Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Эппин, хӑвӑр мӗнле пурӑннине асӑрхасах тӑрӑр — ухмахсем пек ан пулӑр, ӑслисем пек пулӑр: 16. вӑхӑта ахаль ан ирттерӗр, мӗншӗн тесессӗн кунсем ултавлӑ.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сирӗн пурлӑхӑр ҫӗрсе кайнӑ, сирӗн тумӑра кӗве ҫисе янӑ; 3. сирӗн ылтӑнӑр, кӗмӗлӗр тутӑхса пӗтнӗ, ҫав тутӑх сире тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗ, сирӗн ӳтӗре вут пек ҫисе ярӗ — эсир хӑвӑршӑн юлашки кунсем валли мул пухрӑр.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Апла пулсан ҫак кунсем умӗн халӑха пӑтратса, пушхире тӑватӑ пин вӑрӑ-хурах ертсе тухнӑ хайхи Египет ҫынни эсӗ мар-и? тенӗ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара Павел ҫав ҫынсемпе кайрӗ те, тепӗр кунне вӗсемпе пӗрле тасалнӑ хыҫҫӑн Турӑ Ҫуртне кӗрсе, тасалмалли кунсем хӑҫан вӗҫленессе, вӗсемшӗн кашнийӗшӗн хӑҫан парне кӳрессе пӗлтерчӗ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫак кунсем иртсен эпир хатӗрлентӗмӗр те Иерусалима тухса кайрӑмӑр.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Самуилран пуҫласа ун хыҫҫӑнхи пророксем те пурте ҫак кунсем ҫинчен ҫаплах каласа пӗлтернӗ.24. И все пророки, от Самуила и после него, сколько их ни говорили, также предвозвестили дни сии.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Маншӑн ан йӗрӗр, хӑвӑршӑн та хӑвӑр ачӑрсемшӗн йӗрӗр, 29. ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне ҫапла калӗҫ: «ача туманнисем, ача ҫуратман варсем, ача ӗмӗртмен кӑкӑрсем телейлӗ!» тейӗҫ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иерусалима йӗри-тавра ҫар хупӑрласа илнине курсассӑн, унӑн арканас вӑхӑчӗ ҫывӑхарнине пӗлӗр вара: 21. Иудейӑрисем ун чухне тусем хушшине тарччӑр; хуларисем хуларан тухчӑр; хула таврашӗнчисем хулана ан кӗччӗр, 22. мӗншӗн тесессӗн ҫав кунсем — тавӑру кунӗсем: Ҫырни пӗтӗмпе вырӑна килӗ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Ҫурчӗ ҫинчен ӑна епле хаклӑ чулсемпе, ҫынсем кӳнӗ парнесемпе илемлетнӗ тесе калаҫнӑ чухне 6. Иисус каланӑ: ҫавӑн пек кунсем ҫитӗҫ, эсир кунта мӗн курни вырӑнӗнче чул ҫине чул та юлмӗ; йӑлтах аркатӗҫ, тенӗ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Хула патне ҫывӑхарсан Иисус ун ҫине пӑхса уншӑн йӗрсе янӑ та 42. каланӑ: эх, ҫакӑ кун эсӗ те хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине ӑнласа илсенччӗ! анчах халӗ вӑл сан куҫна курӑнмасӑр тӑрать: 43. акӑ эсӗ курас кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сан тавра ҫӗр алтса ҫаврӑнӗҫ, сана хупӑрласа илӗҫ, сана пур енчен те хӗсӗрлӗҫ; 44. сана тустарса-ҫаратса тухӗҫ, хӑвна та, ачусене те хула хушшинчех ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, сан вырӑнунта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвна ҫӑлма килнӗ вӑхӑта пӗлмерӗн, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата вӗренекенӗсене те каланӑ: акӑ ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне эсир Этем Ывӑлӗн пӗр кунне те пулин курасшӑн пулӑр та, кураймӑр; 23. сире: «акӑ кунта» е «авӑ унта» тейӗҫ — эсир ан кайӑр, хыҫалтан ан чупӑр: 24. ҫиҫӗм ҫиҫет те — тӳпен пӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпен тепӗр хӗррине ҫитиех ҫутатать, Этем Ывӑлӗ Хӑй кунӗнче ҫавӑн пек пулӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Хӑйне ку тӗнчерен илес кунсем ҫывӑхара пуҫласассӑн, Иисус Иерусалима кайма шутланӑ; 52. Вӑл вара Хӑй умӗнчен хыпарҫисене янӑ; лешӗсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре хатӗрлесе хума Самарири пӗр яла кӗнӗ; 53. анчах Иисуса унта йышӑнман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Иерусалима каякан ҫулҫӳревҫӗ пек курӑннӑ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччине туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче типӗ тытӗҫ вара, тенӗ.35. Но придут дни, когда отнимется у них жених, и тогда будут поститься в те дни.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унта Ӑна хӗрӗх кун шуйттан сӑнанӑ, ҫав кунсенче Вӑл нимӗн те ҫимен; ҫав кунсем иртсессӗн, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫав кунсем хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ, Елисавета, йывӑр ҫын пулнӑ; вӑл пилӗк уйӑх палӑртмасӑр пурӑннӑ; вӑл ҫапла каланӑ: 25. ҫын хурланине ман ҫийӗмрен сиресшӗн ҫак кунсенче Ҫӳлхуҫа ман ҫине хӗрхенсе пӑхса ҫапла турӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне вӗсем типӗ тытмаҫҫӗ; 20. акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччине туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче типӗ тытӗҫ вара.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫав асаплӑ кунсем хыҫҫӑн сасартӑк хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх хӑй ҫутине кӑтартмӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ; 30. ҫавӑн чухне тӳпере Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ; ҫавӑн чухне ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ те пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ; 31. Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене вӑйлӑ сасӑллӑ трупасемпе ярӗ те, вӗсем тӗнченӗн тӑватӑ енчен — тӳпенӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех — Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пуҫтарӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне типӗ тытӗҫ вара.Но придут дни, когда отнимется у них жених, и тогда будут поститься.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсӗ ун ҫӑварӗнчен тухакан ҫиле, вут-ҫулӑма, тӑвӑла курнӑ, 28. ун аллинче сӑнӑ та, ытти вӑрҫӑ кӑралӗ те пулман, анчах вӑл хӑйне хирӗҫ ҫапӑҫма тесе пынӑ пысӑк йыша пӗтерсе пӑрахнӑ, — ӑна ҫапла ӑнланмалла: 29. акӑ Ҫӳлти Турӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хӑтарас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, 30. ҫакӑ вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хӑратса пӑрахӗ, — 31. ӗнтӗ пӗрисем теприсене хирӗҫ, хула хулана хирӗҫ, пӗр вырӑн тепӗрне хирӗҫ, халӑх халӑха хирӗҫ, патшалӑх патшалӑха хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Халӗ кашниех хӑвӑр килӗре кайӑр, ҫак кунсем иртсессӗн, эпӗ те сирӗн пата пырӑп, терӗм.49. Теперь идите каждый в дом свой, и я приду к вам после сих дней.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.