Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ап ӗҫс 3

Пай: Библи –> Сӑваплӑ апостолсен ӗҫӗсем

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.18 12:35

Пуплевӗш: 20; Сӑмах: 426

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Пӗррехинче Петрпа Иоанн Турӑ Ҫуртӗнче тӑххӑрмӗш сехетре пулакан кӗлле кайнӑ. 2. Ҫавӑн чухне Турӑ Ҫурчӗн Илемлӗ теекен хапхи патӗнче амӑшӗ варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын ларнӑ: Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ӑна кулленех ҫавӑнта йӑтса пырса лартнӑ. 3. Турӑ Ҫуртне кӗнӗ ҫӗрте вӑл Петрпа Иоана курнӑ та вӗсенчен кӗлене пуҫланӑ. 4. Иоанпа Петр ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ та, Петр ӑна: пирӗн ҫине пӑх-ха, тенӗ. 5. Вӗсем мӗн те пулин парасса ӗмӗтленсе, лешӗ те вӗсем ҫине тинкерсе пӑхса тӑнӑ. 6. Петр вара каланӑ: манӑн ылтӑн, кӗмӗл ҫук; манӑн мӗн пур, сана ҫавна паратӑп: Назарет Иисус Христосӗ ячӗпе тӑр та ҫӳре, тенӗ. 7. Унтан ӑна сылтӑм аллинчен тытса тӑратнӑ та, лешӗн ури тупанӗсем, чӗркуҫҫийӗсем ҫав самантрах тӗреклӗленнӗ; 8. вӑл ӗнтӗ сиксе тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ, сиккелесе, Турра мухтаса, вӗсемпе пӗрле Турӑ Ҫуртне кӗнӗ. 9. Вӑл ҫӳренине, Турра мухтанине пӗтӗм халӑх курса тӑнӑ, 10. унтан ӑна палласа илнӗ те, ку Турӑ Ҫурчӗн Илемлӗ хапхи патӗнче ыйткаласа ларакан ҫын иккенне курса, ӑна мӗн пулнинчен сехӗрленсе, ӑсран кайса тӑнӑ.

11. Ури тӳрленнӗ уксах ҫын Петрпа Иоанн патӗнчен пӗр каймасӑр тӑнӑ та, унта, Соломон пӑлтӑрӗ теекен ҫӗре, вӗсем патне пӗтӗм халӑх пуҫтарӑннӑ, пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 12. Ҫавна курсассӑн Петр халӑха каланӑ: эй Израиль арӗсем! мӗншӗн эсир ҫакӑнтан тӗлӗнетӗр? мӗншӗн пирӗн ҫине эпир ӑна хамӑр хӑватпа е хамӑр таса пурӑннипе утакан тунӑ пек пӑхса тӑратӑр? 13. Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри, хамӑр аттемӗрсенӗн Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ; эсир Ӑна тытса патӑр, Ӑна ирӗке кӑларма шутланӑ Пилат умӗнче эсир Унран тунтӑр. 14. Эсир Сӑваплине, Тӳррине пӑрахрӑр, ҫынвӗлерене ирӗке кӑларма йӑлӑнтӑр, 15. пурӑнӑҫ Пуҫлӑхне вӗлертӗр, Ӑна ӗнтӗ Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, ҫавна эпир хамӑр куртӑмӑр. 16. Ӑна ӗненнӗшӗн Унӑн ячӗ ҫак хӑвӑр курса-пӗлсе тӑракан ҫынна тӗреклӗлентерчӗ, Ун урлӑ килекен ӗненӳ пурсӑрӑр умӗнчех ӑна сывлӑх пачӗ. 17. Эй тӑванӑмсем! эпӗ пӗлетӗп: эсир хӑвӑр та, сирӗн пуҫлӑхӑрсем те ҫакна пӗлмен пирки турӑр. 18. Христос асапланассине Турӑ Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ малтанах епле пӗлтерсе хунӑ, ҫаплах турӗ. 19. Эппин, ӳкӗнӗр, Ун патне таврӑнӑр — сирӗн ҫылӑхӑрсем каҫарӑнччӑр, 20. Ҫӳлхуҫаран савӑнмалли вӑхӑт килтӗр, Вӑл сирӗн патӑра хӑвӑршӑн ямалла тунӑ Иисус Христоса ятӑр; 21. Турӑ Хӑйӗн мӗнпур сӑваплӑ пророкӗ урлӑ авалах каласа хуни пӗтӗмпех пурӑнӑҫланса ҫитиччен Унӑн тӳпере пулмалла. 22. Аттемӗрсене Моисей ҫапла каланӑ: «мана кӑларнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире хӑвӑр тӑванӑрсем хушшинченех Пророк кӑларса парӗ; Вӑл сире мӗн калать, пӗтӗмпех ҫавӑн пек тӑвӑр; 23. Ҫав Пророка итлемесен, кирек хӑш чунӑн та халӑх хушшинчен пӗтмелле пулӗ» тенӗ. 24. Самуилран пуҫласа ун хыҫҫӑнхи пророксем те пурте ҫак кунсем ҫинчен ҫаплах каласа пӗлтернӗ. 25. Эсир — пророксен ывӑлӗсем, эсир — Турӑ Авраама: «санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте пиллӗх илӗҫ» тесе, аҫӑрсене панӑ халал ывӑлӗсем. 26. Пурте усал ӗҫӗсенчен уйӑрӑлччӑр тесе, Турӑ, Хӑй Ывӑлне Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса, Ӑна чи малтан сирӗн пата сире пиллеме ячӗ, тенӗ Петр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех