Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пикенсе (тĕпĕ: пикен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй вӑл, сӑнӗпе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе, ҫӗр сак ҫинче выртакан хӑмач саппуна пытарма пикенсе, сак ҫине кайса ларчӗ те ҫӗрпӳртӗн шӑналӑк карса картланӑ кӗтесӗ еннелле куҫне хаяррӑн чалӑштарса тинкерчӗ: шӑналӑка кӑштах сирсе, унтан хӑйӗн арӑмӗ хӑмӑр куҫӗпе кулса пӑхать иккен…

А сам, багровея, садился на земляные нары, чтобы прикрыть собою брошенную на нары красную бабью завеску, и, отворачиваясь от Григория, грозно косился на отгороженный дерюгой угол землянки, откуда высматривал смеющийся карий глаз его собственной женушки…

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ярах ӗнтӗ, чунӑм, яр, хӗрлӗ мӑкӑнӗм! — усӑнчӑк хура мӑйӑхӗ айӗпе кулкаласа тилмӗрчӗ Григорий, унӑн аллисенчен хуллен вӗҫерӗнме пикенсе.

— Пусти, любушка, пусти, моя ягодка! — упрашивал Григорий, улыбаясь в черный поникший ус, мягко пытаясь освободиться.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, пысӑк та шурӑ урисене ҫирӗппӗн ярса пусса, пылчӑклӑ ҫӗре ашса пырать, шӑва-шӑва каять, кӗлеткине тӳрӗрех тытма пикенсе, сулахай аллине малалла чӑрмакласа утать.

Он уверенно ставил в грязь большие белые ноги, оскользался, чуть вытягивал левую руку, соблюдая равновесие.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл кулнӑ чухнехи пек хӗсӗннӗ куҫне кӑштах уҫрӗ те, ыратнине тата сехӗрленсе ӳкнине ҫӗнтерме пикенсе, темскер тӑвӑнтарнӑ пек, уҫӑмсӑррӑн калаҫса кайрӗ:

 — Она полуоткрыла суженные, как во время смеха, глаза и, пытаясь осилить боль и ужас, заговорила невнятно, будто давясь чем-то:

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйне ҫитсе тытасран тарса ӳкме пикенсе, вӑл ҫири кӗрӗк пиншакне пӑрахса хӑварнӑ та халӗ ҫӑмӑл куртка вӗҫҫӗнех утса пырать.

Убегая от преследования, он сбросил полушубок и теперь шел в одной легонькой кожаной куртке.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук сасси ҫине-ҫинех пенӗ сасӑсен хушшинче ҫӗтсе ҫухалчӗ те, вӑл алӑ ҫеҫ сулчӗ; пӑшал сассисене кӑшкӑрса ҫӗнтерме пикенсе, Боговоя команда пачӗ: «Огонь!»

Крик его захлестнула дробная стукотуха выстрелов, и Бунчук махнул рукой; стараясь перекричать стрельбу, скомандовал Боговому: «Огонь!»

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Турӑҫӑм, ӑҫтан татӑлса антӑн эсӗ?.. — пӑшӑлтатрӗ карчӑк, вӑйран кайнӑ урисем ҫине кӗлеткипе тӳрленсе тӑма пикенсе.

Господи, откуда ты взялся?.. — шептала старушка, пытаясь выпрямиться и стать на ослабевшие ноги.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗҫен кайӑк кӗтӗвӗсем, ҫывхарса килекен сивӗсенчен, ҫӳл тӳпере вичкӗн ҫурҫӗр ҫилӗ туллашнинчен тарса ӳкме пикенсе, ҫула тухма васкаҫҫӗ.

Спешили перелетные станицы, уходя от близких заморозков, от знобких в вышине северных ветров.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Офицерсем хирӗҫ тӑма хӑтланни мӗнпе вӗҫленессе тавҫӑрма пикенсе, вӑл хӑй тӗллӗн кулкаласа илчӗ:

Пытался представить себе — во что выльется противодействие офицеров, усмехнулся:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов еннелле вуншар ҫын аллисене кӑмтарса тытнӑ, Ҫӳҫне-пуҫне салатса янӑ пӗр кӳпшек майра тата, тачка тутипе ҫутӑ симӗс мундир ҫаннинчен чуп тума пикенсе, ун айккинченех вӗтӗртетсе чупрӗ.

К Корнилову тянулись десятки рук, какая-то полная растрепанная дама семенила сбоку от него, стараясь прижаться губами к рукаву светлозеленого мундира.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑвансем! — пин-пин карланкӑна кӑшкӑрса ҫӗнтерме пикенсе пыр тӗпӗпе антӑхса ҫухӑрса ярать Манжулов.

Братцы! — надрывался Манжулов, стараясь перекричать тысячу глоток.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сасартӑк килсе кӗнӗ ылханлӑ шиклӗх туйӑмне сирсе яма пикенсе, вӑл окопсен юрпа витӗннӗ кӑвак ярӑмӗсем ҫине куҫӗсене хӗстерсе пӑхса илчӗ:

Ломая в себе внезапно вернувшееся проклятое чувство боязни, щуря неверный взгляд на седой, притрушенный снежком гребень окопов:

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нимӗҫ ҫаплах Валетӑн малалла кӑнтарса тытнӑ алли ҫине пӑхрӗ — ӑнланмалла мар сӑмахсен вӑрттӑн пӗлтерӗшне тавҫӑрма пикенсе, ҫӳллӗ кӗлеткине тайӑлтарсах чӑтӑмсӑррӑн тӗмсӗлсе пӑхрӗ.

Немец все смотрел на откинутую руку Валета, смотрел, остро напрягаясь, чуть наклонившись вперед, разгадывая за непонятными словами их затаенный смысл.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пикенсе пӑхӑпӑр, — терӗ Савва.

— Попробуем достать, — сказал Савва.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Григорий пӗр обойма патрон персе пӗтерчӗ те хӳме урлӑ кармашса пӑхрӗ; унта, тупӑсене сарайне сӗтӗрсе кӗртме пикенсе, артиллеристсем тӑрмашаҫҫӗ иккен.

Расстреляв обойму, Григорий глянул через забор: там суетились номера, закатывая орудия под навес сарая.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мӗн пирки штрафлантӑн? — ыйтрӗ сотник, сӑрӑрах тӗттӗм витӗр казакӑн питне сӑнаса илме пикенсе.

Чем проштрафился? — спросил сотник, силясь разглядеть в серенькой темноте лицо казака.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ловищи патӗнче австриецсем, мадьярсен утлӑ ҫарӗ пулӑшнипе, контрнаступлени тума пикенсе пӑхрӗҫ, анчах казаксен батарейисем вӗсене ҫийӗнчех шрапнельсемпе персе аркатса тӑкрӗҫ.

Под Ловшичами австрийцы, при содействии мадьярской кавалерии, пытались перейти в контрнаступление, но казачьи батареи смели их шрапнелью.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хӑш полкран? — ыйтрӗ Листницкий, казакӑн кӑвак пакунӗ ҫинчи кӑшт ҫеҫ палӑракан номерне уйӑрса илме пикенсе.

— Какого полка? — спросил Листницкий, пытаясь разглядеть номер на синем погоне казака.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нимӗҫ, усӑк янаххине чӗтрентере-чӗтрентере, Иванкова кӑкринчен лектерме пикенсе, палашӗпе нимӗн тӑрлавсӑр хӑмсаркалать.

Дрожа отвисшей челюстью, немец бестолково ширял палашом, норовя попасть Иванкову в грудь.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Леҫнӗшӗн, мӗн чухлӗ тӑрать, тӳлӗп, — терӗ пан, унтан хӗремесленнӗ пичӗ ҫинчи тарне шарфпа шӑлса типӗтрӗ те аяккалла кайса тӑчӗ, хулпуҫҫийӗ урлӑ чӗнпе ҫакса янӑ фляжкӑна хывма пикенсе, аяккӑн чалӑшса илчӗ.

— Что стоит — заплачу, — посулил пан и, вытирая шарфом пот с багрового лица, отошел в сторону, скособочился, снимая с плеча узкий, прикрепленный к фляге ремешок.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех