Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗретӗп (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ унта чупса кӗретӗп, хунара хупланӑ алшӑллие илсе пӑрахатӑп та…

Я шмыг туда, снял с фонаря полотенце и…

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ пӑртак вӑхӑт тупатӑп та хулана тепӗр хут пӑхма кӗретӗп, «Шикленмелли» ӗҫне эпир кайран, эпӗ пурне те лайӑх ыйтса пӗлсен, пурте лайӑх пулнинее курсан ҫеҫ тӑватпӑр.

А я рискну — поброжу еще по городу, надо же хоть поглядеть, за то опасное дело мы примемся, когда я разузнаю побольше и обдумаю все как следует.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чиркӳрипе танлаштарсан, унта вара тата интереслӗрех: яланах мӗн те пулин ҫӗнӗ япала кӑтартаҫҫӗ, ӳссе ҫитсен, эпӗ цирка клоуна кӗретӗп.

Церковь дрянь по сравнению с цирком, в цирке все время что-нибудь представляют, когда я вырасту, то пойду в клоуны.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ак эпӗ тӑван киле ҫитсе кӗретӗп.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Каҫхине вара — улттӑпа саккӑрччен — мунча кӗретӗп, чӗре сури тӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Аграномсен килне кӗретӗп вӗсен хӗрӗ мӗнле вӗренни пирки калаҫма.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Спектакльте вылянӑ чухне эпӗ куракан ӑшне сӑнар урлӑ кӗретӗп, унӑн туйӑмӗпе хуҫаланатӑп: савӑнтаратӑп, кулянтаратӑп, йӗртетӗп, туллаштаратӑп...

Во время игры в спектакле я проникаю во внутрь зрителя через образ, управляю его чувствами: радую, огорчаю, заставляю плакать, будораживаю...

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Юрӑшӑн вута-шыва кӗретӗп, — Вилӗме каятӑп вӗлерме.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Хӑш чухне нимӗн тума аптӑранипе кӗретӗп.

- Иногда от безделья захожу.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

18. Хире тухатӑп та — акӑ хӗҫ айне пулса вилнисем; хулана кӗретӗп те — акӑ выҫӑпа хавшаса ҫитнисем; пророкпа священник та пӗр тӗлсӗр ҫӳреҫҫӗ.

18. Выхожу я на поле, - и вот, убитые мечом; вхожу в город, - и вот истаевающие от голода; даже и пророк и священник бродят по земле бессознательно.

Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

104. Эпӗ санӑн йӗркӳсемпе ӑса кӗретӗп; ҫавӑнпа кирек мӗнле суя ҫула та кураймастӑп.

104. Повелениями Твоими я вразумлен; потому ненавижу всякий путь лжи.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мунча та хамах хутса кӗретӗп.

И баню сама топлю.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех