Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вӑрманти тӗтӗм

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.05.22 20:21

Пуплевӗш: 582; Сӑмах: 5449

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ман анне вӗреннӗ хушӑрах ӗҫлекен пысӑк завод йӗри-тавра сӗм вӑрман кашласа ларать.

Пирӗн картишӗнче вунулттӑмӗш хваттерте пӗр хӗрача пур. Вӑл Феня ятлӑ. Унӑн ашшӗ лётчик.

Пӗррехинче, картишӗнче тӳпене пӑхса тӑракан Феня ҫине пӗр вӑрӑ ача тапӑнчӗ те, ун аллинчи канфета тӑпӑлтарса илчӗ.

Эпӗ ҫав вӑхӑтра вут-шанкӑ хуракан сарай тӑрринче, хӗвеланӑҫ еннелле, инҫетри Кальва юханшыв леш енче типӗ торф ҫинчи вӑрманта виҫӗм кунах тухнӑ пушар ҫине пӑхса лараттӑм.

Анчах эпӗ ҫулӑм ялкӑшнине кураймарӑм, тӗтӗмӗн тӗксӗм шупка пӗлӗчӗсене ҫеҫ куртӑм, унӑн куҫа ҫиекен шӑрши иртнӗ каҫах пирӗн посёлока ҫитсе ҫынсене ҫывӑрма кансӗрленӗччӗ.

Феня хурлӑхлӑн кӑшкӑрса янине илтсенех, эпӗ сарай тӑрринчен, ҫӑхан пек сиксе антӑм та, ҫав ачана ҫурӑмран ярса тытрӑм. Вӑл хӑранипе кӑшкӑрса макӑрма пуҫларӗ. Ҫӑварне хыпнӑ канфетне сурса пӑрахрӗ, мана чавсипе кӑкӑртан тӑрӑнтарчӗ те аяккалла тарчӗ.

Эпӗ Феньӑна йӗме чарӑнма хушрӑм, ҫӗрти канфета илме юраманни ҫинчен хыттӑн асӑрхаттартӑм. Пӗри ӗмнӗ канфета тепри ҫиес пулсан, пӗрех усси сахал ӗнтӗ.

Ҫакӑн пек пылак япала ахалех сая ан кайтӑр тесе, эпир Брутик ятлӑ сӑрӑ йытӑ ҫурине тытрӑмӑр та, ирӗксӗрлесех ҫав канфета ун ҫӑварне хыптартӑмӑр. Вӑл малтанах йынӑшрӗ, пиртен вӗҫерӗнсе тарасшӑн турткаланчӗ, ҫӑварне турпас е чул татӑкӗ хыптаратпӑр, терӗ пулас. Анчах, тутанса пӑхсан, хавасланнипе пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе, турткаланса илчӗ, пире ураран ҫакӑнма пикенчӗ.

— Эпӗ аннерен тата тепӗр канфет ыйтса илнӗ пулӑттӑм, — терӗ Феня, шухӑша кайса, — анчах паян анне питӗ ҫиллес, теприне памӗ.

— Паратех, — шутларӑм эпӗ. — Ун патне пӗрле кайӑпӑр. Эпӗ ӗҫ мӗнле пулнине каласа парӑп, вӑл сана хӗрхенӗ.

Эпир вара ҫаврӑнтӑмӑр та вунулттӑмӗш хваттер вырнаҫнӑ ҫурт патнелле утрӑмӑр. Водопроводчиксем чавса пӗтернӗ канав урлӑ хунӑ хӑма тӑрӑх утса каҫнӑ чух эпӗ Феньӑна ҫухинчен ҫирӗппӗн тытса пытӑм, мӗншӗн тесен вӑл ун чухне тӑваттӑра кӑначчӗ, тен, пиллӗкре пулӗ, эпӗ хам тахҫанах вуникке кайнӑ.

Эпир чи ҫӳле хӑпарса ҫитсен, хамӑр хыҫҫӑн чее Брутик хашкаса хӑпарнине куртӑмӑр.

* * *

Вӗсен хваттер алӑкне питӗрнӗччӗ, эпир ҫитнӗ-ҫитменех Феня амӑшӗ хирӗҫ чупса тухрӗ. Унӑн пит-куҫӗ куҫҫульпе йӗпеннӗ. Аллине сенкер шарф тата пӗчӗк сӑран сумка тытнӑ.

— Мана хуйхӑ кӳрекен хӗрӗм! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, Феньӑна алли ҫине ҫӗклесе. — Ӑҫта вара эсӗ ҫакӑн пек вараланса пӗтрӗн? Тӗк лар-ха ӗнтӗ, ан пӑркалан, телейсӗр чун! Ай, манӑн сансӑр та инкек-синкек нумай!..

Ҫак сӑмахсене вӑл хӑвӑрттӑн каласа хучӗ. Хӑй вара пӗрре нӳрлӗ питшӑлли вӗҫне тытрӗ, унтан Феньӑн вараланнӑ саппун тӳмисене вӗҫертрӗ. Ҫав хушӑрах питҫӑмарти ҫинчи куҫҫульне шӑла-шӑла типӗтрӗ, хӑй вӑл ӑҫта та пулсан васкать пулас.

— Ачамкка, — терӗ вӑл, мана, — эсӗ лайӑх ача. Манӑн хӗрачана юрататӑн. Эпӗ чӳречерен йӑлтах куртӑм. Феньӑпа пӗрле пӗр сехетлӗхе килте юл-ха. Манӑн вӑхӑт ҫук. Эпӗ те сана хӑҫан та пулсан ырӑ тӑвӑп.

Вӑл аллине ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ, куҫҫуллӗ куҫӗсемпе ман ҫине тинкерсе йӑлӑннӑ пек пӑхрӗ.

Манӑн хамӑн та вӑхӑт ҫук, манӑн сапожник патне кайса аннен ботинкисене илсе килмелле, апла пулсан та, эпӗ хирӗҫлеме пултараймарӑм, килӗшрӗм. Ҫын ҫакӑн пек пӗчӗк ӗҫе тума йӑлӑнса ыйтать пулсан, ҫак пӗчӗк пек туйӑнакан ӗҫ пачах пӗчӗк мар, инкек таҫта ҫывӑхрах явкаланса ҫӳренӗ пек туйӑнать.

— Юрать, анне, — куҫҫульпе йӗпеннӗ питне шӑлса-кӳреннӗ сасӑпа каларӗ Феня. — Анчах эсӗ мӗн те пулин пылак япала парса хӑвар, унсӑрӑн пире кичем пулать.

— Хӑвӑр илӗр, — терӗ те амӑшӗ сӗтел ҫине уҫӑ пӑрахрӗ, Феньӑна васкавлӑн ыталанӑ хыҫҫӑн тухса кайрӗ.

— Ай, вӑл комод ҫӑраҫҫине те парса хӑварчӗ. Вӑт тӗлӗнтермӗш! — кӑшкӑрчӗ Феня, уҫӑсене сӗтел ҫинчен илсе.

— Мӗн тӗлӗнмелли пур-ха унта? — терӗм эпӗ. — Эпир хамӑр ҫынсем вӗт, вӑрӑ-хурахсем мар.

— Эпир вӑрӑсем мар, — килӗшрӗ Феня. — Анчах комод патне пырса перӗнсен, эпӗ яланах мӗн те пулин ҫӗмӗретӗп. Акӑ, нумай пулмасть, урайне варени тӑкса янӑччӗ.

Эпир пӗрер канфет, пӗрер пӗремӗк илтӗмӗр, Брутика типӗ шушкӑ пӑрахса патӑмӑр, сӑмсине пыл сӗрсе ятӑмӑр.

* * *

Эпир иксӗмӗр те уҫса хунӑ чӳрече патне пытӑмӑр.

Эй! Ҫурт мар ку, чӑн-чӑн ту! Кунтан чӑнкӑ ту ҫинчи пекех, ешӗл улӑхсем те, пысӑк кӳлӗ те, кукӑр-макӑр типӗ ҫырма та курӑнать, — ҫав ҫырма леш енче пӗр рабочи хӗлле кашкӑр персе вӗлернӗччӗ. Йӗри-тавра вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрман…

— Фенька, чарӑн, малтан ан хӑпар! — кӑшкӑртӑм эпӗ ӑна, чӳрече сакки ҫинчен тӗртсе ярса. Хам вара хӗвелтен сыхланса аллаппипе куҫа хупӑрларӑм та урамалла пӑхрӑм.

Мӗн ку? Ку чӳрече пачах Кальва шывӗпе инҫетри тӗтӗмпе хупӑрланнӑ торф йӳҫлӗхӗ енелле тухмасть иккен. Апла пулсан та, виҫӗ километртан та ытла мар, чӑтлӑхран ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланса тухни курӑнать. Мӗнле майпа тата хӑҫан пушар кунта куҫма пултарнӑ, эпӗ ҫакна ӑнланса илейместӗп.

Эпӗ пӳлӗм енне ҫаврӑнтӑм. Брутик урайӗнче, Феня пӑрахса панӑ пӗремӗке кӑшласа выртать, Феня кӗтесре, ман ҫине сиввӗн пӑхса тӑрать.

— Хулиган! — терӗ вӑл ҫиллессӗн. — Сана анне манпа выляма хӑварчӗ, эсӗ мана Фенька тесе чӗнетӗн, чӳрече патӗнчен тӗртсе яратӑн. Апла пулсан, тухса кай кунтан!

— Фенечка, — чӗнтӗм ӑна, — хӑвӑртрах кил кунта, мӗн кӑна ҫук-тӑр урамра!

Акӑ мӗн пулнӑ урамра.

Икӗ юланутҫӑ урам тӑрӑх сиккипе чуптарса иртрӗҫ. Кӗреҫесем йӑтнӑ хӗрӗх ҫынна яхӑн Пӗрремӗш Май площачӗпе Киров памятникӗ ҫумӗнчен васкавлӑн иртсе кайрӗҫ.

Заводӑн пысӑк хапхи яриех уҫӑлчӗ те, унтан пилӗк грузовик вӗҫтерсе тухрӗҫ, вӗсем ҫине туллиех ҫынсем ларнӑ. Машинӑсем ҫуран отряда хӑваласа иртсе, шкул патӗнчен пӑрӑнса куҫран ҫухалчӗҫ.

Лапамри урамра ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ача-пӑчасем хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем, паллах ӗнтӗ, пурне те пӗлеҫҫӗ. Эпӗ акӑ, кунта хӗрачана сыхласа ларатӑп. Кӳренмелле!

Кайрантарах, пушар тухсан, кӑшкӑракан сирена уласа ярсан, эпӗ чӑтса тӑраймарӑм.

— Фенечка, эсӗ кунта пӗчченех лар-ха, эпӗ хӑвӑрт кӑна урама чупса кайса килем, — тесе ыйтрӑм.

— Ҫук, — терӗ Феня, — халь пӗччен хӑратӑп эпӗ. Илтетӗн пулӗ мӗнле уланине?

— Мӗнех вара улать пулсан? Ку труба вӗт, кашкӑр мар. Вӑл сана ҫисе ярать-и-мӗн? Ну, юрӗ эппин, эсӗ ан макӑр. Атя, иксӗмӗр те урама тухар. Пӗр-икӗ минут тӑрӑпӑр та каялла кӗрӗпӗр.

— Алӑка мӗн тумалла? — чеен ыйтрӗ Феня. — Анне алӑк ҫӑраҫҫин уҫҫине хӑвармарӗ. Эпир алӑка хупсан, вӑл питӗрӗнсе ларать. Кайран мӗн тумалла? Ҫук, Володька, эсӗ кунтах лар ӗнтӗ.

Анчах эпӗ лара-тӑра пӗлмерӗм. Кашни минутрах чӳрече патне чупса пытӑм, тарӑхнипе Феньӑпа вӑрҫса илтӗм.

— Кала-ха, манӑн мӗншӗн сана хуралламалла? Мӗн эсӗ, ӗне-и, лаша-и? Е эсӗ аннӳне пӗччен кӗтсе лараймастӑн-и? Ытти хӗрачасем яланах хӑйсем кӗтсе лараҫҫӗ. Мӗнле те пулин ҫитсӑ татӑкӗ илеҫҫӗ… пукане тӑваҫҫӗ, унтан вара — ай-ай, ой-ой, тесе йӑпатаҫҫӗ. Ҫитсӑ татӑкӗпе килӗшместӗн пулсан — лар та слон кӗлеткине ӳкер, хӳреллӗ те мӑйракаллӑ ту.

— Пултараймастӑп, — терӗ Феня, кутӑнланса. — Эпӗ, пӗччен юлсан, крана уҫма пултаратӑп, хупма манса каятӑп. Е чернильницӑна сӗтел ҫине ӳпӗнтерсе хурӑп. Пӗррехинче ҫапла плита ҫинчен кастрюль ӳкрӗ, тепре вара ҫара ӑшне пӑта кӗрсе ларчӗ. Анне килчӗ, ҫӑраҫҫипе тӗртет-тӗртет, алӑк уҫӑлмасть. Кайран пӗр пиччене чӗнсе илсе, ҫӑрана ҫӗмӗрсе кӑларттарма тиврӗ. Ҫук, — ассӑн сывларӗ Феня, — пӗччен юлма питӗ кансӗр.

— Телейсӗрскер! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Кам хушать-ха сана кран уҫма, чернильницӑна ӳпӗнтерсе хума, кастрюль тӳнтерме тата ҫӑра ӑшне пӑта чиксе лартма, э? Эпӗ сан аннӳ вырӑнӗнче пулсан, пӑяв тытӑттӑм та, пӗрре лайӑх кӑна ҫаптарса илнӗ пулӑттӑм сана.

— Ҫаптарма юрамасть, — ӗнентерсе каларӗ те Феня, хаваслӑн кӑшкӑрса малти пӳлӗме чупрӗ, — унӑн амӑшӗ таврӑнчӗ иккен. Вӑл хӑвӑрттӑн та тимлӗн хӗрӗ ҫине пӑхса илчӗ. Пӳлӗме пӑхса ҫаврӑнсан, ывӑнса ҫитнӗскер, диван ҫине ларчӗ.

— Кайса пит-куҫна тата аллусене ҫу, — хушрӗ вӑл Феньӑна. — Халех пире илме машина килет, эпир вара аэродрома аҫу патне каятпӑр.

Феня ҫухӑрса ячӗ, Брутикӑн ури ҫине таптарӗ, ҫекӗл ҫинче ҫакӑнса тӑракан питшӑллине туртса антарчӗ те, урай тӑрӑх сӗтӗрсе кухньӑна чупрӗ.

Эпӗ вӗриленсе кайрӑм. Хамӑр заводран пӗр вун-пилӗк километрти аэродромра эпӗ нихҫан та пулса курман.

Авиаци кунӗ, шкул ачисене пурне те грузовик ҫине лартса илсе кайнӑ чух, кайма пултараймарӑм, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑра илсе каяс умӗн шӑпах тӑватӑ кружка сивӗ кӑвас ӗҫнӗччӗ, кӑштах хӑлхасӑр пулса юлмарӑм. Виҫӗ кун хушши грелкӑсем хурса вырӑнпа выртрӑм.

Эпӗ хам сурчӑка ҫӑтса ятӑм, унтан Феня амӑшӗнчен:
— Эсир Феньӑпа аэродромра нумайччен пулатӑр-и? — тесе асӑрханса ыйтрӑм.

— Ҫук. Эпир унта ҫитетпӗр те часах каялла килетпӗр.

Ман ҫамка тарласа кайрӗ, вара вӑл мана ырӑ тума пулнине аса илнипе хӑюлланса:
— Илсе кайӑр-ха мана та хӑвӑрпа пӗрле аэродром ҫине? — тесе ыйтрӑм.

Феня амӑшӗ хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, эпӗ ыйтнине илтмен пек пулчӗ. Вӑл хӑй умнерех тӗкӗр шутарса лартрӗ, шурса кайнӑ питне пудра ҫине пуснӑ мамӑкпа сӑтӑрчӗ, темӗн пӑшӑлтатрӗ, унтан ман ҫине пӑхрӗ.

Манӑн сӑн-пит кулӑшла та хурлӑхлӑ курӑннӑ пулас, мӗншӗн тесен вӑл пӑртак ҫеҫ йӑл кулса, ман хырӑм ҫинех хӑпарса кайнӑ пиҫиххие туртса тӳрлетрӗ те:
— Юрать! Эсӗ ман хӗрачана юратнине пӗлетӗп эпӗ. Сана килтисем ярсан, кайӑпӑр, — терӗ.

— Вӑл мана пачах юратмасть, — ман ҫине сиввӗн пӑхса каларӗ питне шӑлса тӑракан Феня. — Вӑл мана ӗне тесе мӑшкӑлларӗ, ҫаптарса илмелле, терӗ.

— Феня, малтан ху вӑрҫма пуҫларӑн вӗт, — хӑраса ӳкрӗм эпӗ. — Тата эпӗ шӳтлесе ҫеҫ каларӑм, яланах сан хутна кӗретӗп-ҫке-ха.

— Ку тӗрӗс, — терӗ Феня, тӑрӑшсах питне пит-шӑллипе шӑлнӑ хушӑра. — Вӑл яланах ман хута кӗрет. Витька Крюков пӗрре ҫеҫ хута кӗчӗ. Хӑйсем, ашкӑнакансем те пур, вӗсем пӗрре те ман хута кӗмен.

* * *

Эпӗ киле чупрӑм, анчах картишӗнче Витька Крюкова куртӑм. Вӑл мана чикӗ урлӑ виҫӗ шургвардеец каҫни ҫинчен, вӗсем пирӗн завода ҫунтарса ярасшӑн пулса вӑрмана вут чӗртни ҫинчен хӑвӑрттӑн, пӗр чарӑнмасӑр каласа пачӗ.

Тревога!

Эпӗ хваттере чупса кӗтӗм, анчах кунта та шӑп та лӑпка. Сӗтел хушшинче, умӗнчи хут ҫине пуҫне чиксе, анне темле ҫаврашкасем ӳкерсе ларать.

— Анне! — самантрах кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Эсӗ килте-и?

— Хуллентерех, сӗтеле ан сиккелентер, — терӗ вӑл мана.

— Анне, мӗн туса ларатӑн-ха эсӗ? Шургвардеецсем ҫинчен илтрӗн-и?

Анне линейка илсе хут ҫине вӑрӑм та ҫинҫе йӗр туртса хучӗ.

— Володька, манӑн вӑхӑт ҫук. Ну, чикӗ урлӑ каҫнӑ, тейӗпӗр. Вӗсене мансӑр пуҫне те пурпӗрех тытаҫҫӗ. Эсӗ сапожник патне кайса манӑн ботинкӑсене илсе кил-ха.

— Анне, — ӳкӗтлерӗм ӑна, — халь вӑл шухӑш-и? Эпӗ Феньӑпа тата унӑн амӑшӗпе аэродром ҫине каям-и? Эпир унта ҫитетпӗр те часах каялла ҫаврӑнса килетпӗр.

— Каймастӑн, — терӗ вӑл. — Унта нимӗн ӗҫ те ҫук.

— Анне, — ҫине тӑрсах калаҫрӑм унпа, — астӑватӑн-и, эсир аттепе иксӗр мана машинӑпа Иркутска илсе каясшӑнччӗ? Эпӗ хатӗрленсе ҫитрӗм, анчах, тепӗр юлташ пычӗ. Вырӑн ҫитмерӗ, эсӗ вара мана пӑшӑлтатса (ҫак вӑхӑтра анне пуҫне ҫӗклесе ман ҫине пӑхрӗ) ан ҫилен, анса юл, терӗн. Эпӗ ун чухне ҫиленмерӗм, шӑппӑн кӑна анса юлтӑм. Эсӗ ҫакна астӑватӑн-и?

— Ҫапла, халь астуса илтӗм ӗнтӗ.

— Феньӑпа пӗрле машинӑпа кайма юрать-и?

— Юрать, — терӗ те анне, кӳренсе ҫапла хушса хучӗ: — ҫын мар эсӗ, Володька, чӑн-чӑн шуйттан ҫури! Манӑн зачётчен ахаль те вӑхӑт сахал, халь акӑ ботинка илме те манӑн хамӑнах каяс пулать.

— Анне, — савӑнӑҫлӑн каларӑм эпӗ, — эсӗ ан хӗрхен. Хӑвӑн ҫӗнӗ туфлине тата хӗрлӗ платьене тӑхӑн. Тӑхта-ха пӑртак, эпӗ ӳссе ҫитӗнсен, сана пурҫӑн тутӑр илсе парӑп, ун чухне вара грузин хӗрарӑмӗ пек ҫӳрӗн.

— Юрӗ, юрӗ, тухса чуп! — йӑл кулса каларӗ вӑл. — Кухньӑра икӗ котлетпа пӗр булка чӗркесе чик, ҫӑраҫҫи ил, эсӗ таврӑннӑ ҫӗре эпӗ килте пулмастӑп.

Эпӗ часах пуҫтарӑнса ҫитрӗм. Ҫыхха сулахай кӗсьене чикрӗм, сылтӑммине чӑн-чӑн браунинг пекех тӑхлан пӑшал чикрӗм те тула тухса чупрӑм, унта шӑпах ҫӑмӑл автомобиль картишне кӗрсе кайрӗ.

Машина патне чи малтан Феня, ун хыҫҫӑн Брутик чупса ҫитрӗ. Эпир ҫемҫе сӑран ларкӑчсем ҫине чаплӑн вырнаҫса лартӑмӑр, машина патӗнче тӑракан ача-пӑчасем пирӗн ҫине кӗвӗҫсе пӑхрӗҫ.

— Акӑ-мӗн, — шофёр ҫине куҫ хӗррипе пӑхса пӑшӑлтатрӗ Феня, — атя хамӑрпа пӗрле Брутика та илер. Куратӑн-и, вӑл мӗнле сиккелет, йӑпшӑнса явкаланать?

— Аннӳ мӗн калӗ?

— Ним те каламасть. Вӑл малтанах ӑна асӑрхамасть, кайран, эпир ӑна курман, тетпӗр. Кил кунта, Брутик!.. Кил ӗнтӗ, ҫӑмламас ухмах!

Вӑл йытӑ ҫурине мӑйран ярса тытрӗ те машина ӑшне илсе кӗрсе кӗтессе лартрӗ, унтан тутӑрпа витсе хучӗ. Машина патне ҫывхаракан амӑшне курсан, чее хӗрача мачча ҫинчи электричество хунарне пӑхма пуҫларӗ.

Машина хапхаран тухрӗ, ҫаврӑнчӗ те шавлӑ урам тӑрӑх малалла вӗҫтерчӗ. Вӑйлӑ ҫил вӗрет, тӗтӗм шӑрши сӑмсана кӑтӑклать.

* * *

Тумхахлӑ ҫул ҫинче машинӑна силлентерет, лӑкать. Йытӑ ҫури тутӑр айӗнчен пуҫне кӑларса мотор кӗрленине итлет.

Тӳпере такам хуйхатнӑ кураксем вӗҫеҫҫӗ. Кӗтӳҫӗсем пушшисемпе хыттӑн шартлаттарса канӑҫсӑр кӗтӗве хӑвалаҫҫӗ. Пӗр-пӗччен ларакан хыр патӗнче тӑлласа янӑ лаша ҫӳрет, вӑл хӑлхине тӑратса сывлӑша шӑршлакаласа илет.

Пирӗн ҫумранах мотоциклист иртсе кайрӗ, унӑн машини ҫав тери хӑвӑрт чупать, эпир каялла ҫаврӑнса хыҫри чӳречерен пӑхма ӗлкӗрнӗ ҫӗре вӑл ҫав тери пӗчӗккӗ тӗкӗлтура пек, е ахаль шӑна пек ҫеҫ курӑнакан пулчӗ.

Эпир ҫӳлӗ вӑрман хӗррине ҫитсен, пирӗн ҫула винтовкӑллӑ красноармеец пӳлчӗ.

— Малалла кайма юрамасть, — астутарчӗ вӑл, — каялла кайӑр.

— Пире юрать, — терӗ шофёр, — ку Федосеев лётчик арӑмӗ.

— Апла пулсан юрӗ, — терӗ красноармеец, — анчах эсир тӑхтӑр-ха.

Вӑл шӑхлич кӑларчӗ те начальнике чӗнсе икӗ хутчен шӑхӑртрӗ.

Эпир кӗтсе тӑнӑ вӑхӑтра тата икӗ ҫар ҫынни пырса тӑчӗҫ. Вӗсем пысӑк йытӑсем кӑкарса тытнӑ. Кусем отряд хуралӗнчи овчарка йӑхран пулнӑ Ветер тата Лютта ятлӑ шыравҫӑ йытӑсем иккен.

Наган ҫакнӑ винтовкӑсӑр ҫын пирӗн пата пырса тӑчӗ. Хӗрарӑм Федосеев лётчик арӑмӗ пулнине пӗлсен, вӑл аллине козырёк патне тытса, сывлӑх сунчӗ те, часовоя алӑ сулса, пире ирттерсе яма хушрӗ.

— Анне, — терӗ Феня, — ахаль каятӑн пулсан малалла иртме юрамасть, «Федосеев лётчик арӑмӗ» тесен, кайма юрать. Федосеев лётчик арӑмӗ пулма аван вӗт. Тӗрӗс-и?

— Шӑплан, айванскер! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ амӑшӗ. — Ху мӗн пакӑлтатнине ху та пӗлместӗн!

Нӳрлӗ сывлӑш вӗрме пуҫларӗ. Йывӑҫсем хушшинчен шыв курӑнчӗ. Акӑ сылтӑмра вӑрӑм та анлӑ Кайчук текен кӳлӗ сарӑлса выртать.

Пирӗн куҫ умне халиччен курман тӗлӗнмелле картина тухса тӑчӗ. Ҫил вӗрнипе кӳлӗ кӑпӑкланса хумханать, кӳлӗн тепӗр енчи ҫыранӗ хӗрринче вӑрман ялкӑшса ҫунать. Километр сарлакӑш кӳлӗ урлӑ пушар ҫатӑртатса ҫунни кунтан та илтӗнет.

Ҫулӑм пӗр самантрах хыр лӑссине ҫавӑрса илет, лӑсӑ пӗлӗтелле ҫӗкленсе ҫавӑнтах ҫӗре ӳкет. Ҫулӑм ҫӗр ҫийӗн явӑнать, вӑрӑм чӗлхисемпе кӳлӗри шыва ҫуласа илнӗн туйӑнать. Хушӑран йывӑҫсем ҫӗре тӳнеҫҫӗ, ҫӗре ҫапӑннипе пӗлӗтелле юпа пек хура тӗтӗм ҫӗкленет, анчах ҫав тӗтӗм ҫийӗнчех ҫилпе сарӑлса каять.

— Ӑна иртнӗ каҫ чӗртсе янӑ, — кичемлӗн ӑнлантарчӗ шофёр. — Йытӑсемпе вут тӗртекенсене тахҫанах тытмалла, анчах ҫулӑмра — вӗсен йӗрӗсем ҫухалнӑ, ҫавӑнпа та Люттӑна йӗрлеме йывӑр.

— Кам вут тӗртнӗ? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ Феня манран. — Ӑна юриех чӗртсе янӑ-и?

— Усал ҫынсем вут тӗртнӗ, — шӑппӑн каларӑм ӑна. — Вӗсем мӗнпур ҫӗре вут хыптарма хатӗр.

— Вӗсем ҫӗре те часах вут тӗртеҫҫӗ-и?

— Мӗн калаҫатӑн! Эсӗ пирӗннисене, леш винтовкӑллисене, куртӑн-и? Вут тӗртекенсене вӗсем часах пурне те тытаҫҫӗ.

— Вӗсене тытаҫҫӗ, — ман сӑмахпа килӗшрӗ Феня. — Анчах хальтерех тытса пӗтермелле, унсӑрӑн пурӑнма хӑрушӑ. Тӗрӗс-и, Володька?

— Эсӗ хӑратӑн, эпӗ ним чухлӗ те хӑрамастӑп. Манӑн атте вӑрҫӑра пулнӑ, ҫапах та хӑраман.

— Вӑл аҫу-ҫке-ха… Манӑн атте те…

Машина вӑрмантан вӗҫтерсе тухрӗ те, эпир аэродром вырнаҫнӑ пысӑк уҫланкӑна ҫитрӗмӗр.

Феня амӑшӗ пире машинӑран тухса ҫывӑхра ҫеҫ ҫӳреме хушрӗ, хӑй пӗр пысӑк ҫурт патнелле утрӗ.

Вӑл иртсе пынӑ чух лётчиксем, механиксем тата крыльца патӗнче тӑракан ытти ҫынсем шӑпланса ӑна сывлӑх сунчӗҫ.

Феня Брутикпа машина тавра чупса ҫӳрерӗ, эпӗ ҫав вӑхӑтра пӗр ушкӑн ҫумне пырса тӑтӑм та ҫынсем калаҫнинчен ҫакна пӗлтӗм: Феня ашшӗ, Федосеев, лётчик, ӗнер каҫхине ҫӑмӑл самолётпа вӑрман ҫуннӑ ҫӗре вӗҫсе кайнӑ, акӑ вӑхӑт пӗр талӑка яхӑн иртнӗ, вӑл ҫапах та каялла таврӑнман-ха.

Апла пулсан е самолёт ҫӗмрӗлнӗ, е вӑл ирӗксӗрех ҫӗр ҫине анса ларнӑ. Анчах ӑҫта-ши? Пушар енче пулмасан аван-ха, унта вут-ҫулӑм пӗр талӑкра ҫирӗм тӑваткал километра яхӑн пурне те ҫунтарса тухнӑ вӗт.

Тревога! Пирӗн чикӗ урлӑ хӗҫпӑшалланнӑ виҫӗ бандит каҫнӑ! Вӗсене «Искра» колхозӑн конюхӗ курнӑ. Ӑна бандитсем пӑшалсемпе персе хӑваланӑ, унӑн лашине вӗлернӗ, хӑйне уринчен амантнӑ, ҫавӑнпа та конюх пирӗн посёлока кая юлса ҫитнӗ.

Эпӗ тарӑхнипе тата пӑшӑрханнипе Феня амӑшӗпе пӗрле машина патне пыракан пысӑк ҫыннӑн орденне ҫамкапа тӑрӑничченех алӑри браунинга сулласа ҫӳрерӗм.

Ҫак ҫын мана вӑйлӑ аллипе тытса чарчӗ. Ман шӑйрӑлнӑ ҫамка ҫине пӑхрӗ те тӑхлан браунинга алӑран кӑларса илчӗ.

Эпӗ вӑтаннипе хӗрелсе кайрӑм.

Анчах ҫав ҫын кулмарӗ, пӗр шӳтлӗ сӑмах та каламарӗ. Вӑл ман ҫине пӑхрӗ, аллаппи ҫинче манӑн браунинга виҫрӗ. Кайран ӑна сӑран пальто ҫаннипе шӑлчӗ те каялла пачӗ.

Ку ҫын эскадрили комиссарӗ пулнине эпӗ кайран тин пӗлтӗм. Вӑл пире машина патне ҫити ӑсатса ячӗ, Федосеев лётчика ҫӗр ҫинче те, сывлӑшран самолётпа та пӗр чарӑнмасӑр шырани ҫинчен тата тепӗр хут каласа пӗлтерчӗ.

* * *

Эпир килелле кайрӑмӑр.

Каҫ пула пуҫларӗ. Ӗҫ лайӑх маррине туйса илнӗ. Феня шӑпланса машина кӗтессине ларчӗ, Брутикпа та текех вылямарӗ. Кайрантарах пуҫне амӑшӗн чӗрҫи ҫине хурса сисмесӗрех тӗлӗрсе кайрӗ.

Халь пирӗн час-часах чарӑнкаласа, хирӗҫ пулакан машинӑсене ирттерсе яма тиврӗ.

Грузовиксем, ҫар лавӗсем ирте-ирте кайрӗҫ. Акӑ сапёрсен роти утать. Хӗрлӗ автомобиль вӗҫтерсе иртрӗ, ку пирӗн машина мар, Иркутскран килнӗ мӗнле те пулин начальникӑн пулас.

Ҫул пушанса ирӗкленсен шофёр автомобиле хытӑрах чуптарма ҫеҫ пикеннӗччӗ, сасартӑк, темскер шартлатса илчӗ те, эпир чарӑнса лартӑмӑр.

Шофёр тухса машина йӗри-тавра ҫаврӑнчӗ, ҫул ҫине такам ӳкерсе хӑварнӑ кӗрепле шӑлне тупса вӑрҫса илчӗ, ассӑн сывланӑ хыҫҫӑн камера шӑтни ҫинчен тата ӑна улӑштармалли ҫинчен пӗлтерчӗ.

Машинӑна домкратпа ҫӗклеме ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, Феня амӑшӗ, эпӗ тата Брутик автомобильтен тухрӑмӑр.

Шофёр шӑтӑк камерӑна юсама тӗрлӗрен инструментсем хатӗрленӗ вӑхӑтра Феня амӑшӗ вӑрман хӗрринче уткаласа ҫӳрерӗ, эпир Брутикпа вӑрмана кӗтӗмӗр те чӑтлӑхра пытанмалла вылярӑмӑр. Вӑл мана нумайччен тупайман хушӑра хӑранипе хӑрушшӑн вӗркелесе илет.

Эпир пикенсех вылярӑмӑр. Хашкакан пулнипе эпӗ тунката ҫине ларса шухӑша кайрӑм. Инҫетрен машина кӑшкӑрнине илтсен, сиксе тӑтӑм та, Брутика йыхӑрса чупма тытӑнтӑм.

Тепӗр ик-виҫӗ минутран ҫухӑраканни пирӗн машина мар иккенне ӑнкартса илсе чарӑнса тӑтӑм. Пирӗн машина темиҫе тӗрлӗ сасӑпа юрланӑ евӗр кӑшкӑрать. Эпӗ сылтӑмалла пӑрӑнтӑм, хам чухланӑ тӑрӑх, тӳрех ҫул патнелле утатӑп пулӗ терӗм.

Инҫетрен сигнал пани илтӗнет. Халь ӗнтӗ пирӗн машина кӑшкӑрать. Анчах кӑшкӑртни хӑш енчен илтӗннине пачах чухласа илеймерӗм.

Каллех сылтӑмалла пӑрӑнса мӗнпур вӑйран малалла чупрӑм.

Ман хыҫран Брутик курӑкпа чӑлханса сиккелесе пырать.

Манӑн, ним тума пӗлмесӗр аптраса ӳкмен пулсан, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен сигналсем кӗтсе пӗр вырӑнта тӑмалла е хуллен малалла утмалла пулнӑ. Анчах эпӗ хӑраса ӳкрӗм. Мӗнпур вӑйран чупнӑ ҫӗртех пӗчӗк шурлӑха ҫитсе кӗтӗм. Акӑ, каллех сигнал! Халь манӑн каялла ҫаврӑнмалла. Анчах путакан йӳҫлӗхе кӗрсе ӳкесрен хӑранипе, эпӗ ун тавра ҫаврӑнса кайма шутларӑм, унталла-кунталла ҫаврӑнса ҫӳренӗ хыҫҫӑн сехре хӑпнипе чӑтлӑх витӗр тӳрех куҫ курнӑ ҫӗрелле чупрӑм.

* * *

Хӗвел паҫӑрах анса ларнӑ ӗнтӗ. Пӗлӗт хушшинчен пысӑк уйӑх ҫутатать. Манӑн тискер ҫул хӑрушӑ та йывӑр. Халь эпӗ хамӑн ӑҫта каймалла ҫӗре мар, ҫӑмӑлтарах ҫулпа утма пуҫларӑм.

Ман хыҫҫӑн Брутик шӑппӑн та чӑтӑмлӑн лӗпсӗртетет. Куҫҫуле тахҫанах йӗрсе пӗтернӗ ӗнтӗ, кӑшкӑрнипе тата ау! тесе чӗннипе пыр типсе ларчӗ, ҫамка тарларӗ, картуза ҫухатрӑм, шӑйӑрса янӑ пит юнланчӗ.

Кайрантарах эпӗ, тертленсе пӗтнӗскер, сӑрт ҫинче чарӑнтӑм та типӗ курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӑм.

Эпӗ ҫапла пӗр хускалмасӑр, сывлӑш ҫавӑрса илнӗ Брутик сӑмсипе хам хырӑма тӗккелесе, урисемпе чӗрмеленине туйичченех выртнӑ. Вӑл манӑн кӗсьере апат пуррине туйнӑ та ҫиме пама ыйтать иккен. Эпӗ ӑна пӗр татӑк булка тата ҫур котлет хуҫса патӑм. Ыттине ҫиес килмен ҫӗртенех хам ҫисе ятӑм, унтан ӑшӑ хӑйӑр ҫине шӑтӑк чаврӑм та хам ҫума типӗ курӑк сартӑм. Кӗсьерен тӑхлан браунинга кӑлартӑм, йытӑ ҫурине ыталаса тытрӑм та ҫывӑрмасӑр ҫутӑласса кӗтме шутларӑм.

Йывӑҫсем хушшинчи тӗттӗмре, уйӑхӑн пӗр тан мар ҫутинче, мана кашкӑрӑн симӗс куҫӗсем, е упан ҫӑмламас пуҫӗ курӑннӑ пек туйӑнчӗ. Пысӑк хырсен ҫумне ют та усал ҫынсем лӑпчӑнса тӑнӑ пек курӑнчӗҫ. Пӗр минут иртсе кайрӗ, тепре — пӗр хӑрушлӑх сирӗлет, анчах пур енчен те ытти хӑрушлӑхсем туха-туха тӑраҫҫӗ.

Хӑрушлӑхсем ҫав тери нумай, хускалмасӑр выртнипе мӑй хытса кайрӗ, юлашкинчен ывӑнса ҫитрӗм те, месерле выртса, пӗлӗт ҫине ҫеҫ пӑхма пуҫларӑм.

Ҫывӑрса каяс мар тесе, ыйхӑланӑ куҫсене мӑчлаттаркаласа ҫӑлтӑр шутлама пикентӗм. Утмӑл виҫҫе шутласа ҫитертӗм те арпашса кайрӑм, тарӑхнипе ҫӗр ҫине суртӑм та, пӗрене евӗр хура пӗлӗт тепӗр пӗлӗте хӑваласа ҫитсе, ӑна пысӑк шӑллӑ ҫӑварӗнчен ҫапасшӑн пулнине сӑнама тытӑнтӑм. Анчах ҫак вӑхӑтра тата тепӗр вӑрӑм та хыткан пӗлӗт хутшӑнса кайрӗ, вӑл хӑйӗн кукӑр аллипе уйӑха хупӑрласа хучӗ.

Тӗттӗмленчӗ, уйӑх тухнӑ ҫӗре пӗрене пек пӗлӗт те, пысӑк ҫӑварли те пулмарӗ, ҫӑлтӑрлӑ тӳпере пӗр пысӑк самолёт, юхнӑ пек, пӗр тикӗссӗн вӗҫни ҫеҫ курӑнчӗ.

Яриех уҫса пӑрахнӑ чӳречесенчен ҫутӑ курӑнать. Сӗтел хушшинче, чечексен вазисене хӑйӗнчен аяккарах шутарса лартса, анне хӑйӗн чертёжне туса ларать, эпӗ час таврӑнманнинчен тӗлӗнсе хушӑран-хушӑран сехет ҫине пӑхкаласа илет.

Самолёт эпӗ выртакан уҫланкӑ ҫумӗпе вӗҫсе иртесрен хӑранипе тӑхлан браунинга туртса кӑлартӑм та персе ятӑм. Тӗтӗм уҫланкӑна хупӑрласа илчӗ, ман ҫӑвара, сӑмсана кӗчӗ. Пӑшал пенипе пулнӑ сасӑ самолётӑн сарлака ҫунаттине тивсе, тимӗр витнӗ пӳрт тӑррине чул пӑрахнӑ пек, икӗ хутчен чанклатса илчӗ.

Эпӗ ура ҫине сиксе тӑтӑм.

Ҫутӑла пуҫланӑ. Манӑн тӑхлан браунинг хӑйӑр ҫинче выртать. Ун патӗнче Брутик пуҫне кӑмӑлсӑррӑн пӑркаласа ларать, мӗншӗн тесен каҫпа улшӑннӑ ҫил уҫланкӑна тӗтӗм илсе килнӗ. Эпӗ итлеме пуҫларӑм. Ман тӗлӗк тӗлӗкех пулман иккен. Малта ҫынсем пур, апла пулсан, нимрен хӑрамалли те ҫук.

Шыв юхса выртакан ҫырмара шыв ӗҫрӗм. Шывӗ ӑшӑ, вӗретнӗ пекех, сӑмалапа хӑрӑм шӑрши кӗрет. Ку ҫырма ҫунакан вӑрман патӗнче пуҫланать пулас.

Вар леш енче ҫулҫӑллӑ вӑрман пуҫланать, кунтан тӗтӗм шӑршине сиссенех пӗтӗм чӗрчун тухса тарнӑ, кӑткӑсем кӑна тӑрса юлнӑ, вӗсем, яланхи пек, хӑйсен тӗмисем патӗнче хӗвӗшеҫҫӗ, тата симӗс шурлӑхра шапасем кӑваклатаҫҫӗ; вӗсем типӗ вырӑнпа аяккалла сиксе кайма пултарайман ӗнтӗ.

Шурлӑхран ҫаврӑнса иртсен, эпӗ чӑтлӑха лекрӗм. Сасартӑк вара, ҫывӑхрах виҫӗ хутчен тимӗрпе тимӗре шакканӑ сасӑ илтрӗм, такам мӑлатукпа ӳпӗнтерсе хунӑ тимӗр витре тӗпне шакканӑ пек илтӗнет.

Эпӗ асӑрханса малалла утрӑм. Тӑррине такам касса илнӗ пек курӑнакан йывӑҫсем хушшипе, шанман ҫулҫӑллӑ туратсемпе витӗннӗ вырӑнпа пырса пӗр пӗчӗк уҫланкӑна тухрӑм. Унта чалӑшшӑн, сӑмсине ҫӳлелле тӑратса, ҫунаттипе пӗр тайӑлнӑ ӑвӑс ҫине перӗнсе самолёт ларать. Ун айӗнче пӗр ҫын гайка пӑракан ҫӑраҫҫипе мотор виттине шаккаса ларать.

Ку ҫын Феня ашшӗ, Федосеев лётчик иккен.

* * *

Туратсене сирсе хуҫкаласа, эпӗ ун патнелле ҫывхартӑм та ӑна чӗнтӗм. Вӑл ҫӑраҫҫине пӑрахрӗ. Пӗтӗм кӗлеткипе ман еннелле ҫаврӑнчӗ те (вӑл тӑма пултараймарӗ пулас) ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Унтан:
— Вӑт мӗнле тӗлӗнмелле япала! Хӑш пӗлӗт ҫинчен мана ҫӑлма татӑлса анма пултартӑн эсӗ? — тесе тӗлӗнсе ыйтрӗ.

— Ку эсир-и? — ыйтрӑм эпӗ, калаҫӑва мӗнле пуҫласа ямаллине пӗлмесӗр.

— Ҫапла, эпӗ пулатӑп. Акӑ ҫавӑ вара… — вӑл ӳпӗннӗ самолётне пӳрнипе тӗртсе кӑтартрӗ — манӑн лаша. Шӑрпӑк пар-ха. Ҫынсем инҫетре-и?

— Василий Семенович, манӑн шӑрпак ҫук, кунта ҫынсем те ҫук.

— Мӗнле ҫук? О шуйттан! — терӗ те вӑл, ҫӗтӗкпе чӗркенӗ аманнӑ урине хускатнӑран пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ. — Ӑҫта вара халӑх, ҫынсем ӑҫта?

— Ҫынсем ҫук, Василий Семенович. Эпӗ пӗччен, тата акӑ… манӑн йытӑ.

— Пӗччен тетӗн? Кхм… йытӑ?.. Ку санӑн йытӑ-и вара?.. Апла пулсан, кала-ха, эсӗ кунта пӗччен мӗн туса ҫӳретӗн? Ӑшаланӑ кӑмпа е кӑмрӑкпа кӗл пуҫтармастӑн-и?

— Эпӗ нимӗн те тумастӑп, Василий Семенович. Эпӗ мӗнпур вӑйран ыткӑнса пыраттӑм, ҫав вӑхӑтра шӑпах тимӗрпе шакканӑ сасса илтрӗм. Эпӗ хам та: кунта ҫынсем пулӗ тесе шутларӑм. Кунта эсир кӑна иккен. Сире тахҫантанпах шыраҫҫӗ…

— Апла эппин, ҫынсем тетӗн… Эпӗ вара ҫын мар иккен. Мӗншӗн санӑн питҫӑмарти юнланнӑ? Банка илсе питне йодпа сӗр те, тусӑм, аэродрома вӗҫтер. Унта ҫепӗҫҫӗнрех кала: хӑвӑртрах мана илме килччӗр. Вӗсем мана таҫта шыраҫҫӗ, эпӗ кунта, вӗсемпе юнашарах. Шӑплан-ха, туятӑн-и? — терӗ те вӑл, сӗрӗмлӗ те пылакрах сывлӑша шӑршласа илчӗ.

— Кӑна туятӑп, Василий Семенович, анчах ниҫта кайма та пӗлместӗп эпӗ, куратӑр пулӗ, хам та аташса кайрӑм.

— Ши-ши! — шӑхӑрчӗ Федосеев лётчик. — Апла пулсан, юлташӑм, пирӗн ӗҫсем питӗ япӑх. Эсӗ турра ӗненетӗн-и?

— Мӗн калаҫатӑр эсир! — тӗлӗнтӗм эпӗ. — Эсир мана, Василий Семенович, паллаймарӑр пулӗ. Эпӗ Володька вӗт! Сирӗн картишӗнчех, ҫӗр ҫирӗм тӑваттӑмӗш хваттерте пуранатӑп.

— Апла акӑ мӗн, Володька: эпӗ те, эсӗ те пӗтрӗмӗр. Апла пулсан, пирӗн ӑнланмалла мар хӑват ҫине шанмалли ҫук. Хӑпар-ха эсӗ авӑ ҫав йывӑҫ ҫине, мӗн курнине мана каласа пар.

Тепӗр пилӗк минутран эпӗ йывӑҫ тӑрринех хӑпарса лартӑм. Анчах виҫӗ енчен те вӑрман ҫеҫ курӑнать… Тӑваттӑмӗш енчен, пиртен пилӗк километр яхӑнра, вӑрмантан тӗтӗм йӑсӑрланать, пушар майӗпенех пирӗн еннелле шуса килет.

Ҫил кассӑн-кассӑн вӗрет, ҫавӑнпа та вӑл кашни минутранах вӑйланса кайма пултарать.

Эпӗ ҫӗре антӑм та мӗн курни ҫинчен пӗтӗмпех Федосеев лётчика каласа патӑм.

Вӑл тӳпене пӑхса илчӗ: тӳпе лӑпкӑ мар.

Федосеев лётчик шухӑша кайрӗ.

— Итле-ха, — терӗ вӑл, — эсӗ карттӑ тӑрӑх ҫул тупма пӗлетӗн-и?

— Пӗлетӗп, — ответлерӗм эпӗ. — Мускав, Ленинград, Минск, Киев, Тифлис…

— Эх, эсӗ те ҫав, мӗнле масштабпа илетӗн! Санӑн тата: Европа, Америка, Ази темеллеччӗ. Эпӗ санран ҫакна ыйтатӑп: эпӗ сана мӗнле ҫулпа каймаллине карттӑ ҫинче кӑтартса парсан, кайма пӗлетӗн-и, тетӗп.

Эпӗ иккӗлентӗм.

— Пӗлместӗп, Василий Семенович. Эпир ӑна географи урокӗнче вӗреннӗ, эпӗ темшӗн начар…

— Эх, тӑнпуҫ! Шӑпах вӑт «начар»… Ну, юрӗ, начар пулсан, кирлӗ те мар. Акӑ пах, — вӑл аллине тӑсрӗ. — Уҫланкӑран леререх кайса тӑр-ха. Хӗвеле хирӗҫ ҫаврӑн. Халь шӑпах хӗвел санӑн сулахай куҫу хӗррине ҫутатмалла тӑр. Санӑн акӑ ҫапла тӳрех каймалла. Халь килсе лар-ха.

Эпӗ ун патне пырса лартӑм.

— Ну, мӗнле, ӑнлантӑн-и, кала?

— Хӗвел ҫути шӑпах манӑн сулахай куҫ хӗррине йӑлтӑртаттарса пытӑр, — калаҫма пуҫларӑм иккӗленсе.

— Йӑлтӑртаттармалла мар, ҫутатмалла ҫеҫ. Хӗвел ҫути йӑлтӑртаттарсан, суккӑрланма пултаратӑн. Тата ҫакна асту: пуҫна темӗн пырса кӗрсен те айккинелле пӑрӑнма ан шутла, ҫичӗ-сакӑр ҫухрӑмра юхакан Кальва хӗррине ҫитичченех эпӗ кӑтартнӑ пек тӳрех ут. Вӑл унтах, ниҫта та кайма пултараймасть. Кальва ҫинче, Тӑваттӑмӗш ҫыр патӗнче яланах халӑх: пулӑҫӑсем, сулӑ тӑвакансем, утӑ ҫулакансем, сунарҫӑсем пулаҫҫӗ… Чи малтан кама хирӗҫ пулатӑн, ҫавна каласа пар… Мӗн каламаллине манмарӑн-и?..

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Федосеев ҫӗмрӗк самолёт ҫине, хӑйӗн чӗркенӗ, хускалман ури ҫине пӑхрӗ, сӗрӗмлӗ сывлӑша сывларӗ те пуҫне сулкаласа илчӗ.

— Вӗсене мӗн каламаллине… Эсӗ ху та пӗлетӗн пулӗ, тетӗп.

Эпӗ сиксе тӑтӑм.

— Тӑхта, — терӗ Федосеев. Вӑл айккинчи кӗсйинчен бумажник туртса кӑларчӗ те мана тӑсса пачӗ. — Хӑвӑнпа пӗрле ил.

— Мӗншӗн? — ӑнланаймасӑр ыйтрӑм эпӗ.

— Ил, — терӗ вӑл тепӗр хут. — Эпӗ чирлесе ӳкме, ҫухатма пултаратӑп. Кайран, мана тӗл пулсан, каялла парӑн. Мана параймасан, манӑн арӑма е пирӗн комиссара пар.

Ҫак сӑмахсем мана пачах килӗшмерӗҫ, хамӑн куҫҫуль тухма пуҫланине, тута чӗтренине туйса илтӗм.

Анчах Федосеев лётчик ман ҫине хыттӑн пӑхрӗ, ҫавӑнпа та эпӗ итлемесӗр тӑма пултараймарӑм. Бумажнике хӗве чикрӗм; пиҫиххие хытӑрах туртса ҫыхрӑм та Брутике шӑхӑртӑм.

— Тӑхта-ха, — тепӗр хут чарчӗ мана Федоссев. — Эсӗ манран маларах НКВД ҫыннисене е пирӗн комиссара курсан кала: вӑрман ҫунакан районта, ҫирӗм тӑваттӑмӗш участокра, виҫӗмкун, вунникӗ сехет те вӑтӑр минутра эпӗ виҫӗ ҫынна куртӑм. Вӗсем сунарҫӑсем пулӗ терӗм. Эпӗ аялалла ансан, вӗсем ман самолёта винтовкӑсемпе пеме пуҫларӗҫ те пӗр пульли бензин бакне шӑтарчӗ. Халь, паттӑр, малалла чуптар!

* * *

Ҫынна инкекрен хӑтарса, халиччен нихҫан килсе курман сӗм вӑрман урлӑ ҫул-йӗрсӗр, яланах сулахай куҫ хӗррине хӗвел ҫутатса тӑмалла ҫул шыраса, инҫетри Кальва патне чупасси ҫӑмӑл ӗҫех мар ӗнтӗ.

Ҫул ҫинче час-часах пуҫа пырса чикмелле мар чӑтлӑхсенчен, чӑнкӑ тарӑн варсенчен, путлӑхсенчен пӑрӑнса чупма тиврӗ. Федосеев хыттӑн асӑрхаттарса каламан пулсан, эпӗ вунӑ хут та ҫулран пӑрӑнса аташса кайнӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен хӗвел хӗвелех вӑл, ҫапах та эпӗ хам ҫӗр каҫнӑ ҫӗрелле чупнӑ пек туйӑнчӗ мана.

Епле пулсан та, эпӗ чӑтӑмлӑн малалла утрӑм, сайра хутран чарӑнкаласа тарланӑ ҫамкана шӑлтӑм, айван Брутика ачашлакаларӑм, вӑл хӑранипе манран пӗр утӑм юлмасӑр, вӑрӑм чӗлхине кӑларса тата ман ҫине ӑнланайман куҫӗсемпе хуйхӑллӑн пӑхса чупса пычӗ.

Тепӗр сехетрен ҫил вӑйланчӗ, тӳпене кӑвак тӗтӗм хупӑрларӗ. Хӗвел пӗр вӑхӑта пӑнчӑ пек курӑнса тӑчӗ, кайран ҫав пӑнчӑ пекскер те ҫухалчӗ.

Эпӗ малалла хӑвӑрттӑн та асӑрханса утрӑм. Анчах, пӑртак вӑхӑт иртсен, аташма пуҫланине чухласа илтӗм.

Тӳпе пӗр тикӗссӗн тӗксӗмленчӗ. Сулахай куҫпа мар, икӗ куҫпа пӑхсан та тӳпере пӗчӗк ҫутӑ вырӑн курӑнмарӗ.

Тата тепӗр икӗ сехет яхӑн иртрӗ. Хӗвел ҫаплах ҫук. Кальва та курӑнмасть-ха, вӑйӑм пӗтрӗ, хӑрама та пӑрахрӑм, — ӑш ҫунать, ывӑнса ҫитрӗм, кайрантарах ҫирӗк сулхӑнне йӑванса выртрӑм.

«Акӑ вӑл пурнӑҫ! — куҫа хупса шухӑшларӑм эпӗ, — пуранатӑн, мӗн те пулин пуласса кӗтетӗн. Акӑ, тетӗн, мӗнле те пулин приключени пулать, ун чухне эпӗ… эпӗ… Мӗн вара эпӗ? Унта самолёт ҫӗмӗрӗлнӗ. Ун патнелле пушар ҫывхарать. Унта аманнӑ летчик пулӑшу кӗтсе выртать. Эпӗ, каска пек, курӑк ҫинче йӑваланса выртатӑп, нимӗнпе те пулӑшма пултараймастӑп».

Таҫта ҫывӑхрах пӗчӗк вӗҫен кайӑк шӑхӑрни янӑраса кайрӗ. Эпӗ шартах сикрӗм. Тук-тук! Тук-тук! — илтӗнчӗ ҫӳлтен. Куҫа уҫсан, хамӑн пуҫ тӑрринчех, пысӑк каврӑҫӑн вулли ҫинче, улатакка ларнине куртӑм.

Вӑрман пӗр чӗрчунсӑр мар пулнине эпӗ ҫакӑнта ҫеҫ асӑрхаса илтӗм. Кунта уҫланкӑ ҫийӗнче сарӑ, хура лӗпӗшсем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, шӑрчӑксем чӗриклетеҫҫӗ.

Эпӗ тӑма та ӗлкӗреймерӗм, мунчала пек, йӗп-йӗпе Брутик ман хырӑм ҫине сиксе ларчӗ те силленсе илчӗ, — вӑл таҫта шыва кӗнӗ иккен.

Эпӗ сиксе тӑтӑм, вӗтлӗх урлӑ каҫрӑм та хавасланнипе кӑшкӑрса ятӑм. Манран хӗрӗх утӑмра кӑна Кальва шывӗ хӑйӗн кӑвак хумӗсене кӑпӑклантарса юхать.

Эпӗ ҫыран хӗрне ҫитсе тӑтӑм, пӑхма пуҫларӑм. Сылтӑмра та, сулахайра та, шыв ҫинче те, ҫыран хӗрринче те пӗр чӗрчун та курӑнмасть. Ҫурт-йӗрсем те, ҫынсем те ҫук, сунарҫӑсем те, пулӑҫӑсем те, сулӑ тӑвакансем те, утӑ ҫулакансем те курӑнмаҫҫӗ. Эпӗ Федосеев лётчик кӑтартнӑ Тӑваттӑмӗш ҫыртан ытла та инҫетре пулнӑ пулас. Анчах манран пӗр километрта, леш енчи ҫыранри вӑрман хӗрринче, тӗтӗм тухни, пӗчӗк ӳпле патӗнче кӳлсе тӑратнӑ лаша тӑни курӑнать.

Ман ҫан-ҫурӑм чӗтренсе илчӗ. Алсем ҫине, мӑй ҫине тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ, хулпуҫҫисем, сивчир силленӗ чухнехи пек, турткаланса илчӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн Кальва урлӑ ишсе каҫмалла пулнине ӑнланса илтӗм. Эпӗ начар ишетӗп. Чӑнах та, кирпӗч сарайӗ хыҫӗнчи пӗве урлӑ ишсе каҫма пултаратӑп. Пултаратӑп ҫеҫ мар, каялла та ишсе каҫкаланӑ. Анчах унта чи тарӑн вырӑн та мана мӑй таран ҫеҫ пулать.

Эпӗ ним шарламасӑр тӑратӑп. Шыв ҫийӗн турпассем, туратсем, курӑк ҫыххисем тата кӑпӑксем юхса иртеҫҫӗ.

Кирлӗ пулсан, Кальва урлӑ ишсе каҫма пултарассине ӑнланатӑп, вӑл эпӗ халран кайса путмалӑхах сарлака мар ӗнтӗ. Анчах эпӗ шыв тарӑннинчен хӑранипе аптраса ӳкме, пӗр ҫӑвар шыв сыпсанах путма пултарасса та пӗлетӗп. Пӗр ҫул каялла эпӗ Лугарка ятлӑ пӗчӗк ҫырмара та кӑштах путманччӗ.

Эпӗ ҫыран хӗррине пырса тӑтӑм, кӗсьерен йывӑр браунинга кӑларса ҫавӑркаласа пӑхрӑм та шыва ывӑтрӑм.

Браунинг вӑл вылямалли япала ҫеҫ, халь манӑн выляс шухӑш мар.

Эпӗ каллех тепӗр енчи ҫыран хӗрне пӑхса илтӗм, пӗр йӗкӗр ывӑҫ сивӗ шыв ӑсса илтӗм. Чӗрене лӑплантарас тесе пӗр сыпкӑм ӗҫсе ятӑм. Темиҫе хутчен ассӑн сывласа илнӗ хыҫҫӑн шыва кӗрсе кайрӑм. Вӑя уссӑр пӗтерес мар тесе, шыв янах патне ҫитиччен утса кайрӑм.

Ман хыҫра тискеррӗн улани илтӗнсе кайрӗ. Ҫыран хӗрринче Брутик, ухмаха ернӗ пек, чупкаласа ҫӳрет.

Эпӗ ӑна кӑчӑк туртса илӗртрӗм, ӳсӗркелесе илтӗм, шӑмпӑртаттарса шыва сирпӗтес мар тесе, урапа тапса ярса ишсе кайрӑм.

Ҫапла хуллен-хулленех, пӑшӑрханма тата васкама кирлӗ маррине шута илсе, кашни ыткӑнмассерен малалла ишсе пытӑм.

Акӑ шыв та сивӗнме пуҫларӗ, хама шыв юхӑмӗ юхтарса кайнипе ҫыран хӗрринчи тӗмсем сылтӑмалла тӑрса юлнӑ пек туйӑнчӗ. Анчах ҫакӑн пек пуласса эпӗ малтанах ӑнланнӑ, ҫавӑнпа пӗрре те хӑрамарӑм. Юхтартӑр, ку нимех те мар. Манӑн ӗҫ малалла ишесси… Майӗпен ҫыран ҫывхарсах пырать, акӑ ӗнтӗ мамӑкланнӑ ҫулҫӑсемлӗ авӑс хунавлӑхӗ ялтӑртатса ларни те курӑнать, шыв та мана хӑйӑрлӑ ҫыран патнелле юхтарать.

Халь начарри нимех те ҫук-ха.

Сасартӑк хам хыҫра сасӑсем илтрӗм. Каялла пӑхса илме те шутларӑм, анчах ҫаврӑнса пӑхмарӑм.

Кайрантарах шыв шӑмпӑлтатни илтӗнчӗ, эпӗ вара часах, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклесе, юлашки вӑйне пухса урисемпе шыва шӑмпӑлтаттарса ишекен Брутика куртӑм.

«Эсӗ, тусӑм, тӑхта, — шикленсе шутларӑм эпӗ. — Эсӗ ман патӑма ан ҫывхар, иксӗмӗр те шыва путма пултаратпӑр».

Йытӑран пӑрӑнас шутпа айккинелле ыткӑнтӑм, анчах мана шыв юхӑмӗ каялла илсе кайрӗ, ылханлӑ Брутик ҫакӑнпа усӑ курса, ыраттармаллах чӗрмелесе ман мӑй ҫине хӑпарса ларчӗ.

«Халь пӗтрӗм ӗнтӗ! — шутларӑм эпӗ, пуҫа шыва чиксе. — Халь путатӑп!»

Эпӗ ҫӑвара кӗнӗ шыва суркаласа ҫиеле тухрӑм та алӑсене сулкаласа илтӗм, ҫав вӑхӑтрах Брутик ман пуҫ ҫине хӑпара пуҫланине сисрӗм.

Юлашки вӑя пуҫтарса Брутика аяккинелле ывӑтрӑм, анчах ҫав хушӑра хум пырса ҫапрӗ. Эпӗ шывпа чыхӑнса кайрӑм, алӑсене ним йӗркесӗр сулкаларӑм, хам ишме пуҫланӑ ҫыран хӗрринче каллех шавланине, йытӑ вӗрнине илтрӗм.

Ҫав вӑхӑтра мана татах хум хӑваласа ҫитрӗ, ӳпне выртнӑ ҫӗртен месерле ҫавӑрса пӑрахрӗ. Кайран эпӗ пӗлӗт хушшинчен тухакан хӗвел пайӑркине, ҫӑварне сарлакан карса хам ҫине сиксе ӳкнӗ такамӑн хӑрушӑ пуҫне астуса юлтӑм.

* * *

Акӑ мӗн пӗлтӗм эпӗ кайран: Федосеев лётчикран уйрӑлсан, икӗ сехетрен ман йӗрпе Лютта ятлӑ йытӑ ҫынсене лётчик патне илсе ҫитернӗ иккен. Федосеев лётчик хӑй валли мӗн те пулин ыйтиччен малтан вӗсене тӗтӗм хупӑрласа илнӗ тӳпе ҫине кӑтартнӑ та мана хӑваласа ҫитме хушнӑ.

Ҫав каҫах Ветер ятлӑ тепӗр йытӑ вӑрманта хӗҫ-пӑшаллӑ виҫӗ бандита хӑваласа ҫитнӗ. Вӗсем шӑпах вӑрмансене, унпа пӗрлех пирӗн ҫӗнӗ пысӑк завода вут тӗртсе ҫунтарасшӑн пулса чикӗ урлӑ каҫнӑ ҫынсем пулнӑ.

Вӗсенчен пӗрне хире-хирӗҫ перкелешнӗ вӑхӑтра вӗлернӗ, иккӗшне ярса тытнӑ. Анчах эпир аванах пӗлетпӗр, вӗсене те нимӗнле каҫару пулмасть.

* * *

Эпӗ килте вырӑн ҫинче выртатӑп.

Утиял айӗнче ҫемҫе те ӑшӑ. Будильник унчченхи пекех шаккать. Кухньӑри крантан шыв сирпӗнет. Унта анне ҫӑвӑнать иккен. Акӑ вӑл кӗчӗ те ман ҫинчен утияла сирсе пӑрахрӗ.

— Тӑр, мухтанчӑк, — терӗ вӑл, хӑйӗн ҫӑра хура ҫӳҫне туранӑ вӑхӑтра. — Эпӗ ӗнер сирӗн пухӑва кӗтӗм те алӑк урлӑ эсӗ мухтаннине илтрӗм. «Эпӗ сиксе тӑтӑм», «эпӗ малалла ыткӑнтӑм», «эпӗ малалла сиксе ӳкрӗм», тетӗн… Ачасем вара, айванскерсем, хӑлхисене тӑратса итлесе лараҫҫӗ. Чӑнах та тӗрӗс тесе шутлаҫҫӗ пулӗ.

Эпӗ чӑтӑмлӑн итлерӗм аннене.

— Ҫапла, — терӗм эпӗ мӑнаҫлӑн, — эсӗ Кальва урлӑ тумтирпе ишсе каҫма тытӑнса пӑх-ха!

— Аван «ишсе каҫнӑ», сана хӑвна та Лютта кӗперен ҫыртса сӗтӗрсе кӑларнӑ вӗт. Эсӗ луччӗ, паттӑр, ан шарла! Эпӗ Федосеевран ыйтса пӗлтӗм. Чупса ҫитрӗ, тет, сирӗн Володька ман пата, шурса кайнӑ, чӗтрет, тет… Манӑн, тесе калатӑн, тет, географипе «начар», паллӑ… Аран-аран, тет, Кальва хӗрне кайма ӳкӗте кӗртрӗм…

— Суя! — эпӗ хӗрӳленсе кайрӑм, ура ҫине сиксе тӑтӑм, анне ҫине ҫиллессӗн пӑхма пуҫларӑм.

Куратӑп вӑл ахаль ҫеҫ кулнине, унӑн куҫӗ айӗнче кӑвак ҫаврашкасем те пӗтмен-ха. Апла пулсан, вӑл нумай пулмасть маншӑн ҫав тери хытӑ макӑрнӑ. Анчах ун ҫинчен вӑл каласа парасшӑн мар. Ҫапла ӗнтӗ, унӑн характерӗ те манӑнни пекех.

Вӑл мана ҫӳҫрен шӑлса илчӗ те:
— Володька, тӑр. Ботинкӑсене кайса ил. Эпӗ ку тарана ҫитсе те кайса илеймерӗм, — терӗ.

Анне хӑйӗн чертёжӗсене, готовальнине тата линейкине илсе зачёта хатӗрленме тытӑнчӗ.

* * *

Эпӗ ботинка илме тухса чупрӑм, анчах картишне тухсанах балкон ҫинче тӑракан Феня мана курса чӑрсӑррӑн ҫухӑрашма тытӑнчӗ:

— Кил кунта! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Кил ӗнтӗ хӑвӑртрах, сана атте чӗнет!

«Юрӗ, — терӗм эпӗ ӑшӑмра, — ботинка кайса илме ӗлкӗрӗп-ха».

Вара ҫӳлелле хӑпарма пуҫларӑм.

Ҫӳлте мана Феня ураран тытрӗ те ашшӗ пӳлӗмне сӗтӗрсе кӗчӗ. Ашшӗн ури сикнӗ, вӑл кровать ҫинче бинтӑпа ҫыхнипех выртать. Ун патӗнчи пӗчӗк сӗтел ҫинче эмелсемпе юнашар ҫивӗч ҫӗҫӗ тата хурҫӑ атпри выртать. Вӑл темскер ӗҫленӗ пулас. Малтан сывлӑх сунчӗ, унтан эпӗ мӗнле чупни ҫинчен, мӗнле аташса кайни ҫинчен, кайран Кальвӑна мӗнле тупни ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ.

Кайран аллине минтер айне чиксе ячӗ те сехет пек хупӑллӑ тата ҫаврӑнса тӑракан фарфор йӗплӗ никельрен тунӑ компас тӑсса пачӗ.

— Ме, — терӗ вӑл, — карттӑ тӑрӑх ҫул тупма вӗрен. Ку япалана сана асӑнмалӑх паратӑп.

Эпӗ илтӗм. Хуппи ҫине илемлӗн: хӑш ҫулне, уйӑхне, кунне паллӑ тунӑ. Ку шӑпах эпӗ вӑрманта, ҫӗмрӗк самолёт патӗнче Федосеев аллинче курнӑ компас пулчӗ. Ҫав цифрӑсен айӗнче: «Владимир Курнакова Федосеев лётчикран», тесе ҫырнӑ.

Эпӗ ним чӗнмесӗр тӑратӑп. Пӗтрӗҫ! Пӗтрӗҫ халь ӗнтӗ пирӗн картишӗнчи ачасем! Эпӗ вӗсене хӗрхенместӗп те, каҫармастӑп та!

Эпӗ лётчик аллине тытса чӑмӑртарӑм та Феня патне тухрӑм. Эпир чӳрече патӗнче тӑратпӑр, вӑл темскер мӑкӑртатать, эпӗ пӗрех илтместӗп.

Юлашкинчен вӑл мана ҫанӑран туртса ҫапла каларӗ:

— Пурте лайӑх, анчах мӗскӗн Брутика шел: вӑл шыва путнӑ!

Ҫапла, Брутика эпӗ те шеллетӗп. Анчах нимӗн те тӑваймастӑн: вӑрҫӑ — вӑрҫах ӗнтӗ.

— Эпир ун чухне ӑна ирӗксӗрлесе канфет хыптарман пулсан, вӑл пирӗн ҫумма ҫулӑхман пулӗччӗ, — терӗ Феня хурлӑхлӑн.

— Кам пӗлет, — тесе лӑплантартӑм ӑна, — тен, йытӑ тытакансем ҫитнӗ пулӗччӗҫ те, ӑна ҫаклатса илсе ещӗке хупнӑ пулӗччӗҫ, кайран тирне сӳсе илнӗ пулӗччӗҫ. Акӑ тепӗр тӗрлӗ вилӗм. Ку лайӑхрах-и вара?

Чӳрече витӗр вӑрман курӑнать. Пушара сӳнтернӗ, хӑшпӗр тӗлте ҫеҫ тӗтӗм тухни курӑнкалать. Анчах унта та юлашки бригадӑсем хӑйсен ӗҫне туса пӗтереҫҫӗ.

Чӳрече витӗр пирӗн пысӑк завод курӑнать, пирӗн ҫӗнӗ посёлокри ҫынсем пурте тенӗ пекех унта ӗҫлеҫҫӗ.

Завод йӗри-тавра икӗ рет йӗплӗ пралук тытса ҫаврӑннӑ. Кӗтессисенче, хӳтлӗхсем айӗнче, кунӗн-ҫӗрӗн хуралҫӑсем тӑраҫҫӗ.

Пире Феньӑпа, иксӗмӗре сӑнчӑрсем чӑнкӑртатни, тимӗр чӑнкӑртатни, пӑс вӑйӗпе ӗҫлекен мӑлатуксем йывӑррӑн шаканни илтӗнет. Ҫак заводра мӗн тунине эпир пӗлместпӗр. Пӗлсен те, Ворошилов юлташсӑр пуҫне, никама та каламан пулӑттӑмӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех