Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Эй тӑванӑмсем, кирек мӗнле асапа ҫаклансан та эсир чунтан-вартан савӑнӑр — 3. хӑвӑр мӗнле ӗненнине сӑнани-тӗрӗслени сире тӳсӗмлӗ тунине пӗлсе тӑрӑр; 4. пур тӗлӗшпе те ырӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулас тесессӗн, сирӗн яланах тӳсӗмлӗ пулмалла.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Павел тӳрӗлӗх ҫинчен, чаруллӑ пулмалли ҫинчен, пулас сут ҫинчен кала пуҫласан, Феликс хӑраса ӳкнӗ те: халӗ кай-ха, вӑхӑт пулсан сана тата чӗнтерӗп, тенӗ.
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл ҫапла каласассӑн, фарисейсемпе саддукейсем хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ; вара пуху пайланса кайнӑ, 8. мӗншӗн тесессӗн саддукейсем: «чӗрӗлсе тӑрасси пулас ҫук, ангел та, чун та ҫук» теҫҫӗ; фарисейсем вара: «вӑл та, ку та пур» теҫҫӗ.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ун пирки никам та тавлашмасть, апла сирӗн лӑпкӑ пулас пулать, пӗлнӗ-пӗлмен нимӗн те тӑвас пулмасть.36. Если же в этом нет спора, то надобно вам быть спокойными и не поступать опрометчиво.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпикур майлӑ философсем тата стоиксен философӗсем хӑшӗ-пӗрисем унпа тавлашма тытӑннӑ; пӗрисем: «ку сӳпӗлти мӗн каласшӑн-ши?» тенӗ; тепӗрисем: «вӑл ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас» тенӗ; Павел вара вӗсене Иисус ҫинчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнӗ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кунта ӑна Турӑ ура лаппи пусӑмлӑх та еткер ҫӗр паман; анчах ҫак ҫӗре ӑна, ун хыҫҫӑн пулас тӑхӑмӗсене пама пулнӑ — ун чухне Авраамӑн ача-пӑча та пулман-ха.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр — ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк ан ҫиттӗр: 35. вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те таната пек карса илӗ; 36. ҫавӑнпа кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр — ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр, тенӗ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Акӑ ӗнтӗ малтисем пулас кайрисем, кайрисем пулас малтисем пур, тенӗ.30. И вот, есть последние, которые будут первыми, и есть первые, которые будут последними.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ — Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил, мана санпа калаҫма, сана ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ; 20. ман сӑмахсене — вӑхӑчӗ ҫитсен вырӑна килес сӑмахсене — ӗненменшӗн акӑ эсӗ ҫав ӗҫ пулас кунччен чӗнейми, калаҫайми пулса пурӑнӑн, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ, кӑмӑлӑр пулсан вӗсене эсир кирек хӑҫан та ырӑ тума пултаратӑр; Эпӗ вара сирӗнпе яланах пулас ҫук.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫав кунсенче хӑрушӑ асап пулӗ, унашкалли Турӑ пултарнӑ тӗнче пуҫланнӑранпа халиччен пулман та, пулас та ҫук.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Анчах сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: сирӗн хушшӑрта кам асли пулас тет, ҫавӑ сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр; 44. сирӗн хушшӑрта кам малти пулас тет, ҫавӑ пуриншӗн те чура пултӑр.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Унтан ларнӑ та вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе каланӑ: кам асли пулас тет, ҫавӑ пуринчен те кӗҫӗн, пуриншӗн те тарҫӑ пултӑр, тенӗ.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иисус ҫакна асӑрхасассӑн каланӑ вӗсене: мӗншӗн эсир хӗрарӑма пӑшӑрхантаратӑр? вӑл Маншӑн ырӑ ӗҫ турӗ: 11. кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ сирӗнпе яланах пулас ҫук; 12. ҫак мирӑна Манӑн ӳтӗм ҫине юхтарса, вӑл Мана ҫӗре пытарма хатӗрлерӗ; 13. чӑн калатӑп сире: ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе кирек ӑҫта пӗлтерсе ҫӳресессӗн те, унта ку хӗрарӑма та асӑнӗҫ, вӑл мӗн тунине каласа кӑтартӗҫ, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсир тарасси хӗллене е шӑматкуна ан килтӗрччӗ тесе кӗлтӑвӑр: 21. ун чухне хӑрушла асап вӑхӑт пулӗ, ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман, пулас та ҫук.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: эсир пӗлетӗр: халӑхсен пуҫлӑхӗсем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, тӳресем те халӑха хӗсӗрлеҫҫӗ; 26. сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас теекенӗ сирӗн тарҫӑр пултӑр; 27. хӑвӑр хушшӑрта малти пулас теекенӗ сирӗн чурӑр пултӑр; 28. Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ, тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иисус каланӑ вӗсене: чӑн калатӑп сире: пулас тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑй мухтавлӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вуникӗ йӑхне сут тумашкӑн вуникӗ аслӑ пукан ҫине ларатӑр.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн пулас упӑшки Иосиф тӳрӗ ҫын пулнӑ; вӑл, Марийӑн ятне ярас мар тесе, ӑна вӑрттӑн уйӑрса ярасшӑн пулнӑ.19. Иосиф же муж Ее, будучи праведен и не желая огласить Ее, хотел тайно отпустить Ее.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Эсӗ вара хӑвӑншӑн тӑрӑш, хӑвӑн пата тата хӑвӑн евӗрлисем патне килес мухтав ҫинчен шухӑшла; 52. ӗнтӗ сирӗн валли рай уҫса хунӑ, чӗрӗлӗх йывӑҫӗ лартнӑ, пулас вӑхӑта палӑртса хунӑ, ытлӑх-ҫитлӗх хатӗр, хула туса лартнӑ, канлӗх хатӗрленӗ, тулли ырӑлӑхпа чӑн ӑслӑлӑх пулӗ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Сут кунӗ вара ҫак вӑхӑтӑн вӗҫӗ тата пулас вилӗмсӗрлӗхӗн пуҫламӑшӗ пулӗ, ун чухне вилекен пулмӗ, 44. чарусӑрлӑх пӗтсе ларӗ, ӗненӳсӗр пурӑнасси чарӑнӗ, тӗрӗслӗх ӳсӗ, чӑнлӑх ҫуталса кайӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.