Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: II сыпӑк

Пай: Хамӑр ӗҫсем ҫинчен

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Хушнӑ: 2020.04.12 19:29

Пуплевӗш: 272; Сӑмах: 1977

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Шкул патӗнче, ҫӗрле

Мӗнле манӑн тӗлӗнмелле характер тесе, эпӗ час-часах шухӑшлатӑп. Ҫак пӗчӗк ҫырусене ҫырса такам шӳтле хӑтланать тесех тӑраттӑм-ха эпӗ. Анчах каҫ ҫывхарнӑҫемӗн мӗн пуласса пӗлес килни мана аптрата пуҫларӗ. Тӑхӑр сехет ҫитсенех килтен чупса тухрӑм та шыв колонки патне ҫитрӗм, унта эпир Андрейпе тӗл пулма калаҫса татӑлнӑччӗ. Вӑл унта ҫитсе те тӑнӑ.

Эпир ҫырма хӗрринчи шкул патнелле утрӑмӑр, шкул хула хӗрринче.

Малтан эпир чул сарман урамсем тӑрӑх шавлӑн калаҫса пытӑмӑр, унта хӳмесем ҫине сирень йывӑҫ турачӗсем усӑна-усӑна аннӑ сирень леш енче хура кантӑклӑ пӗчӗк ҫуртсем курӑнаҫҫӗ. Осетровӑй слобода витӗр тухсан иксӗмӗр те шӑплантӑмӑр. Кунта ҫулӑн икӗ майӗпе те кӑмака мӑрйисем курӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене уйӑх ҫутатать, унта-кунта ваннӑ кирпӗч туллиех, кӑмрӑкланнӑ пӗренесем нумай, вӗсен айӗнчен тимӗр кравать ванчӑкӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ. Андрей вӗсем ҫине хӑра-хӑра пӑхать, эпӗ хам та кунта паттӑрриех мар.

Слободка вӗҫӗнче сӑрт хӑпарать, пирӗн шкул ҫав сӑрт ҫинче ларать те. Ун патнерех пырса тинкеререх пӑхсан, тӗлӗннипе ахлатса та илтӗмӗр: шкул умӗнчи сӑртра хӗрӗх ачана яхӑн пуҫтарӑннӑ пуль, хӗрачасем те пур.

Вӗсем патнелле ҫитсенех пире кӑшкӑрса йышӑнчӗҫ:

— Акӑ тата иккӗн!

— Эсир ҫырса янӑ-и?

— Мӗн те пулин пӗлетӗр-и вара эсир?

— Ӑҫтан тупрӑр эсир ҫырусем?

Ыттисенчен ытлашши пӗлместпӗр, терӗмӗр эпир. Вара пурте кам та кам теме тытӑнчӗҫ, тӗрлӗрен шухӑшласа пӑхрӗҫ.

— Нимӗн те мар, унта ним те ҫук! — терӗ Галина (вӑл ҫыхса тунӑ кофтине хӑй ҫине уртнӑ, кунта ҫитсе те тӑнӑ ӗнтӗ). — Ҫыруне ҫырса яраканӗ ҫыврать пуль-ха халь те, эпир кунта шӑнса ӗнтӗркесе тӑратпӑр.

— Тӗрӗс мар, — терӗҫ ӑна хирӗҫ, — ҫырса янӑ-тӑк, килетех ӗнтӗ, мӗн пулса тӑчӗ тесе курма та пулин килет.

— Ай туянтарасчӗ ӑна! Ҫапла-и, ачасем?

Тимошка Садиков мала тухса тӑчӗ, шалпар картусне тӳрлетсе тӑхӑнчӗ, сыпӑкӑн-сыпӑкӑн та васкавлӑн калама пуҫларӗ:

— Чимӗр-ха, ачасем! Пӗлетӗр-и-ха? Сасартӑк пирӗн пата Оська Димин килнӗ пулсан!.. Мӗн тейӗр?

Пурте шухӑшласа тӑчӗҫ. Уҫӑп манӑн ҫывӑх тусчӗ. Тимуш, тен, тӗрӗс те калать пулӗ тесе шухӑшларӑм эпӗ, мӗншӗн тесен Димин юрататчӗ ҫавӑн пек вӑрттӑн-вӑрттӑн хӑтланма. Анчах кунта вара Миша Морозов маларах тухса тӑчӗ:

— Мӗншӗн калас-ха кирлӗ мара? — терӗ вӑл. — Оська Свердловскинчен тарса фронтри фашистсен танкне ҫӗмӗрсе вилнине пурте пӗлеҫҫӗ-ҫке!

— Пӗлместӗр! — терӗ такам пӗри. — Вӑл Севастополе хӳтӗленӗ ҫӗрте путса вилнӗ.

Вара пурте Оська Димин мӗнле вилни ҫинчен тавлашма тытӑнчӗҫ, тавлашасси тата икӗ ҫын хамӑр паталла килнине куричченех пычӗ.

Пурте вӗсен еннелле ҫаврӑнса тӑчӗҫ те шӑпланчӗҫ.

Сӑрт ҫинелле сукмак тӑрӑх икӗ ача хӑпарать: пӗри патмар ҫын, сарлака хулпуҫҫиллӗ, пӗтӗмпе хура тумланнӑ; тепри — пӗчӗкскер, ҫинҫешке, шурӑ кӗпепе, шӑлаварӗ хура. Пысӑкки мана хамӑр кӳршӗри Кривохижа Яккавӗ пек курӑнчӗ. Пурсӑмӑр та шӑплантӑмӑр. Тимош хӑй аллипе пуҫне ҫапса илчӗ те, пӗчӗкки ҫине пӑхса:
— Хуть те мӗн калӑр та, ку Оська, — тесе пӑшӑлтатрӗ.
— Мӗнле Оська пултӑр сана унта!

— Каллех пурсӑмӑр та шӑплантӑмӑр.

— Утасса вара Оська майлах утать. Сиккелесе илет.

— Ҫук! Пулма пултараймасть.

— Ай, ачасем, ку чӑнах та Оська пулмалла!

— Ҫавах ҫав!

— Оська! — кӑшкӑрса ятӑмӑр пурсӑмӑр та. Ку чӑнах та Оська Димин пулчӗ.

Эпир ун патне пырса ӑна хупӑрласа илтӗмӗр. Пурте кӑшкӑраҫҫӗ, кулаҫҫӗ, аллисене ҫупаҫҫӗ. Тимош та, ытла хӗпӗртенипе, хӑйне хулпуҫҫинчен аллипе ҫапать, юлташӗсене урипе тапать. Яшка кулать, мӑнаҫлӑ та телейлӗ вӑл, калӑн ҫав, ҫакӑнти пӗтӗм хаваслану Оська мар, ун ячӗпе пулчӗ тесе.

Ҫак пӗтӗм ҫаврӑнура пӗр ҫын кӑна хӑйне лӑпкӑ тытрӗ — ку Оська ӗнтӗ.

Иртнӗ ҫул хушшинче вӑл пӑртак ӳснӗ, анчах пурпӗрех хамӑр класра вӗренекенсенчен никамран та иртеймест. Куласса лӑпкӑн кулкалать вӑл, пуҫне е пӗр енне ҫавӑрать, е тепӗр енне, хӑйӗнчен ыйтса пӗлекенсемпе те кӗскен ҫеҫ калаҫать.

— Хӑҫан таврӑнтӑн эсӗ? Ӗнер-и? Паян-и?

— Ӗнер, каҫ пулсан тӑхӑр сехетре ҫитрӗм.

— Вара ҫак вӑхӑта ҫитсе те никам патӗнче пулмарӑн-и?

— Пулаймарӑм. Пӗр сӑлтавӑм пурччӗ манӑн.

— Чӑнах-и вӑл, эсӗ фронтра пулнӑ тени?

— Эс Севастопольте ҫапӑҫнӑ-и? Ҫапла-и? Фронта тарса кайнӑ-и?

— Фронта тесе тартӑм та, ҫитсе кураймарӑм.

— Тытрӗҫ-и?

— Тытрӗҫ ҫав. Ҫӗр те вунтӑватӑ километр кайсан.

Унпа мӗн чухлӗ ҫапла калаҫнине те пӗлейместӗп ӗнтӗ. Питӗ нумайччен калаҫрӑмӑр пулӗ. Кайран вара Галя унран акӑ мӗн ыйтрӗ:

— Халӗ кала-ха ӗнтӗ, ҫак ҫырусене эсӗ пӑрахса ҫӳрерӗн-и?

— Эпӗ мар. Ҫырасса эпех ҫырнӑ та, Яшка пӑрахса ҫӳренӗ.

— Ҫаплах ҫав! Вӗсем ҫапла майпа тӗлӗнтересшӗн пулнӑ иккен.

Апла каласан Оська кулкалама чарӑнчӗ.

— Ҫук, — терӗ вӑл пӗр кулмасӑр, — тӗлӗнтерес тесе мар. — Манӑн сире пӗр пысӑк ӗҫпе пуҫтарас килчӗ.

Оська «пӗр пысӑк ӗҫпе» тесен, малтан шӑпӑрт тӑтӑмӑр эпир, унтан пӗрне-пӗри пӳлсе, мӗнле пысӑк ӗҫ вӑл тесе аптратма тытӑнтӑмӑр.

— Чимӗр-ха, — терӗ Оська. — Капла пирӗн ӗҫ тухас ҫук. Ларӑр-ха ҫакӑнта курӑк ҫине, вара эпир пурсӑмӑр та пуху ирттерӗпӗр.

Пурсӑмӑр та ларса тухрӑмӑр. Оськӑпа Яшка чул крыльца ҫине хӑпарса тӑчӗҫ, Оська хӑй ҫине ҫакса янӑ сӑран сумкинчен темӗн илме хӑтланчӗ.

— Ҫутатса тӑр-ха, — терӗ вӑл.

Яшкан кӑкарӗ ҫинче пӗр йывӑҫ ещӗк ҫакӑнса тӑрать, унта телефон индукторӗ пур. Яшка унӑн тыткӑччине пӑрчӗ те, ещӗкӗ ҫинче пӗчӗкҫеҫҫӗ лампа ҫуталчӗ. Оська хӑйӗн темле хучӗсене нумайччен пӑхкаларӗ, эпир сывлӑмпа йӗпеннӗ курӑк ҫинче ларса ун ҫине пӑхрӑмӑр.

— Тавах! — терӗ вӑл.

Яшка лампине ҫавӑркалама пӑрахрӗ. Ҫапла пуҫланчӗ те пирӗн историллӗ канашлу.

— Вот, — терӗ Оська, — эпӗ ӗнер каҫпа ҫитрӗм те Яшка Кривохижӑна ҫеҫ курма ӗлкертӗм. Шкула кӑҫал юсаймаҫҫӗ, — терӗ вӑл, — десятилеткӑра вӗренмелле пулать, — терӗ.

— Ҫапла ҫав! — терӗ такам.

— Вӑт. Ҫавна пула тӗлӗнетӗп те эпӗ. Эсир епле чӑтса тӑма пултаратӑр-ха, ахлатса ҫеҫ тӑратӑр.

— Мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ эпир?

— Шкула пирӗн хамӑрӑн юсамалла. Акӑ мӗн тумалла!

— Мӗ-ӗн?

— Епле вӑл «хамӑр»!

— Ҫаплах ара, юсамӑпӑр тетӗр-и? Ҫине витӗпӗр, чӳречисене лартӑпӑр, алӑксем вырнаҫтарса хурӑпӑр…

— Ҫаксене пӗтӗмпех хамӑр тумалла-и?

— Хамӑр.

— Ачасем, вӑл ӑнран кайнӑ!

Пурте шавлама тытӑнчӗҫ, Яшка «шӑпланӑр!» тесе кӑшкӑрсан ҫеҫ шавлами пулчӗҫ.

— Ӑнран кайма шутламастӑп та эпӗ, — терӗ Оська.

— Кирек хӑҫан та вара кам та пулин пӗри-пӗри калама ҫук ӗҫ тума сӗнсен, ҫав ӗҫ пуласса шанман ҫынсем тупӑнаҫҫӗ. Эпӗ ку ӗҫ ҫинчен ҫӗрӗпех шухӑшларӑм. Ирхине Яшкӑпа калаҫрӑм та вӑл та манпа килӗшрӗ.

— Темӗн те шухӑшласа кӑларатӑн эсӗ, Оська! — мӑртӑхрӗ Галина. — Яшка та сан пекех. Ним латти те ҫук кунта.

— Эппин эпӗ сире цифрӑсемпе кӑтартма тытӑнам-ха, йӗрки пур ҫав кунта. Яшка, ҫутатса тӑр-ха!

Яшка каллех хӑй ещӗкне ҫавӑрма тытӑнчӗ, Оська вара, темле хучӗ ҫине пӑхса илчӗ те калама тытӑнчӗ:

— Хулари ачасен шучӗ икҫӗре ҫитет. Шкулта ҫирӗм ҫичӗ чӳрече. Эппин кашни чӳрече пуҫне ҫичӗ вӗренекен ача тивет. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ачасем тем тума та вӗренчӗҫ. Ремесленниксем, сӑмахран, пӗтӗм завочӗпе хӑйсем ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ. Эппин ҫичӗ ҫын пӗр чӳрече туса лартаймӗ-и вара?.. Халӗ малалла калӑпӑр…

Хайхи Оська мӗн-мӗн тумалли ҫинчен пӗтӗмпех каласа пачӗ, пӗтӗмпе пӗрле хӗрсе тытӑнсан, чӑнах та, ачасенчен нумайӑшӗ колхозра ӗҫлеҫҫӗ пулин те, сентябрӗн пӗрремӗш тӗлне шкула юсаса пӗтерме пулать.

— Акӑ эп пӗтертӗм те. Халӗ кам тухса калаҫасшӑн?

Малтанласа тухса калакансем пулмарӗҫ, кашни хӑй мӗн аса килнӗ, ҫавӑн ҫинчен шапӑлтатрӗ. Анчах акӑ Галина хӑй вырӑнӗнчен тӑчӗ. Шав лӑпланчӗ.

— Эпӗ калаҫасшӑн!

— Калӑрах.

— Эсӗ пирӗн хулара икҫӗр ача тетӗн. Ниепле те икҫӗр пулмасть! Шӑпах чи хаклисем, пысӑк ачасем ҫук. Хӑшӗ ремесленнӑй училищӗне кайнӑ, хӑшӗ тӗрлӗрен мастерскойра та МТС-ра ӗҫлет. Вӗсен хӑйсен те ӗҫӗсем пуҫ тӳпине ҫити иккен те, пире пулӑшма килӗҫ тейӗн-и?

— Ун пек шухӑшламастӑп та эпӗ.

— Юрать эппин! Пирӗн ачасем вара нимӗн те тума пӗлмеҫҫӗ.

— Вӗренӗҫ, — терӗ Оська.

— Кам вӗренттӗр вӗсене?

— Яшка вӗрентет. Вӑл кирек мӗн тума та ӑста. Вӑл пирӗн главнӑй инженер пулӗ.

— Яшка хӑй те ӗҫе кӗресшӗнччӗ-ха.

— Капла кӗмест ӗнтӗ.

— Кирек мӗн тӑвӑр! Ун пек ӗҫлекенсемпе нимӗн те тухас ҫук пулӗ тесе ҫеҫ калатӑп эпӗ.

— Эппин эсӗ те ӗҫлеймӗн-и вара?

— Хам пирки каламастӑп эпӗ.

— Мӗн тейӗн вара, ыттисем санран айвантарах-им? Ачасем кулса ячӗҫ.

— Лар, — терӗ Яшка. Галина ларчӗ.

— Тата кам тухса каласшӑн?

Хальхинче шӑл тухтӑрӗн ачи Олег Лакмусов ҫӗкленчӗ, вӑл тӑпал-тӑпӑл кӑна тирпейлӗ ача. Ыр кӑмӑлтан кулкаласа пуҫларӗ хӑй сӑмахне:

— Акӑ мӗнрен тӗлӗнетӗп-ха эпӗ. Мӗншӗн вара Оська Димин ҫакӑн пек хисеплӗ пухӑва пухас тесе ачасене ахаль ҫеҫ пӗлтерсе тухман, темле вӑрттӑн ҫырусем пӑраха-пӑраха аппаланнӑ?

— Пӗлеймерӗр те-и? — ыйтрӗ Оська. — Пуху пулать тесе пӗлтернипе ҫеҫ ачасенчен хӑшӗ-пӗрисем килмен те пулӗччӗҫ. Килте мӗнле те пулин ӗҫ тупӑнатчех. Капла тусан ачасем пурте пухӑнасса пӗлсех тӑтӑм эпӗ. Ку сӑмах ӗҫе тивмест-ха.

— Ҫапла пуль. Халь ӗҫе тытӑнӑпӑр тейӗпӗр-ха. Акӑ, сӑмахран, Димин Оська кунта каларӗ-ха, ҫине витмелле терӗ, урай сармалла терӗ тата ытти ҫавӑн пек ӗҫсем нумай… Акӑ ӑна пӗр-пӗр интереслӗ ыйту парам-ха: Димин Оська, ӑҫтан тупас тет-ха хӑма, пӑта тавраш, вӗсене тупмашкӑн халь чӑн-чӑн строительсемшӗн те кансӗр?

Вӑл чарӑнчӗ, аллине сӑтӑркаласа Оська ҫине пӑхса тӑчӗ.

— Юрӗ. Эпӗ сана калӑп, — терӗ лешӗ. — Яшка ҫутатса тӑр-ха!

Яшка хӑй лампине тытма ӗлкеричченех Тимош ура ҫине сиксе тӑчӗ те аллисене саркаласа:
— Чим-ха, Оська, чарӑн-ха! — терӗ.
— Эпӗ калам ӑна!.. Чӑннипе те ҫапла, чӑн-чӑн строительсем пӗтӗм хула тӑрӑх хӑма шыраса ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ, эпир вара пултаратпӑр! Кашни виҫшер хӑма тупсан та ултҫӗр хӑма пулать. Пӑта-и? Кашни вуннӑ тупма пултарать — ак сана икӗ пин пӑта пулчӗ те. Кӗркури пиччен сарайӗ хыҫӗнче ак ҫакӑн пек пӑта темӗн чухлӗ чиксе тултарнӑ. Иван тӑвӗ патӗнчи кӗпер айӗнче икӗ хӑма выртнине эпӗ хам куртӑм, никам та илмест вӗсене.

— Пӗлтӗн-и? — тесе ыйтрӗ Яшка Олегран.

— Питӗ лайӑх пӗлтӗм. Анчах тепӗр интереслӗ ыйту пама пулать-и сире: урай каштисем тума пӗрене ӑҫтан тупӑпӑр? Вӗсем те ӑҫта килнӗ унта выртса ҫӳреҫҫӗ-и?

— Вӗсене ак ӑҫтан тупӑпӑр, — теме ҫеҫ тытӑннӑччӗ Оська, Тимош ӑна пӳлчӗ те:

— Оська, чим-ха! Ӑҫтан тупасса пӗлетӗр-и? Шывпа пӗр вунтӑхӑр километр тӑвалла хӑпарсан, вӑрманта танксене хирӗҫ тӳнтернӗ йывӑҫ нумай. Унта хыр кӗрешӗсене каса-каса купаланӑ. Вӗсен турачӗсене иртмелле те, сулӑ туса, шыв тӑрӑх антармалла.

— Пӗлтӗр-и? — тесе ыйтрӗ Яшка.

— Пӗлтӗмӗр. Анчах акӑ мӗн ыйтса пӗлесшӗн-ха…

— Ҫитӗ сана! — терӗ ачасенчен пӗри. Олег ун ҫине пӑхса кулкаларӗ те:

— Акӑ мӗн ыйтса пӗлесшӗн-ха: пӳрт ҫине витме ӑҫтан тимӗр тупӑпӑр эпир?

— Михӗсем пуҫтарӑпӑр та, сӑмалапа сӗрсе витӗпӗр, пулать те. Хӗл ирттерме ҫитет, — терӗ Яшка.

— Авӑ мӗнле иккен! Михӗпе пӳрт витни ҫинчен илтменччӗ-ха эпӗ. Ҫинчен тата, ӑҫтан тупӑпӑр-ха ҫавӑн чухлӗ михӗ?

Кунта вара Галина та текех чӑтса тӑраймарӗ:

— Пуҫларӗ ӗнтӗ: «ӑҫтан та ӑҫтан» теме!.. Калаҫҫӗ вӗт-ха сана кашни ача илсе килет тесе!

— Питӗ лайӑх! Халь акӑ тата мӗн ыйтса пӗлес килет… Оська та чӑтса тӑраймарӗ. Пусма ҫинчен кӑшт аяларах анчӗ те:
— Эсӗ мӗн ыйтнине пӗтӗмпех каласа парам-и сана? — терӗ вӑл.
— Акӑ, пурте сан пек: ҫакна тума ҫук та, ҫавна тума ҫук, тесе сӳпӗлтетсе ларсан, нимӗн те тума пулмӗччӗ. Тӗнчере вара радио та, самолет та пулман пулӗччӗ. Чӑн-чӑн ҫынсемшӗн тесен малтан тума пултарайманни ҫеҫ сӑхлан-тарать!

«Тӗрес! Тӗрӗс!» тесе кӑшкӑрса ячӗҫ пурте аллисене ҫупса.

Малтанласа эпӗ хам та Оська планне хирӗҫ тӑма шухӑшлаттӑм. Анчах Олег ҫапла пӗр вырнаҫусӑр ыйтма тытӑнсан: «Ҫӗр тӗпне анса каяр та, пӗтӗм хулана пуҫхӗрлӗ ҫаврӑпӑр та, шкула пурпӗр туса хурӑпӑр!», терӗм эпӗ те.

Хам ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ хушӑра ыттисем пурте шкула хамӑр вӑйпах юсасан, пире мӗнле чыс та мухтав пулать тесе калаҫма пуҫларӗҫ. Тӑваттӑмӗш класра вӗренекен Нюся Ракушкина вара пур енне те ҫаврӑнкаласа чӑйӑлтатма та пуҫларӗ:

— Ай, ачасем! Пӗлетӗр-и эсир? — терӗ вӑл. — Фашистсем халь чакса каяҫҫӗ те: «пурпӗрех эпир вӗсен шкулне ҫунтартӑмӑр-ха, пурпӗрех ҫунтартӑмӑр!» тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑхатӑн, кӗркунне ҫитеспе вӑл каллех вӗр-ҫӗнӗ пек ларать!.. Тата ҫакна пӗлетӗр-и-ха эсир? Эпир ҫӑвӗпех ӗҫлӗпӗр-ӗҫлӗпӗр те вӗренсе те ҫитӗпӗр. Килес ҫул акӑ иккӗмӗш хутне те туса лартма пултарӑпӑр. Ҫапла-и, хӗрачасем?

Хӑш-пӗрисем унпа килӗшрӗҫ те, тата пӗр-икӗ ҫултан столяр ӗҫне вӗренмелли мастерской туса лартма та пулать терӗҫ-ха, тата пӗчӗк стадион та, шыва кӗмелли бассейн та тума пулать, терӗҫ, анчах Оська вӗсене: ытла инҫетелле пӑхар мар-ха, терӗ.

Вӑл каланипех вара эпир шкула юсаттаракан комитет та суйласа хутӑмӑр (ШЮК), унта пилӗк ҫынна кӗртрӗмӗр. Председателӗ, паллах ӗнтӗ, Оська пулчӗ, членӗсем — Галина, Яшка, Тимош тата эпӗ. Галинӑна завхоз турӑмӑр, Яшка — аслӑ инженер, мана секретаре хучӗҫ, Тимош вара ӗҫ хатӗр тупмалли пайӗн заведующийӗ пулчӗ, хулара ӑҫта мӗн тупмаллине вӑл пуринчен те лайӑх пӗлет.

Ҫакӑнпа иртрӗ те пирӗн пуху. Ушкӑнӗпех сӑрт ҫинчен ана пуҫларӑмӑр. Оська манпа юнашар пыратчӗ, вӑл мана алӑран тытрӗ те:

— Ҫӗркаҫ эпӗ питӗ сахал ҫывӑрнӑ. Ыран ҫывӑрса юласран хӑратӑп. Пӗр сакӑр сехет тӗлнелле эсӗ мана кантӑкран шаккаса вӑрат-ха.

— Юрӗ, вӑратӑп!

— Эс пӗлетӗн-и-ха ыран мӗн тӑвасса? Комсомол райкомӗн секретарӗ патне кайӑпӑр.

Эпӗ аптрасах ӳкрӗм.

— Чим-ха! Мӗншӗн тата райкома каймалла пулать? Оська хулпуҫҫине пӑркаласа илчӗ:

— Тем калаҫатӑн эсӗ, Николай! Пӗтӗм правилӑсем тӑрӑх ӗҫлесе пымалла. Акӑ кайӑпӑр та, ҫапла та, капла тейӗпӗр, семилетка шкул ачисем хӑйсем пуҫарса шкул юсама тытӑнчӗҫ, тейӗпӗр. Юсамалли материалсемпе инструментсем тупма пулӑшӑр, тейӗпӗр.

— Секретарь пире хӑй пӳлӗмӗнчен хӑваласах ярӗ те — ӗҫӗ те пӗтрӗ.

— Ан та калаҫ! Ӑҫтиҫуксем мар вӗт эпир, обществӑллӑ организаци.

— Юрӗ, кайӑпӑр! Ҫапакантан тараҫҫӗ, паракантан илеҫҫӗ… Киле эпӗ ытла каҫа юлса таврӑнтӑм. Алӑксемпе чӳречесене питӗрнӗччӗ ӗнтӗ. Шаккаса уҫтармалла пулчӗ. Анне хӑйӑ ҫутипе тухса алӑк уҫрӗ.

— Ӑҫта ҫӳретӗн хальччен? Ҫурҫӗр иртни те пӗр сехет ӗнтӗ! — терӗ вӑл.

— Питӗ кирлӗ ӗҫпе пултӑм, анне, — терӗм эпӗ хӗпӗртесе. — Эпир мӗнле ӗҫ хускатса янине пӗлместӗн-ха эсӗ!..

— Вырт хӑвӑртрах, — терӗ анне. — Аҫуна фронта ҫырса ярӑп акӑ, ҫӗрӗпе чупать тесе!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех