каланӑ: «Николай Иванович, эсир унта пурне те кирлӗ пулатӑр!».

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Эсир камсем пулатӑр?

А вы что за люди?

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑвӑр камсем пулатӑр эсир? — кӑмӑлсӑррӑн тӗпчерӗ казак.

А вы кто такие будете? — хмуро допытывался казак.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсир мӗнле ҫынсем пулатӑр? — ыйтрӗ, карттусне хывса.

Снял фуражку, сказал: — А вы что за люди?

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ӑҫтисем пулатӑр?

Куҫарса пулӑш

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ӑҫтисем пулатӑр, служивӑйсем? — урама тухса тӗпчеҫҫӗ стариксем.

— Откуда, служивые? — выходя, спрашивали старики.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Колхозри электричество хуҫи пулатӑр

— Хозяйкой электричества в колхозе…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Электриксен курсне кайӑр… пысӑк специалист пулатӑр.

Поезжайте на курсы электриков… будете большим специалистом.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Орденсемпе медальсене ҫаксан эсир илемлӗрех пулатӑр.

А когда вы навешаете ордена и медали, то вам в них и красивее и как-то даже очень наглядно.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсир камсем пулатӑр вара?

— А вы кто ж такие будете?

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Камсем пулатӑр?

Кто такие?

Чыс та салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Эсир ӑҫтисем пулатӑр?

— Вы откуда?

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ӑҫтисем пулатӑр?

— Чей же будете?

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Передовойра сайра хутра кӑна пулатӑр, ытларах кайра тӑратӑр, корпусри тата арминчи артиллеристсем — пачах инҫетри тылра.

На передовой бываете редко, все больше позади, а какие на корпусных и армейских действуют — те и совсем далеко в тылу.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ватӑла-киле чарӑнайми ӗҫекен пулатӑр, — кичеммӗн ӑнлантарчӗ Брянцев ӗнентерсе.

— К старости начнете пить запоем, — объяснил Брянцев мрачновато и убежденно.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Командир юлташ, эсир унӑн камӗ пулатӑр?

— Товарищ командир, а вы кто ей будете?

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Иосиф Виссарионович темле, сӑмах майӑн, пире пурне те тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн мухтарӗ те, вара калать: колхозсенче хӑвӑр ӗҫпе чапа тухнисем, эсир пурте, коммунизм тума пуҫлас ӗҫре чи малта пыракансем пулатӑр, тет.

Иосиф Виссарионович как-то к слову нас всех похвалил за отверженный труд и говорит: вы все, что прославились работая в своих колхозах, считаетесь передовыми работниками с создании коммунизма.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫапла тӑвӑпӑр: ман салтаксем тыткӑна лекнисем вырӑнне пулччӑр, эсир ман полка малти линие хӑваласа каяканнисем пулатӑр.

Сделаем так: мои солдаты путь будут запленных, вы проведете полк до передовой линии.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эсир кам пулатӑр, пичче?

Вы кто, дядя?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах ыттисене тартсан, эсир хӑвӑр айӑплӑ пулатӑр.

Но пеняйте на себя, если вы дадите уйти остальным.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех