Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 14

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.27 11:00

Пуплевӗш: 189; Сӑмах: 1777

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ирхине Аникее кухньӑра хӑйӑлтатакан Зябликовӑн кантӑка пыра-пыра ҫапӑнакан кӗрхи шӑнанни пек йӳтетмӗш сасси вӑратрӗ. Аникей пуҫне пит шӑллипе хӑвӑрт явкаласа лартрӗ, пит-куҫне асапланса пӗтнӗ пек турӗ, ерипен йынӑшса ячӗ.

— Мӗн кирлӗ сана, Аникеюшка? — шиклӗн пӑшӑлтатрӗ Серафима, малти пӳлӗмне чупса кӗрсе. — Йывӑр-им сана?

— Ха-лех… иртет, — чӗлхине аран-аран хускатнӑ пек, йынӑша-йынӑша, хуравларӗ те Аникей кӑштах куҫӗсене хупса выртрӗ.

— Кам килчӗ унта?

— Фенькӑ вӑл, зоотехник. Васкамаллах мар-ҫке, пысӑк пуҫлӑх мар, кайран та килме пултарать.

— Ҫук, тавай ӑна кунта. Пӑртак иртрӗ ӗнтӗ. Ӗҫ кӗтмест…

Зябликова, кама та пулин вӑратасран хӑранӑ пек, сыхлануллӑн, айккинелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса кӗчӗ, анчах кравать ҫинче выртакан председателе курчӗ ҫеҫ, хӑйӗн йӑлипе хӑйӗннех пуҫларӗ:

— Мӗнле япала-ха ку, Аникей Ермолаевич! Паян илӗм-тилӗмпех фермӑна кӗретӗп те, пӑх-халӗ, пӗр йӗрке те ҫук.

Зоотехникӑн кирек мӗнле калаҫӑва та кама та пулин — ферма заведующине, ветеринари врачне, ӗне сӑвакансене — ӳпкелесе пуҫлас йӑлине Аникей лайӑх пӗлет. Ун пек чухне вӑл, хӑйне айӑпсӑрах хур тунӑ пек, кӳренчӗк те кӑмӑлсӑр сӑнлӑ. Паян ӑна Лузгин шалалла кӗрсе кайма памарӗ, сӑмах пуҫламӑшӗнчех чарса лартрӗ.

— Пӑрах, Феня йынӑшма! Тӗрӗс, эсӗ хуҫалӑхшӑн ҫунатӑн, ирех пур ҫӗре те чупса ҫаврӑнма ӗлкӗрнӗ. Лар-ха акӑ пукан ҫине, итле.

Зябликова сӗтел патне пырса ларчӗ, жакеткӑ кӗсйинчен блокнотпа кӑранташ кӑларчӗ, ун хыткан та салхуллӑ пит-куҫӗ хытса ларчӗ — вӑл итлеме хатӗр.

— Чи малтан икӗ фермине те тепӗр хут пӑхса тух, — терӗ Лузгин, каласа ҫыртарнӑ пек. — Лайӑхрах пушмак пӑрусене ӗнесем патне куҫар, вӗсем дояркӑсен шутланса тӑччӑр, начартараххисене кивӗ лаша витисене хуп…

Кӑранташ тытнӑ алӑ сывлӑшра хытса тӑчӗ.

— Кам пӑхать-ха вӗсене унта, Аникей Ермолаевич? Сӗчӗ пӑсӑлать вӗсен, хӑйсем начарланса каяҫҫӗ!

— Пӑсӑлтӑрах, — терӗ Аникей, зоотехник ҫине пӑхмасӑр. — Мӗн, шалккӑ-им?

— Шалккӑ пулмасӑр, — Зябликова сӗтел патӗнчен каялла тайӑлчӗ, кӑшт ура ҫине тӑчӗ, анчах, председатель куҫне илмесӗр пӑхнӑран каллех ерипен пукан ҫине ларчӗ. — Пӑрӑвӗсем питӗ маттур пирӗн, Аникей Ермолаевич, пӗр сума тытӑнсан, пӑхса тӑранаймӑн! Ӑратлӑ йӑх вӗт…

— Кама ытларах шалккӑ сана, хӑвна-и е пӑрусене-и? — сасартӑк пӳлчӗ ӑна Аникей. — Тепӗр икӗ-виҫӗ кунтан комисси килсе тухсан? Ун чухне мӗн калатӑн эсӗ?

— Эх, пуҫа ҫиетӗр эсир манне, Аникей Ермолаевич! — терӗ Зябликова, хуллен ӗсӗклесе ярса, сӑмсине сӑмса тутрипе шӑлкаласа. — Документсемпе мӗнле вара? Пушмак пӑрусем пур кӗнекесем тӑрӑх та шутланаҫҫӗ-ҫке-ха, хӑҫан чупса юлнине те, хӑҫан пӑруланине те ҫырса пынӑ.

— Ку сан ӗҫ мар! Хута ӑна ҫырма тунӑ, мӗн ҫырас тенӗ ҫавна ҫыр. Эпир ку пӑрусене вӑкӑр тӑватпӑр та какая паратпӑр. Каллех тупӑш илетпӗр. Сана та преми лекет, шансах тӑр!..

— Мӗне кирлӗ мана вӑл преми…

— Ӗлӗк кирлӗ мар теместӗнччӗ пулас, — терӗ Аникей ӳпкелесе, хӑй ҫавӑнтах хавхалантармалла хушса хучӗ:  — Пуҫна ан ус, Феня! Тата ҫӳрессе тек ун пек ӑмӑр ан ҫӳре, ҫынсемпе йӑвашрах пул, атту эсӗ ӗмӗрне те пӗрре йӑл кулмастӑн вӗт, пурне те ятлатӑн та ятлатӑн… Хуть ман Серафимӑран пример ил, пудрӑ сап, писев сӗр, атту тепӗр чухне сан ҫине пӑхма та хӑрушӑ. Эсӗ фермӑна пырсан, сӗт тӑпӑрчланса ларать пуль.

Зябликова тутисене кӳренчӗклӗн чӑмӑртарӗ, чӗнмерӗ, Аникей вара ытлашширех каларӑм пулӗ, тесе шухӑшласа илчӗ.

— Ну, каях, ан ҫилен мана, эпӗ сана тӑван аҫу пек каларӑм, ырӑ сунса!..

Зоотехник хыҫҫӑн Шалымов бухгалтер ҫитрӗ. Ыйтмасӑрах малти пӳлӗмре хывӑнчӗ, минтер пек тачка портфельне сӗтел ҫине шаплаттарчӗ, умри кӗсйинчен расческӑ кӑларчӗ, тӗкӗр умӗнче сайра ҫӳҫне тураса, кӗренрех кукшине сайра ҫӳҫ пӗрчисемпе хупларӗ, расческине вӗрсе, хӑй вырӑнне чикрӗ те вара тин пуканне кравать патнелле шутарса, ӗҫлӗн те тӗплӗн вырнаҫса ларчӗ.

— Мӗн портфель пит хулӑнланса кайнӑ сан? — ыйтрӗ Аникей. — Йывӑртарах пултӑр тесе кирпӗч хурса тултартӑн-им эсӗ унта?

— Шыва сиксе вилес пулсан, ман бухгалтери кӗнекисем кирпӗч вырӑнне юраҫҫӗ, — шӳт турӗ Шалымов кулмасӑр. — Ӗнерхи пӑтӑрмах хыҫҫӑн кантура чупса кӗрсе, хутсене усрама киле илсе кайрӑм. Тен, вӗсем тӑруках кама та пулин кирлӗ пулма пултараҫҫӗ, терӗм?

— Чее эсӗ цифрӑ хутаҫҫи! — кӑшкӑрчӗ Аникей, савӑннипе аллисене сӑтӑркаласа. — Серафима! Чей пар пире часрах! Тата Прокофине хӑватлӑраххи мӗн те пулин.

— Градусли нимӗн те кирлӗ мар, — сиввӗн пат татса каларӗ Шалымов, унтан канӑҫсӑррӑн хушса хучӗ:  — Ҫак шӑтӑка пӗтерсе, питӗрсе лартсан, ун чухне юрать. Халӗ унсӑрах вӗри… Шӳтлӗ ӗҫ мар, акӑ ҫапла та пӗтме пултарать…

Вӑл чармакланӑ шӗвӗр пӳрнипе вӑта пӳрнине ҫавӑн пекех чармакланӑ пӳрнесем ҫине хӗреслӗ хучӗ те аллисене председатель куҫӗ тӗлне ҫӗклерӗ.

— Тавҫӑрса илтӗн-и? Решетке. Эпир вӗсене куратпӑр, вӗсем пире курмаҫҫӗ.

— Питӗ лайӑх ӑнланатӑп. — Лузгин, минтер ҫине таянса, пӗр вӑхӑт чӗнмерӗ. — Ҫивӗч ҫӗҫӗ тӑрӑх ҫӳретпӗр… Мӗн пур кӗнекесене ҫӗнӗрен ҫырса тухса йӗрке тума миҫе кун кирлӗ сана? Чи малтан выльӑх-чӗрлӗх ӗҫӗнче йӗрке тӑвар, ытти тӳсет-ха…

— Урӑх ӗҫпе чӑрмантармасан, пӗр виҫ-тӑватӑ кун. Пулӑшма счетовода илетӗп, ирхине иртерех тытӑнатпӑр, Зябликова алӑ айӗнче пултӑр.

Вӗсем чей ӗҫсе, мӗн-мӗн тумаллине шутласа пӗтерсе хуратчӗҫ ӗнтӗ — кухньӑра темскер кӑштӑртатни илтӗнчӗ те, малти пӳлӗм алӑкӗ патӗнче Никитӑ Ворожнев курӑнса кайрӗ.

— Нюшкӑ сан пата кӗресшӗн, — терӗ вӑл, куҫне хӗссе. — Серафимӑ, паллах, кӗртмест.

— Тупнӑ харкашмалли вӑхӑт! — Аникей ҫиллессӗн сурчӗ. — Тӗрмене хупса лартсан, пӗр мурӗ те пырса курмасть-ха та.

— Апла, кӗртмелле мар-и ӑна сан пата?

— Мӗншӗн? Пирӗншӗн усӑллӑ ҫын мар-и вӑл? Чармасан, Никитӑ, эсӗ пурне те ӗнсерен тӗксе кӑларса яратӑн. Нюшкӑ пуш алпа чупса килмест. Чӗн-ха ӑна тата Серафимӑна чар…

Шалымов хӑйӗн портфельне йӑтса тухса кайрӗ, тепӗр икӗ минутран малти пӳлӗме Нюшкӑ сумлӑн кӗрсе тӑчӗ. Хурланмалли вӑхӑта шута илсе, вӑл пӗтӗмпех хура тум тӑхӑннӑ, анчах, вӑл манашкӑ пек тумланнӑ тата хӑйне канӑҫсӑр та салхуллӑ кӑтартма тӑрӑшнӑ пулин те, унӑн йӳрӗк те чее куҫӗсем, пит ҫӑмартисем ҫинчи ачаш та вылянчӑк путӑксем пурпӗрех унӑн чӑн-чӑн шухӑш-кӑмӑлне палӑртса тӑнӑ.

— Саншӑн ҫӗрӗпех куҫ хупмарӑм, — терӗ вӑл хӑвӑрт та хӗрӳллӗн пӑшӑлтатса. — Эсӗ тӑсӑлса ӳкрӗн те, эпӗ чут тӑнран каймарӑм, спаҫҫипӑ хӗрарӑмсем пулчӗҫ, атту сан пекех персе анаттӑм…

— Ҫитӗ сана юла яма, — йӑл кулчӗ Аникей. — Кил-ха кунта, лар юнашар…

— Серафиму килсе кӗрсен? Урсах кайӗ. Мӗн тума пӳртре тытатӑн эсӗ ӑна, кӑкарса хур луччӑ урама — вара никам та кӗреймӗ сан пата. Ялта унран усалрах йытӑ та пулмӗччӗ.

— Ҫаклат та авӑ алӑка, ӗҫӗ те пӗтрӗ, — хушрӗ Аникей. — Атту ӑша вырттарма парас ҫук.

— Нюшкӑ ҫапла турӗ те — алӑка ҫаклатрӗ, симӗс пӑнчӑллӑ-пӑнчӑллӑ хура тутӑрне салтса, йӗтӗн пек хумлӑ-хумлӑ ҫӳҫне хулпуҫҫисем тӑрӑх сапаларӗ, кравать хӗррине ларчӗ те, пӗҫҫисемпе тӗксе, Аникее стена патнелле шутарчӗ.

— Мӗн ыратать сан?

— Мур пӗлет-и ӑна! — Аникей хуйхӑрнӑн ассан сывласа илчӗ. — Куратӑн-и, епле ҫапса хуҫрӗ. Тепре ҫапла шачлаттарать те акӑ, вара курса та юлаймӑн…

Аникей Нюшкӑ ҫумнелле шуса аннӑҫемӗн ӑна ҫурӑмӗнчен ывӑҫ тупанӗпе ачашларӗ, унтан аллине унӑн чӗтренсе тӑракан тулли кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, анчах Нюшкӑ ҫӳхе куҫ харшисене сӑмса кӑкӗ патнелле туртӑнтарчӗ те Аникей аллине, вӑл темскерле чӗрӗ мар япала пулнӑ пӗк, кӑкӑрӗ ҫинчен илсе пӑрахрӗ.

— Чирлӗ-тӗк вырт, кирлӗ мар ҫӗрте ан хыпашла, — терӗ Нюшкӑ вӗрентсе, ҫав вӑхӑтрах куллине пытарса — мӗнле-ха эсир, арҫынсем, ҫав тери ӑссӑр — вилӗмрен виҫӗ утӑмра пулса курнӑ ӗнтӗ темелле, ҫук, ҫапах тӳсеймест, типӗ апатран какай патнелле туртӑнать…

— Тен, пурӑнмалли те пӑртак ҫеҫ юлнӑ пуль те, ҫавӑнпа тӳсме ҫук, — хуравларӗ Аникей. Вӑл Нюшкӑна хулпуҫҫинчен тытса хӑйӗн ҫинелле йӑвантарчӗ тӗ ӑна час парӑнакан ҫемҫе тутисенчен нумайччен чуп турӗ. — Эх, пӗр вунӑ ҫул ҫамрӑкрах пуласчӗ, вара кӑтартнӑ пулӑттӑмӑр эпир санпа, тусан ҫеҫ мӑкӑрланса тӑрӗччӗ! Пӗтӗм влаҫа Егоркӑ Дымшакова парӑттӑм, ил, тархасшӑн, мана ахаль парсан та кирлӗ мар, вӗҫтерӗттӗмӗр ӑҫта та пулин Ҫурҫӗре…

— Мӗн курман эпир унта? — Нюшка хулпуҫҫисене сиктеркелесе илчӗ. — Кунта та кичем, ниҫта кайса кӗме пӗлместӗн те, унта эпӗ веҫех типсе хӑратӑп…

— Ну, мӗскер ун ҫинчен! — Аникей каллех минтер ҫине выртрӗ. — Луччӑ кала-ха, халӑх мӗн калаҫать?

— Пӗр сан ҫинчен ҫеҫ калаҫаҫҫӗ, мӗн ҫинчен пултӑр урӑх?

— Мӗн сӳпӗлтетеҫҫӗ? Хӗрхенет-и кам та пулин е пурне те йӑлӑхтарнӑ эпӗ. Ан суй, пыл ан хуш, тӗрӗссине кала….

— Кам мӗнле те, анчах ытларахӑшӗ сана, ун пек хутлатса хунӑ пулсан, хӑй вырӑнне таврӑнаймасть, теҫҫӗ… Ӑна пенси параҫҫӗ, эпир Прасковья Васильевна патне каятпӑр, теҫҫӗ.

— Ҫапла пулмасӑр! Тахҫанах кӗтет вӑл сире, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех ҫывӑрмасть! Кӗтсе ывӑннӑ ӗнтӗ, кулач пӗҫерсе хунӑ. — Аникей, пӗр саманта хӑй чирли ҫинчен манса, ытла та хӗрсе кайрӗ. — Питӗ кирлӗ те ӑна мӑйне тепӗр сӳсмен тӑхӑнтартма, хӑйӗн лавӗ сахал вӗт-ха ӑна!..

— Пӗтӗм ӗҫе пирӗн колхоз ҫинче шутланса тӑракан ҫӗр чарса тӑрать, теҫҫӗ, — юлашкинчен мӗн илтнине пӗлтерчӗ Нюшкӑ. — Ахаль пулсан, вӑл савӑнсах йышӑнӗччӗ, теҫҫӗ!

— Пӑхатӑп та эпӗ, эсӗ те ҫак хӗрарӑмсен радионе ӗненсе лартнӑ, — терӗ Лузгин, пуҫне ӳпкевлӗн сулласа. — Турӑ сана ӑсран кӳрентермен пек, анчах эсӗ те уйӑрса илейместӗн, мӗн панӑ ҫавна ҫиетӗн. Тулашӗнчен вӑл, тен, ҫапла курӑнать пуль те, анчах ку ӗҫӗн аҫлӑкӗ урӑхла…

— Аҫлӑкӗ мӗн вара — сатин-и е пурҫӑн-и? — Нюшка хӑлхине чӑнк тӑратрӗ.

— Камшӑн мӗн, — терӗ те Аникей кӑшт чӗнмӗсӗр выртрӗ. — Пӗлместӗп, калас-и, сана е калас мар-и, атту персе яратӑн та, кайран каллех ман ответ тыт…

— Ну, эпӗ шанчӑкран тухнӑ пулсан, мӗн пустуй авӑратпӑр эпир? — Нюшка кӳренчӗ, кравать ҫинчен анма тӑчӗ, анчах ӑна Аникей тытса чарчӗ.

Кам кам та, Нюшкӑ тӗрлӗ «секретсемпе» «вӑрттӑнлӑхсене» тӗнчере пуринчен ытла юратнине Аникей питӗ лайӑх пӗлет. Ӑна пыл ан ҫитер, халлӗхе никам пӗлмен сӑмаха ҫеҫ хӑлхинчен пӑшӑлтатса кала, вара вӑл телейлӗ. Анчах та ҫав «секретсене» Нюшкӑ нумайччен тытса тӑма пултарайман, вӗсене кама лекнӗ ҫавна: ҫӑвара та уҫмӑп тесе тупа тутарсах, каласа кӑтартнӑ.

— Эсӗ ан ҫилен мана, — терӗ Аникей, ӑна вӑйпах хӑйӗнпе юнашар лартса. — Куртӑн вӗт — ман кашни утӑма сӑнаса тӑраҫҫӗ, кашни сӑмаха тепӗр майлӑ ҫавӑрса хурса, мана хирӗҫ калама пултараҫҫӗ…

— Ан хӑра! — терӗ Нюшкӑ, аллине кӑкӑрӗ ҫине тытса. — Ҫакӑнта юлать…

— Куратӑн-и, — Лузгин хуллен пӑшӑлтатса ҫӑварне Нюшкӑ хӑлхи патнех илсе пычӗ. — Любушкина пире хӑй колхозне тахҫанах илесшӗн, анчах вӑл ҫынсене икӗ хутлӑ пурӑнтарасшӑн…

— Эсӗ тавай ан иртӗх, атту эпӗ ахаль те сиксе чӗтретӗп…

— Вӗсем, хуҫисем, пая ытларах кӗреҫҫӗ пулсан, ӗҫ кунӗшӗн, калӑпӑр, вунӑ тенкӗ илеҫҫӗ, пирӗн вара, батраксен, пилӗк тенкӗшӗн те спаҫҫипӑ каламалла пулать.

— Ухмах мар апла вӗсем! Мӗн тутлипе пӗлеҫҫӗ, — Нюшкӑ кулса ячӗ. — Неушлӗ ҫакӑнпа килӗшетпӗр эпир?

— Никам та пачах пӗлмест-ҫке ун ҫинчен, — ӑнлантарчӗ Аникей. — Малтан вӗсем мана председательтен сирпӗтесшӗн, унтан сире пӗрлештереҫҫӗ те кайран тин чӑннипе ӗҫ мӗнлине пӗлтереҫҫӗ. Ӑнланатӑн-и ӗнтӗ?

— Ийя! — пӗрӗхтерсе кулса ячӗ те Нюшкӑ кравать ҫинчен йӑштӑр шуса анчӗ. Ун ҫак хыпара халех кама та пулин каласа кӑтартас килчӗ. — Каям-ха эпӗ, ман килте ӗҫ мӑй таранах.

— Ан ман мана! — терӗ Аникей. — мӗн те пулин илтсен — пӗлтер. Ӑнлантӑн-и? Ну вӑт, асту, анчах пустуй ан палкаса ҫӳре…

— Ан хӑра, эпӗ шӑтакан ҫын мар.

— Эпӗ мӗн — хӑв чӗлхӳне хӗрхен, атту халӗ ай-ай хытӑ хӗстерсе лартма пултараҫҫӗ, кайран апат ҫиме те юлмӗ…

Нюшкӑ сиксе тухнӑ-тухманах малти пӳлӗме Серафимӑ чупса кӗчӗ те сӗтел ҫинчен савӑт-сапана йӑтӑрлама пуҫларӗ. Пӗр турилкки, ун аллинчен урайне тухса ӳксе, чӑл-пар саланса кайрӗ.

— Ериперех юрамасть-им, — терӗ Аникей сиввӗн. — Халлӗхе ман магазин мар-ха кунта.

— Мӗскер кунта сан, кӗҫҫе пит! Мӗн? — кӑшкӑрчӗ Серафима, йӗпе ҫӗтӗк-ҫурӑкпа кравать патнелле пырса. — Епле намӑс мар-ха! Еркӗнӳпе ҫакланса ларнӑ та, ман эсир ашкӑннине сыхласа тӑмалла-и?

— Серафима! — Аникей сассине хӑпартрӗ. — Ҫылӑха ан кӗрт мана! Эсӗ мантӑн-им эпӗ чирлесе ӳксе тӑнран кайнине?

— Луччӑ пӗтмеллеччӗ сан мана кун пек асаплантариччен!

— Тен, сан кӗтмелли нумаях юлман пуль, масар ҫине кайса пӑрахма ӗлкӗрӗн-ха, халлӗхе вара йывӑр чухне Нюшкӑ мана питӗ кирлӗ. Курмастӑн-им?

— Куратӑп! Малтан сана йывӑр, кайран вӑл йывӑр ҫын…

Аникей кухньӑран пиччӗшне чӗнчӗ, Ворожнев, ҫуллӑ тутисене шӑлкаласа, хӑй ӑшӗнче кулса, пӗчӗк алӑк урати урлӑ каҫрӗ. Вӑл пӗр сӑмах та каламарӗ, кинне хулпуҫҫинчен тытрӗ те, ӑна алӑк патнелле кӑлт-кӑлт тӗккелесе, кухньӑна кӑларса ячӗ, хӑй каялла, малти пӳлӗме, кӗчӗ.

— Килтисене, алла вӗреннисене, тыткалама йывӑр мар, — терӗ вӑл, — анчах ӗнер пухура тапӑннисемпе мӗн тумалла-ха вӑт?

— Ҫук, кусене ырӑпа та, усалпа та хамӑр енне ҫавӑраймастӑн. Ҫапах та вӗсене ҫӑраҫҫи юраттарасах пулать пирӗн. Лар-ха — пӗрле пуҫа ватар.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех