Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулас (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кам та пулин урӑххи пулсан хӑть, — терӗ Том хӑйӗн ӑссӗн, шӑлӗсене шӑтӑртаттарса, — ҫав хӑйне хӑй питех те чаплӑ тумланнӑ тесе, хӑйне аристократ тесе шутлакан Сент-Луирен килнӗ шукӑль арҫын ача пулас марччӗ хӑть. Тӑхта-ха!

Кто угодно, только бы не этот мальчишка! — думал Том, скрежеща зубами. — Кто угодно в городе, только не этот франт из Сент-Луи, туда же, воображает, что он аристократ, оттого что одет с иголочки. Ну погоди.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ия, хамӑн пур туссене те… тата манпа туслӑ пулас текенсене пурне те.

— Да, всех моих друзей… или тех, кто хочет со мной дружить.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ун пек хӗвелпе пиҫӗ ӳт-тирлӗ пулас тата ун пек чапа тухас пулсан, вӗсем ҫавӑншӑн тӗнчере мӗн пуррине йӑлтах панӑ пулӗччӗҫ.

Они отдали бы все на свете за такой темный загар и за такую громкую славу.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Дезертир пулас ҫук вӑл.

Он же не дезертир.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ӑнсӑртран пӗр-пӗр иртен-ҫӳрене тӗл пулас мар тесе, вӑл пӗр аллӑ ярд ытлашши ишрӗ те ҫырана хӑйне кирлӗ ҫӗртен анаталларах тухрӗ.

Он вылез из воды шагах в пятидесяти от пароходика чтобы не наткнуться на отставших пассажиров.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫӗрле вӗсен сулли ҫухалнӑ, ӑна пӗр-пӗр шыв юхӑмӗ ӑнсӑртран шыв тулса килнипе юхтарса кайнӑ пулас.

Плот унесло течением или прибылой водой.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑйсем пӗр-пӗринпе ӑҫта тӗл пуласси ҫинчен каварлашса, вӗсем уйрӑлса утрӗҫ, — вӗсем хӑйсем юратнӑ сехетре, урӑхла каласан, ҫур ҫӗрте, хуларан икӗ миля тӑварахра, шыв хӗрринче, ҫын ҫук ҫӗрте пӗрле тӗл пулас, терӗҫ.

Скоро они расстались, чтобы встретиться в уединенном месте на берегу реки выше городка в любимый час, то есть в полночь.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑть чиркӳпе ҫап, нимӗн те пулас ҫук, чӑнах.

Хоть колокольней бей, ничего ему не сделается.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ҫук, Том, ун пек пулас ҫук пулӗ.

— Нет, это вряд ли, Том.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Апла пулас ҫук!

— Ты так думаешь?

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл хӑй клоун пулас тесе шутлани ҫинчен аса илчӗ, анчах халӗ ун ҫинчен шухӑшласси ӑна йӗрӗнмелле туйӑнчӗ.

Ему в голову опять пришла мысль сделаться клоуном, но на этот раз она внушила только отвращение.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Питех те ыйхӑ килтерекен кунсем хушшинче ҫак чи хытӑрах ыйхӑлаттаракан кун пулчӗ пулас.

Из всех скучных дней это был самый скучный.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пысӑк перемена нихҫан та пулас ҫук пек туйӑнчӗ ӑна.

Ему казалось, что большая перемена никогда не начнется.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Паллах, пулас ҫук.

Ничего не выйдет.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӑштахран хӑтланасси ӑна йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ пулас, вӑл, нӑрӑ ҫинчен манса, тӗлӗрме тытӑнчӗ, сӑмси аялалла усӑна-усӑтаа анчӗ.

наконец утомился играть с жуком и стал рассеян и невнимателен.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗтӗм тӗнчери халӑхсем умӗнче ҫав пысӑк ӗҫе ачан тума тивни ҫеҫ Тома тӗлӗнтерсе ячӗ, унӑн куҫпуҫӗ ҫутӑлса кайрӗ, вӑл хӑйӗн ӑшӗнче: «Арӑсланӗ алла вӗреннӗскер пулас пулсан, эпӗ хам та ҫавӑн пек ача пулма хатӗр», — терӗ.

он думал только о том, какая это будет выигрышная роль для главного действующего лица, да еще на глазах у всех народов; и ему самому захотелось быть этим младенцем, конечно, при условии, что лев будет ручной.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнтанпа нумай ҫул иртрӗ, мӗн-мӗн пулнисене пурне те эпӗ мантӑм; вӑл япала таҫта ют ҫӗршывра пулнӑччӗ пулас.

Это было что-то очень давно, и я почти ничего о нем не помню, но, по-моему, это было не у нас, а где-то за границей.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тӗттӗм пулас пулсан, Том ҫав ҫын умне чӗркуҫленсе ларса ӑна ӳксе пуҫҫапма та хатӗрччӗ.

Он бы с радостью упал перед судьей на колени, если бы в школе было темно.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мур илесшӗ, санӑн та Джефф вырӑнӗнче пулас килетчӗ пулӗ? — тесе пӑшӑлтатрӗҫ юлташӗсем.

Скажи, небось хочется быть на месте Джефа?

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пит ҫунӑшӑн сана нимӗн те пулас ҫук.

От воды тебе ничего не сделается.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех