Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Флп 2

Пай: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Филиппӑ ҫыннисене янӑ ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.19 09:02

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 433

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Эсир ӗнтӗ Христос вӗрентнӗ пек пӗр-пӗрне лӑплантаратӑр пулсан, пӗр-пӗрне юратнипе савӑнса пурӑнатӑр пулсан, пӗр-пӗринпе чун-чӗререн хутшӑнатӑр пулсан, сирӗн ҫынна хӗрхенесси, ҫыншӑн хуйхӑрасси пулсан, 2. манӑн савӑнӑҫӑма тата туллирех тӑвӑсӑрччӗ: сирӗн шухӑшӑрсем пӗр пулччӑр, пӗр-пӗрне юратӑр, пӗр чунлӑ, пӗр шухӑшлӑ пулӑр; 3. нимӗне те тупӑшса е мухтанса ан тӑвӑр, йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр. 4. Кашнийӗ пӗр хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те тӑрӑштӑр. 5. Сирӗн кӑмӑлӑр Христос Иисус кӑмӑлӗ пек пултӑр. 6. Вӑл пур тӗлӗшпе те Турӑпа тан пулнӑ, ҫавӑнпа Хӑй Турӑпа тан пулнине вӑрласа тунӑ ӗҫ вырӑнне хуман; 7. чура пек пулса, этем евӗрлӗ пулса, пӑхма та этем пекех курӑнса, Хӑйне Хӑй кӗҫӗне хӑварнӑ. 8. Вӑл Хӑйне Хӑй тем таранччен йӑвашлатса хӗрес ҫинчи вилӗмпе вилмелле пуличченех пӑхӑнса тӑнӑ. 9. Ҫавӑнпа Турӑ Ӑна вӗҫӗмсӗр асла кӑларнӑ, Ӑна пур ятран та чаплӑ ят панӑ: 10. ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те Иисус ятне асӑнса пуҫҫапчӑр, 11. Атте Турӑ мухтавӗшӗн Иисус Христоса пур чун та Ҫӳлхуҫа тесе калатӑр тенӗ.

12. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир яланах итлекенччӗ — манӑн умра анчах мар, тата ытларах халӗ, эпӗ сирӗнпе мар чухне, — хӑвӑра ҫӑласшӑн хӑраса та чӗтресе тӑрӑшӑр: 13. Турӑ сирӗн ӑшӑра Хӑй ырӑ шухӑш кӗртет, ӑна пурӑнӑҫлама вӑй та парать. 14. Пурне те пӗр ӳпкелемесӗр, иккӗленмесӗр тӑвӑр, 15-16. вара эсир айӑпсӑр, таса пулатӑр, пуҫтах та пӑсӑлнӑ ӑру хушшинче Турӑ ачисем пек айӑпсӑр пулатӑр, пӗтекенсене пурӑнӑҫ сӑмахӗ ҫинчен вӗрентсе, эсир ҫав халӑх хушшинче ӗнтӗ тӗнчене ҫутатса тӑракан ҫутӑсем пек ҫутӑлса тӑратӑр — ¦¦ эпӗ тӑрӑшни, эпӗ ӗҫлени усӑсӑр пулмарӗ. 17. Эсир ӗненни — Турра кӳрекен парне, эхер те манӑн юнӑм ҫав парне ҫине сапӑнмалла пулсассӑн, эпӗ савӑнӑп, сирӗнпе пӗрле хӗпӗртенӗп; 18. ҫавӑншӑн эсир те савӑнӑр, манпа пӗрле хӗпӗртенӗр.

19. Эсир епле пурӑннине пӗлсе чунӑма пусармашкӑн эпӗ Иисус Ҫӳлхуҫамӑр пулӑшнипе кӗҫех сирӗн пата Тимофее яма ӗмӗтленетӗп. 20. Сирӗншӗн ун пекех чунтан-вартан тӑрӑшакан манӑн урӑх никам та ҫук: 21. пурте хӑйсене кирлине шыраҫҫӗ, Иисус Христоса юрӑхлине шырамаҫҫӗ; 22. Тимофей шанчӑклине эсир хӑвӑр пӗлетӗр: Ырӑ Хыпар сармашкӑн вӑл мана ывӑлӗ ашшӗне пулӑшнӑ пек пулӑшса тӑчӗ. 23. Ҫапла ӗнтӗ, хама мӗн пулассине пӗлсенех, эпӗ ӑна сирӗн пата ярӑп тесе ӗмӗтленсе тӑратӑп. 24. Ҫӳлхуҫамӑр пулӑшнипе хам та сирӗн пата часах ҫитессе шанса тӑратӑп. 25. Халӗ эпӗ сирӗн пата Епафродит тӑванӑма — хампа пӗрле ӗҫлекене, хама пулӑшакана — ярас терӗм, ӑна эсир хӑвӑр ман патӑма мана пулӑшса тӑма янӑччӗ. 26. Вӑл ҫав тери сире курасшӑнччӗ; хӑй чирли ҫинчен сирӗн пата хыпар ҫитнӗшӗн те питӗ хуйхӑрчӗ. 27. Чӑнах та, вӑл вилес пекех чирленӗччӗ; Турӑ ӑна хӑтарчӗ, ӑна анчах мар, мана хама та хуйхӑ ҫине хуйхӑ курасран хӑтарчӗ. 28. Ҫавӑнпа эпӗ ӑна васкасах сирӗн пата ятӑм та, сирӗн ӑна тепре курса савӑнмалла пултӑр, хамӑн хуйхӑм та пусӑрӑнтӑр терӗм. 29. Эсир ӗнтӗ ӑна Ҫӳлхуҫашӑн савса, чун-чӗререн хапӑл тӑвӑр, ун пеккисене хисеплесе тӑрӑр: 30. вӑл Христос ӗҫӗшӗн пурӑнӑҫне те хӗрхенмерӗ: эсир мана пулӑшса ҫитерейменнине тӑвас тесе вӑл вилес патнех ҫитнӗччӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех