Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кухньӑра (тĕпĕ: кухня) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман телее, кухньӑра чайник вӗреме пуҫларӗ те, ҫак лайӑх мар калаҫу татӑлчӗ.

На мое счастье, в кухне закипел чайник, и неприятный этот разговор оборвался.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Форточка ҫилпе шалтлатса илсен, кухньӑра кушак ҫури пуҫтарман савӑт-сапа хушшине лартса хӑварнӑ сӗте лӗрккенине илтрӗм, хваттерте халь пӗр-пӗччен тӑрса юлнине ӑнлантӑм.

И когда от ветра хлопнула оконная форточка и я услышал, как на кухне котенок наш осторожно лакает оставленное среди неприбранной посуды молоко, то понял, что теперь в квартире я остался совсем один.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Кухньӑра икӗ котлетпа пӗр булка чӗркесе чик, ҫӑраҫҫи ил, эсӗ таврӑннӑ ҫӗре эпӗ килте пулмастӑп.

— Заверни себе на кухне две котлеты и булку, ключ захвати, а то вернешься — меня дома не будет.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Кухньӑра эпӗ корзинкӑра мӗн пуласса кӗтсе, пӗр кӗтессе кӗрсе лартӑм.

В кухне я сел возле выключателя, чтобы сразу, когда надо будет, дать свет и рассмотреть события в глубине корзины.

«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.

Эпир вӗсене пурне те пӗр ҫӳлӗ корзинкӑна пухса лартрӑмӑр та, ҫӗр каҫма ӑшӑ кухньӑра, кӑмака ҫумӗнче хӑвартӑмӑр.

Мы всех их собрали в одну высокую корзинку и оставили ночевать в теплой кухне возле плиты.

«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.

Ҫамрӑк чухне эпир вӗсене кӑшт кухньӑра, ӑшӑ ҫӗрте усрарӑмӑр, вӗсене ҫӑмарта тураса ҫитертӗмӗр, лайӑх пӑхрӑмӑр.

Мы их некоторое время подержали на кухне, в тепле, крошили им яйца, ухаживали.

«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.

Кухньӑра Михеич, кил хуҫи хӗрарӑм, унӑн ывӑлӗ тата алӑк патӗнче юпа пек хытса тӑракан пӗр салтак юлчӗ.

На кухне остались Михеич, хозяйка, ее сынишка и солдат, застывший у порога, как деревянный.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ҫапла ҫав, — вӑтанарах ответлерӗ Василиса Прокофьевна, кухньӑра хӗрӗ темӗн кӗмсӗртеттернине илтсе.

— Да вот, — смущенно подтвердила Василиса Прокофьевна, прислушиваясь, как дочь гремела чем-то на кухне.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Григорий ӳсӗркелесе илсе, кухньӑра шӑппӑн уткаласа ҫӳрет.

В кухне осторожно ходил, покашливал Григорий.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кухньӑра аван мар шӑплӑх тӑчӗ.

В кухне стояла неловкая тишина.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫын пурӑннӑ шӑршӑ-маршӑ та юлман пушӑ кухньӑра вӑл хӑйӗн хӗрарӑм ӑшӗнче чылайранпа капланса тулнӑ йӳҫӗ куҫҫульне юхтарса пӗтерчӗ, унтан Дон хӗрринчен шыв ӑсса таврӑнчӗ, вут хутса ячӗ, аллисене чӗркуҫҫи ҫине ӳкерсе, сӗтел хӗррине ларчӗ.

В пустой, пахнущей нежилым кухне выплакала все скопившиеся за долгое время горькие бабьи слезы, а потом сходила на Дон за водой, затопила печь, присела к столу, уронив на колени руки.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильиничнӑпа ачисем кухньӑра лараҫҫӗ.

Ильинична и детишки сидели в кухне.

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пантелей Прокофьевичпа Ильинична кухньӑра ларчӗҫ.

Пантелей Прокофьевич и Ильинична сидели в кухне.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кухньӑра Дарья кӑмакаран вӗри чӳлмек кӑларса аппаланни тата хунямӑшӗ кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатни илтӗнчӗ:

Слышно было, как Дарья вынимала из печи обжарившиеся корчажки, недовольно говорила свекрови:

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кухньӑра кӑштах тӗттӗмленчӗ.

В кухне стало темнее.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Ну, ӑнмасть те пурнӑҫ! — шутларӗ вӑл, кухньӑра кӑштӑртаттарнине итлесе.

«Ну и везет мне как утопленнику! — подумал он, прислушиваясь к шорохам из кухни.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсем чей ӗҫсе, мӗн-мӗн тумаллине шутласа пӗтерсе хуратчӗҫ ӗнтӗ — кухньӑра темскер кӑштӑртатни илтӗнчӗ те, малти пӳлӗм алӑкӗ патӗнче Никитӑ Ворожнев курӑнса кайрӗ.

Они уже допивали чай и заканчивали все расчеты, когда на кухне послышалась какая-то возня и на пороге горенки вырос Никита Ворожиев.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ирхине Аникее кухньӑра хӑйӑлтатакан Зябликовӑн кантӑка пыра-пыра ҫапӑнакан кӗрхи шӑнанни пек йӳтетмӗш сасси вӑратрӗ.

Утром его разбудил нудно зудевший на кухне, как осенняя муха о стекло, голос Зябликовой.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗнер каҫхине тул ҫутӑличченех Бахолдин патӗнче пултӑм, кухньӑра тӗлӗркелесе лартӑм, пӗрре тухтӑра илсе пытӑм ун патне, тепре сестрана.

Нынче дежурил до самого света у Бахолдина, кемарил на кухне — то доктора к нему возил, то сестру.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кухньӑра кил тӗтӗмӗ сӳннӗ чухнехи асаплӑ шӑплӑх.

Стояла на кухне выморочная тишина.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех