Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартатӑп (тĕпĕ: кӑтарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пар-ха ӑна кунта, эпӗ ӑна халех трибунал кӑтартатӑп.

Давай-ка его сюда, я ему зараз же трибунал устрою.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ хӑвна кӑштах чартӑн, хаярлӑха кӑмӑллӑ туйӑмпа улӑштартӑн, пирӗнпе картла выляма килӗшрӗн, йӗркеллӗ калаҫрӑн, ҫавӑнпа та эпӗ халӗ пӗтӗм чӗрене уҫса кӑтартатӑп, — акӑ, кур!

А ты себя укоротил несколько, сменил гнев на милость, в картишки с нами согласился перекинуться, поговорил толково, и вот уж я — весь тут!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кирлӗ-и, эпӗ сана Давид вӑрҫисем пирки, Суссаким фараонӑн ӗҫки-ҫикипе сунарӗсем ҫинчен каласа кӑтартатӑп?

Хочешь, я расскажу тебе о войнах Давида, о пирах и охотах фараона Суссакима?

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫавӑн чухне вара эпӗ вӗсем патне, вӗсене вӗрентме яма ыйтатӑп, унта тухса каятӑп, вӗсен чӗлхине пӗлнипе хайхи, пырса ҫитетӗп те тӳрех кирлӗ ҫӗре тӗллесе кӑтартатӑп:

Вот тогда я напрошусь к ним поехать, поучить их и, как я ихний язык буду знать, то приеду и сразу в точку:

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ те ӗнтӗ: «Халех пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе кӑтартатӑп!» — тесе шухӑшларӑм, хур чӗпписем ҫинчен мансах кайнӑ хам.

И я думаю: «Зараз выше всех подымусь!», а про гусят-то и позабыл.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Манӑн, хуҫа, суя хутсем кӗсьесем туллиех, ытах та йывӑр килсе тухсан вара, ӗненмесен, ҫак мандата кӑларса кӑтартатӑп.

— У меня, хозяин, липы полны карманы, а уж если туго будет, не поверят, то предъявлю вот этот мандат…

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Курас килет-и? — кӑтартатӑп.

— Хочешь — покажу?

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Темӗн те пӗр каласа кӑтартатӑп вӗсене.

Много я рассказываю им разного.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

— Халех каласа кӑтартатӑп: аса илме, шухӑшласа илме пар-ха.

— Сейчас расскажу тебе: дай собраться с мыслями и памятью.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Каятӑп та улпута каласа кӑтартатӑп! — терӗ вӑл, хӑвӑрттӑн килелле утрӗ.

Я пойду барину скажу! — прибавил он и быстро пошел домой.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Кулӑрах, кулӑр, эпӗ акӑ улпута каласа кӑтартатӑп! — хӑрӑлтатрӗ Захар.

— Смейтесь, смейтесь, а я вот скажу барину-то! — хрипел Захар.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Акӑ, эпӗ сире халех староста ҫырӑвне кӑтартатӑп: пуҫа ҫӗмӗретӗн ҫӗмӗретӗн, эсир пурпӗрех: «пӗр шухӑшсӑр», тетӗр!

— Вот я вам сейчас покажу письмо от старосты: ломаешь, ломаешь голову, а вы говорите: беззаботный!

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ирӗк парсамӑр, господин, эпӗ сире ҫак историе пӗтӗмпех йӗркипе каласа кӑтартатӑп, — ҫаврӑнчӗ вӑл ман енне.

Позвольте, господин, я вам всю эту историю расскажу по порядку, — повернулась она в мою сторону.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Куна эпӗ пур ачасене те кӑтартатӑп ӗнтӗ.

Я это всем ребятам покажу.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах вӑл еврей иккенне нянька пӗлет — няньки киревсӗр ҫын, юла-юпаканскер — вӑл укҫа ыйтать, укҫа памасан, ача еврей иккенне каласа пӗтӗм тӗнче умӗнче ятна ярӑп, мӑшкӑл кӑтартатӑп, тет.

Но это знает нянька — отрицательный тип, шантажистка, — и нянька требует денег, угрожая в противном случае открыть всему свету позор.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ чарӑна пӗлмесӗр каласа кӑтартатӑп: анекдотсем манӑн ӑнран каймалла ӑслӑ тухаҫҫӗ, эпӗ хамӑр умран иртсе каяканне пӗр тӑрӑхланисем чӑтса тӑма ҫук хаяр пулаҫҫӗ…

Я не умолкал: мои анекдоты были умны до глупости, мои насмешки над проходящими мимо оригиналами были злы до неистовства…

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Самант, кӑтартатӑп

Сейчас всё покажу…

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫийӗнчен тата йӑлт каласа кӑтартатӑп

И расскажу все…

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Тархасшӑн, ан кулӑр, эпӗ сире халех кӑтартатӑп!

И смеяться нечего, могу вам показать.

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Халӗ эпӗ сана пӗр япала кӑтартатӑп, — терӗ Том шӑппӑн.

Том прошептал: — Теперь я тебе покажу одну штуку, Гек.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех