Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

планне (тĕпĕ: план) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майор, Роберт, Паганель тата Джон Мангльс сӑртӑн планне лайӑх тӗпчесе ӳкерчӗҫ.

Майор, Роберт, Паганель и Джон Мангльс сняли точный план горы.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ, конференци хыҫҫӑн, ҫаплах уҫҫӑн кӗрешсе пыни — партирен тухса ӳкессине ҫеҫ пӗлтерет, ку, паллах, пирӗн ӗҫ планне кӗмест.

Сейчас продолжать борьбу открыто, особенно после конференции, — значит вылететь из партии, что в план наших действий не входит.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Планне чӑнласах та питӗ аван шухӑшласа кӑларнӑ, унпа килӗшессинчен урӑх нимӗн тума та ҫук.

Ничего иного не оставалось, как согласиться с этим действительно отлично придуманным планом.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван Айртон планне йышӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Гленарван объявил, что принимает план Айртона.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганелӗн планне ырларӗҫ, Гленарван ҫавӑнтах мӗнпур кирлӗ хатӗрсене чи кӗске вӑхӑтра туса ҫитерме хушса ыран мар тепӗр кунне, декабрӗн 22-мӗшӗнче, ҫул ҫине тухасси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Как только план Паганеля был принят, Гленарван тотчас же приказал в самый короткий срок сделать все необходимые приготовления и назначил отъезд на послезавтра, то есть на 22 декабря.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Халӗ, тусӑмсем, — терӗ Гленарван, — кампанин ҫӗнӗ планне сӳтсе явнӑ ҫӗрте сире пурсӑра та хутшӑнма сӗнетӗп.

— Теперь, друзья мои, — сказал Гленарван, — я приглашаю всех вас принять участие в выработке нового плана кампании.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван, Айртонран илтнӗ хыпарсемпе усӑ курса, ҫӗнӗ шыравсен планне сӳтсе явма тытӑнма шутланӑччӗ, майор ҫавӑн чухне самантрах ҫапла ыйтса пӗлчӗ матросран.

Гленарван хотел было приступить уже к обсуждению нового плана поисков, основанного на полученных от Айртона сведениях, как вдруг майор обратился к матросу со следующим вопросом:

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Чей ӗҫсе тӑрансан, эпӗ хамӑн малашнехи пурнӑҫӑн планне тума тытӑнтӑм.

Напившись чаю, я принялся составлять план дальнейшей своей жизни.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Анчах Корфшӑн чи кирли партизансене ҫавӑрса илме тесе хӑй тунӑ планне ӗҫе кӗртсе ҫитересси: ҫакна тума пуринчен малтан телефон патне ҫитмелле, ҫывӑхри телефон Аслӑ Дрогалинче, ҫав яла урлӑ вӗсем тин кӑна иртсе килчӗҫ.

Но Корфу сейчас важнее всего было осуществить свой план окружения партизан; для этого нужно скорее попасть к телефону, а ближайший телефон — в Больших Дрогалях, которые они только что проехали.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫурт планне, ҫемҫе диванпа компьютера ӑҫтарах вырнаҫтармаллине те кӑтартнӑ унта.

Даже прислал план дома, на котором указал место для дивана и компьютера.

Хӗл Мучи парни // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 52,56 с.

Планне кӑна тӗплӗ хатӗрлемелле: пӗр йӗксӗк те ҫулӑхма ан пултартӑр, пурте чип-чипер пулса тухтӑр.

Надо только такой план сработать, чтобы все вышло без заминки, чтобы комар носу не подточил.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑнпа Тимош планне илсессӗнех Сашка тухса кайрӗ.

Поэтому Саша немедленно отправился в путь, запасшись Тимошкиным планом.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Малтанласа эпӗ хам та Оська планне хирӗҫ тӑма шухӑшлаттӑм.

У меня у самого было сначала много возражений против Оськиного плана.

II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Юлашки страницине вуласа пӗтерсен, паянхи кун планне тултарнӑ пек сунса, вӑл тулли кӑмӑлпа вырӑн ҫине выртнӑ та вара, пуҫне юлнине тепӗр хут аса илсе, ҫывӑрса кайнӑ.

И когда дочитывалась последняя страница, как бы возвещая о выполнении намеченного на день плана, он, довольный, ложился в постель и, мысленно перебирая прочитанное, засыпал.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кунта илсе кил кӑмрӑкна, пӗтӗм шахта планне эсӗ пӑсатӑн!

Неси сюда уголь, ты же срываешь план всей шахты!

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Пайри пӗтӗмӗшле ӗҫсене те, инструктор пӗлмелли мӗн пур техникӑлла ӑсталӑха та: парти хуҫалӑхне типтерлӗ тытма, черетлӗ кампанин тӗплӗ планне тума, агитаторсен инструктажне ирттерме, пуҫламӑш парторганизацин ӗҫне тӗрӗслеме, мӗнле те пулин ыйту тӑрӑх райком бюровӗ йышӑннӑ решенин проектне кирлӗ пек, тӗплӗн те уҫҫӑн ҫырма, пленум е конференци резолюцине хатӗрлеме Ксени чылаях хӑвӑрт вӗренсе ҫитнӗ.

Довольно быстро Ксения освоилась и с общей обстановкой в отделе, и со всеми техническими тонкостями, какие надлежало знать инструктору: как в образцовом порядке содержать партийное хозяйство, как расписать детальный план очередной кампании, провести инструктаж агитаторов, проверить деятельность первичной партийной организации, деловито, с предельной четкостью сформулировать проект решения бюро райкома по какому-нибудь вопросу, составить в ясных формулировках резолюцию пленума или конференции.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унтан Григорий ӑнсӑртран килсе тухма пултаракан пӑтӑрмахсемпе хӑйхи планне пурнӑҫлама кансӗрлекен кӗтмен чӑрмавсем пирки йӑлтах виҫсе-шухӑшласа пӑхрӗ те, икӗ стакан сӑмакун ӗҫсе, хывӑнмасӑрах кравать ҫине выртрӗ, пуҫ ҫинчен шинель аркипе витӗнсе, вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ.

И Григорий, тщательно проверив и прикинув в уме все возможные случайности, все, что непредвиденно могло помешать осуществлению его плана, выпил два стакана самогонки, не раздеваясь повалился на койку; покрыв голову влажной полой шинели, уснул мертвецки.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Суворов хӑйсен планне ан ӑнлантӑр тесе, французсен генералӗсем татах чакнӑ пек тунӑ.

А для того чтобы Суворов их план не понял, сделали французские генералы вид, что отходят дальше.

Кӗперсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Пулма пултарӗ — килӗшрӗ Рагулин, хӑй ӑшӗнче Ефима пурне те калама юрать тесе шухӑшларӗ — Санӑн тырпул тухӑҫӗн планне пӗлес килет?

— Могло быть, конешно, — согласился Рагулин, уже окончательно решив, что Ефиму можно во всем открыться, — Ты заинтересовался моими планами на урожай?

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсӗ пирӗн ҫынсене пулӑшрӑн, планне тума пулӑшрӑн, вӑрман тупса патӑн…

То ты подсоблял нашим людям, план помог составить, лесу добился…

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех