Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пикенсе (тĕпĕ: пикен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илья Ильичшӑн вӗренӳ тӗлӗнмелле пулнӑ: наукӑпа пурнӑҫ хушшинче уншӑн тӗпсӗр ҫырма выртнӑ, вӑл вара ун урлӑ каҫма пикенсе те пӑхман.

Странно подействовало ученье на Илью Ильича: у него между наукой и жизнью лежала целая бездна, которой он не пытался перейти.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Стрелокпа радист темме хытӑ кулатчӗҫ, штурман вара, хӑйӗн шалпар шӑлаварӗпе ҫурҫӗр флочӗпех чапа тухнӑскер, шоферпа юнашар ларнӑччӗ те, чӗлӗм тӗтӗмне пикенсе вӗретчӗ.

Стрелок и радист чему-то громко смеялись, а штурман в знаменитых на весь Северный флот широких парадных штанах сидел рядом с шофёром и равнодушно пускал в воздух большие шары дыма.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Крыльца ҫинчи хӗрарӑмсем панскн чӑлха ҫыхатчӗҫ, эпӗ пырса ҫитнӗ-ҫитмен ман ҫине сахалтан та пӗр ҫирӗм мӑшӑр куҫ пӗлес килнӗ кӑмӑлпа пикенсе пӑхрӗҫ, ку ӗнтӗ Энск хулинчи хамӑр картишӗнчи пекех пулса тухрӗ.

Женщины вязали на крыльце, и едва я появился, как по меньшей мере два десятка глаз встретили меня с любопытством, точно это было в Энске, на нашем дворе.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку сентябрӗн саккӑрмӗшӗнче пулчӗ, нимӗҫсем ҫав кунхине пысӑк штурма хатӗрленсе ҫитнӗ май Ленинград ҫине пирвайхи хут пикенсе бомбӑсем пӑрахма тытӑнчӗҫ.

Это было 8 сентября — день, когда, готовясь к решительному штурму, немцы впервые начали серьёзно бомбить Ленинград.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗчӗк Петя кӑна пикенсе итлет.

Серьёзно слушал только маленький Петя.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир пикенсе ӗҫлетпӗр.

Мы работали усердно.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах тахҫанах пулать ӗнтӗ хам йӗменни, йӗре те пӗлменшӗн яланах ҫапла пикенсе йӗрем пек тӑваттӑм…

Но я так давно не плакала и всегда так старательно притворялась, что не могу и даже не умею плакать…

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах мана вӑл Саня сӑнарлӑ пек туйӑнчӗ, — хӑй амӑшӗ пек мар, Саня пек; вӑл пикенсе ӗмет!

Но мне казалось, что он похож на Саню — не на свою мать, а именно на моего Саню: он так отчаянно, решительно ел!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку питӗ кулӑшла тухрӗ — ытла та пикенсе ҫапла юри хӑтланать, ҫывӑрнӑ тесех калаттарасшӑн та имӗш коридор тӑрӑх чупасса шухӑшламан та тетересшӗн куҫне те хӗссе пӑхать.

Это было очень смешно — так старательно она притворялась, даже зажмурила глаза, чтобы показать, что она всё время спала и вовсе не думала бегать по коридору.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мана пикенсе итлерӗ.

Он внимательно слушал меня.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эрешлесе тунӑ ярапасене хӗрачасем таҫта ҫӗклесе каятчӗҫ, пурте ӗҫлӗ сӑнарлӑ, пикенсе тӑваҫҫӗ.

Девочки тащили куда-то гирлянды, у всех был серьезный, озабоченный вид,

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр тетрадь ҫырса пӗтертӗм, сентре ҫинче тепӗр тетрадь тупрӑм та ӑна та ҫырса тултартӑм, — пикенсе ҫырса ларнипе ҫӗрпӳрт алӑкӗнчи хушӑксем витӗр курӑнакан ҫанталӑк тӳпи шуралса килнине те сисмерӗм.

Исписал одну тетрадь, нашел наполке другую тетрадь и ее тоже исписал, — усердно записывая, не заметил, как сквозь щель в двери землянки забрезжил рассвет.

Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Лётчик та вӗсене хирӗҫ аллипе сулчӗ, анчах та вӑл ҫак пысӑк кӑвак ҫуртран часрах хӑпма тӑрӑшни, хӑй пӑлханнине пытарма пикенсе пит-куҫне чӳречесен тепӗр еннелле пӑрни палӑрчӗ.

Он тоже махал им рукой, но видно было, что стремился он как можно скорее уйти от этого большого серого здания и отворачивался от окон, чтобы скрыть свое волнение.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Мӗн эсир, пурте йывӑҫран тунӑ пек? — тӳсеймесӗр ыйтрӗ майор, ҫаплах чӳрече патне ҫӗкленсе пӑхма пикенсе.

Чего это вы все точно деревянные! — нетерпеливо спрашивал майор, все еще не оставляя своих попыток дотянуться до подоконника.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Сосискӑсене ҫисе янӑ хыҫҫӑн кӑвайт ҫутинче картла выляма пикенсе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Профсоюз ӗҫӗнче, тӗрӗссипе, пуҫаруллӑ ҫынсем - чӑн-чӑн лидерсем анчах пуҫа усмасӑр нумай ҫул пикенсе вӑй хума пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

25. Унтан пӗчӗк ҫунатсем ҫӗкленме, пуҫлӑха ларма пикенсе пӑхрӗҫ: 26. акӑ пӗри ҫӗкленчӗ те ҫавӑнтах ҫухалчӗ; 27. иккӗмӗш пӗчӗк ҫунат вара унран та хӑвӑртрах ҫухалчӗ.

25. Потом подкрыльные перья покушались подняться и начальствовать; 26. и вот, одно поднялось, но тотчас исчезло; 27. а следующие исчезали еще скорее, нежели прежние.

3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вӑл Персеполь теекен хулана тапӑнса кӗнӗ пулнӑ, ҫав вырӑнта пуҫҫапакан турӑ ҫуртне ҫаратма, хулана ярса илме пикенсе пӑхнӑ.

2. Ибо он вошел в так называемый Персеполь и покушался ограбить храм и овладеть городом.

2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Е мӗнле те пулин турӑ, санӑн куҫу умӗнче Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сирӗншӗн Египетра тунӑ пек — асапсем ярса, паллӑсем, хӑватсем кӑтартса, вӑрҫӑпа, тӗреклӗ аллипе, хӑватлӑ вӑйӗпе, хӑрушла сехӗрлентерсе — урӑх халӑх хушшинчен хӑй валли халӑх ҫӑлса тухма пикенсе пӑхнӑ-и?

34. или покушался ли какой бог пойти, взять себе народ из среды другого народа казнями, знамениями и чудесами, и войною, и рукою крепкою, и мышцею высокою, и великими ужасами, как сделал для вас Господь, Бог ваш, в Египте пред глазами твоими?

Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Библиотекӑран чи нумай кӗнеке илсе вулакансене тӑтӑшах палӑртатпӑр, — каласа парать Ольга Николаевна. — Ачасем хӑйсен ятне илтсен питӗ савӑнаҫҫӗ, пушшех те пикенсе вулама тытӑнаҫҫӗ.

— Часто отмечаем читателей, которые берут из библиотеки наибольшее количество книг, — рассказывает Ольга Николаевна. — Дети очень радуются, когда слышат свое имя, и еще усерднее начинают читать.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех