Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Мк 10

Пай: Библи –> Марк ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.18 11:52

Пуплевӗш: 57; Сӑмах: 841

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Унтан кайсассӑн Иудея ҫӗрне, Иордан леш енне, ҫитет. Ун патне каллех халӑх пуҫтарӑнать; яланхи пекех, Вӑл каллех вӗсене вӗрентнӗ. 2. Фарисейсем пынӑ та, Ӑна сӑнас тесе, ыйтнӑ Унран: упӑшкин хӑй арӑмне уйӑрса яма юрать-и? тенӗ. 3. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Моисей мӗнле йӗрке панӑ сире? тенӗ. 4. Вӗсем каланӑ: уйӑрнине кӑтартакан ҫыру парсассӑн Моисей уйӑрма ирӗк панӑ, тенӗ. 5. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: вӑл сире ҫав ӳкӗте хӑвӑр хытӑ чӗреллӗ пулнӑран ҫырса панӑ. 6. Чӑн малтанах, тӗнчене пултарнӑ чухне, Турӑ арҫынпа хӗрарӑма пултарнӑ. 7. Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те 8. арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ; ҫапла ӗнтӗ вӗсем — иккӗн мар, пӗр ӳт. 9. Ҫавӑнпа та Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр, тенӗ. 10. Вӗренекенӗсем Унран пӳртре те каллех ҫавӑн ҫинчен ыйтнӑ. 11. Вӑл вӗсене каланӑ: кам хӑй арӑмне уйӑрса ярса урӑх арӑм илет, ҫавӑ аскӑн ӗҫ тӑвать; 12. арӑм та, хӑй упӑшкинчен уйӑрӑлса урӑх ҫынна качча кайсан, аскӑн ӗҫ тӑвать, тенӗ.

13. Вӑл аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе, Ун патне ачасене илсе пынӑ; анчах та вӗренекенӗсем ача илсе пыракансене ҫывӑха та яман. 14. Ҫавна курсассӑн Иисус тарӑхса каланӑ вӗсене: ачасем Ман патӑма килччӗр, вӗсене чарса ан тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Патшалӑхӗ — ҫавӑн пеккисемшӗн. 15. Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫавӑ унта кӗреймӗ, тенӗ. 16. Унтан ачасене ыталаса, вӗсем ҫине аллине хурса пилленӗ.

17. Вӑл ҫула тухма хатӗрленнӗ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса Унран ҫапла ыйтнӑ: эй ырӑ Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн? тенӗ. 18. Иисус каланӑ ӑна: мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. 19. Ӳкӗтсене пӗлетӗн: ан аскӑнлан; ан вӗлер; ан вӑрла; суя ан кӳнтеле; ан хурла; аҫупа аннӳне хисепле, тенӗ. 20. Лешӗ вара Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Вӗрентекен! эпӗ ҫакна пурне те ачаранпах туса тӑратӑп, тенӗ. 21. Иисус ун ҫине пӑхса, ӑна юратса каланӑ: санӑн тата пӗри ҫитеймест: кай та мӗнпур пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн мулу тӳпере пулӗ; кайран таврӑн та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ. 22. Лешӗ вара ҫак сӑмахсене пула пӑшӑрханса, салхуллӑн пӑрӑнса утнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ пуян пулнӑ. 23. Иисус ӗнтӗ, йӗри-тавралла пӑхса илсе, Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле хӗн! тет. Ҫак сӑмахсем вӗренекенӗсене хӑратсах пӑрахнӑ. 24. Анчах Иисус вӗсене каллех ҫапла калать: ачамсем! пурлӑха шанакансене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле хӗн! 25. Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах, тенӗ. 26. Вӗсем, тӗлӗнсе кайса, пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: кам ҫӑлӑнма пултарӗ апла? тенӗ. 27. Иисус вӗсем ҫине пӑхса илнӗ те ҫапла калать: этем ӑна тума пултараймасть, Турӑ — тӑвать, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пурне те пултарать, тет.

28. Вара Ӑна Петр кала пуҫланӑ: акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, тенӗ. 29. Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн калатӑп сире: кам та кам Маншӑн тата Евангелишӗн кил-ҫуртне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е ачисене, е уй-хирне пӑрахса хӑварать, 30. ҫавӑ халех, ҫак вӑхӑтрах, хӗсӗрленӗ хушӑрах, кил-ҫуртне те, тӑванӗсене те, ашшӗне те, амӑшне те, ачисене те, уй-хирне те ҫӗр хут ытларах илӗ, ҫитес ӗмӗрте вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ. 31. Малтисем нумайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ, тенӗ.

32. Ҫул ҫинче, Иерусалималла улӑхнӑ чухне, Иисус ӗнтӗ вӗренекенӗсен умӗнчен утса пынӑ, лешӗсем сехӗрленсех ӳкнӗ, вӗсемпе пӗрле пыракансем те питӗ хӑранӑ. ¦¦ Вӑл вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене каллех Хӑйне мӗн кӗтни ҫинчен кала пуҫланӑ: 33. акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна сут туса вӗлерме йышӑнӗҫ те суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ, 34. Ӑна мӑшкӑллӗҫ, хӗнӗҫ, Ун ҫине сурӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ; Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ. 35. Ҫавӑн чухне Ун патне Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа Иоанн пынӑ та ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! эпир Сана хамӑр ыйтассине тутарасшӑн, тенӗ. 36. Вӑл вӗсене каланӑ: эсир Мана хӑвӑршӑн мӗн тутарасшӑн? тенӗ. 37. Вӗсем Ӑна каланӑ: Эсӗ, мухтавлӑ вырӑнна ларсассӑн, пире пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лармалла тусамччӗ, тенӗ. 38. Иисус каланӑ вӗсене: хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫекен куркана ӗҫме, Эпӗ куракан асапа тӳсме пултарайӑр-и? тенӗ. 39. Лешӗсем: пултаратпӑр, тенӗ. Иисус вара каланӑ вӗсене: Эпӗ ӗҫекен куркана ӗҫессе ӗҫӗр, Эпӗ куракан асапа та тӳсӗр, 40. анчах Хамӑн сылтӑм енӗмпе сулахай енӗме лартасси Манран килмест, кам валли хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑ ларӗ унта, тенӗ. 41. Ҫакна илтсессӗн ытти вуннӑшӗ Иаковпа Иоана ҫилленнӗ. 42. Иисус вӗсене чӗнсе илсе ҫапла калать: эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, халӑхсен пуҫлӑхӗсем шутланакансем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, улпучӗсем вӗсене хӑйсен аллинче тытаҫҫӗ. 43. Анчах сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: сирӗн хушшӑрта кам асли пулас тет, ҫавӑ сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр; 44. сирӗн хушшӑрта кам малти пулас тет, ҫавӑ пуриншӗн те чура пултӑр. 45. Этем Ывӑлӗ те Хӑйне пулӑштарасшӑн килмен, Хӑй пулӑшасшӑн, нумайӑшне ҫӑласшӑн Хӑй чунне пама килнӗ, тенӗ.

46. Иерихона ҫитеҫҫӗ. Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе, йышлӑ халӑхпа Иерихонран тухнӑ чухне пӗр суккӑр ҫын, Тимей ывӑлӗ Вартимей, ҫул хӗрринче ыйткаласа ларнӑ. 47. Ку Назарет Иисусӗ тенине илтсен вӑл: эй Давид Ывӑлӗ Иисус! хӗрхенсем мана, тесе кӑшкӑра пуҫланӑ. 48. Нумайӑшӗ ӑна шӑпланма хушнӑ; анчах вӑл: эй Давид Ывӑлӗ! хӗрхенсем мана, тесе тата хытӑрах кӑшкӑра пуҫланӑ. 49. Иисус чарӑнса тӑнӑ та ӑна чӗнсе илме хушнӑ. Вара ҫынсем суккӑра чӗнеҫҫӗ: ан хӑра, тӑр, сана чӗнет, теҫҫӗ. 50. Лешӗ ӗнтӗ ҫиелти тумне хывса пӑрахсах сиксе тӑнӑ та Иисус патне пынӑ. 51. Ӑна хуравласа Иисус ҫапла ыйтнӑ: эсӗ Мана хӑвӑншӑн мӗн тутарасшӑн? тенӗ. Суккӑр ҫын Ӑна: Вӗрентекен! манӑн куракан пуласчӗ, тенӗ. 52. Иисус каланӑ ӑна: каях, ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, тенӗ. Лешӗ вара ҫав самантрах куракан пулнӑ та ҫулпа Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех