Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алексей хӑйӗн пӗтӗм ӗмӗчӗ сасартӑк пӗтсе ларма пултарассине туйса, нимех те шарлаймарӗ; ҫав вӑхӑтра военврач лётчикӑн «личнӑй ӗҫне» вулама тытӑнчӗ те, унӑн сарлака та ырӑ кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ тӗлӗннипе тӑсӑлсах кайрӗ:
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Шуҫӑм килнӗ чухнех вӑраннинчен ырри нимех те ҫук», тенӗ вӑл.«Нет ничего здоровее, — сказал он, — как просыпаться на заре».
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Нимех те мар.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл Владимире апатланма ӳкӗтлесе хӑварнӑ, хӑйсӗр пуҫне тата икӗ свидетель тупасси нимех те мар, тесе ӗнентернӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл нимех те хӑраманни мана тем пекех ҫиллентерчӗ.
I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Чеелӗхпе тата хӗненипе ҫеҫ вӗсене нимех те тума ҫук.А против этого немногое сделаешь одной хитростью или побоями.
Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Ытлашши нимех те мар.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эп пӗлетӗп: вӑл мана паян нимӗнле пысӑк хыпарах та пӗлтерес ҫук, манӑн та ӑна каламалли нимех те ҫук, анчах хамӑр калаҫса татӑлнӑ пулсан та пымасан — пӑшӑрханса ӳкме пултараҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ну, нимех те мар ку, паян мар пулсан — ыран, ыран мар пулсан — виҫмине, вӑл пурпӗрех чупакан пулать, мур илесшӗ!Ну ничего: не сегодня — завтра, не завтра — послезавтра, а он побежит, черт возьми!
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ну, нимех те мар!
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чирлисем хушшинче вӑл Комиссара уйрӑмӑнах палӑртнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ун патне ҫакӑн пек ҫӗрле пырса ларнинчен тӗлӗнмелли нимех те пулман.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Нимех те мар, нимех те мар, чунӑм, халь ҫӑмӑлтарах пулать.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак шухӑш, хӗрӳллӗ кунсенче лётчиксемшӗн ытлашши нимех те хӑрушӑ марскер, халӗ, Алексей аэродром пурнӑҫӗнчен уйрӑлсан, ӑна ҫӳҫентерсе илчӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимех те мар, ҫыру ҫитет ара, ан ман, — адресӗ ку тӗп-тӗрӗс!
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Нимех те мар, нимех те мар, старший лейтенант юлташ, — тет вӑл, сӑмахӗсене пӑрҫа сапнӑ пекех васкавлӑн тӑкса.– Ничего, ничего ж, товарищ старший лейтенант, – сыпала она чистые и мелкие, как горох, словечки.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйне мар, такама — урӑххине, хавшак чунлӑ пирки ҫапла упаленме иккӗленекен ҫынна ӳкӗтленӗ пек, сасӑпах каларӗ вӑл: — Нимех те мар, хисеплӗ тусӑм, халь ӗнтӗ йӑлтах йӗркеллӗ пулать!
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Нимех те мар, нимех те мар, юлташсем, йӑлтах лайӑх пулать ак», — терӗ те Алексей, туйине юр ҫине хӑюллӑн тӑрӑнтарчӗ, вара янахӗпе ҫакланса пӗтӗм пӗвӗпе ун ҫине уртӑнчӗ те йывӑррӑн, ҫапах та ним иккӗленмесӗр, урисене малалла, юр кӗрчӗ ҫинелле илсе пусрӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Нимех те мар, нимех те мар, пӗтӗмпех лайӑх пулӗ ак! — тет те ҫак ҫын сасартӑк, кӑвайтӑн юлашки хӗрлӗрех ҫутинче унӑн ҫуркаланса пӗтнӗ тута хӗррисем инҫетри шухӑшӗсемпе йӑпанса кулни курӑнать.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Нимех те мар, нимех те мар, пӗтӗмпех лайӑх пулса тухӗ акӑ!»
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Нимех те мар, нимех те мар, пурте лайӑхах пулӗ! — терӗ вӑл те ҫав хӗре, те хӑйне хӑех, вара шухӑшлӑн тепӗр хут каларӗ: — Нимех те мар…
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950