Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Хӗл Мучи парни

Автор: Николай Ишентей

Ҫӑлкуҫ: Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 52,56 с.

Хушнӑ: 2020.04.22 22:10

Пуплевӗш: 38; Сӑмах: 321

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӗл Мучи ватӑ ӗнтӗ. Вӑл миҫе ҫула ҫитнине тӗп-тӗрӗс никам та пӗлмест. Нумай пурӑнакан мучин мӑнукӗсем те йышлӑ — Юр пике, Сивӗ чӗппи, Ҫил-тӑман ачи, Ышша-тамаша тата пин-пин Юр кӗлетке…

Пӗррехинче, шкулалла утнӑ чух, Хӗл Мучие тӗл пултӑм. Вӑт ӑнӑҫу! Кӑмӑллӑ ватӑпа куҫа-куҫӑн калаҫма тӳр килчӗ. Акӑ мӗн каласа пачӗ вӑл:

«Парне ыйтакан ачасем ӗлӗк чылай сӑпайлӑрахчӗ. Ҫур ӗмӗр каярах пулнӑччӗ ку ӗҫ. Шур хулари Шурик йӗлтӗр ыйтса ҫыру ҫырнӑччӗ ман пата. Анлӑ хирти Алима ҫӑмламас кушак ҫури кирлӗччӗ, Аслӑ шыв хӗрринчи Асамат йытӑ ҫури парнелеме тархасланӑччӗ. Ача-пӑча кӑмӑлне пӑсас темерӗм: йӗлме касса йӗлтӗр турӑм, ҫӑмламас кушака та часах тупрӑм — вӗсем Ҫурҫӗрте пайтах чупса ҫӳреҫҫӗ. Мӑнуксем пулӑшсан йытӑ ҫуриллӗ пуласси те ӑф! темелӗх ҫеҫ. Хуҫасӑр анчӑка, кимӗ хыҫне пытаннӑскере, Сивӗ чӗппи чӗпӗтрӗ, Ышша-тамаша ял еннелле хӳтерчӗ. Хайхи йытта курсан Асамат питӗ савӑнчӗ. Ытти ачасем те парнеллӗ пулчӗҫ.

Ку чухне лару-тӑру пачах урӑхла. Тин кӑна СМС-ҫыру илтӗм, Артём ҫырать. Ҫичӗ хутлӑ кӗмӗл коттедж парнелеме ыйтать вӑл. Ҫурт планне, ҫемҫе диванпа компьютера ӑҫтарах вырнаҫтармаллине те кӑтартнӑ унта. Ҫӑмӑл машина лартмалли гаража та ӳкерчӗкленӗ.

Эпӗ кам? Хӗл Мучи! Хамӑн тивӗҫе ҫӗре ӳкерме пултараймастӑп — мӗн ыйтнине парнелемеллех. Каланӑ — пурнӑҫланӑ. Мӑнуксене хушрӑм та, ӗҫ вӗреме пуҫларӗ. Ҫил-тӑман ачи юр сапать, Юр кӗлетке пулӑшать — ҫурт кӑшкарне самантрах ҫавӑртӑмӑр. Сивӗ чӗппи пин-пин алпа тӑрмашрӗ: юр чӑмаккисене пӑрлантарса, чӗптӗмшерӗн хытарса ҫурт ҫи виттине карчӗ. Ыттисем те ӗҫсӗр юлмарӗҫ — юр кермене эрешлерӗҫ, тӗрлерӗҫ, кӗмӗл тӗспе сӑрларӗҫ.

Артём ирпе тухрӗ те, ай мӗн курӑнчӗ куҫне: ял хапхинчен инҫе мар тем пысӑкӑш кӗрт купи катаранах курӑнать, кермен пекех туйӑнать. Выляма питӗ меллӗ-ҫке!

Ши! шӑхӑрчӗ ача. Артём тавра шӑкӑрин тантӑшӗсем пухӑнчӗҫ, кӑмӑла килекен ӗҫе пикенчӗҫ. Эпир ҫӗр хута купаланӑ кермене хаваслӑ йыш кӑмӑлласа йышӑнчӗ: пӳлӗмсене тирпейлерӗҫ, юр хапхана тасатрӗҫ, юр купинченех машина кӳлепи те ӑсталарӗҫ. Парне пурне те тивӗҫтерчӗ. Артём та кӑмӑллӑ».

Хӗл Мучи калавне вӗҫлерӗ те хӑй ҫулӗпе уттарчӗ, эпӗ те шкулалла чупрӑм. Ачасем, Хӗл Мучирен парне ыйтнӑ чух ҫакна асра тытӑр: мучин кӑмӑлне кура ытлашши ан хапсӑнӑр — ӗмӗтсӗрленни никама та илем кӳмест.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех