Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунсем (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ Петчек дворецӗнче ирттернӗ пирвайхи кунсем ҫӑмӑл пулман.

Нелегки были мои первые дни во дворце Печека.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Халӗ ӗнтӗ эпӗ чӗрӗ пирки иккӗленмелле мар кунсем ҫитрӗҫ: кун ҫинчен мана хамӑн кӗлетке ыратни — пурнӑҫӑн тӑван йӑмӑкӗ — питех те сисмелле аса илтерсе тӑчӗ.

Настали дни, когда уже не было сомнения в том, что я жив: боль – родная сестра жизни – весьма ощутительно напоминала мне об этом.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ачалӑхри телейлӗ те шухӑ кунсем аса килчӗҫ.

Вспомнились счастливые и беспечные дни детства.

Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Шартарсах ямалли янкӑр кунсем тӑраҫҫӗ.

Дни горели белым огнем.

Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.

2019 ҫулхи иккӗмӗш ҫурҫула хаҫат-журнал ҫырӑнтармалли тапхӑр вӗҫлениччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Маттур ӗҫлекенсене – парне // Каҫал Ен. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/

Пур пулӗ, тен, телейлӗ кунсем те, анчах, паллах ӗнтӗ, эрнекун мар.

Бывают, может, счастливые дни, да только не пятница.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кунсем хуллен ҫеҫ иртсе пычӗҫ.

Но дни шли за днями.

24-мӗш сыпӑк. Тӗлӗнмелле лайӑх кунсем — шутсӑр хӑруша каҫсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Томшӑн хавасланса хӗпӗртесе ҫӳремелли кунсем пуҫланчӗҫ, анчах ҫӗрлесенче унӑн сехрийӗ пӗтӗмпех хӑпса пӗтрӗ.

Свои дни Том проводил в радости и веселье, зато по ночам изнывал от страха.

24-мӗш сыпӑк. Тӗлӗнмелле лайӑх кунсем — шутсӑр хӑруша каҫсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Питех те ыйхӑ килтерекен кунсем хушшинче ҫак чи хытӑрах ыйхӑлаттаракан кун пулчӗ пулас.

Из всех скучных дней это был самый скучный.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Умра - вӑрӑм канмалли кунсем.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи канмалли кунсем халӑхшӑн чӑннипех те ӗҫпе кану уявне ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саврӑшпуҫсем ӗҫлесе те, канса та ӗлкӗреҫҫӗ // Вера Александрова. http://suvargazeta.ru/news/aksu-aksubaev ... -ta-lkrecc

Уяр та тӳлек кунсем сентябрьте уйрӑмах илемлӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Сентябрь // Георгий Орлов. https://vulacv.wordpress.com/2018/09/27/ ... %be%d0%b2/

Шутлӑ кунсем юлчӗҫ темелле.

Нужно сказать, что остались считанные дни.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Цифра телекуравӗ ҫине пӗтӗмпех куҫиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ.

До полного переключения на цифровое телевидение остались считанные дни.

Цифрӑллӑ телекурав ҫине куҫатпӑр // Н. КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2019/04/09/%d1%86%d0%b ... bfa%d1%80/

Анчах ман кунсем кӗскелсе пыраҫҫӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Унччен вӑхӑт пур-ха, анчах шутлӑ кунсем хӑвӑрт, сисӗнмесӗр иртессе пӗлет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Андрейшӑн ҫак кунсем хӑйне евӗр кӑсӑклӑ иртнӗ...

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗччен шутлӑ кунсем юлаҫҫӗ.

До начала учебного года остаются считанные дни.

Шкулсене кӗнекесем килнӗ // Л.КУЗНЕЦОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Чунӑм туять, сисетӗп, ҫак ҫут тӗнчере юлашки кунсем пурӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

1951 ҫулта Чӑваш патшалӑх издательствинче пӗрремӗш кӗнеки — «Ҫурхи кунсем» — кун ҫути курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех